Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.31 01:15

Пуплевӗш: 159; Сӑмах: 1550

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Кораблев ҫураҫасшӑн. Педагогла тивӗҫлӗх

Ку ӗҫ вырсарникун пулса иртрӗ. Татариновсем кӑнтӑрла хӑнасем пырасса кӗтетчӗҫ. Катя «Испанцӑсемпе индейцӑсем малтанхи хут тӗл пулни» ҫинчен картинка тӑвать, мана Нина Капитоновна кухньӑра ӗҫлеме хушрӗ. Унӑн кӑштах ӑшӗ вӑркатчӗ, итлекелесе тӑнӑ май, текех вара:
— Шӑп пул, ав, алӑка шаккаҫҫӗ, — тетчӗ мана.

— Ку урамра вӗт, Нина Капитоновна?

Вӑл каллех итлесе тӑратчӗ.

Каярахпа вара вӑл столовӑйне кайрӗ те шӑнкӑрав сассине илтмесӗрех юлчӗ. Хамах кайса алӑк уҫрӑм. Кораблев кӗчӗ — вӑл яка пальтопа, яка шлепкепе. Ун пек хӳхӗм тумланнине пирвайхи хут куртӑм эпӗ. «Марья Васильевна килте-и», тесе ыйтнӑ чухне унӑн сасси чӗтренчӗ. «Килте», терӗм эпӗ. Анчах вӑл салтӑнмасӑрах пӑртак чарӑнса тӑчӗ. Унтан вара Марья Васильевна патне иртрӗ, Нина Капитоновна чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа столовӑйран таврӑнчӗ. Мӗншӗн чӗрне вӗҫҫӗн, мӗншӗн вӑл шухӑша кайнӑ пек туйӑнать-ха?

Ҫак самантран пуҫласа пирӗн ӗҫ ниҫталлисӗр пула пуҫларӗ. Нина Капитоновна улма шуратать те, аллинчен ҫӗҫҫи темиҫе хут та тухса ӳкрӗ. Столовӑйне мӗн те пулин илме кайнӑ пек тукаларӗ те каялла пуш алӑпах киле-киле кӗчӗ. Кашнинчех пӗр улмине шуратса пӗтермесӗр тепӗрне шуратма тытӑнать, ҫапла майпа кунтӑкра хӑрах енне шуратнӑ улма самай пуҫтарӑнчӗ. Анчах пӗр ҫавӑн пек шуратса пӗтермен улмана тарӑн шухӑша кайнӑ Нина Капитоновна каскаласа вакласа шӳрпе ҫине ярсан эпӗ аптраса та ҫитрӗм. Вӑл темӗн урӑххи ҫинчен шутлатчӗ ҫав. Мӗн ҫинчен? Ӑна эпӗ часах пӗлтӗм. Нина Капитоновна вӑрттӑн хыпара тытса тӑракансен йышшиех мар.

Малтанласа вӑл кӗрсен те сӑмах хушмарӗ, аллисемпе ҫеҫ темле паллӑсем тукаларӗ: вӗсене вара акӑ мӗнлерех ӑнланма кирлӗччӗ: «Пӳлӗхҫӗм, пӳлӗхҫӗм, мӗн пулса тӑрать-ха капла?» тенӗ пек.

Унтан мӑкӑртатма пуҫларӗ, вара ахлатса илчӗ те сӑмахлама тытӑнчӗ. Хыпарӗ чӑн та халиччен пулманни иккен. Кораблев Марья Васильевнӑна ҫураҫас майпа килнӗ. Мӗн вӑл «ҫураҫасси», паллах, ӑна эп пӗлеттӗм-ха. Вӑл унпа мӑшӑрланасшӑн пулнӑ иккен те, килӗшӗн-и манпа, килӗшмӗн-и, тесе пӗлме килнӗ ӗнтӗ вӑл.

Килӗшнӗ-и, килӗшмен-и? Енчен кухньӑра эпӗ пулман пулсан, Нина Капитоновна хӑйӗн кастрюлӗсемпе те чӳлмекӗсемпе ҫак сӑмахсемпех калаҫнӑ пулӗччӗ. Сӑмах тытаймастчӗ ҫав вӑл.

— Пӗтӗмпех паратӑп, тет, пӗтӗм пурнӑҫа паратӑп тет, — тесе пӗлтерчӗ вӑл столовӑйран кухньӑна виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш хут пырсан. — Нимӗн те хӗрхенессӗм ҫук, тет.

— Чӑнах-и? — терӗм эпӗ юриех.

— Нимӗн те хӗрхенессӗм ҫук, тет, эсир мӗнле пурӑннине куратӑп эп, тет. Ӑна хапсӑнмаллиех ҫук, сирӗн ҫине пӑхма та йывӑр мана, тет, — пӗтӗмпех пӗлтерчӗ мана Нина Капитоновна.

Татах улма шуратма тытӑннӑччӗ вӑл, анчах каллех тухса кайрӗ те тепре килнӗ чух куҫӗсем йӗпеннӗччӗ.

— Яланах ҫемье пирки тунсӑхларӑм, тет, — пӗлтерчӗ вӑл. — Кирек хӑҫан та эп пӗр пӗччен пулнӑ, сиртен урӑх мана никам та кирлӗ мар, тет. Яланах эпӗ сирӗн хуйхӑра хуйхӑртатӑп, тет. Ҫавӑн евӗрлӗ калаҫать.

«Ҫав ҫынсемпе йӑлтах аптраса ҫитрӗм ӗнтӗ, тет, — терӗ Нина Капитоновна, куҫне мӑчлаттаркаласа. — Ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ вӗсем мана, тет. Эсир пӗлетӗр эп кам ҫинчен каланине. Ӗненнӗ пулӑр мана, вӑл хӑрушӑ ҫын», тет.

Нина Капитоновна йывӑррӑн сывларӗ те ларчӗ.

— Ҫук, тухмасть ҫав вӑл ӑна. Вӑл — хуйха ӳкнӗ ҫын, Иван Павлыч — ҫулланӑ ҫын.

Эпӗ ним калама аптрарӑм, ытахальтен ҫеҫ вара:
— Аплах пулмӗ-и? — терӗм.

— Ӗненнӗ пулӑр мана, вӑл хӑрушӑ ҫын, — шухӑша кайса каларӗ Нина Капитоновна. — Пулма та пултарӗ! Каҫарччӗ, эй турӑҫӑм! Пулма та пултарӗ!

Эпӗ шӑпах лартӑм. Апат каярах юлатчӗ ӗнтӗ, плита тӑрӑх шурӑ шыв тумламӗ пӗрчисем сикеҫҫӗ; кастрюльти улма янӑ шыв вӗренӗҫемӗн сиксе вӗрет…

Карчӑк каллех столовӑя кӗчӗ те хальхинче вӑл вунпилӗк минут хушши унта тӑчӗ. Таврӑнсан, куҫне хӗссе ик аллине шарт ҫапрӗ.

— Каймарӗ, — терӗ вӑл. — Килӗшмерӗ вӗт. Каҫарччӗ, турӑҫӑм! Мӗнле йышши ҫынна!

Тен, вӑл хӑй те пӗлсех каймастчӗ пуль-ха, Марья Васильевна Кораблев мӑшӑрӗ пулма килӗшменшӗн савӑнмаллаччӗ-ши, кӳренмеллеччӗ-ши.

— Шел, — терем эпӗ.

Нина Капитоновна ман ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ.

— Мӗнех вара, тухма та пултаратчӗ, — терӗм эпӗ. — Марья Васильевна ҫамрӑк-ҫке-ха.

— Ҫитӗ ӗнтӗ улталама. — Ҫиленме пуҫланӑччӗ Нина Капитоновна.

Ҫавӑнтах вӑл урӑхла сӑнарлӑ пулса кайрӗ, кухньӑран ярӑнса ҫеҫ тухрӗ те Кораблева тӗл пулчӗ. Кораблев шурса кайнӑччӗ. Алӑк патӗнче тӑракан Марья Васильевна Кораблев васкамасӑр тумланнине пӑхса тӑчӗ. Марья Васильевна халӗ ҫеҫ йӗме чарӑнни куҫран пӑхсах палӑрать.

— Шел-ҫке капла, — хӑй ӑшӗнче ҫеҫ каланӑ пек мӑкӑртатрӗ Нина Капитоновна.

Кораблев ун аллине чуптурӗ, вӑл ӑна ҫамкинчен чуптурӗ — ҫапла чуптунӑ чух Нина Капитоновна чӗвен тӑчӗ, лешин пӗшкӗнмелле пулчӗ.

— Иван Павлыч, эсир — манӑн тус та пирӗн тус, — терӗ Нина Капитоновна чиперӗн. — Пӗлсех тӑрӑр, эсир пирӗн килте тӑван килӗрти пек пулмалла. Машӑшӑн та эсир пӗрремӗш юлташ, эп пӗлетӗп. Вӑл та ҫавна пӗлет.

Кораблев сӑмах хушмасӑрах пуҫ тайрӗ. Эп ӑна питӗ хӗрхентӗм. Марья Васильевна мӗншӗн килӗшменне ниҫтан та тавҫӑраймарӑм. Мана вӗсем вырнаҫуллӑ мӑшӑр пулмалла пек туйӑнатчӗҫ.

Карчӑкӗ хӑйне Марья Васильевна чӗнсе пӗтӗмпех каласа парасса кӗтетчӗ пулмалла, Кораблев ӑна качча илес пирки мӗн каланине, хӑй мӗншӗн килӗшменнине каласа парӗ тетчӗ пуль вӑл. Анчах Марья Васильевна ӑна чӗнмерӗ. Чӗнме кӑна та мар-ха, хӑй пӳлӗмӗнче питӗрӗнсех ларчӗ, кӗтесрен кӗтессе вӑл епле утса ҫӳрени кӑна илтӗнсе тӑчӗ.

Катя хӑйӗн «Испанцӑсемпе индейцӑсем чи пирвайхи хут тӗл пулни» картинине туса пӗтерчӗ. Ҫавна вӑл амӑшне кӑтартасшӑнччӗ, амӑшӗ хӑй пӳлӗмӗнчен: «Варахпа, хӗрӗм», терӗ те алӑкне уҫмарӗ.

Кораблев тухса кайнӑ хыҫҫӑн пӳрте йӑлт темле кичем пусрӗ, унтан вара, уҫӑ кӑмӑллӑ Николай Антоныч килсе кӗрсен, тата кичемрех пек туйӑнчӗ, ҫитменне тата, хӑнана малтан каласа хунӑ пек виҫҫӗн кӑна мар, улттӑн килмелле, тесе пӗлтерчӗ.

Кӑмӑлӗ пурччӗ-ши ӗнтӗ, ҫукчӗ-ши, Нина Капитоновнӑн пикенсех ӗҫе тытӑнмалла пулчӗ. Катьӑна та ӗҫе явӑҫма чӗнчӗҫ — вӑл стаканпа чуста ҫаврӑм-ҫаврӑм касмаллаччӗ. Ӗҫе вӑл питӗ хӗрсе тытӑнчӗ, хӑй те хӗрелсе кайрӗ, сӑмсине те, ҫӳҫне те пӗтӗмпех ҫӑнӑхпа варласа пӗтерчӗ, анчах ҫак ӗҫ ӑна часах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вара вӑл чустине стаканпа касасшӑн пулмарӗ, кивӗ чернил кӗленчипе касса, ҫаврӑм-ҫаврӑм мар, улт кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек касма пуҫларӗ.

— Кукамай, илемлӗрех тӑвам-ха, — тесе йӑлӑнчӗ вӑл Нина Капитоновнӑна.

Унтан ҫӑлтӑрӗсене унаса пӗтерчӗ те, хам кукӑле пӗҫерем-ха, супинккен, тесе пӗлтерчӗ. Усси пулмарӗ ӗнтӗ вӑл ӗҫленинчен.

Улттӑн иккен хӑнасем! Камсем-ши? Эпӗ кухньӑран пӑхрӑм та шутлама тытӑнтӑм.

Чи пирваях вӗренӳ пайӗн заведующийӗ Ружичек килчӗ, ӑна Пархатарлӑ Фаддей тесе мӑшкӑллатчӗҫ. Ӑҫтан тупнӑ-ши ҫав ята, пӗлместӗп, анчах вӑл мӗнле пархатарли пуриншӗн те паллӑччӗ! Ун хыҫҫӑн Лихо хушаматлӑ хулӑнламас учитель, кукша та илемсӗр, вӑрӑм пуҫлӑскер, пырса кӗчӗ. Унтан тата такам килсе кӗчӗ, пурте педагогсем. Кӑштах тӑрсан немка ҫитрӗ, вӑлах француженка — нимӗҫле те французла вӗрентет вӑл. Пирӗн Серафима та ҫитрӗ, кӑкӑрӗ умне пӗчӗкҫеҫҫӗ сехет ҫакнӑ, чи юлашкинчен пӗр кӗтмен ҫӗртен саккӑрмӗш класра вӗренекен Возчиков сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ. Ҫав Возчиков «лядовецахчӗ» ӗнтӗ. Тумланасса капӑр тумланать, пӗрешки тимӗрӗ ҫинче те унӑн МРУЛ палли пур-ха, ку вӑл — аслӑ классенче вӗренекенсен представителӗ.

Кунта пӗтӗмпех шкул совечӗ пуҫтарӑннӑ. Ку вара тӗлӗнмелле те пулса тухать — хӑнана пӗтӗм шкул совечӗ пуҫтарӑннӑ!

Эпӗ кухньӑра ларсах вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлерӗм. Алӑксем уҫахчӗ. Малтан Лихо «ӗҫме-ҫиме продуктисем» ҫинчен каларӗ, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ укҫа пулать, терӗ. Паян пӗр кӗрепенкке услам ҫу вунтӑватӑ миллион тӑрать, ыран, вӑрҫӑчченхи пек, ҫирӗм пус кӑна пулать, терӗ. Паян килкартишӗнче ӗҫлекене вунӑ миллион тӳлеҫҫӗ, ыран вунӑ пус пулать, «вӑл уншӑн та тав тӑвӗ-ха», терӗ Лихо.

— Эпӗ вара, ухмах, халӗ ҫеҫ сӗтел ҫиттине икҫӗр вӑтӑр миллиона сутса ятӑм, — ассӑн сывласа каларӗ Серафима Петровна.

Унтан Кораблев ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Кур-ха эс ӑна! Вӑл Совет влаҫне юрама тӑрӑшнӑ иккен. Вӑл «хӑйне карьера» тӑвас тесе, тем те тӑвать, имӗш. Мӑйӑхне сӑрлать вӑл. Ҫав сиенлӗ ӗҫе, шкул театрӗ тума та ырӑ ят илтесшӗн тытӑннӑ-мӗн. Тахҫан авланнӑ та вӑл арӑмне ҫӗре чикнӗ. Заседанисенче те «крокодилла куҫҫуль» тӑкать.

Эп пӗлместӗм-ха «крокодилла куҫҫуль» мӗне пӗлтернине, анчах ҫак сӑмахсене каланӑ чух эпӗ Коравлев епле Марья Васильевна пӳлӗмӗнчен тухнине аса илтӗм, вӑл шурнӑччӗ, мӑйӑхӗ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек усӑнса аннӑччӗ, вара кусем пурте улталанине эпӗ ҫинчех ӑнкарса та илтӗм. Театр пирки те, арӑмӗ пирки те, «крокодилла куҫҫуль» пирки те, — вӑл мӗн иккенне пӗлместӗп пулин те — пурпӗрех вӗсем пурин ҫинчен те улталаҫҫӗ. Вӗсем — унӑн тӑшманӗсем, каларӗ вӗт-ха паян Марья Васильевнӑна «Ҫав ҫынсемпе йӑлтах аптӑраса ҫитрӗм ӗнтӗ» тесе, «Вӗсем мана ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ», тенӗччӗ вӑл.

Ку вара «крокодилла куҫҫульччен» калаҫниччӗ-ха. Анчах акӑ эпӗ Николай Антоныч сӑмахне илтрӗм, ку вара сӑмах кӑна марччӗ, каварлашуччӗ. Вӗсем Кораблева шкултан хуса кӑларасшӑн иккен.

Николай Антоныч катаран ҫеҫ систерсе пуҫларӗ:

— Воспитани факторӗсенчен пӗри тесе искусствӑна та яланах хисепленӗ…

Унтан вара вӑл Кораблев ҫине куҫрӗ, унӑн «ӑслӑ пултарулӑхне мухтаса» илчӗ. «Унӑн арӑмӗ мӗнле вилӗмпе вилнинче» пирӗн ӗҫ те ҫук иккен. Пире мӗн интереслентерни те «вӑл ачасене мӗн те мӗн таран ҫавӑрма пултарни ҫеҫ» аса килет. Пире Иван Павлович хамӑр шкула сиенлӗ ҫул ҫине кӑларма тӑрӑшни пӑшӑрхантарать, ҫавӑнпа ҫеҫ эпир хамӑра педагогла тивӗҫ мӗнле тума вӗрентет, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр, вӑл ӗнтӗ — «совет гражданӗсен лояльнӑй тивӗҫӗ».

Кунта Нина Капнтоновна пушӑ турилккесемпе кӗмсӗртеттерчӗ те педагогла тивӗҫ Николай Антоныча мӗнле вӗрентнине, мӗн хушнине итлемесӗрех юлтӑм. Анчах Нина Капитоновна столовӑя тепӗр тӗрлӗ апат илсе кайнӑ чух вӗсем мӗн тума шутланине питӗ лайӑх ӑнлантӑм.

Чи малтанах, шкул совечӗ хӑйӗн ҫитес заседанийӗнче Кораблева «ачасене географипе вӗрентесси программӑран ытлашши ан пултӑр» тесе хушса хӑварӗ. Унтан вара унӑн пӗтӗм ӗҫне «ӗҫ воспитанине парас идейӑна вӑл арпаштарса пырать» тесе хакламалла. Унсӑр пуҫне шкул театрне хупмалла. Тата темӗн-темӗн тума шутларӗҫ вӗсем. Кораблев, паллах ӗнтӗ, вӗсем ҫине кӳренӗ те тухса кайӗ. «Пархатарлӑ Фаддей» каланӑ пек — «Ҫул такӑр мар-и?»

Ку, чӑнах та, ытла ирсӗр планччӗ, Нина Капитоновна епле майпа хирӗҫ каламасӑр чӑтса тӑни ҫеҫ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Анчах мӗн ҫинчен ӗҫ пынине эпӗ часах тавҫӑрса илтӗм. Марья Васильевна Кораблевпа килӗшменшӗн питӗ хӗрхенме пуҫларӗ вӑл. Урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӗ, нимӗн илтмерӗ те. Хулпуҫҫине хӗскелесе темӗн мӑкӑртатрӗ вӑл, пӗррехинче тата хыттӑнах:
— Ав мӗнле!
Мӗне кирлӗ халь аннӳ? — тесе хучӗ.

Марья Васильевна Кораблева сӑмах пама хирӗҫнӗшӗн йывӑра илетчӗ пулас вӑл…

Хӑнасем килӗсене кайса пӗтрӗҫ, эпӗ ҫаплах нимӗн тӑва пӗлмерӗм — мӗн тумалла?

Кораблев шӑпах ҫав кунхине килсе калаҫни чӑн та ытла ӑнӑҫусӑр пулса тухрӗ. Лармаллаччӗ унӑн килӗнчех. Халь эпӗ Марья Васильевнӑна хам мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа панӑ пулӑттӑм. Капла лайӑх та мар, калама май ҫук: вӑл апат тунӑ чух пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, питӗрӗнсе илчӗ те никама та кӗртмерӗ. Катя урокӗсене хатӗрленме ларнӑччӗ. Нина Капитоновна сасартӑк: «Халтан кайрӑм», — терӗ те выртрӗ те ҫывӑрчӗ. Эпӗ сывлӑшӑма ҫавӑртӑм та сывпуллашса хам пата тухса кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех