Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.08.25 11:23

Пуплевӗш: 251; Сӑмах: 2347

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чыслӑхна мӗн ҫамрӑкран упра.

Ваттисен сӑмахӗ.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ.

Пултӑр ыранах вӑл гварди капитанӗ.

— Кирлӗ мар ун пек: кайтӑр армиех.

Пит вирлӗ каланӑ! Ан тив, тарӑхтӑр пӗрре…

Анчах кам-ха унӑн ашшӗ?

Княжнин.

Манӑн атте, Андрей Петрович Гринев, ҫамрӑк чухне Миних граф патӗнче службӑра пулнӑ, премьер-майор пулса 17… мӗш ҫулта оставкӑна тухнӑ. Ҫавӑнтан вара вӑл хӑйӗн Чӗмпӗр патӗнчи ялӗнче пурӑннӑ. Унтах вӑл авланнӑ та. Ҫывӑхра пурӑнакан пӗр чухӑн дворянин хӗрне, Авдотья Васильевна Ю… на качча илнӗ. Пирӗн тӑхӑр ача пулнӑ. Пиччесемпе аппасем ача чухнех вилнӗ.

Хамӑрӑн ҫывӑх хурӑнташ, гварди майорӗ Б. князь кӑмӑлне пула, мана ҫуралачченех Семеновски полка сержанта ҫырнӑ пулнӑ. Ывӑл пуласса кӗтсе тӑнӑ ҫӗртех анне ӑнсӑртран хӗр ҫуратнӑ пулсан, ҫырса пӗлтерме кирлӗ ҫӗре атте сержант пыманни пирки, вӑл вилчӗ тесе, пӗлтернӗ пулӗччӗ те, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтӗччӗ. Эпӗ наукӑсене вӗренсе ҫитериччен отпускра хисепленнӗ. Ун чухне эпир хальхи пек вӗренмен. Пилӗк ҫултан пуҫласах мана Савельич стремянной аллине панӑ пулнӑ, хӑйне чипер, урӑ тыткаланӑшӑн, ӑна мана пӑхса пурӑнаканӗ тунӑ. Унӑн ирӗкӗнче пурӑнса, эпӗ вуникӗ ҫула кайнӑ тӗлелле вырӑсла вулама — ҫырма вӗрентӗм тата вӗшле йытӑсем ҫинчен лайӑхах пӗлекен пултӑм. Ҫав вӑхӑталла мана вӗрентме атте мосьё Бопре француза тара тытрӗ. Ӑна, Мускава ҫыру ярса, пӗр ҫулталӑклӑх запас эрехпе тата провански ҫупа пӗрле, кӳртерчӗҫ. Вӑл килнине Савельич питӗ кӑмӑлламарӗ. «Мухтав турра», — тесе мӑкӑртататчӗ вара вӑл хӑйне-хӑй, — «ачана ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ, ӗҫтернӗ-ҫитернӗ. Мӗн ытлашши укҫа тӑкмалла-ши, ҫитменнине тата, хамӑрӑн ҫынсем ҫук пек, мусье тытмалла!» — тетчӗ.

Бопре хӑйӗн ҫӗршывӗнче парикмахер, унтан Пруссире салтак пулнӑ, кайран роиr enre outcnite пулас шутпала, ку сӑмах мӗне пӗлтернине хӑй питех ӑнланман пулин те, Российӑна килнӗ. Хӑй вӑл лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Анчах ытла та ҫӑмӑлтайччӗ тата питӗ аскӑнччӗ. Пуринчен ытла хӗрарӑмсемшӗн ҫунатчӗ. Хӑйӗн йӑпанӑвӗсемшӗн сайра хутра ҫеҫ мар ӑна патак та леккелесе, вӑл талӑкӗ-талӑкӗпе ахлатса ҫӳретчӗ. Ҫитменнине тата вӑл (хӑй калашле) бутылка тӑшманӗ те пулман, урӑхла каласан, ытларах сыпма юрататчӗ. Анчах та пирӗн эрехе апат ҫинӗ чухне кӑна паратчӗҫ, ӑна та пулин пӗрер черкке ҫеҫ, ҫитменнине тата тӑтӑшах учитӗле памасӑр хӑваркаланӑ пирки, манӑн Бопре часах вырӑс настойкине хӑнӑхрӗ те, вар-хырӑмшӑн сиплӗрех пулӗ тесе, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи эрехсенчен те мала хума пуҫларӗ. Эпир пӗр-пӗринпе часах килӗштертӗмӗр. Контракт тӑрӑх, мана унӑн французла, нимӗҫле тата мӗнпур наукӑсене вӗрентмеллеччӗ, анчах та вӑл часрах манран вырӑсла калаҫкалама вӗренессине маларах хучӗ, кайран вара кашни хӑй ӑссӗн хай ӗҫне тума пуҫларӑмӑр. Иксӗмӗр эпир пӗр-пӗрне килӗштерсе питӗ ҫывӑх пурӑнтӑмӑр. Урӑх ментор ҫинчен шутламан та эпӗ. Анчах пурнӑҫ пире часах уйӑрчӗ. Акӑ епле килсе тухрӗ вӑл.

Пӗрре прачка Палашка, мӑнтӑр та шатра питлӗ хӗр, тата ӗне пӑхакан Кулине, хӑрах куҫлӑскер, пӗрле шут туса, иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах анне ури умне ӳкнӗ те, хӑйсем ҫирӗп тӑма пултараймасӑр айӑпа кӗнӗшӗн ӳкӗнсе, хӑйсене мусье илӗртсе улталани ҫинчен йӗре-йӗре каласа панӑ. Анне ун пек ӗҫсене юратмастчӗ, вӑл тӳрех аттене пӗлтернӗ. Аттен ун пек чухне сӑмах-юмахӗ кӗскеччӗ. Ҫавӑнтах вӑл каналья-француза хӑй патне чӗнтерет. Анчах та ӑна — мусье мана урок парать-ха, тесе пӗлтереҫҫӗ. Батюшка ман пӳлӗме кӗчӗ. Вӑл вӑхӑтра Бопре ним туйми, пӗр айӑпсӑр тенӗ пекех, ыйха хӗртет. Эпӗ хам ӗҫпе аппаланатӑп. Тӳррипех калас пулсан, акӑ мӗн: мана валли Мускавран географи картти ҫырӑнса илнӗччӗ. Вӑл ним усӑсӑрах пӳлӗмре ҫакӑнса тӑратчӗ те, чылай анлӑ пирки тата хучӗ те лайӑххипе, тахҫанах мана илӗртетчӗ. Эпӗ унтан хут-ҫӗлен тума шухӑшласа хунӑччӗ. Хале акӑ, Бопре ҫывӑрнине пула, ҫак ӗҫе тытӑнтӑм. Атте шӑпах эпӗ «Добрая Надежда» сӑмсахӗ тӗлне курас хӳре майлаштарса ҫыхса тӑнӑ вӑхӑтра ҫитсе кӗчӗ. Эпӗ географие епле вӗреннине курнӑ-курманах, атте мана хӑлхаран ярса илчӗ, унтан Бопре патне чупса пырса, ӑна сасартӑк вӑратре те темӗн те пӗр калама тытӑнчӗ. Бопре антӑраса кайса тӑма хӑтланчӗ, тӑраймарӗ: мӗскӗн француз виле ӳсӗр пулнӑ мӗн. Ҫичӗ инкек — пӗр ответ, теҫҫӗ. Атте ӑна, ҫухаран ҫавӑрса илсе, кровать ҫинчен тӑратать те алӑкран тӗртсе кӑларать, ҫав кунах килтен те пуҫӗпех хӑваласа ярать. Куншӑн Савельич калама ҫук хытӑ савӑнчӗ вара. Ман вӗренесси-тӑвасси ҫакӑнпала пӗтрӗ.

Эпӗ ҫапла вӗренсе ҫитереймен ҫын (недоросль) пулса юлтӑм. Кӑвакарчӑнсем хӑваласа е дворовӑй ачасемпе выляса пурӑнтӑм. Ҫапла вунултӑ ҫул тултарса вунҫичче кайрӑм. Кун хыҫҫӑн вара пурнӑҫӑм та улшӑнчӗ.

Пӗрре кӗркуннепе, анне гостинӑйра пылтан варени пӗҫерме тытӑннӑччӗ. Эпӗ, чӗлхене ҫулакаласа, вӗресе ҫаврӑнакан кӑпӑк ҫине пӑхса тӑратӑп. Атте кантӑк умӗнче хӑй ҫулленех илсе тӑракан «Придворный Календарь» ятлӑ кӗнекине вуласа ларатчӗ. Ку кӗнекене вӑл, паха кӗнеке вырӑнне хурса, юратса вулатчӗ, ун пек чухне вара, хӑйне ҫӗклентерсе, хӗрӳлленсе мӑкӑртатса вуласа ларатчӗ. Анне, унӑн йӑлине-мӗнне, кӑмӑлӗсене лайӑхах вӗренсе ҫитнӗскер, яланах ку инкек кӗнекине ӑҫта та пулин, часах алӑ айне лекмелле мар вырӑна, хӗстерсе хума тӑрӑшатчӗ. Ҫак майпа «Придворный Календарь» хӑшпӗр чухне уйӑхӗ-уйӑхӗпе атте аллине лекместчӗ. Ӑнсӑртран тепӗр чухне аллине лексессӗн вара, атте ӑна сехечӗ-сехечӗпе алӑран ямасӑр ларатчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, атте ку вӑхӑтра «Придворный Календарь» ҫине тӑрӑннӑччӗ. Хушӑран хӑйне хӑй, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклентерсе, ҫурма сасӑпа мӑкӑртатать. «Генерал поручик!.. Вӑл ман ротӑра сержант пулнӑччӗ! Ха… Россия орденӗсене икӗ орденне илнӗ кавалер!.. Нумай пулать-и-ха эпир пӗрле?..» — текелет. Юлашкинчен атте календарьне диван ҫине ывӑтса ячӗ те темле шухӑша кайрӗ. Пӑхсах паллӑ — паян унтан ырринех кӗтмелли ҫук.

Сасартӑк вӑл анне енне ҫаврӑнчӗ те:
— Авдотья Васильевна, миҫе ҫултаччӗ-ха ҫав пирӗн Петруша? — терӗ.

— Вунҫичӗ ҫула кайрӗ ӗнтӗ, — терӗ те анне, тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлантарса пама тытӑнчӗ. — Петруша вӑл Настасья Герасимовна кинемейӗн хӑрах куҫӗ суккӑрланнӑ ҫул ҫуралнӑ, тата мӗнччӗ-ха вӑл ҫул…

— Юрӗ! Юрӗ! — пӳлсе хучӗ атте. — Ӑна службӑна пама та вӑхӑт ҫитнӗ. Хӗрсен пӳлӗмӗсем тӑрӑх тата кӑвакарчӑнсем хӑваласа ҫӳреме пӑрахма вӑхӑт ӗнтӗ, — терӗ.

Манпа часах уйӑрӑлмаллине пӗлсессӗн, анне халран кайрӗ, унӑн аллинчи кашӑкӗ кастрюль ҫине ӳкрӗ, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ. Эпӗ кулянма мар, епле хавасланса ӳкни ҫинчен ҫырма та йывӑр. Служба тени мана тӳрех темле ирӗке кӑларнӑ пек, Петербургри ырӑ савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пек туйӑнчӗ. Эпӗ гварди офицерӗ пулатӑп, ман шутӑмпа, этемшӗн унтан лайӑххи ним те ҫук пек.

Атте хӑй шухӑшне улӑштарма юратмастчӗ, тӑвас тенине вӑраха ямасӑрах тӑватчӗ. Эпӗ тухса каймалли куна палӑртса та хучӗ. Тухса каяс умӗн — пӗр кун маларах, атте ман пулас начальник патне ҫыру парса яма шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ те хӑйне перо тата хут пама хушрӗ.

— Ан ман, Андрей Петрович, Б. князе манран та салам кала, вӑл Петрушӑна ырӑ тӑвасса амӑшӗ шансах тӑрать, тесе ҫыр, — терӗ анне.

— Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн ҫак эсӗ? Б. князь патне мӗн тума ҫыратӑп ӗнтӗ эпӗ? — терӗ атте, сӑнне сулхӑнлатса.

— Петруша начальникӗ патне ҫыратӑп, терӗн-ҫке?

— Вара, каларӑм пулсан, мӗн?

— Петруша начальникӗ Б. князь пулать-ҫке-ха. Петрушӑна Семеновски полка ҫырнӑ.

— Ҫырнӑ пулин! Мана мӗн ӗҫ унпала? Петруша Петербурга каймасть. Петербургра службӑра пулса, мӗнех вӗренет вӑл? Укҫа-тенкӗ тӑккалама та ашкӑнса ҫӳреме-и? Ҫук! Акӑ армири пурнӑҫа куртӑр, тар шӑршине пӗлтӗр, шаматон (шӑпӑрлан) мар, салтак пултӑр. Гвардие ҫырнӑ! Ӑҫта-ха унӑн пашпӑрчӗ? Пар-ха ӑна кунта!..

Анне ман паспӑрта, хӑйӗн шкатулкинче мана тӗне кӗртнӗ чухне чӗркенӗ кипкепе пӗрле усранӑскерне, шыраса тупса, чӗтрекен аллипе аттене тыттарчӗ. Атте ӑна пӗр васкамасӑр тинкерсе вуласа тухса, хӑй умне сӗтел ҫине хучӗ те ҫыруне ҫырма тытӑнчӗ.

Питех те пӗлесшӗн ҫуна пуҫларӑм эпӗ.

Петербурга мар пулсан, ӑҫта яраҫҫӗ-ши мана? Аттен пит те ерипен шӑвакан хур шӑммийӗ ҫинчен куҫа илмесӗр пӑхса тӑратӑп. Акӑ вӑл ҫырса пӗтерчӗ те, ҫырӑва паспӑртпа пӗрле пӗр пакета чиксе, сӑркӑч пусса ҫыпӑҫтарчӗ. Куҫлӑхне хывса, мана чӗнсе илчӗ: «Акӑ сана хамӑн авалхи юлташ та тусӑм Андрей Карлович Р. патне ҫыру. Эсӗ ун аллине, Оренбурга, службӑна каятӑн», — терӗ.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫутӑ ӗмӗтсем манӑн ахалех сӳнчӗҫ. Петербургри савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ вырӑнне, мана аякри тӗттӗм кӗтесре кичем, салхулӑх кӗтет. Пӗр минут кӑна каярах ҫавтери хаваслантарнӑ служба халӗ маншӑн пысӑк хурлӑх пек пулса тӑчӗ. Анчах хирӗҫлесе тӑма ҫук! Тепӗр кунне ирпеле крыльцо умне ҫул ҫӳремелли кӳме (кибитка) илсе пырса тӑратрӗҫ, ун ӑшне чемодан, чей хатӗрӗсем тултарнӑ арча тата килти ачаш пурнӑҫӑн юлашкисене палӑртакан булкӑсем, кукӑльсем-мӗнсем ҫыха-ҫыха хучӗҫ. Атте-анне мана пиллерӗҫ:

— Сывӑ пул, Петр. Кама присяга паратӑн, ҫавна хытӑ пӑхӑнса пурӑн: начальниксене итле; вӗсем ачашлассишӗн ҫунса ан ҫӳре; хушнӑ ӗҫе тумасӑр ан тӑр; хӑвна ыйтман ҫӗре йӑлӑнса ан кӗр. Кӗпе-тумтире ҫӗнӗлле, чыслӑхна мӗн ҫамрӑкран упра, теҫҫӗ. Ҫак сӑмаха яланах ӑсра тыт, — терӗ атте. Аннем, куҫҫулӗпе, мана хам сывлӑхӑма упрама, Савельича мана лайӑх пӑхма хушрӗ. Мана мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп тӑхӑнтарчӗҫ, ҫиелтен тилӗ тир кӗрӗкӗпе витӗнтерчӗҫ. Эпӗ кибиткӑна Савельичпа юнашар лартӑм та, куҫҫуль юхтарса, инҫе ҫула тухса кайрӑм.

Ҫав каҫах эпӗ Чӗмпӗре ҫитрӗм. Унта пӗр талӑка чарӑнса тӗрлӗ япаласем илме Савельича хушса янӑччӗ. Трактире чарӑнтӑмӑр. Савельич ирех лавкасем тӑрӑх тухса кайрӗ. Кантӑкран пӗр пылчӑклӑ переулок еннелле пӑхса тунсӑхласа ҫитнипе, эпӗ трактирти мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнтӑм. Биллиардла вылямалли пӳлӗме кӗрсессӗн, пӗр 35 ҫулсене пуснӑ, хура вӑрӑм уссилӗ, халат тӑхӑннӑ ҫӳллӗ барина курах кайрӑм. Аллинче кий, ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ. Вӑл маркерпа вылять, маркерӑн выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗрер черкке эрех сыпмалла, выляса ярсассӑн — тӑватӑ уран сӗтел айӗнче упаленмелле. Эпӗ вӗсем вылянине пӑхма тытӑнтӑм. Мӗн чухлӗ ытларах вылянӑ, сӗтел айӗнче йӑваланасси ҫавӑн чухле тӑтӑшрах пула пуҫларӗ, юлашкинчен маркерӗ биллиард айнех йӑванса кайре. Барин, унӑн вилли ҫинче каланӑ пек туса, пӗр-ик ҫаврӑм вирлӗ сӑмах янтратса илчӗ те мана пӗр вӑйӑ выляма сӗнчӗ. Пӗлменнипе, эпӗ выляма килӗшмерӗм. Уншӑн ку тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайрӗ пулас. Вӑл ман ҫине темле хӗрхеннӗ пек пӑхса илчӗ; ҫапах та иксӗмӗр сӑмахлама пуҫларӑмӑр. Эпӗ вӑл Иван Иванович Зурин ятлине, гусар полккин ротмистрӗ иккенне, халӗ вӑл Чӗмпӗрте рекрутсене пухнӑ ҫӗрте ӗҫленине тата трактирте пурӑннине пӗлтӗм. Зурин мана хӑй патне, салтакла, мӗн-пур мӗн-ҫукпа, кӑнтӑрлахи апат тума чӗнчӗ. Эпӗ хавассӑнах килӗшрӗм. Сӗтел хушшине лартӑмӑр. Зурин нумай ӗҫрӗ, мана та сӗнет: службӑна хӑнӑхмалла ӗнтӗ, тет. Мана ҫар пурнӑҫӗнчи кулӑшла халлапсене каласа пачӗ. Эпӗ вар хытса каичченех култӑм. Сӗтел хушшинчен иксӗмӗр пӗтӗмпех ҫывӑх ҫын пулса, туслашса тухрӑмӑр. Хайхискер мана ҫавӑнтах биллиардла выляма вӗрентме пулчӗ. «Ку япала пирӗн пек службӑри ҫынна кирлӗ вӑл», — тет хӑй. — «Походра акӑ, сӑмахран, пӗр-пӗр местечкӑна кӗретӗн те, мӗн тӑвас тетӗн-ха? Яланах еврейсене хӗнемелле мар. Ирӗксӗрех трактире кайса биллиардла вылятӑн. Ҫавӑнпа та вӑййине ӑна пӗлес пулать», — тет. Вӑл каланипе эпӗ пӗтӗмпех килӗшрӗм те, пит те тӑрӑшса вӗренме тытӑнтӑм. Зурин мана хыттӑнах ырласа, хавхалантарса пырать, эпӗ хӑвӑрт вӗренсе пынинчен тӗлӗнсе калаҫать. Темиҫе урок хыҫҫӑн, укҫалла выляма сӗнчӗ. Ытла ахальтен, пӗрер пусшар хурса кӑна выльӑпӑр, выляса илессишӗн мар, тет. Укҫасӑр вылянине вӑл юратмасть, укҫасӑр выляни, ун шухӑшӗпе, начар йӑла иккен. Эпӗ кунпа та килӗшрӗм. Зурин пунш пама хушрӗ, мана та — службӑна хӑнӑхасах пулать, пуншсӑр мӗнле служба вӑл! — текелесе, тутанса пӑхма сӗнчӗ. Эпӗ вӑл хушнине турӑм. Пирӗн вӑйӑ ерипен малаллах шӑвать. Ста-канӑмран мӗн чухлӗ ытларах сыпатӑп, ҫавӑн чухлӗ хӑюлланса пыратӑп. Минутсерен тенӗ пек, ман шарсем аяккалла сикме тытӑнчӗҫ. Эпӗ хӗрӳлленсе ҫитрӗм, маркера ятлатӑп. Вӑл, ӑна турӑ пӗлет-и тен, темле тӗрӗс мар шутлать те, сехетсерен вӑйя малалла тӑсса пырать, пӗр сӑмахпа каласан, — хама ирӗке вӗҫерӗннӗ ачапа пӗрех тыткалатӑп. Вӑхӑчӗ шунӑҫемӗн шӑвать. Зурин хӑйӗн сехечӗ ҫине пӑхрӗ те кийне сӗтел ҫине хучӗ, унтан мана: — Эсӗ ҫӗр тенкӗ выляса ятӑн, — терӗ. Мана ку кӑштах иментерчӗ. Укҫасем манӑн Савельич аллинчеччӗ. Эпӗ каҫару ыйтма тытӑнтӑм та, Зурин мана пӳлсе хучӗ: «Ҫырлахсам! Уншӑн мӗн пӑшӑрханмалли пур? Эпӗ укҫине кӗтме те пултаратӑп. Халӗ акӑ Аринушка патне кайӑпӑр», — терӗ.

Мӗн тӑвас тетӗн? Эпӗ ҫак куна пит те путсӗр ирттертӗм. Аринушка патӗнче эпир каҫхи апат ҫирӗмӗр. Зурин мана, службӑна хӑнӑхмаллах тесе, ҫине-ҫинех тултарса парать. Сӗтел хушшинчен тухсассӑн, эпӗ чух ҫеҫ ура ҫинче тӑнине туйрӑм; ҫурҫӗр тӗлӗнче Зурин лав тытса мана трактире ӑсатрӗ.

Савельич пире крыльцара тӗл пулчӗ. Эпӗ епле тӑрӑшса служба ӗҫне тытӑннин паллисене пӗр иккӗленмелле мар курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ахлатсах ячӗ.

— Мӗн пулчӗ сана, сударь? — терӗ вӑл мӗскӗн сасӑпа. — Ӑҫта эсӗ капла чыхса тултарнӑ? Эх, турӑҫӑм! Ҫуралнӑранпа кун пек ҫылӑх пулманччӗ!

— Ан шарланӑ пултӑр, ват супнӑ! — терӗм эпӗ ӑна, аран-аран, такӑнкаласа. — Эсӗ ху ӳсӗр пулмалла, кайса ҫывӑр… Мана та вырттар…

Тепӗр ирхине вӑрантӑм та, тӳсме ҫук пуҫ ыратать, ӗнер мӗн-мӗн пулнине аран-аран асӑма кӳретӗп. Ман шухӑшӑмсене Савельич пӳлчӗ. Чей ҫӗклесе кӗчӗ вӑл.

— Ир, ир тытӑнатӑн ӗҫме, Петр Андреич, — терӗ вӑл, пуҫне пӑркаласа. — Кама хывнӑ эсӗ? Аҫу та, аслаҫу та ӗҫке юратакан ҫынсемех марччӗ пулас, аннӳ пирки каламалли те ҫук: ҫуралнӑранпа та вӑл квассӑр пуҫне нимӗнех те сыпса пӑхман. Кам айӑплӑ тетӗн ҫакӑншӑн? Мусье, мур илесшӗ. Май килнӗ-килмен, пӗр вӗҫӗмсӗр Антипьевна патне чупса кӗретчӗ: «Мадам, же ву при, водкӳ» (сирӗнтен ыйтатӑп эрех), — тет вара. Акӑ сана «же ву при» ӗнтӗ. Мӗн каласси пур: ырра вӗрентрӗ ҫав, йытӑ! Теме кирлӗ пулнӑ ют ҫынна, басурмана, ун пек ӗҫе тара тытма, улпутӑн хӑйӗн ҫыннисем ҫук пек!

Мана намӑс пулчӗ. Эпӗ ҫаврӑнтӑм та:
— Тухса кайнӑ пултӑр, Савельич; манӑн чей ӗҫес килмест! — терӗм.

Анчах, пӗрре вӗрентсе калама тытӑнсассӑн вара, Савельича чарма хӗнччӗ.

— Куратна акӑ, Петр Андреич, ӗҫке чупни епле вӑл. Пуҫна та йывӑр, ҫиессӳ те килмест. Ӗҫекен ҫын ниме юрӑхсӑр вӑл… Пылпа хӑяр шӳрпи сып-ха акӑ, е мухмӑр уҫма пӗр ҫур стакан настойка аван пулаканччӗ. Кӳрсе парам-и? Хушатна?..

Ҫав вӑхӑтра пӗр ача пырса кӗчӗ те мана ҫыру пачӗ. Зурин ҫырнӑ мӗн. Ҫырӑва уҫрӑм та ак ҫак йӗркесене вуласа тухрӑм:

Юратнӑ Петр Андреич, ҫак ачаран хайхи ӗнер ху выляса янӑ ҫӗр тенке пожалуйста парса яр. Мана укҫа пит те кирлӗ.

Сирӗншӗн тӑрӑшма хатӗр Иван Зурин.

Нимӗн тума та ҫук ӗнтӗ. Эпӗ, хама нимӗн те пулман пек тытса, укҫа-тенкӗме, кӗпе-йӗме тата пӗтӗм ман ӗҫӗмсене пӑхакан Савельич енне ҫаврӑнтӑм та ачана ҫӗр тенкӗ пама хушрӑм.

— Епле! мӗншӗн? — тесе хучӗ Савельич ӑнран кайнипе.

— Манӑн ӑна памалла, — терӗм эпӗ, хам палӑртма пӗлнӗ таран сиввӗн.

— Памалла! тетӗн? — Савельич хытӑран хытӑ тарӑхса хирӗҫме пӑхать. — Хӑҫан парӑма кӗме ӗлкӗртӗн эсӗ ӑна, сударь? Кунта темле ырӑ мар. Санӑн ирӗк те, сударь, анчах эп укҫана памастӑп, — тесе хучӗ.

Ку тӳрккес старике ҫак ӗҫе татса памалла самантра ҫӗнтереймесессӗн, кайрантарах ун ирӗкӗнчен тухма мана пит те йывӑр пуласси ҫинчен шухӑшласа илтӗм те эпӗ, ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса, каларӑм:

— Эпӗ санӑн хуҫу, эсӗ манӑн тарҫӑ. Укҫа манӑн. Эпӗ ӑна выляса ятӑм, мӗншӗн тесессӗн манӑн ҫавӑн пек тӑвас килчӗ. Сана акӑ эпӗ чарӑнма, мӗн каланине туса пыма хушатӑп, — терӗм.

Савельич, ку сӑмахсене илтнипе пӗтӗмпе ӑнран кайса, аллисене сулса илчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ.

— Мӗн тӑратӑн ҫак эсӗ ? — терӗм эпӗ ҫилӗпе. Савельич йӗрсе ячӗ.

— Батюшка Петр Андреич, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе. — Мана хуйха ертсе ан пӗтер. Эсӗ манӑн ҫуттӑм! Итле мана, старике, ҫырса яр ҫав вӑрӑ-хурах патне, эпӗ ахаль шуть туса ҫеҫ вылярӑм, пирӗн ун чухлӗ укҫа та ҫук, те. Ҫӗр тенкӗ! Ҫырлахсам, турӑ! Аттепе анне мана, мӑйӑрла вылянинчен пуҫне ытла урӑх нимле те вылямалла мар тесе, хытах, пуҫран шаккасах, каласа ячӗҫ, тесе кала…

— Ҫитӗ суйса тӑма, — тесе пӳлтӗм эпӗ ӑна, хаяррӑн, — пар кунта укҫасене, е эпӗ сана ӗнсерен парса хӑваласа ярӑп, — терӗм.

Савельич ман ҫинелле пит те тарӑнан, чунне ыраттарса, пӑхса илчӗ те укҫа патне утрӗ. Пит те шеллерӗм мӗскӗн старике, анчах эпӗ ирӗке тухасшӑн пултӑм, хам текех ӗнтӗ ача мар иккенне кӑтартас, терӗм. Укҫа Зурин патне леҫӗнчӗ. Савельич мана часрах ку имленмен трактиртен хӑйпӑтса тухма васкарӗ. Лашасем хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ вӑл, тултан кӗрсенех. Кӑмӑлӑма вырӑнтан хускатса, ним чӗнмесӗр айӑпӑмшӑн ӳкӗнсе, ӗнерхи учительпе сывпуллашмасӑр тата унпала хӑҫан та пулин тӗл пуласси ҫинчен шухӑшламасӑр-мӗнсӗр, эпӗ Чӗмпӗртен тухса кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех