Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 26 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.17 17:00

Пуплевӗш: 342; Сӑмах: 2870

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Зодиак паллисем

Каҫ пуласпа пире хурал пӳртӗнчен хӑваласа кӑларчӗҫ. Эпир пӗр пӗчӗкҫӗ лаҫҫа куҫрӑмӑр. Кунта ӗлӗк ҫуллахи кухня пулнӑ. Кӑмаки пур, анчах стенисене ҫӳхе тӗренчепе кӑна ҫапкаласа тунӑ, хӑма хушӑкӗсенчен ҫил вылять. Тем тесен те, ҫуллахи вӑхӑт мар, тулта декабрь шартлами. Юр ҫурӗ. Ҫӗрле сивӗпе шӑл ҫине шӑл тивмест, виҫсӗмӗр пӗр ҫӗре, кӑмака тӑррине выртса, хамӑр ҫие мӗн кӑна тиеместпӗр пулин те, ниепле ӑшӑнма ҫук. Кӑкшӑмри шыв ҫӗр каҫиччен шак шӑнса ларать. Игорь ӳслӗке ерчӗ. Вӑл каллех чирлесе ӳкесрен манӑн чунӑм ҫук.

Эпир Ариша аппапа пурӑннӑ тирпейлӗ хурал пӳртӗнче халӗ кунӗн-ҫӗрӗн урмӑш кулу, аскӑн ахӑлтату тӑрать. Кӳпшек деньщик вӗҫӗмсӗр ҫӑвар купӑсне ҫухӑртать. Пӗрре Ариша аппа, унта темӗн ҫӑмӑлпа кӗрсе тухнӑ та, йӑлт хӗремесленсе кайса, киле таврӑнчӗ.

— Тьфу — сурса пӗтереймест вӑл. — Культурлӑ, тетчӗҫ вӗсене! Кайса ӳкӗн… Куҫпа пӑхнипех пӗтӗм ӑшчик тапранать. Туртса тултарнӑ, сурса пӗтернӗ, сывлӑш ҫаврӑнмасть. Хӑйсем ҫаппа-ҫарамас лараҫҫӗ, аялти йӗмпе ҫеҫ, плита ҫине ҫатма лартнӑ — кӗписем ҫинчен пыйти-шӑркине силлеҫҫӗ. Тата алхасмалли шутласа кӑларнӑ! Тытать те пӗри пыйтине, теприн ҫине чиртсе ярать. Мана кӑшкӑраҫҫӗ: «Пӑх-ха, пӑх-ха, инке — теҫҫӗ, — пӑрҫалла вылятпӑр. Пӗр сум укҫу пур-и? Лар, выльӑпӑр…» — Тьфу, кӑмӑл пӑтранать!

Пӗр ирхине Игорь, урамран таврӑнса, пирӗн хамӑрӑн пӗчӗк кантӑка кивӗ хаҫатпа асӑрхавлӑн карчӗ (Ариша аппан шалӗ тек ҫук ӗнтӗ, ӑна обер-лейтенант деньщикӗ кашне вырӑнне ҫыхса ҫӳрет), мана, тем калас пек, хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ, унтан, кӗтмен ҫӗртен, арки айӗнчен ҫырнӑ хут кӑларчӗ. Ӑна эпир пӗр сасӑ кӑлармасӑр вулама пикентӗмӗр. Ку — партизансем пӑрахнӑ листовка иккен. Ун ҫине ҫапла ҫырнӑ: Мускава хӳтӗлеме пӗтӗм халӑх ҫӗкленнӗ, столицӑна хӳтӗлекенсем палӑртнӑ чикӗсене ҫирӗп тытаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах нимӗҫсем Мускав парӑнни ҫинчен провокациллӗ хыпар сараҫҫӗ, граждансен вӗсене ӗненмелле мар. Мускав ҫывӑхӗнче нимӗҫе татӑклӑн ҫӗмӗрсе тӑкас сехет ҫывхарсах килет…

Игорь пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек листовкӑсем Коревановӑри хӳмесемпе сарайсем ҫинче кӗҫӗр нумай пулнӑ. Нимӗҫсем вӗсене хыпӑнса ӳксе сӗве-сӗве илеҫҫӗ, тет.

Апла пулсан, пирӗннисем кунтах ӗҫлеҫҫӗ, аякра мар, вӗсен хушшинче — Роман Каштан та. Хам кунта тухса килнӗ кун вӑл каланӑ сӑмахсем манӑн асрах. Анчах мӗнле каҫса ӳкес-ха ун патне?

Халлӗхе эп Игоре нимех те каламарӑм, анчах хамӑрӑннисемпе ҫыхӑну пуҫарасси ҫинчен хам тӗллӗн нумай ӑсларӑм. Ромка пулмалли вырӑнсене эпӗ лайӑх пӗлетӗп.

Игорь, тутисене сасӑсӑр уҫа-уҫа, аллинчи листовкӑна вулать, ахӑрнех, пӑхмасӑр вӗренесшӗн пулас.

— Нимӗҫсем вӗсене ниҫта та хӑварман, йӑлтах тата-тата илнӗ, — кӳренсе каларӗ вӑл, ларсан-ларсан.

— Вӗсем татса илнӗ, пирӗн иксӗмӗрӗн — каллех ҫакмалла, пӑшӑлтатса каларӑм эп ӑна. Ытах та кунта лекрӗмӗр пулсан, атя мӗн те пулин тӑвар. Килӗшетӗ-и, Игорь?

— Паллах, Сима! Атя ӗҫлер! — савӑнӑҫлӑ хатӗрлӗхпе килӗшрӗ Игорек. — Пӗлетӗн-и, мӗнле ман ӗҫлес килет! — Анчах ӑҫтан тупӑпӑр-ха эпир вӗсене? Пӗрре кӑна юлнӑ, вӑл та пулин ҫурӑк ав.

— Мӗскершӗн совет влаҫӗ пире иксӗмӗре хута вӗрентнӗ? Эпӗ хамӑн ватка пиншакран бригадирта ӗҫленӗ чухнехи тетраде туртса кӑлартӑм, унӑн листисене хамӑра кирлӗ чухлӗ татрӑм, кантӑка лайӑхрах картӑм, турчкаран тунӑ алӑк питӗркӗчне тепӗр хут тӗрӗслерӗм.

— Ну, Игорек, карандашна тыт. Часах ҫырса илӗпӗр санпа, ерчетӗпӗр. Анчах, тархасшӑн, йӑнӑшсем ан ту!

Эпир ӗҫе пикентӗмӗр. Пӗрин халлӗн тепри: пӗри ҫырать, тепри ҫав вӑхӑтра, нимӗҫ килес-тӑвасран, чӳрече умӗнче сыхласа тӑрать.

Тата виҫӗ сехетрен Коревановӑри хӑш-пӗр йывӑҫсем, ҫуртсем, хӳмесем ҫинче сахалтан теҫетке ытла шурӑ листовкӑсем курма пулчӗ, вӗсене пичетленӗ саспаллисемпе ваккӑн ҫырнӑ, ҫӑкӑр ҫемҫипе ҫыпӑҫтарнӑ. Эпир киле кайма та тӑнӑччӗ ӗнтӗ, анчах Игорек, темӗскер тата: «Эп халех», терӗ те, пӗр еннелле вӑшт кӑна турӗ.

Эпӗ килелле утрӑм. Мана хирӗҫ нимӗҫсен йывӑр грузовикӗ килет. Пӑрӑнтӑм, ҫул хӗррине анса тӑтӑм. Епле тӑтӑм, ҫапла хытса кайрӑм. Иртсе кайнӑ грузовик кӑшӑлӗн кайри борчӗ ҫинче — пирӗн листовка. Эпӗ унӑн малтанхи йӗркине вуласа юлма та ӗлкӗртӗм: «Совет ҫыннисем патне!».

Нумай та иртмерӗ, Игорь чупса ҫитрӗ.

— Игорь! Эсӗ-и ӑна — машина ҫине?

— Куртӑн-и? — ыйтрӗ вӑл, чеен куҫ хӗссе. — Аван? Мӗн тата?.. Ан тив хӑйсемех салатса ҫӳретчӗр. Вӗсемшӗн чӑрманасси ман ӗҫ мар.

— Асту, Игорь, ӳлӗмрен кун пекки ан пултӑр. Мӗн эс? Лекес тетӗн-им?

— Юрӗ-ҫке, пулмӗ, — тӑсса каларӗ вӑл, ман ҫине тишкерсе пӑхса, хӑй ҫав вӑхӑтрах куҫне йӑл-ял тутарса илчӗ: ӑнланатӑп, тет пулас, ӗҫӗ сан ҫавӑ — вӑрҫмалла, анчах туятӑп, ху та савӑнсах кайнӑ…

Каҫ пулса ҫитеспе эпир йывӑҫ паркне ҫатӑрка пуҫтарма кайрӑмӑр. Шӑпах ҫакӑнта Василий Жмыревпа тӗл пултӑмӑр. Ахӑрнех, вӑл пире кӗтсех тӑнӑ пулмалла.

— Итлӗр-ха, килӗр кунта, — пӑшӑлтатса йыхӑрчӗ вӑл пире, ун-кун пӑхкаласа.

— Акӑ мӗн: итлӗр, сӑмах пур сире. Кунта хай листовкӑсемпе ман пӗтес пулать.

— Мӗнле листовкӑсемпе? — ыйтрӑм эп тӗлӗннӗ пек туса, унтан чавсапа хуллен ҫеҫ Игоре тӗртсе илтӗм.

— Ну, ҫитӗ сана суккӑр паттӑрла выляма! — чӗрре кӗчӗ Жмырев.

— Сирӗншӗн вӑйӑ, маншӑн пулсан — вӑйӑран вӑкӑр тухӗ. Нимӗҫсем талккӑшпех ухтарса ҫӳреҫҫӗ. Манӑн ав кӑмака айӗнче сирӗн хутсем выртаҫҫӗ.

— Мӗнле хутсем? — тӗлӗнсе кайрӑм эп, чӑнах та нимӗн ӑнланмасӑр.

— Чим-ха, чим, Сима, эпӗ пӗлетӗп! — сасартӑк тавҫӑрса илчӗ Игорь.

— Ну, лешсем мӗн мурла ҫавсем… — ӑнлантарма пуҫларӗ Жмырев, — хай, утрав ҫине чавса хунисем, гороскоп-и, масар-и, ятне пӗлейместӗп…

— Ӑҫтан сан патна лекнӗ вӗсем?

— Ӑҫтан лекнӗ — кирек те ӑҫтан пултӑр!.. Мӗн кунта нумай калаҫмалли пур! Иртнине чакалама вӑхӑт мар! Лекнӗ, ҫав кӑна. Ытах пӗлесех тесен, кайран ав унтан ыйт, мӗн чавалашса ҫӳренӗ вӑл унта?

— Кам ҫӳренӗ? — ним мар пулса кайрӗ Игорь. — Ҫӳренӗ пулсан, вара сана мӗн ӗҫ?

— Ӑҫта ҫӳренӗ? — Эпӗ калаҫун тупсӑмне ниепле тытаймастӑп.

— Итле-ха, Сима, акӑ мӗскер. Иртнӗ ҫуркунне, юр та кайманччӗ-ха ун чух, вӑл утрав ҫинелле таптарчӗ, — ӑнлантарать Жмырев Игорь ҫинелле кӑтартса. — Эпӗ сыхласа тӑраканни. Пӑхатӑп — чаваланать. Чаваланчӗ, чаваланчӗ те — кайрӗ. Мӗн мурӗ айланчӗ-ха вӑл унта? тетӗп. Интересно, амутке. Ну, нумай пурӑнатпӑр-и, сахал-и, кимӗпе кайрӑм унта, тупрӑм. Ӑҫтиҫук ҫеҫ иккен — мӗн пытарса хумалли пулнӑ ӑна? Ну, тетӗп, паллашма, пӗлӗшленме юрӗ-ха ку, тетӗп. Атту хӑшӗ-пӗри ытла мӑнаҫланнӑ, ваҫка. Вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнса кайрӗ. Вара эп ун ҫинчен мансах кайнӑ. Игоре эп вӗсене каялла парасшӑнччӗ, хама мӗн шуйттан тума кирлӗ-и! Ну, вӑл чирлерӗ… Халӗ ав выртаҫҫӗ кӑмака айӗнче. Ухтару пулма пултарать. Агитаци тейӗҫ тата. Мана вӑл ӗҫе, тархасшӑн, ан явӑҫтарӑр, атту…

— Хӑратӑн пулсан, пӗтер. Мӗн сана, вӗрентмелле-им? Вӑрлама пӗлнӗ…

— Мӗн калаҫатӑн, Сима! — хутшӑнчӗ Игорь. — Мӗншӗн тӑруках пӗтерес? Кӳр эп луччӗ каллех чавса хурам, кайран, нимӗҫсене кунтан хӳтерсе ярсан, кӑларӑпӑр та пионерсемпе пухӑнса вуласа пӑхӑпӑр: кӑм мӗн шухӑшланӑ, кам хӑйӗн шухӑшне ҫав ҫул мӗн чухлӗ пурнӑҫланӑ, пӗлӗпӗр вара.

— Каларӗ тата! Сирӗн хутсемшӗн чӗтресе тӑма мана мӗн нуша? Ҫӗр ҫӑттӑр вӗсене! — сиксе ларчӗ Жмырев Игорь ҫине. — Ӑҫтан тупрӑм хама хам инкек… Йӑлтах маннӑ эп вӗсем ҫинчен, асра та ҫук. Тепле кӑмака айне пӑхатӑп та — вӗсем вырта параҫҫӗ.

— Апла пулсан, ил те ҫунтар вӗсене, ӗҫӗ те пӗтрӗ, — канаш патӑм эп.

— Мӗншӗн? Кирлӗ мар! — хирӗҫет Игорь.

— Ҫапла мар-и, «ил те ҫунтар!» — йӗкӗлтешсе ответлерӗ Жмырев. — Сана калама лайӑх, эсӗ нимӗн те пӗлместӗн — пирӗн патӑрта тӑватӑ нимӗҫ пурӑнать. Пӗри чирлӗ, кунӑн-ҫӗрӗн килте, сак ҫинче выртсах тӑрать. Ӑҫтан эп вӗсен умӗнче ҫунтарма пултарам?

— Мӗн кирлӗ вара сана пиртен?

— Пуҫтарса кайӑр хутӑра — акӑ мӗн кирлӗ. Лексессӗн — хӑвӑр ответ паратӑр. Ман — «пӗлмен» пӗр сӑмах. Килсе пӑрахнӑ, тетӗп. Ӑнӑҫлӑн иртсен — хӑвӑрӑн телей. Анчах эп хам илсе тухса парас ҫук. Ҫавӑн пек усал-тӗселшӗн хӑямата лекме те йывӑр мар.

— Ну мӗн вара, ытах та вӑл хӑрать пулсан, эпӗ хуллен кӑна кайса илӗп, — шанӑҫсӑртарах каларӗ Игорь. — Каям-и, Сима?

Ку ӗҫе татса пама маншӑн чӑнах та йывӑр пулчӗ. Чи ҫӑмӑлли — листовкӑсене Жмыревсен патӗнчех, кӑмака айӗнчех хӑварасси. Анчах ухтару пулсан? Вара Жмырев тӳрех пирӗн ҫине сулать, ун хӑйӗн тирне сыхламалла. Нимӗҫсем вара тинкене илӗҫ. Мӗнле ҫӑлас-ха апла «яркӑчсене?» Юлашкинчен эпир ҫапла шут турӑмӑр. Игорь ыран, сӗт шыранҫи пулса, Жмыревсен патне каять. Аллинче ун бидон пулать. Васька: сӗт ҫук, тет, хӑй ҫав вӑхӑтрах, систермесӗр-тумасӑр, пирӗн документсене бидон ӑшне вӑшт кӑна тутарать. Паллах, никам та нимӗн те асӑрхаймасть. Вара эпир вӑл хутсене Ариша аппа патӗнче кӑмакана пӑрахатпӑр. «Анчах малтан вуласа пӑхатпӑр», — терӗ Игорь.

Эпӗ ҫапах та, Игорь Жмыревсем патӗнчен килессе кӗтсе ҫав тери хумханса тӑтӑм. Вӑл чылайччен таврӑнаймарӗ. Эпӗ ӑш ҫуннипе лара-тӑра пӗлеймерӗм. Ухмах вӑл Жмырев! Вӑрӑ, хӑравҫӑ. Унтан темӗн те кӗтме пулать.

Темиҫе хутчен Игоре хирӗҫ станцине кайма та шутларӑм. Анчах лайӑх пӗлетӗп, капла тума юрамасть. Игорь пӗччен чух луччӗ вӑрттӑнрах иртме пултарать.

Юлашкинчен — таврӑнчӗ. Шурӑхнӑ, анчах ялтӑраса тӑракан сӑн-пичӗ тӑрӑх, эпӗ чухларӑм: ӗҫ тухнӑ. Ҫапах ачана пӗр си тустарса илмесӗр тӳсеймерӗм:

— Ох, Игорек!.. Игорь Игури, путсӗр йыт ҫури! Ӑҫта ҫӳрерӗн халиччен? Чунӑм юлмарӗ. Хама мӗн чул вӑрҫмарӑм пуль, каламан сӑмах хӑвармарӑм, мӗншӗн килӗшрӗм, мӗншӗн ятӑм, тетӗп…

— Мӗншӗн, пӗлмест пулать, — куҫ хӳрипе кулса илчӗ Игорь, — ҫӗтӗк алсисенчен тухса тӑракан пӳрнисем ҫине кӑмӑллӑн вӗркелесе. — Калаҫать тата! Пӗлетӗн-и, мӗн тери ҫыпӑҫуллӑ пулса тӑчӗ. Вилеймен фриц та, Жмыревсем патӗнче выртаканни, ниепле асӑрхаймарӗ. Сима, ман шухӑшпа — ҫунтарас мар, вуласа пӑхар та, каллех ӑҫта та пулин пытарар.

Ку шухӑша эп татӑклӑнах хирӗҫлерӗм. Тен, кам пӗлет, Игорь ҫак хутсемпе аппаланнӑ чух нимӗҫсем асӑрхама та пултарнӑ. Ҫитменнине, Жмырев та мӗн те пулин лаплаттарса хурӗ, шанчӑк ман ун ҫине нимӗн чухлӗ те ҫук.

— Ҫук, Игорек, — терӗм эп ӑна, — темӗн пек шел пулсан та, гороскопсемпе уйрӑласах пулать. Кӑмака ҫунсах тӑрать, кӳр кунта часрах. Халь вӑйӑ вӑхӑчӗ мар.

Игорек ассӑн сывласа ячӗ, унтан ятлаҫа-ятлаҫа бидонне уҫрӗ.

— Пӗрре те вӑйӑ мар, пионерсен докуменчӗсем. Вӗсене ҫунтарни — килӗшӳсӗр ӗҫ, — сӑмахларӗ вӑл, ӳпкелешсе.

Эпӗ унӑн аллинчен сивӗ пӳрте илсе кӗнӗ-кӗмен тарласа кайнӑ бидона тытрӑм, кӑмака хӗррине лартрӑм. Хамӑрӑн пӗчӗк чӳречене хаҫатпа картӑм, алӑка лайӑхрах хупрӑм, хӑлӑпӗ витӗр, уҫса кӗресрен, турчӑка ятӑм.

Бидона тӗпӗпе ҫӳлелле туса, унти кӗпҫелесе чӗркенӗ хутсене урайне силлерӗм. Хутсем йӑлт саралса, тӗл-тӗл хӑмӑр вӑнчӑсемпе чӑпарланса кайнӑ, вӗсенчен нӳр шӑршӑ кӗрет.

Эпир, Игорьпе иксӗмӗр те, часрах пӗшкӗнсе лартӑмӑр, хут листисене ҫепӗҫӗн тыта-тыта, тӗслӗрен карандашсемпе сӑрланӑ, халӗ тӗс кайма ӗлкӗрнӗ Зодиак паллисене пӑхкаласа тирпейлӗн ҫырнӑ страницӑсене васкавлӑн вулама пуҫларӑмӑр.

Чи малтан Водолей паллиллӗ — «гороскоп» — Дёма Стрижаковӑн лекрӗ.

«1940/41 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗшӗн эпӗ ҫакна яратӑп: ҫутҫанталӑка тата Тургенева ӑнланма, Маяковский сӑввисенчен сахалтан пиллӗкӗшне пӑхмасӑр калама вӗренес.

Сборсенче тухса калама (кӗскерех) хӑнӑхас.

МХАТ-ра сахалтан виҫӗ спектакль пӑхас, Станиславский биографийӗпе паллашас. «Мускав — ҫӗршывӑн чӗри» ятлӑ пионерсен конкурсӗ валли «Пирӗн урамӑн историне» ҫырас.

«Сахалтан вуникӗ пысӑк ӗҫ (обществӑна кирли) тӑвас. Лагере кайсан, 3 кило хутшӑнас».

Акӑ Люда Сокольская палли — Тараса:

«Шкулти отряда активлӑн пулӑшса пыратӑп. Симӑн шанчӑкне пур тӗлӗшпе те тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшатӑп.

Хампа В. М. (Скорпион) хушшинчи килӗшӗве йӗркене кӳретӗп.

Лайӑх музыкӑна ташӑсенчен маларах хума вӗренӗп. Ҫи-пуҫ ҫинчен сахалрах шухӑшлас. 8-мӗш «Б» класра вӗренекен Н. Зинӑна яланлӑха манатӑп.

Пурнӑҫри тӗрлӗрен йывӑрлӑхсенчен, чӑрмавсенчен шикленме, сӗм-сӗмеккерен тата шӑшисенчен хӑрама пӑрахатӑп (йӗке хӳресем пирки ҫак ҫулах татӑклӑн калама пултараймастӑп)».

Лаҫра, пӗртен-пӗр пӗчӗк чӳречене хаҫатпа карса хунӑран чылай тӗттӗм пулсан та, эпӗ хут тӗркисен хушшинчен кӑнттамрах почеркпа ҫырнӑ пӗр листана туртса кӑларсан, Игорь епле хӗрелсе кайнине чиперех асӑрхарӑм. Ҫӳлте Козерог палли тӑрать. Ун айӗнче ҫакӑн пек текст:

«1940/41 вӗренӳ ҫулӗнче ҫакӑ, малалла асӑннисене, тӑватӑп тесе, шухӑш яратӑп тата ҫирӗп картсах хуратӑп:

Ирсенче ялан гимнастика туса пырас, пионерсен ГТО пӗрремӗш степеньлӗ паллине илме испытани тытас.

Лайӑх пионер пулса, отрядри мӗнпур заданисене тӗплӗн пурнӑҫласа пырас.

Хамӑн тытӑмлӑхпа дисциплинӑна малтанах аталантарса ҫирӗплетес тесе, кӑҫалтанах комсомола кӗме хатӗрленме пуҫлас. Аслӑ революционерсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене тупса вулас. Ҫавӑн пекех, Чкалов ҫинчен те. Вӗсенчен пример илме пуҫлатӑп.

Сима асӑрхаттарӑвӗнчен тасалма тӑрӑшас (малтан «тасалса ҫитес» тесе ҫырнӑ пулнӑ, унтан, ӑна хуратса, каланӑ пек тӳрлетнӗ).

Пӗлӗт тытӑмне тӗплӗн ӑнланса ҫитес. Сима паракан астрономи кӗнекисене пӗр сиктермесӗр вуласа пырас.

Суеҫ пулас мар тесе, фантазие чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма вӗренес.

Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малалла ӑҫта каймалла, пурнӑҫра кам пулмалла (астроном-и, пограничник-и, е авиа-конструктор?) — ҫакӑн ҫинчен кӑҫал татӑклӑн шутласа хурас.

Йӗркеллӗ пулма, ҫынна хисеплеме, сума сума татсах калатӑп. Хӗрупраҫсене… (хуратса хунӑ), хӗрачасене юлташла хисеплес, вӗсене пурне те ҫӑмӑлттай тесе шутлас мар (5-мӗш «Б» класри Т. Шуркӑсӑр пуҫне).

Характера ҫирӗплетсе ҫитерес тата арифметикӑна тӳрленес. Ку предметпа ҫулталӑк палли — «хорошо» пултӑр».

Юлашки «хорошо» сӑмаха малтан хырса тасатнӑ пулнӑ, унтан, хуратса, каллех ҫирӗп почеркпа ҫӗнӗрен ҫырнӑ.

— Пӑх-ха, Игорь, — терӗм эпӗ, — эсӗ ху валли ӑсласа хунисене сахал мар ӗлкӗртнӗ-ҫке?

— Ну, Сима, — именчӗклӗн ответлерӗ вӑл, — пурте хамӑр шухӑшланӑ пек мар ҫав. Чӑн ӗнтӗ, гимнастика тата астрономи тӗлӗшпе пӗтӗмӗшпех пурнӑҫланнӑ, темелле. Акӑ фантази пирки эпӗ халӗ те йӗркеленсех ҫитмен-ха. Тӗрӗс вӗт, Сима? Кун ҫинчен эп тӗпӗ-йӗрӗпех килес ҫуллӑха ярса хурасшӑнччӗ.

Ҫук, халӗ ман пионерсен хӑйсен «яркӑчӗсене» пурнӑҫлани-пурнӑҫламаннине тӗрӗслес шухӑш мар. Анчах та ҫак сивӗ, шӑнса кайнӑ лаҫри вӑркӑшса ҫунакан кӑмака умӗнче хамӑрӑн темрен те хаклӑ хутсене тытса ларнӑ чух, темӗнле таҫтан аякран ӑшӑ та тӑван сывлӑш вӗрнӗн туйӑнчӗ, ҫакна пула эп кӑштах йӗрсе ямарӑм… Мӗнле-ши вӗсем мансӑрӑ, аякри Урал интернатӗнчи зодиакӑмсем?

Мӗн тӑваҫҫӗ-ши вӗсем? Ман ҫырӑва илсе, каҫарӗҫ-ши мана тухса тарнӑшӑн? Ахӑрнех, вӗсем аса та илмеҫҫӗ пулӗ ҫакӑ самантра хӑйсен вожатӑйӗ 5-мӗш «А» класс пионерӗсен «яркӑчӗсем» ҫинче шӑппӑн йӗрлесе ларнине, ҫав вӑхӑтрах урамра ҫӳхе тӗренче тулашӗнче нимӗҫсем анчӑкла вӗрсе калаҫнине, декабрь юрӗ тӑшман туртса илнӗ пирӗн ҫӗр ҫине кӑмӑлсӑр ҫунине…

— Сима, — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле каларӗ Игорек, — сана эп пӗр сӑмах каласшӑн… Тахҫанах шутласа хунӑ ун ҫинчен. Анчах эс, Сима, хытӑ ан ҫилен. Юрӗ-и?

— Мӗн тата? — хӑраса кайрӑм эп.

— Ҫавӑн чухне эп чӑнах та хамӑрӑн вӑрттӑн вырӑнта, утрав ҫинче, пулнӑ ҫав. Анчах, чӑн сӑмах паратӑп сана ҫынсен «яркӑчӗсене» тивмен эп. Эпӗ вӗсене ӑҫта пулнӑ — ҫавӑнта хӑварнӑ.

— Мӗн ӑспа ҫӳренӗ-ха эс унта?

— Мӗн ӑспа… — калас ҫӗртен чарӑнса ларчӗ Игорь, унтан тата та шӑпрах сасӑпа хушса хучӗ: — Мӗн ӑспа тесси, хамӑн яркӑчри пӗр вырӑна тӳрлетрӗм. Малтан эп арифметика тӗлӗшпе «отлично» пулӗ, тесе ҫырса хунӑччӗ. Кайран, ҫуркуннерехпе, куратӑп: «хорошо»-ран мала пулаймасть. Хӑвах пӗлетӗн, эпӗ сӑмах чури. Сӑмах тӗплӗ пулнине юрататӑп, хӑш чух ытларах шухӑшлатӑп пулин те… Ну, аван мар пек пулчӗ. Ытлашши ӑмсаннӑ. Вара кайрӑм утрав ҫине.

— Ох, Игорь, Игорь, — ӳпкелесе сывласа ятӑм эп.

— Эс ҫакна пӗлместӗн-ха тата. Пӑр тапранса кайрӗ, чӳт-чӳт путаттӑм, — васкавлӑн, хӑйне халиччен асаплантарса тӑнине часрах пушатса парасшӑн, каларӗ Игорь. — Эп, чӑн сӑмах, хамӑнне ҫеҫ тытрӑм, ыттисене, кирек те мӗн кала, ӗненсен — ӗнен, ӗненмесен ан ӗнен, куҫпа та пӑхман. Жмырев ун чух сыхласа тӑнӑ иккен, вара ҫаратса кайнӑ… — Вӑл самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, унтан йӑлтах пусӑрӑннӑ сасӑпа:
— Капла ӗнтӗ эсӗ малашне мана ним чул та шанас ҫук?.. — каласа хучӗ вӑл.

Ну мӗн каламалла пулнӑ-ши ман ӑна ҫавӑн чух?

— Паллах, аван мар тунӑ эс, Игорь. Епле-ха, Эс халиччен те ун ҫинчен пӗр сӑмах шарламан! Ну, юрӗ эппин… Ҫакӑн ҫинчен хӑвах каласа патӑн пулсан, атя-ха тепре ӗмӗрлӗхе ярса хурар: ун пек кун пеке сан нихҫан та урӑх тумалла мар. Халӗ, Игорек, кусене — кӑмакана.

— Сима! — Игорек хутсем ҫине кӑкӑрӗпе ыткӑнчӗ, хӑй айне пуҫтарса илчӗ, чавсисемпе хӳтӗлесе, пуҫне ҫӗклесе, мана куҫран йӑлӑнса пӑха-пӑха: — Сима, кӳр пытарса хурам луччӗ! — терӗ.

— Никам та тупаймӗ, эп лайӑх…

— Юрамасть, Игорек, ӑнлан…

Вӑл пуҫне йывӑррӑн усрӗ, хӑй вырӑнтан хускалмарӗ пулсан та, хучӗсене илме мана чармарӗ. Эпӗ, вӗсене пуҫтарса илсе, пӗр чӑмӑркка турӑм, унтан кӑмакана ывӑтрӑм.

Хутсене вут хыпса илчӗ, ҫулӑм ыталарӗ, кӑмака сывлӑшӗ вӗсене страница-страницӑн хӑвӑрт уҫса тухрӗ. Пӗр самантлӑха каллех эпир хамӑр паллӑсене куртӑмӑр, унтан ҫулӑм сасартӑк анса ларчӗ, кӑмрӑкланса кайнӑ листасем кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле чӑшӑлтатса илчӗҫ, варри хура, хӗрри ылтӑн пулчӗҫ. Ылтӑнӗ кӗлленнӗ страницӑсен юлашкине ҫинӗҫем ҫиет, кайран вӑл та, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илсе, пӗтсе ларчӗ, пирӗн яркӑч — гороскопсенчен мӗн пурӗ те кӑвакрах тӗслӗ кӗлӗн хуллен йӑшӑлтатса тӑракан чӑмӑркки анчах юлчӗ.

Игорек ҫунан вут ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхать, тутине кышлать. Унтан питне куҫ айӗнчен пӗчӗк чӑмӑрӗпе хуллен сӑтӑрса илчӗ.

— Ну, мӗн тӑвӑпӑр-ха, Игорек, — каларӑм эп ӑна, — мӗн тӑвасси пур!.. Акӑ пирӗн гороскопсем ҫунаҫҫӗ, тейӗпӗр. Анчах пирӗн ярса хунӑ шухӑшсем — гороскопа ҫырнисем тахҫанах пурнӑҫланнӑ-ҫке. Ҫакна нимӗнле вут та пиртен туртса илеймест. Эпир пурнӑҫра шухӑшласа хуни епле-ха кӗл пулса ҫухалӗ? Ан кулян, Игорек, хут татӑкӗсем анчах ҫунчӗҫ. Шалти, пирен ӑшри, тӗрӗсех юлнӑ. Ҫапла-и? Эпир ун пек кӑна мар шухӑшсем ярӑпӑр-ха! Пирӗн вӑл кӑна мар пурнӑҫланӗ-ха, ак курӑн! Ҫакӑн пек калаҫ эс, ҫапла шухӑшла.

— Эпӗ те ҫаплах шухӑшлӑп, Сима, — шӑппӑн килӗшрӗ манпа Игорь. Эпӗ те ҫаплах, — тепӗр си каларӗ вӑл, урокра хӑйне хӑй калаҫса задача туса ларнӑ пек, — эпӗ те ҫаплах-ҫке, анчах пурӗпӗр питӗ шел…

Кунӗпех вӑл салху ҫӳрерӗ, унтан пуҫ ыратать, теме пуҫларӗ, сивӗнекен кӑмака ҫине улӑхса выртрӗ. Эпӗ ӑна хамӑрӑн мӗн пур, ҫавӑнпа чӗркерӗм. Ҫапах та вӑл ниепле ӑшӑнаймарӗ, чӗтӗрет, каҫса кайса ӳсӗрет.

Тепӗр кун ирхине вӑл тӗсрен кайса вӑранчӗ. Куҫӗсен айӗнче — кӑвак ҫаврашка. Вӑл каллех чире кайнине куртӑм эпӗ. Ӗҫме-ҫиме тӗлӗшпе пирӗн халь калама ҫук начар — пӗртен-пӗр шӑннӑ ҫӗрулми, вӑл та пулин Ариша аппан кӗскелсех пырать. Кун пек пулсан, Игорь нумаях чӑтас ҫук. Мӑйе ун ҫинҫелнӗҫем ҫинҫелет, кӗл тӗслӗ пулса кайнӑ тути-ҫӑварӗ таврашне темӗнле илемсӗр паллӑсем ӳкрӗҫ, куҫӗсем — ҫур пит. Чирӗ ӑна час-часах силлесе пӑрахать.

Вӑхӑта сая ямасӑр, мӗн те пулсан тумалла пирӗн. Тарас. Анчах мӗнле хӑтӑлӑн-ха начарланса ҫитнӗ чирлӗ ачапа?..

Кӑнтӑрла Игорь тула тухса ларчӗ: пурӗпӗрех пирӗн лаҫра тултинчен те сивӗ. Часах вӑл каялла ҫаврӑнчӗ, шӑннӑскер, чылайччен питне йӑваларӗ, аллисене кӑмака патне тытса ӑшӑтрӗ, анчах куратӑп, ӑна темӗскер паттӑрлатнӑ.

Тем пысӑкӑш чакӑр куҫӗсенче ҫутӑ палӑрать, ку ҫутӑ ӗлӗк чух Игорь питӗнчен нихҫан та кайман.

— Сима, — йӗри-тавра савӑнӑҫлӑ пӑхкаласа, пӗлтерчӗ вӑл мана, — акӑ мӗн, Сима, ӗненсен ӗнен, ӗненмесен ан ӗнен: нимӗҫсен темӗскер, ӑшӗ вӗҫнӗ, паян вӗсем ухмаха ернӗ пек. Ӗненместӗн! Хам куҫпа хам чӳрече витӗр куртӑм: лешӗ, тӑсланки, сӗтел ҫинчи хучӗсене васкавлӑн пуҫтарать, ҫыхать, темӗнле ещӗксене пӑрахать. Тупӑсем… илтетӗн-и, тупӑсен сассине — вӗсем паян ҫывӑхрах переҫҫӗ. Тупӑ кӗрлесе кайсанах, леш тӑсӑкки чӳречерен пӑхса илет. Унтан машина ҫитрӗ, мӑнтӑр деньщик тата икӗ салтак пӳртрен тӗрлӗрен япала сӗтӗрме пуҫларӗҫ. Хутсем те унта, кӗнекесем те. Пӗр ху-улӑм кӗнеке, кӑвак питлӗскер, илсе тухрӗҫ. Хуплашки ҫыруллӑ. Вулама та ӗлкӗртӗм. Пӗлетӗн-и, мӗн ҫырнӑ? «1941 ҫулхи мӗн пур Мускав». Эпӗ ҫакӑн пек кӗнекене Мускавра, Таганкӑра, Справочнӑй бюрора курнӑччӗ. Ун тӑрӑх ӗнтӗ справкӑсем паракан инке вокзалсем, трамвайсем, киносем пирки калать… Малтан эп, ҫав кӗнекене йӑтса тухнине курсан, шартах сикрӗм… Ак ӗнтӗ! — терӗм. Мускава каймаҫҫӗ-и вӗсем, мӗнпур пек справкӑсене тиеҫҫӗ, — терӗм. Унтан каллех куратӑп: кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке тухать. Пӗр кӗнеки паҫӑрхинчен те хулӑнрах: «Мӗнпур СССР» тенӗ. Ну, апла пулсан, тетӗп, Сима, эпӗ тӗрес мар шутланӑ… Мускава та ӗмӗрне курас ҫук вӗсем, хӑйсем ҫапах «Мӗнпур СССР» ҫинчен тӗлленеҫҫӗ. Пуринчен ытла, Сима, вӗсем темӗнле хӑраса ӳкни палӑрать. Васкаҫҫӗ, ӑшталанаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пырса тӗкӗнеҫҫӗ, телефон патне чупаҫҫӗ, хӑйсем шав ҫав енне, тупӑсем перекен ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ. Пӗлетӗн-и, Сима, хучӗсене пуҫтараҫҫӗ-пуҫтараҫҫӗ те — кӑмакана, кӑмакана! Вӗсене те черет ҫитрӗ кӑмакара ҫунтарма. Ман шухӑшпа, Сима, вӗсем кунтан чавтарасшӑн пулас, тем тесен те. Курччӑр-ха вӗсем!.. Машинӑсем пӗрре те Мускав еннелле чупмаҫҫӗ, шав каялла… Ак тухса пӑх-ха, Сима, ытах ӗненместӗн пулсан…

Вӑл, ӳсӗркелесе, кӑмака ҫине улӑхса кайрӗ.

— Эп паян темӗскер, шӑннӑ пек пултӑм. Ак пӑртак выртса ӑшӑнам та, каллех — урама. Унта эп пурне те тӗплӗн пӗлӗп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех