Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хайхи хӑрах куҫлӑ старик комендант пулӗ тесе, ку сӑмахпа эпӗ унӑн еннелле ҫавӑрӑнтӑм, анчах та хозяйка эпӗ малтанах калама хатӗрлесе хунӑ сӑмаха пӳлчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл ҫип сӳтет мӗн, ҫиппине пӗр офицер мундирӗ тӑхӑннӑ хӑрах куҫлӑ старик аллисем ҫине каркаласа тытнӑ.Она разматывала нитки, которые держал, распялив на руках, кривой старичок в офицерском мундире.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Петруша вӑл Настасья Герасимовна кинемейӗн хӑрах куҫӗ суккӑрланнӑ ҫул ҫуралнӑ, тата мӗнччӗ-ха вӑл ҫул…— Петруша родился в тот самый год, как окривела тетушка Настасья Гарасимовна, и когда еще…
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗрре прачка Палашка, мӑнтӑр та шатра питлӗ хӗр, тата ӗне пӑхакан Кулине, хӑрах куҫлӑскер, пӗрле шут туса, иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах анне ури умне ӳкнӗ те, хӑйсем ҫирӗп тӑма пултараймасӑр айӑпа кӗнӗшӗн ӳкӗнсе, хӑйсене мусье илӗртсе улталани ҫинчен йӗре-йӗре каласа панӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл фортепьяно патӗнче хӑрах аллипе ҫемҫе пукан хыҫӗнчен тайӑнса тӑрать, алли пӑртак чӗтретчӗ, хуллен ҫеҫ ун патне пырса тӑтӑм та: — Эсир мана ҫилленетӗр-и?.. — терӗм.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер лутра ҫын, ача пек хыткан та халсӑр; хӑрах ури унӑн, Байронӑнни пек, тепринчен кӗскерех; пуҫӗ унӑн, пӗвӗпе танлаштарсан, калама ҫук пысӑк пек туйӑнать: ҫӳҫне шакла кастарать, ҫавӑнпа та унӑн пуҫ шӑмми ҫинчи тикӗс мар вырӑнсем, хире-хирӗҫле уйрӑмлӑхсем темӗнле ҫыхланнипе, френолога тӗлӗнтернӗ пулӗччӗҫ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн хӑрах урине пуля лекнӗччӗ, кунта вӑл манран пӗр эрне маларах тухса килнӗ.Он был ранен пулей в ногу и поехал на воды с неделю прежде меня.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Коридор вӗҫӗнчи хӑрах енчи пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫах тӑратчӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унта хӑрах урасӑр вӗҫнӗ поручик Валериан Карпович ҫинчен ҫырнӑччӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл малти пӳлӗмӗнче вырӑн ҫинче выртатчӗ, хӑрах аллине ӗнси хыҫне хунӑччӗ, теприне сӳннӗ чӗлӗмне тытнӑччӗ; иккӗмӗш пӳлӗмне кӗмелли алӑкне ҫӑрӑпа питӗрнӗ, уҫҫи ҫӑра шӑтӑкӗнче ҫукчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак сӑмахсене илтсе, ҫӗтек-ҫатӑк тӑхӑннӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӑрах куҫлӑ ача ман пата чупса тухрӗ те ҫавӑнтах ял хыҫне илсе кайрӗ.При сих словах оборванный мальчик, рыжий и кривой, выбежал ко мне и тотчас повел меня за околицу.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетме оптимистсем историри тата кӗнекесенчи тӗслӗхсене аса илнӗ, вӗсем хӑрах алӑллӑ Минина та, хӑйӗн вилӗмсӗр музыкине итлемесӗрех ҫырнӑ хӑлхасӑр Бетховена та, хӑйне паралич ҫапнӑ пулин те института ертсе пыма пултарнӑ академик Вильямса та, тата, паллах, Николай Островскине те аса илнӗ, унтан, чӑн юлашки тӗслӗх вырӑнне Диккенсӑн тахӑш геройне илсе кӑтартнӑ, вӑл — алӑсӑр капитан, татӑк алли ҫумне темле тимӗр кукрашка ҫыхса лартса, ҫиме, ӗҫме, ҫырма тата ҫапӑҫма та пултарнӑ иккен.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Турӑран та хӑрамастӑн эсӗ, Сидорыч, мӗншӗн маларах каламарӑн, эпӗ хӑть хӑрах куҫпа курса юлнӑ пулӑттӑм ҫав Дубровские, халь ӗнтӗ кӗт ӑна, тепре кӗрессе.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Антон Пафнутьич куҫне уҫрӗ те, кӗрхи ирӗн имшер ҫуттинче хӑй умӗнче Дефорж тӑнине курчӗ: француз хӑрах аллипе пӗчӗк пистолет тытнӑ, тепринпе енчӗке вӗҫертет.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӗрле Алексей журнала минтер айне чиксе хучӗ те хӑй ача чухне, пиччӗшӗсемпе пӗрле лапка ҫинче ҫывӑрнӑ чух, минтер айне амӑшӗ хӑйӗн кивӗ кофтинчен ҫӗлесе панӑ хӑрах хӑлхаллӑ упана ҫакӑн пек чиксе хунине аса илчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан хӑй те вӗсен енче пӗр алӑсӑр врач пӗтӗм районӗпе чи лайӑх тухтӑр вырӑнне шутланса ӗҫленине аса илчӗ: вӑл юланпа та ҫӳрет, ухутана та каять, хӑрах алӑпах ҫав тери лайӑх перет — пакшана куҫран тӗллесен, куҫран тивертет, терӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юр тусанӗ сирӗлсен кӑна акӑ мӗн курӑнчӗ: хӑрах аякки ҫине тӳннӗ, аманнӑ машинӑран аяккарах, юр ҫинче темскер хуран курӑнса выртать.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл ҫӗр ҫумне перӗнес чухне сулахай еннелле хытӑ тайӑлчӗ, хӑйӗн хӑрах кустӑрми ҫинчех вӑраххӑнтарах чупса кайрӗ, унтан сылтӑм енне тайӑлса ӳкрӗ те, хӑйӗн тӗрӗс ҫунаттипе ҫӗр ҫине тӑрӑнса, хӑй тӗнӗлӗ ҫинче хӑвӑрт ҫаврӑнса илчӗ, — ун таврашӗнчи юр пӗлӗт пекех ҫӗкленчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950