Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пиллӗкмӗш пай. Чӗре патне

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:09

Пуплевӗш: 96; Сӑмах: 1218

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ятсӑр

Ҫав кунхине манӑн «Правдӑра» ӗҫлекен пӗр ҫынпа курнӑҫмаллаччӗ: эпӗ ӑна хам мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ. Икӗ хутчен те урӑх чухне калаҫӑпӑр терӗ — ниҫтан пушанаймарӗ; тинех вӑл акӑ телефонпа чӗнтерчӗ те, эпӗ «Правдӑна» ҫитсе кӗтӗм.

Ҫынни вӑл ҫӳлӗ те кӑмӑллӑскер, куҫлӑхпа ҫӳрет, кӑштах чалӑшшӑн пӑхать, аяккинелле пӑхса темӗн урӑххи ҫинчен шухӑшланӑ пек туйӑнать. «Ӑнсӑртран ҫеҫ летчиксен енӗпе ӑстаҫӑ пекки» терӗ вӑл хӑйне. Вӑл чӗреренех интересленчӗ пулас, хам мӗн каласа панине икӗ сӑмахранах блокночӗ ҫине темӗн ҫыра пуҫларӗ. Тата акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче самолета эпӗ мӗнле меслетпе креплени тӑватӑп, ҫавӑн ҫинчен ӳкерсе кӑтартма хушрӗ, кун пирки мана уйрӑм статья ҫырса «Граждан авиаци» журналне яма сӗнчӗ. Ҫавӑнтах вӑл «Граждан авиацийӗпе» телефонпа калаҫса татӑлчӗ, эпӗ хам материала хӑҫан хатӗрлесе кама памаллине те каларӗ. «Св. Мария» экспедицийӗ мӗншӗн кирлӗ иккенне вӑл питӗ аван ӑнланнӑ пек туйӑнчӗ мана, халӗ, Арктикӑпа пурте калама ҫук интересленнӗ вӑхӑтра, ку питӗ кирлӗ ыйту, терӗ.

— Анчах ун ҫинчен статья пичетленсе тухнӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл. — «Совет Арктикинче» пулнӑ пек астӑватӑп.

— «Совет Арктикинче» тетӗр-и?

— Пӗлтӗр ҫавӑнта пичетленнӗччӗ.

Ку маншӑн ҫӗнӗ хыпар! «Совет Арктикинче» пӗлтӗр Татаринов капитанӑн экспедицийӗ ҫинчен статья пурччӗ, тет!

— Эп вуламан вӑл статьяна, — терӗм эпӗ. — Анчах мӗн тесен те, унӑн авторӗ эпӗ мӗн пӗлнине пӗлмест. Эпӗ ҫав экспедицирен Пысӑк Ҫӗр ҫине ҫитнӗ пӗртен-пӗр членӑн — штурманӑн дневникӗсене вуласа тухрӑм.

Ҫак вӑхӑтра ӑнлантӑм та эпӗ хамӑн умра чӑн-чӑн журналист тӑнине. Унӑн куҫӗ те сасартӑк ялкӑшса илчӗ, васкаса ҫырнӑ май кӑранташӗ те хуҫӑлчӗ.

— Ку сенсаци вӗт! — терӗ вӑл.

Унтан хӑй пӳлӗмне питӗрчӗ те хӑйсен «начальникӗсем» патне илсе кайрӗ.

«Начальникӗсем» патӗнче эпӗ хам мӗн каласа панине кӗскен кӑна тепӗр хут каларӑм та унтан вара акӑ мӗн ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр:

а) Ыранах эпӗ редакцие дневниксем илсе пыма пултӑм.

б) «Правда» манӑн доклада итлеме хӑйӗн сотрудникне ярать.

в) Манӑн хам мӗн тупни ҫинчен статья ҫырмалла, ӑна ӑҫта пичетлессине «куҫ курӗ унта».

«Правдӑра» экспедицие шырасси ҫинчен те калаҫмаллаччӗ манӑн, анчах темшӗн ку мана хӑйне уйрӑм ыйту пек туйӑнчӗ, ӑна пичетлемесен те юрать пек. Епле кун пирки калаҫаймарӑм-ха, калаҫнӑ пулсан вӗсем мана Главсевморпутьре кампа ҫыхӑнмаллине каланӑ пулӗччӗҫ тен телефонпах та пӗлтернӗ пулӗччӗҫ.

…Икӗ сехет хушши приемнӑйра лартӑм — Главнӑй Управленийӗн секретарӗсенчен пӗрне те пулин курасшӑн пулсаттӑм эпӗ. Кӗтсе илтӗм-илтӗмех. Мана пӗр кабинета кӳртрӗҫ те кунта тата ҫур сехет хушши кӗттерчӗҫ. Секретарӗ пушӑ марччӗ, кабинета минутсеренех моряксем, летчиксем, радистсем, инженерсем, столярсем, агрономсем, художниксем кӗре-кӗре тухрӗҫ, — хӑшӗ килсен те вара вӑл вӗсен ӗҫне пӗлнӗн курӑнмалла, авиацие, агрономие, живопиҫе, радио ӗҫне питӗ ӑста пӗлнӗ пек пулмалла. Акӑ тинех мана черет ҫитрӗ.

— Истори енӗпе илсен интереслӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, эпӗ хам сӑмаха аран-аран пӗтеркелесен. — Пирӗн халӗ урӑх задачӑсем, паянхи куна тивӗҫлӗреххисем.

— Эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп-ха сирӗн ӗҫ вӑл ҫав ҫухалнӑ экспедицисене шыраса ҫӳрес ӗҫ кӑна мар иккенне, — терӗм эпӗ. — Анчах кӑҫал Ҫурҫӗр Ҫӗрне высокоширотнӑй экспедици каять иккен те, ӑна хӑй ӗҫӗпе пӗрлех тепӗр ӗҫ те тума хушма пулать — Татаринов капитан экспедицийӗ пӗтнӗ района пӑхса тухма.

— Татаринов, Татаринов… — асне иле пуҫларӗ секретарь. — Вӑл ун ҫинчен ҫырнӑ-и-ха?

— Вӑл ун ҫинчен ҫырма пултарайман, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн тесен экспедици Петербургран ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех тухса кайнӑ, унтан чи юлашки хыпар та 1914-мӗш ҫулхинех пулнӑ.

— Юрӗ, тейӗпӗр, эппин мӗнле Татаринов ҫырнӑ-ха ҫавӑн ҫинчен?

— Татаринов — капитан-ҫке вӑл, — ӑнлантартӑм эпӗ, чӑтӑма ҫитерсе. — Вӑл 1912-мӗш ҫулхине кӗркунне «Св. Мария» шхунӑпа Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗ тӑрӑх тухса кайнӑ, ҫав Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗн тӗп управленийӗнче акӑ сирӗнпе ларатпӑр та эпир. Экспедицийӗ ӑнӑҫман, анчах ҫул май Татаринов капитан ҫӗнӗ ҫӗрсем тупнӑ. Ҫурҫӗр Ҫӗрне, сӑмахран, Вилькицкий мар, Татаринов капитан тупнӑ тесе те витерсех калама пулать.

— Ку ҫаплах ӗнтӗ, тӗрӗсех, — терӗ секретарь. — Ҫав экспедици ҫинченччӗ ҫав эпӗ вуланӑ статья.

— Кам статьи?

— Ман шутпа Татариновӑнах пулма кирлӗ. Татаринов экспедицийӗ, Татаринов статьи. Мӗн тума сӗнетӗр вара эсир?

Эпӗ каллех хам сӑмаха каларӑм.

— Юрӗ, докладной ҫыру ҫырӑр эппин эсир, — терӗ вӑл мана, ҫавна хамах ҫырма тивнӗшӗн хӗрхеннӗ пек пулса.

Эпӗ тухса кайрӑм.

Тӗлӗнмелле! Горьки урамӗнчи кӗнеке магазинӗнче «Совет Арктикин» пӗлтӗрхи пур номерӗсене те уҫса пӑхрӑм. «Полярти пӗр манӑҫнӑ экспедици ҫинчен» ятлӑ статьян ячӗ шӑп манӑн докладӑнни пек! — аялта «Н. Татаринов» тенӗ. Николай Антоныч ҫырнӑ иккен ӑна!

Статьи вара пысӑкчӗ, ӑна асаилӳ майлӑ ҫырнӑччӗ, наукӑллӑ шухӑш парас ӗмӗт пулнӑ иккен. Пуҫласса ӑна 1912-мӗш ҫулхине, ҫулла, Петербургри Николаевск кӗперӗ патӗнче «Св. Мария» шхуни тӑнинчен пуҫланӑччӗ: «унӑн стенисемпе маччисене шурӑ краскӑпа сӑрлани нумай та пулмастчӗ-ха, яка хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ сӗтел-пуканӗсем куҫкӗски пек йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, каючӗсенче кавирсем сарса тухнӑччӗ. Кладовойсемпе трюмсенче туллиех ӗҫме-ҫимелличчӗ. Мӗн кӑна ҫукчӗ-ши унта! Мӑйӑр та, конфет та, шоколад та, тӗрлӗрен консервӑланӑ компот та, ананас та, варени тултарнӑ ещӗксем, печенисем, пастила, премӗк — темӗн, темӗн те пурччӗ — чи кирлине ҫитиехчӗ, консервӑланӑ какайпа, штабель-штабелепе тултарнӑ ҫӑнӑхпа кӗрпе» таранахчӗ.

Николай Антоныч хӑй статьине ӗҫме-ҫимерен ҫырма пуҫланине кура, вуламашкӑн та кулӑшла — маншӑн пулсан, вӑл ҫапла туни хӑй айӑпне пытарасшӑн хӑтланни кӑна ӗнтӗ. Анчах малалла вара ӑслӑрах ҫырса кайнӑ. Халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа экспедици ятӑмӑр тенӗ хыҫҫӑн, вӑл, именерех кӑна: шӑпах унӑн пуҫне «Норденшельд йӗрӗпе каяс» шухӑш пырса кӗчӗ, тет. Реакци хаҫачӗсемпе тинӗс ӗҫ министерстви экспедицие хирӗҫ епле элек сарни ҫинчен Николай Антоныч вара ытла кӳренсе ҫырать. «Св. Мария» пӗр сас-хурасӑр ҫухалнӑ пирки пӗлтерекен рапорт ҫине тинӗс ӗҫ министрӗ мӗнле ҫырса хунине те асӑнать вӑл: «Юрать-ха Татаринов капитан таврӑнмарӗ. Хысна пурлӑхне пӗлсе тыткаламаншӑн эпӗ ӑна ҫинчех суда панӑ пулӑттӑм», тенӗ имӗш.

Архангельскри промышленниксем унӑн пиччӗшне, экспедицине кайма тесе, ҫӳреме юрӑхсӑр йытасем сутни ҫинчен тата ҫиленерех ҫырнӑ вӑл, ҫав йытӑсене, имӗш, хулари ачасем те мӑшӑрне «ҫирӗм пуса» сутма пултарнӑ пулать. Тухса кайма хатӗрленес ӗҫ ӑнӑҫсах пыман-мӗн, ҫитменнине Николай Антоныч та, чире пула, ӗҫе хӑй ҫулӑхайман. Промышленниксен хушамачӗсене вара ӑҫтан вӑл асӑнтӑр! Вӗсенчен пӗрне ҫеҫ В. саспаллипе асӑннӑ. Николай Антоныч ҫавна начар аш туянса янӑ тесе айӑплать, ашне вара Югорский Шар патне ҫитичченех тинӗсе кӑларса пӑрахнӑ, тет.

Статьян ҫак пайне питӗ ӑста ҫырнӑ. Николай Антоныч кунта Амундсен сӑмахне те аса илтерет: «Экспедици ӗҫӗ ӑнӑҫасси пӗтӗмпех ӑна хатӗрлесе янинчен килет», тет, — ҫак шухӑш чанах та тӗрӗс иккенне вӑл хӑйӗн «вилнӗ тӑванӗн» экспедицийӗ пӗтнипе килтерсе тӗплӗн-йӗрлӗн ҫырса кӑтартать. Вӑл «вилнӗ тӑванӗн» ҫырӑвӗсене кӗртет, лешӗ сутӑҫӑсем ҫине питӗ кӳреннӗ пулать, мӗншӗн тесен Архангельскра тӑрас вӑхӑта кӗскетнипе, хӑвӑртрах тинӗсе тухмалла пулнипе усӑ курса вӗсем ӑна улталанӑ пулать.

Тухса кайсан мӗнле ҫӳрени ҫинчен Николай Антоныч пӗр сӑмахпа та асӑнмасть. Мӗн асӑнни те «Св. Мария» Югорский Шара ҫитсен Карск тинӗсӗн кӑнтӑр енче пӑр капланса тӑнине пула якӑрпа тӑракан суту пӑрахучӗсене тӗл пулни ҫинчен калани кӑна. Пӗр капитан каласа панӑ тӑрӑх, «Св. Мария» «сентябрӗн вунҫиччӗмӗшӗнче шурӑмпуҫпе Карск тинӗсне хӑюллӑн тухнӑ та пӑрсем ӑшне кӗрсе часах куҫран ҫухалнӑ». «И. Л. Татаринов ҫапла майпа хӑй ҫине илнӗ ӗҫе туса ҫитереймӗ, — тесе ҫырать малалла Николай Антоныч. — Анчах ҫула май питӗ чаплӑ ӗҫсем тунӑ. Сӑмах кунта Ҫурҫӗр Ҫӗрне тупни ҫинчен пырать, Татаринов капитан ӑна «Мария Ҫӗрӗ» тенӗ…»

«Совет Арктикин» хаҫатӑн ҫак номерне туянтӑм та гостиницӑна таврӑнтӑм.

Кӑмӑлӑм питӗ лайӑх теме ҫукчӗ ӗнтӗ! Темшӗн вара эпӗ, ҫак ултав пичетленсе тухни ҫулталӑк ытла та, халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ, тесе шухӑшларӑм. Хирӗҫ тӑма та кая юлтӑм, урӑх мана никам та итлес ҫук, терӗм. Ултавӗ ултавахчӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ултава тӗрӗс хыпарсемпе пӗрле арпаштарса пӗтернӗччӗ. «Св. Мария» экспедицийӗн уссине мӗн тесен те кунта чи малтан кӑтартса панӑ. Ҫурҫӗр Ҫӗрне Вилькицкий тупиччен ҫур ҫул малтан Татаринов капитан тупни ҫинчен Николай Антоныч чи малтан пӗлтерме ӗлкӗрчӗ, — кӑна вӑл эпӗ Катьӑна парса янӑ капитан ҫырӑвӗнчен илнӗ ӗнтӗ. Халь вӑл мана пӗтӗмпех пӳлсе хучӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа шӑхӑркаласа ҫӳрерӗм.

Тӳррипе каласан, манӑн халех вокзала ҫитсе Мускавран Красноярска ҫити билет туянассӑм килчӗ, унтан вара самолетпа Заполярьене те ҫитме пулать. Анчах эп вокзала каймарӑм, лартӑм та докладной ҫыру ҫырма тытӑнтӑм. Яра-кун кунӗпех ҫыртӑм ӑна эпӗ, ун пек ӗҫленӗ чух тӗрлӗ йывӑр шухӑшсем аптӑратаймаҫҫӗ. Вӗсем килессе килеҫҫӗ те — пӑрахса каяҫҫӗ: пӳлӗм пушӑ мар-ҫке-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех