Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.19 13:33

Пуплевӗш: 109; Сӑмах: 1452

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пурнӑҫ пырать

Магазин чӳречисем умӗнчи йывӑҫ питлӗхсем кивелме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, ҫуркаланнӑ; садсемпе парксенчи траншейсемпе шӑтӑк-хушӑксем ӳссе ларнӑ; хваттерсенче иртенпех тӗттӗм, мӗншӗн тесен яра кун хушшинче темиҫе тревога пулса иртет, пӗрмаях чӳречесене уҫса хупма та ӗлкӗрес ҫук. Июльте хам чавма ҫӳренӗ «окопсем» тахҫанах вӑйлӑ укрепленисем пулса тӑнӑ, унти дзотсем валли заводсенче хурҫӑ каркассем шӑратса тӑваҫҫӗ.

Ленинградра ҫак кӗркунне ӗҫленӗ пек пурнӑҫӑмра нихҫан та ӗҫлемен пулас эпӗ. РОКК курсӗнче вӗрентӗм, фронтра пултӑм; тӑшман вӑйлӑн персе тӑна ҫӗртенех аманнисене ҫӗкле-ҫӗкле кӑларнӑшӑн приказра тав тунине те илтрӗм эпӗ.

Ҫырусем ҫаплах ҫукчӗ — сумкӑран час-часах манӑн шур упама кӑларма тиве пуҫларӗ. Ҫырусем ҫукчӗ — Берлина, Кенигсберга, Плоэштине бомбӑсем пӑрахса наградӑсем илнӗ летчиксен хушшинче кӑлӑхах Саньӑна шырарӑм эпӗ.

Анчах эп ӗҫлеттӗм, ӑнран кайнӑ поезд сигнал ҫуттисене уйласа тӑмасӑр, кӑшкӑртса та пӑскӑртса, кӗрхи каҫ ҫилне енчен енне уйӑрса вӗҫтернӗ пек ӗҫлеттӗм эпӗ!

Акӑ поезд ҫумранах иртсе кайнӑ кун та ҫитрӗ, эпӗ пӗр-пӗчченех хуйхӑрса вилес пек ҫул аяккине выртса юлтӑм.

Ача чухнех эпӗ курнӑ тӗлӗке каласа пама вӑтанаттӑм. Ӑшӑмри вӑрттӑн шухӑшӑма хама хам ҫеҫ шаннӑ пек пулаттӑм, унтан вара хамах ӑна уҫса, тӗнчере пӗртен-пӗр хам кӑна пӗлнине хама каласа параттӑм. Анчах ку тӗлӗке ҫапах та каласа памаллах пулать.

Госпитальте дежурнӑй пулнӑ хыҫҫӑн пӗр вунӑ минутлӑха ҫывӑрса кайнӑ та тӗлӗк курнӑ, кантӑк умне ларса испанилле калаҫма вӗренетӗп пек. Крымра пурӑннӑ чухне ҫакӑн пекехчӗ ӗнтӗ: Саня ҫиленетчӗ эпӗ чӗлхесем вӗренме пӑрахсан, вара эпӗ каллех Испани чӗлхине вӗренме пуҫларӑм. Эппин Крым чӳрече тулашӗнчех-и? Темӗнле, ҫӑтмахра слива турачӗ пиҫсе ҫитнӗ кӑвак улмисемпе усӑнса аннӑ пек, витӗр курӑнӑн сарӑ персиксем хӗвел ҫинче ҫуталса, шӑранса тӑнӑ пек, пур ҫӗрте те чечексем те чечексем: табак та, левкой та, розӑсем те — туллиех. Шӑпахчӗ — сасартӑк хӑлхана ҫурас пек вӗҫен кайӑксен кӑшкӑрнӑ сасси илтӗнсе кайрӗ, ҫуначӗпе авӑсса вӗҫсе хумханни илтӗнчӗ! Кӗнекене пӑрахатӑп та, сӗтел урлах сада тухатӑп. Мӗн куратӑп-ха? Караппӑл-и, ҫӑхан-и — пӗлейместӗп — ҫатан ҫинче пӗр авӑнчӑк сӑмсаллӑ вӗҫен кайӑк вӗҫлеке ҫуначӗсене сарса лара парать. Сӑмсипе хӑй тепӗр пӗчӗк кайӑка, хӑлат чӗппине пулмалла, хӗстерсе хыпнӑ. Хӑлат чӗппине вӑл уринчен хыпнӑ, леш кӑшкӑраймасть те ӗнтӗ, ман ҫине этем куҫӗпе йӑлӑннӑ пек пӑхать. Чӗрем сиксе тухать манӑн, хам кӑшкӑратӑп, шыратӑп темӗскер, патак-и, мӗн-и, караппӑл, хай, васкамасӑр ҫеҫ хускалать те вӗҫет. Пуҫӗ унӑн манран тепӗр енче. Авӑсми ҫуначӗсене сарнӑ та вӗҫет.

— Акӑ, Лукерья Ильинична, ӑнлантарса парӑр ӗнтӗ мана ҫак тӗлӗке, — тетӗп эпӗ хамӑрӑн канцеляринче ӗҫлекенскере, вӑл ӗлӗкхи тумтире хисеплерех параканскӗр, хӑй ватӑрах ҫын, темӗнле вӑл мана Даша инкене аса илтерет.

— Арҫыннӑр вӗҫсе килет акӑ.

— Мӗншӗн-ха? Караппӑл вӗҫсе кайрӗ-ҫке, хӑлат чӗппине те ҫӗклесе кайрӗ.

Вӑл шухӑшласа тӑчӗ.

— Пурпӗрех вӗҫсе килет.

Кунӗпех эпӗ ҫак ухмах та хӑрушӑ тӗлӗк пирки кулянса ҫӳрерӗм, каҫхине вара Варьӑна хампа пӗрле каҫ выртма пыма чӗнтӗм.

Тревога, яланхи пекех, ҫич сехет ҫурӑра пуҫланчӗ. Малтанхине эпир пӳртре ларсах ирттертӗмӗр, Розалия Наумовна телефонпа калаҫса хамӑр сыхланмалли ушкӑн ячӗпе хистесех анма хушрӗ пулин те, эпир вырӑнтан хускалмарӑмӑр. Иккӗмӗшӗнче те анмарӑмӑр. Тревога вӑхӑтӗнче пытанакан ҫӗрте эпӗ яланах салхуланаттӑм, акӑлчансем каларӗшле, «пӳрмен пулсан», ан тив, вилсен те таса сывлӑш ҫинче, Ленинград тӳпи айӗнче пулса ирттӗр, теттӗм. Ҫинчен тата кофе те ӑшалаттӑмӑр кирлӗ-ҫке-ха, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн кофе кӑна та мар, кофе ашне кӑшт кӑна ҫӑнӑх ярсан, пашалӑвӗ те ҫавӑнтах пулать.

Анчах акӑ виҫҫӗмӗш хут тревога пуҫланчӗ, бомбӑсем ҫывӑхрах ӳксе ҫурӑлчӗҫ, пӳртӗмӗр кисренчӗ — калӑн ҫав, пӗр утӑм малалла та каялла турӗ, тесе, кухньӑри сентресенчен кастрюльсем персе анчӗҫ. Варя мана вара аллӑмран тытрӗ те хам хирӗҫ пынине итлемесӗрех аялалла ҫавӑтрӗ. Тӗттӗм алӑк патӗнче хӗрарӑмсем тӑратчӗҫ, вӗсем пӑшӑрханса та васкаса калаҫатчӗҫ. Акӑ эпӗ картишне пӑхса тӑракан тутар майрин, Гюль Ижбердеевӑн, сассине уйӑрса илтем, пирӗн ҫуртра ӑна темшӗн Маша тесе чӗнетчӗҫ.

— Тӑххӑрмӗшӗ хупланнӑ, — терӗ вӑл. — Пӗтӗмпех хупланнӑ. Комендант хушрӗ — кӗреҫе илер те, каяр, чавса кӑлармалла.

«Тӑххӑрмӗш» тени 9-мӗш номерлӗ гастрономи магазинӗ вырнаҫнӑ ҫурт-ха вӑл.

— Илӗр кӗреҫе, каймалла. Пурин те каймалла. Камӑн кӗреҫе ҫук — лере параҫҫӗ. Тыт кӗреҫе, кинемей. Хӑвна хупласан, чавса кӑларӗҫ.

Тӗттӗм ҫӗрте вӑл кӗреҫесемпе кӗмсӗртеттерет, пӗрне мана тыттарчӗ, тепӗрне Варьӑна. Акӑш-макӑш каяссам килместчӗ! «Чавса» куркаланӑ ӗнтӗ эпӗ Ҫар медицини академийӗн нейро-хирургически клиникине бомбӑпа аркатсан та. Анчах алӑк патӗнчи хӗрарӑмсем мӑкӑртаткаласа тӑчӗҫ те кайрӗҫ — эпир те вӗсен хыҫҫӑн утрӑмӑр.

Каҫӗ ытармалла марччӗ, уярччӗ — шӑпах «вӗҫмелли вӑхӑт», тетчӗҫ Ленинградра. Вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑ пек сарӑ уйӑх хула ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, шӑнтмашкӑн тин ҫеҫ пуҫланӑ, сывлӑш уҫӑ. Савнӑ туспа ҫеҫ пӗр плащпа пӗркенсе ҫыран хӗрринче лармалла та вӗт ҫакӑн пек каҫсенче, таҫта аялта вара чуллӑ ҫыранра хум ҫапӑнса тӑтӑрччӗ!

Эпир, ӗшеннӗскерсем, нимӗн чӗнмесӗр, тарӑхса, кӗреҫесене хулпуҫҫи ҫине ҫӗклесе, йӑтӑнса аннӑ ҫурт айӗнчен чӗррисемпе вилнисене кӑларма утрӑмӑр.

«Тӑххӑрмӗш» ҫурмаллах ҫурӑлса аннӑччӗ — бомба пилӗк этаж витӗр шӑтарса аннӑ та, илемсӗр пулса юлнӑ хура хушлӑхран тӑвӑр картиш тӗлӗнмелле мӗлкесемпе хуҫланса курӑнать. Ҫурт хӑйӗн урамри тул енӗпе малалла ӳкнӗ, унӑн йӑтӑнса аннӑ ванчӑкӗ урама пӳлсе хунӑ, кирпӗч ванчӑкӗсем, арканнӑ сӗтел-пукансем хушшинчен роялӗн хура хупӑлчи ҫӗкленсе тӑрать. Ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен тайӑлнӑ буфет тытӑнса тӑрать, стена ҫинче хӗрарӑм шӗлепкипе пальто ҫакӑнса тӑни курӑнать.

Клиника ишӗлчӗкӗ патӗнчи пекех, кунта та йӗри-тавра шӑп, васкакансем ҫук, пурте тӗлӗнмелле лӑпкӑн пыраҫҫӗ ҫурт патнелле, калаҫнӑ сасӑсем те васкаттармаҫҫӗ, сыхланнӑ чухнехи пек илтӗнет. Пӗр хӗрарӑм кӑшкӑрса ячӗ те ҫӗрелле тӑсӑлса ӳкрӗ, ӑна аяккинелле йӑтса кайрӗҫ, каллех шӑп пулса тӑчӗ. Акшар тусанӗпе шуралса вараланнӑ пальто тӑхӑннӑ старик вилли панель ҫинче выртать, ун ҫине такӑнаҫҫӗ, чарӑнса пит-куҫне пӑхаҫҫӗ те васкамасӑр парӑнса иртсе каяҫҫӗ.

Шыв подвала юхса тулнӑ. Чи малтан шыва мӗнле те пулин чармаллаччӗ, типшӗмрех кӑна маттур милици сержанчӗ, ҫӑлас ӗҫе хӑй ҫине илнӗскер, Варьӑпа иксӗмӗре насуспа шыв пушатнӑ ҫӗре тӑратрӗ.

Ура айӗнче каллех ҫӗр чӗтренчӗ те хамӑр ҫийӗмӗртенех ҫутатакан пульӑсем сарӑ пӗкӗ авса пӗлӗт ҫинелле пӗр-пӗрне хӑваласа иртрӗҫ. Прожекторсем тӗлӗнмелле кӗскелсе те вӑрӑмланса хӗресленеҫҫӗ, ҫавсем хӗресленнӗ ҫӗрте пӗр пӗчӗк самолет мӗлтлетет пек.

Зениткӑсем пеме пуҫларӗҫ — анчах перессе катара перетчӗҫ-ха, акӑ ҫывхарса та ҫывхарса килнӗн курӑнать снарядсем сирпӗнсе ҫурӑлни, калӑн ҫав кварталсем урлӑ пистолетла пере-пере пӗр улӑп утса пырать тесе. Ӗҫе пӑрахмасӑрах пӗлӗт ҫинелле пӑхрӑм та тӗлӗнсе кайрӑм: прожекторсем ӑсран кайса шыранипе сарӑ уйӑх ҫутатакан лӑпкӑ каҫ хушшинче тавҫӑрса илейми уйрӑмлӑх пур, тискерӗн те капӑрӑн курӑнчӗ вӑрҫӑ сӑн-сӑпачӗ, пулеметсем кӗскен-кӗскен ҫатӑртатса янратаҫҫӗ, ҫӳлӗ уяр тӳпе ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ракетӑсем ярӑнса хӑпараҫҫӗ.

Милицисем кантӑрапа каркаласа хунӑ ишӗлнӗ ҫурт умне санитарнӑй машинӑсем чарӑнаҫҫӗ. Ӗҫ хӗрсех пычӗ, подвалтан халӑх шавлани илтӗнсе кайрӗ, шурса кайнӑскерсем, пилӗк таран шыва путса тухрӗҫ вӗсем. Вилнисем йышлах марччӗ пулас.

Хӗрелсе кайнӑ илемлӗ Варя йӑтӑнса аннӑ чул хушшинчен матрацсем турта-турта кӑларчӗ, одеялсемпе минтерсем тупрӗ те аманнисене вырттарчӗ, такама ирӗксӗр сывлаттарса тӑчӗ, санитарсем ҫине кӑшкӑрашрӗ, санитарнӑй машинӑпа килнӗ врачсем, иккӗн, ачасем пек чупса кӑна ҫӳреҫҫӗ, Варя мӗн тума хушнине пӗтӗмпех итлерӗҫ.

Юбкине хӑпартса, Варя подвала кӗрсе кайрӗ те унтан пӗр шыври ҫынна хулпуҫҫинчен тытса туртса кӑларчӗ. Пӗр ырханкка сержант ун патне чупса пычӗ, ҫӗклеме пулӑшрӗ, санитарсем наҫилкке илсе ҫитрӗҫ.

— Вырнаҫтарӑр, — хушса каларӗ Варя.

Путнӑ ҫын красноармеецчӗ-ши, командирччӗ-ши, картуссӑр, шыв витнипе шинелӗ хуралнӑ. Ӑна лартрӗҫ те, пуҫӗ унӑн кӑкӑрӗ ҫине ӳпӗнчӗ. Варя ӑна янахӗнчен ҫӗклерӗ те пуҫӗ, пуканинни пек, ҫӑмӑллӑнах хыҫалалла уртӑнчӗ. Ҫав шурнӑ сӑн-сӑпатра мана темле палланӑ пит-куҫ курӑннӑ пек пулчӗ. Хӑмӑр ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ. Ҫак ҫынна ӑҫта курнӑ-ши, тесе шухӑшланӑ май, эпӗ хам та пӗр вӑхӑт тӑрӑшсах ӗҫлерӗм.

— Акӑ вӑл час чӗрӗлет те, — ҫиленнӗ пек хулӑн саслӑн каларӗ Варя.

Унтан Варя шӑлӗсене уҫтарчӗ те пӳрнине ҫӑварне чикрӗ. Хайхискер чӗтренчӗ, хускалса илчӗ Варя аллинче, харӑлтатса, сыпӑк-сыпӑк чарӑнса, сывлӑш ҫӑта пуҫларӗ.

— Э, ҫыртатӑн-и-ха, тусӑм! — терӗ каллех Варя.

Насус тыткӑччи е ҫӗкленет, е анса ларать; ун урлӑ мана Варя мӗн туни те курӑнсах каймасть. Хайхи путнӑ ҫын йывӑррӑн сывласа ларатчӗ ӗнтӗ, куҫне хупнӑччӗ, уйӑх ҫутатнӑ май пичӗ унӑн шуррӑн, тӗлӗнмелле шуррӑн курӑнчӗ, сӑмси лапчӑк, янахӗ тӑваткӑл, шурӑ пурӑпа сӑрласа тунӑ пек, — ку сӑн-пите эпӗ пин хут та курнӑ та, халӗ хам куҫа хам ӗненместӗп, паллаймасӑр тӑратӑп…

Халь те тавҫӑрса илейместӗп, мӗншӗн эпӗ Ромашова — вӑлччӗ-ха ку, — больницӑна ӑсаттармарӑм. Пулма пултарас ҫук пек те, анчах вӑл ярханах шинелӗпе ҫӗр ҫинче ларса тӑнӑ чух куҫне уҫрӗ те уйӑрса илейми тӗтреллӗ куҫ витӗр мана курсан, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле: «Катя», тесе пӑшӑлтатрӗ. Варя шӑршлаттарма хушнӑ темӗнле кӗленче савӑтпа чӑнах та эпӗ ун умӗнче тӑнине пӗлсен, Ромашов тӗлӗнмерӗ. Анчах эпӗ унӑн юн тымарне тӗрӗслес тесе, ал тунине хам аллӑма илтӗм те, вӑл чӗтреме пӑрахаймасӑр, шӑлне ҫыртса тепӗр хутчен те, хытӑрах: «Катя, Катя», терӗ.

Ире хирӗҫ эпир киле таврӑнтӑмӑр. Пирӗн ҫине пилӗк этажа шӑтарса ӳкменччӗ-ха бомба, подвалта юхса тулнӑ шыва путса хӗн курманччӗ-ха эпир, ҫапах та, Варьӑпа иксӗмӗр, Ромашов пекех тайкаланса утрӑмӑр. Эпир малта утрӑмӑр, Машӑпа тепӗр хӗрарӑм пирӗн хыҫран Ромашова ҫавӑтса пыратчӗҫ. Ромашов вара кутамкки ҫухалман-и тесе пӑшӑрханатчӗ, Маша ҫиленнӗ кӑмӑлпа кутамккине тӗртсе пачӗ.

— Кутамкку ҫинчен ан шухӑшла эс. Турӑ ҫинчен шухӑшла. Сана, ухмаха, вилӗмрӗн хӑтарнӑ. Кӗлтумалла санӑн, куран кӗнекине вуламалла!

Кофе ӗҫрӗмӗр — хамӑр киле ҫитсенех питӗ вырӑнлӑччӗ-ха ку, Ромашова эпир Розалия Наумовнӑна патӑмӑр та, кухньӑна кӗрсе, шуйттансем пек, вараланса пӗтнӗскерсем, сӑнран кайнӑскерсем, крават ҫине ӳкрӗмӗр.

— Ҫаплах пӗлеймерӗм эпӗ ку мӗнле ҫын иккенне, — терӗ Варя.

— Ҫӗр ҫинчи чи начар ҫын, — терӗм эп калас килменрен.

— Ухмах, мӗншӗн ӑна ертсе килтӗн вара?

— Тахҫан палланӑ ҫын. Мӗн тӑвас тен?

Кофе ӗҫсе пӑчӑхрӑм эпӗ, кӗпеме хывма пуҫларӑм та, ыйхӑ пусса килчӗ, куҫӑм умне чи юлашкинчен мӗн курни вара — сарлака шап-шурӑ пит-куҫ, ӑна эпӗ ан курӑн тесе тӗлӗкӗмре те аллӑмпа нимӗн тӑвайми сулкаларӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех