Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 19 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.17 10:03

Пуплевӗш: 422; Сӑмах: 3307

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Утсемпе йӗкӗтсем!

Сасартӑк манӑн тавра тӗттӗм те лӑпкӑ пулса тӑчӗ.

— Салам! — терӗ такам.

Эпе пӑртакҫӑ сывлӑш ҫавӑрсан, хам теплушкӑра иккенне куртӑм. Амед ман чемодана тытнӑ. Тепри, ҫӳлли, ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пайтах ҫулти ҫын, манӑн саланса кайнӑ ҫыххӑма ҫӗртен пуҫтарать.

— Салам! Хапӑл тӑватпӑр.

— Ай-ай, лараймасть пуль тесе, — терӗ те Амед, кулса ячӗ. Ман тавра тӑраканнисем те, ҫӳлти нарсем ҫинчен усӑнса пӑхаканнисем те — пурте хаваслӑн кулса илчӗҫ. Тин ҫеҫ йӗркеллӗн ӑнланса ҫите пуҫларӑм… Акӑ мӗн туса хутӑм пулать… Епле вӑй ҫитернӗ эп ҫакна тума?..

Ман хыҫра йывӑҫ урай ҫинче лашасем тапӑртатаҫҫӗ, витери пек — утӑ тата навус шӑрши кӗрет. Сӗлӗ памалли хутаҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Нарсем ҫинче ларакан шултра янахлӑ хӗвелпе пиҫӗхнӗ йӗкӗтсем ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче вырӑсран та икӗ ҫамрӑк кавалерист пур иккен. Вӗсенчен пӗри:
— Мӗншӗн ура ҫинче тӑратӑр, пике! Илнӗ билетӑра кура вырӑн йышӑнӑр, — терӗ.

Амед хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ.

— Чӑнах та, мӗн-ха эс, лар, тархасшӑн, ҫакӑнта. Ак ҫак кӗтес пӗтӗмпех сан пулать. Эпӗ пурне те пӗлтернӗ ӗнтӗ. Ак кунта эпир ашӑкпа картларӑмӑр, чапак ҫакрӑмӑр. Чӑнах та — таса хваттер пулать.

— Каюта люкс! — кӑшкӑрчӗҫ ҫӳлтен.

— Мӗнле каятӑп-ха эп капла? — ун-кун пӑхкаласа, алчӑравлӑн мӑкӑртатса илтӗм эп. — Ой, мӗн туса хутӑм пулать-ха, Амед! Ачасене те пӑрахрӑм… Чӑнах ӗнтӗ, ман ҫинче унта тӑваттӑн ҫеҫ юлнӑччӗ, вӗсемпе Катя Ваточкина та ӗлкӗрме пултарать, тата Анна Семёновна та пур… Ҫапах та, сиксе юлсан аванрах пулмӗ-и?..

— Поезд пынӑ чух кӗнӗ-тухнӑшӑн виҫӗ тенкӗ штраф! — кӑшкӑрчӗ ҫӳлтен леш хаваслӑ сасӑ.

— Мӗншӗн ҫав тери пӑшӑрханатӑн? — ӳкӗтлет мана Амед. — Мӗн ахаль чӗрӳне ыраттаран. Аванах ҫитетпӗр. Пӑх-ха, боецсем сана мӗнле хисеплеҫҫӗ. Эс пирӗн хӑна. Мӗнтен хӑратӑн? Ӗлӗк ӑна пире, текинецсене, тискер дивизи тенӗ. Халь урӑхла калаҫу.

— Халь калаҫу йӑлтах урӑх, — Амед сӑмахне ҫирӗплетрӗ чылай ҫуланнӑ ҫӳлӗ туркмен. — Текинец тискер дивизи пулнӑ, халь культурлӑ текинец. Пӗлетӗн-и, пирен кивӗ кӗнекере мӗнле каланӑ? «Ҫапла Джигалы-бек каланӑ: хӑну сан ялан тутӑ пултӑр…» — тенӗ. Лар, тархасшӑн, апатлан пирӗнпе. Пире Амед каларӗ, эсӗ Георгин, Крупицын юлташӑн, йӑмӑкӗ. Питӗ хисеплӗ ҫын. Ӑна Сталин хӑй каланӑ. «Георгий-джан, ертсе кай шыва» — тенӗ. Георгий юлташ шыва ертсе пырать.

Мана хам ятпа ятарласа пӗр пӗчӗк кӗтес халаларӗҫ, ӑна чапаксем, ашӑксем, плащ-палаткӑсем ҫакса картларӗҫ, пуҫелӗк вырӑнне йӗнер хучӗҫ, ая ҫемҫе кӗҫҫе сарчӗҫ. Малтан та эпӗ ҫак ҫӳлӗ, вӑрӑм куҫхаршиллӗ, шултра питҫӑмартиллӗ боецсем ҫине шикленкелесе пӑхкаларӑм. Хӑшӗсем вӗсенчен вырӑсла та ӑнлансах ҫитеймеҫҫӗ; куҫӗсем вӗсен темӗнле сивӗрех пек, анчах ман ҫине пӑхнӑ чух, вӗсен сӑн-пичӗ хавасланать, йӑвашрах курӑнать. Вӗсем Георгий пиччен ятне асӑннине эпӗ темиҫе хут та илтрӗм. Телейлӗ Амед мана япаласем тирпейлеме пулӑшать, манпала хисеплӗн, васкамасӑр калаҫакан йӗкӗтсем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхкаласа илет. Пайтах ҫулланнӑ Курбан (ӑна ҫапла чӗнеҫҫӗ иккен) унтан: «Ку хӗр, Сима-гюль, сан аннӳн гелинӗ пулать-и?» тесе ыйтсан, хӑйне мӑн кӑмӑллӑрах тыткалакан Амед ача пек хӗрелсе кайрӗ, туркмен чӗлхипе ҫиллессӗн калаҫма пуҫларӗ. Курбан ӑна итленӗ май, ман ҫине именчӗклӗн пӑхкалать, пуҫне силлет, аллисене саркалать.

Унтан эпир вагон урайне сарса хунӑ кӗҫҫе ҫине апат тума лартӑмӑр. Ман умма сурӑх ашӗпе пӗҫернӗ сивӗ плов тата тӳнӗ джугартан пӗҫернӗ нимӗр лартрӗҫ. Юлашки ман кӑмӑла питех каймарӗ. Кунжут ҫӑвӗпе хатӗрленӗ пиҫнӗ чӗкӗнтӗр сӗткенне те астивсе пӑхрӑм. Пуринчен ытла мана кази, лаша аш тултармӑшӗ, тутлӑ пек туйӑнчӗ. Туркменсен тӗве сӗтӗнчен тунӑ чал текен ӗҫки кунта ҫуккишӗн Курбан питӗ те пӑшӑрханчӗ. Анчах эпӗ вӑл ҫуккишӗн питех ӳкӗнмерӗм, мӗншӗн тесен ӑна эп пӗрре астивсе пӑхнӑччӗ. Унтан нар айӗнчен тӗлӗнмелле хӳхӗм Чарджуй дынине туртса кӑларчӗҫ, Курбан ӑна майлӑн кӑна ҫӗҫӗпе касса ҫурчӗ, вара вагон тулли ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ. Пиҫсе ҫитнӗ тутлӑ сӗткен хӑйне хӑй юхӑнса тӑрать. Курбан, фокусник пек, пӗрре куҫ хупса иличчен дыньӑна пайласа хучӗ, чи малтан мана, хӑнана тесе, ҫӗҫҫи вӗҫӗпе пӗр чӗл тыттарчӗ.

Ҫапла эпӗ, Мускава хӳтӗлеме каякан туркмен йӗкӗчӗсемпе пӗрле пӗр кӗҫҫе ҫинче ура хуҫлатса ларса, Чарджуй дынине ҫисе килентӗм.

— Пире Мускав чӗнет, — ӑнлантарать Курбан. — Сталин хӑй Павлихин генерала телеграмма ҫаптарнӑ. Туркмен юланутҫисем — маттур йӗкӗтсем, тет. Пысӑк поход тунӑ. Астӑватӑн-и? Халь халӑх ҫапла калать: нимӗҫе Мускав патӗнчен хӳтерсе ямаллах, тет. Пирӗн кӗнекесем ҫине мӗнле ҫырнине пӗлетӗн-и? Джигалы-бек Гер-оглыне ҫапла каланӑ: «Халӑх тапраннӑ, халӑх чӗнет — савӑн!» тенӗ.

— Ну, пӗтрӗн, ачам, Сима! Тинкене илет, — пӑшӑлтатса каларӗ Амед. — Вӑл пирӗн бахши пекки — унӑн сӑвӑ-юрӑ пуҫ тулли, ҫӑвар тулли.

— Георгий, Крупицын юлташ, питӗ хисеплӗ ҫын, — малалла калать Курбан. — Эпир унпа лайӑх пӗлӗш. Мӗншӗн тесен пирӗн кӗнекесем ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслӑпа ӑслӑ пӗр сывлӑш сывлать. Ухмах ухмаха таҫтан куҫ хывать». — Курбан, пӑртак тӑхтаса, икӗ кулӑйла кавалерист енне витер пӑхса илчӗ те малалла пуҫларӗ: «Савни чун савнийӗ патне туртӑнать, тӗнче законӗ ҫапла курӑнать». — Унтан вӑл Амедпа ман ҫине пӑхрӗ, пит-куҫӗ кулӑшла пулса кайрӗ. Эпӗ кулса ярасран аран ҫеҫ тытӑнса юлтӑм.

— Куна пирӗн аслӑ Махмут-Кули ҫырнӑ, — шӑппӑн пӗлтерчӗ мана Амед.

— Тӗрӗс каларӑн Амед, — ҫирӗплетрӗ Курбан. — Ҫамрӑк пулсан та, нумай пӗлетӗн. Тата ҫакна, Махмут-Кули каланине, пӗлетӗн-и? «Тӑван ҫершывне, халӑхне сыхлакан — вӑл ашшӗшӗн хаклӑ мӗн пур ывӑлтан…» — тенӗ.

Мускава хӳтӗлеме туркмен халӑхӗн чи лайӑх йӗкӗчӗсем кайнине, вӗсене Сталин хӑй чӗнсе илнине хӗрӳллӗн пӗлтерчӗ мана Курбан. Кунта Каспий тинӗсӗн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче пурӑнакан Чодорсем, Гурген шывӗ ҫинчи Иомудсем, Мургаб ҫинчи Сарыксем, Атрекри Гокленсем, Мерв оазисӗнчи Тӗкесем, Силор тата Ерсар текен авалхи йӑхсем, пурте, пурте хускалнӑ иккен.

Унтан вӗсем мана лашисене кӑтартрӗҫ. Чи лайӑххисен хушшинче чӑн лайӑххи — Дюльдяль. Чӑнах та, вӑл ытарма ҫук лайӑх, илемлӗ! Сарлака ӑмӑрлӑ, тӗреклӗ ураллӑ, мускулӗсем явса тунӑ пек; тӑваткӑл ҫамкаллӑ, лаптакрах сӑмсаллӑ. Вӑл кӑлкан кӗлти пек ҫутӑ хӳрине аварах тытса, ҫӑмӑл урисемпе асӑрханса кукалет. Ӑна — ҫавӑрса тунӑ тейӗн, чӑп-чӑмӑр, ҫӑп-ҫӑмӑл. Ӑслӑ куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, тӗттӗмрех ылтӑн тӗспе ҫиҫсе тӑракан яка юпахлӑ тирӗ айӗнче мускул шӑнӑрӗсем чӗтренсе чупкалаҫҫӗ; мӗн пурӗ унра пружина пек тапса, вылянса, хумханса тӑрать, хаваслӑ вӑй, илемлӗх пуррине кӑтартать.

— О, Дюльдяль! — утне мӑйран ҫупӑрласа, ачашшӑн калаҫать Амед. Вӑрӑм мӑйлӑ ут, пысӑк та ҫап-ҫутӑ куҫне ман енне чалӑштарса, Амеда ҫыртам пек тӑвать, хускавлӑ тутисен айӗнчен курӑнакан вӑрӑм шӑлӗсемпе хуҫин аллине асӑрханса хӗсет. — О, Дюльдяль, мӗскер хӑтланатӑн? Мӗн ҫавӑн пек шӳт тӑватӑн?.. Пӑх-ха кунталла, Сима, урисем мӗнле! Кунне ҫӗр ҫухрӑм кайма пултарать. Пӗр эрне кантармасӑр чӑтать. Чи лайӑх йӑхран. Илтнӗ-и, неджеди текен араб лашисем пулнӑ, ытарма ҫук йӑх! Пирӗн туркмен учӗсем ҫавсенчен. Ой, Дюльдяль, эп сана. — Вӑл ылтӑн евӗр йӑм-йӑм курӑнакан пурҫӑн тӗклӗ ҫӳрен утне лӑпкать, ҫупӑрлать, лаши хуҫи ҫине ӑслӑ куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхкалать. — Пӗлетӗн-и, Сима, мӗншӗн ӑна ҫапла чӗнетпӗр? Авал Гер-оглы ятлӑ паттӑр пулнӑ, Улӑп ывӑлӗ. Унӑн Кыр-Аг ятлӑ урхамахӗ Дюльдяльтан тӑван пулнӑ. Ҫакӑнтан ӗнтӗ ман Дюльдяль ячӗ те.

— Юратать-и вӑл сана? — ыйтрӑм эп Амедран.

— Юратать! — Амед кӑмӑл тулнипе ялтӑраса кайрӗ. — Шанчӑклӑ ут! Эпӗ те уншӑн шанчӑклӑ хуҫа. Пӗр-пӗрне юрататпӑр, У, Дюльдяль, иэ-ге!..

Нумайччен вӑл ҫапла хӑйӗн утне тӗрлӗрен ачаш, савӑш, шӳтлӗ ятсем парса йӑпатрӗ. Унпа вӑл вырӑсла та, туркменла та калаҫрӗ, лаши касса тунӑ пек чипер пуҫӗпе хуҫин хӗвелпе пиҫнӗ питҫӑмартинчен сӗртӗне-сӗртӗне тӑчӗ. Пыра-киле кун пек ачашлӑх мана йӑлӑхтарчӗ.

— Тен, манпала та пӑртак калаҫӑн? — тӗртсе хутӑм эп ӑна.

— Паллах, паллах, Сима! — сиксе ӳкрӗ Амед. — Пит нумай калаҫмалли. Ӑна пӗлмелле, куна пӗлмелле. Халех, пӗр минута кӑна тӑхта, каҫар. Дюльдяля пӑртак ҫиме парас.

Вара Амед лашасем тӑракан вырӑна сӑлӑп айӗнчен вӑш-ваш кӗрсе кайрӗ.

Вӑл, витресемпе кӗмсӗртетсе, Дюльдяльпе вӑрҫса айланса, унта-кунта ҫӳрекеличчен, эпӗ вырӑс ачипе калаҫса кайрӑм. Ӑна Семён Табашников тесе чӗнеҫҫӗ. Ӗлӗкрех вӑл Кушкӑра чикӗ хӗрринчи службӑра пулнӑ, унтан Амед комсорг пулнӑ совхозра рабочире ӗҫленӗ. Вӑл хӗвелпе ҫунса, фотографи негативӗ пек пулнӑ: пичӗ — хуп-хура, кӑвак куҫӗсем — ҫутӑ, ӗнси вӗтеленнӗ, ҫӳҫӗ шурӑ. Паҫӑр, эпӗ ҫаврӑнса ҫитиччен, Амед ӑна ман ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑ-мӗн.

— Эсир-и вӑл «Хаяр мужикре»? Амед каласа пачӗ мана, — ыйтса тӗпчет Табашников, — Питӗ хӳхӗм картина. Хӑвӑр роле вӑйлӑ вылятӑр. Виҫӗ хутчен кайса куртӑм. Астӑватӑр-и, Наполеонпа мӗнле эсир унта?.. Эх, камит те ҫав? Калӑр-ха, кинора ӳкернӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлеҫҫӗ?

— Мӗн эс, Табашников, артист пуласшӑн-им? — ыйтрӗҫ ҫӳлти нар ҫинчисем.

— Мӗн вара? Ним кулмалли те ҫук, — ответлет Табашников. — Мана ӳкернӗччӗ пӗрре. Анчах ахаль. Кушкӑра служит тунӑ чух пограничниксен пурнӑҫӗнчен кино ӳкерчӗҫ. Картинине кайран курса пулмарӗ.

— Ӗҫ тухман пуль ҫав: сан илемне лента та чӑтайман ӗнтӗ, таткаланса пӗтнӗ, — кулса илчӗҫ ҫӳлти йӗкӗтсем.

Курбан пысӑк хисеплӗхпе манӑн атте-аннесем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, вӗсен сывлӑхӗпе интересленчӗ.

Унтан пурте лашисене тирпей кӳме тытӑнчӗҫ, каҫ валли апатсем хучӗҫ. Тул часах тӗттӗмленсе ларчӗ — октябрь, кӗркунне. Роликсем ҫинче шӑвакан вагон алӑкне хупса хучӗҫ. Эпӗ те хам кӗтессе кайса, каҫ валли вырӑн хатӗрлеме пикентӗм. Ашӑкран тата икӗ плащ-палаткӑран тунӑ карӑ мана нар ҫинчи ытти вырӑнсенчен уйӑрса тӑрать. Кунта питӗ кӑмӑллӑ, тирпейлӗ. Леш енче — Амед, вӑл ман ҫывӑха вырнаҫрӗ.

Поезд темӗнле станцине ҫитсе чарӑнчӗ, такам вагонсем тӑрӑх килет, кашни вагон умӗнчех чарӑнать, шаккать, туркменла тата вырӑсла тем ҫинчен хытӑ сасӑпа ыйтать.

Вӑл пирӗн вагона та шаккарӗ.

— Табашников хурал тӑрать. Эпӗ! — ответлерӗ ман ҫӗнӗ пӗлӗш.

Вӑл, алӑк патӗнче, урайне пӑрахнӑ йӗнер ҫинче ларать. Ыттисем часах ҫывӑрса кайрӗҫ. Вагон ҫемҫен силленет, айри кустӑрмасем лӑпкӑн шӑкӑлтатса пыраҫҫӗ: лашасем ыйӑхлӑн тулхӑркалаҫҫӗ, кӑмӑрт-кӑмӑрт тутарса утӑ ҫиеҫҫӗ, тӑрсан-тӑрсан урисене улӑштараҫҫӗ, карлӑксем ҫумне хыҫкаланаҫҫӗ. Эпӗ хамӑн пӗчӗк кӗтесӗмре шухӑша кайса выртатӑп. Ытла та кӗтмен ҫӗртен тата тӗлӗнмелле майпа пулса тӑчӗ-ҫке! Намас туйӑмӗ те халь лӑпланнӑ пек пулчӗ.

«Ҫук, тем каласан та, телей пур ман пурнӑҫра» — шухӑшласа илтӗм эп. — Акӑ эпӗ Мускава каялла каясшӑнччӗ — каятӑп. Амеда курасшӑнччӗ — куртӑм». Ҫакна та калас пулать: пурӑнан пурнӑҫра мана кам та пулин хӑй хыҫҫӑн ертсе пыратех. Акӑ халӗ те… Таҫта малта машинист хӑйӗн паровозне хӑвалать, паровоз вагонсене туртать. Ҫав вагонсенчен пӗринче — эпӗ. Унта, плащ-палатка леш енче, — манӑн тусӑм Амед. Епле хӑрушӑ пулнӑ пулӗччӗ мана — урлӑ-пирлӗ выртакан ҫулсемлӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр составсемлӗ хайхи станцине тӑрса юлнӑ пулсан! Эпӗ хуллен кӑна:
— Амед… ҫывӑратӑн-и? — тесе ыйтрӑм.
Плащ-палатка леш енче Амед савӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса илчӗ:

— Ҫывӑрма терӗ. Ялан шухӑшлатӑп. Нимӗнле ҫывӑрса каяймастӑп, мӗн пулчӗ!

— Эсӗ те шухӑшлатӑн-и? Атя апла калаҫар.

— Атя калаҫар, — илтӗнчӗ плащ-палатка леш енчен.

— Ну, мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр?

(Кӗҫех мана Игорь, унӑн сӑмахӗ аса килсе кайрӗ: «Атя пысӑк япаласем ҫинчен калаҫар». Ӑҫта-ши вӑл, юратнӑ пепӗккем?) .

— У-у, Сима, калаҫмалли темӗн чул! Пӗрне пӗлмелле, тепӗрне…

— Ну, пӗл эппин, — каларӑм эпӗ пӑшӑлтатса.

Эп хам кӗтесрен вут ҫути куратӑп, вӑл пӗрре вӑйлӑланать, тепре тамалать. Кӑна чыкаркка вучӗ ҫапла ҫутатать: Табашников дневальнӑй алӑк хушӑкӗнчен туртса тӑрать. Амед чӗнмест. Мана вӑл ҫывӑрса кайнӑ пек туйӑнчӗ.

— Мӗн эс, ҫывӑратӑн-им? — хуллен ыйтрӑм эпӗ.

— Мӗншӗн ҫапла ыйтатӑн? — Амед сассинче кӳренӳ пурри илтӗнчӗ.

— Мӗн ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ эс манран? Астӑватӑн-и, Амед, эсӗ ху ҫырӑвӑнта ҫырсаччӗ: Мускава пырсан манран темӗн ыйтасшӑнччӗ…

— Кун ҫинчен эпир тепӗр чух калаҫӑпӑр, — ответлерӗ Амед, вырӑнӗ ҫинче кансӗррӗн ҫаврӑнкаласа илсе. — Вӑрҫӑ чарӑнсан.

— Аван мар-ҫке, Амед, ачасене пӑрахса хӑвартӑм эп? Йӗркесӗр япала… Лекет ӗнтӗ мана. Тархасшӑн, ан шухӑшла тата; ку — маншӑн пулчӗ, тесе…

— Ҫук. Шухӑшра та ҫук! Эп ҫапла ӑнланатӑп: санӑн Мускава таврӑнас килнӗ. Аҫу та унта, аннӳ те…

— Ҫук, Амед, эпӗ ҫапла шутларӑм — Мускавсӑр пурӑнма пурӗпӗр пултараймастӑп, терӗм. Мӗнле шутлатӑн эс, хӑваласа ярӗҫ-и Мускав патӗнчен? Кӳртмӗҫ-и?

— Ниепле те, нихҫан та! Унта Сталин. Вӑл мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек пулать! Пӑх-ха, мӗн чухлӗ халӑх — пурте Мускавшӑн!

— Эпӗ хам та шанатӑп, нимӗҫе Мускава кӗртмеҫҫех, тетӗп. Анчах ҫапах та хӑрушӑ, Амед…

Пӗр вӑхӑта эпир, кашни хӑйӗнне шутласа, чӗнмесӗр выртрӑмӑр. Унтан Амед:
— Астӑватӑн-и, мӗнле эпир санпа Марс ҫӑлтӑрне пӑхса пытӑмӑр? — терӗ.

— Планетине, Амед, планетине! Эпӗ сана ӑнлантарнӑ-ҫке ун ҫинчен.

— Ан тив планета пултӑр, эппин. Ан тив ҫӑлтӑр. Ан тив хӗвел, Пурӗпӗрех… Сима, пӗлетӗн-и, пирӗн пӗр кӗнеке ҫинче ҫапла каланӑ: «Маншӑн пӗлӗт ҫинчи пӗр хӗвел кӑна сахал…» — тенӗ.

Кун хыҫҫӑн эпир каллех пӗр-пӗрне чылайччен чӗнмерӗмӗр.

— Часрах Мускава ҫитесчӗ! — терӗм эп унтан. — Игорек епле те пулсан, шыраса тупасчӗ. Чухлатӑн-и эс, Амед, питӗ те пӑшӑрхантарать мана Игорь!

Каллех калаҫу чылая татӑлчӗ. Эпӗ Амед вырӑнӗ ҫинчен пӑртак ҫӗкленнине туйрӑм, ун сасси ман ҫумрах, ахӑрнех, карӑ хушӑкӗнчен пуль, пӑшӑлтатса каларӗ:

— Сима, ҫав… Игорь сан пӗлӗшӳ-и, пысӑк тус-и вӑл?

— Паллах, тус… Ун пек мар, урӑх май шухӑшлатӑн эс, Амед. Вӑл пиллӗкмӗш класс ачи. Ман пионер. Амед ҫӑмӑллӑн сывласа яни илтӗнсе кайрӗ. Унтан вӑл хӑюсӑртарах кӑна:
— Сима, тата ҫакӑн пек ыйту пур, — терӗ.
— Мӗн ҫӗмӗрттерсе пурӑнать санӑн хисеплӗ юлташу Роман Каштан?

Ӗнтӗ ман халь ниепле чӑтса пулмарӗ — хуллен кулса ятӑм.

— Манӑн хисеплӗ Каштан юлташ аван ҫӗмӗрттерет. Вӑл хӑй укрепленисем тунӑ ҫӗрте… Ой, Амед, ытла та кулӑшла-ҫке эс! Питӗ те аван пулчӗ-ха, каллех эпир тӗл пултӑмӑр. Сана эп калама ҫук курасшӑнччӗ. Эсӗ те-и?

— Мӗншӗн ыйтатӑн… Пӗлетӗн-и, мӗн чухлӗ кӑна шутламан эп сан ҫинчен — у-у мӗн чухлӗ шутламан! Мӗнле-ши вӑл халь, Сима? — теттӗм. Икӗ ҫул курман. Икӗ ҫул шутласа ҫӳрерӗм. Анне ыйтать те ыйтать: «Мӗскер эс шав шухӑшлатӑн?» — тет. «Пур ман шухӑш» — тетӗп. Мӗн чухлӗ кӑна шухӑшламан, анчах эсӗ кун пек пуласса чухлайман.

— Мӗнле пулнӑ вара эп?

— Мӗнле пулнӑ… мӗнлине калама хӗн!

— Ну мӗнле ҫапах? Пӑрах, Амед, ӑс ахаль калатӑн! Ӗлӗк куҫхаршисӗрччӗ, халӗ те ҫаплах, темелле… сартутсем…

— Ну мӗнле сана намӑс мар-ха! — ҫиленсе кайрӗ Амед. — Мӗне кирлӗ сана куҫ харши, куҫусем епле те. Сартучӗсем те палӑри-палӑрми анчах. Ҫук, эсӗ питӗ те илемлӗ.

— Ху-у, каларӗ те! — хирӗҫлесе илтӗм эп, хама ун сӑмахӗсем кӑмӑллӑ пулсан та.

— Тӗнчере ҫук хӳхӗм эс, тупа тӑватӑн! — чунтан-вартан каласа хучӗ Амед. — Эсӗ илемлӗ пӑхатӑн. Пуринчен те лайӑх. Сан куҫусем йӑваш, анчах пӑхасса хӑюллӑ пӑхаҫҫӗ. Акӑ мӗнле эс! Эсӗ туслӑх мӗн иккенне пӗлетӗн. Тӗрӗс ҫын!

— Эпир, Амед, иксӗмӗр чӑн тӗрӗс туссем пулӑпӑр. Ҫапла-и? Ӗмӗрлӗхе, — терӗм эп.

— Ӗмӗрлӗхе, тӗп-тӗрӗс, — ман сӑмахсенех каларӗ Амед.

— Эпӗ нумай пурӑнмалла, Амед, акӑ хӑвах курӑн-ха. Мӗнле лайӑх пулӗ-ха пурнӑҫ, шанатӑп эп ҫакна. Акӑ вӑрҫӑ пӗтсен, каллех Мускава килӗн. Вара эпир санпа кайӑпӑр… Ун чух тӗттӗм пулмӗ. Йӗри-тавра ҫап-ҫутӑ. Санӑн — орден! Тен, эсӗ Совет Союзӗн Геройӗ те пулӑн! Кайӑпӑр вара пысӑк театра. Бенуарти вырӑн. Ҫук, луччӗ Культура Паркне… Ҫук, ҫук, малтан Третьяковкӑна, унтан театра. Аван пулать!

— Аван пулать, — каларӗ Амед та.

— Ну, ҫитӗ калаҫса! Часрах ҫывӑрса каяс та, ҫавӑн пек тӗлӗк курас. Ырӑ каҫ пултӑр. Аллуна пар!

Эпӗ пире картласа тӑракан плащ-палаткӑра пӗр пӗчӗк ҫурӑк пуррине каҫах асӑрханӑччӗ, вӑл ҫурӑкран боецсем, палаткӑна уртса ярсан, пӑшал тавраш тытма алла кӑлараҫҫӗ, ӑна темӗнле кантӑраллӑ йывӑҫ каптӑрмапа тӳмелеҫҫӗ. Халӗ эпӗ ҫав ҫурӑка тӗттӗмре хыпашласа тупрӑм та, ун витӗр пӳрнесене чикрӗм. Амед, вӗсене тупса, майӗпен чӑмӑртарӗ:

— Ырӑ каҫ пултӑр.

Кустӑрмасем ҫав-ҫавах шӑкӑлтатса калаҫса чупаҫҫӗ, утсем кӑмӑртаттарса утӑ ҫиеҫҫӗ. Табашников кӑшт уҫӑ вагон алӑкӗ умӗнче табак туртса, юрӑ ӗнӗрлет: «Чаплӑ, мухтавла, таса Байкал шывӗ…»

Ир-ирех ӗҫе пикенчӗҫ: навус тасатрӗҫ, урайсене ҫурӗҫ, ҫӗнӗрен утӑ пачӗҫ, лашасене хырчӑкларӗҫ. Эпӗ, поезд пынӑ ҫӗртенех, алӑк урлӑ ҫӑвӑнтӑм, ман алӑсем ҫине ҫӳле кӑкшӑмран шыв ярса тӑчӗҫ. Паллах, ҫӑвӑнма поезд тӑнӑ чухне аванрах пулӗччӗ. Амед мана питех кӑтартасшӑн мар: ют ҫынна ҫар поезчӗсем ҫине лартма юрамасть.

Ирхине эп тата ҫакна куртӑм, Ватӑ Курбан, вагона уҫса хунӑ та пӗр аллипе алӑкран ярса тытнӑ, тепринпе. именчӗклӗн кукӑрӑлса тӑрса, шӑлне тасатать. Унӑн пичӗ ҫинче пысӑк асап. Вӑл тӑрсан-тӑрсан лачлаттарса сурать, гимнастерки пурӑпа вараланнӑ.

— Ҫитет пуль ӗнтӗ, — щеткине ҫӑварӗнчен кӑларса, Амеда йӑл кулса ӳкӗтлет Курбан. — Пит аван тасалчӗ пулас.

— Атя, атя, сӑтӑр, ан шелле! — кӑшкӑрать Табашников.

— Хисеплӗ хӗрӗм, — мана тем каласшӑн Курбан. — Ну, калӑр-ха ӗнтӗ, мӗншӗн ватӑ ҫыннӑн шӑлне шуратмалла?

— Санӑн культурӑллӑ боец пулмалла, — тет Амед. — Пӑрах кив йӑлусене, Курбан. Ӗлӗк кибиткӑра пурӑннӑ, халь ҫуртра. Сан культурлӑ пулма тивӗҫ.

Вара мӗскӗн Курбан каллех халтан кайиччен шӑлне-ҫӑварне сӑтӑрма пуҫларӗ.

Ҫапла эпир кайрӑмӑр та кайрӑмӑр. Эпӗ часах пуринпе те туслашса ҫитрӗм. Мана тула уҫӑлкалама кӑларас пулсан, Амед е Табашников алӑк патӗнчен хӑпмаҫҫӗ, астукаласах тӑраҫҫӗ. Пӗрре кӑштах лекмерӗм. Начальниксенчен такӑш курӑнчӗ. Эпӗ — тулта. Вагона систермесӗр кӗме ниепле те май ҫук. Вара — Курбан ҫӑлчӗ. Вӑл вагонтан тула ашӑк илсе тухрӗ, таҫтан утӑ ҫӗклесе килнӗ пек турӗ, мана утӑпа пӗрле ашӑк ӑшне чикрӗ те шала йӑтса кӗчӗ. Ҫапла эп каллех хам вырӑна ним шухӑшсӑр ҫитрӗм.

Тепле пӗрре, каҫ пулсан, Курбан хӑйӗн дутарне тытрӗ. Икӗ хӗлӗхлӗ купӑс ҫинче унӑн пӳрнисем хӑвӑрт чупма пуҫларӗҫ. Курбан юрласа ячӗ, ҫӳлӗ те пыр тӗлӗнчен килекен сасси ун, кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек, хӑватлӑ пулчӗ. Акӑ йӗкӗтсем Амеда ташлаттарасшӑн. Амед турткаланса тӑмарӗ, вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те ҫӗлӗкне ӗнси ҫине пусса лартрӗ, унтан, аллисене ҫунатлантарса, пӳрнисене вылянтарса, вагон тӑрӑх вӗҫме пуҫларӗ.

— Э-э, мӗн вӑл унта чӑнкӑлтатать! — кӑшкӑрса ячӗ Табашников. Унччен те пулмарӗ, вӑл таҫтан балалайка туртса кӑларчӗ, вӑр-вар ӗнерчӗ, унтан, Курбан вылякан мелодине тытса, хӗлӗхсене хӑй майлӑ, вырӑсла, ҫунтарма пуҫларӗ, ялан пӗр тонпа илтӗнекен дутар сассине, кӗвӗллӗн ытамла-ытамла, йӑлтах чӗртсе ячӗ.

— А ну, Симочка, кӑтарт-ха вӗсене! — кӑшкӑрчӗ вӑл балалайкине силлесе. — Яр-ха Мускавӑн ташшине Саратон ҫеммипе… «Эй, ух! те, кума, да эх! те, кума. Эп пӑрахрӑм кухньӑна, кӗтӗм техникума!» Илтнӗ-и ҫакна? Эсӗ темӗн те илтӗн-ха манпа! — Вара вӑл таша кӗввине шӑрантарма пуҫларӗ: «Яра пар, яра пар, ярапине хама пар». Мӗн кӑна хӑтланмасть вӑл! Акӑ балалайкине пуҫӗ тавра ҫавӑрттарса илчӗ, унтан, кӗввине татмасӑр, каллех ислетме пуҫларӗ. Акӑ Салалайки ун ҫурӑм хыҫне сиксе ӳкрӗ, хӑй — ташша ячӗ, ӑшталанса ҫӳрет, ниҫта кайса кӗреймест, балалайки урлӑ сике-сике каҫать, ҫурӑм хыҫне тытать — вылять, пуҫӗ ҫине хурать — вылять, — Ну, Симочка, Симочка! «Тух, чӗкеҫӗм, тух, чӗкеҫ, эсӗ вунулттӑра ҫеҫ. Килӗшӳлли-юрӑхли кунта саншӑн Амед ҫеҫ!» — кӗтмен ҫӗртен такмакласа хучӗ вӑл, ман енне куҫне хӗскелесе. — Лайӑх-и, хам кӑлартӑм?.. Яра пар, Сима, ил-ха, ислет! Эпир улпут та мар, Наполеон та мар. кинора та ӳкмен, ҫапах та — пирӗн ялсем начар мар, атьӑр пӗрле — яра пар!

Малтан эп турткаланарах тӑтӑм, унтан тӳсеймерӗм, урай варрине шуса тухрӑм, тӑпӑртатма пуҫларӑм, хама кинора вӗрентнӗ пек, алла тутӑр тытса, пӳлӗм тавра кӑлтӑрмач пек-юха-юха ҫаврӑнтӑм. Йӗкӗтсем каҫсах кайрӗҫ, савӑнӑҫлӑн, ачашшӑн кулкалаҫҫӗ, чӗлхисемпе шаклаттараҫҫӗ, хыттӑн, харӑссӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.

— Ух! — терӗм те юлашкинчен, тутӑрӑма варкӑштарса, сак ҫине кайса лартӑм.

Пурне те ӗлкӗрекен Курбан ҫийӗнчех мана, сывлӑш ҫавӑрма, пысӑк пиалӑпа сивӗтнӗ симӗс чей тыттарчӗ.

Пирӗн поезд кал-кал пырать. Пур станци те пире семафорсен симӗс ҫутипе хирӗҫ тухать. Виҫҫӗмӗш кун ҫине кайсан каҫалапа, пӗлекен вырӑнсем — Мускав ҫывӑхӗнчи хирсемпе катасем курӑна пуҫларӗҫ. Пур ҫӗрте те — иртсе пӗтейми ҫар халӑхӗ. Хирсем, тӳрем вырӑнсем горизонта ҫити хурҫӑ рельс касӑкӗсенчен тӗкмелесе тунӑ противотанковӑй чӗрӗпсемпе шӑртлана-шӑртлана выртнӑ. Шоссесем тӑрӑх танксем, грузовик колоннисем куҫаҫҫӗ. Мускав ҫывӑххи таҫтан палӑрать, анчах ахаль Мускав мар, ҫар тата фронт Мускавӗ. Ку вӑл боецсен пит-куҫӗнчен те аванах палӑрать, кӗҫех вӗсене паттӑр сӑн ҫапрӗ, тӳрленкелеме пуҫларӗҫ. Акӑ командирсем те вагонсем тӑрӑх ҫӳреме тухрӗҫ, лашасене тӗрӗслеҫҫӗ, васкатнӑ сасӑсемпе приказанисем параҫҫӗ. Эп хамӑн кӗтесре, ашӑксем тата плащ-палаткӑсем хыҫне шанчӑклӑн пытаннӑ та, ним шарламасӑр лӑпчӑнса ларатӑп.

Ҫапах та, пирӗн поезд каҫа хирӗҫ пӗр пӗчӗк станцине сасартӑк чарӑнни маншӑн кӗтмен ҫӗртен пек пулчӗ. Тулта команда сассисем янраса кайрӗҫ, пӗтӗм состав тӑршшӗпех ҫуйӑхса уҫӑлакан роликлӑ алӑксем кӗмсӗртетме пуҫларӗҫ, пурте чупма, хӗвӗшме тапратрӗҫ. Таҫтан хулӑм хӑмасем йӑтса килчӗҫ, пирӗн вагон ҫумне тайлӑкӑн тӗкӗнтерчӗҫ, вара вӗсем тӑрӑх асӑрханса пусакан лашасене кӑларма пикенчӗҫ.

Утсем тухасшӑн мар, чалӑш каҫмана курса, пӗр вырӑнта тапӑртатаҫҫӗ, хӑлхисене вырттарса каялла, вагон тӗксӗмлӗхне чакаҫҫӗ. Вӗсене нумайранпа курман тул ҫути хӑратать, сивӗ сывлӑш шиклентерет, вӗсем хартлата-хартлата тулхӑраҫҫӗ. Боецсем учӗсене сӗтӗреҫҫӗ, шӑл витӗр вӑрҫа-вӑрҫа, вӗсен куҫӗсем ҫине михӗсем пӑрахаҫҫӗ, хӑш чухне, чӗлпӗртен туртнӑ май, хӑйсем те сывлӑша ыткӑнса каяҫҫӗ. Амед Дюльдялӗн куҫне икӗ аллипе ачашшӑн хупӑрларӗ, унтан лашин мӑйӗ ҫине тӗренсе, ӑна хулпуҫҫийӗпе ҫӑмӑллӑн тӗрткелесе, тӗрелсе, хӑлхаран темӗн пӑшӑлтатса, тирпейлӗн ҫӗре антарчӗ. Дюльдяль пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе, ҫинҫе урисенчен пуҫласа пысӑк пуҫне ҫитиччен, чӗтренсе тӑрать.

Манпа аппаланма никамӑн та вӑхӑт ҫуккине кура, эпӗ пӗр тапхӑр хамӑр вагонтах нимӗн хускалмасӑр лартӑм. Унтан тулалла пӑхса илме шут тытрӑм.

Акӑ станцине тата тепӗр состав персе ҫитрӗ, ун ҫинчен, чарӑннӑ-чарӑнман, бушлат тӑхӑннӑ, автоматсем ҫакнӑ матроссем сике пуҫларӗҫ. Хӑйсене тыткаланӑ тӑрӑх, вӗсем мӗн-пур вӑйпа пыракан карап ҫинчен шывалла сикеҫҫӗ, тейӗн. Кашни откос ҫийӗпе чикӗленсе анса, тӑнӑ-тӑман строя йӗркеленет. Мӗн пур тавралӑх кӗрлет, хӗвӗшет.

Акӑ орудисене антараҫҫӗ. Моторсем кӗрлеҫҫӗ, темӗнле ещӗксене сӗтӗреҫҫӗ, илсе каяҫҫӗ.

— Сайралӑр — команда пачӗ такам. — Транспорта маскӑлӑр! Амед вагон тавра чупкала тӑрать, ун сӑнӗ шухӑшлӑ, тӑрӑшуллӑ, вӑл тӗттӗмленсе килекен пӗлӗт ҫине пӑхкалать…

Табашников аллинче икӗ лаша — хӑйӗн тата Амедӑн. Дюльдяль ӑслӑ куҫӗсене хуҫи ҫинчен ямасть, Амед ӑҫта каять — унталла туртӑнать, канӑҫсӑр кукалет, сарлака сӑмса ҫунаттисене чӗтрентерсе сывлать.

Ман ҫине никам та пӑхмасть. Эпе вагон умӗнче тӑратӑп. Алӑра япаласем. Вагон пушанчӗ, пурте анса пӗтрӗҫ, команда пуласса кӗтсе тӑраҫҫӗ.

— Амед, — терӗм эп, майлӑрах вӑхӑт тупса, вӑл ман патӑмран иртсе пынӑ чух.

— Ӑҫта каям ӗнтӗ эп халь?

Вӑл, алчӑравлӑн ун-кун пӑхкаларӗ те, ман пата пычӗ.

— Пӗлместӗп, Сима, тусӑм, мӗн тумалла… Мускав инҫе юлман. Тата утмӑл ҫухрӑм. Пирӗнпе халь юрамасть ӗнтӗ, ӑнлан… Ӑҫтан юратӑр пирӗнпе? Эпир фронта. Ҫук, сана юрас ҫук унта.

— Амед…

— Сӑмах та ан чӗн. Юрамасть… Тархаслатӑп сана… Эсӗ Мускава кай…

Ҫак самантра команда янраса кайрӗ, боецсем пурте чӗлпӗрҫӗсен аллине панӑ лашисем патне ыткӑнчӗҫ.

— Каҫар, тусӑм, сывпул! Курнӑҫӑпӑр-ха, шанатӑп… Курнӑҫӑпӑр, Сима! Асту: тус пулӑпӑр, юлташ пулӑпӑр — ӗмӗрлӗхе. Эп тӗрӗс калатӑп. Ҫапла-и, Сима?

— Ҫапла, Амед! Пулӑпӑр! — кӑшкӑртӑм эп. — Ҫыр эс, ҫыр.

Ман адреса пӗлетӗн.

— Утсе-е-ем ҫине!.. Утсе-е-ем ҫине! — унта та кунта янӑра пуҫларӗ.

Амед лаши ҫине вӗҫсе ларчӗ, ҫӗр ҫинчен мар, таҫтан, ҫилпе пӗрле варкӑшса килнӗ пек, ҫӑмӑл йӗнерӗ ҫине утланчӗ. Дюльдяль, хӑйӗн ҫинче хуҫине туйса илсе, илемлӗ пуҫне мӑнаҫлӑн ухса илчӗ, сӑмса ҫунаттисене сарчӗ, хӑлхисене вылятса, вӑрӑм та ҫинҫе кайри урисем ҫинелле ҫӑмӑллӑн усӑнчӗ. Анчах Амед, сӑнне сасартӑк хытарса лартса, утне хӑй вырӑнне туртса тӑратрӗ, стройпа танлашрӗ.

Каллех команда илтӗнчӗ, вара кӗрхи типӗ ҫӗр лаша урисен сассипе хупланчӗ. Амед юлашки хут, ман енне ҫаврӑнса, пуҫне сӗлтрӗ, юлашки хут вӑл ҫӑмламас ҫӗлӗк айӗнчен хӗлхемлӗ куҫӗсене ҫутатрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех