Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.07 23:44

Пуплевӗш: 167; Сӑмах: 1867

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ванокан

Эпир распорка тунӑ пӗрене татӑкне ненецсем ӑҫтан тупса килнине, чӑннипе каласан, эпӗ паян кун та пӗлейместӗп. Ҫӗрле вӗсем йӗлтӗрсемпе таҫта, куҫса ҫӳрекенсем тӑракан вырӑна пулас, кайса килчӗҫ. Ирпеле эпир чумӑран тухнӑ ҫӗре (унта ирттернӗ каҫ манӑн пурнӑҫӑмра ытлашши лӑпкӑ каҫ вырӑнӗнчех шутланмасть) ҫак кедр йывӑҫӗ алӑк патӗнче выртать.

Ҫапла, ку каҫ пирӗншӗн ытлашши савӑнмалли каҫах пулмарӗ, пӗр Иван Иваныч ҫеҫ вут патӗнче ҫывӑрма пултарчӗ, унӑн ҫӗлӗкӗн вӑрам хӑлхисем вара, пуҫне яваласа ҫыхнӑскерсем, малица айӗнчен мулкач хӑлхисем пек курӑнчӗҫ.

Лури енчен-енне ҫаврӑнкаласа, ӳсӗрсе выртрӗ. Эпӗ ҫывраймарӑм. Нянька сӑпка умӗнче ларчӗ. Эпӗ пӗр евӗрлӗн кӑна тухакан юрра итлеме пуҫларӑм. Вӑл ӑна ним хумханман пек пулса юрларӗ.

Пӗр евӗрлӗ сӑмахсемех темиҫе хут илтӗнчӗҫ. Маншӑн вара унӑн юрринче пӗтӗмпе те икӗ-виҫӗ сӑмах пек кӑна туйӑна пуҫларӗ. Ачи ӗнтӗ паҫӑрах ҫывӑрса кайрӗ, анчах та вӑл юрлама чарӑнмасть-ха. Вут чӗрӗлсе кайса, унӑн питне ҫутата-ҫутата илет. Эпӗ вара ҫавӑн пек самантсенче вӑл куҫне хупса юрланине куратӑп. Ака мӗн юрланӑ иккен вӑл — ирхине ӑна мана тухтӑр куҫарса пачӗ:

Хӗллехи кунсенче
Хӑть ӑҫта эп пӑхам,
Ывӑлӑмҫӑм ман.

Таврара шурӑ хир,
Ывӑлӑмҫӑм ман.

Кулӗ ҫине пӑхап,
Пӑр анчах ҫуталать.

Ывӑлӑмҫӑм ман.

Ҫӳл-ту ҫине пӑхап, —
Хура чул курӑнать,
Ывӑлӑмҫӑм ман.

Савнӑ Тундра,
Шап-шурӑ уй-хир,
Ывӑлӑмҫӑм ман.

Ҫӑмӑлскер ман.

Хӑлхусем хитре сан,
Ывӑлӑмҫӑм ман,
Куҫусем хитре сан,
Ывӑлӑмҫӑм ман.

Тӳпене пӑхатӑп —
Шур пӗлӗт юхать.

Савнӑ Тундра.

Вальӑпа калаҫнӑ чухнехи туйӑм ман пата калле ҫаврӑнса килчӗ, вара ҫакна нянька куҫне хупса юрлакан ҫак тунсӑхлӑ юрра итлес мар тесе, чумран тухса каяс патнех ҫитрӗм. Анчах та эпӗ вырӑнтан хускалмарӑм. Вӑл лӑпкӑран-лӑпкӑ, ерипен-ерипен юрларӗ, унтан кӗҫех шӑпланчӗ, ҫывӑрса кайрӗ. Мансӑр пуҫне пӗтӗм ҫут тӗнче ҫывӑрать; пӗр эпӗ ҫеҫ ҫак тӗттӗмре выртатӑп. Пӗччен пулнипе хама кӳрентернипе манӑн чӗрӗ ыратать. Мӗн тума кирлӗ ҫак халӗ тупӑннӑ япала? Халӗ ӗнтӗ пурте пӗтнӗ, текех ӗнтӗ пирӗн хушӑмӑрта нименех те пулас ҫук, тӗл пуласса та эпир ют ҫынсем пекех тӗл пулӑпӑр. Эпӗ кичемлӗхе сирсе ярасшӑн тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, сирсе яраймарӑм. Мӗн ҫывӑрса кайичченех вара эпӗ кичемлӗхӗ сирсе ярасшӑн пултӑм.

Кӑнтӑрла тӗлне эпир шассие юсаса ҫитертӗмӗр. Пӗренене саваласа якатрӑмӑр та эпир распорка вырӑнне кӗртсе лартрӑмӑр. Ҫирӗпрех пултӑр тесе, скрепкӑсене кантрапа яваларӑмӑр. Самолет ӗнтӗ халӗ аманнӑ вӗҫен кайӑк пек мӗскӗннӗн курӑнчӗ. Лурипе эпир аяккинелле пӑрӑнтӑмӑр та хамӑр ӗҫ ҫине сиввӗн пӑхса тӑтӑмӑр.

Лури, йӗрӗннӗ пек пулса, аллине сулчӗ.

Мӗн тӑвас тен, ирӗксӗрех пурте йӗркеллӗ, ырӑ тесе шутламалла пулать ӗнтӗ. Шыв вӗретмелле, мотора хута яма вӑхӑт.

Эпир бидонсем ӑшне юр тӳсе тултаратпӑр, бидонсене примус ҫине лартатпӑр. Кичем ӗҫ! Пирӗн примус «чаплӑ машина, унсӑрӑн кирек мӗнле хуҫалӑх та ниме тӑмасть» тенӗскер, питӗ япӑх ҫунать.

Акӑ пурте пулса ҫитрӗ, мотор хӗрчӗ, хута яратпӑр. Ненецсем амортизатора вӗҫӗнчен туртаҫҫӗ.

— Хатӗрлен!

— Хатӗрленеп!

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ — хута яр!

Амортизатор тухса каять, ненецсем юр ҫине пере-пере ӳкеҫҫӗ. Каллех:

— Хатӗрлен!

— Хатӗрленеп!

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ — хута яр!

Ҫакӑн пек эпир тӑватӑ хут аппалантӑмӑр. Мотор чӗтрет, чӑхӑлтать, пӗр-икӗ теҫетке ҫаврӑм тӑвать те чарӑнать, акӑ вӑл ӗҫлеме пуҫларӗ. Сывпуллашма вӑхӑт! Ненецсем самолет патне пуҫтарӑнаҫҫӗ, эпӗ вӗсен аллисене чӑмӑртатӑп, пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп, — вӗсен кӑмӑлӗ тулнӑ. Пирӗн штурман, вӑтаннӑ пек кулса, самолет ӑшне кӗрет. Сывпуллашнӑ чухне арӑмне мӗн каланине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та арӑмӗ, арки вӗҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ пуставсемпе эрешленӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑскер, савӑнӑҫлӑн кулкаласа тӑрать. Пуҫне вӑл сарлака тир йӑрӑмӗсем пустарнӑ капор тӑхӑннӑ, ҫавӑнпах та ӗнтӗ унӑн пичӗ ялкӑшса тӑнӑ пек туйӑнать.

Ҫур метрлӑ капор, темле шӑкӑр-макӑрсем ҫакса тултарнӑскер, капор айӗнче пӗчӗкҫӗ те ҫаврака питҫӑмарти — пӗр ҫаксене ҫеҫ куратӑп эпӗ сывпуллашнӑ чухне.

Яланхи йӑлапа эпӗ, ненецсенчен старт ыйтнӑ пек, аллӑма ҫӗклетӗп.

— Чипер юлӑр юлташсем! Вӗҫетпӗр!..

Ванокана ҫитиччен мӗнле вӗҫни ҫинчен, хамӑр штурман вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тӳремлӗхе географи карттине вуланӑ пек вуласа пыни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ. Куҫса ҫӳрекенсем пурнакан вырӑна ҫитсен вӑл мана вӗсен патӗнче кӑштах чарӑнса тӑма ыйтрӗ чарӑнса тӑма май ҫуккине пӗлсен вара вӑл ҫав тери хурланчӗ.

Ваноканра мӗнле анса ларни ҫинчен те каласа тӑмастӑп эпӗ. Летчик-испытательсене пӗрре теветкелленни, тепре ответлӑхпа чун хавхаланнине пӗлтерекен профессиллӗ туйӑмсем питӗ те паллӑ. Ара, вӗт эпир хамӑр та ҫӗнӗ конструкципе тунӑ йывӑҫ распоркӑллӑ машинӑпа вӗҫетпӗр. Ку вӑл — самолетсем тӑвас ӗҫре ҫӗнӗ япала! Эпӗ, самолета пӗтӗм йывӑрӑшӗпе сывӑ ури ҫине вӑхӑтра антарса лартрӑм пулас, мӗншӗн тесен вӑл чарӑничченех Лури кабинӑран сиксе тухрӗ те мана пуҫ пӳрнине кӑтартрӗ.

Ваноканра хамӑра кӗтсе илни ҫинчен, виҫӗ пӳртре сӑмаварсем саланса кайни, тӑваттӑмӗшӗнче сӑпкари ача тухса ӳкни, тухтӑрӑн ӑна ҫийӗнчех сыватма тӳрӗ килни, хамӑра семгапа кукӑльсемпе хӑналани, хам модельнӑй кружок туса пионерсене самолетпа ярӑнтарни ҫинчен каласа тӑмастӑп эпӗ. Ваноканра пурнакансем лӑп та шӑп эпир хамӑр вӗҫсе ҫитнӗ кун поселок ҫинче тата икӗ самолет ҫаврӑнса ҫӳренине ӗнентерме тӑрӑшрӗҫ. Кайран эпӗ ҫакӑ вӑл пирӗн самолетах пулнӑ иккенне ӑнланса илтӗм, анма хатӗрленнӗ чух эпир виҫӗ хут вӗҫсе ҫаврӑнтӑмӑр.

Анчах та Иван Иваныч ҫинчен, унӑн Ваноканри ӗҫӗсем ҫинчен каласа памасан юрамасть.

Ледков сывлӑхӗ эпир пынӑ чухне питӗ йывӑрччӗ. Пухусенче эпӗ унпа пӗрре кӑна тӗл пулман, пӗррехинче эпӗ ана Красноярскинчен Игарка та леҫсе хӑварнӑччӗ. Вӑл мана хӑй илемлӗ литературӑна витӗр пӗлни те тӗлӗнтерсе пӑрахнӑччӗ. Вӑл Ленинградра педагогика институчӗ пӗтернӗ иккен, пӗр те пӗр каласан вӑл Лев Толстойпа Вольтера ҫеҫ вуламан, пултаруллӑ ҫын, пысӑк вӗреннӗ ҫын. Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ.

Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын, политикӑра пултаруллӑ деятель темӗнле йытта пула суранланса выртать. Пырса кӗрсен эпӗ паллаймарӑм ӑна: вӑл ҫав тери улшӑнса кайнӑ.

Выртать теме те май ҫук ӑна. Вӑл выртакан суранӗсене тӳсеймесӗр, шӑлӗсене шатӑртаттарса кровать ҫинче ларать. Ҫав ыратакан суран ӑна сасартӑк ҫӗклерӗ, вӑл кровать пуҫӗнчен тытса ура ҫине тӑчӗ, унтан тенкел ҫинелле сулӑнса кайрӗ. Ҫак кӗрнеклӗ те ҫирӗп ҫынна суран пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна киле-киле ҫапнине пӑхса тӑма ҫав тери йывӑр! Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн суранӗ унӑн пӗр самантлӑха кӑна ыратма чарӑнать, ахӑр, ун пек чухне вара унӑн пит-куҫне этем сӑнӗ кӗрет. Унтан каллех пуҫланать! Вӑл ҫӳлти тутине ҫыртать, паттӑр ҫыннӑн хӑрушӑ куҫесем, ыратнине парӑнса, ылмаш пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Вӑл сывӑ ури ҫине сиксе тӑчӗ, кровать ҫинелле ыткӑнса ӳкрӗ. Кровать ҫинче те вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкаласа ларчӗ. Те пӗр-пӗр юн тымарӗсем пӗрлешнӗ вырӑна пуля лекнӗ, те суранӗ ҫав тери ыраттармаллах пӳрленсе кайнӑ — эпӗ пӗлместӗп. Анчах та эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра кун пек хӑрушӑ ӳкерчӗк курман! Пичӗ-куҫӗ унӑн ирӗксӗртен тенӗ пекех илемсӗрленет, ун ҫине пӑхма та йывӑр. Акӑ вӑл кровать тӑрӑх куҫкалать, чун хавалӗпе те пулин пӗр вырӑнта ларма тӑрӑшать. Акӑ! — вӑл пӗтӗм пӗвӗпе тенкел ҫине килсе вӑркӑнчӗ.

Кун пек чирлӗ ҫынна пӑхса тӑраканӑн пуҫа ҫухатма та пулать! Анчах та Иван Иваныч ҫухатмарӗ! Пачах урӑхла, вӑл ҫак вӑхӑтра сасартӑк ҫамрӑкланса кайрӗ, тутисене тӑсрӗ, хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан, ҫарти ҫамрӑк тухтӑр пек пулса тӑчӗ. Ун пек тухтӑртан пурте хӑраҫҫӗ. Самантрах вӑл чирлӗ ҫын выртакан пӳлӗмрен пурне те хӑваласа кӑларчӗ. Левкова пӑхнӑ ҫӗрте тем, сӑлтавпа пӑхса тӑмах шутланӑ Райӗҫтӑвком председательне те хӑваласа кӑларчӗ.

Ҫав вырӑнта пурнакан фельдшерица, куҫлӑх тӑхӑннӑ типшӗмрех кӑна карчӑк, калаҫа-калаҫа хӑй умне тухса тӑрсан, вӑл унтан:
— Ну-с, чӗркуҫҫине ампутациленӗ ҫӗрте пулма тӳрӗ килнӗ-и сире? — тесе ыйтрӗ.

Темӗнле пултаруллӑхпа вӑр-вар ҫаврӑнса вӑл пӳлӗмри пур пек сӗтел-пукансене самантрах майлаштарса лартрӗ: ытлашши сӗтеле илсе тухрӗ, операци тумаллине пӳлӗм варрине, ҫакӑнса тӑракан лампа тӗлне куҫарчӗ.

Пӗтӗм поселокри лампӑсене пуҫтарса килме хушрӗ вӑл, «анчах тӗтӗмлекеннисене мар». Лампӑсене стена ҫумне ҫака-ҫака тухрӗ, пӳлӗм Ваноканра халиччен пулман ҫутӑпа ҫуталса кайрӗ.

Вӑл куҫхаршисене ҫӗклеме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, типшӗмрех фельдшерица алшӑлли ҫӗклесе те кӗчӗ. Алшӑллийӗ тухтӑршӑн тасах туйӑнман курнать, мӗншӗн тесен эпӗ, фельдшерица кухньӑна тухсан, тухтӑр пекех хаяр сасӑпа ҫакӑн пек каланине илтрӗм:
— Эсир мӗскер, ырӑ ҫыннӑмсем, мана тупӑка чикесшӗн-и? — терӗ вӑл.

Анчах та ӑна никам та тупӑка чикесшӗн мар. Пурте чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрерӗҫ, тухтӑра «вӑл» тесе чӗнчӗҫ.

Тухтӑр вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫынсене пӗр-пӗр ӗҫ хушса, ҫур сехет хушши аллине супӑньпе, щеткӑпа сӑтӑрчӗ. Унтан, шӑлӑнмасӑр-тумасӑрах, чирлӗ ҫын выртакан пӳлӗме кӗчӗ, урисене, аллисене сарса ярса чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Алӑк хупӑнчӗ, Ваноканшӑн тӗлӗнмелле ҫутӑпа ялкӑшакан, куҫа йӑмӑхтаракан пӳлӗм, куҫа йӑмӑхтаракан сӗтел ҫинче выртакан чирлӗ ҫын, куҫа чӑлт шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫынсем ҫухалчӗҫ.

Ҫапла тытрӗ хӑйне хӑй Иван Иваныч Ваноканра.

Тепӗр хӗрӗх минутран вӑл операци тумалли пӳлӗмрен тухрӗ. Операци ҫав тери лайӑх иртсе кайнӑ темелле пулать пулӗ, мӗншӗн тесен, вӑл, халатне хывнӑ май, мана латынла темскер каларӗ, Козьма Пруткова аса илчӗ:
«Е телейлӗ пулас тетӗн-тӗк — пул!»

Ирхине ирех эпир Ваноканран вӗҫсе тухрӑмӑр, тепӗр виҫӗ сехет ҫурӑран, пӗр мыскарасӑр-мӗнсӗр, Заполярьене анса лартӑмӑр.

Ҫак ӗҫ ҫинчен, йывӑр условире тунӑ тӗлӗнмелле чаплӑ операци ҫинчен, пирӗн вӗҫев ҫинчен «Известире» те хыпар пулчӗ. Вӑл «чирлӗ ҫын питӗ хӑвӑрт сывалса пырать», тесе вӗҫленнӗччӗ.

Чӑннипех те, Ледков ҫав тери хӑвӑрт сывалса пычӗ. Пире Лурипе иксӗмӗре тав турӗҫ, тухтӑра Ненецсен национальнӑй округӗ хисеплӗ грамота пачӗ.

Кивӗ йӗс пакур халӗ ман пӳлӗмре, пысӑк карттӑпа юнашар ҫакӑнса тӑрать. Вӑл картта ҫине «Св. Мария» шхунӑн ҫулне те кӑтартнӑ.

Июнь пуҫламӑшӗнче эпӗ Мускава тухса кайрӑм. Анчах питӗ шел, вӑхӑтӑм сахал пулчӗ манӑн: мана вунӑ кунлӑха ҫеҫ кайма хушрӗҫ. Ҫакӑ вунӑ кун хушшинче вара ман пӗр хамӑн ӗҫсене ҫеҫ мар, анчах хамӑн капитанӑн ӗҫӗсене те туса ҫитермелле пулать.

Ҫул ҫинче эпӗ хам ҫинчен, Катьӑпа иксӗмӗр хушӑмӑрти пурнӑҫ ҫинчен те чылаях шухӑшласа пытӑм. Ҫак шухӑш вара каллех унӑн ашшӗн историне аса илтерчӗ, вӑл хӑйне юратма, хисеплеме хушнӑ пек туйӑнчӗ. Ирӗксӗртен-и, тен, ирӗксӗртен те мар-и, эпӗ унпа хамӑн пурнӑҫ ҫулӗнче кирек ӑҫта та тӗл пултӑм. Юлашкинчен ун историйӗн татӑк-кӗсӗкӗнчен, хам пуҫтарнӑскерсенчен, илемлӗ те ҫирӗп картина пулса тӑчӗ.

Кивӗ йӗс пакур ҫак картинӑна ҫирӗплетсе паракан юлашки япала пулса тӑрать. Ӑна тупни чи йывӑр ыйтӑва татса парать.

Чӑннипе каласан, штурман дневникӗсене вуланӑ чух эпӗ хамран: «Татаринов капитана мӗн пулнине хӑҫан та пулин пӗлейӗп-ши эпӗ. Хӑй уҫнӑ ҫӗре тӗпчес тесе карапне хӑварнӑ-ши вӑл е хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле выҫӑпа аптраса вилсе выртнӑ-ши, вара пӑрсен хушшине лекнӗ шхуна темиҫе ҫул хушши Гренланди ҫыранӗсем патнелле шурӗ-ши?» тесе ыйтаттӑм.

— Ҫапла, — тейӗттӗм ӗнтӗ эпӗ халӗ. — Вӑл карапне хӑварнӑ. Ку ӗҫе мӗнле майпа тунине эпир пӗлейместпӗр. Командӑран кам та пулин виллипе-чӗррине е шхунӑна пӑрсем хӗстерсе ватнине те пӗлейместпӗр эпир. Анчах та вӑл хӑйӗн «ачалла, айванла» ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ.

— Ҫурҫӗр Ҫӗрне ҫитейнӗ-ши вӑл? — ыйтатӑп эпӗ хамран хам.

— Ҫапла, — халӗ эпӗ кӑна ответ пама пултаратӑп. — Ҫурҫӗр Ҫӗрне ҫитнӗ вӑл. Ҫитеймен пулсан, ӑҫтан-ха темиҫе ҫул ӗлӗкрех Иван Вылка сунарҫӑ ҫав брезент кимӗсемпе ҫунана тупатчӗ?

— Экспедици ҫулне-йӗрне ӑҫтарах шырамалла-ши, шырамаллах-ши вара ӑна? — ыйтатӑп эпӗ хамран хам.

— Ҫапла, — халӗ кӑна эпӗ ответ пама пултаратӑп. — Шырамаллах вӗсене, мӗншӗн тесен, лайӑхрах шухӑшласа пӑхсан, вӗсене ӑҫта шырамаллине, ҫав район ӑҫтине ҫур градус таранах палӑртса пӗлме пулать. Ҫак ӗҫӗн научнӑй тӗллевӗ пирки вара нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

— Ку вӑл — судри калаҫу пекех пулчӗ: пӗр вӗҫӗмрен ыйту ҫине — ыйту, ответ ҫине — ответ. Анчах та ҫак типӗ те сивӗ сӑмахсем хушшинченех мана пачах урӑх сӑмахсем аса килчӗҫ, эпӗ вара хам ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ Катьӑна куҫ умне ӳкертӗм.

— Эсӗ манса кайрӑн-и мана? Ҫапла вӗт?

— Ҫук, — тейӗ вӑл. — Анчах та хамӑр вунҫиччӗре чухнехи пурнӑҫ пӗтрӗ ӗнтӗ халӗ, а эсӗ ӑҫта ҫухалтӑн, эпӗ вара ҫав пурнӑҫпа пӗрлех хамӑр хушӑмӑрти юрату та пӗтсе ларнӑ тесе шутларӑм.

— Ҫук, пӗрре те пӗтмен-ха вӑл, — ҫапла калӑп эпӗ ӑна. — Эпӗ халӗ санӑн аҫу ҫинчен санран хӑвӑнтан та ытларах, ҫут тӗнчери мӗнпур ҫынсенчен ытларах пӗлетӗп. Пӑх-ха, акӑ мӗн илсе килтӗм эпӗ сан валли, — кунта унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ. Эпӗ унӑн пурнӑҫне пӗрле пуҫтартӑм, акӑ халӗ ӑна ҫак пурнӑҫ, аслӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ иккенне кӑтартса паратӑп. Пӗлетӗн-и эсӗ эпӗ ҫакна мӗншӗн тунине? Сана юратнипе.

Вара вӑл манран:
— Апла эсӗ мана манса каймарӑн-и? Тӗрӗсне калатӑн-и? — тесе ыйтӗ.

Эпӗ ӑна:
— Эсӗ мана пӑрахнӑ пулсан та, эпӗ сана манса кайман пулӑттӑм, — тесе ответлӗп.

Ку вӑл, — эпӗ ҫул ҫинче шухӑшласа кӑларнӑ тӗлӗнмелле калаҫу. Часах Катьӑпа пирӗн хушӑмӑрти калаҫу пулчӗ. Ҫак калаҫу ҫул ҫинчи пекех мар теме те май килмест. Вӑл ун пек те, ун пек те мар — вӑл чӑн-чӑн пурнӑҫпа танлаштарсан, тӗлӗк пек те, тӗлӗк пек те мар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех