Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳррипе (тĕпĕ: тӳрри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳррипе каласан, эс тахҫанах ҫук ӗнтӗ.

В сущности, тебя уже давно нет.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, ӗҫ начарччӗ ӗнтӗ!

Вообще говоря, плохо было дело!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, халь ӗнтӗ ху каланинчен хӑшӗ тӗрӗс, хӑшне улталаса патӑн, кала тӳррипе! — терӗм эпӗ.

— Ну, а теперь признавайся, — сказал я строго: — что ты соврал и что правда?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫмалли, тӳррипе каласан, нимӗн ҫинчен те ҫук-ха.

Говорить было, в сущности, не о чем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, ӗҫ тухасса хам та шанманччӗ, чӑн калатӑп.

Признаться, я не думал, что выйдет, честное слово!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне чӗреме тӳррипе уҫса каласан, хӗрхенеттӗм-ха эпӗ сана.

Я должна сознаться, что иногда немного жалела вас.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, мен пур хӗр ачасенчен эпӗ сана ҫеҫ чӑннипе ӗненетӗп.

Знаешь, я из всех наших девчонок только тебе по-настоящему верю.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Иван Павлыч, хисеплӗ ҫыннӑм, каласа парӑр-ха мана тӳррипе, мӗнле ӗҫ пырать кунта?

— Иван Павлыч, дорогой, объясните вы мне наконец, в чём дело!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, манӑн халех вокзала ҫитсе Мускавран Красноярска ҫити билет туянассӑм килчӗ, унтан вара самолетпа Заполярьене те ҫитме пулать.

По правде говоря, больше всего мне хотелось сейчас поехать на вокзал и взять билет Москва — Красноярск, а оттуда самолётом до Заполярья.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана Николай Антоныч асӑрхамарӗ, тӳррипе каласан, курмӑш пулчӗ вӑл.

Меня Николай Антоныч не заметил, то есть сделал вид, что меня здесь нет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, ҫак ненец хӑйӗн макӑрса тӑракан мӗскӗн арӑмне темскер ҫирӗппӗн каланӑ хыҫҫӑн, ҫиелтен йывӑҫ пустарнӑ арча ҫӗклесе тухнине курсан, мана хамӑн примусшӑн аван мар пек пулса кайрӗ.

Признаться, мне стало стыдно за мой примус, когда я увидел, как этот ненец, что-то строго сказав своей бедной, заплаканной жене, вынес сундук, обитый жестью.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе калатӑп, ҫак самантра, инҫетри тундрӑра, тӗксӗм кӗтесре, ненецсен чумӗнче, вӑл маншӑн хамшӑн та пӗр самантлӑха, ҫунса шавласа тӑракан, чӗрӗ япала пек, тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнса кайрӗ!

Честное слово, в эту минуту, в дикой далёкой тундре, в ненецком чуме, он даже и мне показался на мгновение каким-то живым, горящим, шумящим чудом!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаксене пулах ӗнте аппетит та пӗтет, тӳррипе каласан, кун пек чухне шӑнса вилессинчен те ытлашши хӑрамаллиех ҫук.

Вот настроение, при котором нет аппетита и, в сущности говоря, не так уж страшно замёрзнуть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, пур ҫӗрте те стенасем купаланса тӑраҫҫӗ.

Всюду были настоящие стены из снега, со всех сторон подпираемого ветром.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан…

И вообще…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, мана хама та ненецсене примус ҫинчен ӑнлантарса пама тӳрӗ килчӗ, анчах та ун ҫинчен каярах каласа парӑп.

Впрочем, вскоре и мне случилось выступить перед ненцами с большой речью о примусе… но об этом — ниже.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан…

И вообще…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тата эпӗ каччӑшӑн ӗҫме сӗнетӗп, — малалла каларӑм эпӗ, — тӳррипе илсен, малтан вӑл хӑй маншӑн ӗҫмеллеччӗ-ха.

— Во-вторых, я предлагаю выпить за молодого, — продолжал я, — хотя по сути дела он должен был прежде выпить за меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, тӳррипе каласан, ӳкерме юратмастӑп та.

 — Я тебе скажу откровенно, что я рисовать даже не люблю.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ, Саня, мана ӗненмессе те пултаратӑн, — терӗ Катька чӑннипех, — анчах та эпӗ тӳррипе калатӑп, вӑл йӗрнине хам куҫӑмсемпе куртӑм!

— Ты можешь мне не поверить, Саня, — сказала Катя серьезно, — но я, честное слово, видела это своими глазами!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех