Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Майӑн 11-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 15:43

Пуплевӗш: 145; Сӑмах: 2341

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ӗнер эпӗ Пятигорска ҫитрӗм, хула хӗрринче Машук тӑвӗн лапкинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта хваттер илтӗм: аслати авӑтса ҫумӑр ҫунӑ чухне пӗлӗтсем ман пӳрт тӑррине ҫитиех анаҫҫӗ. Паян ирхине 5 сехетре чӳречене уҫрӑм та ман пӳлӗме ҫурт умӗнче ӳсекен чечек шӑрши ҫапрӗ. Черешньӑн чечеклӗ турачӗсем мана чӳречерен пӑхаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара ҫил ҫӗкленет те, ҫав чечексем сыру сӗтелӗ ҫине тӑкӑнаҫҫӗ. Тулли илемлӗ сӑн-сӑпат мана виҫӗ енчен те курӑнать. Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать. Казбекран пуҫланса икӗ пуҫлӑ Эльборус патне ҫитиех пырать вӑл… Савӑнӑҫлӑ-ҫке ҫакӑн пек ҫӗрте пурӑнма! Хӗпӗртес килнӗ туйӑм пӗтӗм юн тымарӗнче выляса тӑрать. Сывлӑш, пӗчӗкҫӗ ача чуп тунӑ пекех, — таса та уҫӑ; хӗвелӗ ҫап-ҫутӑ, тӳпе кӑн-кӑвак, мӗнех кирлӗ-ши тата! Мӗне кирлӗ иккен кунта чун-чӗрен хӗрӳ сисӗмӗсем, ӗмӗтсем, иртнишӗн куляннисем… Ҫапах та вӑхӑт ӗнтӗ. Елисаветински Ҫӑл куҫ пайне каятӑп, шывпа сывалма килнисем ирпеле унта пурте пухӑнаҫҫӗ теҫҫӗ.

Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ.

Вырӑнти влаҫсен майрисем, шыв хуҫисем теес пулать ӗнтӗ вӗсене, кӑмӑллӑрах; вӗсен лорнетсем пур, мундир ҫине пӑхсах каймаҫҫӗ вӗсем. Кавказра вӗсем номерлӗ тӳме айӗнче хӗрӳллӗ чӗре курма хӑнӑхнӑ, шурӑ карттус айӗнче вӗреннӗ ҫын ӑсне асӑрхама пӗлсе ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑмсем питӗ те кӑмӑллӑ, нумайччен савса тӑма пӗлеҫҫӗ! Вӗсене савакан ҫынсем ҫулсерен улшӑнса пыраҫҫӗ кунти хӗрарӑмсем ырма пӗлми кӑмӑллӑ пулма пултарнин сӑлтавӗ те ҫакӑнтах-и, тен. Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен. Ӗҫме ӗҫеҫҫӗ те вӗсем, анчах шыв мар; уҫӑлса ҫӳреме тухсах каймаҫҫӗ, ҫула май тенӗ пек кӑна хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ҫӳреҫҫӗ: картла выляҫҫӗ-выляҫҫӗ те, кичем пулса ҫитрӗ тесе, ӳпкелешме тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем вӗҫкӗнсем: хӑмӑшпа кармакланӑ стаканӗсене кӳкӗртлӗ йӳҫӗ шыв ҫӑлне чикеҫҫӗ те ытла ӑнланакан пек пӑхса тӑраҫҫӗ, штатскисем ҫутӑ кӑвак галстуксемпе ҫӳреҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ҫухи айӗнчен брыжжисене кӑларса яраҫҫӗ. Вӗсем провинцири кил-йышсем ҫине ҫав тери пӑхаҫҫӗ, хӑйсене яхӑнне ҫывӑхартман столицӑри аристократсен хӑна килӗсем ҫинчен асӑна-асӑна ахӑлтатаҫҫӗ.

Акӑ хайхи ҫӑл та… Ҫывӑхрах, ҫӑлпа юнашар, тӳрем вырӑна хӗрлӗпе витнӗ пӳрт туса лартнӑ, кунта ваннӑ, леререхре галлерея, унта ҫумӑр ҫунӑ чухне уҫӑлса ҫӳреме тухаҫҫӗ. Сакӑ ҫинче аманнӑ офицерсем лараҫҫӗ, таянмалли туйисене вӗсем хӑйсен ҫумне хунӑ, — шупка сӑнлӑ та салхуллӑ вӗсем. Тӳрем вырӑнта шыв тапса тухасса кӗтсе, майрасем каллӗ-маллӗ йӑпӑртатса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен хушшинче питӗ чипер сӑн-питлисем те пӗр иккӗ-виҫҫӗ пур. Машук сакӑлтисене хупласа тӑракан виноград аллейисен айӗнче хушӑран иккӗн ҫеҫ ларма юратакан майрасен ула-чӑла шлепкисем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ, ҫавӑн пек шлепке ҫумӗнче кирек хӑҫан та вара е ҫар ҫыннин карттусне асӑрхакаланӑ эпӗ е тирпейсӗр ҫавра шлепкеллисене кураттӑм. Чӑнкӑ ту ҫинче павильон туса лартнӑ, ӑна Эол арфи теҫҫӗ, унта ҫутҫанталӑк илемне юратакансем тӑратчӗҫ, вӗсем Эльборус ҫине телескоппа пӑхма хатӗрленеҫҫӗ; ҫавсен хушшинче икӗ гувернер хӑйсем пӑхса ӳстерекен ачасемпе, юхӑнчӑк чирӗнчен чӗрӗлме килнӗскерсемпе, пынӑ.

Эпӗ ту хӗрринче чарӑнса тӑтӑм, сывлӑш ҫавӑрса илтӗм, пӗчӗк пӳрт кӗтессине таянса таврари илемлӗхе пӑхса тӑратӑп, сасартӑк хам хыҫрах палланӑ ҫын сасси илтӗнчӗ:

— Печорин! Нумайранпа-и кунта?

Ҫаврӑнса пӑхатӑп: Грушницкий! Эпир пӗр-пӗрне ыталаса илтӗмӗр. Эпӗ унпа ҫапӑҫура отрядра паллашнӑччӗ… Унӑн хӑрах урине пуля лекнӗччӗ, кунта вӑл манран пӗр эрне маларах тухса килнӗ.

Грушницкий — юнкер. Службӑра вӑл ҫулталӑк хушши кӑна тӑрать-ха, хӑйне уйрӑм вӗҫкӗнленсе, хулӑн шинельпе ҫӳрет. Унӑн георгиевски салтак хӗресӗ пур. Хӑй вӑл чипер те яштакскер, хурарах кӑна, хура ҫӳҫлӗ: сӑнран пӑхсан ӑна пӗр 25 ҫулта теме пулать, хӑй вӑл 21 ҫула ҫитнӗ-ҫитмен пулин те. Калаҫнӑ чухне вӑл пуҫне хыҫаларах каҫӑртса тӑрать, сулахай аллипе минутсерен тенӗ пек мӑйӑхне пӗтӗркелесе илет, кун пек чухне вара вӑл сылтӑм аллипе туйи ҫине таянать. Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене. Эффект кӑтартас ӗмӗчӗ вара — вӗсен каҫса кайса киленесси; провинцири хӗрсемпе хӗрарӑмсен кӑмӑлӗсене ҫавӑн пек ҫынсем ытармалла мар килӗшеҫҫӗ. Ватӑларах пырсан, вӗсем вара е лӑпкӑ улпутсем пулаҫҫӗ е ӗҫке ерсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне ӑна та, кӑна та кӗтме пулать вӗсенчен. Чунӗсенче вӗсен час-часах ырӑ ӗҫ тӑвас ӗмӗт те пур, анчах поэзи таврашӗ пӗр пуслӑх та ҫук вара. Грушницкин декламацилес тесен каҫсах каять: вӑл сире сӑмах айне тӑватех, калаҫу вара пӗчӗк сӑмахранах виҫерен тухса каять, нихҫан та тавлашаймастӑмччӗ эпӗ унпа. Эсир хирӗҫ пырсан, сӑмах тавӑрса каламасть вӑл, итлемест те вӑл сире. Эсир калаҫса чарӑнатӑр кӑна, вӑл хӑй сӑмахне пуҫарса ярать те вӗҫӗмсӗр калаҫать. Ун сӑмахӗ эсир халь ҫеҫ каланӑ шухӑшпа мӗнле те пулин ҫыхӑнса тӑрать те-и, тен, анчах, чӑннипе каласан, вӑл унччен пуҫланӑ сӑмахнех малалла тӑсать. Вӑл ҫивчӗ чӗлхеллӗ ҫын: унӑн эпиграммисем час-часах йӑпантарма пултараҫҫӗ, анчах нихҫан та кирлӗ ҫӗре лекеймеҫҫӗ, усал та мар вӗсем: вӑл никама та пӗр сӑмахпа ҫапса хуҫаймасть; ҫынсене те, вӗсен айван енӗсене те пӗлеймест вӑл, мӗншӗн тесен хӑй ӗмӗрӗнче вӑл хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать. Унӑн пӗтӗм ӗмӗчӗ те роман геройӗ пуласси. Ҫынсене вӑл вара час-часах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ: эпӗ тӗнчере пурӑнма ҫуралман, эпӗ темӗскерле, никам чухласа илейми асаппа пурӑнма кӑна ҫуралнӑ, тетчӗ; ку чӑнах та ҫавӑн пек иккенне хӑй те ӗненес патнех ҫитетчӗ вара. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хӑйӗн хулӑн салтак шинельне ҫав тери мӑнаҫланса тӑхӑнса ҫӳретчӗ те. Эпӗ ӑна ӑнкарса ҫитрӗм, ҫавӑнпа вӑл мана юратмасть те, ҫиелтен пӑхсан, эпир унпа питӗ туслӑ пурӑнатпӑр темелле. Грушницкие ҫапӑҫура пурте харсӑр ҫын, теҫҫӗ, эпӗ ӑна шӑпах кӗрешӳ вӑхӑтӗнче курнӑ: хӗҫпе хӑлаҫланать хӑй, кӑшкӑрашса малалла та кӗрет, анчах малалла кӗнӗ чух вӑл куҫне хӗсет. Ку ӗнтӗ темле вырӑс харсӑрлӑхӗ мар вара!..

Эпӗ те ӑна юратмастӑп, сисетӗп: хӑҫан та пулин пӗр-пӗр тӑвӑр ҫул ҫинче манӑн унпа тӗл пулмаллах пулать, пире иксӗмӗртен пӗрне ырӑ пулас ҫук.

Кавказа та вӑл ҫав романтикла фанатизма пулах ҫитнӗ; эпӗ туятӑп акӑ, ашшӗ ялӗнчен тухса каяс умӗн, калӑпӑр, вӑл кӳршӗри пӗр-пӗр чипер хӗре тӗл пулсан, эпӗ службӑра пурӑнасшӑн ҫеҫ мар, вилӗм шырама каятӑп, тенех ӗнтӗ вӑл салхуланнӑ сассипе, ҫак тӗле ҫитсен вара, куҫне аллипе хупларӗ пулӗ те: «Мӗншӗн тесен, — терӗ пуль, — ҫук, кӑна сирӗн (е санӑн) пӗлмелле мар! Пӗлсен, сирӗн таса чунӑр ҫӳҫенсе кайӗ! Мӗне кирлӗ, тепӗр тесен? Мӗнех тӑратӑп эпӗ сирӗн умӑрта? Ӑнланайӑр-ши эсир мана?..» Тата темӗн те пӗр ҫавӑн евӗрлӗ каланах ӗнтӗ ӑна.

Пӗррехинче вӑл мана ҫакна та каланӑччӗ: эпӗ ку полка мӗншӗн килсе кӗни ҫинчен никам та пӗлмест, тенӗччӗ, вӑл сӑлтав ӗмӗр-ӗмӗрех пӗлӗтпе иксӗмӗр хушшӑмӑрта вӑрттӑнлӑх пулса юлӗ, тенӗччӗ.

Ӗнтӗ мӗн каласан та Грушницкий хӑй ҫинчи трагедиллӗ мантие хывса пӑрахнӑ самантсенче самаях кӑмӑла килекен ҫынччӗ, ун пек чухне ӑна курсан, кӑмӑл уҫӑлать вара. Ман ӑна хӗрарӑмсем хушшинче курас килет: кунта вӑл, чӑнах та, тӑрӑшать пулмалла!

Эпир ӗлӗкхи туссем пек тӗл пултӑмӑр. Кунта эпӗ шывпа сывалма килнӗ ҫынсем мӗнле пурӑнни ҫинчен, вӗсем хушшинчи паллӑ ҫынсем ҫинчен унран ыйтса пӗлме пуҫларӑм.

— Эпир самаях прозӑллӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, — терӗ вӑл тарӑннӑн сывласа илсе: — ир ҫинче шыв ӗҫекеннисем — ытти чирлӗ ҫынсем пекех, аран-аран хускалкалаҫҫӗ, каҫсерен эрех ӗҫекеннисем, ытти сывӑ ҫынсем пекех, тӳсме ҫуккисем. Хӗрарӑмсем пур, анчах вӗсемпе нумаях йӑпанаймӑн: вӗсем вистла выляҫҫӗ, тумланасса начар тумланаҫҫӗ, французла вара питӗ начар калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал Мускавран пӗр Лиговская княгиня ҫеҫ хӗрӗпе килнӗ; вӗсемпе паллашман эпӗ. Ҫийӗмри салтак шинелӗ хам никама та кирлӗ маррине пӗлтернӗн туйӑнать мана, ирӗксӗрех хӗрхенсе пӑхтарать вӑл ман ҫине; ҫав хӗрхенӳ маншӑн калама ҫук йывӑр, ыйткалакана хӗрхеннӗпе пӗрех.

Ҫав самантра ҫӑл патнелле хамӑр ҫумранах икӗ майра иртсе кайрӗҫ: пӗри ҫамрӑк темелле, тепри вара ҫамрӑк та кӗрнеклӗ. Шлепкисем хупланипе вӗсене пит-куҫра кураймарӑм та эпӗ, анчах тумланасса вара вӗсем, питӗ пӗлсе тумланнӑ: нимӗн те ытлашши ҫук вӗсем ҫинче. Ҫамрӑкки ҫухаллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӳхӗм мӑйӗ тавра ҫӑмӑл кӑна пурҫӑн тутӑр явӑнса тӑрать. Пушмакӗсем пӗчӗкҫеҫҫӗ те, тулли мар урисене ҫав тери илемлетеҫҫӗ, вӗсем унӑн ури сыппи патне ҫитиех ҫӑт тытӑнса тӑраҫҫӗ; ҫакна курсан, илемлӗхе чухлайман этем те тӗлӗннипе ахлатса илмелле. Унӑн ҫӑмӑл та сӑпайлӑ уттинче таса хӗр илемӗ пурри палӑрать, вӑл мӗнлине каласа пама майӗ те ҫук, ӑна куҫпа курсан ҫеҫ ӑнланма пулать. Вӑл пирӗн умран иртнӗ чухне унтан темскерле чухласа илмелле мар ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ, хӑш-пӗр чухне савнӑ хӗр ҫырнӑ ҫыруран ҫавӑн пек ырӑ шӑршӑ кӗрет.

— Акӑ Лиговская княганя, — терӗ Грушницкий, — унпа пӗрле унӑн хӗрӗ Мери, — вӑл ӑна акӑлчансем майла чӗнет, — вӗсем кунта виҫӗ кун ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ-ха.

— Ҫапах та ун ятне пӗлме ӗлкӗрнӗ-ха эсӗ?

— Ӑнсӑртран ҫеҫ илтсеттӗм эпӗ. Вӗсем пек ҫӳлте тӑраканнисем мӑн кӑмӑллӑ, пирӗн пек ҫар ҫыннисем ҫине тискер кайӑкла ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Номерлӗ карттус айӗнче ӑс пур-и, ҫук-и, хулӑн шинелӗн шал енче чӗре тапать-и, ҫук-и пирӗн, пӗлесшӗнех те, мар вӗсем.

— Мӗскӗн шинель! — терӗм эпӗ кулкаласах, — ав ҫав улпут кам тата! Акӑ, вӑл вӗсем патне пычӗ-ха, вӗсен ырӑ кӑмӑлне тупасшӑн стакан тыттарать!

— Э! Вӑл Мускав вӗҫкӗнӗ Раевич! Вӑл выляма пултараканскер… Куратӑн-и, унӑн кӑвак жилечӗ тӑрӑх явӑнса анакан ылтӑн вӑчӑрине? Туйи епле тата хулӑн — Робинзон Крузонни пекех! Сухалӗ те епле тата, ҫӳҫне те Ja monzik евӗрлӗ кастарнӑ.

— Эсӗ пӗтӗм этем йӑхне ҫилленнӗ.

— Ҫилленмелле те…

— Э! чӑнах-та-и?

Ҫак вӑхӑтра майрасем ҫӑл патӗнчен пӑрӑнса пирӗнпе танлашрӗҫ. Грушницкий, туйи ҫине таянса, хӑйне драмӑлла кӑтартма ӗлкӗрчӗ те мана хирӗҫ французла хыттӑн калама пуҫларӗ:

— Mon сhеr, lе hais les hemmes pour ne раs les meprser, саr autrement lа vie serait une farce troh degoutane.

Чипер княжна пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те оратор ҫине чылайччен тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Вӑл пӑхни мӗне пӗлтернине чухласа илме май пулмарӗ, ҫапах та вӑл ун ҫине йӗкӗлтемесӗр пӑхрӗ, ҫавӑнпа эпӗ Грушницкие ӑшӑмра чунранах саламларӑм.

— Ну княҫ хӗрӗ Мери, ҫав тери чиперскер, — терӗм эпӗ ӑна. — Куҫӗ унӑн бархат евӗрлӗ, — шӑпах бархат пек ҫав: ун куҫӗ ҫинчен калаҫнӑ чух ҫак сӑмаха яланах асӑнта тытма сӗнетӗп эпӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫав тери вӑрӑм унӑн, унӑн куҫне хӗвел ҫути те ӳкмест. Юрататӑп эпӗ ҫавӑн пек йӑлкӑшман куҫсене: вӗсем ытла ҫепӗҫ, лӑпканӑ пек пӑхаҫҫӗ… тепӗр тесен, унӑн пит-куҫӗнче лайӑххи те урӑх ҫук пулас… шӑлӗсем мӗнле тата, йӑлтах шурӑ-и. Ӑна пӗлмелле! Сан илемлӗ сӑмахна хирӗҫ кулмарӗ те вӑл, питӗ шел.

— Эсӗ чипер хӗр ҫинчен калаҫнӑ чух акӑлчан лаши ҫинчен сӑмахланӑ пек калаҫатӑн, — терӗ Грушницкий, кӑмӑлсӑрланса.

— Мon сhеr, — терӗм эпӗ ӑна, хӑй калаҫнӑ пекрех калаҫма тӑрӑшса:— Le meprise les femmes pour ne раs les atmer, car autrement la vie serait Un metodrame trop ridicule.

Эпӗ ҫаврӑнтӑм та унтан аяккинерех пӑрӑнтӑм. Вара ҫур сехете яхӑн виноград пахчинче аллейӑсем тӑрӑх, известкӑллӑ ту сӑмсахӗсем тӑрӑх, вӗсен хушшинче ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ тӗмисен таврашӗнче ҫӳрерӗм. Ҫанталӑк шӑрӑхлатма пуҫласан килелле васкарӑм. Йӳҫ кӳкӗртлӗ ҫӑл куҫӗ патӗнчен иртнӗ чух, сулхӑнра сывлӑш ҫавӑрса илес тесе, эпӗ галлерея патӗнче чарӑнса тӑтӑм, ҫакӑнта ларнӑ чух манӑн пӗр кӑмӑла каймалли сцена курма тӗл килчӗ. Ку сценӑра вылякансем акӑ мӗн тӑваҫҫӗ: княгиня Мускав вӗҫкӗнӗпе галлерейӑра ларать, вӗсем иккӗшӗ те темӗн ҫинчен питӗ тимлӗн калаҫатчӗҫ. Княжна юлашки стаканне ӗҫсе янӑ пулас та, ҫӑл патӗнче шухӑша кайса, уткаласа ҫӳрет. Грушницкий шӑпах ҫӑл патӗнче тӑрать. Тӳремре урӑх никам та ҫук.

Эпӗ кӑштах ҫывхартӑм та галлерейӑ кӗтессине пытантӑм. Ҫак самантра Грушницкий хӑй стаканне хӑйӑр ҫине ӳкерчӗ те, ӑна илме хӑтланса, пӗшкӗнме тӑрӑшать: суранлӑ ури ӑна ытла чӑрмантарать. Мӗскӗн! Тинки тухрӗ ӗнтӗ унӑн, туйи ҫине тепле майпа та таянса пӑхать, кӑлӑхах, унӑн пит-куҫӗнче чӑнах та ытла пысӑк асап курни палӑрчӗ.

Мери княжна ҫаксене манран та лайӑхрах курса тӑрать.

Ун патне вӑл вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлтарах чупса ҫитрӗ, пӗшкӗнчӗ, стаканне илчӗ те, вара пӳ-сине ҫав тери илемлӗн хускатса, стаканне ун аллине тыттарчӗ; унтан вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ; галлерейӑ ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, амӑшӗ нимӗн те курманнине тавҫӑрсан, ҫав сехетрех лӑпланчӗ пулас. Грушницкий ӑна тав тӑвас тесе ҫӑварне кӑна уҫнӑччӗ, леш таҫта пӑрӑнса та ӗлкӗрчӗ. Тепӗр самантранах княжна галлерейӑран амӑшӗпе тата хайхи капӑр ҫынпа пӗрле тухрӗ, Грушницкий умӗнчен иртсе кайнӑ чух вӑл хӑйне ҫав тери чаплӑ та мӑн кӑмӑллӑ тытнӑ пек турӗ, — ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, лешӗ ун ҫине ҫунса тӑракан куҫӗсемпе пӑхнине те асӑрхамарӗ вӑл. Грушницкий ӑна сӑртран анса бульварти ҫӑка хушшине кӗрсе ҫухаличченех пӑхса ӑсатрӗ… Акӑ унӑн шлепки урам урлӑ вӗлтӗртетсе иртрӗ; вӑл Пятигорскри чи лайӑх ҫуртсенчен пӗрне пырса кӗчӗ. Ун хыҫҫӑн княгиньӑ иртсе кайрӗ те хапхи умӗнче Раевичпа пуҫ тайса уйрӑлчӗ.

Ҫавӑн чухне кӑна мӗскӗн вӗри юнкер эпӗ кунтах иккенне асӑрхарӗ.

— Эсӗ куртӑн-и? — терӗ вӑл, ман алла хыттӑн чӑмӑртаса. — Ӑна шӑпах ангел темелле вӗт!

— Мӗншӗн? — тесе ыйтрӑм эпӗ, нимӗн те пӗлмен пек пулса.

— Курмарӑн-и вара эсӗ?

— Ҫук, куртӑм: сана вӑл стаканна илсе пачӗ. Ҫавӑнта пӗр-пӗр хуралҫӑ пулнӑ пулсан ӗнтӗ, вӑл та ҫавӑн пекех тунӑ пулӗччӗ, хӑйне эрех сыпма укҫа парасса шанса, вӑл тата васкасарах тунӑ пулӗччӗ-ха. Ӗнтӗ ним каламалли те ҫук, вӑл сана хӗрхенчӗ: аманнӑ уру ҫине пуссан эсӗ ытла асапланнӑ пек пултӑн.

— Пит-куҫӗнче чунӗ ялкӑшнине курса тӑнӑ чух нимӗн чухлӗ те хускалмарӗ-и сан чуну?

— Нимӗн чухлӗ те.

Эпӗ суйрӑм, анчах манӑн ӑна уртарас килетчӗ. Манӑн мӗн ҫуралнӑранпах ҫынна хирӗҫ пырас йӑлам пур, пӗтӗм кун-ҫулӑмра манӑн чӗре е ӑс-тӑн хушнипе вырӑнсӑр хирӗҫ пыни палӑрать. Савӑнса хӗпӗртекенни пурри мана шартлама сивӗпе сивӗтет, эпӗ вара хама, енчен час-часах мӑран флегматикпа тӗл пулмалла пулсан, ҫав тери шухӑша парӑнма юратакан ҫын пулнӑ пулӑттӑм, тетӗп. Тӳррипе калас-ха тата, ҫав самантра ман чӗрене хам тахҫан пӗлнӗ кӑмӑлсӑр туйӑм ҫӳҫентерсе иртрӗ, вӑл туйӑм — хапсӑнассиччӗ ӗнтӗ; «хапсӑнасси» тесе хӑйсах каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен хамран нимӗн те пытармастӑп. Элле, тупӑнӗ-ши пӗр-пӗр йывӑра илмен ҫамрӑк ҫын, калӑпӑр, чипер хӗре тӗл пулса, хӑй вӑхӑтне вӑл кӑлӑхах ирттернӗ май, ун ҫине пӑхма та пуҫлать пулсан, анчах хӗрӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен урӑх качча, лешӗн пекех палламанскере, кӑмӑллать пулсан, кӳренме пӗлмен ҫамрӑк тупӑнӗ-ши, тетӗп эпӗ (паллах ӗнтӗ, пысӑк светри ҫамрӑксене илетпӗр-ха эпир, хӑйсен кӑмӑлӗсене вылянтарма хӑнӑхнӑ ҫамрӑксене).

Эпир Грушницкипе сӑмах вакламасӑрах ту ҫинчен антӑмӑр та пирӗн сар пике кӗрсе пытаннӑ пӳртӗн чӳречи умӗн бульвар тӑрӑх утрӑмӑр. Пике чӳрече умӗнче ларатчӗ. Грушницкий мана алӑран кӑрт туртрӗ те ун ҫине нимӗн палӑртми ачашшӑн пӑхса илчӗ. Апла пӑхни хӗрсене килӗшсех каймасть. Эпӗ ун ҫине лорнет витӗр пӑхрӑм та Грушницкий пӑхнине хирӗҫ вӑл ӑшшӑн кулса янине асӑрхарӑм, ман чӑрсӑр лорнет ӑна хытах тарӑхтарчӗ. Чӑнах та, мӗнле хӑять-ха Кавказри ҫар ҫынни Мускаври княҫ хӗрӗ ҫине кӗленче кантӑкӗ витӗр пӑхмашкӑн?..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех