Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Станца пуҫлӑхӗ

Пай: Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем

Автор: Ҫт. Ухантей

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хушнӑ: 2019.08.13 19:56

Пуплевӗш: 258; Сӑмах: 3639

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Коллеги регистраторӗ
Почта станцин диктаторӗ.

Вяземский княҫ.

Кам ылханман-ши станца пуҫлӑхӗсене, кам вӗсемпе ятлаҫман-ши? Кам, ҫилӗ капланса ҫитне вӑхӑтра, вӗсем хӗсӗрлени, вӗсем чӑрсӑррӑн калаҫни, хушнӑ ӗҫе тӗрӗс туманни ҫинчен усӑсӑр жалоба ҫырма хӑямат кӗнекине ыйтман-ши? Кам вӗсене вилсе пӗтнӗ подьячисемпе е Муром хурахӗсемпе те пулин пӗр тан хурса этем йӑхӗн чунилли вырӑнне шутламасть-ши? Анчах та эпӗр тӗрӗсрех пулар, вӗсен ӗҫӗсемпе пурӑнӑҫне ӑнланса илер, вара вӗсем ҫинчен, тен, нумай ҫемҫерех шухӑшлӑпӑр-и, тен. Кам-ха вӑл станца пуҫлӑхӗ? Вун тӑваттӑмӗш класра 4 тӑракан асап тӳсме пӳрнӗ ҫын, хӑйӗн чинӗ пирки ҫех патак ҫименскер, ҫитменнине тата ун ҫинчен патак ҫимест тесе те кашнинчех калама ҫук (кун ҫинчен вулакансем хӑйсем хӑйса калаччӑр). Вяземски княҫ, шӳт туса, диктатор теекен ҫыннӑн должноҫӗ чӑннипе мӗнле-ха? Чӑн-чӑн каторга мар-и? Ҫӗрле те, кӑнтӑрла та канӑҫ ҫук. Кашни ҫулҫӳрекен кичем ҫул ҫинче пухӑннӑ мӗн пур ҫиллине станцӑ пуҫ-лӑхе ҫине кӑларса тӑкать. Ҫанталӑкӗ юрӑхсӑр-и, ҫулӗ япӑх-и, ямшӑкӗ кутӑн-и, лашисем туртмаҫҫӗ-и, — пуриншӗн те станца пуҫлӑхӗ айӑплӑ. Кашни ҫулҫӳрекен унӑн мӗскӗн пӳртне кӗрсессӗн, ун ҫине тӑшман ҫине пӑхнӑ пек пӑхать; юрать вӑл чӗнмен хӑнаран часах хӑтӑлма май тупма пултарсан, анчах та ҫав вӑхӑтра унӑн лашасем пулмасассӑн?.. Турӑ ҫырлахтӑрах! Мӗнле кӑна ятлаҫу, мӗнле кӑна хӑрату курмӗ-илтме-ши вӑл! Ҫумӑрта-и, пылчӑкра-и, ӑна килӗрен киле чупма тивет; тӑвӑлта, сурхури сиввисенче вӑл, пӗр ми-нутлӑха та пулин ҫилленсе ҫитнӗ ҫын кӑшкӑрашнипе тӗккеленинчен хӑтӑлас тесе, пӳрт умне тухса тӑрать. Генерал пырса кӗрет; хӑранипе чӗтресе тӑракан станца пуҫлӑхӗ ӑна юлашки икӗ тройкине, ҫав хисепрех курьерскине те парса ярать. Генерал ӑна спаҫипӑ темесӗрех тухса кайать. Пилӗк минутран — каллех шӑнкӑрав сасси… Фельдегерь ун сӗтелӗ ҫине хӑйӗн ҫул ҫӳремелли хутне пырса пӑрахать. Ҫаксене пурне те лайӑхрах пӑхсассӑн, ҫилленес вырӑнне, пирӗн чӗре чӑн-чӑнах станца пуҫлӑхне хӗрхенекен пулса тӑрать. Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак элек айне путнӑ станца пуҫлӑхӗсем вӗсем лӑпкӑ ҫынсем, ҫынсене ӗҫ туса парас тӗлӗшрен ӳркенмеҫҫӗ, ҫынпа пӗрле пурӑнма юратаҫҫӗ, чапшӑн питех ҫунмаҫҫӗ, укҫа-тенке те питех хапсӑнмаҫҫӗ. Вӗсем калаҫнинче (вӗсемпе ҫул-ҫӳрекенсем нумайӑшӗ калаҫма йӗрӗнеҫҫӗ) нумай усӑллӑ ҫӗнӗ япала тупма пулать. Мана хама илсессӗн, калас пулать: эпӗ хысна ӗҫӗпе ҫӳрекен мӗнле те пулин 6-мӗш класлӑ чиновникпе калаҫиччен, станцӑ пуҫлӑхӗпе калаҫма ытларах юрататӑп.

Станца пуҫлӑхӗсен хисеплӗ сословийӗнче ман пӗлӗшсем пурри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Чӑнах та, вӗсенчен пӗрне эпӗ ниепле те манаймастӑп. Пурӑнӑҫри ӗҫсем пире пӗр вӑхӑтра ҫывхартрӗҫ, ҫавӑн ҫинчен эпӗ халӗ хамӑн савнӑ вулкансемпе калаҫасшӑн.

1816-мӗш ҫулта, май уйӑхӗнче, манӑн … кӗпӗрни урлӑ, халӗ пӑрахӑҫа тухнӑ аслӑ ҫулпа каймалла пулчӗ. Эпӗ пӗчӗк чинлӑччӗ, кашни станцӑра лашасем улӑштарса пыраттӑм, ҫул укҫи икӗ лашашӑн тӳлеттӗм. Ҫавӑнпа та станца пуҫлӑхӗсем манран питех именместчӗҫ, час-часах хам шухӑшпа хама тивӗҫлӗ пек туйӑннине те эпӗ вӑрҫса анчах илеттӗм. Ҫамрӑкскер, кӑра ҫилӗллӗскер, эпӗ станца пуҫлӑхӗсем ҫине, вӗсем ман валли хатӗрленӗ тройкӑна чинлӑ улпута парсассӑн, питӗ кӳренеттӗм. Кӗпӗрнаттӑр сӗтелӗ хушшинче апат тунӑ чухне ҫынпа ҫынна уйӑрса илекен лакей мана пӗрер чашка памасӑр хӑварнине те эпӗ часах хӑнӑхса ҫитеймерӗм. Халӗ ҫавсем пурте чӑнах та ҫапла пулмалли паллах ӗнтӗ маншӑн. Чӑнах та мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши, мехер эпӗр, чин чина хисеплетӗр теекен пуриншӗн те майлӑ правило вырӑнне, тӗслӗхрен, ӑс ӑса хисеплетӗр теме пуҫлас пулсассӑн? Епле кӑна тавлашусем тухман пулӗччӗҫ? Чурасем камран апат пама пуҫлӗччӗҫ-ши? Анчах эпӗ хамӑн повеҫех пуҫлам-ха.

Кун шӑрӑхчӗ. … станцӑна ҫитме виҫӗ ҫухрӑм ҫеҫ юлнӑччӗ, ҫумӑр пӗрӗхме пуҫларӗ те, пӗр минутра, чӗреслетсе ҫуса ман ҫинче пӗр типӗ япала та хӑвармарӗ. Станцӑна ҫитсессӗн, эпӗ чи малтанах часрах тумтире улӑштарма тытӑнтӑм, унтан чей пама ыйтрӑм.

— Ей, Дуня, сӑмавар ларт та хӑйма илсе кил, — тесе кӑшкӑрчӗ станца пуҫлӑхӗ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑнах пӳлӗмрен пӗр вун тӑватӑ ҫулхи хӗрача тухрӗ те ҫенӗке вӗҫтерчӗ. Илемлӗ хӗрачана кура, ман куҫ-пуҫ шарса кайрӗ.

— Ку санӑн хӗрӳ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ станца пуҫлӑхӗнчен.

— Ман хӗрӗм, ҫав тери ӑслӑскер, вӑшӑл-вашӑлскер, йӑлтах вилнӗ амӑшне хунӑ, — терӗ вӑл палӑрмаллах кӑмӑллӑн пулса. Унтан вӑл ман ҫул ҫӳремелли хута кӗнекене ҫырма тытӑнчӗ, эпӗ унӑн тирпейлӗ те шавсӑр пӳлӗмне капӑрлатакан картинӑсене пӑхма тытӑнтӑм. Картинӑсем ҫинче аскӑн ывӑлӑн историне кӑтартса панӑ. Малтанхинче калпак тата шлафрок тӑхӑннӑ хисеплӗ старик хӑйӗн канӑҫсӑр ывӑлне ӑсатать, ывӑлӗ ашшӗнчен пехил тата хутаҫпа укҫа илет. Тепринче ҫамрӑк ҫыннӑн аскӑн пурӑнӑҫне уҫҫӑн ҫутатса панӑ: вӑл сӗтел хушшинче ларать, ун таврашӗнче суя туссемпе намӑссӑр хӗрарӑмсем явӑнаҫҫӗ. Малалла укҫине салатса пӗтернӗ ывӑл ҫӗтӗк тумтирпе, виҫкӗтеслӗ шлепкепе; вӑл сысна кӗтӗвӗ кӗтет, апатне те сыснисемпе пӗрлех ҫиет; хӑй питӗ хурлӑхлӑ, ӳкенӗҫлӗ сӑнлӑ. Юлашкинчен вӑл ашшӗ патне тавӑрӑннине кӑтартнӑ; ырӑ старик ҫав калпакпах, ҫав шлафрокпах; старик ывӑлне хирӗҫ чупса тухать; аскӑн ывӑлӗ чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать; хыҫалта повар ҫитерсе мӑнтӑрлатнӑ пӑрӑва пусать, аслӑ пиччӗшӗ чурисенчен килте мӗн пирки савӑнни ҫинчен ыйтса пӗлет. Кашни картинка айӗнче эпӗ нимӗҫле ҫырнӑ начар мар сӑвӑсем вуларӑм. Эпӗ ҫаксене пурне те паян кунчченех манман, ҫавӑн пекех бальзаминпа ларакан чӳлмексене, чӑпар чаршавлӑ краватсене, тата ҫав вӑхӑтра пулнӑ ытти япаласене те астӑватӑп. Хальхи пекех астӑватӑп хуҫине хӑйне те. Вӑл пӗр аллӑ ҫулхи чӗрӗ, пирчӗк ҫын, ҫийӗнче вӑрӑм симӗс сюртук, умӗнче, кивелнӗ хӑю ҫинче, виҫӗ медаль.

Хама кӳнӗ ямшӑка укҫа тӳлесе татса та ӗлкӗреймерӗм, Дуня сӑмаварпа пырса та кӗчӗ. Пӗчӗк кокетка иккӗ пӑхса илсех хӑй мана килӗшнине сисрӗ; вӑл пысӑк сенкер куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ: эпӗ унпа калаҫма тытӑнтӑм, вӑл, ҫут тӗнче курса ҫӳренӗ хӗр пекех, манпа пӗр именмесӗр калаҫрӗ. Эпӗ унӑн ашшӗне пӗр стакан пунш ӗҫсе пӑхма сӗнтӗм, Дуньӑна чей ӗҫме лартрӑм, вара эпӗр виҫсӗмӗр тахҫантанпа паллашнӑ ҫынсем пекех калаҫма тытӑнтӑмӑр.

Лашасем паҫӑрах хатӗр, анчах манӑн станца пуҫлӑхӗпе тата унӑн хӗрӗпе уйӑрӑлас килмест. Юлашкинчен эпӗ вӗсемпе сывпуллашрӑм, ашшӗ мана ырӑ ҫул сунчӗ, хӗрӗ урапа патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ. Ҫенӗкре эпӗ чарӑнтӑм та, унтан, чуптума юрать-и, тесе ыйтрӑм. Дуня килӗшрӗ… Эпӗ хам чуптума пуҫланӑранпа нумай хӗрарӑма чуптунӑ, анчах вӗсенчен пӗрне те ҫакӑн лек нумайччен те кӑмӑллӑн асра тытман.

Ҫулсем иртрӗҫ, манӑн ҫав аслӑ ҫулпа тепре каймалла пулчӗ, ҫав вырӑнсенех ҫитмелле пулчӗ. Эпӗ ватӑ станца пуҫлӑхӗн хӗрне аса илтӗм те, каллех ӑна куратӑп тесе, хӗпӗртесе кайрӑм. Анчах, шухӑшларӑм эпӗ, ватӑ станца пуҫлӑхне улӑштарнӑ та-и, тен, ӗнтӗ; Дуня та качча кайнӑ пулӗ ӗнтӗ, терӗм. Хӑшӗ те хӑшӗ вилнӗ-и, тен, тесе те пуҫа шухӑш пырса перӗнчӗ, эпӗ … станца патне хуйхӑллӑ япаласем кӗтсе ҫывхартӑм. Лашасем почта ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Пӳрте кӗрсенех аскӑн ывӑл историне кӑтартакан картинӑна палларӑм, сӗтелпе кровать ӗлӗкхи вырӑнтах лараҫҫӗ; анчах чӳречесем ҫинче ӗнтӗ чечексем ҫук, пӗтӗм пӳрт ӑшӗ кивелнӗн те тирпейсӗррӗн туйӑнать. Станца пуҫлӑхӗ тӑлӑппа витӗнсе ҫывӑрать; эпӗ килни ӑна вӑратрӗ, вӑл тӑчӗ… Ун ҫине пӑхсан чӑнах та Самсон Выринах тейӗн, анчах вӑл темме ытла та ватӑлса кайнӑ. Вӑл мак ҫул ҫӳремелли хута кӗнеке ҫине ҫырнӑ хушӑра, эпӗ ун кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем ҫине, тахҫантан хырман тарӑн пӗрӗнчӗклӗ пичӗ ҫине, курпун ҫурӑмӗ ҫине пӑхса, виҫ-тӑват ҫул хушшинче ҫирӗп арҫынтан имшер старик пулса тӑнинчен тӗлӗнсе тӑтӑм.

— Мана палларӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран, — Эпӗр санпа ӗлӗкхи пӗлӗшсем вӗт, — терӗм.

— Пулӗ, — терӗ вӑл тӳрккессӗн, — кунта аслӑ ҫул, ман патӑмра нумай ҫын пулать, — терӗ.

— Санӑн хӗрӳ Дуня сывӑ-и? — тесе ыйтрӑм малалла… Старик пичӗ тӗксӗмленчӗ.

— Кам пӗлет ӑна? — терӗ вӑл.

— Апла качча кайнӑ курӑнать вӑл? — терӗм эпӗ каллех. Старик ман ыйтӑва илтмен пек пулса, ман ҫул ҫӳремелли хута хӑй ӑшӗнче вулама пуҫларӗ. Эпӗ ыйтма чарӑнтӑм та чейник лартма хушрӑм. Пӗлес килни мана канӑҫ памасть, вара авалхи пелӗшӗн чӗлхи-ҫӑварне пунш уҫӗ тесе хама хам шантартӑм.

Эпӗ йӑнӑшмарӑм: старик эпӗ сӗннӗ стаканран туртӑнмарӗ. Ром унӑн кӑмӑлне уҫнине эпӗ часах туйса илтӗм. Вӑл иккӗмӗш стакан ӗҫнӗ хушӑрах калаҫма пуҫларӗ; вӑл ӗлӗкрех мана курнине аса илчӗ, тен, аса илнӗ пек пулчӗ-и, вара эпӗ унран мана вӑл вӑхӑтра питӗ тӗлӗнтернӗ тата хуйха ӳкернӗ ҫак повеҫе илтрӗм.

Эсӗр ман Дуньӑна пӗлеттӗрччӗ апла? — тесе пуҫларӗ вӑл.

Кам кӑна пӗлмен пуль ӑна? Ах, Дуня, Дуня! Мӗнле кӑна хӗрччӗ вӑл! Кам кӑна килместчӗ, ӑна пурте мухтатчӗҫ, никам та хурламан. Улпут арӑмӗсем ӑна е тутӑрсем, е хӑлха ҫаккисем паратчӗҫ. Иртен-ҫӳрен улпутсем, е кӑнтӑрлахи, е каҫхи апат ҫиен пек туса, чӑннипех ун ҫине нумайтарах пӑхма юриех чарӑнатчӗҫ. Мӗнле кӑна ҫиллес улпут ан пултӑр, ун умӗнче лӑпланатчӗ, манпа йӑвашшӑн калаҫа пуҫлатчӗ. Ӗненетӗр-и, сударь: курьерсем, фельдегерьсем унпа ҫуршар сехет калаҫса ирттеретчӗҫ. Вӑл пӗтӗм киле тытса тӑратчӗ; пуҫтарассине, тирпейлессине, хатӗрлессине, пурне те ӗлкеретчӗ. Эпӗ хам та, ватӑ ухмах, тӑранайми пӑхаттӑм, тӑранайми хӗпӗртеттӗм; мӗн тери юратман-ши эпӗ хамӑн Дуньӑна; мӗн чухлӗ ачашламан-ши хамӑн хӗрӗме; мӗн тери лайӑхчӗ унӑн пурӑнӑҫӗ! Ҫук, ӗнтӗ инкек-синкеке кӗлӗпе те сиреймӗн; пӳрнинчен ниепле те хӑтӑлаймӑн. — Станца пуҫлӑхӗ малалла хӑйӗн хуйхине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама тытӑнчӗ.

Виҫӗ ҫул ӗлӗкрех, пӗрре хӗллехи каҫ станца пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ кӗнеке ҫине йӗрсем туса ларнӑ, унӑн хӗре пӳлӗмре кӗпе ҫӗленӗ, ҫав вӑхӑтра тройка килсе чарӑннӑ та, черкес ҫӗлӗкӗпе, салтак шинелӗпе, шаль тутӑрпа чӑрканнӑ пӗр ҫын пӳрте кӗрсе лашасем ыйтнӑ, анчах лашасене вӑл вӑхӑтра пурне те ярса пӗтернӗ пулнӑ. Ку хыпара илтсен, килнӗ ҫын хытӑ кӑшкӑрса пӑрахса саламатне ҫӗкленӗ; анчах Дуня, кун пек сценӑсене куркаланӑскер, пӳлӗмрен чупса тухнӑ та, килнескертен: санӑн мӗн те пулин ҫиес килмест-и? — тесе ҫемҫен ыйтнӑ. Дуня курӑнни килнӗ ҫын кӑмӑлне яланхи пекех тепӗр майлӑ ҫавӑрса янӑ. Килнӗ ҫыннӑн ҫилли иртнӗ, вӑл лашасене кӗтме килӗшнӗ те хӑй валли каҫхи апат хатӗрлеме хушнӑ. Йӗпеннӗ лапсӑркка ҫӗлӗкне хывса, шальне салтса, шинелне хывса пӑрахсан, килнӗскер ҫамрӑк та яштака, хура мӑйӑхлӑ гусар пулса тӑнӑ. Вӑл станца пуҫлӑхӗн пӳлӗмнех кӗрсе ларнӑ, унпа тата унӑн хӗрӗпе савӑклӑ калаҫма тытӑннӑ. Каҫхи апат ҫиме тытӑннӑ, ҫак вӑхӑтра лашасем те ҫитнӗ, станца пуҫлӑхӗ, лашасене ҫитермесӗрех, часах килнӗ ҫыннӑн кӳммине кӳлме хушнӑ, анчах, пӳртне каялла кӗрсенех, ҫамрӑк ҫын сак ҫинче ӑнсӑр пулса выртнине курах кайнӑ: ҫамрӑк ҫын пӗтӗмпе аптӑраса ҫитнӗ, пуҫӗ ыратнӑ, вӑл ниепле те кайма пултарайман… Мӗн тӑвас! Станца пуҫлӑхӗ ӑна хӑйӗн кровачӗ ҫине выртма сӗннӗ, чирлӗ ҫынна ыранччен ҫӑмӑл пулмасан, тепӗр кун ирхине С … хуларан лекӗр чӗнсе килме шутласа хунӑ.

Тепӗр кунне гусар ытларах йывӑрланнӑ. Ун ҫынни юланутпа хулана лекӗр илме кайнӑ. Дуня ун пуҫне уксус йӗпетнӗ тутӑр ҫыхнӑ та ун кровачӗ патне ҫӗвӗ ҫӗлеме ларнӑ. Чирлӗ ҫын станца пуҫлӑхӗ умӗнче ахлатнӑ, пӗр сӑмах та тенӗ пекех калаҫман, анчах та хӑй икӗ стакан кофе ӗҫсе янӑ тата ахлата-ахлатах кӑнтӑрлахи апат хатӗрлеме хушнӑ. Дуня ун патӗнчен пӑрӑнман. Вӑл кашни минутра тенӗ пек ӗҫме ыйтнӑ, Дуня ӑна кружкӑпа хӑй туса хатӗрлене лимонад парса тӑнӑ. Сывмарскер тутине йӗпетнӗ, кружкине каялла панӑ чух кашнинчех тав туса, хӑйӗн вӑйсӑр аллипе Дуньӑн аллине чӑмӑртанӑ. Кӑнтӑрла тӗлне лекӗр ҫитнӗ. Вӑл чирлӗскерӗн ал тымарне хыпашласа пӑхнӑ та унпа нимӗҫле калаҫса илнӗ, юлашкинчен вырӑсла — ӑна канӑҫ кирлӗ, кансан икӗ кунтан ӑна ҫула тухма та юрать, тесе пӗлтернӗ. Гусар ӑна килсе пӑхнӑшӑн ҫирӗм пилӗк тенкӗ тыттарнӑ та хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ; лекӗр килӗшнӗ; вара иккӗшӗ те апат аванах ҫинӗ, пӗр бутылка эрех ӗҫнӗ, кун хыҫҫӑн вара пӗр-пӗринпе питӗ кӑмӑллӑн пулса уйӑрӑлнӑ.

Тепӗр кунтан гусар чиперех уҫӑлса ҫитнӗ. Вӑл пит савӑнӑҫлӑн калаҫнӑ, Дуньӑна та, унӑн ашшӗпе те чарӑна пӗлмесӗр шӳт тунӑ; юрӑсем юрланӑ, килнӗ ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсен ҫул ҫӳремелли хучӗсене почта кӗнекине ҫырнӑ, ҫапла тунипе ырӑ станца пуҫлӑхне ҫав тери кӑмӑла кайнӑ, лешӗн вара виҫҫӗмӗш ирхине хӑйӗн савнӑ иртен-ҫӳренӗпе уйрӑлас та килми пулса кайнӑ. Вӑл кун вырсарни кун пулнӑ, Дуня кӑнтӑрлахи кӗлле кайма хатӗрленнӗ. Гусар валли кӳмме пырса тӑнӑ. Вӑл станца пуҫлӑхӗпе сывпуллашнӑ, ӑна хваттер панӑшӑн тата хӑна тунӑшӑн сахалах мар укҫа панӑ; Дуньӑпа та сывпуллашнӑ, ӑна ял хӗрринче ларакан чиркӳ патне ҫитиччен лартса кайма пулнӑ. Дуня малтанлӑха иккӗленсе тӑнӑ… Анчах ашшӗ ӑна: «Мӗн хӑраса тӑратӑн? Ара, его высокоблагороди кашкӑр мар вӗт, ҫисе ямӗ; чиркӳ патне ҫитиччен ларса кай», — тенӗ те, Дуня вара гусарпа юнашар кӳммене кӗрсе ларнӑ; ямшӑк ларчӑк ҫине ларса шик! шӑхӑрнӑ, лашасем сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ.

Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ Дуньӑна гусарпа ларса кайма ирӗк панине хӑй те ӑнланман, мӗнле-ха вӑл ҫав таранччен суккӑр пулнӑ, ӑҫта кайнӑ пулнӑ ун чух унӑн ӑсӗ? Ҫур сехет те иртмен, унӑн чӗри йӑшкама пуҫланӑ, вӑл ниҫта ларма-тӑма пӗлми пулса ҫитнӗ, вара, тӳсеймесӗр, чиркӗве кӗлӗ тунӑ ҫӗре кайса пӑхнӑ. Вӑл чиркӳ патне ҫитнӗ ҫӗре халӑх кӗлӗрен саланнӑ пулнӑ, анчах Дуня ни чиркӳ картишӗнче, ни чиркӳ крыльци ҫинче курӑнман. Вӑл васкаса чиркӗве кӗнӗ: ӑна хирӗҫ пуп алтартан тухнӑ; тиечук ҫуртасене сӳнтерсе ҫӳренӗ, кӗтесре икӗ карчӑк кӗлтуса тӑнӑ; анчах Дуня чиркӳре пулман. Мӗскӗн ашшӗ тиечукран, кӗлӗре пулчӗ-и вӑл тесе, аран ҫеҫ хӑйса ыйтнӑ. Тиечук, пулман тесе, ответленӗ. Станцӑ пуҫлӑхӗ ни вилӗ, ни чӗрӗ килне таврӑннӑ. Унӑн ӗнтӗ пӗр шанчӑк ҫеҫ юлнӑ: вӑл, тен, Дуня, ҫамрӑкскер, хӑйӗн хӗреснамӑшӗ пурӑнакан ҫывӑхри станцӑна ҫитиччен кайман-ши, тесе шухӑшланӑ. Тем тӗрлӗ асаплӑн кӗте пуҫланӑ вара вӑл хӑй Дуньна лартса янӑ тройка таврӑнасса. Анчах ямшӑк таврӑнман. Юлашкинчен каҫ енне кайсан тин ямшӑк хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗчченех чӗрене ҫуракан хыпарпа ҫитсе станца пуҫлӑхне: «Дуня ҫывӑхри станцӑран та гусарпа пӗрлех малалла ларса кайрӗ», — тесе пӗлтернӗ.

Старикӗн хӑйне килсе ҫакланнӑ инкеке тӳссе ирттерме хал ҫитеймен: вӑл ӗнер ҫамрӑк ултавҫӑ выртнӑ вырӑн ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Халӗ ӗнтӗ станца пуҫлӑхӗ, ӗҫ мӗнле пулнине аса илсе, гусар юри чирленӗ пек тунине туйса илнӗ. Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ тар чирӗпе чирлесе пӑрахнӑ; ӑна С… хулине илсе кайса вырттарнӑ, ун вырӑнне вӑхӑтлӑха урӑх пуҫлӑх лартнӑ. Ӑна гусар патне пынӑ лекӗрех пӑхнӑ. Вӑл станцӑ пуҫлӑхне: «Ҫамрӑк ҫын сывахчӗ, эпӗ ун чухнех унӑн усал шухӑшӗсем ҫинчен сисрӗм, анчах унӑн саламатӗнчен хӑранипе сана нимӗн те шарламарӑм», — тесе пӗлтернӗ. Тӗрӗс каланӑ-и нимӗҫ, е хӑй мӗн пулассине малтанах курса тӑнипе мухтанасшӑн пулнӑ-и, анчах мӗскӗн чирлӗ ҫынна вӑл нимӗн чухлӗ те лӑплантарайман. Чирӗнчен пӑртак сывалсанах, станца пуҫлӑхӗ С… хулари почтмейстертан икӗ уйӑхлӑха отпуск илсе, никама та хӑй мӗн тӑвасшӑннине пӗлтермесӗр, хӑй хӗрне шырама ҫуранах тухса кайнӑ. Ҫул ҫӳрекенсен хучӗсене ҫырса пымалли кӗнеке тӑрӑх вӑл Мински ротмистор Смоленскран Питӗре кайнӑ пулнине пӗлнӗ. Ӑна илсе каякан ямшӑк Дуня ҫул тӑрӑшшӗпех йӗрсе пычӗ, анчах та вӑл хӑй ирӗкӗпех пынӑн туйӑнчӗ тесе пӗлтернӗ. «Тен, хамӑн аташса кайнӑ путекӗме киле илсе таврӑнса пулмӗ-ши?» — тесе шухӑшланӑ станца пуҫлӑхӗ. Ҫак шухӑшсемпе вӑл Питӗре пырса кӗнӗ. Кунта Измайловски полкра ӗлӗксенче хӑйпе пӗрле службӑра пулнӑ, халь отставкӑра пурӑнакан унтер-офицер патӗнче чарӑнса, хӗрне шырама тытӑннӑ. Часах вӑл Мински ротмистр Питӗрте Демутов трактирӗнче пурӑннине шыраса тупнӑ. Станца пуҫлӑхӗ ун патне кайма шут тытнӑ.

Ирхине ирех вӑл унӑн малти пӳлӗмне пырса тӑнӑ та хӑй ҫинчен: пӗр ватӑ салтак его высокоблагородие курасшӑн, тесе калама ыйтнӑ. Калӑп тӑхӑнтарнӑ атӑ тасатса тӑракан ҫар ҫынни лакей ӑна: улпут ҫывӑрать, вун пӗр сехете ҫитиччен никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ. Станца пуҫлӑхӗ каялла тухса кайнӑ, унтан вӑл каланӑ вӑхӑтра тепӗр хут пынӑ. Мински ун патне халат тата хӗрлӗ шӗвӗр калпак тӑхӑнса тухнӑ. «Мӗн кирлӗ сана, тӑванӑм?» — тесе ыйтнӑ вӑл. Старикӗн чӗри вӗриленсе кайнӑ, куҫӗсенчен куҫҫулӗсем пӑчӑртатса тухнӑ, вӑл чӗтрекен сасӑпа: «Ваше высоко-благороди, турӑ пулӑрсам!» — тесе калама ҫеҫ пултарнӑ. Мински ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илнӗ, хӑй хӗрелсе кайнӑ, старике аллинчен тытса кабинета ҫавӑтса кӗртнӗ, кабинета кӗрсен, хӑй хыҫӗнчен алӑкне питӗрсе хунӑ. «Ваше высокоблагороди! — тенӗ старик малалла, — пӗр пулнӑ ӗҫе каялла сӳтме ҫук ӗнтӗ; парса ярӑр хуть мана мӗскӗн Дунӑна. Эсӗр ӗнтӗ унпа ҫителӗклӗ вылярӑр, ан пӗтерӗрех унӑн пуҫне ахалех», — тенӗ. — Пӗр пулнӑ япалана каялла тавӑраймӑн», — тенӗ ҫамрӑк ҫын та пӑтранса. — Эпӗ сан умӑнта айӑплӑ, санран каҫару ыйтма та хатӗр; анчах Дуньӑна эпӗ пӑрахма пултаратӑп тесе ан шухӑшла, тупа тусах ӗнентеретӗп: вӑл телейлӗ пулӗ, мӗн тума кирлӗ вӑл сана? Вӑл мана юратать; вӑл хӑйӗн малтанхи пурӑнӑҫне маннӑ ӗнтӗ. Эсӗ те, вӑл та мӗн пулнине манас ҫук», — тенӗ. Унтан вӑл унӑн ҫанни ӑшне темӗн чикнӗ те алӑка уҫнӑ, станца пуҫлӑхӗ хӑй астумасӑрах урама тухса тӑнӑ.

Нумайччен хускалмасӑр тӑнӑ вӑл, юлашкинчен хӑйӗн ҫаннин хутламӗнчи хут тӗрки ҫине пӑхнӑ; хут тӗркине вӑл кӑларса салатнӑ, унӑн куҫне аллӑ тенкӗлӗх лӳчӗркеннӗ темиҫе хут укҫа курӑнса кайнӑ. Унӑн куҫӗсенчен каллех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухнӑ, ӑшчикӗ тулса ҫитнипе тухнӑ куҫҫуль пулнӑ вӑл. Вӑл хут укҫасене чӑмӑртаса лӳчӗркенӗ те ҫӗре пӑрахнӑ, атӑ кӗллипе таптанӑ, вара малалла утнӑ… Темиҫе утӑм ярса пуссанах вӑл чарӑннӑ та шухӑшласа тӑнӑ… Хӑй тӑнӑ вырӑна каялла ҫавӑрӑннӑ, анчах кунта хут укҫасен тӗсӗ те юлман. Пӗр чипер тумланнӑ ҫамрӑк ҫын, ӑна курса, извозчик патне чупса пынӑ та, васкаса ларса: «Яра пар!..» — тесе кӑшкӑрнӑ. Станца пуҫлӑхӗ ун хыҫҫӑн хӑваламан. Вӑл килне, хӑйӗн станцине, кайма шухӑш тытнӑ, анчах киле кайиччен хут пӗрре те пулин хӑйӗн мӗскӗн Дунине курасшӑн пулнӑ. Ҫак шухӑшпа вӑл икӗ кун иртсен Мински патне каллех пынӑ; анчах ҫар ҫынни лакей ӑна сиввӗн: улпут никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ те малти пӳлӗмрен кӑкӑрӗпех тӗртсе кӑларса янӑ, хыҫӗнчен алӑка шатлаттарса хупса хунӑ. Станца пуҫлӑхӗ пӗр вырӑнта чылайччен тӑнӑ, вара малалла уттарнӑ.

Ҫав кунах, каҫпа, вӑл пуриншӗн хуйхӑракан тур амӑш патӗнче молебен туса Литейнӑй урампа пынӑ. Сасартӑк ун умӗнчен пӗр чечен дрожка вӗҫтерсе иртсе кайнӑ, станца пуҫлӑхӗ Минскине палласа илнӗ. Дрожка виҫӗ хутлӑ ҫурт умне, алӑк патне пырса чарӑннӑ, дрожкӑ ҫинчен гусар сиксе анса крыльца ҫине чупса хӑпарнӑ. Телейлӗ шухӑш пырса кӗнӗ станца пуҫлӑхӗн пуҫне. Вӑл каялла ҫавӑрӑнса кучер патне пынӑ. «Кам лаши ку, шӑллӑм, Минскийӗн мар-и?» — тесе ыйтнӑ. «Ҫавӑн, анчах сана мӗн тума кирлӗ вӑл? — тенӗ кучер. — Акӑ мӗн: сан улпуту мана хӑйӗн Дуни патне записка леҫсе пама хушнӑччӗ, анчах эпӗ унӑн Дуни ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ». «Ак кунтах, иккӗмӗш хутӗнче. Анчах эсӗ, ачам, хӑвӑн запискупа кая юлтӑн. Халӗ вӑл хӑй ун патӗнче ӗнтӗ. Пултӑрах, вӑл нимӗнех те мар, спаҫипӑ сана пӗлтернӗшӗн, эпӗ хам ӗҫе тӑватӑпах», — тенӗ ӑна станца пуҫлӑхӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапнине чараймасӑр. Ҫапла каланӑ та, вӑл пусма тӑрӑх хӑпарса кайнӑ.

Алӑк питӗрӗнчӗк пулнӑ; вӑл алӑк ҫумӗнчи шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарнӑ, пӗр-икӗ ҫеккунт хушши тем пекех йывӑррӑн кӗтсе ирттернӗ, унтан алӑк уҫҫи чӑнкӑртатнӑ та, ӑна уҫса кӗртнӗ. «Кунта пурӑнать-и Авдотья Самсоновна?» — тесе ыйтнӑ вӑл. «Кунта, анчах сана вӑл мӗн тума кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ унтан ҫамрӑк хӗрарӑм чура. Станца пуҫлӑхӗ ним ответ памасӑрах зала кӗрсе кайнӑ. «Юрамасть, юрамасть! Авдотья Самсоновна патӗнче хӑнасем пур», — тесе кӑшкӑрса юлнӑ ун хыҫӗнчен хӗрарӑм чура. Анчах станца пуҫлӑхӗ ӑна итлемен, вӑл малаллах утнӑ. Малтанхи икӗ пӳлӗмӗ теттӗм пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫутӑ курӑннӑ. Вӑл уҫӑ алӑк патне ҫитнӗ те шӑпах чарӑннӑ. Питӗ те капӑр пӳлӗмре шухӑша кайса Мински ларнӑ. Дуня модӑн мӗн пур чаплӑлӑхӗпе тумланнӑскер, Мински ларнӑ кресло хӗрринче англи йӗнерӗ ҫинчи пек ларнӑ. Минскин хура кӑтрисене йӑлтӑртатакан пӳрнисем тавра явӑнтарса, вӑл ун ҫине ӑшшӑн пӑхса ларнӑ. Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ! Нихӑҫан та ӑна хӑйӗн хӗрӗ кун пек хитрен курӑнман: вӑл ирӗксӗрех ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхса савӑннӑ. «Кам унта?» — тесе ыйтнӑ Дуня, пуҫне ҫӗклемесӗрех. Станца пуҫлӑхӗ малтанхи пекех сасӑ памасӑр тӑнӑ. Ответ ҫук пирки Дуня пуҫне ҫӗкленӗ те… кӑшкӑрса ярса, кавир ҫине персе аннӑ. Шартах сиксе ӳкнӗ Мински Дуньӑна ҫӗклесе тӑратма тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сасартӑк алӑк патӗнче тӑракан ватӑ станца пуҫлӑхне курнӑ та, Дуньӑна хӑварса, ҫиллипе чӗтресе ун патне пынӑ. «Мӗн кирлӗ сана?» — тенӗ вӑл шӑлӗсене ҫыртса, — мӗн эсӗ хурах пек пур ҫӗрте те ман хыҫҫӑн ҫӳретӗн? Е мана пусас тетӗн-и? Кай кунтан!» — тенӗ. Унтан вӑл вӑйлӑ аллипе старике ҫухинчен тытса пусма ҫине кӑларса сирпӗтнӗ.

Старик хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ. Ун пӗлӗшӗ ӑна жалоба пама сӗннӗ; анчах станца пуҫлӑхӗ кӑшт шухӑшланӑ та аллине сулнӑ, текех ҫӳресе те усси пулас ҫуккине туйса илнӗ. Тата икӗ кунтан вӑл Питертен хӑй станцине тухса кайнӑ, вара каллех хӑй ӗҫне тытӑннӑ. «Акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш ҫул эпӗ Дуньӑсӑр пурӑнатӑп, ун ҫинчен нимӗн сас-чӗвӗ те ҫук. Те чӗрӗ вӑл, те вилӗ, ун ҫинчен пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет. Пурӑнан пурнӑҫра тем те пулма пултарать. Ҫав аскӑн ҫын Дуньӑна кӑна ҫех мар илӗртсе илсе кайнӑ, илӗртсе кайнӑ та кӑшт йӑпаннӑ, кайран пӑрахнӑ. Питӗрте ҫамрӑк ухмах хӗрсем пайтах, вӗсем паян атлас та бархат тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ, ыран пӑхатӑн — хупахран ҫаралса тухнисемпе пӗрле урам шӑлаҫҫӗ. Хӑш чухне ҫапла Дуня та ҫавӑн пекех ҫухалса кайма пултарать тесе шухӑшлатӑн та, ирӗксӗрех ӑна вилӗм сунса ҫылӑха кӗретӗн…» — тесе пӗтерчӗ старик хӑйӗн сӑмахне.

Ҫапла каласа пачӗ мана хамӑн ватӑ станца пуҫлӑхӗ тусӑм. Каланӑ чухне хӑй Дмитрииевӑн хитре балладинчи харсӑр Терентьич пек, темиҫе тапхӑр куҫҫуль тӑкса, аркипе типӗте-типӗте илчӗ. Куҫҫулӗсем ӗнтӗ пӗр енчен пунш ӗҫнипе те пулчӗҫ пулмалла, ӑна вӑл хӑй каланӑ хушӑра пилӗк стакан та типӗтрӗ, анчах епле пулсассӑн та, вӑл калав ман чӗрене вӑйлӑнах хускатрӗ. Унпа уйӑрӑлсассӑн та ман пуҫран ватӑ пуҫлӑх нумайччен асра тӑчӗ, унӑн мӗскӗн Дуни ҫинчен те эпӗ нумайччен шухӑшларӑм…

Нумайах пулмасть … вырӑн урлӑ иртсе пынӑ май, эпӗ хам пӗлӗше аса илтӗм; эпӗ вӑл пуҫ пулса тӑнӑ станцӑна халӗ пӑрахӑҫа кӑларни ҫинчен пӗлтӗм. Эпӗ: «Ватӑ станца пуҫлӑхӗ пурӑнать-и?» — тесе ыйтнине хирӗҫ никам та тивӗҫлӗ ответ параймарӗ. Эпӗ хам пӗлнӗ енне кайса курма шухӑш тытрӑм, лашасем тытрӑм та Н… ялне кайрӑм.

Кӗрхи вӑхӑтчӗ. Кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗсем пӗтӗм тӳпене карса илнӗ, вырнӑ хирсенчен сивӗ ҫил вӗрсе, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи йывӑҫсен хӗрлӗ те сарӑ ҫулҫисене вӗҫтерет. Эпӗ яла хӗвел аннӑ чух ҫитрӗм те почта ҫурчӗ умӗнче чарӑнтӑм. Ҫенӗке (унта мана ӗлӗк Дуня чуптунӑччӗ) мӑнтӑр хӗрарӑм тухрӗ те ман ыйтусем ҫине, ватӑ пуҫлӑх вилни ҫулталӑк ӗнтӗ, ун ҫуртӗнче халӗ сӑра тӑвакан пурӑнать, хӑй вӑл ҫав сӑра тӑваканӑн арӑмӗ, тесе пӗлтерчӗ. Эпӗ хам ахалех килнишӗн тата ҫичӗ тенкӗ укҫана сая янӑшӑн ӳкӗнсе илтӗм.

— Мӗнпе вилчӗ вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ сӑра тӑваканӑн арӑмӗнчен.

— Ӗҫсе вилчӗ, — тесе ответлерӗ вӑл.

— Ӑҫта пытарчӗҫ ӑна?

— Ял хыҫне, хӑй арӑмӗпе юнашар.

— Мана ун тӑпри ҫине илсе кайма пулмӗ-ши?

— Епле пулмӗ? Эй, Ванька, ҫитӗ сана кушакпа выляма. Улпута ҫӑва ҫине ӑсат та, станца пуҫлӑхӗн тӑприне кӑтарт, — терӗ вӑл ачине.

Ҫак сӑмахсене илтсе, ҫӗтек-ҫатӑк тӑхӑннӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӑрах куҫлӑ ача ман пата чупса тухрӗ те ҫавӑнтах ял хыҫне илсе кайрӗ.

— Эсӗ вӑл старике пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ ҫул ҫинче.

— Епле пӗлес мар. Вӑл мана шӑхличсем тума вӗрентрӗ. Астӑватӑп (ҫӳлти патшалӑхра пултӑр), вӑл хупахран килет, эпӗр ун хыҫӗнчен: «Мучи, мучи! мӑйӑр пар-ха» тесе ыйтатпӑр, вӑл пире мӑйӑр валеҫсе парать. Пӗрмаях пирӗнпе айкашса ҫӳретчӗ.

— Иртен-ҫӳренсем асӑнкалаҫҫӗ-и ун ҫинчен?

— Халӗ кунтан иртсе ҫӳрекенсем сахал, заседатель килсен килет, анчах унӑн вилнисене аса илме вӑхӑт та ҫук. Акӑ ҫула пӗр улпут майри килсе кайнӑччӗ, вӑл станца пуҫлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ те ун тӑпри ҫине кайса курчӗ.

— Мӗнле улпут майри? — тесе ыйтрӑм эпӗ пӗлес килнипе чарӑнаймасӑр.

— Пит хитрескер, — ответлерӗ ача, — вӑл ултӑ лаша кӳлнӗ каретӑпа килсеччӗ, хӑйпе пӗрле виҫӗ ачи, вӗсене пӑхакан хӗрарӑм тата хура моҫкӑ пурччӗ; ӑна станца пуҫлӑхӗ вилни ҫинчен пӗлтерсен, вӑл йӗрсе ячӗ те ачисене: тӗк ларӑр, эпӗ ҫӑва ҫине кайса килем, терӗ. Эпӗ ӑна ертсе каясшӑн пултӑм. Улпут майри мана «Эпӗ ҫулне пӗлетӗп» терӗ те мана пилӗк пус кӗмӗл пачӗ, ҫав тӗрлӗ ырӑскер пулчӗ вӑл…

Эпӗр ҫӑва ҫине ҫитрӗмӗр, кунта туп-тулли йывӑҫ хӗрессем лартса тултарнӑ, пӗр ешӗл йывӑҫсӑр ҫара вырӑн. Хам ҫуралнӑранпа та эпӗ ҫакӑн пек кичем ҫӑва курман.

— Акӑ ватӑ станца пуҫлӑхӗн тӑпри, — терӗ мана ача, хура хӗрес лартнӑ, хӗрес ҫине пӑхӑр турӑш ҫапса хунӑ хӑйӑр купи ҫине сиксе хӑпарса.

— Улпут майри те ҫак тӑпра ҫинех килчӗ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Ҫакӑнтах, эпӗ ӑна аякран пӑхса тӑтӑм. Вӑл ҫакӑнта выртрӗ, нумайччен выртрӗ вӑл. Унтан яла таврӑнчӗ, хӑй патне пупа чӗнтерчӗ, ӑна укҫа пачӗ, унтан кайрӗ, мана пилӗк пус кӗмӗл пачӗ — аванскер хӑй, — терӗ Ванька.

Эпӗ те ачана пилӗк пус патӑм, халӗ ӗнтӗ килнӗшӗн те, ҫичӗ тенкӗ пӗтернӗшӗн те пӑшӑрханмарӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех