Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑрккасене асӑрхаса тӑрать тени кунта, шет, вырӑнлах та мар пуль-ха — ҫак ухмах кӑркка ушкӑнне кӑна мар, тата тем-тем курать: унӑн хӑрах куҫӗ тухӑҫалла, тепри анӑҫалла пӑхать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӑнтӑркка ача тӑват-пилӗк утӑм айккине сирпӗнчӗ, анчах ӳкмерӗ, хӑрах аллипе питне тытса, пӗкӗрӗлсе анчӗ, шыҫмакӑн урисем хушшипе уҫлӑха хӗсӗнсе тухасшӑн пулчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ҫанӑсӑр шурӑ шупӑрлин пит-куҫне, хӑрах енчен кӑна улӑм шлепке айӗпе курӑнакан ҫур сӑмсине, ҫӑварӗпе шӗвӗр янахне кӑна курать вӑл.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Пӗр чӳречи патӗнче, сӗтелӗн пӗр вӗҫӗнче, Марья Алексевна заказне чыслӑн пурнӑҫа кӗртсе, Верочка ашшӗ валли ҫӑмран нагрудник ҫыхса ларать; тепӗр чӳречи патӗнче, сӗтелӗн тепӗр вӗҫӗнче, Лопухов ларать: хӑрах чавсипе сӗтел ҫине таяннӑ, тепӗр аллине вӑл кӗсйине чикнӗ; унпа Верочка хушши пӗр-икӗ аршӑн пулать, унтан ытла мар.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан часах Аверьян пиччӗшӗ — хӑрах куҫлӑ Сергей вӑрман каснӑ ҫӗрте шӑнса пӑсӑлчӗ, — чирлекелерӗ те вилчӗ: ӳпки шыҫнӑ унӑн.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Акӑ мӗн, ывӑлӑм, эсӗ ӗнтӗ вун виҫҫе пусрӑн, ман хыҫҫӑн эсӗ хуҫа вырӑнне юлатӑн, асту: мана Аверьян Архиповпа унӑн икӗ пиччӗшӗ, Афанасийпе хӑрах куҫлӑ Сергей, хӗнерӗҫ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Кай, ҫӑва патне, хӑрах куҫлӑ ухмах!» — тесе кӑшкӑрасшӑн Яков Лукич, хӑй аллине Лятьевский аллинчен туртса илме хӑтланать, анчах ниепле те туртса илеймест, — Лятьевский пӳрнисем сивӗ, хурҫӑ пек, Яков Лукичӑн темшӗн сасси те тухмасть, тутисем мамӑкран тунӑ евӗр.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ахаль каламан ҫав ваттисем: «Хӑрах куҫлӑ ҫынна, курпуна тата хӑв арӑмна ан ӗнен».Недаром пословица говорит: «Не верь кривому, горбатому и своей жене».
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытларах леш хӑрах куҫли сиксе ӳкет, сӳпӗлти, пӗрре апла калать, тепре капла.И все больше этот одноглазый наскакивает, брехливый, то так скажет, то этак.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Мӗн хирӗҫет-ха Александр Анисимович ҫав хӑрах куҫлӑ полякпа?«И чего Александр Анисимович не поделят с этим кривым поляком?
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, Половцев буркӑна туртса ҫыхнӑ шурӑ чӗнсене васкаса салтрӗ, буркӑна сирчӗ те алӑ пулемечӗн салатнӑ пайӗсене, ҫуланнӑ михӗпе чӗркенӗ тӑватӑ тӗксӗм ҫутӑ диск кӑларса хучӗ.