Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.16 00:11

Пуплевӗш: 192; Сӑмах: 2098

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать. Ирсенче ҫырма хӗрринчен, ушахлӑ, шурлӑхлӑ айлӑмсенчен тӗтре хӑпарать. йӑсӑрланса, Шырланпуҫ урлӑ явӑна-явӑна иртсе, тӗтре ҫеҫен хирти тӗмескесем еннелле туртӑнать, унта вара, чӗлтӗр кӑвак янкар хӑварса, ерипен сирӗлсе пӗтет. Йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче, хӑмӑш витнӗ ҫуртсемпе сарайсен тӑрринче, пур ҫӗрте те, сапса янӑ шӑрҫа пек, курӑка пусарса, кӑнтӑрлаччен тӑхлан пек йывӑр, лӑм сывлӑм выртать.

Ҫеҫен хирте шур ути чӗркуҫҫирен ҫӳле ҫӗкленчӗ. Кӗтӳ ҫӳрекен вырӑнтан леререх илепер чечеке ларнӑ. Унӑн пыл пек тутлӑ шӑрши каҫпа пӗтӗм хутора сарӑлать, хӗрсен чӗрине ачашшӑн хускатать. Кӗрхи тырӑсем горизонт таранах тӗксӗм симӗс хӑма пек лараҫҫӗ, ҫав тери тикӗс шӑтнӑ ҫуртри куҫа савӑнтарать. Сӑрӑ ҫӗрсем ҫинче ҫамрӑк кукуруза калчи шӑрт пек тапса тухнӑ.

Июнь варринелле ҫанталӑк уяртрӗ, тӳпене пӗр пӗлӗт те тухмасть. Чечекре ларакан, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ ҫеҫен хир хӗвел ҫутинче ытарма ҫук илемлӗ ешерет! Халӗ вӑл, кӑкӑр ӗмӗртекен ҫамрӑк ача амӑшӗ пек, — уйрӑмах чечен, лӑпкӑ, кӑштах ӗшеннӗ, талкӑшпех ырӑ, телейлӗ, таса амалӑх сӑнӗпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса выртать.

Кашни ир, кӑвак ҫутӑпа, Яков Лукич Островнов, ҫийне кивелнӗ брезент плащ уртса ярать те, хутортан тухса, тырӑсене пӑхса савӑнать. Сывлӑмпа йӑлтӑртатакан ешӗл тинӗс пек кӗрхи тулӑ пусси пуҫланакан касӑ тӗлӗнче нумайччен тӑрать вӑл. Ывӑннӑ ватӑ лаша пек пуҫне усса, ним хускалмасӑр тӑрать, хӑй шухӑшлать: «Пӗрчӗ пулса ҫитнӗ вӑхӑтра «калмӑк» вӗрмесен, тулла хӑр ҫил пӗрсе илмесен, тулӑх пулать колхозӑн тырӑ, мур ҫиесшӗ пуҫне! Анать шуйттан совет влаҫӗн! Уйрӑм пурӑннӑ чухне миҫе ҫул хушши ҫумӑрсем вӑхӑтра пулмарӗҫ, кӑҫал тӑкрӗ, чӗресрен янӑ пек! Тырӑ лайӑх пулсан, колхозниксем ӗҫ кунӗ пуҫне нумай илсен, вӗсене ҫак ырлӑхран совет влаҫне хирӗҫ ҫавӑрма пулать-и-ха? Нихҫан та пулмасть. Выҫӑ ҫын вӑл — вӑрманти кашкӑр, кирек ӑҫта та каять; тутӑ ҫын — валашка умӗнчи сысна, ӑна вырӑнтан та хускатаймӑн. Мӗн шутлать-ши ҫав Половцев господин, мӗн кӗтсе лараҫҫӗ-ши вӗсем, нимӗн те ӑнланмастӑп! Совет влаҫне тӗксе яма халӗ шӑпах вӑхӑт ӗнтӗ, вӗсем, ав, ӗҫсӗр аптраса лараҫҫӗ…

Яков Лукич, паллах, ҫилли килнипе ҫапла шутланӑ, Половцев тума пулнӑ переворота кӗтсе ывӑннӑ вӑл. Половцев ӗҫсӗр ларманнине, ахальтен мар тем кӗтнине Яков Лукич питӗ аван пӗлнӗ. Ту ҫинчен Островнов сачӗ патне анакан ҫыр тӑрӑх кашни ҫӗр тенӗ пекех инҫетри хуторсенчен, ют станицӑсенчен ҫынсем пыра-пыра кайнӑ. Лашисене вӗсем, ахӑртнех, ту ҫинчи вӑрмана хӑварнӑ, хӑйсем ҫуран аннӑ. Килӗшнӗ пек шӑк-шӑк шаккасанах, Яков Лукич вӗсене алӑк уҫса кӗртнӗ, лампа ҫутмасӑрах Половцев пӳлӗмне ӑсатнӑ. Пӳлӗм чӳречин хупписем кӑнтӑрла та, каҫхине те хупӑ тӑнӑ, шалтан кӑвак ҫӑмран пустарнӑ хулӑн кӗҫҫепе ҫӑт карса лартнӑ. Унта хӗвеллӗ кун та нӳхрепри пек тӗттӗм пулнӑ, нӳхрепри пекех кӑвакарнӑ, чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗ, сайра уҫӑлтаракан ҫуртри пек, сывлама йывӑр, пӑчӑ пулнӑ. Кӑнтӑрла Половцев та, Лятьевский те килтен тухман; хӑйсен ирӗкӗпе хупӑнса ларнӑскерсене хӑйпӑтса кӑларнӑ урай хӑми айне тула тухма цинк витре лартса панӑ.

Яков Лукич ҫӗрле вӑрӑ пек килсе кӗрекенсене кашнинех, пӑлтӑрта шӑрпӑк ҫутса, хӑвӑрт тинкерсе пӑхнӑ, анчах паллакан ҫынна пӗрре те тӗл пулман; пурте ют, ахӑртнех инҫетрен килекенсем пулнӑ ахӑр. Темле ҫапла Якӑв Лукич хыпарпа килнӗ пӗр ҫынтан шӑппӑн:
— Эсӗ ӑҫтисем, станишник? — тесе ыйтма хӑйрӗ.
Мӗлтлетекен шӑрпӑк ҫутинче пашлик айӗнчен вӑтам ҫулхи казакӑн сухаллӑ, пӑхма кӑмӑллӑ сӑнӗ курӑнса кайрӗ, Яков Лукич вӑл куҫне хӗссе, тӑрӑхланӑ пек, шӑл шуррине кӑтартса кулнине асӑрхарӗ.

— Леш тӗнчерен, станишник! — ҫавӑн пекех шӑппӑн тавӑрчӗ килнӗ ҫын. Унтан, хушнӑ пек: — Хӑвӑртрах хай патне илсе кай, нумай пӗлме ан тӑрӑш, — терӗ.

Тепӗр икӗ талӑкран ҫав сухаллӑскер, унпа пӗрле тата тепӗр ҫамрӑкрахскер, каллех персе ҫитрӗҫ. Вӗсем пӑлтӑра темле йывӑр япала ҫӗклесе кӗчӗҫ, хӑйсем шӑппӑн, ним сасӑсӑр яра-яра пусаҫҫӗ. Яков Лукич шӑрпӑк ҫутрӗ, сухаллӑ ҫын аллинче офицер йӗнерӗсем икӗ йӗнер асӑрхарӗ, хулпуҫҫи ҫине вӗсем кӗмӗлпе чӗнтӗрленӗ йӗвенсем ҫакнӑ, теприн хулпуҫҫи ҫинче ҫӑмламас хура буркӑпа чӗркенӗ вӑрӑм та кӳтрем ҫыхӑ пур.

Сухалли, тахҫанхи пӗлӗш пек, Яков Лукича куҫ хӗсрӗ:

— Хӑй пур-и? Иккӗшӗ те килтех-и? — Унтан, ответ кӗтсе тӑмасӑрах, пӳлӗмелле утрӗ.

Шӑрпӑк, Яков Лукич пӳрнине пӗҫертсе, ҫунса пӗтрӗ. Сухалли тӗттӗмре тем ҫине такӑнчӗ, шӑппӑн вӑрҫса илчӗ.

— Чим, эп халех, — терӗ Яков Лукич, итлемен пӳрнисемпе курупкаран шӑрпӑк кӑларса.

Половцев алӑка хӑй уҫрӗ, лӑпкӑн ыйтрӗ:

— Кӗрӗр. Кӗрӗр тетӗп, мӗн мӗшӗлтететӗр унта? Эсӗ те кӗр, Яков Лукич, эс мана кирлӗ пулатӑн. Шӑпрах пулӑр, эп халех хӑй ҫутатӑп.

Вӑл «чӗп куҫ» ҫутса ячӗ, анчах ӑна ҫӳлтен пиншакӗпе хупларӗ, ҫутӑ кӑшт кӑна хӑварчӗ, унӑн ҫинҫе пайӑрки охрӑпа сӑрланӑ урайне чалӑшшӑн ӳкрӗ.

Килнӗ ҫынсем чыслӑн сывлӑх сунчӗҫ, илсе килнӗ япаласене алӑк патне хучӗҫ. Сухалли малалла икӗ утӑм турӗ те, кӗлисене шаклаттарса, хӗвӗнчен пакет кӑларса пачӗ. Половцев конвертне уҫрӗ, ҫырӑвне хунар тӗлне тытса хӑвӑрт вуласа тухрӗ.

— Седоя ман ятпа тав тӑвӑр. Ответ пулмасть. Вун иккӗмӗшӗнчен кая мар унтан хыпар кӗтетӗп. Кайма пултаратӑр. Эсир ҫитиччен тул ҫутӑлса каймӗ-и?

— Ҫутӑлас ҫук. Ҫитсе ӳкӗпӗр. Пирӗн утсем лайӑх, — тавӑрчӗ сухалли.

— Ну, кайӑр. Службӑшӑн тав тӑватӑп.

— Тӑрӑшма хавас!

Иккӗшӗ те пӗр ҫын пек харӑс ҫаврӑнчӗҫ те, кӗлисене шаклаттарса, тухса кайрӗҫ. Яков Лукич чунтан хӗпӗртерӗ. «Ах, епле вӗреннӗскерсем! Строй службине ӗлӗк вӗреннӗ, пӑхсах курӑнать!.. Мӗншӗн-ха вӗсем Половцева хисеплӗ ятпа чӗнмеҫҫӗ?..»

Половцев ун патне пычӗ, йывӑр аллисене ун хулпуҫҫи ҫине хучӗ. Яков Лукич ирӗксӗрех юсанчӗ, ҫурӑмне тӳрлетрӗ, аллисене пӗвӗ ҫумне ярт тытрӗ.

— Куртӑн-и ӑмӑрткайӑксене? — Половцев шӑппӑн кулса илчӗ. — Кусем улталамӗҫ. Кусем ман хыҫран вута та, шыва та кӗрӗҫ, Войсковой хуторти хӑшпӗр йӗксӗксем, ӗненмен казаксем пек мар. Халӗ пӑхар-ха, мӗн илсе килнӗ вӗсем пирӗн валли…

Хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, Половцев буркӑна туртса ҫыхнӑ шурӑ чӗнсене васкаса салтрӗ, буркӑна сирчӗ те алӑ пулемечӗн салатнӑ пайӗсене, ҫуланнӑ михӗпе чӗркенӗ тӑватӑ тӗксӗм ҫутӑ диск кӑларса хучӗ. Унтан асӑрханса икӗ хӗҫ туртса кӑларчӗ. Пӗри ахаль казак хӗҫӗ кӑна, йӗнни те нумай хура-шурӑ курса кивелнӗскер, тепри — офицер хӗҫӗ, пуҫӗ кӗмӗл, ун ҫинче тӗсӗ кая пуҫланӑ георгиевски ярапа усӑнса тӑрать; йӗннине те кӗмӗлленӗ, портупейӗ хура — Кавказ портупейӗ.

Половцев, халӗ ӗнтӗ икӗ чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, пуҫне каялла ывӑтса, тӗксӗм кӗмӗл ҫутине курса савӑннӑ пек, шашкӑна ал лапписем ҫинче тытса тӑчӗ, унтан ӑна кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрларӗ, макӑрас пек сасӑпа каларӗ:

— Савӑнӑҫӑм, ытарайми хӗҫӗм! Манӑн шанчӑклӑ карчӑкӑм! Эс малашне те мана хӑвармӑн-ха, мана пӑрахмӑн!

Унӑн сарлака ҫирӗп янахӗ кӑшт чӗтренсе илчӗ, куҫӗсенче хаярлӑхпа савӑнӑҫ куҫҫулӗ ялкӑшрӗ, ҫапах вӑл аран-аран лӑпланчӗ, шурса кайнӑ, сӑнсӑрланнӑ питне Яков Лукич енне ҫавӑрчӗ те хыттӑн ыйтрӗ:

— Паллатӑн-и эс ҫакна, Лукич?..

Яков Лукич, сурчӑкне ҫӑтнӑ пек, туртӑнса илчӗ, ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ: ку хӗҫе вӑл палларӗ, ӑна вӑл малтанхи хут пин те тӑхӑр ҫӗр вун пиллӗкмӗш ҫултах Австри фронтӗнче ҫамрӑк та маттур Половцев хорунжий аллинче курнӑччӗ…

Кравать ҫинче сӑмах чӗнмесӗр, ним шутламан пек выртакан Лятьевский ҫӗкленчӗ, ҫара урисене урайнелле усрӗ, аллисене шӑтӑртаттарса, карӑнса илчӗ те пӗртен-пӗр куҫӗпе мӗл пӑхрӗ.

— Чуна пырса тивекен тӗл пулу! — хӑйӑлтатакан сасӑпа каларӗ вӑл. — Восстани идиллийӗ, темелле. Юратмастӑп ҫав нӗрсӗр хаваслӑхпа хутӑш сентименталлӑ сценӑсене!

— Чарӑнӑр! — касса татрӗ Половцев. Лятьевский хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

— Мӗншӗн чарӑнмалла? Тата ӑҫта чарӑнмалла манӑн?

— Чарӑнар, тетӗп, тархасшӑн! — илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатрӗ Половцев, ура ҫине тӑрса, хӑй, ерипен йӑпшӑнса пынӑ пек, кравать патнелле утрӗ.

Чӗтрекен сулахай аллине вӑл хӗҫ тытнӑ, сылтӑммипе сӑрӑ толстовка ҫухине туртса вӗҫертет. Яков Лукич сехӗрленсе ӳкрӗ: урса кайнипе Половцевӑн куҫӗсем сӑмса кӑкӗ патнелле пӗрӗннӗ, кӳпшек пичӗ толстовка тӗслӗ пулса кайнӑ.

Лятьевский лӑпкӑн, васкамасӑр кравать ҫине выртрӗ те икӗ аллине те пуҫӗ хыҫне тытрӗ.

— Театр йӑли! — терӗ вӑл, йӗкӗлтесе кулнӑ май пӗр куҫӗпе маччана пӑхса. — Провинцири йӗрӗнчӗк театрсенче ҫакна пурне те курнӑ эп, пӗр хут ҫеҫ мар. Йӑлӑхтарчӗ вӑл мана!

Половцев унтан икӗ утӑмра чарӑнчӗ, аллине ҫав тери ывӑннӑ чухнехи пек ҫӗклерӗ, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса илчӗ; унтан алли, вӑйсӑрскер, ленчешкескер, аялалла шуса анчӗ.

— Нервсем… — уҫӑ мар сасӑпа, шалкӑм ҫапнӑ пек, темле селӗпрех каласа хучӗ вӑл, унӑн пичӗ, кулнӑ чухнехи евӗр, аяккинелле туртӑнса ларчӗ.

— Ҫакна та нумай хут илтнӗ эпӗ. Ҫитӗ сире чайкашма, Половцев! Хытарӑр хӑвӑра хӑвӑр.

— Нервсем… — мӑкӑртатрӗ Половцев. — Нервсем ашкӑнаҫҫӗ… Мана та йӑлӑхтарчӗ ҫак тӗттӗмлӗхре, ҫак виле шӑтӑкӗнче…

— Тӗттӗмлӗх — ӑслисен тусӗ. Тӗттӗмре пуҫа философиллӗ шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, нервсем вӗсем имшеркке, шатра питлӗ хӗрсен тата чараксӑр ҫӑварлӑ, мигреньпе асапланакан хӗрарӑмсен кана пулаҫҫӗ. Нерв тени вӑл офицершӑн — мӑшкӑл, унӑн чысне ярать! Эсир кутӑна перетӗр, Половцев, нимле нерв та ҫук сирӗн, иртӗхни кӑна! Ӗненместӗп эп сире! Офицерӑн чӑн сӑмахӗ, ӗненместӗп!

— Эсир офицер мар, выльӑх!

— Кӑна та сахал мар илтнӗ сиртен, анчах дуэле пурӗпӗр чӗнес ҫук, кайӑрах ҫӑва патне! Кивелнӗ халӗ килӗшмест вӑл, унран кирлӗрех ӗҫсем те пур. Ҫитменнине тата, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, дуэльре шпагӑпа ҫапӑҫаҫҫӗ, полицейски селедкипе мар, эсир ак ӑна ытла та ҫепӗҫ те ачаш ҫупӑрларӑр. Эпӗ — ватӑ артиллерист, ун пек сивӗ теттесене кураймастӑп. Сире дуэле чӗнме чарса тӑракан тепӗр сӑлтав та пур: сирте — плебей юнӗ, а эп — Польша дворянинӗ, чи авалхи йӑхран пӗри, вӑл…

— Итле-ха, ирсӗр шляхтич! — пат пӳлчӗ ӑна Половцев, унӑн сасси кӗтмен ҫӗртен халичченхи пекех ҫирӗп янӑрарӗ, команда панӑ чухнехи евӗрлӗ хӗрсе кайрӗ. — Георгиевски хӗҫ-пӑшалтан кулма-и?! Тепӗр сӑмах кӑна хушнӑ пул, эпӗ сана йытта каснӑ пек касса тӑкатӑп!

Лятьевский кравать ҫинчен ҫӗкленчӗ. Ун тутисенче халӗ кӑна тӑрӑхласа кулнӑ кулӑран тӗсӗ те юлман. Шӳт тумасӑр, чиперех каларӗ вӑл:

— Вӑт кӑна ӗненетӗп эпӗ! Сирӗн чӗрери ырӑ шухӑшӑр сассӑртанах курӑнать, ҫавӑнпа урӑх чӗнместӗп.

Вӑл каллех выртрӗ, пуҫӗ таранах кивӗ утиялпа витӗнчӗ.

— Сана ҫавах вӗлеретӗп эп, — терӗ вырханса Половцев, хӑй кравать умӗнче пуҫне вӑкӑр пек пӗксе тӑчӗ. — Ак ҫак хӗҫпе пӗр ясновельможнӑй выльӑхран харӑсах иккӗ тӑватӑп — пӗлетӗн-и, хӑҫан? Дон тӑрӑхӗнче Совет влаҫне сирпӗтер кӑна!

— Ну, апла пулсан, эпӗ сӗм ватлӑха ҫити чиперех пурӑнма пултаратӑп, тен, ӗмӗрех пурӑнӑп, — терӗ кулса Лятьевский, унтан, усал сӑмахпа вӑрҫса илсе, стена енне ҫаврӑнса выртрӗ.

Яков Лукич алӑк умӗнче пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пусса тӑрать, шӗл кӑвар ҫинче тӑнӑ пек. Темиҫе хут та пӳлӗмрен тухса кайма тӑчӗ вӑл, анчах Половцев, аллине сулса, чарчӗ ӑна. Юлашкинчен вӑл тӳсеймерӗ, тархасласа ыйтрӗ:

— Мана тухса кайма ирӗк парсамӑр, хӑтарӑр мана, сирӗн благороди! Кӗҫех тул ҫутӑлать, манӑн ирех хире каймалла…

Половцев пукан ҫине ларчӗ, хӗҫне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, аллисемпе хӗҫ ҫине тӗренсе, пуҫне усрӗ те нумайччен сӑмах чӗнмерӗ. Вӑл хашлатса йывӑр сывлани, сӗтел ҫинче унӑн кӗсьене чиксе ҫӳрекен пысӑк сехечӗ шаккани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. Яков Лукич ӑна тӗлӗрет тесе шутларӗ, анчах Половцев йывӑр, тӑн-тӑн кӗлеткине пукан ҫинчен яштах ҫӗклерӗ те каларӗ:

— Тыт, Лукич, йӗнерсене, эпӗ ыттине илӗп. Айта, шанчӑклӑ та типӗ вырӑна кайса пытарар ҫаксене. Тен, лере, мӗнле-ха… Эй, шуйттан кӗвенти… сарайне, эс киҫак хунӑ ҫӗре, пытарсан мӗнле, э!

— Вырӑнӗ аван, каяр, — хавасах килӗшрӗ Яков Лукич, пӳлӗмрен тухса каясса сунманскер.

Вӑл пӗр йӗнерне алла та илнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Лятьевский пуҫран ҫапнӑ пек сиксе тӑчӗ, куҫне-пуҫне салатса-пӑрахса, чашкӑрса илчӗ:

— Мӗн тӑватӑр эсир? Сиртен ыйтатӑп эпӗ: мӗн тума шутлатӑр эсир?

Бурка умне пӗшкӗннӗ Половцев тӑчӗ, сиввӗн ыйтрӗ:

— Ну, мӗн тата? Сире мӗн ҫав териех хӑратса пӑрахрӗ?

Мӗнле ӑнланмастӑр-ха эсир? Пытарӑр, кирлӗ пулсан; йӗнерсене тата ҫав тимӗр-тӑмӑра, анчах пулеметпа дисксене хӑварӑр! Эсир тусӑр патӗнче дачӑра мар, пулемет пире кашни самантрах кирлӗ пулма пултарать. Ҫакна эсир ӑнланатӑр пулӗ, тетӗп?

Кӑшт шухӑшласа тӑрсан, Половцев килӗшрӗ:

— Тӗрӗс калатӑр пулас эсир, Радзивилла тӑмани. Апла пулсан, пурте кунтах юлтӑр. Кайса ҫывӑр, Лукич, ирӗклӗ пулма пултаратӑн.

Службӑри кивӗ йӑла мӗн тери ҫирӗп кӗрсе юлнӑ ӑша! Яков Лукич ним шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗ, ҫара урисем ӗнтӗ хӑйсемех «налево кругом» ҫаврӑнчӗҫ, тӑрса ывӑннӑ ура тупанӗсем пӗр-пӗринпе илтӗни-илтӗнми шаклатрӗҫ. Ҫакна асӑрхасан, Половцев кӑшт кулса илчӗ. Яков Лукич пӳлӗмрен тухса алӑка хупсан тин хӑй йӑнӑшне ӑнланчӗ, вӑтаннипе эхлетсе, шухӑшларӗ: «Аташтарчӗ мана ҫав сухаллӑ шуйттан хӑйӗн юсавлӑхӗпе!»

Тул ҫутӑлмасӑр та куҫ хупмарӗ вӑл, Восстани чиперех пулас пек те туйӑнчӗ ӑна, анчах тӗп пулас шухӑш та шиклентерчӗ, вара вӑл хӑй ҫӑмӑлттай пулнӑшӑн, Половцевпа Лятьевский пек пӗтнӗ ҫынсемпе ҫыхланнӑшӑн кайран та пулин ӳкӗнсе илчӗ. «Эх, васкарӑм ҫав, пуҫа вута пырса чикрӗм! — кулянчӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Манӑн, ватӑ ухмахӑн, кӗтмеллеччӗ, айккинче тӑмаллаччӗ, Александр Анисимовича тӳрех ним те каламалла марччӗ, Вӗсем коммунистсене пусса ӳкерсен, хатӗр ҫӗре вара манӑн та пыма юратчӗ, капла ак — лекет-ха вӗсене пула ыратман пуҫа тукмак… Ҫапла та шутлама пулать: эпӗ те, тепри те, виҫҫӗмӗш те айккинче тӑрсан, вара мӗн пулӗ-ха? Совет влаҫӗ ӗмӗр-ӗмӗр ӗнсе ҫинче ларӗ. Капла та юрамасть! Совет влаҫӗ хӑй ирӗкӗпе пирӗн ӗнсе ҫинчен анас ҫук, ах, анас ҫук! Хӑвӑртрах тӗп пулинччӗ пӗрех хут. Александр Анисимович ют ҫӗршывран десант килет, тет, Кубань тӑрӑхӗнчен те пулӑшӗҫ, тет, сӑмахӗпе илӗртет те, кайран хамӑра йывӑр килмӗ-ши? Турӑ пӗлет ӑна! Союзниксем пирӗн ҫӗр ҫине килсе кӗмесен, вара мӗн? Ярса парӗҫ, вун тӑххӑрмӗш ҫулхи пек, акӑлчан шинелӗсем, хӑйсем килте кофей ӗҫсе ларӗҫ, арӑмӗсемпе выляса йӑпанӗҫ, — вара мӗн тӑвӑпӑр вӗсен шинелӗсемпе? Ҫав шинельсен аркипе юнлӑ сӑмса шывне шӑлӑпӑр, ҫавӑ ҫеҫ. Ҫапса хуҫаҫҫӗ пире большевиксем, турӑшӑн та, ҫапса хуҫаҫҫӗ! Вӗсемшӗн ку хӑнӑхнӑ ӗҫ. Большевиксене хирӗҫ тӑнисем вара пурте пӗтӗпӗр. Дон ҫӗрӗ ҫинче тӗтӗм явӑнӗ!»

Ҫак шухӑшсем Яков Лукича хуйха ӳкернӗ, вӑл хӑйшӗн куляннӑ, макӑрас вӗҫнех ҫитнӗ. Нумайччен ахлатнӑ вӑл, ассӑн сывланӑ, пӑшӑлтатса кӗлӗсем каланӑ, сӑх-сӑхнӑ, унтан каллех хӑйне канӑҫ паман пурнӑҫ ҫинчен шухӑша кайнӑ: «Мӗн хирӗҫет-ха Александр Анисимович ҫав хӑрах куҫлӑ полякпа? Мӗн ялан харкаштарать вӗсене? Ҫав тери пысӑк ӗҫ тумалла, вӗсем пур, пурӑнаҫҫӗ пӗр йӑвари икӗ хаяр йытӑ пек. Ытларах леш хӑрах куҫли сиксе ӳкет, сӳпӗлти, пӗрре апла калать, тепре капла. Ирсӗр ҫын, ним чухлӗ те ӗненместӗп эпӗ ӑна. Ахаль каламан ҫав ваттисем: «Хӑрах куҫлӑ ҫынна, курпуна тата хӑв арӑмна ан ӗнен». Вӗлерет ӑна Александр Анисимович, туршӑн та, вӗлерет! Вӗлерин, пурӗ пӗр вӑл пирӗнпе пӗр тӗне кӗмен».

Ҫак шухӑшсемпе лӑпланса, Яков Лукич тӗлӗрсе кайрӗ, пӗр хушӑ канӑҫсӑр та йывӑр ыйха путрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех