Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунсаккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.27 22:02

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 518

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Николай Антоныч

Наробразран килнӗ мӑнтӑр кӑна хӗр, темшӗн Даша инке пекрехскер, мана халех килетӗп, тесе вӑрӑм тӗксӗм коридора тӑратса хӑварчӗ. Эпӗ салтӑнмалли пӳлӗмре юлтӑм. Уҫӑ шкапран тумтир ҫакмаллисем, ырханкка та мӑйракаллӑ ҫын пекскерсем, курӑнаҫҫӗ. Вӗсем халӗ — пуш-пушах. Стена тӑршшӗпех — алӑксем. Пӗр алӑкӗ — кӗленче. Энскран тухнӑранпа эпӗ хам сӑнӑма пӗрремӗш хут куратӑп. Тӗлӗнсе каймалли сӑн-пит манӑн! Шуранка арҫын ача, ҫаврака та шакла пуҫлӑскер, ман ҫине салхун пӑхса тӑрать. Вӑл — ҫав тери пӗчӗкҫӗ, эпӗ хам шухӑшланинчен те пӗчӗкҫӗ. Сӑмси шӗвӗр, тутисем туртӑнса тӑраҫҫӗ! Мана Наробраз мунчинче пемзӑпа сӑтӑра-сӑтӑра ҫурӗҫ, анчах та пурпӗрех тӗл-тӗл хура паллӑсем юлчӗҫ-ха. Манӑн вӑрӑм кӑна форменнӑй тужуркӑна хам тавра тепре ҫавӑрса тӳмелемелле пулать, вӑрӑм шӑлавар ҫапкаланса кӑна пырать, атӑ пуҫӗнчен манӑн ура пӳрнисем курӑнаҫҫӗ.

Мӑнтӑркка хӗр таврӑнчӗ, эпир Николай Антоныч патне кайрӑмӑр. Николай Антоныч тулли те шуранка питлӗ ҫын. Кӑвакарма пуҫланӑ, сайралса юлнӑ ҫӳҫне вӑл хыҫалалла тураса якатнӑ. Ҫӑварӗнче унӑн ылтӑн шӑл йӑлтӑртатать, эпӗ вара хамӑн айван йӑлана пула, чарӑна пӗлмиех ҫав шӑл ҫине пӑхрӑм.

Николай Антоныч ерҫеймест иккен, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна вӑрахчен кӗтмелле пулчӗ. Вӑл — хӑйне пур енчен те сӑрса илнӗ вунултӑ ҫулхи ачасемпе, темскер кала-кала параканскерсемпе, калаҫать. Вӑл мӑнтӑркка пӳрнисене, темле ҫӑмлӑ хуртсене, купӑста хурчӗсене аса илтерекен пӳрнесене сиккелеттерсе, вӗсем калаҫнине итлет. Николай Антоныч васкама юратман, хӑйне пысӑка хуракан ҫын.

— Шӑпрах ачасем, пурте пӗрле ан калар, — терӗ Николай Антоныч. — Ну, Игорь, эсӗ кала-ха эппин.

Николай Антоныч ура ҫине тӑчӗ, куҫлӑхлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ питлӗ ачана (ачин сӑмси айне, питҫӑмартисене те хура мамӑк пусса илнӗ) хулпуҫҫинчен тытрӗ.

— Николай Антоныч, — савӑнса каларӗ Игорь, унтан хӗрелсе кайрӗ. — Эпир Алабьевӑн реальнӑй училищине хирӗҫ тӑратпӑр. Эпир вунвиҫҫемӗш ушкӑна кайса хирӗҫ калама шутларӑмӑр. Нормӑна ҫав-ҫавах хӑварсан, членӗсене хушса парсан, мӗнле коммуна пултӑр-ха вӑл? Кораблев калать, ку вӑл — пӑтӑшӑн кӗрешни, тет. Эпир хамӑр сӑмах ҫине тӑратпӑрах. Эпир — коммуна, апла-тӑк ҫӗнӗ членсем илессипе илес маррине пирӗн хамӑрӑнах татса памалла. Алабьевӑн реальнӑй училищине йышӑнмастпӑр эпир. Кирлех пулсан эпир Бржозовскийӗн хӗрачасен гимназине илетпӗр.

Вӑл ҫав тери хӗрсе кайса калаҫрӗ, пурте кулса ярсан тин пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ.

— Пӗр сӑмахпа каласан, эпир Кораблев мӑшкӑлланине хирӗҫ тӑратпӑр, ҫак ӗҫе шкул советӗнче пӑхса тухма ҫине тӑрсах ыйтатпӑр.

— Сирӗн пек шухӑшлакансем сахал пулаҫҫӗ, — хирӗҫлерӗ Николай Антоныч, унтан пире чӗнсе илчӗ.

Эпир ун патне пытӑмӑр.

— Беспризорник-и?

— Ҫук.

— Наробразран, — ӑнлантарса пачӗ мӑнтӑр хӗр, хутне сӗтел ҫине хурса.

— Ӑҫтан вара эсир, Григорьев? — ыйтрӗ Николай Антоныч хутне вуланӑ май.

— Энскран.

— Кунта, Мускава мӗнле килсе лекрӗн?

— Ҫул май, — терӗм эпӗ.

— Ав мӗнле иккен, чунӑм! Ӑҫта каяттӑн вара эсӗ?

Эпӗ сывласа илтӗм, анчах нимӗн те каламарӑм. Манран ӗнтӗ ӑҫтан та мӗнле майпа, кам иккенне ҫӗр те пӗр хут ыйтнӑ.

— Санпа калаҫса пӑхӑпӑр-ха эпир, — Николай Антоныч Наробразран ман пирки панӑ хутӑн тепӗр енне темскер ҫырса хучӗ. — Тармастӑн-и?

Эпӗ хам тарассине пӗлсе тӑратӑп-ха, анчах ҫапах та, сӑмах питлӗхӗшӗн:
— Ҫук, — терӗм.

Эпир тухса кайрӑмӑр. Алӑк патне ҫитсен эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. Игорь, эпир калаҫса пӗтерессе тарӑхса кайса кӗтекенскер, хыпалансах темскер каласа парать, Николай Антоныч, ӑна итлемесӗр, шухӑша кайса мана хыҫран пӑхса юлать. Мӗн ҫинчен шухӑшланӑ-ши вӑл?

Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех