Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII. Паттӑрлӑх

Пай: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.03 03:11

Пуплевӗш: 173; Сӑмах: 1783

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗвел ҫӳле ҫӗкленнӗ, унӑн ҫути йӗсӗм ҫырли курланки витӗр мӑнастир картишне ӳкет. Ҫӗрле кунта кашни кӗтесре вилӗ мӗлке курӑннӑ пек туйӑнать, картишӗ те тӗксӗм, хӑрушӑ, анчах халь ак ҫутӑ, лӑпкӑ та канӑҫлӑ, йӑпанмалӑх та пур. Вӗҫен кайӑк юрласа савӑнать; тӑп-тӑрӑ ҫӑл куҫӗ ачашшӑн та илемлӗн шӑнкӑртатать; ту енчен ирхи уҫӑ ҫил вӑшӑрхаса вӗрет, чипер кипариссемпе тирексен ҫулҫи шӑппӑн шӑпӑлтатать. Ҫаксем халь кунта пӗтӗмпех уяв чухнехи пек ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ. Манахсен тӗксӗм ҫурчӗсем те хапӑл тӑвас пек, вӗсен ҫумӗнчи уҫӑ галерейӑсенче чӗкеҫ чӗвӗлтетет, унта вӗсен йӑвисем пур.

Картиш варрипе, турат хӳттинче, шап-шурӑ вӑрӑм сухаллӑ паттӑр ватӑ ҫын уткаласа ҫӳрет, ҫине вӑл кӑвак рясӑ уртса янӑ, ҫара пуҫӑн. Вӑл сакӑр вун пилӗк ҫулхи Иеротей атте, иртнӗ ӗмӗрӗн аслӑ палӑкӗ, йӳтенӗ ҫынах темелле; йӳтенӗ пулин те, хисепрен тухман-ха, сума сутаракан ҫын. Хӑйӗн вӑрӑм пурнӑҫӗнчи юлашки кунӗсене вӑл шӑппӑн та канӑҫлӑн ирттерет. Ирсерен вӑл ҫак картишӗнче уҫӑлса ҫӳрет, ту сывлӑшӗпе сывлать, хӑй кайма ӗмӗтленекен пӗлӗте те, хӗвеле те ача пек пӑхса савӑнать.

Йӗсӗм ҫырли тӗмӗ хӳтлӗхӗнче — ҫав иртнӗ ӗмӗр палӑкӗпе тава кӗрес тенӗ майлах — Викентий тияк тӑрать, аллинче унӑн кӗнеке пур. (Вӑл вырӑс семинарине вӗренме кӗмешкӗн хатӗрленет.) Тияк сӑнӗ-питӗнче шанчӑк та ҫамрӑклӑх вӗркесе тӑрать, ун куҫӗнче хӑват та пурнӑҫа савса юратни йӑлкӑшать. Ҫав качча пурнӑҫ малашлӑхӗ пулать, ватти хӑй чунӗ вилӗмсӗр ӗмӗрлӗхе каясса пӗлнӗ пекех, ҫамрӑкки хӑй малашлӑхне чунтан шанса кӗтет.

Ҫак мӑнастир картишӗнчи шӑплӑхри пек урӑх ниҫта та тарӑн шухӑша кайма ҫук пуль.

Чиркӗве кӗмелли чул пусма ҫинче чӑп-чӑмӑркка Гедеон атте ларать, вӑл картишӗнчи кӑрккасене каҫса кайса пӑхса тӑрать, лешсем хӳрисене кӑшӑлласа хӑпартнӑ. Хӑй шухӑшӗнче вӑл ҫав кӑрккасене евангелири фарисейсемпе танлаштарать, кӑркка чакӑлтатнине вара вӗҫен кайӑк чӗлхине тӗшмӗртекен ӑслӑ Чарсламанӑн арӑмӗ вырӑнне хурать. Ҫакӑн пек пархатарлӑ шухӑша кайнӑ Гедеон атте хӑйсене техӗмлӗ апата чӗнсе шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарасса лӑпкӑн ӗмӗтленсе кӗтет.

Кухньӑ алӑкӗ патӗнче, хӗвел шӑпах пӗҫертсе тӑнӑ ҫӗрте, пӗр чалӑш куҫлӑ ҫын тӑрать, Мунчо тусӗ вӑл, ун пекех ӑсран кайнӑ ҫын, мӑнастирте пурӑнать. Вӑл та кӑрккасен енне тарӑн философиллӗ шухӑшпа пӑхса, вӗсене асӑрхаса тӑрать. Кӑрккасене асӑрхаса тӑрать тени кунта, шет, вырӑнлах та мар пуль-ха — ҫак ухмах кӑркка ушкӑнне кӑна мар, тата тем-тем курать: унӑн хӑрах куҫӗ тухӑҫалла, тепри анӑҫалла пӑхать.

Мунчо та ҫавӑнтах. Вӑл, пуҫне енчен енне ҫавӑркаласа, ҫӳлелле, галерей еннелле шикленсе пӑхать. Ҫав галерей ӑна мӗншӗн хӑратнине пӗртен пӗр хӑй кӑна пӗлет.

Мӑнастирте ҫаксенчен урӑх халь тухса кайнӑ игумен пурӑнать те тата — тарҫӑ-тӗрҫӗ, урӑх никам та ҫук.

Игумен ак шӑп кӑна таврӑнчӗ. Вӑл таврӑнасса тусӗсем те кӗтменччӗ-ха. Сиккипе килсе, вӑл учӗ ҫинчен анчӗ те чӗлпӗрне чалӑш куҫлине тыттарчӗ, Викентий енне ҫаврӑнса, салхуллӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Хуларан начар хыпарпа таврӑнтӑм.

Соколов мӗнле инкеке ҫакланни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ вӑл.

— Мӗскӗн Соколов, — терӗ вара, сывлӑшне хаш ҫавӑрса.

Натанаил игумен пысӑк ҫын, вӑйлӑ, лара-тӑра пӗлменскер, йӗри-тавра ҫӳҫпе хупӑрланнӑ пит-куҫӗ те вӑл паттӑр пулнине кӑтартать. Енчен унран манах тумтирне хывса илес пулсан, ун манахлӑхӗ те ним чухлӗ юлас ҫукчӗ. Вӑл тӗл пеме ӑста, пӳлӗмӗнчи стенисене те йӑлтах хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ; персе амантнӑ ҫынсене хӑех сиплеме пултарать, хӑй те персе амантма ӑста, ятлаҫма тесен вара — артист пек пултарать. Унӑн игумен мар, Балкан таврашӗнчи ҫар пуҫӗ — воеводӑ пулмалла пулнӑ. Тахҫан вӑл, чӑн та, ҫар пуҫӗ пулнӑ тесе те калаҫкалатчӗҫ, анчах хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарма мӑнастире килнӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ.

— Гедеон атте ӑҫта? — тесе ыйтрӗ игумен, енчен енне пӑхкаласа.

— Эпӗ кунтах! — илтӗнчӗ Гедеон аттен ҫинҫешке сасси, кухньӑ алӑкӗнчен тухнӑ чухне; вӑл апат хӑҫан пиҫессе пӗлме кайнӑ пулнӑ.

— Татах кухньӑна кӗтӗн-и, Гедеон атте! Хырӑм тӑрантасси вилӗмлӗ ҫылӑх иккенне пӗлместне вара?

Натанаил ҫавӑнтах манаха ашак йӗнерлеме хушрӗ, Войняговӑ ялне кайса, мӑнастир ҫаранне ҫулнине тӗрӗслесе килме каларӗ.

Гедеон атте лутака та йывӑр, хырӑмламас ҫын, пичӗ-куҫӗ кунжут ҫӑвӗ тултарнӑ бурдюк пек йӑлкӑшса тӑрать. Игумен патне пынӑ чух ӑна ик-виҫӗ утӑм ярса пусасси те хӗнлӗ терт кӳрет, ҫавӑнпа та унӑн пит-куҫне тар тапса тухать. Хырӑмӗ ҫинче аллисене хӗреслетсе тытса, ура ҫинчех тӑчӗ вӑл, ҫак ҫылӑхлӑ тӗнче тӑрӑх унӑн чӑнласах та ҫӳресси килмерӗ.

— Игумен отче, — пашкаса, йӑлӑннӑ сасӑпа сӑмах хушрӗ Гедеон атте, — игумен отче, хӑвӑра парӑннӑ тӑванӑра ҫак йывӑр шӑпаран хӑтарсан лайӑхрах пулмӗччӗ-ши теп те?

Гедеон атте ҫавӑнтах ҫакса илчӗ.

— Мӗнле йывӑр шӑпа вӑл тата? — Ҫуран яратӑп-и сана эпӗ? Ашак утланса каятӑн. Пӗтӗм терт те унта — хӑрах аллупа чӗлпӗр тытасси те, тепринпе, ялсем тӑрӑх иртнӗ чух, пил тӑвасси, — ҫав кӑна.

Натанаил виртленӗ пек манаха пӑхса илчӗ.

— Натанаил атте, терчӗ пирки каламастӑп-ха; тертшӗн те пурнӑҫ хӑвачӗшӗн пурӑнатпӑр та эпир ҫак таса ҫуртра, вӑхӑчӗ халь тухса ҫӳремелли мар-ҫке.

— Мӗнле вӑхӑт тата вӑл? Ҫанталӑк начар-и? Ҫу уйӑхӗнче уҫӑлса ҫӳресси темӗне тӑрать, — сывлӑхна усӑллӑ пулӗ.

— Вӑхӑтсем мӗнлерех, отче, вӑхӑтсем мӗнлерех тетӗп! — хӗрсе кайса каласа хучӗ Гедеон атте. — Хӑвӑрах куратӑр — тухтӑра ҫыхса ӑсатрӗҫ ав, турӑ чунӗ вилессе ҫитме те пултарать. Агарянсен йӑхӗ хаяр чӗреллӗ… Турӑ ҫӑлса хӑвартӑрах та, енчен ман пирки халӑха пӑлхатать тесе элеклесе парсан, мӑнастире те терт кӑтартӗҫ!.. Вӑхӑчӗ ытла хӑрушӑ ҫав.

Игумен чӑтса тӑраймарӗ.

— Ха-ха-ха!.. — ахӑлтатрӗ вӑл пилӗкӗнчен тытӑнса, ҫак мӑнтӑр Гедеон аттене пӑхнӑ май. — Тӗрӗксем сана шанмаҫҫӗ тесе шухӑшлатна вара эс? Эппин, Гедеон атте пирӗн политикӑпа ӗҫлекенни пулать иккен! Ха-ха-ха!.. Ахальтен мар ҫав, наяна ӗҫлеме хушса кӑна пӑх, вӑл хӑвна та ӗҫрен мӗнле пӑрӑнмаллине вӗрентӗ, теҫҫӗ! Ҫылӑх сана: чуна ҫакӑн пек хуйхӑ пуснӑ чух мана култаратӑн. Викентий тияккӑн! Кил-ха кунта, Гедеон мӗн тенине итлесе пӑх-ха… Мунчо, пыр, Викентие чӗнсе кил, унсӑрӑн эп кула-кула вилсе те кайӑп.

Игумен ахӑлтатса хыттӑн кулни кӳршӗри пур галерейсене те илтӗнмелле янӑрарӗ.

Мунчо игумен хушнине илтсен, паҫӑрхинчен те ытларах пуҫне пӑркаларӗ, чарӑлнӑ куҫӗнче унӑн сехри хӑпни палӑрса тӑчӗ.

— Русси-я-н! — чӗтреве ӳксе кӑшкӑрчӗ вӑл, тияккӑн иртсе пыракан галерей еннелле кӑтартса.

Хӑйне пӗр-пӗр ӗҫ хушасран вӑл тепӗр еннелле васкавлӑн пӑрӑнчӗ.

— Руссиян! — тӗлӗнчӗ игумен. — Мӗнле «руссиян» пултӑр тата?

— Шуйттан тет вӑл, отче, — ӑнлантарчӗ Гедеон атте.

— Хӑҫантанпа ҫавӑн пек хӑравҫа тухнӑ-ха Мунчо? Халиччен вӑл вӑрман чӑтлӑхӗнчи тӑмана пек пурӑнатчӗ…

— Чӑнах та, Натанаил отче, галерейсем тӑрӑх ҫӗрле темле чун сӗтӗрӗнсе ҫӳрет. Иртнӗ каҫхине ман патӑма Мунчо чупса пычӗ… Сехри хӑпнипе сӑнӗ те ҫук хӑйӗн. Шуйттан куртӑм, тесе каласа кӑтартрӗ, шап-шурӑ тумланнӑ, тет, кӗленче кантӑклӑ пӳлӗм пур-ҫке, ҫавӑнтан тухрӗ тет… Тата тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, турӑ каҫартӑрах! Ҫӳлти галерее турӑ шывӗ сапмалла пулать пуль.

Аякка ҫитсе чарӑннӑ Мунчо ҫӳлелле хӑра-хӑра пӑхать.

— Мӗн курнӑ вара вӑл? — ыйтрӗ игумен. — Хамӑр кайса пӑхар-ха эппин, — ҫурта вӑрӑ-тавраш кӗмен-и, тесе шутларӗ вӑл.

— Турӑ сыхлатӑрах! — сӑхсӑхса илчӗ Гедеон. Игумен галерее пӗчченех кайрӗ.

Шӑпах игумен тияккӑна чӗннӗ самантра Викентий Кралич патне кӗретчӗ.

— Мӗнле хыпар пур, отче? — ыйтрӗ Кралич, Викентий темӗн пирки пӑшӑрханнине кура.

— Тем хӑрамаллиех ҫук, — хӑвӑртрах лӑплантарасшӑн пулчӗ тияккӑн. — Игумен пӗр усал хыпар илсе килчӗ-ха: иртнӗ каҫхине Соколова тытса кайнӑ та К. хулине ӑстанӑ.

— Кам вӑл, ҫав Соколов тени?

— Хамӑр хулара пурӑнакан тухтӑр, ҫынни пит аван. Ун кӗсйинче вӑрттӑн листовкӑсем тупнӑ, тет… Тепӗр тесен, кам пӗлет унта мӗн тӗрӗссине? Эпӗ ҫакна кӑна пӗлетӗп: вӑл хӗрӳллӗ патриот, — терӗ те тияккӑн, ытлашширех каласа хутӑм пуль тесе шӑпланчӗ, унтан каллех сӑмахне тӑсрӗ: — Ӗнер ӑна стражниксем хӑваланӑ та, вӑл пистолетпа персе полицейские амантнӑ, лешӗ ун курткине туртса илме ӗлкӗрнӗ. Пӗтет ӗнтӗ мӗскӗн тухтӑр… Эсир вӗсенчен хӑтӑлма пултарнӑшӑн турра шӗкӗр… хулара сирӗн пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

Тияккӑн хӑй сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, унпа пӗрле калаҫаканӗ аллисемпе пуҫне ячӗ тытрӗ; вӑл, йывӑррӑн сывласа, пӳлӗм тӑрӑх ӑсран кайнӑ ҫын пек канӑҫсӑр ҫӳреме тытӑнчӗ. Вӑл вӗҫне ҫити аптранӑ пек пулса кайрӗ. Пӑшӑрханса ӳкнӗ тияккӑн нимӗн пӗлмесӗр Краличе тинкерчӗ.

— Мӗн пулчӗ сана, чунӑм? Турра мухтав, пӗтӗмпех йӗркеллӗ-ҫке! — терӗ Викентий.

Кралич ун умӗнче чарӑнса тӑчӗ — пит-куҫӗ хӑйӗн чун тарӑхӗпе улӑшӑннӑччӗ, — чӑтса тӑрайман енне кӑшкӑрса каларӗ:

— Пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и, пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и? Апла ан пултӑр! — Вӑл хӑйне ҫамкинчен ҫупса илчӗ. — Мӗн пӑхса тӑран, Викентий? Ӑнланмастӑн-и? Ах, турӑмҫӑм! Ҫав курткӑ хам ҫийӗмре пулнине сана эп калама та маннӑ-ҫке! Ӗнер хулара темле пӗр ҫамрӑк та кӑмӑллӑ ҫын мана Марко бай патне кайма ҫул кӑтартрӗ те хӑй курткине хывса пачӗ, — пиншакӑм ҫӗтӗк-ҫатӑкчӗ манӑн. Соколов текенни ҫавах пулчӗ пуль эппин. Мана йӗрлеме тытӑнсан, курткӑм жандарм аллине лекрӗ. Хам ҫӗтӗк пиншак кӗсйинчен «Независимость» хаҫатпа пичетлӗ листовка кӑларса, ҫав куртка кӗсйине чикнӗччӗ, листовкине мана троянскӑри хӳтлӗхре каҫ выртнӑ чух панӑччӗ… Ӑна тата вӑл жандарма пенӗ тесе те айӑплаҫҫӗ иккен-ха, эпӗ револьвере сӗртӗнсе те пӑхмарӑм. Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Халь ӑнланатӑн-и ӗнтӗ? Ҫав ҫын мана пула хӗн курать!.. Шӑпа ылханӗ ҫиттӗрех ҫав мана — хама ырӑ тӑвакан ҫынна инкек кӑтартатӑп.

— Ӗҫсем начар иккен-ха, — кулянса каласа хучӗ Викентий. — Пулӑшма та ниепле май ҫук… Нимӗн те тӑваймастӑн. Пӗтӗмпе ҫавӑн пек пулса тӑчӗ..

Кралич ун еннелле ҫаврӑнчӗ, пичӗ-куҫӗ хӑйӗн ҫунса тӑрас пек.

— Мӗнле вӑл пулӑшма ан пултӑр? Хӑвах каларӑн-ха ӑна ырӑ ҫын тесе, мана пула ҫавӑн пек лайӑх патриот вилсе вырттӑр-и? Киревсӗр ҫын кӑна ҫавӑн пек тума пултарать! Ҫавӑнпа килӗшес пур-и ман?

Тияккӑн нимӗн калама аптраса шӑпах тӑчӗ.

— Ҫук ӗнтӗ, хам вилем те, ӑна хӑтарам!

— Кала-ха эппин, мӗн тума пулать вара? Эпӗ тем тума та хатӗр! — терӗ Викентий.

— Хамах хӑтаратӑп ӑна.

— Эсӗ-и?

— Эпӗ. Эп хӑтаратӑп ӑна. Пӗртен пӗр хам тумалли ӗҫ вӑл, пӗр эпӗ ҫеҫ ӑна хӑтарма та пултаратӑп! — кӑшкӑрса ячӗ хӗрсе кайнӑ Кралич, хӑй каллех урай тӑрӑх хӑвӑрт уткалама тытӑнчӗ; сӑнарӗ хӑйӗн кирек мӗнле паттӑрла ӗҫе тытӑнасса та кӑтартрӗ. — Тӗрмене сӗкӗнсе кӗрес пуль?

Викентий ӑна хӑрарах пӑхса илчӗ, тӗлӗнчӗ те. «Ӑсран каймарӗ-и вӑл?» — тесе шухӑшларӗ тияккӑн.

— Эс кала-ха, тухтӑра мӗнле ҫӑласшӑн? — ыйтрӗ вӑл.

— Эс сисместӗн-и?

— Ҫук.

— Каятӑп та влаҫсен аллине парӑнатӑп.

— Мӗнле апла? Хӑвах кайса парӑнатна?

— Хам пулмасӑр! Мана ҫавӑнта илсе кайӑр-ха тесе урӑххине йӑлӑнас-им? Итле-ха, Викентий, эп тӳрӗ ҫын, теприн асап хакӗпе хам пурнӑҫа тума шутламастӑп. Ҫакӑнта килсе ҫитиччен уйӑха яхӑн утрӑм иккен те, ирсӗр ӗҫ тӑвас тесе килтӗм пулчӗ-и? Ӗнтӗ кун-ҫулӑма мухтавлӑн параймастӑп пулсан, чӑнлӑхшӑн парас эппин… Ӑнлантӑн-и?.. Енчен эп тӗрӗксен влаҫне паянах парӑнмасан, «Соколов айӑплӑ мар; эп ӑна палламастӑп; курткӑна манран сӳсе илчӗҫ; листовкӑсем те манӑн; эпӗ хӑрушӑ ҫын, пӗтӗмпех хам айӑплӑ — тепӗр тесен, жандармне те эпӗ хамах петӗм — мана кирек те мӗн тӑвӑр» темесен, Соколов тухтӑра пӗтерсе хума пултараҫҫӗ: тӳрре тухма пултарайман пуль вӑл, тен, тӳрре тухасшӑн тӑрӑшса та пӑхман пуль… кала-ха эппин, тата мӗнле тума пулать?

Тияккӑн чӗнмесӗр тӑчӗ. Хӑйӗн тӳрӗ чунӗпе вӑл Кралич сӑмахӗ тӗрӗс иккенне ӑнланать-ха. Ырӑ ҫыннӑн йӗрки ҫавӑн пек кирлӗ чухне хӑйне тепри асӑнтаричченех пурнӑҫне хӗрхенменнипе паттӑр ятне илтет. Ҫак ҫын халь Викентие тата ытларах пархатарлӑ та ырӑ чунлӑ ҫын пек курӑнса кайрӗ. Кралич сӑнӗ-пичӗ ҫын хӑйӗн мухтавлӑ паттӑрлӑхне кӑтартнӑ чухнехи пек ҫуталнӑн курӑнать. Унӑн чунтан-вартан каланӑ тӳрӗ те хаваллӑ сӑмахӗсем Викентий чӗрине те ӑшӑ кӑмӑллӑн вырнаҫрӗҫ. Тияккӑн хӑй Кралич вырӑнӗнче пуласшӑн пулчӗ: вӑл та ҫавӑн пекех каланӑ пулӗччӗ, сӑмахӗ ҫине те тӑрӗччӗ. Чӗри ытла ҫемҫелнине пула ун куҫне куҫҫуль карса илчӗ.

— К. хулине ҫитес тесен ӑҫталла каймалла? — ыйтрӗ Кралич.

Ҫак самантра чӳречерен игуменӑн лапсӑркка пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Ҫамрӑк ҫынсем, хӗрсе калаҫнӑ май, ун ури сассине илтеймерӗҫ те. Кралич шартах сиксе илчӗ, тияккӑн енне пӑхрӗ.

Тияккӑн алӑкран тухрӗ, игуменпа пӗрле галерейӑ карлӑкӗ патнелле утрӗҫ те, тияккӑн аллисене сулкаласа, пӳлӗм чӳречи енне кӑтарта-кӑтарта, хӗрсе кайсах ӑна темӗн пирки кӑласа пама тытӑнчӗ. Шуйханнӑ Кралич ӑна пӳлӗмре кӗтсе тӑратчӗ.

Алӑк уҫӑлчӗ те, Викентипе Натанаил килсе кӗчӗҫ. Кралич игумен патнелле ярса пусрӗ, тутипе ун аллинчен сӗртӗнесшӗн пулса пӗшкӗнчӗ…

— Кирлӗ мар, ан чуп ту, тивӗҫместӗп ӑна эпӗ! — терӗ куҫҫульне чарайман игумен; вара Краличе, ыталаса илсе, ашшӗ хӑйӗн тахҫантанпа тунсӑхласа кӗтнӗ ывӑлне чуп тунӑ пек чуп туса илчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех