Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тамань

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Печорин журналӗ

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.23 11:41

Пуплевӗш: 291; Сӑмах: 3720

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тамань вӑл — Российӑри тинӗс хӗррисенче ларакан хуласенчен чи начар та пӗчӗк хула. Эпӗ унта кӗҫех выҫӑ вилеттӗм, ҫитменнине тата мана унта шыва путарма та тӑчӗҫ. Эпӗ ямшӑк лашисемпе ҫав хулана ытла каҫа юлса ҫитрӗм. Ямшӑк ӗшеннӗ учӗсене хула хӗрринчи пӗртен пӗр чул ҫурт хапхи умне шырса тӑратрӗ. Часовойӗ, Хура тинӗс казакӗ, шӑнкӑрав сассине илтсенех, ыйхӑ тӗлӗшпе: «Кам ишет?» — тесе тискеррӗн кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Урядникпе десятник тухрӗҫ, эпӗ вӗсене хам офицер иккенне, ҫапӑҫусенче ҫӳрекен отряда хысна ӗҫӗпе кайни ҫинчен ӑнлантарса патӑм та хваттер тупса пама ыйтрӑм. Десятник пире хула тӑрӑх ертсе кайрӗ. Хӑш пӳрт патне кӑна пыратпӑр, — пурне те йышӑннӑ.

Ҫанталӑк сивӗччӗ, эпӗ, виҫӗ каҫ ҫывӑрмасӑр халран кайнӑскер, ҫиллене пуҫларӑм. «Илсе кай мана ӑҫта та пулин, вӑрӑ-хурах! Шуйттан патӗнче те пулин вырӑн тупса пар!» — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӑм. Десятник ӗнсине хыҫкаласа: — Пур тата тепӗр хваттер те, анчах, ваше благородие, унта килӗшсех каймӗ, темӗн, тасах мар унта! — терӗ. Унӑн юлашки сӑмахӗ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илеймесӗрех, эпӗ ӑна малалла утма хушрӑм. Унтан вара, ирсӗр тӑкӑрлӑксем тӑрӑх чылайччен ҫапкаланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫав таврашра ишӗлнӗ кивӗ хӳмесем ҫеҫ асӑрхарӑм та, каярахпа шӑпах тинӗс хӗрринче ларакан пӗр пӗчӗк пӳрт умне ҫитсе чарӑнтӑмӑр.

Тулли уйӑх манӑн ҫӗнӗ пӳртӗн шурӑ стенисемпе хӑмӑшпа витнӗ тӑррине ҫутатса тӑрать. Чул хумӗпе ҫавӑрса тунӑ кил картинче пӳртрен те пӗчӗккӗ кивӗрех кӑна тепӗр лаҫӑ пӑхса ларать. Стена хӗрринче тинӗс ҫыранӗ чӑнкӑ анать, аялта вара вӗҫӗмсӗр шавласа тӑракан тӗттӗм кӑвак хумсем чӳхенеҫҫӗ. Ҫав канӑҫсӑр, ҫапах та хӑйне парӑнакан ҫанталӑк ҫине уйӑх лӑпкӑн пӑхать. Ун ҫутинче эпӗ ҫыранран катара тӑракан икӗ карапа куратӑп, шупка пӗлӗт ҫинче вӗсен хура мачти урлашкисем, эрешмен карти евӗрлӗ, пӗр хускалмасӑр палӑраҫҫӗ. «Пристаньте карапсем пур, ыран Геленджика тухса каятӑп», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Лини казакӗ ман патӑмра денщик ӗҫне туса тӑрать. Эпӗ ӑна чемодана илсе юлма, лавне каялла яма хушрӑм та хам кил хуҫине чӗнетӗп — сас паракан ҫук, шаккатӑп — хирӗҫ тухакан ҫук… Мӗскерле ку? Тӑрсан-тӑрсан тин ҫенӗкрен пӗр вунӑ тӑватӑ ҫулхи ача мӗшӗлтетсе тухрӗ.

— Хуҫи ӑҫта? — Ҫук. — Мӗнле, пачах ҫук-и? — Па-чах. Кил хуҫи арӑмӗ тата? — Слободкӑна чупрӗ. — Кам мана алӑк уҫса кӗртӗ? — терӗм эпӗ, алӑкне урапа тапса. Алӑк хӑех уҫӑлчӗ; пӳртрен нӳрлӗ шӑршӑ ҫапрӗ. Шӑрпӑк ҫутса ятӑм та ҫунакан шӑрпӑка ача сӑмси патне илсе пытӑм: ачан шур илнӗ куҫӗсене курах кайрӑм. Вӑл суккӑр, ҫуралнӑранпах суккӑр иккен вӑл. Хӑй ман умра пӗр хускалмасӑр тӑрать, эпӗ унӑн сӑнарне пӑхкалама пуҫларӑм.

Тунмастӑп, суккӑрсемпе уксах-чӑлахсене, хӑлхасӑр та чӗлхесӗрсене, ал-урасӑрсене, курпунлисене тата ытти ҫавӑн пеккисене ытла шансах каймастӑм эпӗ. Этемӗн сӑнарӗпе чунӗ хушшинче яланах темле, тӗлӗнмелле ҫыхӑну пуррине час-часах асӑрхакаланӑ эпӗ; этем хӑй кӳлепин пӗр-пӗр пайне ҫухатсан вара, унӑн чунӗ те пӗр-пӗр туйӑмне ҫухатнӑ пек туйӑнатчӗ мана.

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ суккӑр ачан сӑн-питне пӑхкалама пуҫларӑм, анчах мӗн калас-ха манӑн унӑн куҫсӑр питне пӑхнипех?.. Хӗрхеннӗ кӑмӑлпа пайтахчен пӑхса тӑтӑм ун ҫине, ҫак самантрах акӑ унӑн ҫӳхе тутисем аран-аран палӑрмалла йӑл кулса илчӗҫ, хам та пӗлместӗп вара, темшӗн ҫавӑ ман кӑмӑла питех те хуҫрӗ. Пуҫӑмра: асӑрханса тарас, тенӗ шухӑш вӗлтлетрӗ, — ку суккӑр ача, хам шухӑшланӑ пек, ытла суккӑрах та мар пулӗ-ха, куҫа шур илнӗ пек тума май ҫук-ши, тесе, эпӗ юриех хама ӗнентересшӗн пултӑм, мӗне кирлӗ-ши тата куҫа шурӑ илтермешкӗн. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Эпӗ кирек хӑҫан та ҫынсене шансах кайман ӗмӗте усратӑп ҫав…

«Эсӗ хуҫа ывӑлӗ-и?» — тесе ыйтрӑм эпӗ юлашкинчен. — «Ҫук». — «Кам вара эсӗ?» — «Тӑлӑх, мӗскӗн». — «Хуҫа арӑмӗн ачисем пур-и?» — «Ҫук — хӗрӗ пурччӗ, вӑл та тинӗс леш енне тутарпа ерӗшсе кайнӑ». — «Мӗнле тутарпа?» — «Кам шуйттанӗ пӗлтӗр-и ӑна! Крым тутарӗ, Керчри кимӗҫӗ».

Эпӗ пӳрте кӗтӗм: пӳртре икӗ тенкел пур, пӗр сӗтел, кӑмака ҫумӗнче пӗр пысӑк арча пур. Стена ҫинче пӗр турӑш та ҫук — ырра мар ку япала! ҫӗмрӗк чӳрече витӗр тинӗс ҫиле вӑркӑшса кӗрет. Эпӗ чемоданран ҫурта кӑларса тивертрӗм те япаласене вырнаҫтарма тытӑнтӑм: хӗҫпе пӑшала кӗтесе тӑратрӑм, пистолета сӗтел ҫине хутӑм, буркӑна сак ҫине сарса хутӑм, казак тепӗр сак ҫине сарса выртрӗ. Тепӗр вунӑ минутран вӑл хӑрӑлтаттарма та тытӑнчӗ, эпӗ кӑна ниепле те ҫывӑраймастӑп, сӗмлӗхре манӑн тавра пӗрмаях шурӑ куҫлӑ ача явӑнса ҫӳрет.

Ҫапла пӗр сехете яхӑн иртрӗ. Чӳрече витӗр уйӑх ҫутатса пӑхать, унӑн ҫути пӳртен ҫур урайӗнче вылянкаласа тӑрать. Сасартӑк урай урлӑ каҫакан ҫап-ҫутӑ йӗр ҫийӗпе пӗр мӗлке вӗлтлетсе иртрӗ. Эпӗ ҫӗклентӗм те чӳрече витӗр пӑхрӑм: чӳрече умӗнчен такам тепӗр хут чупса иртрӗ те таҫта кӗрсе ҫухалчӗ. Ку чун чӑнкӑ ҫыран айккипе чупса кайма пултарнине эпӗ пуҫа та илейместӗп, анчах урӑх ниҫталла кайма та май ҫук-ҫке-ха унӑн. Выртнӑ ҫӗртен ҫӗклентӗм те ҫийӗме аҫам уртса ятӑм, кинжала ҫакрӑм, вара шӑппӑн утса пӳртрен тула тухрӑм: мана хирӗҫ суккӑр ача утса кӗрет. Эпе хӳме ҫумне лӑпчӑнтӑм. Ача, сыхланса кӑна утса, ман ҫумранах иртсе кайрӗ. Хул хушшине вӑл темле ҫыхӑ хӗстернӗ, пристань еннелле ҫаврӑнчӗ те тӑвӑр кӑна чӑнкӑ сукмакпа аялалла анма пуҫларӗ. «Ҫав кунхине чӗлхесӗррисем калаҫма пуҫлӗҫ, суккӑррисем куҫлӑ пулса тӑрӗҫ», — тесе, шухӑшласа илтӗм вара эпӗ, ӑна куҫран ҫухатас мар тесе, ун хыҫнереххӗн утса кайса.

Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт уйӑха хупӑрла пуҫларӗ, тинӗсрен тӗтре ҫӗкленчӗ: ун витӗр ҫывӑхри карап ҫинчи хунар ҫути те аран палӑрса тӑрать… Тинӗс хӗрринче кӑпӑклӑ хумсем халех ӑна шыва путарас пек явӑнаҫҫӗ. Эпӗ чӑнкӑ ҫыран аяккипе аран-аран анкаларӑм та пӑхатӑп хайхи суккӑр ача аяла ансан кӑшт чарӑнса тӑчӗ, унтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, шыв хӗррипе кӗҫех шыва кӗрсе каяс пек утса пырать; ӑна хум ҫӗклесе каяссӑнах туйӑнать, анчах вӑл ланкашкасенчен сыхланса, чул ҫинчен чул ҫине епле хӑюллӑн сиксе каҫнине аса илсен, вӑл кун пек ҫӗрте пӗр хут кӑна ҫӳременнине часах тавҫӑртӑм. Юлашкинчен вӑл, темӗн итленӗ пек пулса, чарӑнса тӑчӗ, ҫӗрелле кукленсе ларчӗ те ҫыххине хӑй ҫумне хучӗ. Эпӗ ҫыран хӗрринчи пӗр пысӑк чул хыҫӗнче пытанса пӑхса тӑратӑп. Темиҫе минутран вара хирӗҫле енчен пӗр шурӑ мӗлке курӑнса кайрӗ. Ҫав мӗлке, суккӑр ача патне пырса, ун умне пӗшкӗнсе ларчӗ. Ҫиле май вӗсем мӗн ҫинчен калаҫни вӑхӑтран вӑхӑта мана та илтӗнкелерӗ.

«Суккӑр, эсӗ-и ку? Тӑвӑл вӑйлӑ. Янко килеймест пулӗ», — терӗ хӗрарӑм сасси. — «Янко тӑвӑлран хӑрамасть», — тавӑрчӗ суккӑрӗ. «Тӗтре ҫӑралать», — пӳлчӗ ӑна каллех хӗрарӑм хӑйӗн хурлӑхлӑ сассипе.

— Тӗтреллӗ чух хурал тӑракан пароходсем хушшипе иртсе кайма ҫӑмӑл, — тавӑрчӗ ӑна лешӗ. — «Эхер те вӑл шыва путсан?» — «Мӗнех иккен? Вырсарникун чиркӗве ҫӗнӗ лентӑсӑр каятӑн вара», — терӗ суккӑрӗ.

Унтан вӗсем шӑпланчӗҫ: ҫапах та мана пӗр япала тӗлӗнтерчӗ: суккӑр ача манпа украинла калаҫатчӗ, халӗ акӑ вырӑсла тап-таса калаҫать.

— Куратӑн-и эпӗ тӗрӗс каланине, — терӗ каллех суккӑр ача, аллисене ҫапкаласа илсе. — Янко тинӗсрен те, ҫил-тӑвӑлран та, тӑманран та, ҫыран хӗрринчи хурахсенчен те хӑрамасть. Итле-ха: ку вӑл шыв шӑмпӑлтатни мар, эп улталанас ҫук, — унӑн вӑрӑм кӗсменӗсем ҫапӑнни ҫапла илтӗнет.

Хӗрарӑм ура ҫине сиксе тӑчӗ те, пӑшӑрханнӑ пек пулса, тинӗс еннелле, инҫете пӑхма пуҫларӗ.

— Йӑнӑшатӑн эсӗ, суккӑр, эпӗ нимӗн те курмастӑп, — терӗ вӑл.

Ӗнтӗ кимӗ пек япалана курасчӗ-ха тесе, эпӗ темӗн пек тинкерсе инҫете пӑхрӑм пулин те, нимӗн те кураймарӑм. Ҫапла вунӑ минута яхӑн иртрӗ. Кӗҫех хум сӑрчӗсен хушшипе хура пӑнчӑ курӑнса кайрӗ: пӗрре пысӑкланчӗ вӑл, тепре пӗчӗкленчӗ. Вӑйлӑ хумсене ҫурса пӗрре ҫӳлелле хӑпарса, тепре аялалла анса, ҫыран хӗрринелле хуллен кӑна пӗр кимӗ килет. Кимӗпе ишекене вара, ҫирӗм ҫухрӑм сарлакӑш тинӗс урчи урлӑ ҫакӑн пек тӑвӑл асӑхнӑ каҫхине ишсе каҫма хӑйнӑскер, маттур та харсӑр ҫын пулмалла, ку ӗҫе тума шухӑш тытнӑскерӗн сӑлтавӗ те пысӑк пулма кирлӗ! Ҫакӑн пек шухӑшласа, эпӗ, чӗрем хускалнипе, ирӗксӗрех мӗскӗн кимӗ ҫине пӑхса тӑтӑм. Анчах вӑл, кӑвакал пек, чӑмса илет те, унтан каллех ҫуначӗсене сарса, кӗсменӗсемпе хӑлаҫланса, кӑпӑк сирпӗнчӗкӗ хушшипе ҫӑткӑн авӑрсенчен сике-сике тухать. Акӑ вӑл сулӑнса ҫыран хӗррине ҫапӑнӗ те пӗрчӗк юлмиччен саланса кайӗ, тесе шухӑшласа тӑраттӑм эпӗ, анчах вӑл хӑяккӑн кӑна пӑрӑнса, курӑклӑ пӗр пӗчӗк сӑмсаха ним инкек-синкексӗрех пырса кӗчӗ. Кимӗ ҫинчен вӑтам пӳллӗ ҫын сиксе тухрӗ, пуҫне вӑл така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ. Аллипе сулчӗ те, виҫҫӗшӗ те кимӗ ҫинчен темӗн кӑларма тытӑнчӗҫ. Питех те нумай япала кӑларчӗҫ вӗсем, ҫавӑн пек йывӑр тиенӗ кимӗ епле майпа шыва путманнине эпӗ ку таранччен те ӑс ҫавӑрса ҫитерейместӗп. Хул пуҫҫи ҫине кашниех пӗрер ҫыхӑ хурса, вӗсем ҫыран хӗрринелле тухрӗҫ, часах эпӗ вӗсене куҫран ҫухатрӑм. Манӑн киле таврӑнмалла пулчӗ, анчах та, калас пулать, ку тӗлӗнмелле ӗҫ мана пӑшӑрхантарчӗ, эпӗ аран-аран ир ҫитессе кӗтсе илтӗм.

Казак ыйхинчен вӑранчӗ; эпӗ тумтир тӑхӑнса ларнине асӑрхасан питех те тӗлӗнчӗ вӑл, ҫапах та ӑна сӑлтавне каласа памарӑм. Эпӗ ҫутҫанталӑка курса савӑнтӑм. Шупка пӗлӗт татӑкӗсемпе сапӑнса тулнӑ кӑвак тӳпе ҫине тата катари симӗс-кӑвак йӗрпе тӑсӑлнӑ ҫыранӑн шурӑ маяк башниллӗ сӑртпа пӗтекен инҫетри Крым ҫерӗ ҫине пайтах вӑхӑт хушши пӑхса тӑтӑм, Геленджика миҫе сехетре тухса каяссине комендантран ыйтса пӗлес тесе, эпӗ Фанагори крепоҫне тухса утрӑм.

Анчах, ҫӗр ҫӑттӑрах ҫав комендант мана нимех те татӑклӑн татса калаймарӗ. Пристаньте тӑракан пароходсем пурте е хурал карапӗсем е купцасен пулнӑ. Вӗсене тиеме те тытӑнман-ха. «Тата пӗр виҫӗ-тӑватӑ кунтан почта парохочӗ килӗ-и, тен, — терӗ мана комендант, — ун чухне курӑпӑр». Эпӗ салхуллӑ та ҫиллес таврӑнтӑм киле. Ҫитсессӗнех манӑн казак темӗнрен сехӗрленнине асӑрхарӑм.

— Питӗ начар кунта, ваше благородие! - терӗ вӑл мана.

— Ҫапла ҫав, тӑванӑм, пӗр турӑ кӑна пӗлет эпир кунтан хӑҫан тухса каяссине! — терӗм элӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл пушшех пӑшӑрханса ӳкрӗ, ман ҫума пӗшкӗнсе, шӑппӑн ҫапла каларӗ:

— Ырӑ мар кунта! Эпӗ паян Хура тинӗс ҫинчи хам паллакан уряднике тӗл пултӑм, пӗлтӗр вӑл пирӗн отрядраччӗ. Хамӑр ӑҫта чарӑннине каласа парсанах, вӑл мана «унта усал ҫынсем пурӑнаҫҫӗ!» — терӗ. Чӑнах та, мӗнле суккӑр-ха вӑл! Кирек ӑҫта те пӗчченҫиех ҫӳресен: пасара та, ҫӑкӑр илме те, шыв ӑсма та каять вӑл… кунта ӑна апла-капла ҫӳренине асӑрхамаҫҫӗ пулас, хӑнӑхса ҫитнӗ пулмалла.

— Мӗнле-ха вара! Хуҫа арӑмӗ тухкаласа ҫӳрерӗ-и?

— Паян, эсир ҫук чух, карчӑкпа хӗрӗ килчӗҫ.

— Мӗнле хӗр? Унӑн хӗрӗ ҫук.

— Турӑ пӗлет ӑна, хӗрӗ пулмасан кам пултӑр-ха тата: авӑ, карчӑкӗ те пӳртрех ларать-ха.

Эпӗ лаҫҫа кӗтӗм. Кӑмакине питех те вӑйлӑ хутса янӑччӗ, унта апат та пӗҫереҫҫӗ. Апачӗ ӗнтӗ, чухӑнсемшӗн пулсан, ытла та лайӑх темелле. Карчӑк ман сӑмаха хирӗҫ: эпӗ хӑлхасӑр, нимӗн те илтместӗп, тесе ҫеҫ тавӑра-тавӑра хурать. Мӗн тӑвӑн-ха унпа? Эпӗ кӑмакана ҫатӑркасем пӑрахса ларакан суккӑр ачапа калаҫма пуҫларӑм. «Айта-ха, суккӑр шуйттан ҫури, — терӗм эпӗ ӑна хӑлхинчен ярса илсе, — кала! Эсӗ ҫӗрле ҫыхӑ ҫӗклемӗпе ӑҫта сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗн-ха, э?» — тӗрӗм. Сасартӑк ман суккӑр йӗрсе ячӗ, кӑшкӑрма та ахлатма пуҫларӗ. «Ӑҫта пулнӑ эпӗ? Ниҫта та пулман… ҫыхӑпа тетӗн-и? Мӗнле ҫыхӑпа?» Карчӑк хайхи, эпир калаҫнине итлесе, мӑкӑртатма та пуҫларӗ: «Мӗн ҫав мӗскӗн ҫинчен шухӑшласа кӑларатӑр? Мӗншӗн тапӑнатӑр эсир ӑна? Мӗн турӗ вӑл сире?» — терӗ вӑл. Мана ку ӗҫ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ку юмахӑн туппине пур пӗрех тупатӑп, тесе тулалла тухрӑм.

Буркӑпа пӗркентӗм те, хӳме ҫумӗнчи чул ҫине ларса, таврари инҫете пӑхма пуҫларӑм. Ман умра ҫӗрлехи тӑвӑлпа хускалнӑ тинӗс сарӑлса выртать. Унӑн тӗлӗрме пуҫланӑ хула сӗрлевӗ евӗр шавӗ иртнӗ кун-ҫула аса илтерчӗ, шухӑшӑмсене ҫурҫӗрелле, хамӑрӑн сивӗ столицӑна куҫарчӗ. Аса илӳсемпе хӗпӗртенӗ май, эпӗ урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм. Ҫапла, пӗр сехете яхӑн-и, ытларах та-и ирттертӗм пулӗ. Сасартӑк ман хӑлхана темӗскерле юрӑ майлӑ сасӑ пырса кӗни илтӗнчӗ. Ку чӑнахах та юрӑ пулчӗ иккен, хӗрарӑм сасси, чечен те таса сасӑ, анчах ӑҫта-ха вӑл?.. Итлетӗп акӑ: кӗвви кунсерен илтӗнекенни пек мар, пӗрре вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн, тепре васкавлӑн та уҫӑмлӑн янӑрать, ҫаврӑнса пӑхатӑп та — таврара никам та ҫук. Тата итлетӗп акӑ — сасӑ пӗлӗтрен аннӑ пек. Пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп: эпӗ пурӑнакан пӳрт тӑрринче ҫивӗтне салатса янӑ хӗр ача тӑра парать, хӑй ярӑм-ярӑм тӑрӑхла кӗпе тӑхӑннӑ арҫури пекех ӗнтӗ! Хӗвел ҫути куҫне ан йӑмӑхтартӑр тесе, аллипе хупласа, инҫетелле тинкерсе пӑхать, кулкаласа илет те ҫавӑнтах хӑй тӗллӗн калаҫа пуҫлать, ҫав вӑхӑтрах юрласа та ярать.

— Эпӗ ку юррӑн кашни сӑмахне ас туса юлтӑм:

Вӗҫ-хӗррисӗр ирӗкре —
Симӗс тинӗс тӑрӑх,
Карапсем ҫӳреҫҫӗ-ҫке —
Шурӑ парӑслӑскерсем.

Ҫав карапсен хушшипе
Пӗчӗкҫеҫҫе кимӗ
Парӑссемсӗрех ишет —
Мӑшӑр кӗсменпе.

Ахӑрать-и тӑвӑлӗ —
Кивӗ карапсем
Ҫунатсене ҫӗклесе
Ыткӑнаҫҫӗ тинӗсе.

Пуҫ тайма пуҫлатӑп эп
Хумлӑ тинӗсе:
«Хаяр тинӗс, ан тивсемччӗ
Манӑн киммӗме;
Манӑн кимӗ турттарать:
Хаклӑ йышши япала,
Тӗттӗм каҫ унпа ишет
Харсӑр яш ача».

Ирӗксӗрех пуҫӑма, иртнӗ каҫхине те ҫак сассах илтрӗм-ҫке, теекен шухӑш пырса кӗчӗ. Минутлӑха шухӑша кайрӑм. Тата тепӗр хут пӳрт тӑрринелле пӑхса илтӗм, анчах хӗр курӑнмарӗ. Кӗҫех вӑл урӑх юрра юрлакаласа, ман ҫумранах чупса иртрӗ, пуҫ пӳрнисемпе шаклаттаркаласа илчӗ те карчӑк патне чупса кӗчӗ, унта вара вӗсен тавлашу пуҫланчӗ. Карчӑк ҫилленсе кайрӗ, хӗре хыттӑн ахӑлтатса кулма пуҫларӗ. Акӑ, куратӑп хайхискер, манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ каллех сиккелесе чупса килет. Ума ҫитсен, вӑл чарӑнса тӑчӗ те, эпӗ пуррине кура тӗлӗннӗ пек пулса, мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ, унтан вара вӑрт ҫаврӑнчӗ те васкамасӑр пристань еннелле утса кайрӗ. Ӗҫ кунпах пӗтмерӗ-ха: яра кунӗпех вӑл ман хваттер умӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, юрлассипе сиккелесси пӗр минутлӑха та чарӑнмарӗ унӑн. Тӗлӗнмелле чӗрчун! Унӑн сӑн-питӗнче вӑл ӑсран кайнине палӑртаканни нимӗн те ҫук; ӑсран кайма мар-ха, унӑн чӗрӗ те вичкӗн куҫӗ ман ҫине шӑтарас пек пӑхать, темле магнитла туртӑм хӑвачӗ пур пек туйӑнать мана унӑн куҫӗнче, кашни пӑхмассерен вӑл мӗн те пулин ыйтасшӑн пек туйӑнать. Анчах эпӗ калаҫма пуҫласанах вӑл, йӗкӗлтенӗ пек, кулса илет те ман умран тара ларать.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ нихҫан та ун евӗрлӗ хӗрарӑма курманччӗ. Ӑна илемлӗ теме ҫук, анчах манӑн илем тӗлӗшпе те хам малтанах пӗлсе тӑрасси, хама хам ӗнентерес йӑлам пур. Вӑл хӗрте ӑратлӑх нумай… Хӗрарӑмсен ӑратлӑхӗ, лашасен ӑратлӑхӗ пекех, пысӑк япала, ҫак шухӑша ҫамрӑк Франци шыраса тупнӑ. Вӑл, урӑхла каласан, ӑратлӑх (ҫамрӑк Франци мар), пуринчен ытла ҫын уттинче тата алли-уринче палӑрать: уйрӑммӑнах тата сӑмси пит нумай япалана пӗлтерет. Тӗрӗс сӑмса Российӑра пӗчӗк ураран та сахал тӗл пулать. Манӑн юрӑ ӑсти вун сакӑр ҫултан иртмен пулмалла. Унӑн ҫав тери хӳхӗм пӗвӗ, пӗр хӑйне ҫеҫ килӗшекен майпа пуҫ тайни, вӑрӑм та сарӑ ҫӳҫӗ, кӑшт ҫеҫ хӗвелпе пиҫӗхнӗ ӗнсипе хул пуҫҫийӗсем темле ылтӑнӑн йӑлтӑртатса тӑни, уйрӑммӑнах турӗ сӑмси — ҫаксем мана пурте ытармалла мар илӗртрӗҫ. Вӑл тӳртӗн ҫеҫ пӑхнӑ хушӑра эпӗ сыхланса тӑмаллине туйса илтӗм, вӑл ӑнкармалла мар кулкаланӑ хушӑра хӑй ӑшӗнче темӗн пытарса тӑнине туйрӑм, анчах мана унӑн тӳрӗ сӑмси ӑнран ячӗ, сӑн-питне пӑхсан малтанах мӗнле ҫын иккенне пӗлес хӑватӑм пур тесеччӗ-ҫке эпӗ. Мана Гетен Миньонӗ аса килчӗ, вӑл хӑйӗн нимӗҫле сисӗм-туйӑмӗпе шухӑшласа тунӑ тӗлӗнмелле хӗрӗн сӑнарӗ курӑннӑ пек туйӑнчӗ мана. Чӑнах та, вӗсем хушшинче пӗрпеклӗх питех те нумайччӗ, ҫав тери канӑҫсӑрланса, лара-тӑра пӗлмесӗр ҫӳренӗ хушӑрах сасартӑк шӑпланса ларса пӗр хускалми пулни, шухӑшлаттаракан юптаруллӑ калаҫусем, сиккелесе илнисем, хӑйне майлӑ юрӑсем — пурте ҫавӑнни пекех…

Каҫ пулас умӗн эпӗ ӑна алӑк умӗнче чарса тӑтӑм та ҫакӑн пек калаҫу хускатрӑм:
«Чипер пике, кала-ха мана, мӗскер турӑн эсӗ паян пӳрт тӑрринче?» — тесе ыйтрӑм эпӗ.
«Ҫил ӑҫтан вӗрнине пӑхрӑм», — терӗ вӑл. — «Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вӑл сана?» — «Ӑҫтан ҫил вӗрет, ҫавӑнтан телей килет». — «Мӗнле апла? Телейне юрласа чӗнтӗн-и вара эсӗ?» — «Ӑҫта юрӑ юрланать, унта телей пулать». — «Эхер те юрланипех ӑнсӑртран инкек тупӑнсан?» — «Мӗнех вара? Ӑҫта лайӑххи пулмасть, унта усалли пулать, усалпа ырлӑх хушши инҫех мар». — «Сана кам вӗрентнӗ ҫав юрра юрлама?» — «Никам та вӗрентмен, асӑма килет те юрлатӑп. Камӑн илтмелле, ҫав илтет; камӑн илтмелле мар, вӑл ӑнланаймасть». — «Мӗн ятлӑ вара эсӗ?» — «Кам шыва кӗртнӗ, ҫав пӗлет». — «Кам шыва кӗртнӗ?» — «Ӑҫтан пӗлес ӑна ман». — «Эккей, вӑрттӑнскер, эпӗ вӗт сан ҫинчен пӗр япала пӗлетӗп. (Ун сӑнӗ ним чухлӗ те улшӑнмарӗ, тутине те хускатмарӗ вӑл, сӑмах ун ҫинчен пыман пекех пулчӗ.) Эсӗ ҫӗркаҫ ҫыран хӗрринче пулнине пӗлетӗп эпӗ». Кунта хайхи эпӗ, ӑна шиклентерес тесе, хам мӗн курнине тӗпӗ-йӗрӗпех каласа патӑм, вӑл шухӑша та илмерӗ, ахӑлтатса кулса ячӗ:  — «Нумай курнӑ пулӗ те, сахал пӗлетӗр. Пӗлнине вара питӗрсех усрӑр», — терӗ вӑл. — «Эпӗ, сӑмахран, ҫакӑн ҫинчен коменданта пӗлтерме шухӑш тытсан?» — терӗм те эпӗ, хаярланнӑ пек пулса, ун ҫине шӑтарас пек пӑхса илтӗм. Сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те юрласа ячӗ, унтан вара, йывӑҫ тӗмӗ хушшинчи хӑранӑ вӗҫен кайӑк пек, таҫта кӗрсе ҫухалчӗ. Манӑн юлашки сӑмахсем ытла вырнаҫусӑр тухрӗҫ иккен; вӗсем сиввӗн илтӗнессе асӑрхаманччӗ те эпӗ, каярахпа тин вӗсем пирки манӑн ӳкӗнмелле пулчӗ.

Тӗттӗм пула пуҫласанах эпӗ казака чей вӗретме хушрӑм, ҫурта ҫутса ятӑм та, ҫул ҫинче туртмалли чӗлӗмӗпе тивретсе, сӗтел умне пырса лартӑм. Иккӗмӗш стакана ӗҫнӗ ҫӗре кӗтмен ҫӗртенех алӑк чӗриклетрӗ, ман хыҫра ҫӳхе кӗпе чӑштӑртатни те ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Эпӗ шартах сикрӗм, ҫаврӑнса кӑна пӑхрӑм, хыҫӑмра хайхи хӗр — манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ — тӑра парать. Шӑппӑн, сӑмах чӗнмесӗр пырса ларчӗ вӑл ман ума, хӑй ман ҫинелле тинкерсе пӑхать. Хам та пӗлместӗп вара, темшӗн вӑл ман ҫине тӗлӗнмелле ачашшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл ҫапла пӑхса тӑни мана тахҫан ӗлӗк ҫавӑн пекех пӗр ачашшӑн пӑхаканскер ман пурнӑҫпа вылянине аса илтерчӗ. Вӑл хӑйӗнчен мӗн те пулин ыйтса пӗлессине кӗтет пулас, анчах эпӗ ытла именнипе сӑмах та ченейместӗп. Унӑн пит-куҫӗ ӑшӗ вӑрканипе шурса кайнӑ, аллине сӗтел ҫине шӑлкалать, хӑй кӑшт ҫеҫ палӑрмалла чӗтренкелесе илет, кӑкӑрӗ унӑн е ҫӳлелле хӑпарать е, сывлӑш питӗрӗннӗ пек пулса, хускалмасӑр тӑрать. Ҫак мыскара мана йӑлӑхтара пуҫларӗ, эпӗ ку шӑплӑха ахаль сӑмах майӗпех пӗтересшӗн пулса, ӑна пӗр стакан чей сӗнме шухӑшларӑм; сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те аллисемпе мана ыталаса тытрӗ, мана ҫемҫе те кӑвар пек вӗри тутипе хӗрӳллӗ чуп туса илчӗ. Куҫӑм хуралса кайрӗ, пуҫӑм ҫаврӑнчӗ, пӗтӗм ҫамрӑк хӗрӳлӗхӗмпе ыталаса илтӗм те ӑна хам ҫума мӗн пур вӑйӑмпа чӑмӑртарӑм. Анчах вӑл ман алӑран ҫӗлен пек шӑвӑнса тухрӗ, унтан, хӑлхаран ҫеҫ: «Кӗҫӗр ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, ҫыран хӗррине тух», — тесе пӑшӑлтатрӗ те пӳлӗмрен ҫӗмрен пек сиксе тулалла вӗҫрӗ. Ҫенӗкре вӑл чейнике йӑвантарса ячӗ, урай варринче ҫунса ларакан ҫуртана сӳнтерсе хӑварчӗ. «Эккей, эсрел хӗрӗ», — тесе кӑшкӑрса ячӗ казак, улӑм ҫинче майлашса выртса, кӑштах юлнӑ чейпе ӑшӑнма ӗмӗтленнӗскер, тинех аран ӑс килсе ҫитрӗ.

Тепӗр икӗ сехетрен, пристань ҫинче ҫынсем шавлама чарӑнсан, эпӗ хамӑн казака ыйхӑран вӑратрӑм: «Эпӗ пистолетпа персе ярсанах ҫыран хӗррине чупса тух», — терӗм ӑна. Вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ те шухӑшласа тӑмасӑрах: «Итлетӗп, ваше благородие», — терӗ. Пистолета пиҫиххи ҫумне хӗстертӗм те тула тухрӑм. Хайхи хӗр мана ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑрать. Хӑй питех те ҫӑмӑл тумланнӑ, хӳхӗм пӗвӗ ҫине пысӑках мар тутӑр уртса янӑ.

— Утӑр ман хыҫҫӑн! — терӗ вӑл мана, алӑран тытса. Эпир аялалла анма пуҫларӑмӑр. Темле майпа эпӗ ӗнсене хуҫмарӑм — ӑнкараймастӑп; аялта эпир сылтӑмалла пӑрӑнтӑмӑр, унтан хам пӗлнӗ ҫулпала утрӑмӑр. Уйах тухман-ха, икӗ ҫӑлтӑр кӑна, тинӗс ҫинчи икӗ маяк пек, тӗксӗм кӑвак тӳпере йӑлтӑртатать, йывӑр хумсем, пер тикӗссӗн те сулӑмлӑн кӗрлесе, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутланса килеҫҫӗ те ҫыран хӗрринчи тӑлӑх кимме кӑштах ҫӗклентерсе иртеҫҫӗ. «Ларӑр-ха кимӗ ҫине», — терӗ манӑн хӗр. Эпӗ турткаланса тӑтӑм — тинӗс тӑрӑх ахалех уҫӑлса ҫӳреме юратсах каймастӑп эпӗ, — анчах каялла чакма май ҫук ӗнтӗ. Вӑл кимӗ ҫине сиксе ларчӗ, эпӗ те ун хыҫҫӑн кӗрсе лартӑм. Асӑрхама та ӗлкӗреймерӗм; ишме пуҫланӑ та иккен. «Мӗне пӗлтерет ку?» — терӗм эпӗ ҫилленерех. — «Ку ӗнтӗ эпӗ сана юратнине пӗлтерет», — тесе сӑмах хушрӗ вӑл мана, тенкел ҫине ларнӑ май, аллисемпе пӗвӗме ыталаса тытса… Унӑн пит ҫӑмартийӗ манӑн пит ҫӑмартипе пӗрлешрӗ, хам питӗм ҫинче унӑн ҫулӑм пек вӗри сывлӑшне туйрӑм эпӗ. Сасартӑк шыва темӗн шӑмпӑлтатса ӳкрӗ: эпӗ пиҫиххине тытса пӑхрӑм — ҫумра пистолетӑм ҫук. Эх, кунта вара тем пуласран асӑрханса тӑрас шухӑш ман чӗрене ҫурсах ячӗ; пуҫа юн тапса тулчӗ. Хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхатӑп та, ҫыранран эпир аллӑ хӑлаҫа яхӑн шалалла ишсе кӗнӗ-мӗн. Ишме пӗлместӗп-ҫке эпӗ! Хӗре хам ҫумран тӗртсе уйӑрма тӑрӑшатӑп. Вӑл мана тумтирӗмрен кушак пек ҫатӑрласа тытнӑ, сасартӑк мана, пӗрре тӗксе, кӑштах шыва кӑларса ӳкеретчӗ. Кимӗ сулӑнса кайрӗ, эпӗ аран тытӑнса юлтӑм; пирӗн хушӑра хаяр кӗрешӳ пуҫланчӗ. Урса кайнипе ман халӑм та хутшӑнчӗ, анчах вӑл меллӗрех кӗрешме пултарнине часах туйса илтем. «Мӗн кирлӗ сана?» — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ унӑн пӗчӗк аллине хыттӑн чӑмӑртаса; пӳрнисем те шатӑртатрӗҫ унӑн, хӑй ҫапах та кӑшкӑрмарӗ. Ку асаплӑха, хайӗн ҫӗленле кӑмӑлӗпе тӳссе ирттерчӗ.

— Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм.

Тӗттӗмленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, тинӗс кӑпӑкӗсем хушшинче унӑн пуҫӗ ик-виҫӗ хут курӑнса илчӗ те, вара ӑна эпӗ урӑх кураймарӑм.

Кимӗ тӗпӗнче эпӗ ҫурмаран хуҫӑлнӑ кӗсмен тупрӑм, ҫавӑнпа чылай нушаланнӑ хыҫҫӑн аран-аран пристане ҫитсе чарӑнтӑм. Ҫыран хӗррипе, хам чарӑннӑ пӳрт патнелле утнӑ май, эпӗ ирӗксӗрех, хай, иртнӗ каҫхине суккӑр ача тинӗс урлӑ ишсе килнӗ ҫынна кӗтсе тӑнӑ вырӑн еннелле пӑхса пытӑм. Уйӑх тӳпене ҫӗкленнӗччӗ, ҫыран хӗрринче темле шурӑ тумтирлӗ ҫын ларнӑ пек курӑнчӗ. Ку мӗскер иккенне пӗлес тесе, эпӗ ун патне йӑпшӑнса пытӑм та чӑнкӑ анакан ҫыран хӗрринчи курак ҫине тӑсӑлса выртрӑм. Пуҫа кӑшт ҫӗклесе пӑхсан кунтан мана аялта мӗн туни аванах курӑнать. Хамӑн шыври хӗре курах кайрӑм; тӗлӗнмерӗм эпӗ, хӗпӗртенӗ пек те пултӑм. Вӑл хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫӗнчен тинӗс шывне пӑрса кӑларать, йӗпеннӗ кӗпи унӑн хӳхӗм пӳ-сине, ҫӳллӗ кӑкӑрӗсене аванах палӑртса тӑрать. Часах акӑ инҫетре кимӗ те курӑнса кайрӗ; ҫак кимӗ ҫыран хӗрринелле васкаса ҫывхарчӗ, ун ҫинчен иртнӗ каҫхи пекех тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ пӗр ҫын тухрӗ, ҫуҫне вӑл казахсем пек кастарнӑччӗ, чӗн пиҫиххийӗ ҫумӗнче унӑн вӑрӑм ҫӗҫҫи курӑнса тӑрать. «Янко, пӗтрӗмӗр», — терӗ хӗр. Малалла питех те хуллен калаҫма пуҫларӗҫ вӗсем, эпӗ нимӗн те илтсе юлаймарӑм. «Ӑҫта-ха пирӗн суккӑр?» — терӗ юлашкинчен Янко, сассине ҫӗклентерсе. «Эпӗ ӑна янӑччӗ», — тени илтӗнчӗ. Тепӗр темиҫе минутран ҫурӑмӗ ҫине михӗ хунӑ суккӑр ача килсе те ҫитрӗ. Унӑн миххине кимӗ ҫине хучӗҫ.

«Итле-ха, суккӑр! — терӗ Янко. — Эсӗ леш вырӑна сыхласа усра-ха. …Пӗлетӗн-и? Унта хаклӑ таварсем… кала (эпӗ ятне илтсе юлаймарӑм), эпӗ текех унӑн тарҫи мар ӗнтӗ; ӗҫсем начарланса пыраҫҫӗ; вӑл мана текех кураймӗ; ытла хӑрушӑ халӗ, урӑх ҫӗре ӗҫ шырама каятӑп, ман пек пултаракан ҫынна тупаймасть вӑл урӑх. Тата ҫакна та кала, ӗҫленӗшӗн лайӑх тӳлесе пынӑ пулсан, Янко ӑна пӑрахман пулӗччӗ, те, манӑн кирек ӑҫта та ҫулӑм уҫӑ, ӑҫта ҫил вӗрет те, тинӗс шавлать — ҫавӑнта!» Кӑшт чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн Янко каллех малалла калаҫма пуҫларӗ. «Хӗр манпа пӗрле пырать, — терӗ вӑл, — ӑна кунта юлма юрамасть. Карчӑка кала, — терӗ вӑл, — вилме вӑхӑт ҫитнӗ сана, те: ытлашши пурӑнать, намӑса та пӗлес пулать кӑштах, те. Вӑл пире текех кураймӗ ӗнтӗ».

— Эпӗ вара ӑҫта? — терӗ суккӑр салху сасӑпа.

— Мӗн тума кирлӗ эсӗ мана? — тени илтӗнчӗ. Ҫак вӑхӑтрах манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ те юлташне аллипе сулчӗ; лешӗ суккӑр алли ҫине темӗн хучӗ те: «Ме, ху валли премӗксем илӗн, — терӗ. — «Ҫак анчах-и?» — терӗ суккӑр. — «Акӑ, ме сана тата», — терӗ лешӗ. Ҫӗре ӳкнӗ укҫа чул ҫумне перӗнсе чӑнкӑртатса янрарӗ! Суккӑр ача ӑна илмерӗ. Янко кимӗ ҫине ларчӗ; ҫыран енчен ҫил вӗрет: вӗсем пӗчӗк парӑса ҫӗклерӗҫ те часах тинӗселле ишсе кӗрсе кайрӗҫ. Тӗксӗм хумсем хушшипе уйӑх ҫути айӗн шурӑ парӑс нумайччен курӑнса тӑчӗ. Суккӑр ача ҫаплах ҫыран хӗрринче ларать-ха. Акӑ, ман хӑлхана ӗсӗклесе йӗнӗ сасӑ та илтӗнсе кайрӗ. Суккӑр ача чӑнах та ҫапла нумайччен йӗрсе ларчӗ… Мана салху пусса илчӗ. Мӗншӗн мана ӑраскалӑм ҫак тӳрӗ кӑмӑллӑ контробандистсен лӑпкӑ ушкӑнне хутӑштарса ячӗ-ши? Шӑпах тӑракан ҫӑл куҫӗ ҫине чул пӑрахнӑ пек, эпӗ вӗсен канӑҫлӑхне пӑлхатрӑм, хам та, ҫав чул пекех, кӗҫ-вӗҫ шыва анса каяттӑм.

Эпӗ киле таврӑнтӑм. Ҫенӗкре йывӑҫ чашкӑ ҫинче ҫунса пӗтеймен ҫурта ҫӑтӑртатса тӑрать. Манӑн казак, хам ӑна ҫывӑрма хушманччӗ пулин те, пӑшалне аллине тытнипех ҫывӑрса кайнӑ. Эпӗ ӑна чӑрмантарас темерӗм, ҫуртана илтӗм те пӳрте кӗтӗм. Ҫӗр ҫӑттӑрах! Манӑн шкатулка, кӗмӗл йӗнӗллӗ хӗҫ, тусӑм панӑ дагестан кинжалӗ, — нимӗн те юлман манӑн. Тинех вара эпӗ хайхи ылханлӑ суккӑр мӗнле япаласем йӑтса пынине туйса илтӗм. Казака сиввӗн тӗрткелесе вӑратрӑм та ятласа тӑкрӑм, ҫилленсе илтӗм, анчах нимӗн тума та ҫук! Суккӑр ача ҫаратни ҫинчен, вун сакӑр ҫулхи хӗр хама кӗҫ-вӗҫ шыва путарма тӑни ҫинчен пуҫлӑхсене каласа панӑ пулсан, ытла та кулӑшла пулмӗччӗ-ши вара? Мухтав турра, ирхине мана Таманьрен тухса кайма май килчӗ. Карчӑкпа суккӑр ачана мӗн пулни ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп. Мана, ҫула тухнӑскере, ҫитменнине тата почта лашисене илме тивӗҫлӗ хутпа хысна ӗҫшӗн ҫӳрекен офицера, мӗн ӗҫ пултӑр-ха ҫынсен хуйхисемпе савӑнӑҫӗ ҫумӗнче!

Пӗрремӗш пайӗн вӗҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех