Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярсан (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасен сассипе йӑлӑхса ҫитнӗ дворник вӗсене шӑпӑрпа хӑратса ярсан, вӗсем ҫавӑнтах тепӗр картишне куҫса, каллех выляма тытӑнаҫҫӗ .

Если же дворник, выведенный из терпения детским гвалтом, выгонял игроков метлой, очень удобно было тотчас перейти на другой двор.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑнах та, йывӑҫ тӗмӗ айӗнчен пӗр пӗчӗк шурӑ така чупса тухса ҫинҫе сасӑпа макӑрса ярсан, Петя хӑранипе тӑнсӑр пулса йӑвансах кайӗччӗ.

И если бы вдруг из чащи выбежал белый барашек и замекал детским, тоненьким голоском, то, вероятно, Петя лишился бы чувств от страха.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакӑн пекки сайра тӗл пулнӑ чухне, вӗсене тытаймасӑр ирттерсе ярсан питех те айван ӗҫ пулӗччӗ.

Было бы безумием пропустить такой исключительный случай.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан вара Петя хам куҫпа вуларӑм ҫав заметкӑна тесе ҫырса ярсан шырами те пултӑм.

Потом перестала, когда Петя написал мне, что он читал заметку своими глазами:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫинчен тата кофе те ӑшалаттӑмӑр кирлӗ-ҫке-ха, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн кофе кӑна та мар, кофе ашне кӑшт кӑна ҫӑнӑх ярсан, пашалӑвӗ те ҫавӑнтах пулать.

Кроме того, мы жарили кофе — важное дело, потому что это было не только кофе, но и лепёшки, если к гуще прибавить немного муки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӳр эп луччӗ каллех чавса хурам, кайран, нимӗҫсене кунтан хӳтерсе ярсан, кӑларӑпӑр та пионерсемпе пухӑнса вуласа пӑхӑпӑр: кӑм мӗн шухӑшланӑ, кам хӑйӗн шухӑшне ҫав ҫул мӗн чухлӗ пурнӑҫланӑ, пӗлӗпӗр вара.

Давай я лучше зарою, а потом, когда фашистов отсюда прогонят, мы достанем и прочтем и покажем всем пионерам, как они свои загадалки выполнили в тот год.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пире картласа тӑракан плащ-палаткӑра пӗр пӗчӗк ҫурӑк пуррине каҫах асӑрханӑччӗ, вӑл ҫурӑкран боецсем, палаткӑна уртса ярсан, пӑшал тавраш тытма алла кӑлараҫҫӗ, ӑна темӗнле кантӑраллӑ йывӑҫ каптӑрмапа тӳмелеҫҫӗ.

Я еще с вечера заметила, что в плащ-палатке, которая разгораживала нас, имеется маленькая прорезь, через которую бойцы, надевая палатку на плечи, высовывают руку, чтобы держать оружие, она застегивалась на какую-то деревянную бирюльку с веревочкой.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле эс… — терӗ вӑл пӗррехинче, пӗчӗкки макӑрса ярсан, эп ӑна алла илтӗм те сиктернӗ май урай тӑрӑх уткаласа юрланӑ чух.

— Какая ты… — сказал он однажды, когда маленький заплакал и я взяла его из кроватки и стала ходить по комнате, покачивая и напевая.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кукамай, халӗ тин, хӑваласа ярсан, мӗн калаҫмалли пур.

— Да уж теперь прогнала, бабушка, так что и говорить.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя урӑхран чечек сӗнсе памарӗ — укҫи ҫукчӗ пулас унӑн, — анчах пӗррехинче вӑл ҫапла шурӑ йӗкехӳре илсе килчӗ те, Кира, хӑранипе, сӗтел ҫине хӑпарса кӑшкӑрса ярсан, питӗ тарӑхрӗ.

Больше Валя не дарил цветов — очевидно, у него не было денег, — но зато однажды принёс белую крысу и очень огорчился, когда Кира заорала и вскочила на стол.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ унта пырсан: «Нихҫан та, кӑларса ярсан та», теме пуҫласан, вара сана, нимен иккӗленмелли те ҫук, кӑларсах ярӗҫ.

Если ты явишься и начнешь говорить: «Никогда! Можете исключать!» тебя наверняка исключат, можешь быть в этом совершенно уверен.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пӗр ҫавӑн пек шуратса пӗтермен улмана тарӑн шухӑша кайнӑ Нина Капитоновна каскаласа вакласа шӳрпе ҫине ярсан эпӗ аптраса та ҫитрӗм.

Но я был совсем озадачен, когда Нина Капитоновна взяла одну из таких картошек, разрезала на мелкие кусочки и с задумчивым лицом бросила в суп.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чӗрӗллех шӑши ҫӑтса ярсан

— Живую мышь проглотить…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн пуҫӑм санӑн аллунта: ирӗке ярсан — тавтапуҫ, ямасан, ҫакса вӗлерес тетӗн пулсан — турӑ сана суд тӑвӗ.

Голова моя в твоей власти: отпустишь меня — спасибо; не отпустишь, решишь казнишь — бог тебе судья.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Е, ирӗке ярсан, мана хирӗҫ пымастӑп, тесе те пулин сӑмах паратӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— А коли отпущу, — сказал он, — так обещаешься ли по крайней мере против меня не служить?

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ҫав тери хӗрсе кайса калаҫрӗ, пурте кулса ярсан тин пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ.

Он говорил так пылко, что только на одну секунду остановился, когда все засмеялись.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир виҫҫӗмӗшне — хура ҫырла кӗселне ҫисе ярсан (кунта ӑна темшӗн «тӑвӑл пӗлӗчӗ» тесе ят панӑ), вӑл манран: — Эсир ӑҫта ҫӗр выртатӑр?

Когда мы доели третье черничный кисель, называвшийся здесь «грозовые облака», он меня: Вы, собственно, где ночуете?

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халь ӗнтӗ тӗрӗссине каласа пама юрать: сире кунта ярсан, сирӗн ҫинчен армире каларӗҫ пулсан та, эсир ҫапӑҫура пултарасса, ҫитменнине тата ҫакӑн пек ҫапӑҫасса ӗненмерӗм эпӗ, ҫук!..

Теперь можно сознаться: когда вас прислали, не верил, вопреки всему, что о вас говорили в армии, не верил, что выдержите бой, да еще как…

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Йӗри-тавра куҫа ҫиекен, ыхра шӑрши кӗрекен тӗтӗм йӑсӑрланнӑ; тӑрук ҫил вӗрни тӗтӗм пӗлӗтне сирсе ярсан вара Алексей пуҫ тӑрринче тӗлӗнмелле ҫутӑлса тӑракан темӗн пысӑкӑш ҫӑлтӑрсене курчӗ.

Едкий, чесночного запаха дым обволакивал все, а когда порыв ветра отодвинул дымовое облако, Алексей увидел над головой странные, ярко мерцающие огромные звезды.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ персе ярсан, чӑн малтан вӗсем пӗтеҫҫӗ.

Если я выстрелю, погибнут прежде всего они.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех