Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.18 13:05

Пуплевӗш: 344; Сӑмах: 4060

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

«Курская дуга» тенӗ ҫӗрти ҫапӑҫу сарӑлса, хӗрӳлленсе пычӗ. Нимӗҫсен малтанхи планӗ — танксен пысӑк вӑйӗсемпе усӑ курса, пирӗн Курскран кӑнтӑр еннелле тата ҫурҫӗр еннелле тунӑ укрепленисене ҫӗмӗрсе Хӗрлӗ Ҫарӑн Курск патӗнчи группировкине хыпчӑк пек хӗссе ҫавӑрса илесси, унта «нимӗҫсен Сталинграчӗ» тӑвасси — пирӗн оборона ҫирӗп пулнипе тӳрех путланса ларнӑ. Нимӗҫсен командованине малтанхи кунсенчех пирӗн оборонӑна татса кӗме ҫукки, ӑна тума май килсен те — ҫухатусем ҫав тери пысӑк пуласси, вара хыпкӑча хӗстерсе лартма вӑй та ҫитес ҫукки паллӑ пулнӑ. Анчах халь тин чарӑнса тӑма юраман ӗнтӗ. Гитлерӑн ку операцие пуҫлассипе ытла та нумай шанчӑксем — стратегиллӗ, тактикӑллӑ, политикӑллӑ шанчӑксем ҫыхӑнса тӑнӑ. Хӑватлӑ юхӑм вырӑнтан хускалнӑ, халӗ вӑл ту ҫинчен аялалла шӑвӑннӑ пек пӗр май ӳссе, ҫул ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑйпе пӗрле илсе ыткӑннӑ, ҫакна вырӑнтан хускатакансен ӑна чарма вӑй пулман ӗнтӗ. Нимӗҫсем малалла кайни километрсемпе ҫеҫ шутланнӑ, ҫухатусем вара — дивизисемпе, корпуссемпе, ҫӗршер танксемпе, орудисемпе, пиншер машинӑсемпе шутланнӑ. Наступлени тӑвакан ҫарсем, юн юхтара-юхтара, вӑйсӑрланса пынӑ. Нимӗҫсен штабӗ ҫакна ӑнланнӑ, анчах та унӑн событисене тытса чарма май пулман ӗнтӗ, унӑн ирӗксӗрех халӗ сарӑлса кайнӑ ҫапӑҫу вучӗ ӑшне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ резервсем илсе пырса чикмелле пулнӑ.

Совет командованийӗ нимӗҫсем пыра-пыра ҫапнине кунта оборонӑра пулнӑ линейнӑй чаҫсен вӑйӗпех чарса тӑнӑ. Нимӗҫсен хаярлӑхӗ ӳссех пынине сӑнаса, вӑл хӑйӗн резервисене тылра тытса усранӑ, тӑшманӑн ҫапӑҫӑва малтан кӗнӗ вӑйӗсен хевти чакасса кӗтнӗ. Мересьев кайран пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсен полкӗ оборона валли мар, контрнаступлени валли хатӗрленӗ армие хӳтӗлеме кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ҫапӑҫӑвӑн малтанхи тапхӑрӗнче танкистсем те, вӗсемпе ҫыхӑнса таракан лётчик-истребительсем те ҫав тери хӑватлӑ ҫапӑҫӑва сӑнаса тӑракансем ҫеҫ пулнӑ. Тӑшман хӑйӗн пӗтӗм вӑйӗсемпе ҫапӑҫӑва кӗрсе кайсан, аэродромра ялан 2-мӗш номерлӗ хатӗрленӳре пулассине пӑрахӑҫа кӑларчӗҫ. Экипажсене ҫӗрпӳртсенче ҫывӑрма, ҫӗрле хывӑнса выртма та ирӗк пачӗҫ. Мересьевпа Петров хӑйсен «ҫуртне» пӗтӗмпех урӑхлатрӗҫ. Вӗсем кинори хитре хӗрарӑмсен сӑнӗсене тата ют пейзажсен ӳкерчӗкӗсене кӑларса пӑрахрӗҫ, нимӗҫсен картонӗпе хутне сӗвсе илчӗҫ, стенисене чӑрӑш, хурӑн тураттисемпе илемлетрӗҫ, вара вӗсен ҫӗр айӗнчи шӑтӑкӗ тек хӑйӑр юхнипе кӑшӑртатмарӗ.

Пӗр ирхине, хӗвел пайӑркисем алӑка карнӑ шӑналӑк урлӑ ҫӗрпӳртӗн чӑрӑш тураттисемпе сарнӑ урайне ӳкнӗ вӑхӑтра, туссем иккӗшӗ те хӑйсен койкисем ҫинче карӑнкаласа выртнӑ чух, тулта, сукмак тӑрӑх, такам хӑвӑрт утса иртни, унтан фронтра чи пысӑк хисепре пулнӑ самах илтӗнчӗ: «Почтарь!»

Туссем иккӗшӗ те пӗр харӑсах одеялсене сирсе пӑрахрӗҫ, анчах Мересьев протезсене чӗнсемпе ҫыхнӑ вӑхӑтра Петров почтаре хуса ҫитме ӗлкӗрчӗ те, Алексей валли ҫыру йӑтса, мӑнкӑмӑллӑн таврӑнчӗ. Ку ҫыру Ольӑран пулнӑ. Алексей ӑна тусӗ аллинчен вӑштах туртса илчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра аэродромра рельс татӑкне хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫапма тытӑнчӗҫ. Экипажсене машинӑсем патне чӗннӗ.

Мересьев ҫырӑва хӗвне чикрӗ те, ун ҫинчен ҫав самантрах манса кайса, Петров хыҫҫӑн, самолётсем тӑракан ҫӗрелле илсе каякан вӑрманти такӑрлатнӑ сукмак тӑрӑх, чупса кайрӗ. Вӑл туйи ҫине тайӑнса, кӑштах сулӑнкаласа, самаях хытӑ чупрӗ. Хӑйӗн самолёчӗ патне чупса ҫитнӗ вӑхӑта, унӑн моторӗ ҫинчен чехола хывса илнӗ пулнӑ ӗнтӗ, техник — шатра питлӗ те кулӑшларах каччӑ — винт патӗнче тӑрмашнӑ.

— От винта!

Мотор ҫав самантрах кӗрлеме тытӑнчӗ. Мересьев эскадрилья командирӗ вӗҫекен «шестерка» ҫине пӑхса илчӗ. Капитан Чеслов хӑй машинине уҫланкӑна илсе тухнӑ. Акӑ, вӑл кабинӑран аллине ҫӗклерӗ. Ку ӗнтӗ: «Хатӗр пулӑр!» тенине пӗлтерчӗ. Халӗ пур моторсем те хӑватлӑн кӗрлесе тӑчӗҫ. Винтсем ҫаврӑннипе пулнӑ ҫил курӑка ҫӗр ҫумне ҫапса лартрӗ, ҫамрӑк хурӑнсен тураттисем татӑлса ывтӑнас пек ҫапкаланчӗҫ.

Самолётсем патне килнӗ чухнех, Алексее хуса ҫитсе-иртнӗ лётчиксенчен пӗри ӑна: «танкачсем» наступлени тума тытӑнаҫҫӗ, тесе кӑшкӑрса хӑварма ӗлкӗрчӗ. Усӑсӑр тӑрмашса хавшама пуҫланӑ нимӗҫсем ҫине вӑрманта пухӑнса тӑнӑ пӗтӗм ҫар хускалса кайнӑ. Апла пулсан, лётчиксен халӗ хамӑр артиллери аркатса тӑкнӑ тӑшман укрепленийӗсем урлӑ танкистсем каҫассине хӳтӗлемелле, наступлени тӑвакан танкистсем ҫийӗнчи сывлӑша тасатса, сыхласа пымалла пулнӑ.

Сывлӑша сыхламалла-и? Пурӗпӗр. Ҫакӑн пек хӑватлӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ку та ахаль вӗҫни пулас ҫук. Лере, сывлӑшра, халь-и, кӑшт тӑхтарахпа-и, пурӗпӗр тӑшман тӗл пулатех. Акӑ ӗнтӗ вӑл, вӑйсене тӗрӗслени ӑҫта пулать! Мересьев ҫакӑнта хӑй ытти пӗр лётчикран та кая маррине, вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине кӑтартса паратех!

Алексей пӑлханчӗ. Анчах та ку — вилӗмрен хӑрани пулман. Ку вӑл хӑрушлӑха туйни те пулман. Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑн пек чух чи паттӑр, ҫирӗп чӗреллӗ ҫынсем те хӑрушлӑха туяҫҫӗ. Анчах Алексее урӑххи пӑшӑрхантарчӗ: оружейниксем тупӑсене тӗрӗсленӗ-ши; ҫапӑҫура сӑнаса пӑхман ҫӗнӗ шлемра мегафон ӗҫлеме пӑрахмӗ-ши; Петров кая ан юлтӑрччӗ, ҫапӑҫӑва кӗмелле пулсан, вӑл ҫухалса ан кайтӑрччӗ; туя ӑҫта-ха? — Василий Васильевич парнине ҫухатас марччӗ; унтан тата — ҫӗр-пӳртре манса хӑварнӑ романа кам та пулин ҫаклатса ан кайтӑрччӗ, ӗнер ӑна чи интереслӗ вырӑна вуласа ҫитнӗччӗ, — ҫакӑн пек пулчӗҫ ун шухӑшӗсем… Алексей хӑйӗн тусӗпе, Петровпа, сывпуллашманнине аса илчӗ те кабинӑранах аллипе сулчӗ. Анчах лешӗ ӑна курмарӗ. Мересьев ертсе пыракан лётчикӑн сӑнӗ сӑран шлем ӑшӗнче вутпа ҫуннӑ пек хӗрелсе тӑнӑ. Вӑл, ниҫта кайса кӗреймесӗр, командирӑн ҫӗкленӗ аллине сӑнанӑ. Акӑ, командир аллине антарчӗ. Кабинӑсем хупӑнчӗҫ.

Стартри виҫӗ машина тулхӑрса илчӗҫ, вырӑнтан хускалчӗҫ, малалла чупса кайрӗҫ; вӗсем хыҫҫӑн тата виҫӗ машина, унтан юлашки виҫҫӗшӗ хускалчӗҫ. Акӑ малтанхи машинӑсем сывлӑшалла ыткӑнса хӑпарчӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн Мересьев звени чупса каять. Акӑ ӗнтӗ, ҫӗр аяла шуса юлать. Малтанхи виҫӗ машинӑна куҫран ҫухатмасӑр, Алексей хӑй звенине ун хыҫне илсе пырса вырнаҫтарать, хыҫалтан юлашки виҫӗ машина пыраҫҫӗ.

Акӑ малти лини. Кунта пӗтӗм ҫӗре снарядсем шӑтарса, ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Ҫӳлтен пӑхсан вӑл, шалкӑм ҫумӑрӑн малтанхи касси шатралатнӑ тусанлӑ ҫул пек туйӑнать. Траншейӑсем ишӗлсе, пӑсӑлса пӗтнӗ, блиндажсемпе дзот шӑтӑкӗсенчен пӗрене пуҫӗсем кӑнтарса тӑраҫҫӗ. Пур ҫӗрте те сарӑ ҫулӑм чӗлхисем ҫутӑла-ҫутӑла илни курӑнать. Хӑватлӑ ҫапӑҫу вучӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫиелтен пӑхсан, ҫаксем пурте ҫав тери пӗчӗккӗн, вылямалли япаласем пек ҫеҫ курӑнаҫҫӗ! Унта, аялта, пӗтӗмпех ҫунса, кӗрлесе, чӗтресе тӑнине, аманса пӗтнӗ ҫӗр тӑрӑх, тӗтӗмпе хӑрӑм хушшинче вилӗм ашкӑнса ҫӳренине ӗненес те килмест.

Вӗсем малти лини урлӑ вӗҫсе каҫса, тӑшман тылӗсем ҫийӗнче ҫаврӑнса илчӗҫ, унтан каллех хамӑр еннелле ыткӑнса килчӗҫ. Вӗсене никам та пемерӗ. Ҫӳлте вӗҫекен тӑхӑр пӗчӗк самолёт ҫине ҫаврӑнса пӑхма ҫӗр ҫинчисен вӑхӑт пулман, унта вӗсем хӑйсен йывӑр ӗҫне тӑваҫҫӗ. Анчах танкистсем ӑҫта-ха? Э, акӑ вӗсем! Симӗс вӑрмантан, пӗрин хыҫҫӑн тепри, уялла танксем шуса тухнине Мересьев уҫҫӑнах курчӗ; ҫӳлтен пӑхсан вӗсем хытӑ чупайман кӑвакрах нӑрӑсем пек ҫеҫ курӑнчӗҫ. Самантран вӗсем тата нумайӑн йӑтӑнса тухрӗҫ, сип-симӗс вӑрмантан майӗпе шуса тухса, ҫулсем, айлӑмсем тӑрӑх пычӗҫ. Акӑ малтанхисем сӑрт ҫине чупса хӑпарчӗҫ, снарядсем сухаласа пӗтернӗ ҫӗр ҫине пырса кӗчӗҫ. Вӗсен тупписенчен хӗрлӗ хӗмсем сирпӗнме пуҫларӗҫ. Танксен ҫак калама ҫук вӑйлӑ атакине, тӑшман укрепленийӗсен юлашкийӗсем ҫине ҫӗршер машинӑсем пӗр харӑс ыткӑнса пынине Мересьев халь сӑнанӑ пек сывлӑшран сӑнас пулсан — вӑл ачана та, хӑравҫӑ хӗрарӑма та хӑратас ҫукчӗ. Ҫак вӑхӑтра, шлем наушникӗсене тулнӑ тӗрлӗ тӗслӗ шав витӗр, вӑл Чеслов капитанӑн хӑйӑлтатакан сассине илтрӗ:

— Хатӗр пулӑр! Эпӗ — Леопард виҫҫӗ, эпӗ — Леопард виҫҫӗ. Сылтӑмра ҫӑпатаҫӑсем, ҫӑпатаҫӑсем!

Таҫта малта Алексей командир самолёчӗн кӗске йӗрне курчӗ. Ҫав йӗр сулкаланса илчӗ. Ку ӗнтӗ: «эпӗ мӗн тунине ту», тенине пӗлтерчӗ.

Мересьев ку командӑна хыҫалалла, хӑйӗн звенине пачӗ. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; хӑй ертсе пыракан самолёт унпа юнашарах, ним уйрӑлмасӑрах пынӑ. Маттур!

— Ан юл, старик! — кӑшкӑрчӗ ӑна Мересьев.

— Юлмастӑп, — илтӗнчӗ ҫӗр тӗслӗ шавпа кӗрлев ӑшӗнчен.

— Эпӗ — Леопард виҫҫӗ, эпӗ — Леопард виҫҫӗ. Ман хыҫҫӑн! — янраса илчӗ наушниксенче.

Тӑшман ҫывӑхрах пулнӑ. Пирӗн тӑхӑр истребительрен кӑшт аяларах, нимӗҫсен хӑйсем юратнӑ стройпа икӗ ретӗн — «Ю–87» текен пикировщикӗсем вӗҫсе пынӑ. Вӗсен шассисем (кустӑрмисем) пуҫтарӑнман, вӗҫнӗ чух самолёт хырӑмӗ айӗнчех ҫакӑнса пынӑ. Кустӑрмисене тӑрӑхларах виткӗҫсемпе хӳтӗленӗ. Айӑкран пӑхсан, машина хырӑмӗнчен ҫӑпата сырнӑ урасем тухса тӑнӑ пек курӑннӑ. Ҫавӑнпа пирӗн лётчиксем вӗсене пур фронтсенче те «ҫӑпатаҫӑсем» тесе ят панӑ. Ҫак пикировщиксене тӗнчипех пӗлнӗ, вӗсене Геринг Испанири мирлӗ хуласем ҫинчех сӑнаса пӑхнӑ, Польша, Франци, Голланди, Дани, Бельги тата Югослави ҫинчи ҫапӑҫусенче вӗсем хӑрушла чапа тухнӑ, нимӗҫсен ҫак ҫӗнӗ япали ҫинчен вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче пӗтӗм тӗнчери хаҫатсем ҫав тери хӑрушла историсем каласа панӑ, анчах Совет Союзӗн анлӑ хирӗсем ҫинче вӗсем часах кивелнӗ. Совет лётчикӗсем, нумай ҫапӑҫусенче пулса, ҫав самолётсен начар вырӑнӗсене шыраса тупнӑ та, вӗсене ытла та чаплӑ кайӑк вырӑнне шутлама пӑрахнӑ, совет лётчикӗсемшӗн вӑл мулкач е карӑк вырӑнне ҫеҫ пулса юлнӑ, — вӗсене тытма ытла пысӑк ӑсталӑхах та кирлӗ пулман.

Капитан Чеслов хӑйӗн эскадрильине тӑшман ҫинелле тӳррӗн мар, таҫтан тавраран илсе кайрӗ. Мересьев: ку асӑрханакан капитан «хӗвел айне» кӗрет, кайран, хӗвел ҫуттинче курӑнми пулса, тӑшман патне ҫывӑхах тухса, ӑна сасартӑк тапӑнасшӑн пулмалла, тесе шутларӗ. Алексей хӑй ӑссӗн кулса та илчӗ: «ҫӑпатаҫӑсемшӗн» ҫакӑн пек кӑткӑс маневр туни ытла пысӑк чыс пулмасть-ши? Тепӗр тесен, асӑрханни кансӗрлемест. Вӑл каллех каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Петров хыҫранах пынӑ. Вӑл шурӑ пӗлӗт тӗлӗнче питӗ аван курӑннӑ.

Халӗ тӑшман пикировщикӗсен стройӗ вӗсенчен сылтӑм енче ҫакӑнса тӑнӑ. Нимӗҫсем илемлӗн, тикӗссӗн, пӗр-пӗринпе куҫа курӑнман ҫипсемпе ҫыхӑннӑ пек вӗҫсе пычӗҫ. Хӗвел айӗнче вӗсен ҫуначӗсем ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатса куҫсене шартарнӑ.

— …Леопард виҫҫӗ. Атака! — командир сӑмахӗн сыпӑкӗ пырса ҫапӑнчӗ Мересьев хӑлхине.

Мересьев сылтӑм енчен, ҫӳлтен, Чесловпа вӑл ертсе пыракан лётчик тӑшмансен стройӗн флангӗ ҫинелле, яклака пӑрлӑ ту ҫинчен ыткӑнса аннӑ пек, ярӑнса аннине курчӗ. Пульӑсен кӑвак ҫип пек йӗрӗсем ҫывӑхри «ҫӑпатаҫӑна» пырса ҫапӑнчӗҫ, лешӗ часах таҫта путрӗ. Чесловпа вӑл ертсе пыраканни тата ун звенинчи виҫҫӗмӗш самолёт нимӗҫсен шеренги хыҫӗнче ҫухалчӗҫ. Нимӗҫ пикировщикӗсен шеренги вӗсем хыҫҫӑн каллех пӗтӗҫрӗ. «Ҫӑпатаҫӑсем» малтанхи пекех ҫав тери йӗркеллӗн вӗҫсе пычӗҫ.

Хӑйӗн позывнойне каласан, Алексей: «Атака!» тесе кӑшкӑрасшӑн пулчӗ, анчах та, пӑлханнипе, унӑн пырӗнчен: «А-а-а!» тени ҫеҫ шӑхӑрса тухрӗ. Вӑл, малта ярӑнса пыракан тӑшман стройӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмасӑр аялалла ыткӑнчӗ. Вӑл халь кӑна Чеслов ҫапса антарнӑ самолёт вырӑнне йышӑннӑ, нимӗҫе тӗллерӗ. Алексей хӑлхисенче сывлӑш янрарӗ, ун чӗри пыр витӗр сиксе тухма хатӗр пулчӗ. Вӑл тӑшман самолётне прицелти хӗрес варри тӗлӗнче тытрӗ те, икӗ пуҫ пӳрнине те гашеткӑсем ҫине хурса, ун патнелле вӑркӑнса пычӗ. Унтан сылтӑм енче мамӑкран явнӑ кӑвак вӗренсем вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ. Аха! Переҫҫӗ. Лектереймерӗҫ. Каллех печӗҫ — ку ҫывӑхранах иртсе кайрӗ. Анчах ку та лекмерӗ. Сывах, Петров мӗнле? Вӑл та сывӑ. Сулахай енче пырать. Пӑрӑнчӗ. Маттур йӗкӗт! «Ҫӑпатаҫӑн» кӑвак тӗслӗ айӑкӗ прицел хӗресӗнче пысӑкланать. Пӳрнесем гашеткӑсен сивӗ алюминине туйса пыраҫҫӗ. Тата кӑшт кӑна вӗҫмелле.

Халӗ ӗнтӗ Алексей хӑйне пӗтӗм кӗлеткипех машинӑпа пӗтӗҫнине туйрӗ! Самолёт моторӗ хӑйӗн кӑкӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна. Вӑл самолёт ҫунаттисене, хӳре рулӗсене пӗтӗм шӑмшакӗпе туйса тӑчӗ, протезсем те чӑн-чӑн урасем пулса тӑнӑ пекех туйӑнчӗ, вӗсем ҫакӑн пек хӑвӑрттӑн малалла ыткӑнса пынӑ чух машинӑпа пӗтӗҫсе ларма кансӗрлемерӗҫ. Нимӗҫ самолёчӗн пысӑк кӗлетки прицел хӗресӗнчен шуса тухрӗ, анчах, тепӗр самантранах, каллех хӗресе лекрӗ. Ун ҫинелле тӳррӗн ыткӑнса пырса, Мересьев гашетка ҫине пусрӗ. Вӑл пулемет мӗнле пенине итлемерӗ, пульӑсем мӗнле вӗҫнине те курмарӗ, анчах хӑй ӑна лектернине ӗненчӗ, вара чарӑнса тӑмасӑрах тӑшман самолёчӗ ҫине малаллах ыткӑнса пычӗ, мӗншӗн тесен ӑна пырса ҫапӑниччен лешӗ аялалла анса каясса пӗлчӗ.

Прицел ҫине пӑхма пӑрахсан, Алексей хӑй ҫапса антарнӑ самолётпа юнашар пынӑ тепӗр самолёт та анса кайнине курса тӗлӗнчӗ. Неушлӗ вӑл ӑнсӑртран ӑна та ҫапса антарнӑ пулать? Ҫук, — куна Петров. Вӑл сылтӑм енчен пыратчӗ. Ку унӑн ӗҫӗ. Маттур ача! Хӑйӗн ҫамрӑк тусӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн Алексей хӑйӗншӗн савӑннинчен те ытларах савӑнчӗ.

Иккӗмӗш звено та нимӗҫсен стройӗнчи пушӑ вырӑнпа ыткӑнса тухса кайрӗ. Кунта ӗнтӗ пӑтрашу пуҫланса кайрӗ. Нимӗҫсен иккӗмӗш речӗ — унта сахал опытлӑрах пилотсем вӗҫнӗ пулмалла — унталла-кунталла саланса, строя арпаштарса ячӗ, Чеслов звенинчи самолетсем ҫав арпашса кайнӑ «ҫӑпатаҫӑсем» хушшинче вӗҫсе пӗлӗте тасатрӗҫ, тӑшмана хӑйсен бомбисене васкасах хӑйсен окопӗсем ҫине тӑктарчӗҫ. Нимӗҫсене хӑйсен укрепленийӗсенех бомбить тутарасси — Чеслов капитанӑн тӗп задачи пулнӑ, ҫавӑн пирки вӑл вӗсем патне юриех хӗвел енчен вӗҫсе пынӑ.

Анчах нимӗҫсен малти шеренгин стройӗ каллех пӗтӗҫрӗ. «Ҫӑпатаҫӑсем», малтанхи пекех, пирӗн танксем прорыв тунӑ ҫӗрелле туртӑнчӗҫ. Виҫҫӗмӗш звено атаки ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Нимӗҫсем пӗр машина та ҫухатмарӗҫ, анчах тӑшман стрелокӗ персе лектернипе пирӗн пӗр истребитель куҫран ҫухалчӗ. Халь ӗнтӗ каллех ҫӳле вӗҫсе хӑпарма вӑхӑт пулман. Чеслов тӑшмана аялтан атакӑлама шут турӗ. Алексей хӑй ӑсӗнче ӑна ырласа илчӗ. Унӑн хайӗн те «Ла–5» самолет вертикальнӑй маневӑрта питӗ паха пулнипе усӑ курса, унӑн тӑшмана хырӑмран пырса «тӗкес» килчӗ. Пӗрремӗш звено ҫӳлелле ыткӑнса хӑпарчӗ ӗнтӗ, пульӑсем пӗлӗтелле фонтан пек сирпӗнчӗҫ. Икӗ «нимӗҫ» ҫавӑнтах стройран уйрӑлса ӳкрӗҫ. Вӗсенчен пӗр самолёчӗ, пульӑсем варринчен касса татнипе пулас, сасартӑк сывлӑшрах ҫурмалла хуҫӑлчӗ. Унӑн хӳри, ӳкнӗ чух, кӑшт кӑна Мересьев машинӑн моторне лекмерӗ.

— Асту! — кӑшкӑрчӗ те Мересьев, хӑй ертсе пыракан самолёт ҫине самантлӑха пӑхса илсе, ручкӑна хӑй ҫинелле туртрӗ.

Ҫӗр кутӑн тӑрса ҫаврӑнса ӳкрӗ. Алексее такам хыттӑн ҫапнӑ пек пулчӗ, — вӑл лармалли вырӑна лак! ларчӗ те, ҫӑварӗпе тути хӗррисем юнланнине туйрӗ, куҫӗсене хӗрлӗ чаршав хупланӑ пек пулчӗ. Машина юпа тӑрӑх хӑпарнӑ пек ҫӳлелле вӑркӑнчӗ. Лармалли вырӑнӑн хыҫӗ ҫинче выртса, Алексей пӗр самантлӑха прицел хӗресӗнче «ҫӑпатаҫӑн» ула-чӑла хырӑмне, унӑн хулӑн кустӑрмисене хупласа тӑракан кулӑшла ҫӑпатисене, вӗсем ҫумне аэродромра ҫыпӑҫнӑ тӑм катӑкӗсене те курчӗ.

Вӑл икӗ гашетки ҫине те пусрӗ. Ӑҫтан лектерчӗ вӑл — баксене-и, мотора-и, бомбӑсем тултарнӑ кассетӑна-и — ӑна ӑнланаймарӗ, анчах нимӗҫ ҫавӑнтах взрывран пулнӑ хӑмӑр пӗлӗт ӑшӗнче ҫухалчӗ.

Мересьев машинӗ аяккалла ывтӑнчӗ те, ҫулӑм чӑмаки ҫумӗпе вӑркӑнса иртсе кайрӗ. Машинине тӳррӗн вӗҫмелле тытса, Алексей пӗлӗт ҫине йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Хӑй ертсе пыракан Петров ун хыҫҫӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, вӑл шурӑ супӑнь кӑпӑкӗ евӗрлӗ пӗлӗтсенчен ҫӳлерех, виҫесӗр аслӑ сенкер тӳпере ҫакӑнса тӑнӑ. Таврара пуш-пушах пулнӑ, горизонтра кӑна, инҫетри пӗлӗтсем тӗлӗнче, тӗрлӗ ҫӗрелле саланакан «ҫӑпатаҫӑсен» йӗрӗсем палӑрнӑ. Алексей сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Ӑна ҫапӑҫу сахалтан та ҫур сехете пынӑ пек, бензин пӗтсе ҫитес пек туйӑннӑ. Анчах сехечӗ ку ҫапӑҫу пурӗ те виҫӗ минут та ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлнине кӑтартнӑ.

— Сывӑ-и? — ыйтрӗ вӑл хӑй ертсе пыракан самолёт ҫине пӑхса илсе. Лешӗ халь сылтӑма «каҫса», юнашар вӗҫсе пынӑ.

Тӗрлӗ тӗслӗ сасӑсем хушшинче вӑл инҫетрен хаваслӑн кӑшкӑрнине илтрӗ:

— Сывӑ… Ҫӗр… Ҫӗр ҫинче…

Аялта, ҫӗмӗрсе, шӑтарса пӗтернӗ, тӗмескеллӗ ҫӗр ҫинче, темиҫе вырӑнта бензин кӑвайчӗсем йӑсӑрланса ҫуннӑ. Вӗсен йывӑр тӗтӗмӗ ҫилсӗр сывлӑшра юпасем пек тӳррӗн мӑкӑрланса ҫӳлелле хӑпарнӑ. Анчах Алексей тӑшманӑн ҫунса пӗтме пуҫланӑ самолёчӗсен ванчӑкӗсем ҫине пӑхмарӗ. Вӑл пӗтӗм хирӗпех саланнӑ кӑвак-симӗс нӑрӑсем ҫине пӑхрӗ. Икӗ айлӑм тӑрӑх вӗсем тӑшман позицийӗсем патнелле шуса пынӑ; малтисем ӗнтӗ траншейӑсем урлӑ каҫса кайнӑ. Хӑйсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче нимӗҫ артиллерийӗ пенӗ пулсан та, вӗсем нимӗҫ укрепленийӗсен тепӗр енче шуса, тупписенчен хӗрлӗ ҫулӑм тӗркемӗсем кӑлара-кӑлара ывӑтса, малтан малалла, шалтан шалалла кайнӑ.

Тӑшманӑн арканнӑ позицийӗсем хыҫӗнче ҫавӑн пек ҫӗршер нӑрӑсем шӑвӑнни мӗне пӗлтернине Мересьев питӗ лайӑх ӑнланчӗ.

Кунта паян питӗ пысӑк ӗҫ пулнӑ. Тепӗр кунне ун ҫинчен пӗтӗм совет халӑхӗ, ирӗклӗхе юратакан пӗтӗм этемлӗх хаҫатсенче вуласа савӑннӑ. Курск патӗнчи ҫапӑҫӑвӑн участокӗсенчен пӗринче, икӗ сехет хушши пынӑ артподготовка хыҫҫӑн, танковӑй арми, нимӗҫсен оборонине татса, хӑйӗн пӗтӗм вӑйӗсемпе прорыва кӗнӗ, наступлени тума тытӑннӑ совет ҫарӗсем валли ҫул тасатнӑ.

Чеслов капитанӑн эскадрильинчи тӑхӑр машинӑран вӑл кун аэродрома иккӗшӗ таврӑнман. Ҫапӑҫура тӑхӑр «ҫӑпатаҫа» ҫапса антарнӑ. Тӑххӑрпа иккӗ, — машинӑсем пирки калаҫас пулсан, — лайӑх шут, анчах икӗ юлташа ҫухатни ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне тӗксӗмлетрӗ. Самолётсем ӑшӗнчен сике-сике тухнӑ чух лётчиксем шавламарӗҫ, кӑшкӑрмарӗҫ, ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн яланах ҫапӑҫура пулнӑ тӗрлӗ самантсене аса илсе хавасланнӑ пек хавасланмарӗҫ. Вӗсем штаб начальникӗ патне салхуллӑн пырса, ҫапӑҫу результачӗсем ҫинчен кӗскен кӑна пӗлтерчӗҫ те пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах унта-кунта саланчӗҫ.

Алексей полкра ҫӗнӗ ҫын пулнӑ. Паянхи ҫапӑҫура вилнисене вӑл сӑнтан та палламан. Анчах ыттисем кулянса салхулланни ун ҫине те куҫрӗ. Унӑн пурнӑҫӗнче чи пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ — унӑн ҫав тери чаплӑ ӗмӗчӗ тулчӗ. Ку ӗмӗте пурнӑҫлама вӑл хӑйӗн пӗтӗм чунӗпе, мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшнӑ. Паянхи ӗҫ унӑн малашнехи пӗтӗм пурнӑҫӗн ҫулне уҫса пачӗ, ӑна каллех сывӑ, пур енчен те тӗрӗс шӑмшаклӑ ҫынсен ӗретне тӑратрӗ. Госпитальти койкӑ ҫинче выртнӑ чух, унтан утма, ташлама вӗреннӗ чух, ҫине тӑрса тунӑ тренировкӑсемпе малтанхи вӗҫев хӑнӑхӑвӗсене каллех вӗренсе пынӑ чух, ҫак кун ҫинчен мӗн чухлӗ ӗмӗтленнӗ пуль вӑл! Вара халӗ, ҫак кун ҫитсен, икӗ нимӗҫе ҫапса антарсан, каллех истребительсен ҫемйин чӑн-чӑн членӗ пулса тӑрсан, вӑл, ыттисем пекех, штаб начальникӗ патне пырса тӑчӗ, хӑй миҫе самолёт ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗ, ӗҫсем мӗнле пулни ҫинчен каласа пачӗ, унтан хӑй ертсе пынӑ лётчике мухтаса илчӗ те, паян ҫапӑҫуран таврӑнманнисем ҫинчен шухӑшласа аяккалла, хурӑнсен хӳттине кайса ларчӗ.

Пӗр Петров кӑна аэродром тӑрӑх чупса ҫӳрерӗ. Шлемсӗр, ҫара пуҫӑн, сарӑ ҫӳҫӗсене вӗлкӗштерсе, вӑл хӑйне тӗл пулакан кашни ҫыннах аллисенчен тытса чарса, каласа кӑтартма тытӑнчӗ:

— …Ҫавӑнтах куратӑп: вӗсем юнашарах, ну, алӑпах тытма пулать. Эс итле-ха, ан васка… унтан пӑхатӑп — старший лейтенант малта пыраканнине тӗллет. Эпӗ юнашаррине целике тытрӑм. Раз!

Вӑл Мересьев патне чупса пычӗ те ун урисем вӗҫне, мӑк пек ҫемҫе курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ, анчах лӑпкӑн выртма пултарайманнипе ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ:

— Мӗн тери чаплӑ виражсем турӑр эсир паян! Ытармалла мар! Куҫсем тӗттӗмленсе килчӗҫ… Эсир пӗлетӗр-и, эп ӑна епле хаплаттартӑм! Итлӗр-ха эсир… Сирӗн хыҫҫӑн пыратӑп та — куратӑп: вӑл юнашарах, алӑпа тытма пулать, ак, халӗ эсир тӑнӑ пек…

— Тӑхта, старик, — пӳлчӗ те ӑна Алексей, хӑйне кӗсйисенчен ҫапкаласа илчӗ:  — Ҫыру, ҫыру… Ӑҫта чикрӗм эп ӑна?

Вӑл хӑй паян илнӗ, анчах вуласа тухма ӗлкӗреймен ҫыру ҫинчен аса илчӗ. Ӑна кӗсйисенче тупайманнипе, унӑн сивӗ тар тапса тухрӗ. Унтан, кӑкри ҫинчи кӗпе айӗнче кӑмпӑртатакан конверта хыпашласа тупсан, ҫӑмӑллӑнах сывласа илчӗ. Оля ҫыруне туртса кӑларсан хурӑн айне ларчӗ те, хӑйӗн хаваслӑ тусӗ мӗн калаҫнине итлемесӗрех, конверта ерипен уҫма тытӑнчӗ.

Ҫав вӑхӑтра ракетница хыттӑн шаплатрӗ. Хӗм тӑкакан хӗрлӗ ҫӗлен аэродром урлӑ авӑнса вӗҫсе каҫрӗ те, вӑраххӑн сирӗлекен кӑвак тӗслӗ йӗр хӑварса сӳнчӗ. Лётчиксем сиксе тӑчӗҫ. Утнӑ ҫӗртех Алексей конверта хӗвне чиксе хучӗ. Вӑл ҫырӑва вулама ӗлкӗреймерӗ. Ӑна уҫнӑ чух вӑл ун ӑшӗнче, ҫырусӑр пуҫне, темле хытӑ япала пуррине сисрӗ. Пӗрре вӗҫсе курнӑ ҫулпа звено пуҫӗнче вӗҫсе пынӑ чух вӑл сайра-хутран конверта аллипе тыта-тыта пӑхрӗ. Мӗн-ши ун ӑшӗнче?

Танковӑй арми нимӗҫ укрепленийӗсене татса кӗнӗ кун Алексей служить тӑвакан гвардейски истребительнӑй полкшӑн чи хӗрӳллӗ боевой пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ пулнӑ. Прорыв тунӑ вырӑн тӗлӗнче эскадрилья хыҫҫӑн эскадрилья улшӑнса тӑчӗҫ. Пӗр эскадрильи ҫапӑҫуран тухса ҫӗре ларнӑ-ларманах, ун вырӑнне тепри сывлӑша хӑпарчӗ, ҫӗре ларнисем патне бензовозсем ыткӑнса пычӗҫ. Пушанса юлнӑ баксене бензин чӑп тулли тултарчӗҫ. Вӗри моторсем тӗлӗнче, ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек, сивӗрех пӑс йӑсӑрланчӗ. Лётчиксем кабинӑсенчен те тухмарӗҫ. Апат та вӗсене ҫакӑнтах, алюминирен тунӑ котелоксемпе илсе пырса пачӗҫ. Анчах никам та ҫимерӗ. Пуҫра паян ҫиес шухӑш пулман. Ҫӑвара хыпнӑ ҫӑкӑр татки те пыра ларнӑ.

Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ. Унӑн татах, татах ҫапӑҫӑва — хӑйне тӗрӗслеме каясси килчӗ. Вӑл час-часах хӗвӗнчи кӑмпӑртатакан конверта хыпашласа пӑхрӗ, анчах та ҫыруне кун пек условире вуласси килмерӗ.

Каҫ пулсан, арми наступлени тӑвакан района каҫхи тӗттӗмлӗх хуплама пуҫласан тин, экипажсене хайсен килӗсене ячӗҫ. Мересьев хӑй пурӑнакан «каюра хулине» ялан ҫӳренӗ вӑрман урлӑ мар, тавраран, ҫӑра курӑкпа хупланнӑ уй урлӑ кайрӗ. Унӑн ӗнтӗ хӑйӗн шухӑшӗ-туйӑмӗсене пӗр ҫӗре пухас, паянхи ҫӗр тӗрлӗ шавпа кӗрлеврен хӑтӑлса канас килчӗ.

Каҫӗ питӗ уяр, ырӑ шӑршӑллӑ, ҫав тери лӑпкӑ пулнӑ, — инҫетри канонада кӗрлени халӗ ҫапӑҫу шавӗ пек мар, таҫтан аякран иртекен тӑвӑл сасси пек ҫеҫ илтӗннӗ. Ҫул тахҫан ыраш уйӗ пулнӑ вырӑнпа пынӑ. Пур ҫӗрте те питӗ вӑйлӑ ҫум курӑкӗ ӳссе ларнӑ, вӑл ӗҫ ҫыннисен нумай ӑрӑвӗсен тарӗпе шӑварӑннӑ ҫӗре ним курӑнми хупласа тӑнӑ. Унта-кунта ҫеҫ хӑй тӗллӗн акӑннӑ ыраш хӑмӑлӗсем курӑннӑ, анчах вӗсем те питӗ ҫинҫешке, начар пулнӑ. Иртӗнсе кайнӑ ҫумкурӑкӗ ҫӗрӗн пӗтӗм сӗткенне ӗмсе ларнӑ, пӗтӗм хӗвел ҫутине хӑй ҫине туртса илнӗ; ыраша вӑл апат-ҫимӗҫсӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та начар ыраш шӑркана ларичченех типсе ларнӑ, вӗсен пучахӗсем тӗшӗпе тулайман.

Ҫакӑн ҫине пӑхса утнӑ май, Мересьев хӑй тӗллӗн шухӑшласа пычӗ: нимӗҫсем те ҫавӑн пекех пирӗн уйра тымар ярасшӑн, пирӗн сӗткенсемпе туласшӑн, пирӗн пуянлӑхсемпе усӑ курса, намӑса пӗлмесӗр ӑна хӑрушла хупласа хурасшӑн, хӗвеле картласа лартасшӑн пулнӑ; ӗҫлеме юратакан хӑватлӑ халӑха тӑван уй-хирсенчен, унӑн хулисенчен хӑваласа кӑларасшӑн, унтан пурне те туртса илесшӗн, унӑн юнне ӗмсе типӗтсе лартасшӑн, ҫумкурӑкӗ ҫак ыраш пӗрчисене путлантарнӑ пек путарса лартасшӑн пулнӑ. Чӗрине ачалла хастарлӑх тулнине туйса, Алексей хӑйӗн туйипе ҫумкурӑкӗсене ҫапа-ҫапа ӳкерме тытӑнчӗ, вӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хуҫӑлса ӳкнӗшӗн савӑнчӗ. Унӑн пичӗ тӑрӑх тар юхрӗ, анчах вӑл ҫаплах-ха ыраша хупласа лартнӑ ҫумкурӑкӗсене ҫапрӗ, ывӑннӑ шӑмшакӗнче кӗрешӳпе хусканулӑх туйӑмӗ пулнӑшӑн савӑнчӗ.

Пачах та кӗтмен ҫӗртен ҫурӑм хыҫӗнче вездеход тулхӑрса илчӗ, унтан, кустӑрмисемпе чӗриклетсе, ҫул ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, Мересьев хӑйне полк командирӗ хӑваласа ҫитнине, вӑл ӑна ҫак ачалла ӗҫе тунӑ чух курнине тавҫӑрса илчӗ. Алексей хӑлхисем пӗҫерекен пуличченех хӗрелсе кайрӗҫ, вара юриех машинӑна асӑрхаман пек пулса, туйипе ҫӗре чакалама тытӑнчӗ.

— Туратпӑр эппин? Аван ӗҫ. Эпӗ пӗтӗм аэродрома шыраса ҫаврӑнтӑм: ӑҫта пирӗн герой, ӑҫта кайса кӗнӗ? А вӑл кунта ҫумкурӑкӗпе ҫапӑҫать.

Полковник вездеход ҫинчен сиксе анчӗ. Вӑл хӑех машинӑпа пит лайӑх ҫӳренӗ. Йывӑр заданисене хӑйӗн полкне хӑй илсе кайма, унтан, каҫхине, технарьсемпе пӗрле ҫулланса пӗтнӗ моторсем ӑшӗнче чакаланма юратнӑ пекех, пушӑ минутсенче вӑл хӑйӗн машинӗпе тӑрмашма та юратнӑ. Хӑй вӑл яланах кӑвак комбинезон тӑхӑнса ҫӳренӗ; ырхантарах сӑн-пичӗ хаяртарах пулнипе кӑна тата пуҫӗ ҫинчи вӗҫевҫӗ картузӗ капӑртарах пулни тӑрӑх ҫеҫ ӑна техниксен ялан вараланчӑк ҫӳрекен йӑхӗнчен уйӑрса илме май пулнӑ.

Вӑл халӗ те ним тума пӗлмесӗр туйипе ҫӗре чакаласа тӑракан Мересьева хулпуҫҫисенчен ҫавӑрса тытрӗ.

— А ну, хӑвӑр ҫине пӑхса илме ирӗк парӑр-ха! Шуйттан пӗлет-и сире, тӗлӗнмелли нимех те ҫук! Халь ӗнтӗ тӗрӗссине каласа пама юрать: сире кунта ярсан, сирӗн ҫинчен армире каларӗҫ пулсан та, эсир ҫапӑҫура пултарасса, ҫитменнине тата ҫакӑн пек ҫапӑҫасса ӗненмерӗм эпӗ, ҫук!.. Акӑ вӑл, пирӗн тӑван анне — Россия! Саламлатӑп! Саламлатӑп та — пуҫӑма таятӑп… Сирӗн каюра хулине каймалла-и? Ларӑр, ӑсатса ярӑп.

Вездеход вырӑнтан сасартӑк тапранчӗ те ҫул тӑрӑх ыткӑнчӗ, унталла-кунталла пӑрӑннӑ чух ӑнран кӑларса ямалла виражсем турӗ.

— Тен, сире мӗн те пулин кирлӗ? Мӗнле те пулин йывӑрлӑхсем пур-и тен? Ыйтӑр, ан вӑтанӑр, сирӗн ӑна валли права пур, — терӗ командир, машинӑна вӗтлӗх вӑрман урлӑ, ҫулсӑр-мӗнсӗрех, «каюра хулинчи» ҫӗрпӳрт тӗмескисем хушшипе ҫав тери ӑста илсе пырса.

— Нимӗн те кирлӗ мар, полковник юлташ. Эпӗ ытти пур лётчиксем пек ҫынах. Манӑн урасем ҫукки ҫинчен мансан авантарах пулӗччӗ.

— Ну, тӗрӗс… Хӑшӗ сирӗн? Ҫак-и?

Полковник хӑй машинине ҫӗрпӳрт умнех илсе пырса, тӑрук чарса тӑратрӗ. Мересьев ҫӗре анма ӗлкӗрчӗ кӑна — вездеход мӗкӗрсе, хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, хурӑнсемпе ҫамрӑк юмансем хушшинче пӑркаланса, вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.

Алексей ҫӗрпӳрте кӗмерӗ. Вӑл хурӑн айне, кӑшт нӳрӗрех, кӑмпа шӑрши кӗрекен мӑк ҫине выртрӗ те, конверт ӑшӗнчен хуллен кӑна Оля ҫыруне кӑларчӗ. Темле фотографи ун аллинчен шуса тухса курӑк ҫине ӳкрӗ. Алексей ҫав самантрах ӑна ҫавӑрса тытрӗ. Унӑн чӗри хыттӑн та хӑвӑрт тапма тапратрӗ.

Фотографи ҫинчен хӑй палланӑ, ҫавӑнпа пӗрлех пӑлламалла мар ҫӗнӗ сӑн пӑхнӑ. Оля ҫар тумӗпе ӳкерӗннӗ. Гимнастёрка, портупей, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, гварди значокӗпе отличник-сапёр значокӗ те — ҫаксем пурте ӑна килӗшнӗ. Вӑл офицер формине тӑхӑннӑ ырхантарах та илемлӗ арҫын ача майлӑ пулнӑ. Анчах та вӑл ачан сӑнӗ ывӑнчӑклӑ пулнӑ, унӑн пысӑк, ҫаврака, ҫутӑлса тӑракан куҫӗсем, ҫамрӑк йӗкӗтӗнни пек мар, витӗр курмалла пӑхнӑ.

Алексей ҫав куҫсене нумайччен пӑхса ларчӗ. Унӑн чунӗ темле хӑй тӗллӗн ҫуралакан ҫӑмӑл кичемлӗхпе тулчӗ — тепӗр чух каҫхине инҫетрен юратнӑ юрӑ кӗввине илтсен ҫавӑн пек пулать. Вӑл кӗсьере Ольӑн малтанхи фотографине тупрӗ, унта вӑл ула-чӑла платьепе, ҫаран ҫинче, шурӑ чечексем хушшинче ӳкерӗннӗ. Тӗлӗнмелле тата: ҫак гимнастёрка тӑхӑннӑ, ывӑнчӑк куҫлӑ, хӑй нихҫан та курман хӗр уншӑн малтанхинчен, хӑй пӗлнинчен хаклӑрах пулнӑ. Карточкӑн тепӗр енне: «Ан ман», тесе ҫырнӑ.

Оля ҫырӑвӗ кӗске те хаваслӑ пулнӑ. Вӑл ӗнтӗ сапёрсен взвочӗн командирӗ пулнӑ иккен. Анчах унӑн взвочӗ халь ҫапӑҫман. Вӑл мирлӗ ӗҫре ӗҫленӗ. Вӑл Сталинград хулине юсанӑ. Оля хӑйӗн ҫинчен сахал ҫырнӑ, анчах та вӑл аслӑ хула ҫинчен, вӑл ҫӗнӗрен чӗрӗлме пуҫлани ҫинчен, кунта ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пынӑ хӗрарӑмсем, хӗрсем, ҫамрӑк ачасем вӑрҫӑ хыҫҫӑн юлнӑ подвалсенче, дотсенче, блиндажсемпе бункерсенче, чугун ҫул вагонӗсенче, фанертан тунӑ бараксенче, ҫӗрпӳртсенче пурӑнса хулана юсани, ӑна ҫӗнӗрен туни ҫинчен ҫав тери хавасланса каласа панӑ. Вӗсене: кашни лайӑх ӗҫленӗ строитель кайран, юсаса ҫитернӗ Сталинградра, хваттер илет, теҫҫӗ. Апла пулсан, Алексейӑн пӗлсех тӑмалла; унӑн вӑрҫӑ хыҫҫӑн канмалли вырӑн пулать ӗнтӗ.

Часах тӗттӗмленсе ларнипе, ҫырӑвӑн юлашки йӗркисене Алексей кӗсьере чиксе ҫӳремелли пӗчӗк фонарьпе ҫутатса вуларӗ. Вуласа пӗтерсен, вӑл каллех фотографине ҫутатса пӑхрӗ. Тӳррӗн те ҫирӗппӗн пӑхаҫҫӗ ача-салтакӑн куҫӗсем. Чунӑмҫӑм, чунӑм, ҫӑмӑл мар сана!.. Вӑрҫӑ сан тӗлпе те ахаль иртсе кайман, анчах та вӑл сана хуҫса пӑрахайман! Кӗтетӗн-и? Кӗт, кӗт! Юрататӑн-и? Юрат, юрат, тӑванӑм! Алексее халӗ ӗнтӗ ҫак хӗртен, Сталинград боецӗнчен, хӑйӗн хуйхине ҫулталӑк ҫурӑ хушши пытарса пурӑннӑшӑн намӑс пулса кайрӗ. Вӑл халех ҫӗр пӳрте кӗрсе ун патне пурин ҫинчен те тӗрӗссипе ҫырса ярасшӑн пулчӗ: ан тив, татӑклӑн шут туса ответ патӑр. Вӑл мӗн тери хӑвӑртрах пулать, ҫав тери авантарах пулать. Ҫак чуна ыраттаракан ыйту татӑлсан, иккӗшне те ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Паянхи ӗҫсем хыҫҫӑн вӑл унпа хӑйпе пӗр тан ҫын пек калаҫма пултарнӑ. Вӑл ӗнтӗ вӗҫет кӑна мар, вӑл ҫапӑҫать. Вӑл хӑйне хӑй сӑмах панӑ-ҫке: ӗмӗтсем пачах та пурнӑҫланмасан, е ҫапӑҫура ыттисемпе пӗр тан пулсан, Ольӑна пӗтӗмпех каласа паратӑп, тенӗ. Халӗ вӑл ҫапӑҫура ыттисемпе пӗр тан пулса тӑнӑ. Хӑй ҫапса антарнӑ икӗ самолёт пурин куҫӗ умӗнчех ҫӗре ӳкрӗҫ. Дежурнӑй ӑна боевой журнала ҫырса хучӗ. Ун ҫинчен донесенисем дивизие, армине тата Мускава та кайрӗҫ.

Ку пӗтӗмпех тӗрӗс: хӑйне хӑй панӑ сӑмах пурнӑҫланчӗ, ҫырса яма юрать ӗнтӗ. Анчах пур енчен те тӗплӗрех пӑхсассӑн, истребительшӗн «ҫӑпатаҫӑ» — чӑн-чӑн вӑйлӑ тӑшман-им? Лайӑх сунарҫӑ, хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартса парас тесе, мулкача персе ӳкерни ҫинчен каласа памасть ӗнтӗ!

Вӑрман ҫине нӳрӗ те ӑшӑ каҫ шуса анчӗ. Халӗ, ҫапӑҫу кӗрлевӗ кӑнтӑр еннелле куҫса кайсан, пушар ҫутисем йывӑҫ тураттисен чӗнтӗрӗ витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан пулсан, ҫуллахи чечекленекен ырӑ шӑршӑллӑ вӑрманта каҫхи пур сасӑсем те илтӗнекен пулчӗҫ: уҫланкӑра каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетрӗҫ, юнашарти шурлӑхра ҫӗршер шапасем кӑшкӑрчӗҫ, анчах пуринчен те вӑйлӑрах — шӑпчӑксен юрри шӑранса тӑчӗ, вӗсен илемлӗ сассисем ытти пур сасӑсене те путарчӗҫ.

Ҫаплипех хурӑн айӗнче, нӳрелме ӗлкӗрнӗ ҫемҫе мӑк ҫинче ларакан Алексей урисем патне уйӑх ҫути ӳкрӗ. Вӑл каллех кӗсйинчен Оля фотографине кӑларчӗ те, уйӑх ҫутинче ун ҫине пӑхса ларса, шухӑша кайрӗ. Пуҫ ҫийӗпе, тӗттӗм-кӑвак пӗлӗтре, каҫхи бомбардировщиксен пӗчӗкҫеҫ тӗксӗм мӗлкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӑнтӑралла ярӑнса иртрӗҫ. Вӗсен моторӗсем хулӑн сасӑпа кӗрлерӗҫ, анчах уйӑх ҫутипе тата шӑпчӑксен юррипе тулнӑ вӑрманта вӗсен сасси те май уйӑхӗнчи нӑрӑсем мирлӗн нӑрлатнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.

Алексей тарӑнӑн сывласа илчӗ, фотографие гимнастёрка кӗсйине пуҫтарса чикрӗ, хӑйне пружина ҫӗкленӗ пек вӑштах сиксе тӑчӗ те, ҫӗрте выртакан хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, хӑйсен ҫӗрпӳртне чупса кӗчӗ. Кунта, салтакӑн ансӑр вырӑнӗ ҫинче, паттӑрла саркаланса, вӑл ертсе пыракан лётчик тутлӑн харлаттарса ҫывӑрнӑ ӗнтӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех