Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X сыпӑк

Пай: Дубровский –> Иккӗмӗш том

Автор: Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.08.07 16:11

Пуплевӗш: 59; Сӑмах: 722

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫичӗ сехет тӗлӗнче каҫхине хӑнасенчен хӑшӗ-пӗрисем киле кайма шут тытрӗҫ, анчах та пунш ӗҫнипе кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ килхуҫи, хапхана питӗрттерсе, ыран ирччен никама та кӑларса ямастӑп, тесе пӗлтерчӗ. Часах музыка янтраса кайрӗ, зал алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, бал пуҫланчӗ. Хуҫапа ӑна ҫывӑх ҫынсем кӗтессе ларнӑ та, ҫамрӑксем хавасланнипе савӑнса, черкке хыҫҫӑн черкке, стакан хыҫҫӑн стакан ӳпӗнтереҫҫӗ. Карчӑкӗсем картла выляҫҫӗ. Кавалерсен йышӗ сахаллипе (улансен пӗр-пӗр бригади тӑман вырӑнта яланах ҫавӑн пек пулать ӗнтӗ), арҫынсем хӗрарӑмсенчен сахалтарах иккенне кура, ташлама юраллӑ пек арҫынсене пурне те ташлама тӑратрӗҫ. Учитель уйрӑмах хисепре пулчӗ, вӑл пуринчен ытла ташларӗ, пур хӗрсем те унпа ташлама тӑраҫҫӗ. Унпала ташлама ҫӑмӑллине мухтаҫҫӗ. Марья Кириловнӑпа та вӑл темиҫе хутчен ташларӗ — хӗрсем ӑна сиссе, тӑрӑхласа та илчӗҫ. Ҫурҫӗр ҫитеспе ывӑннӑ хуҫа, ташлама чарса, каҫхи апат пама хушрӗ, хӑй ҫывӑрма кайрӗ.

Кирила Петрович ҫукки хӑнасен ирӗкӗпе хаваслӑхне тата та ҫӗклесе ячӗ. Кавалерсем арӑмсемпе юнашар ларма хӑйрӗҫ. Хӗрсем хӑйсен кӳршисемпе пӑшӑлтатма, кулма тытӑнчӗҫ; хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе сӗтел урлӑ хытӑрах калаҫма пуҫларӗҫ. Арҫынӗсем ӗҫеҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, каҫхи апат пит савӑнӑҫлӑ иртрӗ — кӑмӑла килекен аса-илӳсем нумай хӑварчӗ.

Пӗр ҫын кӑна ҫак савӑнӑҫа хутшӑнмарӗ. Вӑл Антон Пафнутьич — хай вырӑнӗнчех, сӳрӗккӗн те шарламасӑр, тӑн-пуҫӗ сапаланнӑ пек ҫикелесе ларать. Шикленме чӑннипех сӑлтавӗ пулнине те часах курӑпӑр акӑ.

Укҫа усрамалли хӗрлӗ шкатулки пушӑ тесе тупа тусах ӗнентерекен Антон Пафнутьич суя суйса ҫылӑха кӗмен-мӗн, — шкатулки чӑнахах та пушӑ пулнӑ; ун ӑшӗнче упраннӑ укҫийӗ юлашки вӑхӑтра хуҫа хӑй хӗвне ҫакса янӑ сӑран енчӗке куҫнӑ иккен. Ҫак сыхлӑха пула ҫеҫ вӑл, ӗмӗрне никама шанманскер, хӑй шиклӗхне лӑплантарнӑ. Ют ҫын килӗнче ирӗксӗрех каҫ выртма тивнӗскер, вӑл хӑйне ҫывӑрма пӗр-пӗр улах вырӑна, вӑрӑсем ансатах лекме пултармалла пӳлӗме ярасран хӑраса, куҫӗсемпе хӑйне валли шанчӑклӑ юлташ шырама тытӑнчӗ. Вара Дефоржа палӑртса хучӗ. Лешин вӑй пуррине уҫҫӑнах палӑртса тӑракан сӑн-пичӗ, ытларах тата вӑл мӗскӗн Антон Пафнутьич чӗтремесӗр асӑнма та пултарайман упапа тӗл пулса хӑй паттӑрлӑхне кӑтартни — унӑн суйлавне татса пачӗ. Сӗтел хушшинчен пурте тухсан, Антон Пафнутьич ҫамрӑк француз тавра кӑхлатса, ӳсӗркелесе ҫаврӑнкалама тытӑнчӗ, аранах вара сӑмах хушрӗ:

— Хм, хм, мусье, манӑн сирӗн пӳлӗмӗрте ҫӗр каҫма юрамӗ-ши, мӗншӗн тесен…

— Que desire monsieur? (Мӗн кирлӗччӗ сире, сударь?) — ыйтрӗ Дефорж, хисеплен пуҫ тайса.

— Эх, инкек, эсӗ, мусье, вырӑсла вӗренсе ҫитеймен ҫав. Же ве, муа, ше ву куше, ӑнлантӑн и? (Эпӗ, акӑ, сирӗн патӑрта ҫывӑрасшӑн эпӗ)

— Мопsiеur, trӗs vоtоntiers — терӗ Дефорж, — vеuiller dоnnеr des orders en consӗquence. (Питӗ хавас, сударь, ҫавӑн пек распоряженисем партарӑр эппин)

Антон Пафнутьич, хӑй француз чӗлхине кӑштах пӗлнипе савӑннӑскер, ҫийӗнчех хӑй ӑҫта ҫывӑрасси ҫинчен пӗлтерме кайрӗ.

Хӑнасем, пӗр-пӗринпе сывпуллашса, кашниех хӑйсене кӑтартса панӑ пӳлӗмсене саланчӗҫ. Антон Пафнутьич, учительпе пӗрле, флигеле утрӗ. Каҫӗ тӗттӗм. Дефорж ҫула хунарпа ҫутатса пырать. Антон Пафнутьич ун хыҫҫӑн чылаях хавассӑн утать, хутран-ситрен, ҫумӗнчи укҫи пурри-ҫуккине пӗлме, кӑкӑрне хыпашласа илет.

Учитель флигеле кӗрсе ҫурта ҫутса ячӗ те, иккӗшӗ те вӗсем хывӑнма пуҫларӗҫ; Антон Пафнутьичӗ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, кантӑксемпе ҫӑрасене пӑхать, вӑл ку шанчӑксӑррине кура, пуҫне суллакалать. Алӑкне пӗр сӑлӑппа кӑна питӗрнӗ иккен, кантӑкӗсем пӗр хут ҫеҫ. Вӑл ун ҫинчен Дефоржа каласа парасшӑнччӗ те, анчах, ҫав тери пысӑк ӗҫ ҫинчен калама француз чӗлхипе сӑмах тупайман пирки, нимӗнех те калаймарӗ; французӗ ӑна ӑнланаймарӗ, вара Антон Пафнутьичӑн ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ. Вырӑнӗсем кусен тӗлме тӗл тӑраҫҫӗ, иккӗшӗ те выртрӗҫ, учитель ҫуртана сӳнтерчӗ.

— Пуркуа ву туше, пуркуа ву туше? (Мӗншӗн сӳнтеретӗр эсир, мӗншӗн сӳнтеретӗр?) — кӑшкӑрса ячӗ Антон Пафнутьич, француз сӑмахӗсене вырӑслисемпе хутӑштарса, — эпӗ тӗттӗмре дормир (Ҫывӑрма) пултараймастӑп.

Дефорж вӑл мӗн каланине ӑнланаймарӗ, ырӑ каҫ кӑна сунчӗ.

— Ылханлӑ басурман, — мӑкӑртатса илчӗ Спицын, утиялпа чӗркенсе. –Мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха ӑна ҫуртана сӳнтерме. Хӑйнех начар. Эпӗ ҫутӑсӑр ҫывӑраймастӑп… Мусье, мусье, — сӑмах хушрӗ вӑл, — же ве авек ву парле. — Анчах француз нимӗн те чӗнмерӗ, часах хӑрлаттарма та тытӑнчӗ. «Вӑт хӑрлаттарать француз, мур илесшӗ», — тесе шухӑшлать хӑй ӑшӗнче Антон Пафнутьич. Манӑн ҫывӑрас шухӑш пуҫа та кӗмест — кӗҫ ак уҫӑ тӑракан алӑкран е кантӑкран вӑрӑсем кӗрӗҫ — ӑна, шуйттана, тупӑ сассипе те тӑратаймӑн".

— Мусье, тетӗп, мусье! — мур илесшӗ сана. Антон Пафнутьич урӑх шарламарӗ — эрех пӑсӗсем тата ывӑнса ҫитни ерипен-ерипенех ун шиклӗхне сӗвӗртсе ячӗҫ — тӗлӗрме пуҫларӗ вӑл, часах туйми ыйӑха та путрӗ.

Вӑранасса пит тӗлӗнмелле вӑранчӗ вара вӑл. Ыйӑх тӗлӗшӗпе вӑл хӑйне такам кӗпе ҫухавинчен хуллен кӑна туртнине туйрӗ. Антон Пафнутьич куҫне уҫрӗ те, кӗрхи ирӗн имшер ҫуттинче хӑй умӗнче Дефорж тӑнине курчӗ: француз хӑрах аллипе пӗчӗк пистолет тытнӑ, тепринпе енчӗке вӗҫертет. Антон Пафнутьич вилнӗ пекех хытса кайрӗ.

— Кесь ке се, мусье, кесь ке се? (Мӗне пӗлтерет ку, сударь, мӗне пӗлтерет?) — терӗ вӑл чӗтрекен сасӑпа.

— Шӑп, ан шарла, — терӗ учитель таса вырӑс чӗлхипе, — ан шарланӑ пултӑр, е, асту, пӗтетӗн. Эпӗ — Дубровский.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех