Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 8 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.06 20:47

Пуплевӗш: 214; Сӑмах: 2611

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Алексей Мересьев та кашни кунах вӑйсӑрланса пычӗ. Черетлӗ ҫырура вӑл хӑйӗн пур хуйхи-суйхи ҫинчен те пӗлтерсе тӑракан пӗртен-пӗр ҫын — Метеорологи сержанчӗ патне: эпӗ кунтан тухаймастӑп та пулӗ, тепӗр тесен — тухманни авантарах та вӑл, мӗншӗн тесен урасӑр лётчик — ҫунатсӑр кайӑк пекех, вӑл пурӑнма, ҫиме пултарать, анчах вӗҫме — нихҫан та вӗҫеймест, манӑн ҫавӑн пек ҫунатсӑр кайӑк пулас килмест, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн пурнӑҫ чи япӑххӑн вӗҫленнине те лапкӑнах кӗтсе илме хатӗр, пурнӑҫ вӗҫӗ часрах ҫиттӗрччӗ кӑна, тесе ҫырчӗ. Ун патне ҫакӑн пек ҫырса яни ытла та хӗрхенӳсӗр пулнӑ. Пӗр-пӗрин патне ҫырса тӑнӑ хушӑра хӗр хӑй енчен «аслӑ лейтенант юлташа» тахҫанах кӑмӑллани ҫинчен, анчах та вӑл ҫакӑн пек хуйхӑ тӳсмелле пулман пулсан, ҫав кӑмӑлланине ӑна хӑйне нихҫан та пӗлтерес ҫукчӗ, тесе ҫырса пӗлтернӗ.

— Качча тухасшӑн, мӗншӗн тесен, халӗ арҫынсем хаклӑ. Уншӑн пулсан, ура ҫукки мӗскерех вара? Ячӗ кӑна пысӑкрах пултӑр, — усаллӑн тӑрӑхласа кулнӑ чӑкӑлтӑш кӑмӑллӑ Кукушкин.

Алексей хӑйӗн салху шухӑшӗсене вулама хӗре йывӑр пулассине те пӗлнӗ. Метеорологи сержанчӗн чӑн-чӑн ятне пӗлмен пулсан та, вӑл ӑна хӑйӗн савӑнӑҫсӑр шухӑшӗсене тӑтӑшах пӗлтерсе пычӗ.

Комиссар пур ҫынӑн кӑмӑлне кӗме те — «уҫӑ тупма» пӗлнӗ, анчах та Алексей Мересьев ӑна парӑнмарӗ. Мересьева операци тунӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех палатӑна «Хурҫӑ епле хӗрнӗ» кӗнеке илсе пырса пачӗҫ. Ӑна сасӑпа вулама тытӑнчӗҫ. Алексей ҫак кӗнекене камшӑн вуланине ӑнланчӗ, ҫапах та ку ӑна лӑплантармарӗ. Павел Корчагина вӑл ачаранпах хисепленӗ, вӑл унӑн чи юратнӑ геройӗсенчен пӗри пулнӑ.

«Анчах Корчагин лётчик пулман вӗт, — шухӑшларӗ халь Алексей. — Вӑл «сывлӑшпа чирлесси» мӗн иккенне пӗлнӗ-им? Островский хӑйӗн кӗнекисене вырӑн ҫинче выртса ҫырнӑ чух хальхи пек пулман-ҫке. Хальхи вӑрҫӑра пӗтӗм арҫынсем, нумай хӗрарӑмсем ҫапӑҫаҫҫӗ; сӑмсисене лайӑххӑн шӑлайман ачасем те, станоксем ҫинче ӗҫлеме пӗвӗ ҫитмен пирки, ещӗксем ҫине тӑрса снарядсене хӑйраҫҫӗ» — терӗ вӑл.

Пӗр сӑмахпа каласан, ку кӗнекене вулани ӑна пулӑшмарӗ. Вара Комиссар ӑна аякран ҫавӑрса илме тытӑнчӗ. Ӑнсӑртран аса илнӗ пек пулса, вӑл пӗр ҫын, икӗ урине те паралич ҫапнӑскер, государствӑллӑ пысӑк ӗҫе туса пыни ҫинчен каласа пачӗ. Степан Иванович, ҫӗр ҫинчи пур япаласемпе те интересленекенскер, тӗлӗнсе кайсах ахлатма тытӑнчӗ. Унтан хӑй те вӗсен енче пӗр алӑсӑр врач пӗтӗм районӗпе чи лайӑх тухтӑр вырӑнне шутланса ӗҫленине аса илчӗ: вӑл юланпа та ҫӳрет, ухутана та каять, хӑрах алӑпах ҫав тери лайӑх перет — пакшана куҫран тӗллесен, куҫран тивертет, терӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Комиссар Вильямс академика аса илчӗ. Ӑна вӑл хӑй МТС-ра ӗҫленӗ чух пит лайӑх палланӑ. Ҫав, ҫур кӗлеткине паралич ҫапнӑ ҫын, пӗр аллине ҫеҫ хускатма пултараканскер, института ертсе пынӑ, калама та ҫук пысӑк ӗҫсем тунӑ.

Мересьев юлташӗсем калаҫнине итлесе кулнӑ пек пулчӗ: шухӑшлама, калаҫма, ҫырма, ҫынна ӗҫ хушма, эмеллеме, ухутана ҫӳреме те урасӑрах пулать, анчах та вӑл — лётчик вӗт, пӗтӗм шухӑш-кӑмӑлӗпе лётчик, ачаранпах лётчик пулнӑ. Вӑл ача чухнех, типнӗ ҫулҫӑсем хушшинче, шӑрӑхпа ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ ҫӗр ҫинче пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнче чапа тухнӑ темӗн пысӑкӑш, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртакан пахчана хуралланӑ вӑхӑтра, хӑйӗн пуҫӗ ҫийӗпе йӗкӗр ҫунатлӑ кӗмӗл кайӑк вӗҫсе иртнине курнӑ, ҫав кайӑк тусанлӑ ҫеҫен хир ҫийӗн таҫталла, Сталинград еннелле вӗҫсе кайнӑ, Алексей ҫав кунран пуҫласах хӑй ӑшӗнче лётчик пулса тӑнӑ. Ҫав самантран вара вӑл лётчик пулас ӗмӗте нихҫан та пӑрахман.

— Вӑл, Вильямс, лётчик пулман вӗт, — терӗ те Алексей, стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Анчах Комиссар унӑн чунне «уҫас» ӗмӗте пӑрахмарӗ. Пӗррехинче, яланхи пекех лӑпкӑн, ним хускалмасӑр выртнӑ чухне, Алексей Комиссарӑн хулӑм сассине илтрӗ:

— Лёша, пӑх-ха: кунта сан ҫинчен ҫырнӑ.

Ҫав самантрах Степан Иванович Мересьева журнал илсе пырса пачӗ. Журналта пысӑках мар статьяна йӗри-тавра карандашпа туртса ҫавӑрнӑ пулнӑ. Алексей ӑна хӑвӑрт кӑна пӑхса тухрӗ те, хӑйӗн хушаматне тӗл пулмарӗ. Ку статья пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнчи вырӑс лётчикӗсем ҫинчен пулнӑ. Журнал страници ҫинчен Алексей ҫине ҫамрӑк офицерӑн палламан сӑнӗ пӑхнӑ. Вӑл ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ пӗчӗк усиллӗ, хӑлхи ҫинех пусса лартнӑ пилотки ҫине шурӑ кокарда ҫакнӑскер пулнӑ.

— Вула, вула, ятарласах сана валли ҫырнӑ, — ҫине тӑрсах тепӗр хут каларӗ Комиссар.

Мересьев вуласа тухрӗ. Статьяра вырӑссен ҫар лётчикӗ пулнӑ поручик Валериан Аркадьевич Карпович ҫинчен каланӑ. Тӑшман позицийӗсем ҫинче вӗҫнӗ чух Карпович поручика нимӗҫсем «дум-дум» текен пульӑпа уринчен амантнӑ. Ури аркансах кайнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн «Фарманӗпе» фронт линийӗ урлӑ вӗҫсе каҫса, хамӑрӑннисем патне ҫитсе ларма пултарнӑ. Унӑн ури лаппине татса илнӗ, анчах ҫамрӑк офицер ҫартан кайма килӗшмен. Вӑл хӑех хӑйне кирлӗ пек протез шухӑшласа кӑларнӑ. Нумайччен, ҫине тӑрсах гимнастика туса пурӑннӑ, протезпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ, вара вӑрҫӑ пӗтес тӗлелле ҫара каялла таврӑннӑ. Вӑл ҫар пилочӗсен шкулӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ, заметкӑри сӑмахсемпе каласан — «хӑш чух хӑйӗн аэропланӗпе сывлӑша ҫӗкленме те хӑйнӑ». Ӑна офицерсен Георгий хӗресӗпе наградӑланӑ, ӑнсӑртран катастрофа пулнипе виличченех вырӑссен ҫар авиацийӗнче ӑнӑҫлах служить туса пурӑннӑ.

Мересьев ку заметкӑна пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ вуласа тухрӗ. Ӳкерчӗк ҫинчен хытканрах, кӑштах ывӑннӑ тӗслӗ, анчах хӑюллӑ сӑнлӑ поручик хаваслӑн кулса пӑхнӑ. Пӗтӗм палата Алексей ҫине пӑхса, ним чӗнмесӗр сӑнарӗ. Вӑл аллисемпе хӑйӗн ҫӳҫне пӑтраштаркаларӗ, унтан куҫӗсене статья ҫинчен илмесӗрех, тумбочка ҫинче выртакан карандаша хыпашласа тупрӗ те, статьяна йӗри-тавра тепӗр хут туртса ҫаврӑнчӗ.

— Вуларӑн-и? — чеереххӗн ыйтрӗ Комиссар. Алекеей чӗнмерӗ, вӑл халӗ те куҫӗсемпе строкасем тарӑх чупрӗ-ха. — Ну, мӗн калӑн?

— Анчах та унӑн пӗр ура лаппи ҫеҫ пулман.

— А эсӗ совет ҫынни вӗт.

— Вӑл «Фарман» ҫинче вӗҫнӗ. Самолёт-и вӑл? Этажерка вӗт вӑл. Ун ҫинче ма вӗҫес мар? Ун ҫинчи управленипе маттурлӑх та, хӑвӑртлӑх та кирлӗ мар пулнӑ.

— Анчах та эсӗ совет ҫынни вӗт! — хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ Комиссар.

— Совет ҫынни, — терӗ ун хыҫҫӑн Алексей ним шухӑшламасӑрах, куҫӗсене халӗ те заметка ҫинчен илмесӗр; унтан унӑн сӑнӗ темле шалтан тухакан хӗрлӗ тӗспе ҫуталчӗ те, вӑл пурин ҫине те тӗлӗнчӗклӗ-савӑнӑҫлӑ куҫсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Ҫӗрле Алексей журнала минтер айне чиксе хучӗ те хӑй ача чухне, пиччӗшӗсемпе пӗрле лапка ҫинче ҫывӑрнӑ чух, минтер айне амӑшӗ хӑйӗн кивӗ кофтинчен ҫӗлесе панӑ хӑрах хӑлхаллӑ упана ҫакӑн пек чиксе хунине аса илчӗ. Ҫакна аса илнипе вӑл пӗтӗм пӳлӗме илтӗнмелле кулса ячӗ.

Ҫӗр каҫипех вӑл куҫне те хупмарӗ. Палата йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Гвоздев койка пружинӗсене чакӑртаттарса ҫаврӑнкаларӗ, Степан Иванович, хӑйӗн ӑшӗнче темскерсем татӑлнӑ пек, шӑхӑрса хӑрлаттарчӗ. Комиссар, сайра-хутра ҫаврӑнкаласа, хуллен, шӑл витӗр йынӑшкаларӗ. Анчах Алексей нимӗн те илтмерӗ. Вӑл тек-текех журнала минтер айӗнчен кӑларса каҫхи лампа ҫутинче поручикӑн ҫемҫен кулакан сӑнӗ ҫине пӑхрӗ.

«Сана йывӑр пулнӑ, анчах эсӗ ҫапах та ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарнӑ, — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Мана вунӑ хут йывӑртарах, анчах та курӑн акӑ: эпӗ санран юлмастӑп».

Ҫурҫӗр тӗлӗнче Комиссар сасартӑк шӑпланчӗ. Алексей ҫӗкленчӗ те, вӑл кӑвакарса кайса, лӑпкӑн, сывламан пекех выртнине курчӗ. Лётчик шӑнкӑрава ярса тытрӗ те, ӑна ҫав тери хытӑ силлеме тытӑнчӗ. Часах Клавдия Михайловна чупса пычӗ, — унӑн пичӗ лутӑрканнӑ тӗслӗ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ сапаланса кайнӑ. Темиҫе минутран ординатора чӗнсе пычӗҫ. Комиссарӑн ал тымарне тытса тӗрӗслерӗҫ, камфора ячӗҫ, ҫӑварне кислород ямалли шланг хыптарчӗҫ. Ҫак тӑрмашу сехете яхӑн тӑсӑлчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пӗр шанчӑк та ҫук пекех туйӑнчӗ. Юлашкинчен Комиссар куҫӗсене уҫрӗ те, Клавдия Михайловна ҫине пӑхса, вӑйсӑррӑн кулса илсе хуллен кӑна:
— Каҫарӑр, эпӗ сире пӑлхатрӑм, анчах усси пулмарӗ.
Тамӑка пурӗпӗр ҫитеймерӗм, хуратут шатрисене пӗтермелли эмеле те илсе килеймерӗм. Ҫавӑнпа та сирӗн, тӑванӑм, хуратут шатрисемпех шукӑлленсе ҫӳремелле пулать, ним тума та ҫук, — терӗ.

Вӑл ҫапла шӳт тунипе пурне те ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Ҫирӗп те иккен ку юман! Тен, ҫак тӑвӑла та тӳссе ирттерӗ вӑл, ӳкмӗ? Ординатор тухса кайрӗ, унӑн пушмакӗсем чӗриклетни коридор вӗҫӗнче илтӗнми пулчӗ, пӗр Клавдия Михайловна кӑна Комиссар кровачӗ ҫинче хӑяккӑнтарах ларса юлчӗ. Чирлӗ ҫынсем ҫывӑрса кайрӗҫ, анчах Мересьев, куҫӗсене хупса, самолётпа вӗҫнӗ чух урапа пусмалли ҫӗре ҫирӗплетсе лартма май пулмалли протезсем ҫинчен шухӑшласа выртрӗ. Вӑл нумай ҫулсем каялла, аэроклубра вӗреннӗ чухне, хӑйсен инструкторӗ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ватӑ лётчик, пӗр кӗске ураллӑ пилот педальсем ҫумне пӗчӗк йывӑҫ таткисем ҫыхса хуни ҫинчен каласа панине аса илчӗ.

«Эпӗ, тӑванӑм, санран юлмастӑп», — тесе ӗнентерчӗ вӑл Карповича. «Вӗҫетӗп, епле пулсан та вӗҫетӗпех!» — текен шухӑш янраса юрласа тӑчӗ Алексей пуҫӗнче, ыйӑха хӑваласа ярса. Вӑл шӑппӑн, куҫӗсене хупса выртрӗ. Айккинчен пӑхсан, вӑл тӗлӗкре кулкаласа питӗ хытӑ ҫывӑрнӑ пек туйӑнма пултарнӑ.

Ҫак вӑхӑтра вӑл сасартӑк Клавдия Михайловнӑпа Комиссар хушшинчи калаҫӑва илтрӗ. Кайран, пурнӑҫра йывӑр килнӗ самантсенче, вӑл ҫав калаҫӑва пӗрре кӑна мар аса илчӗ.

— Ну, мӗншӗн, мӗншӗн ун пек тӑватӑр эсир? Ҫакӑн шек хытӑ ыратнӑ вӑхӑтра кулни, шӳт туни — епле хӑрушӑ вӑл. Сирӗн мӗнле ыратни ҫинчен шухӑшланӑ чух манӑн чӗре чул пек хытса ларать. Мӗншӗн эсир уйрӑм палата йышӑнма килӗшмерӗр?

Ҫак сӑмахсене палатӑри сестра, кӑмӑллӑ та ӑшӑ чунлӑ Клавдия Михайловна мар, урӑх, хӗрӳллӗ те ҫирӗп кӑмӑллӑ, протестлекен хӗрарӑм каланӑ пек туйӑнчӗ. Унӑн сассинче хуйхӑ, пысӑк хурлӑх янраса тӑчӗ. Мересьев куҫӗсене уҫрӗ. Ҫиелтен тутӑрпа картланӑ каҫхи лампа ҫуттинче вӑл, минтер ҫинче Комиссарӑн тӑртанса кайнӑ шуранка питне курчӗ, унӑн куҫӗсем хуллен те ачашшӑн ҫуталса тӑнӑ. Унпа пӗрлех Мересьев сестран ҫемҫе те илемлӗ профильне курчӗ. Хыҫалтан ӳкекен ҫутӑ унӑн кӑтрарах сарӑ ҫӳҫӗсене йӑлтӑртатса тӑнӑ пек кӑтартнӑ. Хӑй аван мар тунине туйсах, Мересьев ун ҫинчен куҫӗсене илеймерӗ.

— Ай-яй-яй, сестраҫӑм… Куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ… ак япала! Тен, бром ӗҫӗпӗр? — хӗр ачапа калаҫнӑ пек калаҫрӗ унпа Комиссар.

— Каллех кулатӑр… Ну, мӗнле ҫын эсир? Ӑнланӑр-ха, хӑрушла вӗт ку, хӑраса каймалла: макӑрмалла чух — кулатӑр, ыратнипе хӑвӑр таткаланса каяс пек вӑхӑтра ыттисене лӑплантаратӑр! Лайӑх ҫын эсир манӑн, лайӑх ҫын! Эсир пӑрахӑр… илтетӗр-и, пӑрахӑр хӑвӑра хӑвӑр ҫавӑн пек тыткалама!

Клавдия Михайловна, пуҫне усса, сассӑр макӑрса ларчӗ. Комиссар унӑн халачӗ айӗнчен палӑрса тӑракан начаркка, кӑрт та карт сикекен хулпуҫҫийӗсем ҫине салхуллӑн та ӑшшӑн пӑхса выртрӗ.

— Кая юлнӑ ӗнтӗ, кая юлнӑ, йӑмӑкӑм… Хамӑн пурнӑҫри хама тивӗҫ ӗҫсенче эпӗ яланах ҫав тери йӗркесӗр кая юлса пынӑ — нихҫан та вӑхӑт пулман манӑн, анчах халӗ ӗнтӗ пуҫӗпех кая юлтӑм пулас…

Комиссар ассӑн сывласа илчӗ. Сестра тӳрленсе тӑчӗ те куҫҫулӗпе тулнӑ куҫӗсемпе ун ҫине ҫав тери ыйтуллӑн пӑхрӗ. Комиссар ҫемҫен кулса илчӗ, тата тепӗр хут тарӑнӑн сывласа ячӗ те, хӑйӗн яланхи пекех ырӑ, кӑштах тӑрӑхлакан сассипе малалла калама тытӑнчӗ:

— Итлер-ха пӗр истори, ӑслӑ пуҫӑм. Халь сасартӑк аса илтӗм эп ӑна. Тахҫанах пулнӑ вӑл, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, Туркестанра. Ҫапла. Пӗр эскадрон басмачсене хӑвалама тытӑнчӗ те, ҫав тери усал пушхире, питӗ шала кӗрсе кайрӗ. Лашисем эскадронӑн Российӑран илсе пынӑскерсем, хӑйӑр ҫинче ҫӳреме хӑнӑхманскерсем пулнӑ, ҫавӑнпа та ӳке-ӳке вилме пуҫларӗҫ. Вара эпир сасартӑк пехота пулса тӑтӑмӑр. Ҫапла. Пирӗн командир ҫакӑн пек решени йышӑнать: пур япаласене те пӑрахас та, ҫумра хӗҫ-пӑшал ҫеҫ хӑварса, ҫуранах пысӑк хула патнелле тухас. Анчах хулине ҫитме пӗр ҫӗр утмӑл километр каймалла, ҫитменнине — шав хӑйӑр тӑрӑх. Ӑнланатӑр-и, ӑслӑ пуҫӑм? Пӗр кун утатпӑр эпир, иккӗ утатпӑр, виҫҫӗ утатпӑр. Хӗвел вӗлерсе пӑрахмалла хӗртет-ҫунтарать. Ӗҫме шыв ҫук. Ҫӑварта ӳт-тир ҫурӑлма пуҫларӗ, сывлӑшра — вӗри хӑйӑр, ура айӗнче те хӑйӑр юрлать, шӑлсем ҫинче хӑйӑр чӑкӑртатать, куҫсене тирет, пыра тулать, ну ӗнтӗ — тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ. Этем хӑйӑр купи ҫине ӳкет те, пичӗпе ҫӗре тӑрӑнса выртать, тӑраймасть. Комиссарӗ пирӗн Володин Яков Павлович пулнӑччӗ. Ҫиелтен пӑхма — пӗр ырханккаскер, интеллигент-историк пулнӑ вӑл… Анчах та питӗ ҫирӗп большевикчӗ. Шутпала, унӑн никамран малтан ӳкмелле, анчах та вӑл утать те утать, ҫынсене те хавхалантарать: ҫывӑх ӗнтӗ, ҫитесси нумай юлмарӗ, тет, выртакансен пуҫӗсем ҫийӗнче пистолетне вылятать: тӑр, атту персе пӑрахӑп, тет…

Тӑваттӑмӗш кунӗнче, хулана ҫитесси пӗтӗмпе те йӗр вунпилӗк километр юлсан, ҫынсем пачах та халтан кайса ҫитрӗҫ. Аран-аран утатпӑр, ӳсӗр ҫынсем пек сулкаланатпӑр, ура йӗрӗсем те чалӑш-тӗлӗш пулаҫҫӗ пирӗн амантнӑ тискер кайӑк йӗрӗ пек. Ҫак вӑхӑтра сасартӑк пирӗн комиссар юрӑ пуҫласа ячӗ. Сасси япӑх хӑйӗн, шӗвек, юррине те питӗ начарскерне, авалхи салтак юррине: «чубарики, чубчики», тенине пуҫларӗ, анчах та ҫынсем чӗрӗлчӗҫ вӗт, унпа пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ. Эпӗ: «йӗркеленсе тӑрӑр!» тесе команда патӑм, утӑмсене шутлама тытӑнтӑм, вара — ӗненетӗр-и! — утма ҫӑмӑлтарах пулса кайрӗ.

Ку юрӑ хыҫҫӑн тата тепӗр юрӑ юрларӑмӑр, унтан виҫҫӗмӗшне. Ӑнланатӑр-и, сестра, эпир вӗсене ҫурӑлса пӗтнӗ тутасемпе, ҫав тери тӳсме ҫук шӑрӑхра юрларӑмӑр! Ҫула тӑрах хамӑр пӗлнӗ юрӑсене пурне те юрласа пӗтертӗмӗр, вара ҫитес ҫӗре чиперех ҫитрӗмӗр, хӑйӑр ҫине пӗр ҫын та хӑвармарӑмӑр…. Куратӑр-и, епле япала пулчӗ!

— Комиссарӗ мӗнле тата? — ыйтрӗ Клавдия Михайловна.

— Комиссар мӗн вӑл? Халӗ те чӗрӗ, сывӑ. Профессор вӑл, археолог. Ҫӗр айӗнчен темӗнле ӗлӗк-авалхи ялсене чавса кӑларать. Чӑнах та, ҫавӑн хыҫҫӑн сассине ҫухатрӗ вӑл. Хӑрӑлтатать. Анчах мӗн тума кирлӗ ӑна сасӑ? Вӑл Лемешев мар вӗт… Ну, ҫитӗ калаҫма! Кайӑрах, ӑслӑ пуҫӑм, паян урӑх вилместӗп тесе кавалерист сӑмахне паратӑп сире.

Мересьев юлашкинчен тарӑн та лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Тӗлӗкре ӑна хӑй пурнӑҫра нихҫан та курман хӑйӑрлӑ пушхир, юнланса, ҫурӑлса пӗтнӗ ҫӑварсем, вӗсенчен юрӑ сассисем тухни тата леш Володин та курӑнчӗҫ, анчах та тӗлӗкре вӑл темшӗн Воробьев комиссар сӑнарлӑ туйӑнчӗ.

Алексей тепӗр кунне час вӑранмарӗ. Вӑл куҫӗсене уҫнӑ чух хӗвел ҫути палата варрине ӳкнӗ, ку ӗнтӗ кӑнтӑрла ҫитнине пӗлтернӗ. Вӑрансанах вӑл хӑйӗн кӑкринче савӑнӑҫлӑ туйӑм пуррине сисрӗ. Тӗлӗк-и ку? Мӗнле тӗлӗк пултӑр… Унӑн куҫӗсем хӑй ҫывӑрнӑ чух та аллипе ҫирӗппӗн тытса выртнӑ журнал ҫине ӳкрӗҫ. Поручик Карпович лутӑрканнӑ журнал страници ҫинчен халӗ те сӑнне ҫутӑлтарса, хаваслӑн кулса пӑхса ларнӑ. Мересьев журнала хуллен кӑна шӑлса якатрӗ те, поручик сӑнне куҫ хӗссе илчӗ.

Питне ҫуса, ҫӳҫӗсене турама ӗлкӗрнӗ Комиссар Алексей ҫине кулараххӑн пӑхса сӑнаса выртрӗ.

— Эс мӗн ӑна куҫ хӗсетӗн ҫак? — тулли кӑмӑлпа ыйтрӗ вӑл.

— Вӗҫетпӗр! — ответ пачӗ Алексей.

— Епле пулма пултарать-ха? Унӑн пӗр ури кӑна ҫитмен, санӑн иккӗшӗ те ҫук?

— А эпӗ вырӑс-ҫке, совет ҫынни-ҫке! — терӗ ӑна хирӗҫ Мересьев.

Ку сӑмахсене вӑл ҫав тери ӗненсе, ҫирӗппӗн каларӗ. Ҫапла каланипе вӑл хӑй ҫак поручик Карповичран епле пулсан та ирттерессе шанса тӑнине палӑртрӗ.

Ирхи апат ҫинӗ чух вӑл хӑйне сиделка илсе пырса панине пӗтӗмпех ҫисе ячӗ, — пушӑ тарелкӑсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те татах илсе пырса пама ыйтрӗ. Унӑн пӗтӗм ӑшчикки пӑлханса тӑчӗ: вӑл юрланҫи пулчӗ, шӑхӑрма пикенчӗ, хӑйпе хӑй сасӑпах калаҫрӗ. Профессор чирлисене пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, Василий Васильевичӑн кӑмӑлӗ паян лайӑх пулнипе усӑ курса, вӑл унран хӑвӑртрах сывалас тесен мӗн тума кирли ҫинчен ыйтса минретрӗ. Сывалас тесен ытларах ҫиме тата ҫывӑрма кирли ҫинчен пӗлсен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче вӑл иккӗмӗшне икӗ порци ыйтса илчӗ, вара, пырне ларта-ларта, тӑватӑ котлет ҫисе ячӗ. Анчах, пӗр сехет ҫурӑ куҫӗсене хупса выртнӑ пулсан та, кӑнтӑрла вӑл ҫывӑрма пултараймарӗ.

Телей яланах пӗр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшать. Профессора ыйтусемпе аптратса, Алексей пӗтӗм палата асӑрханӑ япалана сисеймерӗ. Яланхи пекех, хӗвел ҫути кун каҫа урай тӑрӑх пӗтӗм палата урлӑ шуса каҫса катӑлнӑ паркет хӑмине пырса тӗртӗннӗ вӑхӑтра, Василий Васильевич обходпа пырса кӗчӗ. Ҫиелтен пӑхсан, вӑл чирлисене малтанхи пекех тӗплӗн, тинкерсе тӗрӗслерӗ, анчах пурте вӑл халӗ сӳрӗк пулнине, пачах та ытти чухнехи пек маррине асӑрхарӗҫ. Паян вӑл вӑрҫмарӗ, унӑн яланхи пек «тӑварлӑ сӑмахӗсем» илтӗнмерӗҫ, унӑн хӗрелнӗ куҫӗсен кӗтессисенче темле юн тымарӗсем таттисӗр чӗтресе тӑчӗҫ. Каҫхине пырсан, вӑл пусӑрӑнни, палӑрмаллах ватӑлса кайни сисӗнчӗ. Лӑпкӑ сасӑпа вӑл алӑк хӑлӑпӗ ҫине йӗпе кипке татӑкӗ манса хӑварнӑ сиделкӑна хӑтӑрса илчӗ, унтан Комиссарӑн температура листи ҫине пӑхрӗ, ӑна урӑхла эмеллеме хушрӗ те, тек ним каламасӑрах алӑк патнелле утса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн ҫавӑн пекех ҫухалса кайнӑ, нимӗн те чӗнмен свити те утрӗ. Алӑк патӗнче Василий Васильевич сасартӑк такӑнчӗ, — ӑна ҫав самантрах икӗ енчен те тытман пулсан, вӑл ӳкнӗ пулӗччӗ. Ҫак йывӑр шӑмшаклӑ, хӑйкӑлтатакан саслӑ, ялан шавлӑн ятлаҫакан ҫынна лӑпкӑ пулни пӗртте килӗшмерӗ. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра выртакансем ун ҫине тӗлӗнерех, ӑнланмасӑртарах пӑхса юлчӗҫ. Ҫак пысӑк шавлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна юратма ӗлкӗрнӗ ҫынсене халӗ темле аван мар пулса кайрӗ.

Тепӗр ирхине пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ: Хӗвеланӑҫ фронтӗнче Василий Васильевичӑн пӗртен-пӗр ывӑлне вӗлернӗ иккен. Вӑл та Василий Васильевич ятлӑ, ашшӗ пекех медик, пысӑк шанчӑк паракан ҫамрӑк учёнӑй, ашшӗне тивӗҫлипех савӑнтаракан ҫын пулнӑ. Обход пулмалли сехет ҫитсен, пӗтӗм госпиталь сывламан пек пулса кӗтрӗ: профессор обходпа килет-и паян, ҫук-и? Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра хӗвел ҫути урай тӑрӑх вӑрахӑн, палӑрмалла та мар шунине ҫав тери тинкерсе сӑнаса пычӗҫ. Юлашкинчен, хӗвел ҫути катӑлса тухнӑ паркет хӑмине пырса тӗртӗнчӗ те, пурте пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ: килмест! Анчах шӑпах ҫав вӑхӑтра коридорта палланӑ йывӑр ура сассисем, тата нумай йышлӑ свита тӑпӑртатса утса пыни илтӗнчӗ. Профессор сӑнӗ паян ӗнерхинчен лайӑхрах. Чӑн та, унӑн куҫӗсем хӗрлӗ, куҫ хупанкипе сӑмси, вӑйлӑ сунас чухнехи пек, кӳпчесе кайнӑ, Комиссар сӗтелӗ ҫинчен температура листине илнӗ чух унӑн кушӑрканӑ аллисем чӗтрерӗҫ. Анчах та вӑл малтанхи пекех вӑрт-варт ҫаврӑнкаларӗ, ӗҫсене тӗплӗ турӗ, шавлӑн ятлаҫасси ҫеҫ пулмарӗ унӑн.

Пӗр-пӗринпе юри калаҫса татӑлнӑ пекех, аманнисемпе чирлисем пӗр-пӗрине пӳлсех ӑна мӗнпе те пулин савӑнтарма тӑрӑшрӗҫ. Ҫак кун пурин те сывлӑхӗсем малтанхинчен лайӑхланнӑ иккен. Чи йывӑр чирлисем те ним пирки те ӳпкелешмерӗҫ, хӑйсен ӗҫӗ юсанма пуҫлани ҫинчен каларӗҫ. Пурте — тен ытлашши те тӑрӑшса — госпитальти йӗркесене мухтарӗҫ, хӑйсене кунта эмеллени питӗ лайӑх пулӑшса пыни ҫинчен каларӗҫ. Ку вӑл — хӑйсене пӗр хуйхӑ пӗтӗҫтернӗ туслӑ ҫемье пулнӑ.

Василий Васильевич, палатӑсем тӑрӑх ҫӳресе, хӑйӗн чирлисене эмеллес ӗҫ паян иртенпех мӗншӗн ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ пулнинчен тӗлӗнчӗ.

Анчах та вӑл чӑнласах та тӗлӗннӗ-ши? Тен, вӑл ҫак пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑрах шӑппӑн тунӑ каварлӑха сиснӗ пуль? Сиснӗ пулин те, тен ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн хӑйӗн нимӗнпе тӳрлетме ҫук суранӗ ыратнине тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех