Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.17 21:50

Пуплевӗш: 154; Сӑмах: 1808

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Лӑпланма пӗлмен старший лейтенант Петрова столовӑйӗнче виҫҫӗмӗш йышши апата илсе пырасса та кӗттерсе тӑратмарӗ. Вӗсем ҫула май каякан бензовоз ҫине сиксе ларчӗҫ те, ял хыҫӗнчи уҫланкӑра тунӑ аэродрома кайрӗҫ. Кунта ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсем эскадрилья командирӗпе гварди капитанӗ Чесловпа, салхурах сӑнлӑ, калаҫма питех юратман, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пек курӑнакан ҫынпа паллашрӗҫ. Вӑл, нумай калаҫса тӑмасӑрах, вӗсене лакпа сӑрланӑ сенкер тӗслӗ «Ла–5» текен ҫӗнӗ самолётсем патне илсе кайрӗ. Самолётсем ятарласа алтнӑ пысӑк шӑтӑксенче тӑнӑ, вӗсен вертикальнӑй рулӗсем ҫинче номерсем пулнӑ. Ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсен шӑп та ҫак самолётсем ҫинче вӗҫмелле пулнӑ. Мересьевпа Петров каҫченех ҫав ырӑ шӑршӑллӑ, кайӑк сассисемпе тулнӑ хурӑн вӑрманӗнче пулчӗҫ, хӑйсен ҫӗнӗ техникӗсемпе калаҫрӗҫ, полк пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.

Вӗсем вӑхӑт мӗнле иртнине те сисмерӗҫ, ҫавӑнпа та яла каҫ пулсан тин, юлашки грузовик ҫине ларса таврӑнчӗҫ те, каҫхи апатсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах ку вӗсене питех кӳрентермерӗ. Япаласем чикмелли «сидор» текен михӗсенче вӗсен хӑйсене ҫул ҫине парса янӑ «сухой паёк» юлашкисем пулнӑ. Ҫӗр выртасси пирки вара йывӑртарах пулчӗ. Кунта, ҫӳллӗ курӑкпа хупланнӑ пушӑ хир варринчи пӗчӗк утравра, вырнаҫса тӑракан икӗ авиаци полкӗн экипажӗсемпе штаб ҫыннисем питӗ йышлӑн пулнӑ, ниҫта та пушӑ вырӑн юлман. Тулса ларнӑ пӳртсем тӑрӑх вӗсен нумай вӑхӑт ҫӳремелле пулчӗ, хӑйсене кӳртесшӗн мар пулнӑ ҫынсемпе темиҫе хутчен те хаяррӑнах калаҫса илмелле килчӗ. Пӳртсене резинӑран туманнипе вӗсем сарӑлма пултарайманни пирки шеллесе философилле калаҫнӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен комендант ҫӗнӗ ҫынсене пирвай тӗл пулнӑ пӳртех тӗртсе кӗртсе ячӗ:
— Ҫакӑнта ҫӗр каҫӑр, ыран йӗркине тупӑпӑр, — терӗ вӑл.

Пӗчӗкҫеҫ пӳртре унчченех тӑхӑр ҫын пулнӑ. Лётчиксем ирех ҫывӑрма выртаҫҫӗ. Снаряд стаканӗн пуҫне лапчӑтса тунӑ лампа (вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче вӗсене «катюша», тетчӗҫ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусем хыҫҫӑн вӗсене «сталинградка» теме пуҫларӗҫ) ҫывӑракансен мӗлкисене аран кӑна ҫутатнӑ. Вӗсем кроватьсемпе саксем ҫинче е урайӗнче, плащ-палаткӑсемпе витнӗ утӑ ҫинче ҫывӑрнӑ. Хваттерте тӑнӑ тӑхӑр ҫынсӑр пуҫне, ҫак пӳртре тата хуҫисем те — ватӑ карчӑкпа ӳссе ҫитӗннӗ хӗр пурӑннӑ, пӳртре ҫывӑрма та вырӑн ҫуккипе вӗсем хӑйсем темӗн пысӑкӑш вырӑсла кӑмака ҫине вырнаҫнӑ.

Ҫӗнӗрен пынисем пӗр самантлӑха алӑк умӗнче чарӑнса, ҫывӑракансен кӗлеткисем урлӑ мӗнле каҫса каймаллине пӗлмесӗр тӑчӗҫ. Кӑмака тӑрӗнчен вӗсене кил хуҫи карчӑкӗ хаяр сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

— Вырӑн ҫук, вырӑн ҫук! Куратӑр, мӗн чухлӗ чыхӑнса тулчӗҫ. Мачча ҫине вырнаҫмалла-им?

Петров ним тума пӗлмесӗр, алӑк патӗнче пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑчӗ, анчах Мересьев, ҫывӑракансем ҫине пусасран асӑрханса, сӗтел патнелле утса кайрӗ.

— Пирӗн ӑҫта та пулин ларса ҫиесчӗ кӑна, асанне! Паян кунӗпех ҫимен. Тарелка, пӗр-икӗ стакан тата вилка тупасчӗ, э? Ҫывӑрасса эпир тулта та ҫывӑрӑпӑр, чӑрмантармӑпӑр. Ҫулла вӗт.

Анчах ҫав вӑхӑтрах кӑмака ҫинчен, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатакан карчӑкӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнчен, такамӑн печӗкҫеҫ урисем курӑнчӗҫ. Ҫинҫе те ҫӑмӑл кӗлетке кӑмака ҫинчен ним чӗнмесӗрех шуса анчӗ те, ҫывӑракансем хушшипе асӑрханса утса ҫенӗке тухса ҫухалчӗ. Тепӗр темиҫе самантранах вӑл тултан тарелкӑсем, икӗ тутӑхнӑ вилка тата чей чашкисем йӑтса кӗчӗ.

Петрова малтанах ку ҫын ҫитӗнсе ҫитмен хӗр ача пек туйӑнчӗ. Анчах вӑл сӗтел патне пырсан, лампӑн тӗтӗм хӑрӑмлӑ ҫути унӑн сӑнне ҫутатсан, Петров хӑй умӗнче илемлӗ, ӳссе ҫитӗннӗ хӗр тӑнине курчӗ. Кӗрен кофта, михӗрен ҫӗленӗ юбка тата кӑкӑр тӗлӗнче хӗресле, вӗҫне ҫурӑм хыҫнелле ярса карчӑкла ҫыхса лартнӑ тутӑр кӑна пит те илемсӗрлетнӗ ӑна.

— Марина, Марина, кил кунта! — чашкӑрса илчӗ кӑмака ҫинчи карчӑк.

Анчах та хӗр ӑна илтмен пекех пулчӗ. Вӑл вӑр-вар кӑна сӗтел ҫине таса хаҫат сарса хучӗ, ун ҫине чашӑк-тирӗк лартрӗ, вилкӑсем хучӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй темиҫе хутчен те пуҫне пӑрса Петров ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

— Ҫийӗр хӑвӑр сывлӑхшӑн! Тен, сире мӗн те пулин ӑшӑтса памалла? Эп халех… Анчах комендант кил хушшинче вут чӗртме хушмарӗ-ха…

— Маринка, кил кунта! — чӗнчӗ карчӑк.

— Эсир ӑна ан итлӗр: ахаль ҫеҫ вӑл, кӑштах ӑсӗ йӗркерен тухнӑ пек пулнӑ унӑн. Нимӗҫсем хӑратнӑ ӑна. Каҫхине ҫар ҫыннисене курсанах мана пытарасшӑн тӑрӑшать. Эсир ун ҫине ан ҫилленӗр: ҫӗрле кӑна ҫавӑн пек вӑл, кӑнтӑрла чиперех.

Мересьевӑн япаласем чикмелли миххинче колбаса, консерва, ырхан айӑкӗсем ҫине тӑвар хытса ларнӑ икӗ селёдка тата ҫарта паракан пӗр ҫӑкӑр тупӑнчӗҫ. Петров ун пекех запаслӑ пулайман: унӑн какайпа сухари ҫеҫ пулнӑ.

Маринкӑн пӗчӗк аллисем ҫаксене пурне те касса, тарелкӑсем ҫине ҫиес килмелле майласа хучӗҫ. Халӗ вӑл хӑйӗн вӑрӑм куҫ тӗкӗсем айӗпе Петров ҫине тата час-часрах пӑхма пуҫларӗ, Петров хӑй те ун ҫине вӑрттӑн кӑна пӑха-пӑха илчӗ. Хӑйсен куҫӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, вӗсем иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, тӗксӗмленнӗ пек пулчӗҫ, айккинелле пӑхрӗҫ, калаҫасса иккӗшӗ те Мересьев урлӑ ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Алексее вӗсене сӑнаса ларма кулӑшла, ҫав вӑхӑтрах кӑштах кичем те пулчӗ: вӗсем иккӗшӗ те ҫав тери ҫамрӑк пулнӑ, вӗсемпе танлаштарсан, вӑл хӑйне хӑй ватӑ, ывӑннӑ, нумай пурӑннӑ ҫын пек туйрӗ.

— Акӑ мӗн, Маринушка: ӑнсӑртран хӑяр ҫук-и сирӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Ӑнсӑртран пур, — хуллен кӑна кулса илсе ответ пачӗ хӗр.

— Пӗҫернӗ ҫӗрулми тупӑнмӗ-ши тата пӗр-икӗ штук?

— Ыйтӑр — тупӑнӗ.

Вӑл каллех урайӗнче ҫывӑракансем урлӑ пит те ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫса, пӳртрен пӗр сасӑсӑр, лӗпӗш пек тухса кайрӗ.

— Старший лейтенант юлташ, мӗнле вара эсир унпа ҫавӑн пек калаҫма пултаратӑр? Палламан хӗр вӑл, эсир ӑна «эсӗ» тетӗр, хӑяр ыйтатӑр тата…

Мересьев ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Старик, эс ӑҫта халь? Ку мӗн саншӑн, фронт-и, е мӗн те пулин урӑххи?.. Асанне, ҫитӗ сана мӑкӑртатса выртма! Ан кунта, апат ҫийӗпӗр, ну?

Карчӑк ахлаткаласа, ҫаплах темскер ҫиллеслӗн мӑкӑртатса кӑмака ҫинчен анчӗ те, ҫавӑнтах колбасине ҫавӑрттарма тытӑнчӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑрҫӑччен вӑл колбаса ҫиме ҫав тери юратнӑ.

Вӗсем тӑваттӑн сӗтел хушшине ларчӗҫ те, ытти ҫынсем тӗрлӗ сасӑсемпе хӑрлаттарнӑ, тӗлӗк курса мӑкӑртатнӑ хушӑра пит те тутлӑн каҫхи апат турӗҫ. Алексей таттисӗр калаҫрӗ, карчӑкран тӑрӑхлакаласа илчӗ, Маринкӑна култарчӗ. Куҫса ҫӳремелли пурнӑҫ условийӗсене лексе, вӑл унпа чунтанах киленчӗ, ют ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйне хӑй тӑван килне лекнӗ пек туйрӗ.

Апат ҫисе пӗтернӗ тӗле туссем ку ял мӗнле майпа упранса юлни ҫинчен пӗлчӗҫ: кунта тахҫан нимӗҫсен штабӗ тӑнӑ иккен. Хӗрлӗ Ҫар наступлени пуҫласан, штаб кунтан ҫав тери хӑвӑрт тухса тарнӑ та, яла ҫунтарса яма ӗлкӗреймен. Карчӑк ӑс-тӑнӗ нимӗҫсем унӑн аслӑ хӗрне хӑй умӗнчех вӗлернӗ хыҫҫӑн пӑсӑлса юлнӑ. Маринка хӑй, нимӗҫсем ку вырӑнсенче пулнӑ сакӑр уйӑх хушшинче, хӗвел курмасӑр, анкартинче, пушӑ арпалӑхра пурӑннӑ, — унӑн алӑкне улӑмпа, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа картланӑ. Амӑшӗ ҫӗрле ун патне пырса, ӗҫмелли-ҫимеллисене шӑтӑк витӗр паркаласа тӑнӑ… Алексей хӗрпе мӗн тери ытларах калаҫрӗ, хӗр Петров ҫине ҫав тери ытларах пӑха-пӑха илчӗ, унӑн куҫӗсем вӑл ӑна питех те кӑмӑлланине палӑртрӗҫ.

Апат ҫисе тӑранни сисӗнмерӗ те. Апат юлашкисене Маринка пӗр ҫӗре пухса чӗркерӗ те Мересьев миххине чиксе хучӗ: салтака пурте кирлӗ пулать, терӗ пулмалла ӗнтӗ. Унтан вӑл, карчӑкпа тем ҫинчен пӑшӑлтатса илчӗ те, татӑклӑн каласа хучӗ:

— Акӑ мӗн: сире кунта комендант илсе килсе вырнаҫтарчӗ пулсан, кунтах пурӑнӑр эппин. Халь кӑмака ҫине хӑпарса выртӑр, эпир аннепе иксӗмӗр чӑланта ҫывӑратпӑр. Ҫул ҫинче ӗшенсе килнӗ хыҫҫӑн — канӑр. Ыран вара сире вырӑн тупса парӑпӑр.

Ҫывӑракансем урлӑ ҫара урисемпе малтанхи пекех ҫӑмӑллӑн утса, вӑл килхушшинчен пӗр пӗчӗк ҫӗклем ҫуртри улӑмӗ йӑтса кӗчӗ, ӑна сарлака кӑмака ҫине сарса пӑрахрӗ, пуҫ айне темле тумтирсем хучӗ. Ҫаксене пурне те вӑл питӗ хӑвӑрт, пӗр сасӑсӑр, кушакла ҫемҫен ҫӳрекелесе турӗ.

Тепӗр минутран Петров тикӗссӗн сывласа ҫывӑрни илтӗнме пуҫларӗ. Мересьев ҫывӑрмарӗ. Вӑл кӑшт сивӗрех, тутлӑ шӑршӑ кӗрекен улӑм ҫинче тӑсӑлса выртрӗ. Вӑл Маринка ҫенӗкрен кӗнине, тем шыраса пӳлӗм тӑрӑх утса тухнине курчӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта хӗр кӑмака ҫине пӑхкаласа илчӗ. Сӗтел ҫинчи лампӑна тӳрлетрӗ, каллех кӑмака ҫинелле пӑхрӗ, унтан ҫывӑракансем урлӑ алӑк патнелле хуллен-хуллен утса кайрӗ. Ҫак ҫинҫешке, илемлӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ хӗре курни Алексей чунне темшӗн лӑпкӑ кичемлӗхпе тултарчӗ. Ак ӗнтӗ, вӗсем хваттере те вырнаҫрӗҫ. Ирхине вӗсем Петровпа иккӗшӗ — пӗрремӗш хут боевой вӗҫеве каймалла. Вӑл, Мересьев, ведущи, ертсе пыраканни, Петров — ун хыҫҫӑн пыраканни. Ӗҫ мӗнле пулса тухӗ-ши? Петровӗ аван йӗкӗт пулмалла-ха. Авӑ, Маринка та ӑна пирвайхи хут курсанах юратса пӑрахрӗ. Ну, ҫывӑрас, ҫывӑрас!

Мересьев айӑк ҫине ҫаврӑнса выртрӗ, улӑм ҫинче кӑштӑртаткаларӗ те, ҫавӑнтах вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

Вӑл темле хӑрушӑ ӗҫ пулнине туйса сасартӑк вӑранчӗ. Мӗн пулнине вӑл тӑруках тавҫӑрса та илеймерӗ, анчах ҫарти хӑнӑху ӑна тӳрех сиксе тӑрса лартса, пистолетне тыттарчӗ. Вӑл хӑй ӑҫтине те, хӑйне мӗн пулнине те астумарӗ. Йӗри-тавра куҫа ҫиекен, ыхра шӑрши кӗрекен тӗтӗм йӑсӑрланнӑ; тӑрук ҫил вӗрни тӗтӗм пӗлӗтне сирсе ярсан вара Алексей пуҫ тӑрринче тӗлӗнмелле ҫутӑлса тӑракан темӗн пысӑкӑш ҫӑлтӑрсене курчӗ. Таврара кӑнтӑрлахи пекех ҫутӑ пулнӑ. Пӳрт пӗренисене шӑрпӑксем пекех аркатса ывтӑнтарни, пӳрт тӑррине чалӑштарса пӑрахни тата ҫывӑхрах темскер ҫунма тытӑнни курӑнчӗ. Алексей ҫынсем йынӑшнине, пуҫ ҫийӗнче самолётсем хумлӑн-хумлӑн ӗрленине тата ҫӳлтен ӳкекен бомбӑсем шӑмӑсем патне ҫитиех ҫӳҫентермелле ӳлесе шӑхӑрнине илтрӗ.

— Ложись! — кӑшкӑрчӗ вӑл, таврари арканчӑк варринчи кӑмака ҫинче чӗркуҫленсе ӑнран тухса кайнӑ пек унӑн-кунӑн пӑхкаласа тӑракан Петрова.

Вӗсем кирпӗчсем ҫине лӑпчӑнса выртрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах пысӑк осколок кӑмака трубине лексе ывӑтса ячӗ, Мересьевпа Петров ҫине хӗрлӗ тусан, типӗ тӑм тӑкӑнчӗ.

— Вырӑнтан ан хускал, вырт! — команда пачӗ Мересьев. Унӑн хӑйӗн те ҫак самантра сиксе тӑрас, ӑҫталла та пулин тарас килчӗ (ҫӗрлехи бомбёжкӑсем вӑхӑтӗнче яланах ҫапла пулать), анчах та вӑл хӑйне хӑй вӑйпах чарса выртрӗ.

Бомбардировщиксем хӑйсем курӑнман. Вӗсем тӗттӗмре, хӑйсем ҫакса янӑ ракетӑсенчен ҫӳлерех ҫаврӑнса ҫӳренӗ. Анчах ракетӑсен шап-шур ҫуттинче ял ҫине пӑрахакан бомбӑсем уҫҫӑнах курӑнчӗҫ. Малтанах бомбӑсем пӗчӗк хура пӑнчӑсем пек ҫеҫ палӑрчӗҫ, анчах аялалла вӑркӑнса аннӑ май куҫ умӗнчех ӳсрӗҫ, унтан каҫхи тӗттӗмлӗхре хӗрлӗ ҫулӑм паркисем ялкӑшрӗҫ. Пӗтӗм ҫӗр ҫурӑлса, вӑрӑммӑн: «Р-р-рых! Р-р-рых!» тесе йынӑшнӑн туйӑнчӗ.

Лётчиксем ҫаплах кӑмака ҫинче выртрӗҫ, вӑл кашни бомба ӳксе ҫурӑлмассеренех енчен енне сулӑнкаласа, сиккелесе тӑчӗ. Вӗсем ун ҫумне пӗтӗм кӗлеткисемпе, пичӗсемпе, урисемпе лӑпчӑнса, кирпӗчсем айне кӗрсе кайма тӑрӑшнӑ пек пулса лӑпчӑнчӗҫ. Унтан моторсен кӗрлевӗ аяккалла кайрӗ, вара тӳрех хӑйсен парашючӗсемпе аялах аннӑ ҫутатакан ракетӑсем чашкӑрса ҫунса пӗтни, урамӑн тепӗр енче пуҫланса кайнӑ пушар кӗрлени илтӗнчӗ.

— Ак ӗнтӗ, пире уҫӑлтарса илчӗҫ, — терӗ Мересьев лӑпкӑн, гимнастёркипе брюки ҫумне ҫыпӑҫнӑ улӑмпа тӑмлӑ тусана силлесе тӑкса.

— Лешсем, кунта ҫывӑрнисем, ӑҫта-ши? — ҫав тери хӑраса кайса ыйтрӗ Петров, хӑй хумханнипе туртӑна-туртӑна илекен янахне тата йӗксӳленнине чарма тӑрӑшса. — Маринка ӑҫта-ши?

Вӗсем кӑмака ҫинчен анчӗҫ. Мересьевӑн пӗчӗк фонарь тупӑнчӗ. Вӑл арканнӑ пӳртӗн пӗренисемпе хӑмисем урлӑ-пирлӗ купаланнӑ урайне ҫутатса пӑхрӗ. Кунта никам та пулман. Кайран пӗлнӗ тӑрӑх, кунта ҫывӑрнӑ лётчиксем тревога сигналне илтсенех килхушшине чупса тухса шӑтӑксене пытанма ӗлкӗрнӗ. Петровпа Мересьев пур ишӗлчӗксене те ухтарса тухрӗҫ. Маринкӑпа карчӑк ниҫта та тупӑнмарӗҫ. Кӑшкӑрса чӗнсен те никам та сасӑ памарӗ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӗсем? Тарнӑ-ши, ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ-ши?

Урамсем тӑрӑх комендант патрулӗсем йӗрке туса ҫӳренӗ ӗнтӗ.

Сапёрсем пушар сӳнтернӗ, ишӗлнӗ ҫуртсем айӗнчен ҫын виллисене, аманнисене йӑтса тухнӑ. Тӗттӗмре посыльнӑйсем лётчиксене хушамачӗсемпе чӗнсе чупкаласа ҫӳренӗ. Полка васкасах ҫӗнӗ вырӑна куҫарнӑ. Вӗҫекен состава аэродрома пухнӑ, тул ҫуталсанах вӗсен хӑйсен машинӗсемпе кунтан вӗҫсе каймалла пулнӑ.

Малтанхи сведенисем тӑрӑх, пӗтӗмӗшпе илсен, личнӑй составра ҫухатусем пысӑк пулман. Пӗр лётчика амантнӑ икӗ техника тата бомбежка вӑхӑтӗнче те хӑйсен посчӗсене пӑрахса кайман темле часовоя вӗлернӗ. Пурте ҫак ялта пурӑнакан ҫынсем нумай пӗтнӗ пулӗ, тесе шутланӑ анчах тӗттӗм пирки тата ҫынсем унӑн-кунӑн чупкаланӑ пирки, мӗн чухлӗ пӗтнине тӗрӗссипе пӗлме май пулман.

Ир енне, аэродрома кайнӑ чух, Мересьевпа Петров ирӗксӗрех хӑйсем ҫӗр выртнӑ пӳрт ишӗлчӗкӗсем умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Ним йӗркисӗр купаланса выртакан пӗренесемпе хӑмасем айӗнчен сапёрсем носилка ҫӗклесе тухнӑ, ун ҫинче простыньӑпа витнӗ, юнланса пӗтнӗ ҫын кӗлетки выртнӑ.

— Кама йӑтса пыратӑр? — ыйтрӗ Петров, ку ырра пӗлтерменнине сиснипе шуралса кайса.

Пысӑк уссиллӗ ватӑрах сапёр (Мересьева вӑл Степан Ивановича аса илтерчӗ), носилкӑна малтан йӑтса утаканскер, тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ:

— Подвалтан темле карчӑка тата ҫак хӗр ачана чавса кӑлартӑмӑр. Чулсем айне пулнӑ. Вӗлерсех пӑрахнӑ. Те хӗр ача, те ҫитӗннӗ хӗр — ӑнланма ҫук, пӗчикскер… Хитре пулнӑ пулмалла… Кӑкрине чул пырса ҫапнӑ… Пите лайӑхскер пулнӑ, пӗчӗк ача пекех…

…Ҫак каҫхине нимӗҫсен ҫарӗ хӑйӗн юлашки пысӑк наступленине тума тытӑннӑ. Вӑл, совет ҫарӗсен укрепленийӗсене атакӑласа, «Курская дуга»-ри хӑйсене вилӗм кӳмелли ҫапӑҫӑва пуҫланӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех