Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.06 20:47

Пуплевӗш: 134; Сӑмах: 1319

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Саня туйӗ

Саня патӗнче эпӗ кашни канмалли кунах пулатӑп. Тӗрӗссине калас пулать; хуть хӑвӑн йӑмӑку ҫинчен ун пек калани вырӑнлах та мар пулӗ те-ха, анчах та эпӗ ӑна юратнӑҫемӗн юратма пуҫларӑм. Вӑл темле савӑнӑҫлӑ, ҫӑмӑл, пултаруллӑ хӗр.

Академине кӗнӗ маях вӑл ача-пӑча издательствинче хӑйне валли ӗҫ тупрӗ. Лайӑх пӳлӗм йышӑнчӗ вӑл, фотограф-художник ҫемйи те юратать ӑна. Вӑл вӗсем валли тем те тӑвать иккен.

Вӑл Петькӑпа манӑн ӗҫсене те витӗр пӗлсе тӑрать, пирӗншӗн ваттисем патне тӑтӑшах ҫырусем ҫырать. Ҫав вӑхӑтрах академинче те нумай ӗҫлет, пултарулӑхӗ Петьӑнни пекех вӑйлӑ мар пулин те, ӳкерме чаплӑ ӳкерет. Вӑл миниатюрӑсене юратать. Ку искусствӑпа халӗ пирӗн художниксем пачах ӗҫлемеҫҫӗ тесен те юрать. Пӗчӗк-пӗчӗк детальсене, пит-куҫа, кӗпе-тумтирсене вӑл тӗлӗнсе хытса каймалла тума пултарать. Пӗчӗк чухнехи пекех-ха вӑл калаҫма юратать, кам та пулсан хӑйне тарӑхтарсан е мӗнле те пулин кӑмӑла каякан ӗҫ тупсан-тусан вара вӑл ҫав тери хӑвӑрт калаҫма пуҫлать, эпӗ ун пек чухне мӗн каланине те ӑнланмасӑрах юлатӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, тӗлӗнмелле йӑмӑк вӑл ман, акӑ ӗнтӗ халӗ вӑл качча каять.

Паллах ӗнтӗ, ҫак каҫ фотограф-художник ательне пухӑннӑ яшсем хушшинче Петя пӗрре те кӗрӗве ларакан ҫын пек курӑнмасть пулин те, Саня качча тухнине пӗлме йывӑрах мар. Петя темле шӗвӗр сӑмсаллӑ ача ҫумӗнче, шухӑша кайса, чӗнмесӗр ларать. Ачи, хӑйӗн сӑмсипе ун пит-куҫне шӑтарас тенӗ пекех, ун патнелле йӑпшӑнать.

Эпӗ Саньӑран ҫав шӗвӗр сӑмсаллӑ ача кам иккенне пӑшӑлтатса ыйтрӑм. Вӑл кӑмӑллӑн кӑна:
— Изя, — тесе хучӗ.

Анчах та темшӗн ҫак Изя манӑн кӑмӑла каймарӗ. Тӗрӗссипе каласан, тӗлӗнмелле туй пулчӗ. Хӑнасем ҫӗрӗпех темле ӗне ҫинчен тавлашрӗҫ. Филиппов художник икӗ ҫул ҫурӑ хушши пӗр ӗнене ӳкерни тӗрӗсех-ши вара? Вӑл ҫав ӗнене темиҫе тӑваткӑла пайланӑ пулать иккен те кашни тӑваткӑлне уйрӑммӑн ӳкерет иккен. Эпӗ ӑна чирлӗ тесшӗнччӗ ӗнтӗ, анчах Изя ӗне пирки пӗр пӗтӗм теори шухӑшласа тупрӗ, ӑна «измпа» вӗҫленекен сӑмахпа ят пачӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем ҫине никам та пӑхмарӗ.

Саня туйне эпӗ ҫунатланса пырса кӗтӗм. Пӗр тӑван йӑмӑк качча каять. Кун пек япала вӑл час-часах пулмасть вӗт! Ирхине эпир судьяпа Даша инкерен вӑрӑм телеграмма илтӗмӗр. Вӗсем ӑна икӗ адреспе, пӗрне — каччӑпа хӗр патне, копине — ман пата янӑ. Вӗсем валли эпӗ уйӑхӗпех пӗчӗк радиоприемник пуҫтартӑм. Анчах та ку вӑл художниксемшӗн нимӗнех те мар-мӗн. Вӗсем ҫӗрӗпех ӗне ҫинчен тавлашрӗҫ.

Мӑшӑрсем пурпӗрех савӑнчӗҫ пулас. Петьӑна пуринчен те хаваслӑрах пулчӗ, ахӑр, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл: «Кулӑшла!» тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ, кӑмӑлӗ тулнӑ пек унталла-кунталла пӑха-пӑха илчӗ. Саня хыпаланса ҫӳрерӗ: турилккесем ҫитмеҫҫӗ, хӑнасене вара икӗ черетпе тӑрантармалла пулчӗ. Вӑл, хӗрелсе кайнӑскер, хыпӑнса ӳкнӗскер, пӗр самантлӑха ҫеҫ ларма пултарчӗ. Унӑн ҫӗнӗ кепи мана темшӗн Энска, Даша инкене аса илтерчӗ. Ҫак самантпа усӑ курса эпӗ ура ҫине тӑтӑм.

— Итлӗр, курка ҫӗклетпӗр! — тем пӗлесшӗн пулнӑ пек ман ҫине пӑхса, сӑмах хушрӗ Изя.

Пурте калаҫма чарӑнчӗҫ.

— Юлташсем, чи малтанах эпӗ сире хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнетӗп, — терӗм эпӗ, — вӑл манӑн пӗр тӑван йӑмӑкӑм пулать, анчах ҫапах та хӑнасен пуҫне уншӑн ӗҫес шухӑш пырса кӗменнине кура, ҫак куркана хамӑнах ҫӗклеме тӳрӗ килет.

Пурте «урра» кӑшкӑрса ячӗҫ, хӑйсен черккисене Саньӑннипе перӗнтере-перӗнтере илчӗҫ.

— Тата эпӗ каччӑшӑн ӗҫме сӗнетӗп, — малалла каларӑм эпӗ, — тӳррипе илсен, малтан вӑл хӑй маншӑн ӗҫмеллеччӗ-ха. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пӗр эпӗ ҫеҫ ӑна летчик мар, художник пулмаллине кӑтартса патӑм. Тен, эпӗ вӑрттӑнлӑха уҫса кӑтартӑп, анчах вӑл летчик пуласшӑн пулни чӑн япала. Пӗррехинче эпир ун пирки яра-куна вӑрҫрӑмӑр, вӑл мана хӑй сӑрлама-ӳкерме пачах юратманнине ӗнентерме тӑрӑшрӗ. Вӑл художникре хӑйӗн чун-хӑватне пӗтӗмӗшпех кӑтартса параймасран хӑрарӗ.

Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ кашӑкпа стакана шаккаса илтӗм.

— Мӗншӗн-ха эпӗ унӑн художник пулмалла тесе шутланӑ? Мӗншӗн тесен вӑл мана хӑйӗн картинисене кӑтартрӗ. Шантарсах калама пултаратӑп, ун чухне ӑна пӗртен-пӗр сюжет кӑна интереслентернӗ. Сюжечӗ пуриншӗн те паллӑ. Уншӑн эпир халь ҫеҫ ӗҫсе ятӑмӑр.

Эпӗ Саня ҫине тӗллесе кӑтартрӑм.

— Чӑннипе калатӑп, пурне те суять вӑл, — мӑкӑртатрӗ Петя.

— Ҫав сюжета вӑл тӗрлӗ май сӑрласа кӑтартнӑччӗ: кимӗ ҫинче те, плита умӗнче те, алӑк умӗнче, садра саксем ҫинче те, пальтопа та, пальтосӑр та, украина кофтипе те, кӑвак халатпа та. Ҫаксене курсан, хӑҫан та пулин Петя художник пуласси те, ҫак сӗтел тавра пуҫтарӑнса ларасси, ҫак мӑшӑрсемшӗн ӗҫесси те малтанах уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ. Ҫавна тума сӗнетӗп те ӗнтӗ эпӗ.

Эпӗ Саньӑпа Петькӑпа шаккаса, хамӑн стакана тӗппипех ӗҫсе яратӑп.

Унтан маншӑн, Изьӑшӑн ӗҫеҫҫӗ. Изьӑшӑн ӗҫни йӑнӑш туни пулчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫакна ответлесе Филиппов художнике, темле ҫивӗч сӑмахсемпе тапӑнса, ҫав сӑмахсенченех пӗр-пӗччен кӑна кулса, тӗлӗнмелле вӑрӑм сӑмах калать. Петька ӑна кӑмӑлланӑ пек пулса итлет пӗр вӗҫӗмрен «кулӑшла!» тесе калать, унтан сасартӑк тӗксӗмленсе каять те вӑл: «Изя-ахрти кӗҫҫепит» тет, унтан кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн «талантсӑр кӗҫҫепит» тесе хурать.

Анчах та Изя хӑйне талантсӑр кӗҫҫепит тенипе килӗшмест. Е лӑп та шӑп ҫак самантра Саньӑн кӑмӑллӑ профессорӗ, хура сухаллӑскер, килсе ҫитмен пулсан, ҫак хирӗҫӳ мӗнпе вӗҫленессине пӗлейместӗп эпӗ. Пурте профессор патнелле ыткӑнчӗҫ, хирӗҫӳ чарӑнчӗ.

Тӗрӗссипе каласан, хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ чӑн-чӑн профессора чи малтанхи хут куратӑп. Эпӗ ӑна кӑмӑлласа пӑрахрӑм. Вӑл пӗр самантрах ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те хӑй яланах, 1914 ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех, авиатор пулма шутлани ҫинчен мана каласа пачӗ. Унтан вӑл Саньӑна ыталаса илчӗ, хӑйӗн илемлӗ, кӑмӑллӑ сухалне пӑхмасӑрах, профессор пуҫӗпех, вӑрах вӑхӑтчен ӑна чуптуса тӑчӗ. Унтан вӑл диван ҫине выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Пӗр сӑмахпа каласан, Саня туйӗ хаваслӑ пулчӗ, анчах та таҫта шалта, хамӑн чунӑма кичемлӗх пусса илнине те туйрӑм эпӗ, кун пирки хама хам та ӗненмерӗм. Художниксем маншӑн темле урӑхла ҫынсем пек туйӑнчӗҫ. Ку ӗнтӗ питӗ те паллӑ япала: ара манӑн пачах урӑх пурнӑҫ-ҫке-ха, пачах урӑхла интерес. Ман пирки те ҫавнах шутларӗҫ пулас вӗсем. Эпӗ ӑна хам калаҫнӑ вӑхӑтра та туйса илтӗм.

Мана тунсӑхлаттармалли урӑх сӑлтав та пулнӑ-мӗн. Саня та пӗлчӗ ӑна. Профессор вӑрансанах, пурте илтӗнмелле, Саньӑна диплом илмесӗр качча тухма ирӗк памастӑп, тесе пӗлтерчӗ. Пурте кула-кула профессора сырса илчӗҫ, Саня вара ҫав вӑхӑтра мана шӑппӑн кӑна чӗнсе илчӗ, эпир кухньӑна тухрӑмӑр.

— Сана салам… Камран иккенне пӗлетӗн-и?

Камран иккенне эпӗ ҫавӑнтах чухласа илтӗм, анчах та лӑпкӑн кӑна:
— Пӗлместӗп, — терӗм.

— Катьӑран.

— Чӑнах-и? Тавтапуҫах.

Саня ман ҫине кӑмӑлсӑр пулса пӑхса илчӗ.

Вӑл ҫакӑн пирки кӑштах хӗрелсе те кайрӗ, ҫиленчӗ те мана. Паллах ӗнтӗ, вӑл эпӗ юри тунине те лайӑхах курса тӑнӑ.

— Пурне те суятӑн эсӗ, — васкаса каларӗ вӑл. — Тупӑннӑ тата Чайльд-Гарольд! Тархасшӑн мана суйма ан тӑрӑш. Ҫитменнине тата паян, манӑн туй пынӑ вӑхӑтра. Эпӗ ун патне, вӑл манран сан ҫыруна кунӗпех ыйтрӗ, эпӗ памарӑм, тесе ҫырса яратӑп.

— Эпӗ санран нимӗн те ыйтмастӑп.

— Чунупа ыйтатӑн эсӗ, — хӑй сӑмахне хӑех шанса каларӗ Саня, — тултан кӑна юриех ним те мар пек кӑтартма тӑрӑшатӑн. Юрать, эпӗ сана парӑп ӑна, анчах юлашки страницине ан вула, юрать-и?

Вӑл, ҫырӑва мана тыттарса хӑварчӗ те, пӑрӑнса кайрӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫырӑва вуласа тухрӑм эпӗ, юлашки страницине вара — виҫӗ хутченех, мӗншӗн тесен унта ман ҫинчен ҫырнӑ. Катя пӗрре те мана салам калама хушмасть, манӑн ӗҫсем ҫинчен, эпӗ хӑҫан шкултан вӗренсе тухасси ҫинчен ҫеҫ ыйтса пӗлет. Пӑхма ӗнтӗ ҫакӑ ахаль ҫыру пек ҫеҫ туйӑнать. Анчах та, тӗрӗссипе, вӑл тунсӑхлӑ ҫыру. Сӑмахран, унта ҫакӑн пек вырӑн пур:

«Халӗ тӑватӑ сехет, кунта ӗнтӗ халӗ тӗттӗм, эпӗ акӑ сасартӑк ҫывӑрса кайрӑм, вӑрансан, хам та ӑнлансах ҫитейместӗп, темле ырӑ япала пулнӑ пек туйӑнать. Тӗлӗкре эпӗ Энска курнӑ иккен. Аккасем мана ҫул ҫине тухса кайма тумлантараҫҫӗ пек»…

Ҫак вырӑна эпӗ темиҫе хут вуласа тухрӑм. Эпир Энскран тухса кайнӑ самант, ӗмӗрлӗхе асӑмра юлнӑ самант, манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Аккасем, тапранса кайнӑ поезд хыҫӗнчен пыраканскерсем, ӑс пани, кайран Катя вагонне куҫса ларни, эпир иксӗмӗр ваттисем корзинкӑсене мӗн-мӗн чиксе янине пӑхни манӑн асӑма килсе кайрӗҫ. Пӗчӗкҫӗрех кӑна хырӑнман кӳршӗмӗр эпир камне пӗлесшӗн — юмӑҫ ярса пычӗ, Катя манпа юнашар пӑлтӑрта тӑчӗ. Вӑл манпа юнашар тӑчӗ, эпӗ ун ҫине пӑхса унпа калаҫрӑм, — халӗ акӑ вӑл инҫетре-инҫетре чухне ҫаксене аса илме мӗн тери йывӑр!

Эпӗ Саня калле таврӑннине те илтеймерӗм.

— Вуларӑн-и?

— Саня, унӑн ӗҫӗсем ҫав тери лайӑх, юктябрьте шкултан тухать, тесе тархасшӑн ун патне ҫырса пӗлтер-ха. Унтан… Ӑҫта каяссине пӗлместӗп. Ҫурҫӗре яма ыйтатӑп…

— Халех лар та ҫаксене пурне те хӑвах ҫыр!

— Ҫук, эпӗ ҫырмастӑп.

— Эпӗ сана ҫырмасӑр ниҫта та ямастӑп!

— Саня!

— Акӑ халех Петькӑна чӗнетӗп, — ҫирӗппӗн татса хучӗ Саня, — пурне те чӗнетӗп, чӗркуҫленсе ларӑпӑр та, сана ҫыртарас тесе, ҫавӑрма тытӑнӑпӑр. Ма тесессӗн эсӗ, пирӗн шутпа, киревсӗр хӑтланатӑн.

— Саня, тасал ман ҫумран! Ӳсӗр эсӗ. Каятӑп эпӗ.

— Ӑҫта? Ухмаха ертӗн-и-мӗн эсӗ?

— Ҫук, каятӑп. Вӑхӑт чылай иртрӗ, ыран ир тӑмалла.

Тӳррипе каласан…

Эпӗ ун пек каламарӑм та, анчах та вӑл ҫавӑн пек ӑнланчӗ, уйрӑлас умӗн, мана хӗрхенсе, питҫӑмартинчен чуптуса илчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех