Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Романа кӗртмен сыпӑк

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.09.06 23:27

Пуплевӗш: 359; Сӑмах: 3251

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эпир Атӑл хӗрринелле ҫитсе пыратпӑр; пирӗн полк … ялне кӗрсе, унта ҫӗр каҫма чарӑнчӗ. Староста мана: Атӑл леш енчи ялсем пурте пӑлханаҫҫӗ, унта Пугачев шайкисем ҫӳреҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. Ку хыпар мана хытах шиклентерсе, ҫӳҫентерсе ячӗ. Пирӗн леш енне тепӗр кун ирхине каҫмаллаччӗ.

Тӳсӗмлӗх пӗтсе ҫитрӗ манӑн, шухӑш пӗр канлӗх те памасть. Атте ялӗ Атӑл леш енче, пӗр 30 ҫухрӑмраччӗ. Кӗҫӗрех Атӑл леш енне каҫарса яракан тупма ҫук-ши, тесе ыйтрӑм эпӗ. Хресченӗсем пурте пулӑҫӑсем мӗн; ҫыран хӗрринче тем чухлӗ кимӗ. Гринев патне пытӑм та хам мӗнле шут тытни ҫинчен каласа патӑм.

— Пӗр пӗччен кайма хӑрушӑ. Ирччен тӑхта. Эпир хамӑр чи малтан каҫӑпӑр та, санӑн аҫӑрсем патне, вӑл — ку пуласран сыхланма, пӗр 50 гусар илсе кайӑпӑр, — терӗ вӑл мана.

Эпӗ унпа килӗшмерӗм, хам шутланӑ пекех турӑм. Кимӗ ӗнтӗ хатӗр. Эпӗ ун ҫине икӗ кӗсменҫӗпе пӗрле кӗрсе лартӑм. Вӗсем кимӗне ҫыран хӗрринчен тӗртсе ячӗҫ те кӗсменӗсемпе (весласемпе) авӑсма тытӑнчӗҫ.

Тӳпе тап-таса, уяр. Уйӑхӗ ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑрать. Ҫанталӑкӗ лӑпкӑ. Атӑлӗ тип-тикӗс те тӳлӗккӗн юхса выртать. Кимӗ тӗксӗм-хура хумсем ҫийӗпе пӗрпеккӗн ярӑнса, хӑвӑрт шӑвса пырать.

Эпир Атӑл варрине ҫитсе пыратпӑр… Сасартӑк кӗсменҫӗсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.

— Мӗскер ку? — терӗм эпӗ, тӗлӗрсе пынӑ пек ҫӗртен куҫсене уҫса.

— Пӗлместпӗр, турӑ пӗлет-и тем, — тесе хучӗҫ кӗсменҫӗсем, пӗр еннелле пӑхса.

Ман куҫӑмсем те ҫав еннелле тӗллерӗҫ те, эпӗ тӗксӗмлӗхре Атӑл тӑрӑх темскер юхса аннине куртӑм. Мӗнне уйӑрса илмелле мар ӗмӗлке ҫывӑхарса пычӗ. Ишме чарӑнса, ҫав япалана кӗтсе илме хушрӑм эпӗ кӗсменҫӗсене.

Уйӑх пӗлӗт хыҫне пытанчӗ. Юхса пыракан ӗмӗлке тата ытларах теттӗмленчӗ. Вӑл манна ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫапах та эпӗ ӑна уйӑрса илейместӗп.

— Мӗнле япала-ха ку? Парӑс тес — парӑс мар, мачтӑсем тес — мачтӑсем те мар… — теҫҫӗ кӗсменҫӗсем.

Сасартӑк уйӑх пӗлӗт айӗнчен тухрӗ те калама ҫук хӑрушӑ япалана ҫутатса ячӗ. Пире хирӗҫ сулӑ ҫине лартнӑ виселица юхса пырать — ҫӳлти кашти ҫинче виҫӗ кӗлетке ҫакӑнса тӑрать. Темле пӗтӗмпех ҫӳҫентерсе яракан кӑмӑл тата вӑл мӗн иккенне пӗлес килни ҫавӑрса илчӗ мана.

Ҫакса вӗлернисен сӑн-пичӗ ҫине пӑхса илесшӗн пултӑм. Эпӗ хушнипе кӗсменҫӗсем сулана пакурпа ҫаклатса илчӗҫ, кимӗ ҫак юхса пыракан виселицӑна перӗнчӗ. Кимӗ ҫинчен сикрӗм те эпӗ тӳрех хӑрушӑ юпасем хушшине пырса тӑтӑм. — Тулли уйӑх мӗскӗнсен (телейсӗрсен) сӑнсӑрланса кайнӑ пичӗсене ҫутатса пӑхать. Вӗсенчен пӗри — ватӑ чӑваш иккен, тепри — пӗр ҫирӗм ҫулалла ҫитнӗ вӑйпитти те тӗреклӗ вырӑс, завод хресченӗ. Виҫҫӗмӗшӗ ҫине пӑхсассӑн, эпӗ ӑнран кайрӑм, шеллесе кӑшкӑрса ямасӑр та тӳсеймерӗм: вӑл Ванька иккен, манӑн мӗскӗн Ванькӑм, хӑй айванлӑхӗпе Пугачевпа ҫыхланса кайнӑскер. Вӗсем тӗлне ҫӳле: «Вӑрӑсемпе пӑлхавҫӑсем» тесе шурӑ шултра саспаллисемпе ҫырса, хура хӑма ҫапнӑ. Кӗсменҫӗсем хӑйсене нимӗн пулманпа пӗрех тытаҫҫӗ, вӗсем мана кӗтсе, пакурне сулӑран вӗҫермесӗр пыраҫҫӗ. Эпӗ каллех кимӗ ҫине лартӑм. Сулӑ шыв тӑрӑх анаталла юхса кайрӗ. Тем вӑхӑтчен ӗнтрӗкре виселицӑн хура ӗмӗлки курӑнса пычӗ. Юлашкинчен вӑл куҫран ҫухалчӗ. Манӑн кимӗ ҫӳллӗ те чӑнкӑ ҫыран хӗррине пырса чарӑнчӗ..

Кимӗпе илсе каҫакансене эпӗ лайӑх тӳлерӗм. Вӗсенчен пӗрийӗ мана перевоз тӗлӗнчи яла, выборнӑй патне илсе кайрӗ. Эпӗ унпала пӗрле пӳрте кӗтӗм. Выборнӑйӗ, эпӗ лашасем ыйтнине пӗлсессӗн, мана чылаях сиввӗн йышӑнчӗ, анчах, мана илсе пыраканӗ шӑппӑн темиҫе сӑмах каласанах, унӑн сивлеклӗхӗ иртсе кайрӗ, мана юрама тӑрӑша пуҫларӗ. Пӗр минутранах темелле, тройка хатӗр пулчӗ. Эпӗ урапа ҫине лартӑм та хамӑр яла леҫсе хӑварма хушрӑм.

Эпӗ мӑн ҫул тӑрӑх ыйха путнӑ ялсем ҫуммипе сиктерсе пыратӑп. Пӗр япаларан ҫеҫ шикленетӗп хам: ҫул ҫинче тытса чаракан ан пултӑрччӗ, тетӗп. Каҫхине Атӑл ҫинче тӗл пулни мана кунта та пӑлхавҫӑсем пуррине систерет. Ҫав вӑхӑтрах вӑл правительство вӗсемпе хытӑ кӗрешнине те кӑтартса парать. Ун пек кун пек пуласран, ҫул ҫинче кирлӗ пулӗ тесе, манӑн кӗсьере Пугачев пани пропуск тата полковник приказӗ те пурччӗ. Анчах мана никам та тӗл пулмарӗ. Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре хамӑр ял ҫывӑхӗнчи юханшыв тата чӑрӑш вӑрманӗ курӑнса кайрӗҫ. Ямшӑк лашасене пӗрер тивертсе илчӗ те, пӗр вунпилӗк минутран эпӗ … ялне кӗрсе кайрӑм.

Улпут ҫурчӗ ялӑн тепӗр вӗҫӗнче ларать. Лашасем пӗтӗм вӑйпа ҫиҫтерсе пыраҫҫӗ. Сасартак урам варринче ямшӑк вӗсене тытса чарма тытӑнчӗ.

— Мӗн вара кунта? — ыйтрӑм эпӗ, чӑтса тӑраймасӑр.

— Застава, барин, — терӗ ямшак, хӑйӗн ӗрӗхсе хӗрсе кайнӑ лашисене аран-аран чаркаласа.

Чӑнахах та иккен, эпӗ ҫул урлӑ пӳлсе хунӑ рогаткӑна тата чукмар тытнӑ хуралҫӑна асӑрхарӑм. Мужик ман патӑма пычӗ те, шлепкине илсе, манран паспорт ыйтрӗ.

— Ку мӗне пӗлтерет? — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ. — Мӗншӗн кунта ҫула пӳлнӗ? Кама хураллатӑн?

— Эпир, батюшка, пӑлханатпӑр-ҫке, — терӗ старик, хыҫкаланса илсе.

— А улпутӑрсем сирӗн ӑҫта? — тесе ыйтрӑм эпӗ чӗрем сехӗрленнипе.

— Улпутсем ӑҫта, тетӗн-и? — Ман сӑмаха тепӗр хут каларӗ старик — Пирӗн улпутсем вӗсем тырӑ амбарӗнче.

— Епле апла?

— А-а, Андрюха земски вӗсене колодка тӑхӑнтарса хупрӗ мар-и, вӑл вӗсене батюшка государь патне илсе каясшӑн.

— Турӑҫӑмах! Пӑрса хур, ухмах, рогаткуна. Мӗн анасласа тӑратӑн?

Хуралҫӑ васкамасть, иккӗленсе тӑрать. Эпӗ урапа ҫинчен сиксе антӑм та пӗррех янлаттарса ятӑм ӑна хӑлха урлӑ (айӑпа кӗтӗм, виноват), вара хамах рогаткӑна парса хутӑм. Мужик манн ҫине ӑнран кайнӑ пек пӑхса тӑрать кӑна. Эпӗ каллех урапа ҫине лартӑм та барин ҫурчӗ патнелле вӗҫтерме хушрӑм. Тырӑ амбарӗ картишӗнчеччӗ. Питӗрсе лартнӑ алӑк патӗнче икӗ мужик тӑраҫҫӗ. Вӗсен аллисенче те чукмарсем. — Урапа тӳрех вӗсем умне пырса чарӑнчӗ. Эпӗ урапа ҫинчен сиксе антӑм та тӳрех вӗсем патне вӑркӑнса пытӑм.

— Уҫӑр алӑксене! — терӗм эпӗ вӗсене. Ун чухне ман ҫине пӑхма та хӑрушӑ пулнӑ пулас, ахальрен мар пулӗ вӗсем — иккӗшӗ те чукмарӗсене пӑрахсах тарчӗҫ. Эпӗ алӑк ҫинчи ҫӑрана е алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларма тапӑнса пӑхрӑм, анчах, алӑкӗсем юманран пулнипе тата пысӑк ҫӑра ҫӗмӗрӗлми пулнипе, нимӗнех те тӑваймарӑм. Ҫав вӑхӑтра пӳртрен пӗр яштака кӗлеткеллӗ ҫамрӑк мужик тухрӗ те: — Мӗнле эсӗ ҫавӑн пек чӑрсӑрланма хӑятӑн, — терӗ мана мӑнкӑмӑллӑн.

— Ӑҫта кунта Андрюшка земски! Чӗнӗр ӑна ман патӑма! — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна.

— Андрей Афанасьевичӗ эпӗ вӑл, анчах Андрюшка мар, — тесе тавӑрчӗ вӑл, хӑйне мӑнна хурса, каҫӑрӑларах тӑрса. — Мӗн кирлӗ?

Хирӗҫ сӑмах чӗнес вырӑнне, эпӗ ӑна ҫухавинчен ярса илтӗм те, амбар алӑкӗ патне туртса пырса, алӑксене уҫма хушрӑм. Земски малтанах кутӑнланса пӑхрӗ, анчах «тӑван ашшӗлле» хӗртсе илни уншӑн та витӗмлӗ пулчӗ курӑнать. Вӑл ҫӑраҫҫисене кӑларчӗ те амбара уҫрӗ. Эпӗ алӑкран вӑркӑнса кӗтӗм те, тӗттӗм кӗтесре, маччаран пӗчӗк хушӑк витӗр кӗрекен вӑйсӑр ҫутӑ палӑртнипе, аттепе аннене куртӑм. Вӗсен аллисене ҫыхса лартнӑ, урисене колодка тӑхӑнтартнӑ. Эпӗ вӗсене ыталаса илсе чуптума тытӑнтӑм. Хам пӗр сӑмах та калаймастӑп. Вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе хытса кайса пӑхаҫҫӗ, — ҫар службинче виҫӗ ҫул хушши пулнӑ вӑхӑтра эпӗ питӗ те улшӑннӑ курӑнать, вӗсем мана паллаймарӗҫ те.

Сасартӑк мана чечен, палланӑ сасӑ:
— Петр Андреич! Эсир-и ку? — тени илтӗнсе кайрӗ.

Ҫаврӑнса пӑх та, тепӗр кӗтесре Марья Ивановнӑна курах кайрӑм, ӑна та ҫыхнӑ иккен. Эпӗ юпа пек хытса тӑтӑм… Атте хӑйне хӑй ӗненме те хӑйман пек ман ҫине пӗр шарламасӑр пӑхать. Унӑн пичӗ ҫинче савӑнӑҫ йӑлкӑшать.

Эпӗ часрах вӗсене ҫыхнӑ пӑяв тӗввисене хӗҫ вӗҫӗпе касса тухрӑм.

Матушка ахлатса илчӗ те куҫҫулӗпе йӗрсе ячӗ.

— Здравствуй, здравствуй, Петруша, — терӗ атте, мана ыталаса илсе, — мухтав турра, сана кӗтсе илтӗмӗр…

— Петруша, юратнӑ ачам, епле сана турӑ ҫавӑрса килчӗ! Сывӑ-и эсӗ! — терӗ анне.

Эпӗ вӗсене кунтан кӑларма васкарӑм, анчах алӑк патне пытӑм та, ӑна каллех питӗрсе хунӑ иккен.

— Андрюшка, уҫ! — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ.

— Ҫапла пулмасӑр, — терӗ земски алӑк хыҫӗнче: — ларах халӗ ху та кунта. Вӗрентӗпӗр акӑ сана ашкӑнма тата государӗн чиновникӗсене ҫухавирен тытса силлеме!

Эпӗ, ӑҫтан та пулин тухма май ҫук-ши тесе, амбара пӑхкалама тытӑнтӑм.

— Ан та чӑрман шыраса, эпӗ вӑрӑсем кӗрсе тухма пултармалла йышши амбарсем тытакан хуҫа мар, — терӗ мана атте.

Анне, эпӗ пырса кӗнипе пӗр саманта хӗпӗртенӗскер, халӗ, эпӗ те вӗсен инкекнех лекнине кура, пысӑк хуйха ӳкрӗ. Анчах хам эпӗ вӗсемпе тата Марья Ивановнӑна пӗрле пулнӑранпа лӑпланнӑрах пек туятӑп. Ман ҫумра хӗҫ тата икӗ пистолет пур, ҫавӑнпа та эпӗ хуптӗрлӗхе чылаях тӳсме пултаратӑп-ха. Каҫалапа Гринев ҫитмелле, вӑл пире ҫӑлма ӗлкӗрет. Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех атте-аннене пӗлтерсе, эпӗ аннене лӑплантартӑм. Вӗсем манпа тӗлпулнӑшӑн хӗпӗртесе савӑнмах пуҫларӗҫ.

— Ну, Петр, чылаях муталанса пӗтнӗ эсӗ унта, эпӗ сан ҫине хытах ҫиленнӗччӗ, — терӗ мана атте. — Анчах иртнине асӑнас та мар-ха. Эсӗ халӗ юсантӑн пулӗ, ухмахланса ашкӑнассисем текех пулмӗҫ, тесе шанатӑп. Лайӑх офицерӗн мӗнле пулма тивӗҫҫине эпӗ пӗлетӗп — эсӗ службӑра хӑвна ху ҫавӑн пек тытрӑн. Спасибо. Лӑплантартӑн мана, старике. Сана пула кунтан хӑтӑлатӑп пулсассӑн, вара пурнӑҫ маншӑн тата икӗ хут кӑмӑллӑрах пулать.

Эпӗ, куҫҫуле юхтарса, унӑн аллисене чуптуса илтӗм те Марья Ивановна ҫине пӑхрӑм. Вӑл эпӗ пуррипе ҫав тери савӑнса ӳкнӗ, пӗтӗмпех телейлӗ те лӑпланса ҫитнӗ пекех туйӑнать.

Кӑнтӑр тӗлнелле хыттӑн шавлама, кӑшкӑрашма тытӑннине илтрӗмӗр.

— Ку мӗне пӗлтерет тата, санӑн полковнику ҫитсе ӗлкӗрмерӗ-и? — терӗ атте.

— Ҫук, пулма пултараймасть, вӑл каҫалапа тин ҫитет, — терӗм эпӗ.

Янӑрав вӑйлансах пырать. Вут тухнӑ чухнехи пек чӑн шанлаттара пуҫларӗҫ. Килкартинче юланутсем сиктерсе иртни илтӗнет. Ҫак саманта стенана шӑтарса тунӑ пӗчӗк хушӑка кӑвакарнӑ Савельич пуҫӗ лӑпчӑнчӗ те, мӗскӗн старикӗн ҫӳҫенчӗклӗ сасси илтӗнсе кайрӗ:

— Андрей Петрович! Авдотья Васильевна! Батюшка Петр Андреевич, матушка Марья Ивановна! Пӗтрӗмӗр! Яла эсрелӗсем ҫитсе кӗчӗҫ. Ҫитменне тата кам тетӗн эсӗ, Петр Андреич, вӗсене ертсе килекенӗ? Швабрин, Алексей Иваныч, мур илменскер, — терӗ вӑл.

Хӑй курайман ҫын ятне илтсессӗн, Марья Ивановна аллисене хӑлаҫласа сулса илчӗ те ним хускалми пулса ларчӗ.

— Итле-ха, акӑ мӗн, — терӗм эпӗ Савельича, — кама та пулин лаша утлантарса перевоз патне, гусарсен полкне хирӗҫ яр та, эпир епле хӑрушлӑхрине полковника пӗлтерме хуш.

— Анчах кама ярам-ха эпӗ, сударь! Мӗнпур ача-пӑча пурте пӑлхава хутшӑннӑ, лашасене хӑйсен аллине илнӗ. Ахти! Ака ӗнтӗ, килкартине ҫитсе кӗчӗҫ — амбар патнелле килеҫҫӗ.

Ҫак самантрах алӑк хыҫӗнче темиҫе сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Матушкӑпа Марья Ивановнӑна кӗтесселле пӑрӑнма паллӑ патӑм та хӗҫе туртса кӑларса, алӑк ҫывӑхнех стена ҫумне сӗвенсе тӑтӑм. Батюшка пистолетсене илсе иккӗшӗнне те курокӗсене туртса лартрӗ. Унтан вӑл ман ҫумма пырса тӑчӗ.

Питӗрнӗ ҫӑра шӑлтӑртатса илчӗ, алӑкӗ уҫӑлчӗ те, земски пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Эпӗ пӗррех хӗҫпе пуҫӗ урлӑ сулса ятӑм та, вӑл ҫавӑнтах алӑк урлӑ тӑсӑлса анса, ҫула картласа хучӗ. Ҫав самантрах атте пӗр пистолечӗпе персе ячӗ. Пире хуптӗрлесе илнӗ халӑх ылхана-ылхана тарса пӗтрӗ. Эпӗ суранланнӑ земские алӑк урлӑ туртса илтӗм те, алӑка хупса, шалтан ҫеклӗпе ҫаклатрӑм.

Килкарти туллиех хӗҫпӑшаллӑ ҫын. Вӗсем хушшинче эпӗ Швабрина палларӑм.

— Ан хӑрӑр, шанчӑк пур-ха, — терӗм эпӗ хӗрарӑмсене. — А эсӗ, батюшка, урӑх ан пӗр ӗнтӗ. Юлашки патронсене усрар.

Анне сассине кӑлармасӑр турра кӗлтӑвать. Марья Ивановна ун ҫумӗнче хамӑр шӑпа мӗнле килсе тухасса ангелла лӑпкӑлӑхпа кӗтсе тӑрать. Алӑк хыҫӗнче юнаса калаҫнисем, усал сӑмахсем, ылханусем илтӗнсе кайрӗҫ. Эпӗ хам вырӑнтах, чи малтан кӗме хӑякана касса пӑрахма хатӗр тӑратӑп. Эсрелӗсем сасартӑк шӑпах пулчӗҫ. Эпӗ Швабрин мана хам ятпа чӗннӗ сасса илтрӗм.

— Эпӗ кунта, мӗн кирлӗ сана?

— Парӑн, Буланин, вырӑнсӑрах хирӗҫсе тӑратӑн. Стариксене хӗрхен. Кутӑнланса хӑвна ҫӑлса хӑвараймастӑн. Эпӗ сире ҫавах хам алла ҫавӑрса илетӗп!

— Хӑтланса пӑх-ха, сутӑнчӑк!

— Хам та вырӑнсӑр кӗме тӑрӑшмастӑп, хам ҫынсене те пӗтерместӗп. Акӑ амбара чӗртсе яма хушатӑп, вара курӑпӑр эсӗ, Белогорск Дон-Кишочӗ, мӗн тума пултарнине. Халӗ кӑнтӑрлахи апат ҫимелле-ха. Пӑртак лар-ха, шухӑшласа пӑх ерҫӳллӗ чухне. Сывпул, Марья Ивановна, тепре курачченлӗхе. Санран каҫару-мӗн ыйтмастӑп: сана тӗттӗм ҫӗрте хӑвӑн рыцарӳпе пӗрле кичемлӗ мар пулӗ.

Амбар патне хурал хӑварса, Швабрин кайрӗ. Ним те чӗнме пӗлмерӗмӗр эпир пӗр-пӗрне. Пирӗнтен кашниех, хӑйӗн шухӑшне ыттисене пӗлтерме хӑймасӑр, хӑй ҫинчен шухӑшлать. — Эпӗ тарӑхса усалланса ҫитнӗ Швабрин мӗн тума пултарасси ҫинчен тем тӗрлӗ те шухӑшлатӑп. Эпӗ хамшӑн тӑрӑшманпа пӗрех. Тӗрӗссипе калас пулсан, атте-аннене мӗн пуласси те маншӑн Марья Ивановна шӑпинчен ытларах шухӑшлаттармасть. Аннене хресченсемпе дворовӑй ҫынсем питех те хисеплетчӗҫ. Аттене хӑйне, вӑл хытӑ тыткалакан ҫын пулнӑ пулин те, ӗҫе тӗрӗс татса панӑшӑн тата хӑй аллинчи ҫынсен чӑн-чӑн нушисене пӗлсе тӑнӑшӑн, юрататчӗҫ. Вӗсе халӗ пӑлханни — вӗсем тарӑхса ҫиленсе пуриннинчен мар, ултавпа аташса кайнинчен, пӗр самантлӑха ӳсӗрӗлнин мухмӑрӗнчен ҫеҫ килнӗ. Кунта вӗсем шеллессе кӗтме майӗ пур. Анчах Марья Ивановна? Ун валли мӗнле шӑпа хатӗрлет-ши ҫав совӗҫсӗр, намӑса пӗлми пӑсӑк этем! Эпӗ ку тискер шухӑш ҫинче чарӑнса тӑма та хӑяймасӑр, ӑна иккӗмӗш хут ҫав хаяр тӑшман аллинче курмалла пуличчен (турӑ каҫартӑр!) хам алӑпах вӗлерме те хатӗрччӗ.

Тата пӗр сехете яхӑн иртрӗ. Ялта ӳсӗрсен юррисем илтӗне пуҫларӗҫ. Пире хураллакансем, вӗсене кура, сурчӑк ҫӑтма пуҫларӗҫ курӑнать. Пирӗн ҫине тарӑхса, вӗсем тем те пӗр каласа вӑрҫма тата пире асаплантарса вӗлерессипе хӑратма тытӑнчӗҫ. Эпир Швабрин юнаса хуни мӗнпе пӗтессе, вӑл пире мӗн тӑвасса кӗтсе ларатпӑр. Юлашкинчен акӑ килкартинче пысӑк хускану, халӑх нумайланни сисӗнчӗ. Каллех пирӗн хӑлхана Швабрин сасси пырса кӗчӗ:
— Ну, мӗнле, шухӑшласа илтӗр-и эсир?
Ирӗккӗн парӑнатӑр-и ман алла?

Никам та ӑна хирӗҫ ченмерӗ.

Пӑртак тӑхтанӑ хыҫҫӑн, Швабрин улӑм илсе пыма хушрӗ. — Тата темиҫе минутран ялтлатса вут чӗрӗлчӗ те, тӗттӗм кӗлете ҫутӑ ӳкрӗ.

Алӑк урати айӗнчи хушӑксенчен тӗтӗм капланса кӗме тытӑнчӗ. Марья Ивановна ман пата пычӗ те, мана алӑран тытса, хуллен сӑмах хушрӗ:

— Ҫитӗ, Петр Андреич! Маншӑн хӑна та, аҫупа-аннӳне те ан пӗтер. Мана тухма ирӗк пар. Швабрин эпӗ каланине итлӗ, — терӗ.

— Тем парсан та кӑлармастӑп! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ пӗтӗм чӗререн. — Пӗлетӗр-и эсир хӑвӑра мӗн кӗтнине? — терӗм.

— Вӑл пусмӑрлас пулсан, эпӗ тӳссе ирттереес ҫук, — терӗ вӑл лӑпкӑн. — Анчах та, тен, эпӗ хама ун аллинчен хӑтаракана тата мана, тӑлӑхскере, ҫав тери лайӑх йышӑнса пӑхнӑ ҫемьене те ҫӑлма пултарӑп. Сыв пулӑр, Андрей Петрович! Сыв пулӑр, Авдотья Васильевна! Эсир маншӑн ырӑ тӑвакан ҫынран та ҫывӑхрах пултӑр. Пиллӗр мана. Сыв пулӑр эсир те, Петр Андреич! Шансах тӑрӑр, эпӗ… эпӗ… — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах йӗрсе ячӗ, аллисемпе питне хупларӗ… Эпӗ ухмаха ернӗпе пӗрех пулса ҫитрӗм. Анне йӗрет.

— Ҫитӗ сана, Марья Ивановна, вырӑнсӑр калаҫма. Кам сана вӑрӑ — хурахсем патне пӗр-пӗччен кӑларса ярать-ха! Лар кунтах та, ан шарла. Вилес пулсан, пурте пӗрле вилес. Итлӗр-ха, тата мӗн калаҫаҫҫӗ унта? — терӗ атте.

— Парӑнатӑр-и? — тесе кӑшкӑрать Швабрин. — Куратра, тата пилӗк минутран сире ӑшаласа хураҫҫӗ.

— Парӑнмастпӑр, эсрелӗ пуҫӗ! — терӗ атте ҫирӗп сасӑпа. Унӑн пӗркеленнӗ пит-куҫӗ ҫав тери тӗлӗнмелле чӗррӗн курӑнса кайрӗ. Кӑвакарнӑ куҫхаршийӗсем айӗнчи куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Ман еннелле ҫаврӑнчӗ те вӑл: «Вӑхӑт ҫитрӗ, тытӑнас!» терӗ.

Атте алӑка уҫрӗ. Ҫулӑм карласа кӗрсе, типӗ мӑкпа мӑкланӑ пӗренесем тӑрӑх явӑнса хӑпарчӗ. Атте пистолетпе персе ячӗ. Унтан ялкӑшса ҫунакан алӑк урати урлӑ урине ярса пусрӗ те: «Пурте — ман хыҫҫӑн! — тесе кӑшкӑрчӗ. Эпӗ аннене тата Марья Ивановнӑна аллисенчен ярса илтӗм те вӗсене хӑвӑрттӑн ҫавӑтса тухрӑм. Алӑкран инҫех те мар аттен ват алли персе тивертнипе суранланнӑ Швабрин выртать. Эпир кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе хӑраса тарма тытӑннӑ вӑрӑ-хурахсем часах ӑна кӗчӗҫ те пире ҫавӑрса иле пуҫларӗҫ. Эпӗ тата темиҫе ҫынна янлаттарса илкелерӗм, анчах хам ҫине пит те лайӑх тӗллесе пенӗ кирпӗч мана тӳрех кӑкӑртан пырса лекрӗ. Эпӗ ӳкрӗм те, пӗр сехете яхӑн пулӗ ним пӗлми пулса выртнӑ. Ӑн ҫитсе кӗрсессӗн, эпӗ — юнпа вараланнӑ курӑк ҫинче Швабрин ларнине тата пирӗн пӗтӗм; ҫемье ун умӗнче иккенне куртӑм.

Мана алӑран тытса тӑраҫҫӗ.

Пирӗн тавралла — тем чухлӗ хресченсем, казаксем, башкирсем. Швабрин пит те шурса кайнӑ. Пӗр аллипе вӑл хӑйӗн суранланнӑ аякне тытнӑ. Унӑн пичӗ ҫинче вӑл хытӑ асапланни тата тарӑхни палӑрса тӑрать. Вӑл ерипен пуҫне ҫӗклерӗ те, ман ҫине пӑхса, тытӑнчӑклӑрах вӑйсӑр сассипе:
— Куна ҫакмалла, ыттисене те… хӗрӗсӗр пуҫне… — терӗ.

Пире ҫавӑнтах хупӑрласа илчӗҫ те хапха патнелле сӗтӗрсе кайрӗҫ. Анчах сасартӑк вӗсем, пире пӑрахса хӑварсах, тарма тытӑнчӗҫ: хапхаран Гринев, ун хыҫҫӑн пӗтӗм эскадрон хӗҫҫисене кӑларса ҫитсе кӗчӗҫ.

Пӑлхавҫӑсем ӑҫта тенӗ унталла тараҫҫӗ. Гусарсем вӗсене хӑваласа ҫитсе хӑшне касса пӑрахаҫҫӗ, хӑшне тыткӑна илеҫҫӗ. Гринев, учӗ ҫинчен сиксе анчӗ те аттепе аннене пуҫ тайрӗ, мана хытӑ чӑмӑртаса алӑ тытрӗ.

— Вӑхӑтра ӗлкӗртӗм, — терӗ вӑл пире. — А! Санӑн ҫураҫни те кунтах-ҫке…

Марья Ивановна пӗтӗмпе хӗремесленсе кайрӗ. Атте ун патне пырса, лӑпкӑн та кӑштах хумханса илнӗ пек, тав турӗ. Анне ӑна — вилӗмрен хӑтаракан ангел, тесе ыталаса илчӗ.

— Пирӗн пата кӗме кӑмӑл тӑвӑр, — терӗ те атте, ӑна хамӑр пӳрте илсе кайрӗ.

Швабрин умӗнчен иртсе кайнӑ чухне Гринев чарӑнчӗ.

— Кам ку? — ыйтрӗ вӑл, суранланнӑскер ҫине пӑхса.

— Вӑл вӗсен ертсе пыраканӗ, шайка начальникӗ, — терӗ атте, хӑй ватӑ салтак иккенне палӑртмалӑх мӑнаҫланса: — ҫак хӑртӑннӑ ватӑ аллӑмпах ҫамрӑк эсрелӗне наказани пама, ывӑлӑмӑн юнӗшӗн ӑна тавӑрма турӑ пулӑшрӗ мана.

— Швабрин вӑл, — терӗм эпӗ Гринева.

— Швабрин! Питӗ хавас. Гусарсем! Илӗр-ха ӑна. Лекӑре калӑр, вӑл унӑн суранне лайӑхрах ҫыхтӑр та, хӑй куҫне сыхланӑ пекех сыхлатӑр ӑна. Швабрина ӑна мӗнле пулсассӑн та Хусанти секретнӑй комиссие ҫитерсе памаллах. Вӑл пысӑк преступниксенчен пӗри, ҫавӑнпа вӑл кӑтартса панисем питӗ кирлӗ, питӗ хаклӑ пулма пултараҫҫӗ, — терӗ Гринев.

Швабрин куҫне уҫса ӗшенчӗклӗн пӑхса илчӗ. Унӑн пичӗ-куҫӗ ҫинче суранӗ ыратнипе асапланни ҫеҫ сисӗнет. Гусарсем ӑна плащ ҫине хурса ҫӗклесе кайрӗҫ.

Эпир пӳрте кӗтӗмӗр. Эпӗ чӗтренсе илсе, хам ача чухнехисене асӑма кӳтӗм. Пӳртре нимӗнех те улшӑнман, пурте ӗлӗкхи вырӑнчех. Швабрин ӑна ҫӗмӗрсе салатса пӗтерме паман. Вӑл, хӑй усал ӗҫпе ҫыхланса кайнӑ пулин те, ирӗксӗрех тӳрӗмарлӑхпа усӑ курассинчен йӗрӗннӗ.

Кайри пӳрте тарҫӑсем пырса кӗчӗҫ. Вӗсем пӑлхава хутшӑнман иккен те, эпир ҫӑлӑннишӗн пӗтӗм чӗререн савӑннӑ. Савельич пысӑк уяв ҫитнӗпе пӗрех хавасланнӑ. Вӑл, вӑрӑ-хурахсем ҫитсе тапӑннипе пурте пӑтраннӑ вӑхӑтра, Швабрин лашийӗ тӑракан витӗме чупса кайнӑ та, унӑн лашине йӗнерлесе, вӑрттӑн, никам сиссе юличчен, перевоз патне вӗҫтернӗ. Вӑл ҫитнӗ тӗле полк, Атӑл урлӑ каҫса, ку енче канма тӑнӑ пулнӑ. Савельич каласа пани тӑрӑх, Гринев эпир хӑрушлӑха лекни ҫинчен пӗлнӗ те ҫавӑнтах гусарсене похода тухма хушнӑ. Сиккипе сиктерсе пырса, мухтав турра, вӗсем вӑхӑтра ҫитсе ӗлкӗрчӗҫ.

Земски пуҫне Гринев темиҫе сехетлӗхе шалча ҫине чиксе лартса, хупах умӗнче тӑратма хушрӗ.

Гусарсем пӑлхавҫӑсене хӑваласа кайса, темиҫе ҫынна тыткӑна илсе килчӗҫ. Вӗсене пире хупнӑ амбарах хупса, питӗрсе илчӗҫ. Эпир часах кашни хӑй пӳлӗмӗ тӑрӑх сапалантӑмӑр. Стариксене канма вӑхӑтчӗ ӗнтӗ. Эпӗ хам та, ҫӗрӗпе ҫывӑрманскер, выртсанах питӗ хытӑ ҫывӑрса кайнӑ. Гринев распоряженисем пама тухса кайрӗ.

Каҫхине гостинӑя (хӑна пӳлӗмне) самовар тавра пухӑнса, хӑрушлӑхран епле хӑтӑлни ҫинчен савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса лартӑмӑр. Марья Ивановна чей тултарса парать. Эпӗ ун ҫумне ларса, пӗтӗм вӑхӑта унпала ҫеҫ ирттеретӗп. Аттепе анне эпир пӗр-пӗринпе чеченӗн килӗштерсе ларни ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхнӑн туйӑнчӗ. Халичченех ҫав каҫ ман асӑмра тӑрать. Эпӗ телейлӗ, пит те телейлӗ пултӑм — йышлӑ-ши ун пек самантсем этемӗн мӗскӗн пурнӑҫӗнче?

Тепӗр кунне аттене хресченсем пирӗн кил-картине каҫару ыйтма пыни ҫинчен пырса каларӗҫ. Атте вӗсем патне крыльцо ҫине тухрӗ. Вӑл курӑнсассӑнах, мужиксем чӗркуҫҫи ҫине ларчӗҫ.

— Ну, мӗн, ухмахсем, мӗн тесе пӑлханма шут тытрӑр-ха эсир? — терӗ вӑл вӗсене.

— Айӑплӑ, государӗмӗр, — терӗҫ вӗсем пур-те пӗр сасӑпа.

— Ҫавӑ ҫав, айӑплӑ. Темтепӗр хӑтланса пӗтеҫҫӗ те, кайран хӑйсенех лайӑх мар. Хам ывӑлйма, Петр Андреича, курма турӑ пӳрнӗшӗн хӗпӗртенипе ҫеҫ сире эпӗ каҫаратӑп. Ну, тепӗр енчен акӑ мӗн лайӑх: тайма пуҫа хӗҫ касмасть, теҫҫӗ.

— Айӑплӑ! Чӑнахах айӑплӑ эпир.

— Турӑ уяр ҫанталӑк туса пачӗ, утӑ ҫулса пуҫтарма та вӑхӑт ӗнтӗ, а эсир, ухмахсем, виҫӗ кун хушшинче мӗн турӑр-ха? Староста! Пурне те, пӗр ҫын юлмиччен, утӑ патне илсе тухнӑ пултӑр; асту эсӗ, хӗрлӗ сухал, Иван кунӗ тӗлне мӗнпур утӑ йӑлтах капанра пулнӑ пултӑр. Ну, сирӗлӗр кунтан.

Мужиксем пуҫ тайса илчӗҫ те, ним пулманпа пӗрех барщинӑна, улпут ӗҫне тума кайрӗҫ.

Швабрин суранӗ вӗлермеллех хӑрушӑ пулман. Ӑна конвойпа Хусана ӑсатрӗҫ. Ӑна урапа ҫине вырӑнаҫтарса хунине эпӗ кантӑкран пӑхса тӑтӑм. Пирӗн куҫсем пӗр-пӗрне тӗл пулчӗҫ, вӑл пуҫне усрӗ. Эпӗ ҫавӑнтах кантӑкран пӑрӑнтӑм: хама хирӗҫле ҫын телейсӗррипе ӑна путарса лартнине кура, эпӗ хам хавасланнӑ пек курӑнасран хӑрарӑм.

Гриневӑн малалла каймалла пулчӗ. Хам ҫемьере тата темиҫе кун хушши пурӑнас килнӗ пулин те, эпӗ Гриневпа пӗрле кайма килӗшрӗм. Похода ыран тухса каяс тенӗ чух эпӗ, атте-анне патне пырса, ун чухнехи йӑлапа, вӗсен урисем умне чӗркуҫланса, ҫӗре ҫитех пуҫ тайрӑм, Марья Ивановнӑна качча илме пиллӗх ыйтрӑм. Стариксем мана ҫӗклесе тӑратрӗҫ те, савӑннипе куҫҫуль юхтарса, хӑйсем ирӗк пани ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Эпӗ вӗсем патне шурса кайнӑ тата чӗтӗрекен Марья Ивановнӑна ҫавӑтса пытӑм. — Пире пиллерӗҫ…

Хама ҫав вӑхӑтра мӗнле туйӑм ҫавӑрса илнине ҫырса тӑмастӑп. Кам ман пурнӑҫа курнисем унсӑрӑнах мана ӑнланса илӗҫ; кам ман вырӑнта пулса пӑхманнисене эпӗ шеллеме тата, вӑхӑт иртмен чухне, хӗре савса ашшӗ-амӑшӗнчен пиллӗх илме канаш пама ҫеҫ пултаратӑп.

Тепӗр кунне полк тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗ. Гринев пирӗн ҫемьепе сывпуллашрӗ. Пурте эпир вӑрҫӑ час пӗтессе лайӑхах шанса тӑратпӑр, хам тепӗр уйӑхран мӑшӑрланасса шанатӑп.

Марья Ивановна, пӗр-пӗринпе уйӑрӑлнӑ чухне, пурин куҫӗ умӗнче мана чуптурӗ. Эпӗ лаша ҫине утлантӑм. Савельич каллех манпа пӗрле полка тухса кайрӗ.

Ялти хам каллех пӑрахса хӑваракан ҫурт ҫине эпӗ нумайччен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӑм. Хама тата темскер пулас пек сисӗм ҫавӑрса илчӗ. Тахшин мана, санӑн инкекӳсем иртсе пӗтмен-ха, тесе каланӑнах туйӑнать. Чӗрем татах тӑвӑл пуласса сисет.

Хамӑр поход ҫинчен тата Пугачев вӑрҫи мӗнле пӗтни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп. Эпир Пугачев аркатса хӑварнӑ ялсем витӗр пыратпӑр. Мӗскӗн хресченсенне вӑра-хурахсенчен мӗн юлнӑ пек ҫимӗҫӗсене ирӗксӗрех пуха-пуха илетпӗр.

Вӗсем кама пӑхӑнмаллине те пӗлмеҫҫӗ. Правлени ҫыннисем пурте ӗҫе пӑрахнӑ. Помещиксем вӑрмана пытанса пӗтнӗ.

Вӑрӑ-хурах шайкисем пур ҫӗрте те ҫӗмӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Ку вӑхӑтра Астрахань енне таракан Пугачева йӗрлесе тытма яна хӑшпӗр отрядсен начальникӗсем хӑйсен ирӗкӗпех айӑплисене те, айӑпсӑррисене те наказанки панисем сахал мар пулнӑ. — Ҫак пӑлхав пушарӗ ахӑрнӑ таврара питех те хӑрушӑччӗ. Вырӑс пӑлхавне, — пӗр уссӑр та ним хӗрхенӳсӗрскерне, курма турӑ ан пӳртӗрех. Пирӗн — ҫавӑн пек пурнӑҫлама майӗ ҫук переворотсем тума шухӑшлакансем вӗсем е хамӑр халӑха пӗлмен ҫамрӑксем, е ҫав тери хытӑ чӗреллӗ ҫынсем: вӗсемшӗн пулсан, ют ҫын пуҫӗ ҫур пус тӑрать, хӑйсен мӑйӗ пӗр пус кӑна шутланать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех