Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.07 22:37

Пуплевӗш: 85; Сӑмах: 1138

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫил-тӑман

Тундрӑра, Пясина ҫыранӗнчен инҫех мар, виҫӗ талӑк хушши пурӑнни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ.

Ку вӑл манӑн пурнӑҫри чи йывӑр асаилӳсенчен пӗри, ҫитменнине тата вӗсем пӗр евӗрлӗ асаилӳсем. Пӗр сехечӗ тепри пекех, тепри каллех малтанхи пек. Чи малтанхи самантсем ҫеҫ, самолета ҫил-тӑман вӗҫтерсе каясран ҫирӗплетсе лартнӑ самантсем ҫеҫ, тепӗр хут ҫаврӑнса килмерӗҫ.

Пӗр ӳсентӑрансӑр тундрӑра, вунӑ балл таран ҫӗкленекен ҫил-тӑманра туса пӑх-ха ҫак ӗҫе! Мотора чармасӑр, самолета эпӗ хӳрипе ҫиле май туса лартрӑм. Тен, ӑна пирӗн чакаласа лартма та май килетчӗ пулӗ, — анчах та юра кӗреҫепе хускататӑн кӑна, ҫил ӑна вӗҫтерсе те каять. Самолет ҫаплах ҫаврӑнкаласа тӑрать, халех, ҫак самантрах, мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармалла, мӗншӗн тесен ҫил вӑйлансах пырать. Тепӗр ҫур сехет тӑнӑ пулсан, эпир кая та юлаттӑмӑр. Вара эпир пӗр ансат япала шухӑшласа кӑлартӑмӑр, ҫурҫӗрти пур летчиксене те ҫавӑн пек тума сӗнетӗп: самолета эпир вӗренпе кӑкара-кӑкара лартрӑмӑр, ун ҫумне тата йӗлтӗрсене, чемодансене, пысӑках мар ещӗксене, варинккене те, пӗр сӑмахпа каласан, юр купалама пулӑшакан мӗн пур ӑпӑр-тапӑра пӗр-пӗринчен ҫыха-ҫыха хутӑмӑр. Тепӗр вунпилӗк минутран ҫак япаласем ҫине кӗрт хӳсе кайрӗ, самолет айӗнчи ытти вырӑнсенче вара юр ҫаплах ҫилпеле вӗҫкелесе тӑчӗ.

Халӗ ӗнтӗ пирӗн нимӗн тумалли те ҫук, кӗтсе ҫеҫ пурӑн. Кунпа ытлашши савӑнмаллиех ҫук та-ха, анчах мӗн тӑвас тетӗн-ха? Кӗтесех пулать ӗнтӗ, кӗтесех пулать.

Варахчен кӗтмелле-ши? Кам пӗлет ӑна!

Кӗтмен ҫӗртен анса ларас-тӑвас пулсан, пирӗн пурте пур тесе эпӗ асӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах та мӗн тӑвас тетӗн-ха, сӑмахран, палаткӑна, е кабинӑран тухасси тӗлӗнмелле йывӑр та асаплӑ ӗҫ пулсан. Кун пек хӑрушӑ ӗҫе кунне пӗрре ҫеҫ тума пулать, кирек мӗнле пулсан та кабинӑран кунне пӗрре тухса кӗмесен май килмест-ҫке-ха!

Чехолсем ҫумӗнчи шнуроксене салтса яриччен пӳрнесем ыратма пуҫларӗҫ, шнуроксене вара виҫӗ хутчен салтмалла пулать. Юр пӗр утӑм иртсенех ураран ӳкерет, пирӗн вара ирӗксӗрех хамӑра майлӑ утса ҫӳремелли мел, ҫиле хирӗҫ хӗрӗх пилӗк градус пӗшкӗнсе ҫӳреме хушакан мел, шухӑшласа кӑларма тивет.

Ҫапла иртсе кайрӗ малтанхи кун. Ӑшши ҫаплах сахалланса пырать. Кӑшт ытларах ҫыврас килет. Эпӗ вара, тӗлӗрсе каяс мар тесе, тӗрлӗрен кирлӗ-кирлӗмарсем шутласа кӑларатӑп. Вӗсем пирӗн ҫав тери вӑрӑм вӑхӑта та кӗскетеҫҫӗ, анчах та вӗсенчен нимӗн усси те ҫук. Эпӗ, сӑмахран, примус чӗртме хӑтланатӑп, Лурие паяльнӑй лампӑна чӗртме хушатӑп. Йывӑр ӗҫ! Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ вӗҫне ҫитиччен хӑвӑн ӳт-тирне туйса тӑнӑ вӑхӑтра, хӑлха ҫурхахӗ шӑнса кӳтнӗ пекех, таҫта шалта-шалта хӑлха шӑнса кайнине чухланӑ самантра, юр питҫӑмарти ҫумне ҫыпҫӑнса пӑр-маскӑ пулнине туйнӑ чухне, примус чӗртсе ярасси йывӑр япала вӑл. Лури шӳт тума хӑтланать, анчах та шӳт туни аллӑ градуслӑ сивӗре шӑнса хытать, унӑн вара хӑй кирек мӗнле тапхӑрта та, кирек те мӗнле вӑхӑтра та шӳт тума пултарнинчен кулмалли ҫеҫ тӑрса юлать.

Ҫапла иртсе кайрӗ малтанхи ҫӗр. Тата ытларах ӑшӑ сахалланать. Тата ытларах ҫывӑрас килет, Ҫаплах-ха пирӗн ҫумран ҫуран тӑман вӗҫтерет. Акӑ ҫӗр ҫинчи пӗтӗм юр пирӗн ҫумран вӗҫсе пӗтме тытӑннӑ пек туйӑнма пуҫларӗ.

Иван Иваныч тухтӑра эпӗ ҫак кунсенче, «хир чӑххи» пек ларнӑ вӑхӑтра — ҫапла калаҫҫӗ кун пек ирттернӗ самантсене Пясина тӑршшӗнче — тата ытларах юратса пӑрахрӑм.

Хамӑр ним тума пултарайманнине, ҫакӑнтан хӑтӑлса тухас шанчӑк ҫухалнине пӗлсе тӑни пирӗншӗн чи йывӑр япала! Е эпӗ ҫакнашкал ҫирӗп сывлӑхлӑ та тӗреклӗ пулас мар-тӑк, маншӑн ырӑрах пулас пек туйӑнать. Ҫак туйӑм тепӗр салхуллӑ туйӑмпа хутшӑнса каять: ара эпӗ вӗт хама шанса панӑ ответлӑ ӗҫе вӗҫне ҫитереймен, ку тата виҫҫӗмӗш туйӑмпа, никама пырса тӗкӗнменскерпе, хамӑн кӳреннӗ мӑнкӑмӑллӑхпа пырса ҫыхӑнать. Ҫаксене пулах ӗнте аппетит та пӗтет, тӳррипе каласан, кун пек чухне шӑнса вилессинчен те ытлашши хӑрамаллиех ҫук.

Тухтӑр ҫаксене пурне те курать, пурне те пӗлет! Хамӑн пурнӑҫра мана хальхи пек нихҫан та сӑнаман-ха. Ҫак туйӑмсем валли кашниншӗнех унӑн хӑйӗн рецепчӗ пур, никама пырса тӗкӗнмен туйӑм валли те вӑл рецепт тупнӑ курнать.

Виҫҫӗмӗш кун. Ҫав тери ыйхӑ килет. Ӑшӑ ҫаплах чакса пырать. Малицӑсем ытларах та ытларах нӳрленеҫҫӗ, ҫав нӳрӗ пӑрланса ларасси ҫинчен шутласанах вара темӗнле ӳт-тире ҫӳҫентерекен сивӗ шӑмма та кайса тивет.

Тен, тепре каласан, ырра пулӗ-ха ку, тен, вӑхӑтран вӑхӑта малица ӑшӗнче пӑра кӑлара-кӑлара тӑкмалла пулӗ, мӗншӗн тесен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшласа ларасси ытла кичем вӑл. Ӑшӑ каллех чакать, нимӗн те тӑваймӑн вӗт, ӑшша ҫил илсе каять, — эпӗ вара урана летчиксен алшишне тӑхӑнса яратӑп, ун ҫинчен — пима. Ҫывӑрса каяс марччӗ ҫеҫ. Бортмеханике ҫывӑрма ирӗк парас марччӗ ҫеҫ. Вӑл, сӑнӗнчен пӑхсан чи тӗрекли пек туйӑнаканскер, пиртен пуринчен те вӑйсӑртараххи пулчӗ. Тухтӑр вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӑна пыра-пыра лӑскать, силлет. Унтан тухтӑр хӑй те тӗлӗрме пуҫлать. Халӗ ӗнтӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн манӑн ӑна та ачашшӑн кӑна силлеме тӳрӗ килет.

— Саня, нимех те мар, эпӗ ҫывӑрас тесе аса та илместӗп, — мӑкӑртатать вӑл, унтан вӑйпах куҫне уҫма тӑрӑшать.

Манӑн урӑх ҫывӑрас килмест ӗнтӗ. Хӑлхара ҫил-тӑман шӑхӑрать, самантлӑха кӑна, ҫанталӑк лӑпланнӑ пек чухне, ҫак шӑплӑх чуна асаплантаракан, нимӗне пӗлтермен, кичемлӗх пустаракан сасӑран та янравлӑрах пек туйӑнать. Таҫта аякра, Диксон утравӗнче, Заполярьӗнче радистсем пирӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

— Ӑҫта-ши вӗсем? Унтан вӗҫсе кайман-ши?

— Вӗҫсе кайман.

Ҫил-тӑман чарӑнасса кӗтсе ларасси виҫесӗр кичем япала вӑл, эпӗ акӑ хамӑн кӗнеке пуррине аса илтӗм. Малицӑна эпӗ, кӑштах чӗркуҫҫинчен ҫӳлерех ҫыхса хутӑм та, ун ӑшне ура-аллӑмпа кӗрсе лартӑм. Пӳртӗм-ҫуртӑм тӑвӑртарах та, анчах сулахай алӑра хӑлха тӗлнелле пӗчӗк фонарь, сылтӑммипе кӗнеке тытсан, — вулама та пулать. Манӑн динамикӑллӑ пӗчӗк фонарь пурччӗ, ӑна ҫутас тесен пӗр вӗҫӗмрен пӳрнесемпе ӗҫлемелле пулать, анчах та тӑтӑшах ӗҫлеме май ҫук, эпӗ вара пӳрнесене сарса яратӑп, — халӗ ӗнтӗ акӑ сасартӑках сивӗ пулса кайрӗ, вара малтан мӗн пулнӑ, пурте хӑйсен вырӑнне вырнаҫаҫҫӗ, эпӗ вара кабина хушӑкӗнчен варкӑшса кӗрекен тӑман хама хӳсе кайнине туйма пуҫларӑм.

Темиҫе ҫултан эпӗ Стифансонӑн «Тарават Арктнка» ятлӑ кӗнекине вуласа тухрӑм, вӑрах вӑхӑт ҫывӑрмасӑр пурӑнни сиенлӗ иккенне туйса илтӗм. Анчах та эпӗ ун чухне опытлӑ полярник пулман-ҫке-ха, ҫавӑн пек чух ҫывӑрни вӑл маншӑн вилессипе танах туйӑннӑ.

Тен, эпӗ пурпӗрех ҫывӑрса кайнӑ пулӗ е ҫывӑрмасӑрах ҫав тери хама тӑвӑр ещӗкре, ҫӗр тӗпӗнче ларнине курнӑ-тӑр, мӗншӗн тесен ҫӳлтен мана урамри шӑв-шав, трамвай сасси те уҫҫӑнах илтӗнчӗ. Ку-ха вӑл ытлашши хӑрушӑ япалах мар, анчах ҫапах та эпӗ ҫакӑнта пӗр-пӗччен, алӑ-урасене сиккелеттермесӗр выртнишӗн ҫав тери эрлентӗм. Манӑн таҫта вӗҫсе каймалла-ҫке-ха, анчах та манӑн пӗр пушӑ самант та ҫук. Унтан темле майпа эпӗ урама чупса тухрӑм, пӗр магазинӑн ҫутӑ чӳречи умне пырса тӑтӑм. Магазинра, ман ҫине пӑхмасӑр, лӑпкӑн кӑна Катя уткаласа ҫӳрет. Эпӗ вӑл урӑх ҫын пуласран е унпа калаҫма мӗн те пулин чӑрмантарасран хӑратӑп пулин те, вӑл — вӑлах, кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Акӑ эпӗ магазин алӑкӗ патнелле ыткӑнатӑп, анчах та пурте пушанса юлнӑ ӗнтӗ, тӗттӗм, кӗленче е алӑк ҫине вара «хупӑ» тесе ҫырса хунӑ.

Эпӗ куҫа уҫрӑм, унтан каллех хупрӑм: хамӑн куҫпа курни мана ҫав тери савӑнтарса ячӗ. Ҫил-тӑман чарӑннӑ. Юр ӗнтӗ текех пире куҫа уҫма чӑрмантараймасть — вӑл ҫӗр ҫинче выртать. Ун ҫинче, тундрӑпа тинӗсре ҫеҫ тӗл пулакан чамасӑр пысӑк хӗвелпе тӳпе курӑнать. Ҫак юрпа тӳпе фонӗнче ӗнтӗ, пиртен пӗр икҫӗр метрта ҫын тӑрать. Аллине вӑл пӑлансене хӑратмалли хорей-патак тытнӑ, унӑн хыҫӗнче нартӑна кӳлӗннӗ пӑлансем. Инҫетре, картин ҫинчи пекех, анчах та уҫҫӑнах палӑрмаҫҫӗ вӗсем, икӗ чӑнкӑ юр кӗрчӗсем курӑнаҫҫӗ, — паллах ӗнтӗ, вӗсем — ненецсен чумисем. Ҫакӑ пулнӑ иккен вӑл самолета антарса лартнӑ чух эпӗ аяккинелле пӑрӑнса ӳкнӗ тӗксӗм япала. Халӗ ӗнте вӗсене юр хӳсе кайнӑ, ҫӳлти уҫӑ тӑракан тӑрнашкисем ҫеҫ вӗсен хуралса тӑраҫҫӗ. Чумсем йӗри-тавра тата темле ҫынсем, ача-пӑчасем те, ваттисем те пур. Вӗсем пӗри-пӗр сиккелемеҫҫӗ, пурте пирӗн самолет ҫине пӑхаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех