Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.17 04:53

Пуплевӗш: 452; Сӑмах: 4543

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Давыдова бригадӑна Разметнов кӑна ӑсатрӗ. Лавӗ ҫула май пулнӑ: сухаҫӑсене колхоз кладовойӗнчен апат-ҫимӗҫ ярса панӑ, бригадӑра ӗҫлекенсене ҫемйисем улӑштарса тӑхӑнма, кӗпе-йӗм, тумтир тавраш парса янӑ.

Давыдов чӗркеленсе пӗтнӗ, шупкалса кайнӑ атӑ тӑхӑннӑ урине урапа ҫинчен усса ларать, ватӑ ҫын евӗр пӗкӗрӗлнӗ хӑй, енчен енне тӗлсӗр пӑхкалать. Уртса янӑ пиншак айӗнчен хул калакӗсем шӗвӗр кӗтессем пек тухса тӑраҫҫӗ, ҫӳҫне вӑл нумайранпа кастарман, хура ҫӳҫӗн пысӑк пайӑркисем, лӗпки ҫине лартнӑ картусӗ айӗнчен тухса, сарлака тӗксӗм мӑйӗ ҫине, пиншакӗн вараланчӑк ҫухи ҫине пӗтӗркеленсе выртнӑ. Унӑн пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ темле илемсӗр те мӗскӗннӗн курӑнать…

Ун ҫине пӑхнӑ май, тем хытӑ ыратнӑ чухнехи пек, пит-куҫне пӗркелесе, Разметнов шухӑшларӗ: «Ав епле сӑхса илнӗ ӑна Лушка! Ну эсремет хӗрарӑмӗ! Мӗн тери йӗкӗте пӗтерчӗ, курмалӑх та хӑварман! Акӑ вӑл, юрату, мӗн кӑтартать пирӗн пек атьсене: ҫын ҫынахчӗ, халӗ купӑста кучанӗ чухлӗ те юлман».

Кам-кам, Разметнов вара «юрату мӗн кӑтартнине» пит лайӑх пӗлет. Марина Поярковӑна, иртнисене хӑшне-пӗрне аса илчӗ, ассӑн сывларӗ, унтан хаваслӑн кулса илчӗ те ял Советне уттарчӗ. Ҫурма ҫулта ӑна Макар Нагульнов тӗл пулчӗ. Яланхи пекех, салху, хутахай, ҫарти пек тирпейлӗ тумланнипе кӑштах мухтаннӑ пек, вӑл Разметнова сӑмах чӗнмесӗр алӑ пачӗ те, пуҫне сӗлтсе, урамран тухса каякан лав ҫине кӑтартрӗ:

— Куртӑн-и, мӗнле пулса кайнӑ Давыдов юлташ?

— Темшӗн начарланнӑ вӑл, — калаҫас килмен пек тавӑрчӗ Разметнов.

— Ун вырӑнӗнче чухне эп хам та кунтан-кун типсе пынӑ. Давыдов пирки калама та кирлӗ мар — хавшак! Кӗл тутар та тупӑка хур! Пурӑнчӗ вӗт ман патра хваттерте, курчӗ Лушка мӗнле пӑшал иккенне, унӑн куҫӗ умӗнче ҫав килти контрӑпа ҫапӑҫрӑм, акӑ, пӑх ӗнтӗ, юратса пӑрахнӑ! Мӗнле юратса пӑрахнӑ тата! Куртӑм Давыдова паян, ӗненетӗн-и, пӗтӗм чун ыратса кайрӗ: ырхан, темле пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, куҫран пӑхма вӑтанать, шӑлаварӗ вара, турӑҫӑм, мӗнле тытӑнса тӑрать унӑн, мӑнтарӑн, шӑлаварӗ! Куҫ умӗнчех пӗтет йӗкӗт! Лешне, ман арӑм пулнине, хӗллех, раскулачить туса, Тимошкӑ Рванӑйпа пӗрле сивӗ ҫӗре хуса ямалла пулнӑ. Тен, унта унӑн хӗрӳлӗхӗ чакнӑ пулӗччӗ.

— Эп сана пӗлмест тесе…

— Ха! «Пӗлмест!» Пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ пӗлместӗп иккен? Куҫа хупнӑ пулать? Маншӑн пулсан — ҫӑва патне, кирек кампа явӑҫтӑр, анчах эсӗ, вӗре ҫӗлен, ман Давыдова ан тӗкӗн, ан пӗтер манӑн савнӑ юлташӑма! Акӑ мӗнле тӑрать ыйту хальхи самантра!

— Асӑрхаттарас пулатчӗ сан ӑна. Эсӗ мӗншӗн шарламан вара?

— Мана асӑрхаттарма аван мар пулнӑ! Кӗтсех тӑр, кӗвӗҫнипе сивӗтет теме е урӑх мӗн те пулин шутлама пултарнӑ вӑл. Ак хӑв эсӗ, ку ӗҫе хутшӑнман ҫын, мӗншӗн шарламан-ха? Мӗншӗн эс ӑна хытӑ асӑрхаттарман?

— Выговорпа-и? — кулса илчӗ Разметнов.

— Выговорне вӑл урӑх ҫӗрте туянӗ, аллине усса ҫӳрет пулсан. Пирӗн иксӗмӗрӗн, Андрей, ӑна юлташла асӑрхаттармалла, текех кӗтме май ҫук. Лушка вӑл — вӗре ҫӗлен, унпа вӑл тӗнчери революциччен пурӑнма мар, йӑлтах тӗп пулать. Е юнлӑ чахотка каять, е пӗр-пӗр сифилис тавраш ҫаклатать, кӗтсех тӑр! Эпӗ, Лушкӑран хӑтӑлсан, тӗнчене ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек пултӑм: нимле венер чирӗсенчен те хӑрамастӑп, акӑлчан чӗлхине те аван вӗренетӗп, хам ӑспах нумай пӗлекен пултӑм, нимле учительсӗрех, парти ӗҫне те чипер туса пыратӑп, ытти ӗҫрен те пӑрӑнман. Кӗскен каласан, хамӑн урҫа пурнӑҫӑмра ман алӑ та, ура та ирӗклӗ, пуҫӑм та таса. Лушкӑпа пурӑннӑ чухне — эрех ӗҫмен, анчах кашни кун мухмӑрла пулнӑ. Хӗрарӑмсем пирӗншӗн, революционерсемшӗн, тӑванӑмҫӑм, каснӑ лартнӑ наркӑмӑш! Эпӗ ҫак сӑмахсене устава пысӑк саспаллисемпе ҫырса хунӑ пулӑттӑм — партире тӑракан кашни ҫын, кашни чӑн-чӑн коммунист, кашни сочувствующи ҫав ӑслӑ сӑмахсене куллен ҫывӑрас умӗн тата ирхине выҫӑ варла виҫӗ хут вуласа тухтӑр. Вара никам шуйттанӗ те, пирӗн хаклӑ Давыдов юлташ пек, ҫавнашкал пӑтӑрмаха лекмен пулӗччӗ. Эсӗ хӑвах шутла-ха, Андрей, ҫав ылханлӑ хӗрарӑм йӑхне пула мӗн чухлӗ лайӑх ҫын шар курнӑ! Шутласа та кӑларас ҫук! Вӗсене пула мӗн чухлӗ растрата тӑваҫҫӗ, мӗн чухлӗ ҫын ӗҫке ерет, вӗсене пула лайӑх ҫынсене парти енӗпе мӗн чухлӗ выговор панӑ, вӗсене пулах мӗн чухлӗ халӑх тӗрмере ларать — инкек кӑна!

Разметнов шухӑша кайрӗ. Пӗр вӑхӑт вӗсем, тахҫан тата хальтерех пулса иртнисене, хӑйсен пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӗл пулнӑ хӗрарӑмсене аса илсе, сӑмах чӗнмесӗр пычӗҫ. Макар Нагульнов сӑмса ҫуначӗсене сарса сывлать, ҫӳхе тутисене ҫӑт тытнӑ, стройри пек, хулпуҫҫисене сарса, салтак уттипе утса пырать. Унӑн пӗтӗм сӑнарӗнче яхӑнне парӑнми кӑмӑл палӑрса тӑрать. Разметнов пынӑ ҫӗртех е кулса илет, е каҫса кайсах аллипе сулкалать, е кӑтра сарӑ мӑйӑхне пӗтӗркелет, тутӑ кушак аҫи пек, куҫне хӗсет, хушӑран, пӗр е тепӗр хӗрарӑм чуна ытла та килӗшнине аса илсе пулас, пысӑк черкке эрех ӗҫнӗ евӗр, эхлетсе ярать, вӑхӑтран вӑхӑт ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илет:

— Ну, ну! Ах хӗрарӑм! Ну хӗрарӑм та! Ха эсӗ, ҫӗр ҫӑтасшӗ!..

* * *

Шырланпуҫ хыҫа юлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, Давыдова куҫпа виҫейми анлӑ ҫеҫен хир ҫӑтса ячӗ. Курӑкпа типсе ҫитмен хура тӑпран ӳсӗртекен шӑршине кӑкӑр тулли сывла-сывла, Давыдов вил тӑпри тӗмисен инҫетри речӗ ҫине нумайччен пӑхса пычӗ. Ҫав инҫетре кӑвакарса ларакан тӗмесем ӑна темшӗн тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ Балтика хумӗсене аса илтерчӗҫ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрине килсе хупланӑ тутлӑ тунсӑха сирсе яма вӑй ҫитереймесӗр, ассӑн сывласа ячӗ те сасартӑк шывланнӑ куҫӗсене тӗмесем ҫинчен илчӗ… Унтан унӑн тӗлсӗр пӑхкаласа пыракан куҫӗсем тӳпере курӑни-курӑнми пӑнча асӑрхарӗҫ. Ҫеҫен хирти хура ӑмӑрт кайӑк — вил тӑпри тӗммисен хуҫи — сивӗ тӳпере пӗр-пӗччен, патша пек мӑнаҫлӑн ярӑнса ҫӳрет, ҫаврӑна-ҫаврӑна вӗҫнӗ май палӑри-палӑрми анса пырать. Ним хускалми сарса пӑрахнӑ анлӑ, пуклак вӗҫлӗ ҫуначӗсем ӑна тӳпере ҫӳлте-ҫӳлте ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ, хирӗҫ вӗрекен ҫил, ӑмӑрт кайӑкӑн тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура тӗкне антӑхса ҫула-ҫула, унӑн ҫӑмламас патвар кӗлетки ҫумне ҫӑт вырттарать. Ҫаврӑннӑ май кӑшт тайӑлса, хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлнӑ чух аялтан та, умӗнчен те ӑна хӗвел пайӑркисем ҫутатса илеҫҫӗ, Давыдова вара ӑмӑрт кайӑк ҫуначӗсен айӗнчен, пӗр ҫуталса, пӗр сӳнсе, шурӑ хӗлхем тӑкӑннӑн туйӑнать.

…Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫен хир. Авалхи тӗмесене кӑвак ӑрша хупланӑ. Тӳпӗре ӑмӑрт кайӑк вӗҫет. Ҫил ҫинче курак ачашшӑн чӑштӑртатать… Давыдов хӑйне анлӑ хирте, вӗҫӗ-хӗррисӗр пӑсланса выртакан ҫеҫен хир ҫине салхуллӑн пӑхкаласа, ҫухалса кайнӑ пӗчӗк ҫын пек туйрӗ. Ҫак самантра ӑна Лушкӑна юратни те, уйрӑлнин хурлӑхӗ те, Лушкӑна курас кӑмӑлӗ те ниме тӑман вак-тӗвек япала пек туйӑнчӗ… Пӗтӗм чӗрӗ пурнӑҫран уйрӑлса, пӗччен тӑрса юлнӑ туйӑм ӑна хытӑ килсе пусрӗ, тахҫан-тахҫан ҫӗрле карап ҫинче «мала пӑхакан» пулнӑ чухнехи евӗрлӗ. Мӗн тери нумай вӑхӑт иртрӗ унтанпа! Тахҫан курнӑ, аран асра юлнӑ тӗлӗкри пек…

Хӗвел хытӑрах хӗрте пуҫларӗ. Кӑнтӑртан вӗрекен ӑшӑ ҫил вӑйланчӗ. Ҫеҫен хирти ҫын сайра ҫӳрекен ҫул тумхахӗсем ҫинче лӑпкӑн силленсе пыракан Давыдов пуҫне пӗкрӗ те хӑй сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗ.

Лашасем ӑна начарскерсем лекрӗҫ, лавҫи — ватӑла пуҫланӑ Иван Аржанов колхозник — чӗмсӗрскер, хуторта ӑна пурте тӑмсайрах этем, теҫҫӗ. Нумай пулмасть хӑйне пӑхма хушнӑ лашасене вӑл питӗ хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа вӗсене бригадӑн хирти станне ҫитиех тенӗ пек йӑлӑхтарса ҫитермелле лӑпкӑ уттарса пычӗ. Ҫурма ҫула ҫитсен, тӗлӗрсе пыракан Давыдов вӑранчӗ те тӳсеймесӗр хыттӑн ыйтрӗ:

— Мӗн эс, Иван пичче, ярмаркӑна чӳлмек леҫместӗн пулӗ-ҫке? Ҫӗмӗресрен хӑратӑн-и? Мӗншӗн пӗрмай уттипе пыратӑн?

Аржанов ҫаврӑнса ларчӗ те нумайччен сӑмах чӗнмерӗ. Унтан хӑйӑлтатакан сасӑпа хуравларӗ:

— Эп мӗнле «чӳлмек» леҫнине пӗлетӗп, эс хуть колхоз председателӗ пулсан та, лашасене усӑсӑр чуптарттараймӑн мана, шалишь, тӑванӑм!

— Кам калать сана — «усӑсӑр» тесе? Эсӗ хуть анаталла юрттар вӗсене! Тиенӗ лав мар, пушӑлла темелле, факт!

Нумайччен шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн Аржанов кӑмӑлсӑр каларӗ:

— Выльӑх хӑех пӗлет вӑл: хӑҫан уттипе каймалла, хӑҫан — юртӑпа.

Давыдов чӑнласах ҫилленме пуҫларӗ. Тарӑхнине пытармасӑр, вӑл хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Ак тамаша! Эсӗ тата мӗн тума! Мӗншӗн сан аллуна тилхепе тыттарнӑ? Мӗншӗн эсӗ лав ҫинче вырӑн йышӑнатӑн? Ну-ка, пар кунта тилхепӳне!

Халӗ ӗнтӗ Аржанов вӑр-вар хуравларӗ:

— Тилхепене ман алла лашасене тытса пыма панӑ, вӗсем каяс ҫӗре кайччӑр, каймас ҫӗре мар. Сана эпӗ хӑвна юнашар ларса пыни килӗшмест пулсан, вырӑн йышӑнатӑп пулсан, анса, лавпа юнашар утма пултаратӑп, анчах тилхепене сан алла памастӑп, шалишь, тӑванӑм!

— Мӗншӗн памастӑн-ха вара? — ыйтрӗ Давыдов, хӑй ҫине пӑхма пачах шутламан лавҫӑн питне курма кӑлӑхах тӑрӑшса.

— Эсӗ хӑв тилхепӳне мана паратӑн-и?

— Мӗнле тилхепене? — тӳрех ӑнланса илеймерӗ Давыдов.

— Тилхепене ҫав! Сан алӑра пӗтӗм колхоз тилхепи-ҫке, сана халӑх пирӗн колхозӑн пӗтӗм хуҫалӑхне тытса пыма шанса панӑ. Эсӗ мана ҫав тилхепене паратӑн-и? Памастӑн, калӑн тата: «Шалишь, пичче!» тейӗн. Эпӗ те ҫавах: эп сан тилхепӳне ыйтмастӑп-ҫке? Эсӗ те манран ан ыйт!

Давыдов хаваслӑн кулса илчӗ. Халӗ кӑна пулнӑ ҫилли унӑн йӑлтах иртсе кайрӗ.

— Ну, калӑпӑр, хуторта пушар тухсан, эсӗ унта та шыв пичкине ҫакӑн пек йӑраланса турттарӑн-и? — ыйтрӗ Давыдов, лешӗ мӗн каласса хытӑ кӗтсе.

— Пушара пичке турттарма ман йышши ҫынсене ямаҫҫӗ…

Халӗ тин, Аржанов ҫине айккинчен пахса, Давыдов унӑн ҫилпе кушӑрканӑ, вистенсе тӑракан янахӗсем ҫинче йӑл кулнипе пулнӑ вӗт пӗркеленчӗксене асӑрхарӗ.

— Кам йышшисене яраҫҫӗ, сан шутпа?

— Санпа Макар Нагульнов йышшисене.

— Мӗншӗн апла?

— Хуторта эсир иксӗр кӑна хытӑ ҫӳреме юрататӑр, хӑвӑр та сиккипе пурӑнатӑр…

Давыдов пӗҫҫе ҫапса, пуҫне каялла ывӑтса, чунтан ахӑлтатса кулса ячӗ. Кулнипе сывлӑшне те ҫавӑраймасӑр:
— Апла, чӑнах та пушар тухас пулсан, пирӗн ӑна Макарпа иксӗмӗрӗн кӑна сӳнтермелле-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, мӗншӗн! Сирӗн, Макарпа иксӗрӗн, шыв кӑна турттармалла, лашасене сиккипе чуптармалла, вӗсем ҫинчен енчен енне кӑпӑк сирпӗнсе тӑтӑр, сӳнтерессе эпир, колхозниксем, сӳнтеретпӗр, — кам витрепе, кам пакурпа, кам пуртӑпа… Пушарта хушса тӑраканни Разметнов пулать, урӑх никам та мар…

«Ак сана тӑмсай пичче!» — чунтан тӗлӗнсе шухӑшларӗ Давыдов. Пӗр самант чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн вӑл:
— Мӗншӗн-хӑ эс шӑпах Разметнова пушар начальникӗ туса хутӑн? — тесе ыйтрӗ.

— Ӑслӑ ача эс, анчах тавҫӑрса илейместӗн, — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса каларӗ Аржанов. — Кам мӗнле пурӑнать, пушарта унӑн ӗҫӗ те ҫапла пулмалла, кӑмӑлне кура, тенӗ пек. Акӑ эсир Макарпа сиккипе пурӑнатӑр, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сире канӑҫ ҫук, ыттисене те канӑҫ памастӑр, ҫавӑнпа сирӗн, чи харсӑр та йӑрӑ ҫынсен, пӗр чарӑнмасӑр шыв турттармалла; шывсӑр пушар сӳнтереймӗн, ҫапла-и? Андрюшка Разметнов вӑл — юртӑпа пурӑнать, лӗпсӗртетет, пушӑ кӑтартмасӑр, ытлашши чупмасть, ура та ярса пусмасть… Апла пулсан, унӑн атаман пуҫӗпе мӗн тӑвасси юлать-ха? Алла пилӗке тытса, хушса тӑмалла, шавламалла, арпаштармалла, ҫынсене ӗҫлеме чӑрмантармалла. Эпир, халӑх ӗнтӗ, халлӗхе ерипен, уттипе пурӑнатпӑр-ха, ҫавӑнпа пирӗн ытлашши хӗвӗшмесӗр, васкамасӑр ӗҫ тумалла, пушар сӳнтермелле…

Давыдов ал лаппипе Аржанова ҫурӑмӗнчен ҫапрӗ те, ӑна хӑй енне ҫавӑрса, унӑн чеен кулакан куҫӗсемпе сухалланса кайнӑ кӑмӑллӑ питне ҫывӑхранах курчӗ. Йӑл кулса илсе, каларӗ:

— Эсӗ, Иван пичче, чӗмере иккен!

— Ну, эсӗ те, Давыдов, чӗмеререн кая мар! — хаваслӑн хушса хучӗ лешӗ.

Вӗсем малтанхи пекех ерипен уттарса пычӗҫ, анчах Давыдов, хӑй тӑрӑшни кӑлӑхах пулнине кура, Аржанова васкатмарӗ ӗнтӗ.

Вӑл, лав ҫинчен сике-сике анса, юнашар утса пычӗ е каллех лав ҫине ларчӗ. Колхоз ӗҫӗсем ҫинчен, пурин ҫинчен те пӑртакшар калаҫкаласа, Давыдов ҫакна ытларах та ытларах ӑнланса илчӗ: унӑн лавҫи — пачах катӑк ӑслӑ ҫын мар: пурин ҫинчен те вӑл йӗркеллӗ, пӗлсе калаҫать, анчах пур ӗҫе те темле хӑйне евӗр хак парать, яланхи пек мар, урӑхла виҫепе виҫет.

Инҫетре хирти стан курӑнса кайрӗ, ун тӗлӗнче бригада кухнин чӗлтӗр-чӗлтӗр тӗтӗмӗ кӑтраланса хӑпарать.

— Ҫук, чӑнах, Иван пичче, лашасемпе эсӗ пурнӑҫра ялан уттипе ҫӳретӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов.

— Ҫаплах ҫӳретӗп.

— Мӗншӗн-ха эс мана хӑв ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫӳрени ҫинчен малтанах каламарӑн. Эпӗ санпа килмен пулӑттӑм, факт!

— Мӗн тума ман хама хам малтанах мухтас? Ак халӗ эп мӗнле ҫӳренине хӑвах куратӑн. Пӗр хут ларса пыратӑн та манпа, урӑх — пырас ҫук.

— Мӗне кура ун пек ҫӳретӗн-ха эс? — кулса ыйтрӗ Давыдов.

Тӳрех ответ парас вырӑнне Аржанов юптарса каларӗ:

— Ӗлӗк чух ман кӳршӗ, платник, чарӑна пӗлми ӗҫетчӗ. Аллисем ылттӑн, анчах хӑй чараксӑр ӗҫет. Тытӑнса пурӑнать-пурӑнать те, унтан, черкке шӑршласа пӑхсанах, пуҫлать вара пӗр уйӑх сӗрем кӑларма! Хӑй ҫийӗнче мӗн пуррине, ырӑ ҫыннӑм, йӑлт ӗҫсе ярать, нимӗн те хӑвармасть.

— Ну?

— Ну, ывӑлӗ ун ҫӑвара пӗр тумлам ямасть. Эсӗ юптарса мар, чипертерех кала.

— Кунтан чипер мӗнле калӑн, ырӑ ҫыннӑм. Манӑн вилнӗ атте маттур сунарҫӑ пулнӑ, унтан ытла — юлан утпа ҫӳреме юратнӑ. Ҫар службинче чухне полкри утсен ӑмӑртӑвӗнче, хӗҫпе касса, юланутпа ӑста чупса, ялан чи паха парнесем илнӗ. Ҫартан таврӑнсан — станицӑри ӑмӑртусенче кашни ҫул парне ҫаклатнӑ. Вӑл ман тӑван атте пулин те, усал ҫын пулнӑ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! йӑкӑс ҫын, вӗҫкӗн казак пулнӑ… Кашни ир кӑмакари вут ҫинче пӑта хӗртетчӗ те мӑйӑхне ҫав пӑта ҫине авраса кӑтралататчӗ. Халӑх умӗнче илемӗпе мухтанма юрататчӗ, хӗрарӑмсем умӗнче пушшех… Юланутпа епле ҫӳретчӗ. Турӑ ан хуштӑрах! Калӑпӑр, унӑн пӗр-пӗр ӗҫпе станицӑна каймалла, вӑл хӑйпе ҫарта пулнӑ утне витӗрен илсе тухать, йӗнерлет ӑна — тӳрех сиккипе! Кил карти тавра чуптарса ҫаврӑнать те ҫатан карта урлӑ тӳрех сиктерет, хыҫран ҫавра ҫил явӑнса пырать. Юртӑпа е уттипе нихҫан та ҫӳремен. Станицӑна ҫитиччен ҫирӗм тӑватӑ ҫухрӑм — шак сиккипе, унтан та ҫаплах. Маттурлӑхне кӑтартма вӑл мулкачсене утпа хӑваласа тытма юрататчӗ. Асту, кашкӑрсене мар, мулкачсене! Ӑҫта та пулин хыт хура ӑшӗнчен хӑвса кӑларать те ҫав мулкача, ҫырмана тарса пытанма памасӑр, хуса ҫитсе вӑрӑм пушӑпа ҫапса ҫурать е утпа таптаса вӗлерет. Сиккипе пыракан ут ҫинчен мӗн чухлӗ сирпӗнсе юлман пулӗ вӑл, мӗн чухлӗ аманман, ҫавах хӑйне май йӑпанма пӑрахман. Мӗн чухлӗ лаша пӗтернӗ вӑл хуҫалӑхра. Эп астӑвасса ултӑ лашана тӗп турӗ. Хӑшӗ пынӑ ҫӗртех ӳксе вилет, хӑшӗ уксахлакан пулать. Аннепе иксӗмӗре нимӗнсӗр тӑратса хӑварчӗ! Пӗр хӗлте ун айӗнче икӗ ут ӳксе вилчӗ. Сиккипе пынӑ ҫӗрте такӑнать те шӑн ҫӗр ҫине пырса ҫапӑнать — пӗтрӗ те! Пӑхатпӑр — атте ҫуран килет, хул пуҫҫи ҫинче йӗнер йӑтса пырать. Анне вара чунтан татӑлса макӑратчӗ, аттешӗн нимӗн те мар! Пӗр виҫӗ кун выртать, эхлетет-эхлетет те, ӳчӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем сӳнме те ӗлкӗреймеҫҫӗ, вӑл каллех сунара хатӗрленет…

— Лашасем ӳке-ӳке вилнӗ, хӑй вӑл мӗнле сывӑ юлнӑ-ха?

— Лаша вӑл — йывӑр чӗрчун. Вӑл, сиккипе пынӑ ҫӗртен ӳкнӗ чух, ҫӗре ӳкиччен виҫӗ хут чике мӑйраки туса илет. Аттене — мӗн? Вӑл йӗнер пускӑчне ярать те вӗҫет чӗкеҫ пек. Ну, пырса ҫапӑнать, ӑнсӑр пулса выртать, хӑйне кирлӗ чухлӗ, тӑн кӗриччен, унтан тӑрать те киле ҫуран таврӑнать. Харсӑр пулнӑ, шуйттан! Шӑммисене унне тимӗртен туптанӑ тейӗн.

— Вӑйлӑ йӗкӗт пулнӑ! — тӗлӗнсе каларӗ Давыдов.

— Вӑйли вӑйлӑ та, анчах ӑна хирӗҫ те вӑй тупӑннӑ…

— Мӗн?

Вӗлерчӗҫ ӑна пирӗн хуторти казаксем.

— Мӗншӗн вара? — интересленсе ыйтрӗ Давыдов, пирус тивертсе.

— Мана та пирус пар-ха, ырӑ ҫыннӑм.

— Эсӗ туртмастӑн-ҫке, Иван пичче?

— Туртасса туртмастӑп та, хӑш чухне иртӗнкелетӗп. Халӗ ак ҫак иртсе кайнӑ историе аса илтӗм те, ҫӑвар темле типсе, ӗнтӗхсе кайрӗ… Ӑна мӗншӗн вӗлернӗ, тетӗн-и? Тивӗҫлӗ пулнӑ…

— Ҫапах та, мӗншӗн?

— Хӗрарӑмшӑн вӗлернӗ ана, хӑйӗн еркӗнӗшӗн. Качча кайнӑ хӗрарӑм пулнӑ вӑл. Ну, упӑшки ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлнӗ. Вӑл аттене пӗччен тапӑнма хӑранӑ: атте ҫӳлӗ мар, анчах акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫын пулнӑ. Атте еркӗнӗн упӑшки вара хӑйӗн икӗ тӑван пиччӗшне хӗтӗртнӗ. Ку ӗҫ ҫӑварнире пулса иртнӗ. Виҫҫӗшӗ вӗсем аттене ҫырмара сыхласа тӑрса тытнӑ… Турӑ каҫартӑрах, мӗн тери хӗненӗ вӗсем ӑна! Чукмарпа, темле тимӗрпе ислетнӗ… Ирхине аттене киле ҫӗклесе пырсан, вӑл тӑна кӗменччӗ-ха, хӑй, чугун пек, хуп-хура. Ҫӗрӗпех тӑна кӗмесӗр пӑр ҫинче выртрӗ. Ҫӑмӑлах пулман пулӗ ӑна, э? Пӑр ҫинче! Тепӗр эрнерен калаҫма пуҫларӗ, хӑйне мӗн каланине те ӑнланакан пулчӗ. Кӗскен каласан, тӑн килсе кӗчӗ ӑна. Анчах икӗ уйӑх вырӑн ҫинчех выртрӗ, хӑй юн сурать, аран-аран калаҫать. Унан пӗтӗм варне витернӗ. Тусӗсем курма пыратчӗҫ, тӗпчетчӗҫ: «Кам хӗнерӗ сана, Федор? Кала, эпир ӑна…» Анчах вӑл ним те шарламасть, йӑвашшӑн кулать кӑна, куҫне хӗсет, анне тухса кайсан пӑшӑлтатса калать: «Астумастӑп, тӑвансем. Нумай арҫын умӗнче айӑплӑ эпӗ».

Анне миҫе хут ун умне чӗркуҫленсе ларса ыйтман пулӗ: «Чунӑмҫӑм Федюшка, мана та пулин кала-ха: кам сана вӗлерме алӑ ҫӗкленӗ? Кала, Христос ячӗпе ыйтатӑп, кала, пӗлес килет: манӑн кама вилӗм сунса кӗл тумалла!» Анчах атте аллине ун пуҫӗ ҫине хурать те ӑна ачана ачашланӑ пек ачашласа калать: «Пӗлместӗп камне. Тӗттӗмччӗ ун чух, паллаймарӑм. Хыҫран пырса, пуҫран ҫапрӗҫ, ураран ӳкерчӗҫ, пӑр ҫинче хама кам тӳнине курса юлаймарӑм…» Е ҫавӑн пекех йӑвашшӑн кулса илет те калать: «Иртсе кайнине мӗншӗн асӑнас, чунӑмҫӑм? Ҫылӑхӗ ман — отвечӗ те ман…» Ҫылӑх каҫарттарма пупа чӗнсе пычӗҫ, пупа та вӑл нимӗн те каламарӗ. Ҫав тери ҫирӗп ҫын пулнӑ!

— Пупа каламаннине эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?

— Эпӗ кравать айӗнче вӑрттӑн итлесе выртрӑм. Анне хушрӗ. «Кӗр, тет, Ванятка, кравать айне, итле, тен, вӑл хӑйне хӗнекенсен ятне пачӑшкӑна каласа парӗ». Анчах атте вӗсем ҫинчен нимӗн те каламарӗ. Пуп ыйтӑвӗсене хирӗҫ: «Ҫылӑхлӑ, пачӑшкӑ», — тесе пилӗк хутчен каларӗ тӗ ыйтать: «Митрий атте, леш тӗнчере утсем пур-и?» Пуп, ахӑртнех, хӑраса ӳкрӗ пулас, хӑвӑрт-хӑвӑрт калать: «Мӗн эс, мӗн эс, турӑ чури Федор! Мӗнле лашасем пулччӑр унта! Эсӗ чунна ҫӑлас пирки шутла!» Аттене вӑл нумайччен намӑслантарчӗ, ӳкӗтлерӗ, атте нимӗн те шарламасть, унтан калать: «Леш тӗнчере утсем ҫук, тетӗн апла? Шел. Пулнӑ пулсан, эпӗ унта ут кӗтӳҫне кӗрӗшӗттӗм… Ҫук пулсан, леш тӗнчере манӑн ӗҫ те ҫук. Вилместӗп, ҫавӑ кӑна!» Пуп васкаса сыптарчӗ ӑна, хӑй питӗ кӑмӑлсӑр, питӗ усал тухса кайрӗ. Эпӗ мӗн илтнине аннене йӑлтах каласа патӑм; вӑл макӑрса ячӗ: «Ҫылӑхпа пурӑнчӗ, ҫылӑхпа вилет ӗнтӗ пирӗн тӑрантаканӑмӑр!» — тет.

Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана». Ку вӑхӑтра хуҫалӑхра пирӗн виҫӗ ҫулхи кӗсре кӑна юлнӑччӗ. Анне вӑл мӗн каланине илтрӗ те макӑрса ячӗ: «Юланутпа ҫӳремӗ-и халӗ сана, Федя? Ура ҫинче те аран тӑрӑтӑн! Хӑвна хӑв хӗрхенместӗн пулсан, мана, ачасене хӗрхен!» Вӑл кулса ячӗ те калать: «Эп вӗт, амӑшӗ, пурнӑҫра нихҫан та ҫуран ҫӳремен. Вилес умӗн те пулин хуть йӗнер ҫине ларма, юлашки хут кил картинче уттарса ҫӳреме ирӗк пар ӗнтӗ мана. Кил карти тавра иккӗ ҫаврӑнатӑп та — пӳрте».

Эпӗ кӗсрене тухса йӗнерлерӗм, крыльца умне илсе пытӑм. Анне аттене хулран тытса илсе тухрӗ. Вӑл икӗ уйӑх хырӑнман, анчах пирӗн тӗттӗм пӳртре ун сӑнӗ мӗнле улшӑнни палӑрман… Эп ун ҫине хӗвел ҫутинче пӑхрӑм та, манӑн вӗри куҫҫуль пӑчӑртатса тухрӗ! Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ… Вӑл темле асаплӑ кулӑпа кулман пулсан, — эпӗ, тен, макӑрман та пулӑттӑм, кунта ниепле те тӳсеймерӗм… Вӑл чӗлпӗре ман алӑран илчӗ, ҫилхерен ярса тытрӗ, анчах сулахай алли ун хуҫӑк пулнӑ, тин кӑна сыпӑннӑ. Эпӗ ӑна пулӑшас терӗм, анчах вӑл хушмарӗ. Ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ! Хӑй алсӑр пулнинчен те вӑтанатчӗ. Паллах, унӑн, ӗлӗкхи пекех, йӗнер ҫине, кайӑк пек вӗҫсе хӑпарас килнӗ, анчах пулмарӗ… Пускӑч ҫине пусса ҫӗкленчӗ вӑл, анчах сулахай алли итлемерӗ, пӳрнисем тытмарӗҫ, вӑл ҫӗре месерле персе анчӗ… Аннепе иксӗмӗр ӑна пӳрте ҫӗклесе кӗтӗмӗр. Малтан вӑл ӳсӗрнӗ чух кӑна юнлӑ сурнӑ пулсан, халӗ ун пырӗнчен юн пӑрӑхран юхнӑ пек юхма пуҫларӗ. Анне каҫ пуличченех валашка умӗнчен каймарӗ, юнлӑ ал шӑллисене ҫуса тасатма ӗлкӗреймест. Пупа чӗнтертӗмӗр. Вӑл ҫӗрле аттене кӗл турӗ, анчах мӗн тери тӗлӗнмелле ҫирӗп ҫын пулнӑ вӑл! Кӗл тутарнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш талӑкра кӑна, каҫ пулас умӗн, салхуланчӗ, вырӑн ҫинче туртӑшма пуҫларӗ, унтан сиксе тӑчӗ те анне ҫине пӑтранчӑк, анчах хаваслӑ куҫӗсемпе пӑхать: «Кӗл тутарнӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫине ҫара уран пусма юрамасть, теҫҫӗ, анчах эпӗ кӑшт та пулин тӑрам-ха… Ҫак ҫӗр ҫинче эп ҫуран та, утпа та нумай ҫӳренӗ, кунтан кайма мана питӗ шел… Амӑшӗ, пар-ха мана хӑвӑн аллуна, ку пурнӑҫра вӑл нумай ӗҫленӗ…»

Анне унӑн аллине пырса тытрӗ. Вӑл ҫурӑмӗ ҫине таянчӗ, чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатнӑ пек ерипен каларӗ: «Ман айӑпа пула ку алӑ куҫҫуль те сахал мар шӑлнӑ…» — стена еннелле ҫаврӑнчӗ те вилчӗ, кайрӗ леш тӗнчене Власий туррӑн ут кӗтӗвӗсене кӗтме…

Аса илӳсен хурлӑхӗ килсе пуснипе пулас, Аржанов вӑрах чӗнмерӗ. Давыдов ӳсӗркелерӗ, ыйтрӗ:

— Итле-ха, Иван пичче, эс ӑҫтан пӗлетӗн-ха, хӑв аҫуна лешӗн упӑшки… ну, пӗр сӑмахпа каласан, хӑй еркӗнӗн упӑшки тата ун пиччӗшӗсем хӗненине? Е хӑв ҫапла шутлатӑн-и? Чухлатӑн-и?

— Мӗн чухламалли! Атте мана вилес умӗн пӗр кун маларах хӑй каларӗ.

Давыдов тӗлӗннипе урапа ҫинче кӑшт ҫӗкленсе илчӗ.

— Мӗнле каларӗ?

— Ҫаплах каларӗ. Ирхине анне ӗне сума тухрӗ, эпӗ сӗтел хушшинче ларатӑп, шкула каяс умӗн урок хатӗрлесе ҫитерме васкатӑп, илтетӗп — атте пӑшӑлтатать: «Ваняткӑ, кил-ха ман пата». Эпӗ пытӑм. Вӑл пӑшӑлтатать: «Ман патӑрах пӗшкӗн». Эпӗ пӗшкӗнтӗм. Вӑл ерипен калать: «Акӑ мӗн, ывӑлӑм, эсӗ ӗнтӗ вун виҫҫе пусрӑн, ман хыҫҫӑн эсӗ хуҫа вырӑнне юлатӑн, асту: мана Аверьян Архиповпа унӑн икӗ пиччӗшӗ, Афанасийпе хӑрах куҫлӑ Сергей, хӗнерӗҫ. Вӗсем мана тӳрех вӗлернӗ пулсан, — эпӗ вӗсене вӗчӗ тытман пулӑттӑм. Лере, ҫырмара, тӑна ҫухатиччен эпӗ вӗсенчен хама вӗлерме ыйтрӑм. Анчах Аверьян мана ҫапла каларӗ: «Ҫӑмӑл вилӗм пулас ҫук сана, ҫӗлен! Суранпа пурӑн, хӑв юнна умран юличчен, тӑраниччен ҫӑт, унтан кӑнса вырт!» Акӑ мӗншӗн эпӗ Аверьяна вӗчӗ тытатӑп. Вилӗм ман пуҫ вӗҫӗнче тӑрать, ҫапах Аверьяна вӗчӗ тытатӑп! Халӗ эс пӗчӗк-ха, ӳссе ҫитӗнсен — ман асапа аса ил те вӗлер Аверьяна! Эпӗ сана мӗн хушнине никама та ан кала — аннӳне те, тӗнчере никама та. Тупа ту, каламастӑп тесе». Эпӗ тупа турӑм, хам макӑрмастӑп, аттен мӑйри хӗресне чуп турӑм…

— Ха эс, мур илесшӗ, ӗлӗк Кавказра черкессем патӗнче пулнӑ пекех! — терӗ Давыдов, Аржанов каласа панипе тӗлӗнсе.

— Черкессен — чӗре, вырӑссен чӗре вырӑнӗнче чул, тетӗн-им? Ҫынсем, ырӑ тусӑм, пурте пӗрех.

— Малалла мӗн? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Давыдов.

— Аттене пытартӑмӑр. Масар ҫинчен таврӑнтӑм та пӳртре, алӑк янахӗ ҫумне тӑрса, пуҫ тӗлӗнче кӑранташпа йӗр турӑм. Кашни уйӑхрах эп хам пӗвӗме виҫеттӗм, паллӑ тӑваттӑм: Аверьяна ҫапса пӑрахма хӑвӑртрах ӳсес килетчӗ… Ҫапла килте хуҫа пулса тӑтӑм, ку вӑхӑтра эпӗ вун иккӗре пулнӑ, мансӑр пуҫне, анне аллине татах ҫичӗ ача юлчӗҫ, хӑйсем пӗчӗкрен пӗчӗк. Атте вилнӗ хыҫҫӑн анне тӑтӑшах чирлекелеме пуҫларӗ, эй, турӑ, мӗн чухлӗ асап, хурлӑх тӳсме тиврӗ пире! Атте темле путсӗр пулнӑ пулин те, вӑл асма та пӗлнӗ, ӗҫлеме те пӗлнӗ. Ытти хӑш-пӗр ҫынсемшӗн вӑл ирсӗр этем пулнӑ пулсан, пирӗншӗн, ачасемпе аннешӗн, хамӑр ҫын, тӑван ҫын пулнӑ: вӑл пире тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ, пирӗншӗн вӑл ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хирте пилӗкне авнӑ. Ун чух хул-ҫурӑм хевти кӗрсех ҫитеймен-ха ман, анчах пӗтӗм хуҫалӑха тытса пыма, ҫитӗннӗ казак пекех ӗҫлеме тиврӗ. Атте пурӑннӑ чухне эпир тӑваттӑн шкула чупаттӑмӑр, вӑл вилсен, вӗренме пурин те пӑрахмалла пулчӗ. Нюркӑна — вунӑ ҫулхи йӑмӑкӑма — анне вырӑнне апат пӗҫерме, ӗнӗ сума майлаштартӑм, шӑллӑмсем мана хуҫалӑхра пулӑшатчӗҫ. Анчах эпӗ кашни уйӑхрах, алӑк янахӗ ҫумне тӑрса, хам пӗве виҫме манман. Анчах ҫав ҫул эпӗ питӗ япӑх ӳсрӗм — хурлӑхпа асап мана ярӑнса ӳсме паман. Леш Аверьяна вара, кашкӑр ҫури хӑмӑш ӑшӗнчен кайӑка сыхланӑ пек, куҫран вӗҫертместӗм. Эпӗ унӑн кашни утӑмне сӑнаса тӑнӑ; ӑҫта ҫӳрет вӑл, ӑҫта каять, — эп йӑлтах пӗлнӗ…

Вырсарникунсенче ман тантӑшсем тӗрлӗ вӑйӑсем вылятчӗҫ, манӑн ерҫӳ ҫук, эпӗ килте асли. Ытти кунсенче вӗсем шкула ҫӳретчӗҫ, эпӗ килте выльӑх пӑхатӑп… Хамӑн йывӑр пурнӑҫшӑн хурланнипе вӗри куҫҫуль тухатчӗ! Пыра-киле хам тантӑшсенчен пӑрӑнма пуҫларӑм, ҫынсемпе хутшӑнми пултӑм, чӗнместӗп, чул пек, халӑх хушшине тухас килмест… Вара хуторта ман ҫинчен ҫапла калама пуҫларӗҫ: Ванькӑ Аржанов кӑшт тӑмсайрах, ӑсӗ катӑкрах. «Йӗксӗксем! — шухӑшлаттӑм хам, — сире ман вырӑна лартасчӗ! Ман пурнӑҫра эсир ӑсланнӑ пулӑттӑр-ши?» Вара эпӗ хамӑр хуторти ҫынсене йӑлтах курайми пултӑм, никам ҫине те куҫпа пӑхас килмест!.. Пар-ха мана, ырӑ ҫыннӑм, тепӗр пирус.

Аржанов пирусне майсӑр ярса тытрӗ. Пӳрнисем унӑн палӑрмаллах чӗтреҫҫӗ. Вӑл, куҫне хупса, Давыдов пирусӗнчен хӑй пирусне пакка-пакка вӑраххӑн тивертрӗ.

— Аверьян мӗнле?

— Мӗн ӑна — Аверьяна? Пурӑннӑ кӑмӑлне кура. Ман атте юратӑвӗшӗн арӑмне каҫарма пултарайман вӑл, вӗлерес пек хӗненӗ, тепӗр ҫултан ӑна шӑтӑка чикрӗ. Кӗркунне тӗлне тепре авланчӗ, хамӑр хуторти ҫамрӑк хӗре илчӗ. «Ну, — шухӑшларӑм эп ун чухне, — нумаях пурӑнаймӑн-ха эс, Аверьян, ҫамрӑк арӑмупа…

Аннерен вӑрттӑн укҫа пухма пуҫларӑм, кӗркунне вара, тырра ҫывӑхри пункта кайса хывас вырӑнне, эпӗ пӗччен Калача тухса кайрӑм, унта пӗр лав тулӑ сутрӑм та пасарта алӑран пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал тата вунӑ патрон туянтӑм. Киле таврӑннӑ чух пӑшала персе пӑхрӑм, виҫӗ патрон пӗтертӗм. Япӑх перетчӗ пӑшалӗ: боек пистонне тӳрех ватмасть, виҫҫӗ персе иккӗшӗ каймарӗҫ; виҫҫӗмӗш патрон кӑна кӗрӗслетрӗ. Киле ҫитсен, ҫак пӑшала сарай ҫуначӗ айне пытартӑм, хам мӗн туянни ҫинчен никама та каламарӑм. Акӑ пуҫларӑм хайхи Аверьяна сыхлама… Нумайччен ӗҫ тухмарӗ ман. Е ҫынсем кансӗрлеҫҫӗ, е урӑх пӗр-пӗр сӑлтав ӑна персе ӳкерме памасть. Анчах хам кӗтӗме ҫапах кӗтсе илтӗм! Нимрен ытла, манӑн ӑна хуторта вӗлерес килмен, ав епле чӑрмав! Пукравӑн малтанхи кунӗ вӑл станицӑна ярмаркӑна кайрӗ, пӗчченех, арӑмӗсӗр кайрӗ. Эпӗ вӑл пӗччен кайни ҫинчен пӗлтӗм те сӑх-сӑхса илтӗм, унсӑрӑн иккӗшне те пемелле пулатчӗ. Талӑк ҫурӑ эпӗ ҫимен, ӗҫмен, ҫывӑрман, ҫул хӗрринчи шырланта ӑна сыхласа выртнӑ. Ҫак шырланта эпӗ чунтан кӗл тунӑ, Аверьян станицӑран хуторти казаксемпе пӗрле мар, пӗччен таврӑнтӑр тесе, турра тархасланӑ. Ырӑ турӑ ман ача кӗллине илтрӗ! Тепӗр кун каҫалапа пӑхатӑп — Аверьян пӗчченех килет. Унччен миҫе лав ирттерсе ямарӑм-ши, миҫе хут ман чӗре сиксе тухас пек тапман-ши: инҫетрен ҫул тӑрӑх Аверьян лашисем чупса килнӗнех туйӑнать… Ман тӗле ҫитрӗ вӑл, эпӗ шырлантан сиксе тухрӑм та каларӑм: «Ан, Аверьян пичче, турра кӗл ту!» Вӑл хут пек шуралса кайрӗ, лашисене чарчӗ. Ҫӳллӗ те тӗреклӗ казакчӗ Аверьян, анчах манпа мӗн тума пултарнӑ-ха вӑл? Ман алӑра пӑшал-ҫке. Кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл мана: «Мӗн тума шутларӑн эс, ҫӗлен ҫури?» Эпӗ ӑна: «Ан та чӗркуҫленсе лар! Эпӗ мӗн тума шутланине халех пӗлӗн», — тетӗп. Хӑюллӑ пулнӑ вӑл, йӗксӗк! Урапа ҫинчен сиксе анчӗ те пушӑ алӑпах ман ҫине вирхӗнчӗ… Эпӗ ӑна ҫывӑхах ятӑм, ав ҫав курӑк туни пекех, вара тӳрех петӗм…

— Пӑшалу кайман пулсан? Аржанов кулса ячӗ.

— Ну, апла пулсан, мана вӑл атте патне леш тӗнчене ут кӗтӳ кӗтме ӑсатнӑ пулӗччӗ.

— Малалла мӗн?

Пӑшал сассипе лашасем тапса сикрӗҫ, анчах эпӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймастӑп. Урасем итлемеҫҫӗ, хам сиксе чӗтретӗп, ҫил ҫинчи ҫулҫӑ пек. Аверьян умра выртать, эпӗ ун патне ура ярса пусма та пултараймастӑп, урана ҫӗклетӗп те каллех яратӑп, ӳкесрен хӑратӑп. Ав епле чӗтретнӗ мана! Ну, аран-аран тӑна кӗтӗм, ун патне ярса пусрӑм, ӑна питӗнчен суртӑм та шалаварӗпе пиншакӗн кӗсйисене тавӑрма пуҫларӑм. Енчӗк кӑларса илтӗм. Унта ҫирӗм сакӑр тенкӗ хут укҫа, пилӗк тенкӗлӗх пӗр ылтӑн тата ик-виҫӗ тенкӗ вакки пулнӑ. Ҫакна эп кайран, килте шутларӑм. Ытти укҫине вӑл, ахӑртнех, ҫамрӑк арӑмӗ валли кучченеҫ илме салатнӑ пулас… Пушӑ енчӗке эпӗ унтах, ҫул ҫине, пӑрахрӑм та хам шырлана сикрӗм — тыт мана! Тахҫанах пулнӑ ку ӗҫ, анчах питӗ лайӑх астӑватӑп, ӗнер кӑна эп ҫавӑн пек хӑтланнӑ тейӗн. Пӑшалпа патронсене шырлана чавса пытартӑм. Малтанхи юр ӳксен, ҫӗрле хам пурлӑха чавса кӑлартӑм, хутора илсе килтӗм те ют ҫын пахчине, ватӑ йӑмра хӑвӑлне пытартӑм.

— Укҫине мӗншӗн илтӗн? — усал сасӑпа хыттӑн ыйтрӗ Давыдов.

— Мӗнех вара?

— Мӗншӗн илтӗн, тетӗп?

— Укҫа кирлӗ пулнӑ мана, — лӑпкӑн ответлерӗ Аржанов. — Пире ун чухне нуша кӗве пек ҫинӗ.

Давыдов урапа ҫинчен анчӗ те нумайччен ним чӗнмесӗр утса пычӗ. Аржанов та шарламарӗ. Унтан Давыдов ыйтрӗ:

— Пӗтрӗ-и?

— Ҫук, пӗтмен, ырӑ ҫыннӑм. Следстви влаҫӗсем кӗрлесе ҫитрӗҫ, чаваланчӗҫ, шырарӗҫ… Ним пӗлмесӗрех тухса кайрӗҫ. Ман ҫине кам шутлама пултарнӑ-ха? Унтан часах Аверьян пиччӗшӗ — хӑрах куҫлӑ Сергей вӑрман каснӑ ҫӗрте шӑнса пӑсӑлчӗ, — чирлекелерӗ те вилчӗ: ӳпки шыҫнӑ унӑн. Хайхи эпӗ хытӑ пӑшӑрханса ӳкрӗм, шутлатӑп: ну, Афанасий те хӑй вилӗмӗпех вилӗ-и, атте тӑшмансене тавӑрма пилленӗ аллӑм ман нимӗн те тӑваймӗ-и? Канӑҫа ҫухатрӑм эп…

— Чим-ха, — чарчӗ ӑна Давыдов. — Аҫу сана Аверьян пирки ҫеҫ каланӑ вӗт-ха, эсӗ виҫҫӗшӗ ҫине те хӑмсарнӑ?

— Атте каланӑ пулин… Аттен хӑйӗн кӑмӑлӗ пулнӑ, манӑн — хам кӑмӑл. Ҫапла ӗнтӗ, канӑҫа ҫухатрӑм эп ун чух… Афанасие каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне чӳречерен персе вӗлертӗм. Ҫав каҫ эпӗ, алӑк янахӗ ҫинӗ тӑрса, юлашки паллӑ туртрӑм, унтан паллӑ тунисене пурне те тӑлаварпа шӑлса пӑрахрӑм. Пӑшалпа патронсене ҫырмари шыва путартӑм, вӗсем мана текех кирлӗ пулман… Эпӗ атте кӑмӑлӗпе хам кӑмӑла тултартӑм. Кӗҫ анне вилме шутларӗ. Ҫӗрле мана хӑй патне чӗнсе илчӗ те ыйтать: «Вӗсене эсӗ вӗлертӗн-и, Ваняткӑ?» Тунмарӑм: «Эпӗ, аннеҫӗм», — терӗм. Вӑл мана нимӗн те каламарӗ, анчах манӑн сылтӑм алла тытрӗ те хӑйӗн чӗри ҫине хучӗ…

Аржанов тилхепене турткаларӗ, лашасем хавасрах кайрӗҫ, хӑй вӑл, ача куҫӗ пек таса сӑрӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине пӑхса, ыйтрӗ:

— Халӗ ӗнтӗ, лашасемпе мӗншӗн ерипен ҫӳретӗн тесе, манран урӑх тӗпчемӗн-и?

— Йӑлтах паллӑ, — терӗ Давыдов. — Санӑн, Иван пичче, вӑкӑрсемпе ҫӳремелле, шыв турттармалла, факт.

— Ун пирки эпӗ мӗн чухлӗ ыйтман пулӗ Яков Лукичран, анчах вӑл килӗшмерӗ. Виличченех куласшӑн пулас вӑл манран…

— Мӗншӗн?

— Эпӗ ача чухнех ун патӗнче ҫулталӑк ҫурӑ тарҫӑра пурӑннӑ.

— Апла иккен!

— Ҫапла, ырӑ ҫыннӑм. Островновӑн хуҫалӑхра ялан тарҫӑсем пулнине эсӗ пӗлмен те-и? — Аржанов куҫне чеен хӗсрӗ:  — Пулнӑ, ырӑ ҫыннӑм, пулнӑ… Тӑватӑ ҫул каярах, налуксемпе хӗсме пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ, пӗр ҫӑмхана пуҫтарӑнчӗ, сиксе ӳкес ҫӗлен пек, халӗ колхозсем пулмасан тата налуксем пӗчӗкрех пулсан — Яков Лукич хӑйне кӑтартнӑ пулӗччӗ, кӗтсех тӑр! Чи усал кулак вӑл, эсир ҫав ҫӗлене хӗвре ӑшӑтса усратӑр…

Давыдов нумӑйччен чӗнмесӗр пычӗ, унтан каларӗ:

— Ӑна эпир тӳрлетӗпӗр, Островнов ҫинчен йӑлтах пӗлӗпӗр, ҫапах та эсӗ, Иван пичче, тӗлӗнтермӗш этем.

Аржанов, шухӑшлӑ куҫӗсемпе таҫта инҫете тинкерсе, йӑл кулса илчӗ:

— Тӗлӗнтермӗш тени вӑл, мӗнле калас сана… Акӑ чие йывӑҫӗ ӳсет, ун ҫинче тӗрлӗ турат нумай. Эпӗ пытӑм та пӗр туратне касрӑм, пушӑ аври тума, — чие йывӑҫҫинчен тунӑ пушӑ аври шанчӑклӑрах, — ҫав турат та, мӑнтарӑн, тӗлӗнтермӗш ӳснӗ — пӑталлӑ, ҫулҫӑллӑ, хӑйӗн илемӗпе ӳснӗ, эпӗ ӑна каскаласа якатрӑм та, акӑ вӑл… — Аржанов ларкӑч айӗнчен пушӑ кӑларчӗ те Давыдова чие йывӑҫӗнчен тунӑ кӗрен тӗслӗ, типсе кайнӑ, пӑрӑнӑҫ хупӑллӑ авӑр кӑтартрӗ. — Акӑ вӑл! Пӑхмалӑх та ҫук! Этем те ҫавах: тӗлӗнтермӗшӗ пулмасан вӑл яп-яка та мӗскӗн, ҫак пушӑ аври евӗр. Ав Нагульнов темле ют чӗлхе вӗренет — тӗлӗнтермӗш; Крамсков мучи ҫирӗм ҫул хушши тӗрлӗ шӑрпӑк курупкисем пухать — тӗлӗнтермӗш; эсӗ Лушка Нагульновӑпа явӑҫатӑн — тӗлӗнтермӗш; урамра пӗр-пӗр ӳсӗр пырать, такӑна-такӑна каять, ҫурӑмӗпе ҫатан картасене шӑлса типӗтет — ку та тӗлӗнтермӗш. Ырӑ ҫыннӑм, председатель, этеме ҫав тӗлӗнтермӗшсӗр хӑвар-ха, вӑл акӑ ҫак пушӑ аври пек яп-яка та кичем тӑрса юлать.

Аржанов пушшине Давыдов еннелле кӑнтрӗ те, ҫав-ҫавах шухӑшлӑн кулса, хушса хучӗ:

— Алӑра тытса пӑх-ха ӑна, шухӑшла, тен, сан пуҫунта та уяртӗ…

Давыдов тарӑхса Аржанов аллине пӑрса ячӗ:

— Кай ҫӑва патне! Эпӗ унсӑрах шухӑшлама пӗлетӗп, пурне те ӑнланатӑп!

…Унтан вӗсем ҫул тӑршшӗпех, стана ҫитичченех сӑмах хушмарӗҫ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех