Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Максим Максимыч

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.23 10:58

Пуплевӗш: 231; Сӑмах: 2802

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Максим Максимычпа уйрӑлсан, эпӗ часах Терекпе Дарьял тӑвӗсен хушшине вӗҫтерсе тухрӑм, Казбекра ирхи апат турӑм, ларсра чей ӗҫрӗм, унтан вара каҫхи апат тӗлне Владикавказа ҫитме ӗлкӗртӗм. Тусем ҫинчен е нимӗне пӗлтермен кӑшкӑрашнӑ сасӑсем ҫинчен, унта пулса курман ҫынсемшӗн уйрӑмах нимӗн те кӑтартса паман картинӑсем ҫинчен ҫырса, сире йӑлӑхтарам мар-ха, тата статистика енӗпе асӑрхаттарнисене те ҫырса тултармӑп, пур пӗрех вӗсене никам та вуламӗ.

Эпӗ гостиницӑна ҫитсе чарӑнтӑм, иртсе ҫӳрекенсем пурте унта чарӑнаҫҫӗ. Чарӑнаҫҫӗ пулин те, кунта яшка пӗҫерсе пама е хир чӑххи ӑшалама никама та хушаймӑн, мӗншӗн тесен ку гостиницӑна виҫӗ инвалида шанса панӑ та, вӗсем виҫҫӗшӗ те вара ытла айван, ҫитменнине ура ҫине тӑрайми ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ, вӗсемпе еҫ тума ҫуках.

Мана кунта: тата виҫӗ кун хушши пурӑнмалла, тесе пӗлтерчӗҫ, мӗншӗн тесен «окази» Екатериноградран килмен-ха, ҫавӑнпа вӑл каялла кайма та пултараймасть; Тупӑнать-ҫке инкек! Анчах ҫул ҫӳрекен вырас ҫыннине начар каламбур лӑплантараймасть, ҫавӑнпа та эпӗ, вӑхӑта ирттерес тесе, хама Максим Максимыч Бэла ҫинчен каласа панине ҫырса хума шутларӑм, ҫав повеҫ темиҫе повеҫӗн вӑрӑм ярӑмӗнче пӗрремӗш сыпӑк пулассине малтан шутламанччӗ те эпӗ; ас тӑвӑр-ха, хӑш чухне пӗр пӗчӗк япалашӑнах кайран ҫав тери йывӑр килет-ҫке!.. Тен, эсир «окази» мӗн иккенне те пӗлместӗр пулӗ-ха? Вӑл хӳтӗлесе пыраканни тени пулать, унта ҫур ротӑ пехотӑ та тата пӗр тупӑ пулать, вӗсем Владикавказран Кабарда урлӑ Екатеринограда ҫӳрекен лавсене хӳтӗлесе пыраҫҫӗ.

Малтанхи куна эпӗ питӗ кичем ирттертӗм: тепӗр кун акӑ ирпе картишне пӗр лав пырса кӗчӗ… Э! Максим Максимыч!.. Эпир тахҫанхи туссем пек тӗл пултӑмӑр. Эпӗ ӑна хамӑн пӳлӗме вырнаҫма сӗнтӗм. Вӑл турткаланса тӑмарӗ, хул пуҫҫийӗмрен лӑпкаса илчӗ те, куланҫи туса, тутине чалӑштарчӗ. Култармӑш та ҫав!..

Максим Максимыч апат пӗҫерме питӗ ӑста: фазана вӑл тӗлӗнсе каймалла лайӑх ӑшаларӗ, ӑна тӑварланӑ хӑяр шывӗпе сапрӗ; тӳррипех калас пулать вара, вӑл пулман пулсан, типӗллех ҫимелле пулатчӗ ентӗ манӑн. Пӗр бутылка кахетински эрех апатӑмӑр пӗр чашкӑра ҫеҫ иккенне асӑнтармарӗ те пире, чӗлӗмсене тивертрӗмӗр те вырнаҫса лартӑмӑр: эпӗ чӳрече патне лартӑм, вӑл хутнӑ кӑмака ҫумне ларчӗ, кунӗ нӳрлӗрехчӗ, сулхӑнччӗ. Эпир нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Ӗнтӗ мӗн ҫинчен калаҫмаллаччӗ-ши пирӗн?.. Вӑл мана хӑй ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑччӗ, манӑн каласа памалли нимӗнех те ҫукчӗ. Эпӗ чӳречерен пӑхрӑм. Анлӑн юхакан Терек хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче уняга та кунта сапаланчӑк лутра ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, леререх тата кӑвак тусем, шӑллӑ стена пек, палӑраҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнчен шурӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ Казбек курӑнать. Ӑшӑмра эпӗ вӗсене «сывӑ юлӑр», тетӗп: уйрӑлас килместчӗ ман вӗсенчен.

Эпир пайтахчен ҫапла лартӑмӑр. Хӗвел ту хыҫне пытанать, лапамсенче шурӑрах тӗтре сарӑлать. Ҫав вӑхӑтра пире урамран шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайрӗ, лавҫӑсем те кӑшкӑркаларӗҫ. Гостиницӑ картишне таса мар ҫи-пуҫлӑ армянсем лавсемпе кӗрсе тулчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн тата ҫул ҫӳремелли пушӑ коляска та ҫитсе чарӑнчӗ: коляска ҫӑмӑл пырать, ӑна питӗ ӑста тунӑ вара, пӑхмашкӑн та вӑл ют ҫӗршывран килнине асӑнтарать, ун хыҫҫӑн венгерка тӑхӑннӑ пӗр пысӑк мӑйӑхлӑ ҫын утса пырать; лакей тесен, вӑл питех те чипер тумланнӑ темелле, чӗлӗмӗн кӗлне пит маттуррӑн шаккаса кӑларнине тата ямшӑк ҫине кӑшкӑркаланине пӑхсан, вӑл мӗнле чинра иккенне тӗрӗсех пӗлме пулать. Паллах ӗнтӗ, вӑл пӗр-пӗр кахал улпутӑн иртӗхсе кайнӑ тарҫи — вырӑссен фигаро пекреххи пулмалла. «Кала-ха, ыр ҫыннӑм, — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна чӳречерен, — окази илчӗ-и вара?» — терӗм. Вӑл самаях чӑрсӑррӑн пӑхса илчӗ, галстукне турлетрӗ те пӑрӑнчӗ, ун умӗнчен иртсе пыракан армянин ҫеҫ, кулкаласа: «тӗрӗс, окази килчӗ, ыран ирпе каялла каять», — терӗ уншӑн. «Мухтав турра! — терӗ Максим Максимыч, ҫав вӑхӑтра чӳрече патне пырса тӑнӑскер. — Епле тӗлӗнмелле чипер коляска! — хушса хучӗ вӑл: — ӗнтӗ мӗнле те пулин чиновник Тифлиса следствине каять пуль. Пирӗн таврашри тусене пӗлмест пулас-ха. Ҫук, юратнӑ ҫыннӑм, шӳт тӑватӑн, кунта эсӗ хамӑр коляскӑсене мар, акӑлчансенне те тӗрӗс-тӗкел хӑвармӑн! Кам пулчӗ-ши ку — кайса пӗлер-ха эппин…» Эпир коридора тухрӑмӑр. Коридор вӗҫӗнчи хӑрах енчи пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫах тӑратчӗ. Лакейпа лавҫӑ унта чемодансем ҫӗклесе кӗретчӗҫ.

— Итле-ха, шӑллӑм, — тесе ыйтрӗ унтан штабс-капитан: — камӑн ку чечен коляски?.. Э?.. Ҫав тери чипер коляска!.. — Лакей, чемоданне салтнӑ май, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑй тӗллӗн темӗскер мӑкӑртатса илчӗ. Максим Максимыч тарӑхса кайрӗ: хисеплеме пӗлмен ҫынна хул пуҫҫийӗнчен тытрӗ те вӑл: «эпӗ санран ыйтатӑп, тӑванӑм…» — терӗ.

— Кам коляски?.. Хам улпутӑн…

— Кам-ха санӑн улпуту?

— Печорин…

— Мӗн терӗн эсӗ? Мӗн? Печорин-и?.. Ах, турӑҫӑм!.. Каланха, Кавказра службӑра пулман-и вӑл?.. — хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ Максим Максимыч, мана ҫанӑран туртса. Куҫӗнче унӑн савӑнӑҫ ҫиҫсе тӑрать.

— Пулнӑ пулас та, эпӗ вӗсем патӗнче нумайранпа мар-ха…

— Апла иккен… юрӗ!.. Григорий Александрович-и?.. Ҫапла чӗнеҫҫӗ вӗт ӑна? Эпир сан улпутупа туслӑ пулнӑ, — терӗ вӑл, лакее хул пуҫҫийӗнчен кӑмӑллӑн ҫапса, лешӗ сулӑнсах кайрӗ…

— Итлӗр-ха, сударь, эсир мана чӑрмантаратӑр, — терӗ лакей, сиввӗн пӑхса.

— Эккей, эсӗ, шӑллӑм!.. Пӗлетӗн-и, эпир сан улпутупа ҫав тери туслӑ пулнӑ-ҫке, пӗрле пурӑннӑ… Хӑй ӑҫта юлчӗ-ха вӑл тата?..

— Печорин каҫхи апат тума каҫ выртмаллипех Н… полковник патӗнче юлчӗ, — тесе пӗлтерчӗ лакей.

— Каҫхине вӑл кунта кӗрсе тухмасть-и? — терӗ Максим Максимыч: — е эсӗ, тӑванӑм, мӗншӗн те пулин каймастӑн-и ун патне?.. Кайсан, кала-ха, Максим Максимыч кунта, те, ҫаплах кала… вӑл пӗлет… Эпӗ сана эрех илмеллӗх сакӑр вунӑ пус парӑп…

Ҫавнашкал сахал сӗннине илтсен, лакей йӗрӗннӗ пит-куҫне пӗркелерӗ, анчах Максим Максимыч хушнине тума ҫапах та сӑмах пачӗ.

— Халех чупса килет ак! — терӗ мана Максим Максимыч, хӗпӗртенипе: — ӑна кӗтме хапха умнех тухса ларам-ха… Эх!.. Н… полковника паллаймастӑп-ҫке, питӗ шел…

Максим Максимыч хапха умӗнчи сак ҫине тухса ларчӗ, эпе хамӑн пӳлӗме кӗтӗм. Тӳррипех калатӑп, эпӗ хам та ҫав Печорин килессине кӑшт тӳсеймесӗртерех кӗтсе тӑтӑм; штабс-капитан каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна кӑмӑлласах каймарӑм, ҫапах та унӑн характерӗнчи хӑш-пӗр енӗсем мана калама ҫук лайӑх пек туйӑнчӗҫ. Тепӗр сехетрен акӑ пӗр инвалид вӗресе тухнӑ сӑмаварпа чейник илсе кӗчӗ. — «Максим Максимыч, чей ӗҫес килмест-и?» — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ чӳречерен.

— Тавах сире, темӗн ӗҫесех килмест-ха.

— Эй, ӗҫсемӗр, ас тӑвӑр, каҫ пулчӗ-ҫке ӗнтӗ, сивӗ пулать.

— Темӗн мар; ӗҫӗрех…

— Эппин, хӑвӑр кӑмӑлӑр! — терӗм те пӗчченех чей ӗҫме тытӑнтӑм эпӗ; пӗр вунӑ минут иртсен, хайхи манӑн старик те кӗчӗ: — «Чӑнах та тӗрӗс калатӑр эсир, — терӗ вӑл, — тем тесен те, чей ӗҫсен лайӑхрах пулӗ, — эпӗ ӑна вӗтеттӗм те… Ҫынни тахҫанах ун патне кайрӗ, мӗншӗн те пулин тытӑнса тӑчӗ пулин ҫеҫ». Вӑл васкаварлӑн пӗр куркине ӗҫсе ячӗ те иккӗмӗшне ӗҫесшӗн те пулмарӗ, темӗнле пӑшӑрханнӑ пек пулса, каллех хапхаран тухса кайрӗ: старике Печорин хисеплеменни кӳрентерчӗ ӗнтӗ ҫинчен тата, хӑй унпа туслӑ пулни ҫинчен мана вӑл иртнӗ кунсенче кӑна каласа парсаччӗ, тата пӗр сехет каялла кӑна вӑл унӑн ятне илтсенех «акӑ чупса килет вӑл» тенӗччӗ.

Вӑхӑт чылай иртрӗ, тӗттӗм те пулчӗ, эпӗ каллех чӳречене уҫрӑм та Максим Максимыча: ҫывӑрма вӑхӑт ҫитрӗ, тесе чӗнме пуҫларӑм; вӑл хӑй тӗллӗн темӗн мӑкӑртатрӗ, тепӗр хут та чӗнтӗм ӑна — вӑл урӑх чӗнмерӗ.

Эпӗ, шинельпе витӗнсе, сак ҫинчи ҫуртана сӳнтермесӗрех ҫывӑрма выртрӑм. Сӗм ҫӗрле мана Максим Максимыч вӑратман пулсан, эпӗ, ыйхӑланӑскер, лӑпкӑнах ҫывӑрнӑ пулӑттӑм. Вӑл сӗтел ҫине чӗлӗмне хучӗ, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаларӗ, кӑмакара темӗн пӑтраткаларӗ, унтан вара тин ҫывӑрма выртрӗ, ҫапах та темӗнччен ӳсӗркелесе хӑшкӑлчӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ…

— Хӑнкӑласем ҫыртмаҫҫӗ-и сире? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Хӑнкӑласем ҫав…— терӗ вӑл, сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса.

Тепӗр кун эпӗ ирех вӑрантӑм; Максим Максимыч манран та маларах тӑнӑ-мӗн. Эпӗ ӑна хапха умӗнчи сак ҫинче ларнине куртӑм. — «Манӑн комендант патне кайса килмелле те, Печорин килсенех мана чӗнтерме пӗр-пӗр ҫынна ярӑр-ха, тархасшӑн», — терӗ вӑл мана.

Эпӗ килӗшрӗм; вӑл ҫамрӑк чухнехи пек ҫӑмӑллӑн чупса кайрӗ.

Ир уҫӑ та илемлӗ. Ту ҫинче ылтӑн пӗлӗтсем капланчӗҫ, вӗсем сывлӑшри тусен ҫӗнӗ ушкӑнӗ пек курӑнаҫҫӗ, хапха умӗнче пысӑк площадь сарӑлса выртать; ун хыҫӗнчи пасар халӑхпа вӗркет, паян вырсарникун: ҫара ураллӑ осетин ачасем, ҫурӑмӗсем хыҫне караслӑ пыл тултарнӑ хутаҫҫисене ҫакнӑ та ман тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм; шухӑшӑм вӗсем ҫинче марччӗ манӑн, ырӑ штабс-капитан пӑшӑрханнине эпӗ хам чӗре патнех иле пуҫларӑм.

Вунӑ минут та иртмерӗ, площадь вӗҫӗнче эпир кӗтнӗ ҫын курӑнса та кайрӗ. Вӑл Н. полковникпа пыратчӗ, лешӗ ӑна гостиница патне ҫитерчӗ те хӑй крепоҫ патнелле пӑрӑнчӗ; эпӗ ҫавӑнтах пӗр инвалида Максим Максимыча чӗнме ятӑм.

Печорина хирӗҫ лакей тухрӗ те: халех кӳлетпӗр тесе пӗлтерчӗ; лакей ӑна сигара ещӗкне тыттарчӗ, унтан вара, темиҫе приказани илсе, хӑй ӗҫне тума кайрӗ. Унӑн улпучӗ сигарне тивертсе ячӗ, пӗр-ик хутчен анаслакаласа илчӗ те хапхан тепӗр енне сак ҫине пырса ларчӗ. Халӗ ӗнтӗ сире унӑн портретне ӳкерсе парам.

Вӑл вӑтам пӳллӗ; унӑн яштака та ҫинҫе кӗлетки тата сарлака хул пуҫҫийӗ вӑл ҫирӗп ҫын пулнине, куҫса ҫӳрес пурнӑҫри мӗн пур инкеке те йӗпе-сапана тӳссе ирттерме пултарнине кӑтартать. Ӑна столицӑри иртӗхтерекен пурнӑҫ та, пуҫӗнчи тӑвӑллӑ шухӑшӗсем те ҫӗнтереймен. Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм. Утнӑ чух вара тирпейсӗр те лӳпперрӗн пырать, аллисене сулкаламаннине те асӑрхарӑм эпӗ, вӑл ӗнтӗ ҫыннӑн вӑрттӑнтарах характерне кӑтартакан паллӑ! Эпӗ хам асӑрханине кӑна калатӑп, хам сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх ҫеҫ, ҫавӑнпа манӑн сире ҫапла калани тӗрӗс тесе пӗр сӑмахсӑрах ӗнентерес шухӑшӑм ҫук. Вӑл сак ҫине ларсан, унӑн тӳрӗ кӗлетки, ҫурӑмӗнче пӗр шӑмӑ та пулман пек, авӑнса кӗчӗ: ку вара унӑн темӗнле халсӑрлӑхне кӑтартса парать. Вӑл хӑй Бальзакӑн вӑтӑр ҫулхи вӗҫкӗн хӗрарӑмӗ, бал хыҫҫӑн ывӑнса ҫитсе, хӑйӗн ҫемҫе пуканӗ ҫинче ларнӑ пекех ларать. Унӑн пит-куҫне пӗрремӗш хут пӑхсан, эрӗ ӑна ҫирӗм виҫӗ ҫултан ытла та парас ҫукчӗ, каярахпа вара вӑтӑр ҫулта теме те хатӗр пултӑм. Кулнӑ чухне унӑн питӗнче темле ача кӑмӑлӗ пур, ӳчӗ унӑн хӗрарӑмӑнни пек, темле ҫемҫе, ачаш ӳт; мӗн ҫуралнӑранпах кӑтра сарӑ ҫӳҫӗ шупкарах кӑна тӑнлӑ ҫамкине илемлӗн кӑтартса тӑрать… Нумайччен сӑнанӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ун пичӗ ҫинче пӗр-пӗрин урлӑ каҫса каякан пӗркеленчӗк йӗрӗсене асӑрхама пулать, тарӑхнӑ е пӑшӑрханнӑ самантсенче вӗсем лайӑхрах та палӑраҫҫӗ пулӗ. Ҫӳҫӗ унӑн ҫутӑ пулсан та, мӑйӑкӗ те, куҫ харшийӗ те хура, — ҫыннӑн йӑхне пӗлтерекен паллӑ, шурӑ лаша та хура ҫилхеллӗ пулать-ҫке. Портрета ҫырса пӗтерес халӗн эпӗ тата ҫакна калас тетӗп: сӑмси унӑн кӑшт каҫӑртарах, шӑлӗ шап-шурӑ, куҫӗ чакӑр; унӑн куҫӗ пирки манӑн тата темиҫе сӑмах каламалла пулать-ха.

Куҫӗ унӑн хӑй кулнӑ чухне те кулмасть! Хӑш-пӗр ҫынсен ҫакнашкал тӗлӗнмелле уйрӑмлӑх пуррине асӑрхама тӳрӗ килмен-и сире?.. Вӑл вара е ҫын усаллине, е яланах тарӑннӑн хуйхӑрнине кӑтартать. Усӑнарах аннӑ куҫ хӑрпӑкӗ айӗнчен вӑл темӗнле фосфор ҫутипе ялкӑшать, тейӗпӗр, апла калама юрать пулсан. Ӑшра хӗрӳлӗх пуррине е шухӑш вӑйлӑланнине кӑтартни мар-ха ку: куҫа йӑмӑхтариччен ҫутатать те, ҫапах та сиввӗн пӑхать, яка хурҫӑ ҫути евӗрлӗ вӑл, нумайччен те пӑхса тӑмасть хӑй, анчах тинкерсе, йывӑррӑн пӑхса илет те именмесӗр каланӑ сӑмах намӑслантарнӑ пек вӑтантарать, нимӗн туйӑмсӑр лӑпкӑ кӑмӑлпа пӑхмасан, ӑна чӑрсӑр пӑхать теме те пулать. Эпӗ ун пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр енӗсене пӗлнипе ҫеҫ ҫакӑнта каланӑ сӑмахсем ман асӑма килсе кӗчӗҫ пулӗ-ха, урӑх ҫын пулсан, ун ҫинчен йӑлтах урӑхла шухӑшланӑ пулӗччӗ, анчах эпир Печорин ҫинчен. Эп каланисӗр пуҫне урӑх никамран та илтме пултараймастӑр, ҫавӑнпа та пирӗн эпӗ сӑнласа панипе ҫырлахмаллах. Ҫакна та каласа хӑварас тата: сӑнарӗ унӑн начар мар, унӑн илемлӗ сӑн-пичӗ уйрӑммӑнах хӗрарӑмсене килӗшмелле.

Лашисене кӳлнӗччӗ ӗнтӗ, пӗкӗ ункинче вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑнкӑрав янраса тӑрать, лакейӗ те пурте хатӗрри ҫинчен пӗлтерме Печорин патне икӗ хутчен те пычӗ, анчах Максим Максимыч ҫапах килмест-ха. Печорин, Кавказ тӑвӗсен кӑвакарнӑ тӑррисем ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ, тухса каймашкӑн вӑл пачах та васкаман пек туйӑнчӗ. Эпӗ ун патне пырса тӑтӑм: «Сирӗн кӑшт тӑхтама кӑмӑлӑр пур пулсан, эсир ӗлӗкхи тусӑра курнӑ пулӑттӑрччӗ», — терӗм ӑна эпӗ.

— Ах, чӑнах та! — терӗ вӑл васкасарах, — мана ӗнерех каланӑччӗ-ха; анчах ӑҫта вӑл? — Эпӗ площадь еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та пӗтӗм вӑйпа чупакан Максим Максимыча куртӑм… Темиҫе минутран вӑл пирӗн пата та ҫитсе тӑчӗ: хӑй хашкаса сывлать, питӗнчен тар юхать; кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем, ҫӗлӗкӗ айӗнчен сапаланса тухса, тарланипе ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ; чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ… вӑл Печорина мӑйӗнчен ыталасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, кӑмӑллӑн кулкаларӗ пулин те, аллине сивлеккӗн тытрӗ. Штабс-капитан пӗр самантлӑха хытса тӑчӗ, унтан вара ун аллине икӗ аллипе те хыттӑн ярса тытрӗ, хӑй ҫапах та сӑмах калаймарӗ-ха.

Ҫав тери хавас эпӗ, Максим Максимыч! Ну мӗнле пурӑнкалатӑр? — терӗ Печорин.

…Эсӗ тата?… Эсир тата?.. — мӑкӑртатрӗ старик куҫҫульне кӑтартса. — Миҫе ҫул хушши… миҫе кун.. , ӑҫталла каятӑр капла?

— Персие каятӑп, унтан тата лерелле…

— Халех-и?… Тӑхтӑр-ха, хаклӑ тусӑм!.. Халех уйрӑлатпӑр та-и?.. Курманни мӗн чухлӗ пулатчӗ…

— Манӑн каймалла, Максим Максимыч, — терӗ Печорин кӗскен.

— Турӑ ҫырлахтӑр, турӑ ҫырлахтӑрах! Ӑҫта ҫав териех васкатӑр вара?.. Тем пек калаҫас килетчӗ манӑн сирӗнпе… Мӗн чухлӗ ыйтса пӗлес килетчӗ… Ну, мӗнле отставкӑра-и?.. Мӗнле?.. Мӗн тукаларӑр?..

— Нимӗн те туман!— терӗ Печорин кулкаласа.

— Пирӗн крепоҫри пурнаҫа ас тӑватӑр-и-ха?.. Сунара ҫӳреттӗмӗр, епле ытармалла мар ҫӗршывччӗ!.. Эсир пеме ҫӑв тери юрататтӑрчӗ вӗт… Бэла тата?..

Печорин кӑшт кӑна шуралчӗ те пӑрӑнса тӑчӗ.

— Ас тӑватӑп, ас тӑватӑп! — терӗ вӑл, анаслас килмен ҫӗртенех анасласа…

Максим Максимыч ӑна тата пӗр-ик сехет хушши хӑйпе пӗрле юлма сӗнчӗ. — Эпир лайӑх апатланӑпӑр кунта, — терӗ вӑл, — манӑн икӗ фазан пур, кахетински те кунта питӗ лайӑххи… Грузири пек мар та, ҫапах чи лайӑх йышши… Калаҫкалӑпӑр та… эсир мана хӑвӑр Петербургра мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа парӑр. Юрӗ-и?..

— Чӑнах та, манӑн нимӗн каласа памалли те ҫук, хаклӑ Максим Максимыч. Эппин сывӑ юлӑр, манӑн кайма вӑхӑт ҫитрӗ… эпӗ васкатӑп… Тавтапуҫ сире манманшӑн…— тесе хушра хучӗ вӑл, ӑна аллинчен тытса.

Старик куҫ харшине пӗркелентерчӗ… Кулянчӗ те вӑл, ҫилленчӗ те, ҫавсене тем пек пытарас тесе тӑрӑшрӗ пулин те: — Мӗнле манмалла! — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл. Эпӗ нимӗн те манман… Ну, юрӗ!.. Эпе сирӗнпе ҫакнашкал тӗл пулма шутламанччӗ…

— Ну, ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ! — терӗ Печорин, ӑна тусла ыталаса. — Эпӗ ҫавӑн чухнехи пек марчи вара?.. Ӗнтӗ мӗн тӑвас?.. Кашнин хайӗн ҫулӗ… Тепре тӗл пулма та тӳрӗ килчӗ-ши — турӑ кӑна пӗлет!.. — Ҫапла калаҫсах вӑл коляскӑ ҫине хӑпарса ларчӗ; ямшӑк тилхеписене турткалама тытӑнчӗ.

— Тӑхта-ха, тӑхта! — тесе, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Максим Максимыч, коляска алӑкӗнчен тытса: — Кӗҫех манса кайман… Ман ҫумра пирӗн хутсем тӑрса юлнӑ, Григорий Александрович… Эпӗ вӗсене хампа пӗрлех илсе ҫӳретӗп… Сире Грузире тупма шутланӑччӗ, акӑ, турӑ ӑҫта курмалла турӗ… Мӗн тумалла ӗнтӗ вӗсемпе?..

— Кирек мӗн тӑвӑр! — терӗ Печорин. — Сывӑ пулӑр…

— Эсир Персие каятӑр эппин?.. Хӑҫан таврӑнатӑр? — тесе кӑшкӑрчӗ Максим Максимыч коляскӑ хускалса кайнӑ хыҫҫӑн.

Коляскӑ чылай инҫете кайрӗ, Печорин аллине ҫӳлелле ҫӗклесе кӑтартрӗ, ӑна: темле пулӗ ӗнтӗ! Кирлех те мар-ҫке, тепӗр тесен!.. — тенӗ пек ӑнланма пулатчӗ.

Шӑнкӑрав сасси те, чуллӑ ҫул ҫинче кустӑрмисем тӑнкӑртатни те тахҫанах илтӗнми пулчӗ, мӑнтарӑн старик ҫапах та ҫав вырӑнтан хускалмарӗ, тарӑн шухӑша кайрӗ вӑл.

— Ҫапла, — терӗ Максим Максимыч каярахпа, нимӗн те пулса иртмен пек кӑтартма тӑрӑшса, тарӑхнӑ май ун куҫӗсем вӑхӑчӗпе куҫҫулӗпе йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ пулин те: — Эпир унпа чӑнах та туслӑччӗ, анчах эпир туслӑ пулни мӗнех тӑтӑр иккен хальхи ӗмӗрте! — терӗ вӑл кулянса. — Мӗне кирлӗ иккен эпӗ ӑна! Пуян мар эпӗ, чинӑм та ҫук, ҫулсем те унпа пӗрле ҫӳремеллисем мар… Куртӑр-и, мӗнле капӑрланса кайнӑ вӑл тепӗр хут Петербургра пулнӑ хыҫҫӑн… Коляски мӗнле!.. Пурлӑхӗ мӗн чухлӗ!.. Лакейӗ те мӗнле мӑн кӑмӑллӑ! — ку сӑмахсене вӑл йӗрӗнсе кулнӑ пек каларӗ. — Калӑр-ха, — терӗ вӑл малалла, ман еннелле ҫаврӑнса… — ну, мӗн шутлатӑр эсир ун ҫинчен?.. Кам хӑвалатӑр-ха ӑна халь Персие?.. Кулӑшла, тупата туршӑн кулӑшла!.. Эпӗ пӗлсех тӑраттӑм вӑл ҫилхӑван иккенне, ун ҫине шанма та ҫук… хӗрхенмелле вара, чӑнах, ырӑ ятпа мар тӗп тӑвать вӑл хӑйне… урӑхла тата мӑйӗ те ҫук унӑн. Эпӗ яланах калаттӑм-ха, ӗлӗкхи тусусене манаканран пархатар ҫук вара тесе… — Ку тӗлте вӑл, хӑй ӑшӗ вӑрканине кӑтартас мар тесе, ҫаврӑнчӗ те картиш тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ, хӑй урапин кустӑрмисене пӑханҫи пек турӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн куҫӗнчен минутсерен куҫҫуль сӑрхӑнать.

— Максим Максимыч, — терӗм эпӗ ун патне пырса, — мӗнле хутсем парса хӑварчӗ сире Печорин?

— Кам пӗлет ӑна! Темле ҫырусем.

— Мӗн тӑватӑр эсир вӗсемпе?

Мӗн тумалла унпа?.. Патронсем тума хушӑп акӑ. Парӑр вӗсене мана. Тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл ман ҫине, ятлаҫса темӗн мӑкӑртатрӗ, унтан чемоданне пӑлхатма пуҫларӗ; акӑ вӑл пӗр тетрадьне туртса кӑларчӗ те тарӑхнипе ӑна ҫӗклесе ывӑтса ячӗ; унтан тепӗрне те, виҫҫӗмӗшне те, вуннӑмӗшне те ҫавӑн пекех ҫӗрелле вӑркӑнтарчӗ; унӑн кӳреннинче те мӗнле ача йӑлӑнтарӑшӗ те пур, мана вӑл кулӑшла та шел пек курӑнчӗ.

— Акӑ вӗсем пурте, пӗтӗмпех сире пулччӑр, — терӗ вӑл.

— Эпӗ вӗсемпе мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑп-и?

— Хуть те хаҫатсене пичетлӗр. Ӗҫӗм ҫук манӑн!.. Мӗн вара, эпӗ унӑн тусӗ-и, тӑванӗ-и! Пӗр мачча айӗнче эпир чылай пӗрле пурӑннӑ та ӗнтӗ, кампа пӗрле пурӑнма тӳрӗ килмен иккен мана?..

Эрӗ хутсене пуҫтартӑм та, штабс-капитан ӳкӗнесрен шикленсе, хӑвӑртрах илсе кайрӑм. Часах акӑ тепӗр сехетрен окази тапранса каясси ҫинчен те пӗлтерме пычӗҫ, лашасене кӳлме хушрӑм. Ҫӗлӗк тӑхӑннӑ вӑхӑтра штабс-капитан ман пӳлӗме пырса кӗчӗ; вӑл ҫула кайма хатӗрленмест пулас: темӗнле ирӗксӗрленнӗ пек те сиввӗн пӑхать.

— Максим Максимыч, эсир каймастӑр-им вара?

— Ҫук.

— Мӗншӗн апла?

— Эпӗ коменданта курман-ха, манӑн ӑна хысна япалисене парса хӑвармалла…

— Эсир ун патӗнче пултӑр-ҫке?

— Пуласса пултӑм та, — терӗ вӑл такӑнарах… — килӗнче пулмарӗ-ҫке вӑл… эпӗ кӗтсе тӑраймарӑм.

Эпӗ ӑнлантӑм ӑна: мӑнтарӑн старик, ҫуралнӑранпа та вӑл служба ӗҫне хӑйне кирлишӗн пӗрремӗш хут кӑна пӑрахнӑччӗ пулӗ те, уншӑн та ӑна епле тав турӗҫ иккен!..

— Питӗ те шел, — терӗм эпӗ ӑна, — питӗ те шел, Максим Максимыч, пирӗн акӑ вӑхӑт ҫитмесӗрех уйрӑлмалла пулать.

— Ӑҫта пире, вӗренмен стариксене, сирӗн хыҫҫӑн хӑвалама! Эсир сумлӑ та мӑнаҫлӑ ҫамрӑксем: черкессен пулисем айӗнче чух эсир апла та капла та… кайран вара тӗл пулатӑр та пирӗн пеккисене алӑ пама та вӑтанатӑр.

— Ҫапла ӳпкелешнине хам ҫине илейместӗп эпӗ, Максим Максимыч.

— Вӑл ҫаплах та-ха, эпӗ сӑмах ҫаврӑннипе кӑна каласа хутӑм; телей сунатӑп, ҫитес ҫӗре лайӑх ҫитмелле пултӑр.

Эпир сивӗ кӑмӑлпах уйрӑлтӑмӑр. Ырӑ Максим Максимыч кутӑн та чӑкӑлтӑш штабс-капитан пулса тӑчӗ иккен! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Печорин ӑна: те асӑрхаманнипе, те мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа, ун мӑйӗнчен уртӑнас вырӑнне аллине ҫеҫ тӑсрӗ. Ытла кичем-ҫке ҫамрӑк ҫын хӑйӗн чи лайӑх ӗмӗчӗпе шанчӑкне ҫухатнине пӑхса тӑма; халиччен вӑл этемӗн ӗҫӗпе туйӑмне кӗрен чатӑр витӗр кӑна курса тӑнӑ та халь акӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав чатӑра, ҫапах та ҫамрӑкӑн хӑйӗн ӗлӗкхи аташӑвӗсене ҫӗнелнисемпе улӑштарас шанчӑкӗ пур, вӗсем ӗлӗкхи пекех иртеҫҫӗ пулин те, ӗлӗкхи техӗмпех пулсан та, унӑн ҫӗннипе улӑштарас шанчӑкӗ пур-ха… Анчах мӗнпе улӑштармалла ӗнтӗ вӗсене Максим Максимыч ҫулӗсенче? Ирӗксӗрех чӗре хытса ларать, чун хупӑнать…

Эпӗ пӗр-пӗчченех ҫула тухса кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех