Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.19 22:19

Пуплевӗш: 215; Сӑмах: 1853

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Шанчӑк

— Мӗн пулчӗ мана, Варенька. Чирлерӗм-и?

— Сывах, ним чухлӗ те чирлемен.

Вӑл аллине сулчӗ те, такам вара, аттисене хуллен чӗриклеттерсе тухса кайрӗ.

— Тӑна кӗчӗ, — кӑшт ҫеҫ илтӗнчӗ сасӑ.

— Кам ку?

— Кам пултӑр, ҫав санӑн ҫырӑ ҫыннӑвах, — кӳренсе каларӗ Варя.

Эпӗ сӑмах хушрӑм.

— Варенька, эс пӗлетӗн-и?

— Турӑҫӑм, нимӗн те пулман-ҫке-ха! Ну, аманнӑ, тейӗпӗр, ытлашши нимӗн те пулман-ҫке? Чунӑмҫӑм, — вӑл мана ҫупӑрласа ыталарӗ. — Апла юрать-и вара? Эппин мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн — вилмелле-им? Тултан пӑхсан акӑ епле улталанма пулать иккен! Ҫакӑн пек хӑтланӗ тесе эпӗ нихҫан та шутламан. Е иртнӗ вӑхӑтра нумай асап куртӑн-и? Е вӑл сыхланмасӑр каларӗ-и?

— Сыхлансаччӗ. Ку иртет-ха.

Иртмесӗр ара. Иртрӗ те ӗнтӗ. Кофе ӗҫетӗн-и?

Эпӗ каллех чӗнмерӗм.

— Варенька!

— Мӗн, чӗппӗм?

— Эп шанатӑп.

— Шанмасӑр, ак тата! Шанса тӑмалла та. Асӑнта тыт ман сӑмаха, эпӗ сана калатӑп, — ниҫта та каяс ҫук санӑн Саню.

Саня ҫинчен пичетленӗ «Хӗрлӗ соколсем» хаҫата Ленинградра тупма питӗ кансӗрччӗ. Малтан эпӗ тупас тесе тӑрӑшрӑм, ҫар корреспонденчӗ урлӑ ҫав хаҫат хӑш чаҫре тухса тӑнине те пӗлтӗм. Унтан вара Петя хам куҫпа вуларӑм ҫав заметкӑна тесе ҫырса ярсан шырами те пултӑм. «Эпӗ, хаклӑ Катя, пӗрмаях сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп, — тенӗччӗ вӑл ҫырӑвӗнче, — Саня пӑттӑрӑн та чаплӑн кӗрешсе вилнӗ! Маншӑн вӑл тӗнчери чи ҫывӑх ҫынччӗ, ачаранпах пӗрне-пӗри савса ӳснӗ юратнӑ тӑванччӗ. Ун чунӗнче яланах темӗн янраса тӑратчӗ, ҫав ҫамрӑк янрава итленӗ чух пурӑнмашкӑн та ҫӑмӑлтарах пулатчӗ. Вӑл иккен пӗтӗм пурнӑҫӗнче астуса тӑнӑ ачалӑх, пирӗн ӗмӗт, пирӗн тупа пулнӑ. Тем пек сире курса, ҫак йывӑр хуйха пӗрле ирттерессӗм килет».

Ӑна хирӗҫ эпӗ Ромашов мӗн каласа кӑтартнине пӗтӗмпех ҫырса ятӑм та, шанчӑка ҫухатмастӑп-ха, тесе хушса хутӑм…

Сайра хутра ҫеҫ киле таврӑнакан пултӑм. РОКК курсӗнчен вӗренсе тухрӑм та, вара госпитальте хама хушса янӑ тивӗҫӗмпе мар, профессиллӗ сестрарах ӗҫлеме тытӑнтӑм. Выҫлӑх та мана ытла кансӗрлеймерӗ. Варя, пӑхма манран тӗреклӗрех пулин те, унтан ытларах чӑтма пултартӑм эпӗ. Ленинградра питӗ кансӗр кунсемччӗ. Вырӑн ҫинче выртнӑ вӑхӑтра тупӑпа пенӗрен вилесси пулатчӗ, урамсене пирвайхи юр хӳсе кайнӑччӗ, Ленинград ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӑшӑ кунсем чухнех казарма пурнӑҫне куҫнӑччӗ те, килӗсене таврӑнманнипе вӗсен чӳречисем те уҫах тӑратчӗҫ, ҫаксене кура хам шӑпама ӳкнӗ хуйхӑ та ҫӑмӑлтарах пек туйӑнатчӗ.

Блокада кӑтартнӑ пур инкеке хирӗҫ тӑнине пула ирӗксӗрех мана хамӑн хуйхӑма хирӗҫ тӑма та ҫӑмӑлтарахчӗ. Ромашов та, тӗлӗнсех кайӑн ҫав, ӑнланатчӗ мана. Ахальтен мар вӑл мана Ленинградран тухса кай тесе калаҫтарми те пулчӗ…

Вӑл тепӗр хут та Саня ҫинчен каласа пачӗ, эпӗ вара малтан пӗр сӑмахпа та асӑнманнисене тӗплӗн пӗлтӗм. Санькӑна шурлӑх урлӑ ҫӗклесе пынӑ чух Ромашовпа лейтенант аллисене хӗреслетсе тытнӑ та Саня вӗсене мӑйӗнчен ыталанӑ. Хӗрӗ пӗри Катя ятлӑ пулнӑ иккен, ҫавӑншӑн Саня питӗ хавасланнӑ: «Катя та Катя» тесе ҫеҫ тӑнӑ вара. Саня Ромашова: «Манӑн санран хӑрас пулатчӗ тесе шухӑшлаттӑм-ха эпӗ» тесен, Ромашов кулса кӑна янӑ, ку чӑн та кулӑшла пулнӑ ӗнтӗ — ӑвӑс катипе минутсеренех нимӗҫсем ҫитме пултарнӑ-ҫке.

Ку чӑн пулнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн улталатӑр вӑл? Е вӑл мана улталас тенӗ пулсан, хаҫатне ҫеҫ кӑтартнӑ пулӗччӗ, унта вӗт Саня вилнӗ тесе шурӑ ҫине хурапа ҫырнӑ. «Ҫапла», — терӗ вӑл. Ку та тӗрӗс пулчӗ. «Анчах ку Ромашов-ҫке-ха, — терӗм эпӗ хама, — мӑчӑлтатми куҫлӑ Ромашов-ҫке ку. Ромашов, тӑмана тетчӗ ӑна Саня».

«Вӑрҫӑ ҫынна улӑштарать, — терӗм эпӗ хама. — Вӑл вилӗм курнӑ, ӑна хӑйӗн ӗлӗкхи ултав тӗнчи япӑхтарнӑ ӗнтӗ. Вӑл Саня валли мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ, мӗншӗн тесен урӑхла пулма та пултарайман пек».

Теплерен ӑна эпӗ сӑмах майӗн ҫеҫ Петьӑна питӗ курас килет, терӗм.

— Пулчӗ те, ыранах килет акӑ вӑл, — терӗ ик-виҫӗ кун иртсен.

Ромашов Художество Академийӗн ректорӗ урлӑ чӗнтерме май кӳтӗм терӗ, ку ӗнтӗ тен ахаль ҫеҫ пӗр вӑхӑтра пулма тӗл килчӗ пуль. Анчах ик-виҫӗ кун иртсенех Петя килчӗ.

Эпӗ ӑна виҫӗ уйӑх ҫурӑ хушши курманччӗ. Унӑн поэтлӑхне кура, час-часах чи кирлине манаканскере, ялан хӑй ӑсне ҫеҫ тытнине пула, эпӗ ун пурнӑҫӗшӗн хӑраса тӑраттӑм. Ҫавӑн евӗрлӗ енсем фронтра кирлех те мар. Ман пӳлӗме вара хӗвел ҫинче пиҫӗхнӗ яштака та витӗр пӑхакан куҫлӑ Петя пырса кӗчӗ, ӗлӗкхи пек пӗшкӗнерех те тӑмасть вӑл.

Эпир ытаклантӑмӑр.

— Катя, халӗ эпӗ Саня таврӑнать пулӗ тесе шухӑшлатӑп, — терӗ кӗрсессӗнех. — Вӑл вилнӗ ҫӗртен чӗрӗлнӗ. Иртрӗ инкекӗмӗр. Пурӑнтӑрах. Ку ӗнтӗ фронт турпаллийӗ пирӗн. Ӗнтӗ чаҫре те вӑл чӗрӗ иккенне пӗлеҫҫӗ. Пӗлмеҫҫӗ пулсан вилнӗ тесе хут ярӗччӗҫ, ку паллах мар-и вара!

Паллах марччӗ те-ха ку, ҫапах та итлеттӗм ӑна эпӗ, ӗненмесӗр тӑма та вӑйӑм ҫитмерӗ манӑн…

Петя ман пата ытла ир — улттӑмӗш сехетрех — килсе кӗчӗ. Кӑнтӑрлаччен эпир Ромашова кӗтрӗмӗр. Петя мӗн каласа панине итлесе тӑтӑм та, мана Петя мар, унӑн пуҫтахрах та хӗрлӗ питлӗ, тир шӑрши кӗрен кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ кӗҫӗн шӑллӗ каласа панӑн туйӑнчӗ, сарӑхнӑ пӳрнисемпе вӑл тем пысӑкӑш «качака ури» чӗркесе туртатчӗ. Вӑл хӑй ҫинчен мӗн каласа пани паллӑ историччӗ. Художник, искусство ҫынни, фронтра вӑл пирвайхи кунсенче вӑрҫӑ мар, вӑрҫӑ панорами тенӗ пеккине курнӑ. Вӑл хӑйне пулнӑ, вӑрҫӑ — хӑйне. Анчах пӗр эрне иртнӗ, иккӗ иртнӗ. Вӑл пӗрремӗш нимӗҫе вӗлернӗ.

Епле-ха эпӗ, Сковородников художник, ҫынна вӗлертӗм? Анчах эпӗ хӑйне этем тесе тивӗҫсӗр калакан ҫынна вӗлертӗм ҫав. Ӑна вӗлернипе эпӗ этем тивӗҫлӗхне упрасшӑн пултӑм.

Ҫапла вӑл «вӑрҫӑ атомӗ» пулса тӑнӑ. Вӑрҫа та ҫавӑнтан вара художник пек пӑхса тӑман. Халӗ вӑл салтак пулнӑ та, чӑн салтак пулас тесе, мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран тӑрӑшнӑ.

— Эппин мӗн тӑвас ӗнтӗ ман ҫак кивӗ тӗнчере? — терӗ вӑл, хӑй тавра пӑхкаласа илсе.

Ромашова кӗтсе илеймерӗмӗр эпир, вара Петя ҫак «кивӗ тӗнчере» пӗччен пулса пӑхасшӑн иккенне курса, эпӗ хам малтан тухса кайрӑм. Алӑкран тухса кайнӑ чух вӑл хӑйӗн тӗрке туса хунӑ картинисенчен пӗрне хытнӑ пӳрнисемпе епле сыхланса салтнине куртӑм.

Ромашова эпӗ госпитальтен шӑнкӑртаттартӑм.

— Килчӗ-и? — терӗ вӑл, хӗпӗртесе. — Куртӑр-и? Эсир тата иккӗленсе тараттӑрччӗ-ха!

— Килчӗ. Пырса кайар каҫхине, вӑл сире пит курасшӑн.

— Каҫхине, айӑп ан тӑвӑр та, пушанаймастӑп, явӑҫаймастӑп.

— Ҫук, пыратӑрах.

— Ниепле те пыраймастӑп.

— Пыратӑр, илтетӗр-и эсир, Миша?

Вара эп телефон трубкине хутӑм.

Вӑл пычӗ. Эпир столовӑйра лараттӑмӑр, вӑл кӗчӗ те аллине тӑсса тӳрех Петя патне пычӗ.

— Савӑнтӑм, питӗ савӑнтӑм, — терӗ вӑл. — Тӳррипе каласан, ӗҫ тухасса хам та шанманччӗ, чӑн калатӑп. Анчах эсир чапа тухнӑ ҫын иккен. Эсир чапа тухнӑ ҫын пулмасан, ниепле те ӗҫ тухман пулӗччӗ.

— Питӗ тав тӑватӑп сире, майор юлташ, — хӑй сассипе мар тавӑрчӗ Петя.

— Мӗн унта, мӗнле майор! Иккӗмӗш рангри интендант ҫеҫ. Кустӑрмине вырнаҫтарма ӗлкӗреймерӗм-ха, майор пек ҫӳретӗп акӑ!

Петя ун ҫине пӑхрӗ, унтан, таҫта ун ҫумӗпе, кӗтеселле пӑхрӗ. Иккӗмӗш рангри интенданта майор вырӑнне ан хуччӑр тесен ҫав кустӑрмана вырнаҫтарассинчен ҫӑмӑлли нимӗн те ҫук ӗнтӗ, тесе шухӑшларӗ пулас вӑл.

— Мӗнле-ха фронтра, мӗн илтӗнет? Мана халь кӑна Лиговӑна илнӗ тесе пӗлтерчӗҫ.

— Илменнине пӗлсе тӑратӑп-ха эпӗ, — терӗ Петя.

— Ак курӑр-ха! Эпӗ тата ҫитес кунсенчех международнӑй вагонпа Мускава таптарма пулать тесе шухӑшласа тӑратӑп. Кӗтмелле пулать иккен, ҫапла-и?

Ленинградра «таптарма пулать» тенӗ сӑмахсемпе калаҫмасчӗҫ-ха. Манӑн именмелле те пулчӗ. Анчах Петя ним те уяса тӑмарӗ пулас.

Кӑштах сӑмах чӗнмесӗр тӑтӑмӑр.

— Ҫапла, — терӗ Ромашов, — пӗртен-пӗр ыйту ӗнтӗ.

— Саня ҫинчен-и?

Мӗншӗн вӑл ҫаплах хӑйне палӑрмалла мар тытатчӗ-ши? Мӗншӗн вӑл темле шикленсе кулатчӗ, е мӑнаҫланма, е мӑнкӑмӑлланма тӑрӑшатчӗ? Мӗншӗн вӑл, маскировка тумалли халат тӑхӑннӑ пушар сӳнтерекенсем ҫине тупӑсемпе персе тӑнӑ вӑхӑтра епле улма кӑларни ҫинчен тем тӑршшӗ истори каласа кӑтартрӗ? Пӗлместӗп, маншӑн пулсан пурпӗрехчӗ-ха, эпӗ Саня ҫинчен кӑна шухӑшлаттӑм…

— Пӗртен пӗр ҫул кӑна пур, — вӑрттӑн кӑмӑлӗ темӗнпе тулнӑ пек калама пуҫларӗ Ромашов. Киев таврашӗнчи ҫав вырӑнсем халь партизан отрячӗсен аллинче. Партизансем фронт камандованийӗпе ҫыхӑну тытни ҫинчен иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ. Ҫав ҫыхӑнура пулас пулать — эппин кама та пулин Саня ҫинчен пӗлме хушмалла.

Урисене пӗр-пӗрин ҫине хуҫлатса, янахне аллисемпе тӗрентерсе, Петя куҫ илмесӗр ун ҫине пӑхса ларчӗ.

— Кунта икӗ чӑрмав пур, — малалла каларӗ Ромашов. — Пӗрремӗш вӑл: эпир Ленинградра. Иккӗмӗшӗ: Саньӑна шыраттарасси ҫинчен приказ пама е ун ҫинчен мӗн пӗлес пуррине пухассине хушма пӗртен-пӗр чи ҫӳлӗ инстанци кӑна пултарать, унта ҫитме калама ҫук кансӗр. Анчах пултарайман ӗҫ ҫук вӑл. Манӑн кунта партизан отрячӗсен Ленинград штабӗнче палланӑ ҫынсем пур. Ку ӗҫе тӑвасса хам ҫине илӗп эпӗ, — терӗ вӑл, шурса кайса. — Паллах ӗнтӗ, пӗр-пӗр чи кӗтмен чӑрмав кансӗрлемесен.

«Чи кӗтмен чӑрмавсем» темӗн чухлехчӗ — пурнӑҫ тени хаех «чи кӗтмен чӑрмавсемпе» пулса пырать. Ладога кӳллин леш енне тахҫанах ӗнтӗ «пысӑк ҫӗр» тетчӗҫ. Унпа халь ахаль телеграфпа кӑна ҫыхӑну тытма та кунсерен кансӗр пула пуҫларӗ.

— Мӗншӗн чӗнместӗр эсир, Петя?

— Итлетӗп эпӗ, — терӗ Петя, асне илнӗ пек пулса. — Мӗн каласси пур, пӗтӗмпех тӗрӗс. Ҫав ҫыхӑнӑва мӗнле майлаштарса тытасси ҫинчен халех калама кансӗр-ха. Анчах ӗҫе ним чарӑнса тӑмасӑр хускатмалла. Ромашов ку тӗлӗшпе тӗрӗсех калать. Ҫапах та, Катя, эпӗ сан вырӑнта пулсан, чаҫе ҫырса янӑ пулӑттӑм.

— Кӑвакарчӑнӑм, тӑванӑмҫӑм, — терӗ вӑл, Ромашов кайсан, — мӗн калас иккен сире? Вӑл мана питех те килӗшмерӗ, анчах темӗн те пулать-ҫке, тӗрӗс мар-и? Ку нимӗне те пӗлтермест. Унӑн темле сивӗ чунлӑхӗ, вӑрттӑнлӑхӗ, кӑмӑла пӑтратакан енӗ пур, ҫавӑнпа пӗрлех тата кашни хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнче темле пытарма пӗлмен туйӑмлӑх пур. Ман ӑна ӳкерсе те илес килчӗ. Тӑваткал кӑна пуҫчашкиллӗ! Анчах кусем хисепре мар-ха, ним чухлӗ те! Чи тӗрӗсси ман шутӑмпа, ҫакӑ: вӑл ӗҫ тума пултаракан ҫын.

Ку тӗрӗс ӗнтӗ!

— Сире те ҫывӑх курать.

— Иккӗленмелли те ҫук.

— Унпа пӗрле кайса килеймӗр-ши эсир партизан отрячӗсен штабне?

— Каймасӑр тата.

— Вӑт, кайса килӗр те. Мӗнле пулсан та ҫырмалла, ыйтса пӗлмелле, ку питӗ кирлӗ ӗҫ. Сире хӑвӑра ҫӑмӑлтарах пулать. Епле пӗтсе кайнӑ эсир, веҫ хӑвӑрӑлнӑ! — терӗ те вӑл мана алӑран тытрӗ. — Мӗскӗнӗм, тӑванӑм! Эсир ҫывраймастӑр та пулӗ ӗнтӗ?

— Ҫук, ҫывратӑп.

— Таврӑнать Саня, таврӑнатех, — терӗ вӑл. Тутамсем ан чӗтреччӗрех тесе, тем пек тӑрӑшрӑм эпӗ, куҫа хупрӑм. Петя малалла калать. — Каллех пӗтӗмпех питӗ лайӑх пулать, мӗншӗн тесен сирӗн вӑйлӑ юратӑвӑр умӗнче чи хӑрушӑ хуйхӑ та каялла чакмалла, ҫапла! Сирӗнпе тӗл пулӗ вӑл, куҫран пӑхӗ те каялла чакӗ. Саньӑпа сиртен урӑх никам та ун пек юратма пӗлес ҫук пулас, эсир нимӗне пӑхмасӑр та хӗрӳллен, пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ӑна савса тӑма пӗлетӗр. Хӑвна ҫапла юратса тӑнӑ чух, ӑҫта унта вилме? Юрамасть, эпӗ хам та вилме килӗшмен пулӑттӑм! Саня вара? Эсир ӑна вилме ирӗк парӑр-и!

Вӑл калать те, эпӗ итлетӗп, ӑшӑм та пусарӑнать. Куҫ умӗнче тахҫанхи асилӳсем мӗлтлетсе иртеҫҫӗ: ывӑнса ҫитнӗ Саня тумланнипех ҫывӑрать пек, анчах пӳлӗмре ҫутӑ. Стена леш енче ырханкка ачам выляса тӑрать пек, эпӗ кавир ҫине выртнӑ та, итлетӗп, тӑнлавӑма хӗссе тытса итлетӗп. «Хуйхӑ хыҫҫӑн савӑнӑҫ килет, уйрӑлу хыҫҫӑн — тӗлпулу. Пурте лайӑх пулать, мӗншӗн тесен эпир ӗненекен халлапсем те ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ-ха…»

Фронта ҫити трамвайпа та кайма пулатчӗ ӗнтӗ. Петя дивизийӗ халӗ Славянскра тӑратчӗ. Вӑл ӑсаттарасшӑн марччӗ хӑйне; ӑсатасси, чӑн та, чӑрмавлӑ ӗҫчӗ, пропусксӑр мана Рыбацкинче те чарма пултаратчӗҫ. Эпӗ ҫапах та кайрӑм.

— Чарсан тата, темӗн мар-ҫке! Комендант мана паллать-ха.

Трамвайра тӑкӑсчӗ, шавлатчӗҫ, анчах пурпӗрех эпӗ кукамай ҫырӑвӗсене тепӗр хут пӑхкаларӑм. Иртнӗ кунсенче Петя кукамайран пӗр почтӑпах тӑватӑ пысӑк ҫыру та вуникӗ уҫҫыру илнӗ. Ҫапла пулатчӗ ӗнтӗ Ленинградра — «шысӑк ҫӗр» ҫинчен ик-виҫӗ эрне хушши никам та пӗр хыпар илтейместчӗҫ, унтан сасартӑк темиҫе ҫыру килетчӗ. Килте эпӗ уҫҫыруне ҫеҫ вуласа тухма ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Вӗсенчен пӗринче пӗчӗкҫӗ Петя та тем пысӑкӑш тӑваткӑл саспаллисемпе: «Атте, пирен кролик пур» тесе ҫырнӑ. Эпӗ, акӑ, ҫинчех туйса илетӗп вӑл мӗнле ҫырнине, пуҫне пӗшкӗртсе куҫхаршине ҫӗклетрӗ пуль — ҫавӑн пек тунине эпӗ питӗ саваттӑм, амӑшӗ пекех пулса тӑратчӗ вара. Вӑл сывах иккен, тутӑ, хӑрушлӑхра та мар, кукамай та ҫавӑн пекех. Ҫавӑнтан ытла мӗн ӗмӗтленме пулать ӗнте хальхи пек йывӑр вӑхӑтра?

— Тӗрӗс вӗт, Петя?

— Тӗрӗс пулмасӑр, — терӗ вал салхулӑн, — пӗлӗсӗрччӗ епле эп вӗсене тунсӑхланине!

Трамвай Рыбацки хӗррипе пыратчӗ, такам пӗри: юлашки чарӑнура документсем тӗрӗслесе, пӗрерӗн кӑлараҫҫӗ, терӗ. Петя ман пирки пӑшӑрханатчӗ те эпӗ вара таврӑнма шут тытрӑм.

— Сывлӑхӑр пултӑр, Петя.

— Юрӗ, юрӗ, сывах пулӑп, — тавӑрчӗ вӑл, кулкаласа. Пӗчӗкҫӗ Петя та ҫаплах калатчӗ.

Хӑйсен ӗҫӗсемпе тертленен палламан ҫынсен пуҫӗсем урлӑ эпир пӗрне-пӗри ала тӑсрӑмӑр, ҫавӑнпа-и тен, ун ҫинчен эпӗ нимӗнех те ыйтса пӗлменнишӗн ӳкӗнсе шухӑшларӑм. «Анчах эпир юлашки хут курнӑҫмастпӑр-ҫке, — терӗм хама. — Унӑн чаҫӗ инҫе те мар, госпитальтен ыйтса кайӑп та, пырӑп», терӗм.

Ҫӗнӗрен курнӑҫиччен темӗн чухлӗ асаплӑ та пӑшӑрхантаракан кунсем иртессине пӗлнӗ пулсанччӗ эпӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех