Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунулттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.04 19:32

Пуплевӗш: 169; Сӑмах: 1156

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Мускавра мана мӗн кӗтсе тӑнӑ-ха

Эсир акӑ, калӑпӑр, хӑвӑр ҫур ӗмӗр ӗмӗрленӗ тӑван килӗре таврӑнатӑр. Сасартӑк сирӗн ҫине, ют киле лекнӗ пекех, тӳртӗн пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Энскран шкула таврӑнсан, эпӗ лӑп та шӑп ҫакнах тӳссе ирттертӗм.

Мана унта, салтӑнмалли пӳлӗмре, чи малтан куракан ҫын Ромашка пулчӗ. Вӑл мана курсанах, чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, кулса ячӗ.

— Таврӑнтӑн эппин, салам! — терӗ вӑл. — Апчуху! Сывлӑха пултӑр!

Ҫак эсрелӗн темшӗн кӑмӑлӗ тулнӑ пек, хӗпӗртесе ӳкнӗ пек курӑнать…

Те каникулӑн юлашки кунӗ пулнипе, ачасем те пуҫтарӑнманччӗ-ха. Эпӗ вара Петя пиччепе курнӑҫма тесе, кухнӑьӑна кайрӑм. Петя пичче те мана темле урӑхла кӗтсе илчӗ.

— Ан кулян, тӑванӑм, пулкалать ун пекки, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Петя пичче, мӗн пулнӑ ара?

Вӑл эп каланине илтмӗш пулса, хурана тӑвар ывӑҫласа ячӗ, хытса тӑчӗ, пӑса шӑршланҫи пулчӗ.

Коридорта Кораблев иртсе кайни курӑнчӗ, эпӗ ун хыҫӗнчен чупса кӑйрӑм.

— Аван-и, Иван Павлыч!

— Эс-и-ха ку? — ҫирӗппӗн хуравларӗ вӑл, — ман пата кӗрсе тух-ха. Манӑн санпала калаҫмаллисем пур.

Кораблев сӗтелли ҫинче пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм портречӗ тӑрать, те ытлашши хитре пулнипе, эпӗ ӑна Марья Васильевна иккенне малтанах уйӑрса илеймерӗм! Анчах акӑ эпӗ пӑхатӑп та: вӑл хаклӑ йышши ӗнчӗ-ахах ҫиппи уртса янӑ. Хамӑр патӑрта балра чухне эпӗ ӑна Катя ҫинче курнӑччӗ. Ҫак ҫиппе курсанах, эпӗ савӑнса кайрӑм. Ку вӑл маншӑн Катьӑран салам илнӗ пекех туйӑнчӗ…

Кораблев та ҫитрӗ, эпир калаҫма тытӑнтӑмӑр.

— Иван Павлыч, мӗн ӗҫпе?

— Ӗҫӗ ҫавӑ, — васкамасӑр кӑна хушрӗ Кораблев, — сана шкултан кӑларса ярасшӑн.

— Мӗншӗн?

— Пӗлместӗн-и-ха эсӗ?

— Ҫук.

Кора6лев ман ҫине пӑхса илчӗ.

— Ку вара манӑн кӑмӑла килсех пӗтмест.

— Иван Павлыч! Чӑннипе калатӑп!

— Ху ирӗкӳпе тӑхӑр кун тухса кайса ҫӳренӗшӗн, — пӳрнине хуҫлатрӗ Кораблев. — Лихона эрлентернӗшӗн, ҫапӑҫнӑшӑн.

— Апла эппин! Аван, — хирӗҫлерӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна. — Эпӗ Ромашкӑна янахланине пӗлес килет-и сирӗн?

— «Янахсӑр» кала, — терӗ Кораблев.

— Юрать, «янахсӑр» та калӑпӑр. Эпӗ, ӑна янаххинчен вӑл хӑй ӑҫтиҫук пулнӑран тыттарса ятӑм. Вӑл Татариновсене Катьӑпа ман ҫинчен каласа панӑ. Ку кӑна та ҫитмест, вӑл тата ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнисене итлесе тӑрать, кайран лешне элеклесе парать. Вӑл тата, манран ыйтмасӑрах, манӑн арчара чакаланма тытӑннӑ. Тӗрӗссипе каласан, чӑн-чӑн ухтару тунӑ. Эпӗ ӑна мӗнле пырса тытнине ачасем те курчӗҫ. Чӑнах та ӗнтӗ, ҫапса та ятӑм эпӗ ӑна. Тӗрӗсех тумарӑм эпӗ, урапа тапрӑм, айӑпне ӗнтӗ хам ҫинех илетӗп, анчах вӗт эпӗ те ҫынах, чул катӑкӗ мар. Чун чӑтмарӗ. Ара, ун пекки кашни ҫынпах пулма пултарать.

— Юрать. Малалла.

— Лихо пирки эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Малтан вӑл эпӗ идеалист иккенне кӑтарттӑр-ха. Сочинение вуласа тухрӑр-и эсир?

— Вуларӑм. Начар.

— Ан тив, начарах пултӑр, анчах та унта идеализмӑн шӑрши-марши те лекмен, кун пирки эпӗ ҫине тӑрсах калама пултаратӑп.

— Апла тейӗпӗр. Малалла.

— Малалла мӗн пултӑр? Пурне те каларӑм ӗнтӗ.

— Пурне те мар ҫав-ха. Эсӗ хӑвна милиципе шыранине пӗлетӗн-и-ха?

— Иван Павлыч… Ну, ку тӗрӗсех ӗнтӗ. Эпӗ вӗт Валькӑна каласа хӑвартӑм, юрать, ӑна шута илмеҫҫӗ, тейӗпӗр. Анчах та каникул вӑхӑтӗнче хам сакӑр ҫул хушши пулса курман ҫуралнӑ ҫӗршывӑма кайнӑшӑнах мана шкултан кӑларса ячӗҫ-ши вара?

Кораблев милици пирки каласанах-ха, эпӗ пӗр «ҫил-тӑвӑлсӑр» иртсе каймӗ тесе шутларӑм. Чӑнах та, йӑнӑшмарӑм иккен.

Пӗрре вӑл мана тӑваттӑмӗш класра кӑшкӑрса пӑрахнӑччӗ-ха. Петька Трумант шыва кӗнӗ чухне урине чулпа ҫурса янӑ та, эпӗ ӑна хӗвел ваннипе сыватма тытӑнтӑм, икӗ пӳрнине татма тиврӗ кайран. Ҫавӑншӑн тӗлӗнмелле «ҫил-тӑвӑл» тухнӑччӗ. Акӑ вӑл халӗ ҫӗнӗрен ҫӗкленет. Кораблев, куҫне чалӑртса пӑхсах, мана кӑшкӑрса ятлать, эпӗ вара хушӑран-хушӑран кӑна майӗпен:
— Иван Павлыч! — текелесе илетӗп.

— Ан чӗн!

Вӑл самантлӑха кӑна, сывлӑш ҫавӑрма тесе, хӑех чарӑнса тӑрать.

Ҫапла ӗнтӗ майӗпен-майӗпенех эпӗ хам та айӑплӑ пулнине ӑнланма пуҫларӑм. Кӑларсах ярӗҫ-ши вара мана? Ун чухне вара пӗтӗм ҫут тӗнчепе сывпуллашмалла пулать! Ҫыв пул, летчиксен шкулӗ! Сыв пул, пурнӑҫ!

Кораблев ҫапах та чарӑнчӗ.

— Начар, ҫав тери начар япала! — терӗ вӑл.

— Иван Павлыч, — пуҫласа ятӑм эпӗ чӗтремен, анчах халтӑртатакан сасӑпа темелле, — эпӗ, эсир нумай ҫӗрте йӑнӑшатӑр пулин те, сире хирӗҫ каласшӑн мар. Маншӑн ку вӑл пурпӗрех. Эсир вӗт мана шкултан кӑларттарсах ярасшӑн мар?

Кораблев чӗнмерӗ.

— Ҫапла, тейӗпӗр.

— Апла-тӑк, калӑр-ха, мӗн тӑвас пулать манӑн?

— Лихоран каҫару ыйтмалла санӑн.

— Юрать. Анчах та вӑл хӑй малтан…

— Эпӗ калаҫса пӑхрӑм унпа, — кӳреннӗ пек пулчӗ Кораблев. — «Идеализм» сӑмаха туртса пӑрахрӗ вӑл. Ӗлӗкхи паллинех хӑварчӗ.

— Палли пултӑрах. «Чӑтма ҫук начар» тенӗ паллӑ ҫукне ҫук та-ха…

— Иккӗмӗшӗ, — терӗ Кораблев, — санӑн Ромашкӑран каҫару ыйтмалла пулать.

— Нихҫан та!

— Эсӗ вӗт ху каларӑн: «Тӗрӗсех тумарӑм», терӗн.

— Ҫапла, каларӑм. Мана кӑларса ярӑр, — эпӗ унтан каҫару ыйтас ҫук.

— Итле-ха, Саня, — ҫирӗппӗн каларӗ Кораблев. — Эпӗ сана ҫав тери йывӑрпа кӑна педагогсен канашлуне чӗнтермелле турӑм. Халӗ ӗнтӗ акӑ хам саншӑн тӑрӑшса ҫӳренӗшӗн ӳкӗнме пуҫлатӑп. Эсӗ унта пырсан: «Нихҫан та, кӑларса ярсан та», теме пуҫласан, вара сана, нимен иккӗленмелли те ҫук, кӑларсах ярӗҫ.

Ку сӑмахсене вӑл уйрӑмӑнах татса каларӗ, эпӗ вара кам ҫинчен каланине ҫийӗнчех тавҫӑрса илтӗм. Хӑйне ырӑ кӑмӑллӑ пек тытма тӑрӑшакан Николай Антоныч манӑн куҫ умне ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа тухса тӑчӗ. Акӑ кам ӗнтӗ мана кӑларса ярассишӗн чунне хурать!

— Хӑвна ху юратнишӗнех эсӗ хӑвӑн пуласлӑхна татма пултараймастӑн пулӗ, тетӗп эпӗ.

— Иван Павлыч, ку вӑл хама хам юратни мар. Чыс, — хӗрсе кайрӑм эпӗ. — Мӗн тӑвас тетӗр вара эсир? Ромашкӑпа пулнӑ историе пӗтерес, тетӗр-и? Мӗншӗн тесен, ку вӑл Николай Антоныча та пырса тивет. Мана кӑларса ярасси вара пӗтӗмпех унтан килет. Эсир мана ҫавӑн пек киревсӗр ӗҫ тутарасшӑн-и вара? Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл мана мӗншӗн кӑларса ярасшӑн ҫуннине питӗ лайӑх ӑнланатӑп! Катьӑпа ан тӗл пулайтӑр тесе, куҫ умӗнчен сирӗлтӗр тесе, ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кӑларса ярасшӑн. Анчах ун пек пулмӗ! Эпӗ канашлура пурне те каласа парӑп. Эпӗ Ромашкӑна вӑл сутӑнчӑк, сутӑнчӑк ҫеҫ унтан каҫару ыйтма тивӗҫ, тейӗп.

Кораблев шухӑша кайрӗ.

— Тӑхта, — терӗ вӑл. — Ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫнине Ромашев итлесе тӑрать, унтан ӑна элеклесе парать, тетӗн. Анчах та ку сӑмаха мӗнле тӳрре каларӑн-ха эсӗ?

— Манӑн свидетель пур — Валька.

— Мӗнле Валька?

— Жуков. Ак ҫапла каларӗ вӑл мана: «Ромашка кӗнеки ҫине ҫырса пырать, унтан Николай Антоныча элеклесе парать. Элеклет-элеклет те, ун ҫинченех мана каласа парать. Эпӗ хӑлхасене хуплатӑп, вӑл ҫапах каласа ларать». Кӑна эпӗ сире пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа патӑм.

— Ха, интереслӗ, — ҫӑмӑллӑн каларӗ Кораблев. — Валька мӗншӗн пӗлтермен вара ун ҫинчен? Вӑл санӑн юлташу марччӗ-и-ха?

— Иван Павлыч, вӑл Ромашкӑран хӑранӑ. Лешӗ ун ҫине ҫӗрле пӑхса выртнӑ, Валька ӑна тӳсме пултараймасть. Анчах вӗт ӑна ахалех каласа паман, малтан ӑна «никама та каламӑп» тесе сӑмах партарнӑ. Паллах ӗнтӗ, Валька, ӑна сӑмах парса, ухмахла ӗҫ тунӑ. Ҫӑмах панӑ-тӑк, унӑн шарламалла пулман. Тӗрӗс вӗт?

Кораблев сиксе тӑчӗ. Вӑл, уткаласа ҫӳресе, турине кӑларчӗ, мӑйӑхне, унтан куҫхаршине, унтан каллех мӑйӑхне турарӗ. Вӑл шухӑшлать. Манӑн чӗрем картлатса сикрӗ, анчах та эпӗ урӑх пӗр сӑмах та калаймарӑм. Ан тив, шухӑшлатӑрах! Эпӗ ӑна кансӗрлесрен, майӗпенрех сывлама пуҫларӑм.

— Мӗнех вара, Саня, эсӗ вӗт пурпӗрех чееленме пӗлместӗн, — терӗ юлашкинчен Кораблев. — Халӗ мана мӗнле каласа панӑ, ҫавӑн пекех канашлура та каласа парӑн. Анчах та йӗркене пӗлес пулать.

— Мӗнле йӗркене, Иван Павлыч?

— Ан пӑлхан. Эсӗ акӑ халӗ Николай Антоныч сана Катя пирки кӑларса ярасшӑн, терӗн. Ун пирки канашлура каламастӑн.

— Иван Павлыч! Ӑнланмастӑп пулать-и ара эпӗ?

— Ӑнланатӑн-ха эсӗ, анчах ытлашши пӑлханатӑн. Акӑ мӗн, Саня, атя калаҫса татӑлӑпӑр. Эпӗ алла сӗтел ҫине, ак ҫапла, аллаппипе аялалла хурӑп, эсӗ каланӑ май манӑн алӑ ҫине пӑха-пӑха илӗн. Енчен, эпӗ унпа сӗтеле лӑпка-лапка илсен, эсӗ хумханни паллӑ пулӗ. Лӑпкамасан — хӑв хумханманнине пӗлӗн.

— Юрать, Иван Павлыч! Тавтапуҫ. Пухӑвӗ хӑҫан пулать вара?

— Паян виҫӗ сехетре. Сана кӑшт каярах чӗнӗҫ.

Вӑл хӑй патне Валькӑна яма хушрӗ те, эпир уйрӑлтӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех