Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.19 15:54

Пуплевӗш: 97; Сӑмах: 1242

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ӗненетӗп

Акӑ хайхи, Ромашов калакан истори.

Саньӑн урипе пичӗ суранланнӑ пулнӑ. Пичӗ ҫинчи суранӗ тӳрлене те пуҫланӑ. Вӑл епле суранланни ҫинчен Ромашов каламарӗ. Ун ҫинчен вӑл «Красные соколы» ятлӑ пӗчӗк хаҫатра ӑнсӑртран ҫеҫ пӗлнӗ иккен, хаҫатра Саня ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав хаҫата Ромашов мана парасшӑнах илсе ҫӳренӗ, пӗр юрӑхсӑр истори пулман пулсан, илсе ҫитернех пулӗччӗ ӗнтӗ вӑл ӑна, анчах вӑл подвалта ачасене ҫӑлма тӑнӑ чух кӑштах шыва путайман. Хаҫатне илсе килни-килменни темӗн мар, унта мӗн ҫинчен ҫырнине вӑл пӑхмасӑрах пӗлет:

«Григорьев капитанӑн самолетне хӑй ҫапӑҫуран таврӑннӑ чух тӑшманӑн тӑватӑ истребителӗ хуса ҫитнӗ. Пӗртанлӑ мар кӗрешӳре Григорьев пӗр истребителе ҫапса ӳкернӗ, ыттисем ҫапӑҫу йышӑнмасӑрах пӑрӑннӑ. Машина сиенленнӗ пулнӑ, Григорьев ҫапах та вӗҫме чарӑнман. Фронт линийӗ патне ҫитес чух ӑна тепӗр хут атакӑланӑ, хальхинче икӗ «юнкерс» пулнӑ. Григорьев хӑйӗн ҫулӑм хыпса илнӗ самолечӗпе пӗр «юнкерса» питӗ ӑнӑҫлӑ тӑрӑнтарнӑ. Энск чаҫӗнчи летчиксем сталинла соколсене — Григорьев капитан коммуниста, Лури штурмана, Карпенко стрелок-радиста тата сывлӑшра перекен Ершова яланах асра тытса тӑрӗҫ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки минучӗччен тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешрӗҫ».

Ҫырса пыни шӑлтах ҫакӑнти пек мар та пулӗ, тен, сӑмахсене тепӗр майлӑрах та вырнаҫтарнӑ пулӗ, анчах мӗн калани пӗтӗмпех тӗрӗс, тесе Ромашов пуҫне хума та хатӗрччӗ. Ҫав хаҫата вӑл ытти питӗ кирлӗ хутсемпе пӗрле планшета хунӑ пулнӑ иккен те, планшечӗ шывра йӗпеннӗ, хаҫатӗнчен йӗпе чӑркам кӑна тӑрса юлнӑ, вара ӑна типӗтсен, шӑпах Саня ҫинчен ҫырнӑ енӗ ҫухалнӑ пулнӑ. Вӑл та темӗн мар-ха ӗнтӗ.

— Ҫапла вара Саньӑна вилнӗ тесех шутланӑ, анчах вӑл вилмен, унӑн урипе пичӗ ҫеҫ суранланнӑ пулнӑ. Пичӗ пирки аптрамаллах мар та, ури вара хӗн кӑтартмаллах суранланнӑччӗ пулас — кирек мӗн каласан та, хӑй тӗллен ҫӳрейместчӗ ӗнтӗ вӑл.

«Епле вара вӑл эшелона ҫакланнӑ-ха?»  — «Пӗлместӗп, — терӗ Ромашов, — ун ҫинчен калаҫаймарӑмӑр эпир». — «Мӗншӗн?»  — «Хамӑр тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тепӗр сехетренех Христиновкӑран ҫирӗм километрта эшелона нимӗҫ танкӗсем персе пӑрахрӗҫ». Вӑл: «персе пӑрахрӗҫех», — терӗ.

Кӑна кӗтмен те вара — хамӑр тылра нимӗҫ танкӗсемпе хирӗҫ пуласса. Эшелон чарӑннӑ — пӗрремӗш хут персе ярсанах пӑравус ӗҫлеме пӑрахнӑ. Аманнисем ҫул сӑрчӗ хыҫнелле сике-сике тара пуҫланӑ, нимӗҫсем вӗсене эшелон урлах шрапнельпе пеме тытӑннӑ.

Ромашов чи малтан Саня патне чупса пынӑ. Персе тӑнӑ вӑхӑтра ӑна теплушкӑран кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар ӗнтӗ, ҫапах ӑна Ромашов кӑларнӑ та вӗсем вара кустӑрмасем хыҫне пытаннӑ. Вагонсенчех тӑрса юлнӑ йывӑр аманнисем: «Тӑвансем, пулӑшӑр» тесе тилмӗрнӗ. Нимӗҫсем ҫаплах пӗр чарӑнмасӑр персе тӑни ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарнӑ, кӳршӗри вагонсене те салатнӑ пулнӑ ӗнтӗ вӗсем. Текех кустӑрмасем хыҫӗнче пытанса тӑма май килмен, вара Саня каланӑ пулать ӑна: «Чуп эсӗ, манӑн пистолетӑм пур, нимӗҫсем мана тытаймӗҫ», тенӗ пулать. Анчах Ромашов ӑна пӑрахса кайман, канав тӑрӑх чӗркуҫ таран пылчӑк ашса ӑна аяккинелле сӗтӗрсе каять. Саня ятлаҫать те, мана кунтах хӑвар, тесе ӑна аллисенчен ҫапать. Унтан вара пӗр ӗннӗ питлӗ лейтенант Ромашова пулӑшма тытӑнать, Саньӑна шурлӑх урлӑ ҫӗклесе каҫараҫҫӗ те, вӗсем вара иккӗшӗ пӗр пӗчӗккӗ кӑна йӗпе авӑс катинче чарӑнаҫҫӗ.

Нимӗҫсен пысӑк десанчӗ чи ҫывӑхри станцие туртса илни; чӑн, ытла хӑрушӑ пулнӑ ӗнтӗ. Йӗри-тавра ҫапӑҫу пынӑ, нимӗҫсем кирек хӑш самантра та ҫак уҫӑ вырӑнти пӗртен-пӗр сыхланма юрӑхлӑ пӗчӗк катана ҫитсе тухма пултарнах. Вӑхӑта ним чухлӗ те ирттермесӗр малалла каймалла пулнӑ ӗнтӗ. Анчах Саньӑн питӗнчи суранӗ уҫӑлнӑ, сасартӑк вӗри чирпе аптранӑ, хай ҫаплах Ромашова: «Пӑрахса кай мана, пӗтетӗн!» тесе ӳкӗтленӗ. Пӗррехинче тата: «Эс ман вырӑнта пулсан, ман санран хӑрамаллах пулатчӗ», тенӗ. Вӑл ури ҫине пуссанах, ыратнипе тем пек асап курнӑ — юн суран ҫине тапса тухнӑ. Ромашов ун валли костыль тунӑ: пӗр турат хӑпӑтса илнӗ те ҫиелти вӗҫне шлемпе чӑркаса ҫыхнӑ, костыль пулса та тӑнӑ. Саня ҫапах утайман, Ромашов вара пӗччен утнӑ, анчах мамалла мар, каялла, эшелон патнелле утнӑ, — унтан вӑл хайхи Станислав хӗрӗсене тупасса ӗмӗтленнӗ. Эшелон патнех ҫитеймен вӑл — шурлӑх леш енчен ун ҫинелле нимӗҫсем пеме тытӑннӑ та вӑл таврӑннӑ.

— Пӗр сехет иртрӗ-ши, ытларахчӗ-ши, акӑ эпӗ таврӑнтӑм, — терӗ Ромашов, — таврӑнтӑм та, ӑна тупаймарӑм. Кати пӗчӗккӗччӗ, ӑна эпӗ урлӑ та пирлӗ хутларӑм, Кӑшкӑрма хӑраттӑмччӗ, ҫапах та темиҫе хут кӑшкӑрса пӑхрӑм — мана хирӗҫ пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ. Ҫӗрӗпе ӑна шыра-шыра супрӑм, унтан вара ӳкрӗм те ҫывӑртӑм, ирхине хамӑр унпа уйрӑлнӑ вырӑна ҫитсе пӑхрӑм: мӑк татса илнӗччӗ унта, курӑк лапчӑннӑччӗ, ӑвӑс айӗнче хам тунӑ костыль те ҫаплах выртатчӗ…

Унтан вара Ромашов нимӗҫсен ункине лекет, анчах Днепр флотилийӗнчи моряксен ушкӑнӗпе пӗрле хамӑрӑннисем патне ҫапӑҫса тухать. Саня ҫинчен вӑл урӑх нимӗн те илтмен.

Пин хут та мана ҫакӑн ҫинчен пӗлес пек туйӑнатчӗ. Акӑ ҫыру килет, ахаль ҫырӑвах ӗнтӗ, маркӑсӑр ҫеҫ, эпӗ ӑна уҫатӑп та — мӗн пурри ҫухалнӑ пек туйӑнать, эпӗ сӑмахсӑрах ӳкетӗп. Акӑ хам унччен пӗрмай йӑпатнӑ Варя килет те ун ҫинчен сӑмах пуҫлать — малтан сыхланса кӑна, катаран ҫеҫ систерсе, унтан вара: «Е вӑл вилнӗ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн эсӗ» тесе ыйтать. Эпӗ вара: «Чӑтайман пулӑттӑм», тетӗп. Акӑ военкоматра эпӗ ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле тӑратӑп, пӗр-пӗрин ҫине пӑхатпӑр та эпир, пурне те пӗр шухӑш: «Кама кӑларӗҫ-ши паян — вилнӗ, тесе?» Темӗн те шухӑшларӑм та эпӗ, пӗр шухӑш кӑна ман пуҫа кӗмерӗ: ҫакӑн ҫинчен мана шӑпах Ромашов каласа парасси.

Чӑнах та, вӑл шухӑшласа кӑларнинче е хаҫатра вуласа пӗлнинче нимӗн йӗрке те ҫукчӗ. Шухӑшласах кӑларчӗ пулмалла вӑл, мӗншӗн тесен унӑн кашни сӑмахӗнче хӑйне ҫеҫ кирлӗ ӗмӗт тытни палӑрсах тӑчӗ. Ҫапах та епле тивлетсӗр, епле ӑша вӑркатмалла килсе ӳкрӗ-ха ҫак темшӗн ман тӗлӗ килмелле пулнӑ киревсӗр, вараланчӑк вӑйӑ! Унсӑрах Ленинградра ытла кансӗрччӗ ӗнтӗ, вӑл тата мана ҫапла ирсӗрӗн улталама тесех килнӗ-ха, ун ултавне эпӗ нимӗнпе те тивӗҫменччӗ-ҫке!

— Миша, — терӗм эпӗ питӗ лӑпкӑн, — мана эсир: «Телейӗм те пурнӑҫӑм», тесе ҫырсаччӗ. Тӗрес-и ку?

Сӑмах чӗнмесӗр пӑхрӗ вӑл ман ҫине. Шурӑхнӑччӗ хӑй, хӑлхисем вара — хӗрлӗччӗ, халӗ те «Тӗрӗс-и ку?» тесе ыйтсан тата хӗрлӗрех пулса кайрӗҫ.

— Эппин мӗншӗн эсир мана ҫакӑн пекех асаплантарас тетӗр-ха? Хӑш чухне чӗреме тӳррипе уҫса каласан, хӗрхенеттӗм-ха эпӗ сана. Хӗрарӑм хӑйне тахҫанччен юратса тӑракан ҫынна пӗр хут та пулин хӗрхенмесӗр тӑма пурнӑҫра пултараймасть. Анчах епле тавҫӑраймастӑр-ха эсир, айван ҫын, енчен Саня вилнӗ пулсан, турӑ ан кӑтарттӑр-ха ҫавӑн пек пулма, эпӗ сире кураймасӑр тӑнӑ пулӑттӑм. Эсир ҫакна суйса пани ҫинчен тӳррӗнех каласа парӑр, Миша. Ҫинчен тата каҫару та ыйтӑр манран, унсӑр сире эпӗ чи ирсӗр ҫын вырӑнне хурса чӑннипех хуса кӑларма пултаратӑп. Хӑвӑр каласа пани хӑҫан пулчӗ тетӗр-ха?

— Сентябрьте.

— Куратӑр-и-ха — сентябрьте, тетӗр. Эпӗ Саньӑран октябрӗн вуннӑмӑшӗнче ҫырнӑ ҫыруне илсеттӗм. Саня сывах тесе ҫырать, пӗрер кунлӑха тен, начальство килӗшсен Ленинграда та вӗҫсе пырӑн, тет. Ну, мӗн тейӗр-ха эсир ҫакна хирӗҫ, Миша?

Пӗлместеп ӗнтӗ, таҫтан тупӑнчӗ манӑн ҫак минутра суйса калама! Октябрӗн вуннӑмӗшӗнче ҫырнине нимӗнле ҫыру та илменччӗ эпӗ. Саньӑран пӗр сӑмах та илменни виҫ уйӑх ҫитнӗччӗ ӗнтӗ.

Ромашов кулса ячӗ.

— Эсир мана ӗненменни питӗ лайӑх-ха, — терӗ вӑл. — Эпӗ урӑхла пуласран хӑраттӑм. Ан тив, ҫаплах пултӑр, усӑллӑ пулӗ.

— Апла эс пӗтӗмпех суйса каларӑн-и?

— Суйрӑм, — терӗ Ромашов, — суйрӑм эпӗ.

Вӑл мана ӳкӗте кӗртмеллеччӗ, тӳрре тухмаллаччӗ, ҫиленмеллеччӗ, хӑй Йытӑ площадки патӗнчи пекех вӑл ман умра тутисене чӗтретсе тӑмаллаччӗ. Анчах вӑл нимӗн пулман пекех:
— Тӗрӗс, пӗтӗмпех суя, — терӗ.

Вара ман чӗре те такӑнчӗ, ӳкрӗ, пушанчӗ. Ҫавна сисрӗ пулас вӑл. Пычӗ те мана алӑран тытрӗ —хӑюллӑн та ирӗккӗн. Эпӗ аллӑма туртса илтӗм.

— Эпӗ улталас тенӗ пулсан, сире Саня вилни ҫинчен ҫырнӑ хаҫата ҫеҫ кӑтартнӑ пулаттӑм, унта шурӑ хут ҫине хурана пичетленӗ. Эпӗ-ха сире тӗнчере никам пӗлменнине каласа патӑм. Кулӑшла та-ҫке, — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллан, — эпӗ ҫакна хам асӑма килнӗ илӗртӳшӗн ҫеҫ каласа патӑм тесе шухӑшлани. Е вара ҫак хыпар сире хам енне ҫавӑрма пулӑшӗ терӗм-ши эпӗ? Пулса иртнӗ чӑнлӑха сиртен пытарасшӑн пулмарӑм ҫеҫ.

Малтанхи пекех, нимӗн хускалми, пӗр тикӗсӗн лараттӑм эпӗ, анчах куҫ умӗнче мӗн пурри васкамасӑр шӑранса манран ҫухалчӗ; Саша сӗтелӗ те, ун ҫинчи ҫӳлӗ бокалти пӗчӗк мелкесем те, сӗтел умӗнче тӑракан ҫак ҫыра ҫар ҫынни те, унан хушаматне те мантӑм ӗнтӗ. Эпӗ чӗнмесӗр тӑтӑм, нимӗн те кирлӗ мар мана, анчах ҫак ҫар ҫынни темшӗн васкавлӑн тухса кайрӗ те ҫав кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ чипер хӗрарӑмпа пӗрле таврӑнчӗ, хӗрарӑмӗ мана курсан пуҫне ярса тытрӗ те:
— Катя, ах турӑҫӑм! Шыв парӑр, шыв! Мӗн пулчӗ сире, Катя? — терӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех