Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.03 20:45

Пуплевӗш: 238; Сӑмах: 2305

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Собор садӗнче тӗл пулни. Ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна

Пӗчӗк чухне эпӗ Собор садӗнче пин хутчен те пулнӑ, анчах та эпӗ ун чухне вӑл кун пекех хитре пулӗ тесе аса та илмен! Вӑл ҫӳлӗ-ҫӳлӗ те ту ҫине икӗ юханшыв, Песчинкӑпа Тихӑй, пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ӑна крепость стени ҫавӑрса илнӗ. Стени ӗлӗкхин пекех сыхланса юлнӑ, анчах та башнисем, эпир Петькӑпа иксӗмӗр юлашки хут тӗл пулса, пӗр-пӗринпе юлташлӑ пулма тупа тунӑранпа кӑштах пӗчӗкленнӗ.

Эпӗ, юр ҫав тери нумай хӳсе кайнӑ пулин те, Мартын старик башнин пӗр картлашки ҫине хӑпарса тӑтӑм: манӑн Иринова ҫаранӗпе Никольск шкулӗ ҫине, тир-сӑран завочӗ ҫине пӑхас килет-ҫке-ха. Мӗнле-ши вӗсем халӗ? Пурте хӑйсен вырӑнӗнчех иккен — йӗри-тавра, горизонт патне ҫитичченех, шурӑ юр кӑна…

Акӑ Катькӑпа Саня та ҫитрӗҫ…

Саня, сарӑ кӗрӗк тӑхӑннипе асанне пекех курӑнаканскер, аллисене ҫавӑркаласа: «Акӑ Собор сачӗ» тесе кӑтартанҫи пулчӗ, унтан темле вӑрттӑн паллӑ тунӑ пек пуҫне пӑркаларӗ те сывпуллашрӗ.

— Катя! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

Вӑл шартах сикрӗ, мана курчӗ те кулса ячӗ…

Пӗр ҫур сехет хушши эпир пӗр-пӗрне вӑрҫса тӑтӑмӑр. (Эпӗ ӑна — вӑл хӑй тухса килесси ҫинчен мана пӗлтерменшӗн, вӑл мана — хӑйӗн ҫыруне илмесӗрех тухса килнӗшӗн). Унтан эпир иксӗмӗр те пӗр-пӗрне чи кирлӗ япаласем ҫинчен каласа паманнине аса илтӗмӗр. Николай Антоныч Катьӑпа калаҫнӑ иккен. «Вилнӗ тӑван» ячӗпе вӑл Катьӑна манпа тӗл пулма чарса лартнӑ. Вӑл нумайччен калаҫнӑ-калаҫнӑ та йӗрсе янӑ.

— Эсӗ, Саня, мана ӗненмессе те пултаратӑн, — терӗ Катька чӑннипех, — анчах та эпӗ тӳррипе калатӑп, вӑл йӗрнине хам куҫӑмсемпе куртӑм!

— Апла, — терӗм те эпӗ аллӑма кӑкӑр ҫине тытрӑм. Кӑкӑр кӗсйинче, чӑкӑртатакан хутпа чӗркенӗ, хутне эпӗ Даша инкерен ыйтса илтӗм, Татаринов капитанӑн ҫырӑвӗ выртать.

— Итле-ха, Катя, — терӗм эпӗ татӑклӑн, — эпӗ сана пӗр истори каласа парас тетӗп. Акӑ мӗнле, хӑвна эсӗ пӗр юханшыв хӗрринче пурӑнатӑп тесе шутла, пӗр илемлӗ кун вара ҫыран хӗррине почта сумки тухса выртать. Паллах ӗнтӗ, пӗлӗтрен татӑлса анмасть вӑл, шыв кӑларса пӑрахать ӑна. Почтальон шыва путнӑ! Ҫак сумка хут вулама юратакан пӗр хӗрарӑм аллине пырса лекет. Вӗсен кӳршинче сакӑр ҫулалла ҫитнӗ арҫын ача пур. Вӑл вуланине итлесе ларма юратать. Пӗррехинче ӑна ҫак хӗрарӑм «Хисеплӗ Мария Васильевна» тесе пуҫланакан ҫырӑва вуласа парать.

Катька шартах сикрӗ, ман ҫине тӗлӗннӗ пек пӑхса илчӗ.

«…Эпӗ сире Иван Львович ырӑ-сывӑ иккенне пӗлтерме васкатӑп, — хӑвӑрттӑн малалла каларӑм эпӗ. — Тӑватӑ уйӑх каярах эпӗ, вӑл хушнипе»…

Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫыруне пӑхмасӑр-тумасарах вуласа патӑм. Катя темиҫе хутчен тӗлӗнсе, хӑраса ман алӑмран турта-турта илчӗ пулин те, эпӗ вулама чарӑнмарӑм.

— Эсӗ курнӑ-и вӑл ҫырӑва? — ыйтрӗ те вӑл кӑвакарса кайрӗ. — Атте ҫинчен ҫырать-и вӑл? — Каллех ыйтрӗ вӑл, ӗненмен пек пулса.

— Ҫапла. Анчах кунта пурте мар-ха!

Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫырура карап пурнӑҫӗ, вӑл ҫурҫӗрелле ерипен куҫса пыни ҫинчен ҫырнине каласа пӗлтертӗм.

— «Хаклӑ юлташӑм, чунӑмҫӑм, тӑванӑм Машенька»… — пӑхмасӑр калама пуҫларӑм эпӗ, унтан чарӑнса тӑтӑм.

Манан ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупрӗ, сывлӑшӑм пӳлӗнсе килчӗ, куҫ умне вара, тӗлӗкри пекех, Марья Васильевнӑн ватӑлнӑ сӑн-сӑпачӗ тухса тӑчӗ. Куҫӗсем те унӑн путса кӗнӗ пек, тӗксӗмленнӗ пек.

Капитан ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чух вӑл Катя пекех пулнӑ пулӗ, Катя вара ун чухне, пӗчӗкскер, ашшӗнчен ҫыру кӗтсе пурӑннӑ. Кӗтсе илнӗ те!

— Акӑ вӑл, — терӗм те эпӗ кӑкӑр кӗсйинчен чӑкӑртатакан хутпа чӗркене ҫыру туртса кӑлартӑм. — Ларса вула, эпӗ каятӑп. Эсӗ вуласа тухнӑ ҫӗре эпӗ калле таврӑнӑп.

Паллах ӗнтӗ, эпӗ ниҫтах та каймарӑм. Эпӗ Мартын старик башни айӗнче, Катя вуланӑ вӑхӑтра ун ҫинелле пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса тӑтӑм.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне вулама кансӗрлекен ҫӳҫ пайӑркине пуҫтарнине, йывӑр сӑмахсене ӑнланасшӑн пулнӑ пекех, тенкел ҫинчен сике-сике тӑнине те асӑрхарӑм эпӗ. Те савӑнмалла, те хуйхӑрмалла ҫакӑн пек ҫыру илсен, ӑна эпӗ ӗлӗкрех пӗлме пултарайман. Халӗ ӗнтӗ акӑ, ун ҫине пӑхнӑ май, ҫакӑ вӑл ҫав тери пысӑк хуйхӑ иккенне ӑнланса илтӗм. Эпӗ вӑл хӑйӗн шанчӑкне нихҫан та ҫухатманнине те ӑнланса илтӗм ӗнтӗ. Вунвиҫӗ ҫул ӗлӗкрех унӑн ашшӗ ҫурҫӗрти пӑрсем хушшинче тӗлли-паллисӗр ҫухалнӑ. Унта вӗт выҫӑпа аптӑраса, сивӗпе шӑнса вилессинчен пуҫне урӑх нимӗнех те кӗтме ҫук. Анчах та вӑл Катьӑшӑн халӗ кӑна вилчӗ!

Эпӗ таврӑннӑ ҫӗре Катьӑн куҫӗсем хӗрелсе кайнӑччӗ, вӑл ҫыру тытнӑ аллине чӗркуҫҫийӗ ҫине хунӑччӗ.

— Шӑнмарӑн-и? — ыйтрӑм эпӗ, мӗнле майпа калаҫма пуҫлассине пӗлмесӗр.

— Эпӗ хӑш-хӑш сӑмахсене ӑнланаймарӑм… Ак ҫаксене: «Пӗр ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп…»

— Ҫаксене-и? Кунта «Пӗр ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп, ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна…»

Каҫпала Катя пирӗн патра хӑнара пулчӗ, анчах та эпир тахҫанхи ҫырусем ҫинчен нимӗнех те калаҫмарӑмӑр, — кун пирки эпир малтанах ҫапла палӑртса хунӑччӗ. Пӗр Даша инке ҫеҫ тӳсеймерӗ, путса вилнӗ почтальон ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл ӑнсӑртран вилмен иккен, Даша инке каланӑ тӑрӑх, юратнипе шыва сиксе вилнӗ. Вӑл пӗр хӗре юратнӑ пулнӑ иккен те, хӗрне урӑх ҫынна качча панӑ.

— Ҫырӑвӗсене малтан салатса тухмалла пулнӑ ӗнтӗ, — хушса хучӗ Даша инке.

Катя ҫав тери салхуччӗ. Пурте пӑхрӗҫ, сӑйларӗҫ ӑна. Саня вара унпа, ун пек тума хӗрсем ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери хӑвӑрт паллашса ҫитрӗ. Унтан эпир ӑна Саньӑпа иксӗмӗр леш качака патне ҫитичченех (вӑл ҫаплах ҫул ҫинче тӑратчӗ-ха) ӑсатса хӑвартӑмӑр. Анчах та кунхинче качака ухмахлӑхне кӑтартмарӗ, сухалне ҫеҫ ҫилӗллӗн чӗтретсе илчӗ.

Эпир киле таврӑннӑ вӑхӑтра ваттисем ҫывӑрманччӗ-ха. Судья Даша инкене ҫырусене ҫынсем патне ҫитерменнишӗн вӑрҫса та илчӗ. «Адресне вулама май пуррисене те пулин памаллаччӗ хӑть», — терӗ вӑл. Хӑех вара вунӑ ҫул иртсе кайнӑ тесе Даша инке ҫинчен айӑпа сирсе пӑрахрӗ. Даша инке Катя ҫинчен калаҫрӗ. Манӑн шӑпам, унӑн сӑмахӗпе, паллӑ иккен ӗнтӗ.

— Пырать. Кӑмӑла кайрӗ, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа. — Илемлӗ, салху. Ҫирӗп.

Эпӗ Санькӑран хамӑр ҫурҫӗр карттине ыйтса илтӗм. Унтан Татаринов капитанӑн Ленинградран Владивостока тухмалли ҫулне кӑтартрӑм. Халӗ тин эпӗ вӑл уҫнӑ ҫӗре пӗлме пултартӑм. Таймыр ҫурутравӗнчен ҫурҫӗререхри ҫӗр мӗнле ҫӗр-ши вӑл?

— Тӑхта-ха, — терӗ Саня. — Ара вӗт вӑл Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ. Мӗн шуйттанӗ-ха ку! Ара ку вӗт 1913-мӗш ҫулта Вилькицкий лейтенант уҫнӑ Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ. Сакӑрвун улттӑмӗшпе сакӑрвун ҫиччӗмӗш меридиансем хушшинчи 79° 35' широта. Тӗлӗнмелле!

— Тӑхтӑр-ха, юлташсем, — терӗм эпӗ, хам кӑштах кӑвакарса кайрӑм пулас, мӗншӗн тесен Даша инке ман ҫине хӑраса пӑхрӗ. — Эпӗ пурне те ӑнлантӑм. Малтан ку горизонт патӗнченех курӑнакан кӗмӗл ярӑм пулнӑ. Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче ҫак ярӑм тӗссӗр щит пек курӑннӑ. Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче!

— Саня… — пӑшӑрханса калаҫма тӑчӗ Даша инке.

— Ҫапла, юлташсем! Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче. Вилькицкий Ҫурҫӗр Ҫӗрне кӗркунне уҫнӑ, хӑҫан иккенне тӗплӗн пӗлейместӗп, анчах кӗркунне сентябрьте-и ҫав, октябрьте-и? Кӗркунне, тепӗр ҫур ҫултан! Кӗркунне вӑл ӑна уҫман, мӗншӗн тесен ӑна уҫнӑ пулнӑ.

— Саня! — терӗ судья та.

— Уҫнӑ, ятне вара Марья Васильевна хисеплесе панӑ, — Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинчен малалла каларӑм эпӗ, ун пирки каллех мӗнле те пулин йӑнӑш ӗҫ сиксе тухасран хӑранӑ пек, ун тӗлне ҫирӗппӗн пусса. — Марья Васильевнӑна пӳрнемпе хисеплесе Мария ҫӗрӗ е мӗн те пулин ҫавӑн пекрех ят. Халӗ ӗнтӗ ларӑр-ха, пурне те ӑнлантарса парам!..

Ӑҫтан ҫывӑратӑн-ха ҫакӑн пек кун! Эпӗ шыв ӗҫе-ӗҫе карттӑ ҫине пӑхрӑм. Столовӑйра Энск хулине ӳкернӗ картинӑсем пур. Эпӗ вӗсене, Саня картинисем иккенне пӗлмесӗрех, Саня живопиҫе вӗреннине, Художество академине кӗме хатӗрленнине пӗлмесӗрех чылайччен сӑнаса тӑтӑм. Эпӗ каллех карттӑна пӑхрӑм. Ҫав утравсене Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ тесе халӗрех кӑна ят панине те аса илтӗм эпӗ. Вилькицкий вӗсене «Иккӗмӗш Николай Ҫӗрӗ» тесе ят хунӑ пулнӑ.

Катьӑн мӗскӗн ашшӗ! Вӑл тӗлӗнмелле телейсӗр ҫын пулнӑ. Географин нихӑш картти ҫинче те ун ҫинчен асӑннӑ вырӑн ҫук, тӗнчере вӑл мӗн тунине те никам та пӗлмест.

Ӑна хӗрхеннипе, тӗлӗннипе эпӗ шӑнса кайрӑм. Эпӗ вырӑн ҫине выртрӑм, выртмасӑр — ара 6 сехет те ҫитнӗ ӗнтӗ, урамра такам тата шӑпӑрӗпе чӑштӑртаттарать. Анчах та эпӗ ҫывӑрса кайма пултараймарӑм. Капитан ҫырӑвӗнчи сӑмахсем мана пӗрре те канӑҫ памарӗҫ, Даша инке сассине те илтнӗ пек, вӑл ҫак ҫырӑва куҫлӑх витӗр пӑхса, ассӑн сывласа, такӑна-такӑна вуланине те курнӑ пек пултӑм эпӗ. Юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем, ҫунана кӳлӗннӗ йытӑсем, тир атӑ, лапсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ улӑп пек пысӑк ҫынна ӳкерсе хунӑ пек курӑнакан сӑнсем каллех манӑн куҫ умне тухса тӑчӗҫ. «Ҫаксем пурте манпа хампа пулсанччӗ» шухӑшларӑм эпӗ. Ҫав карап ҫинче, вилӗме хирӗҫ пӑрсемпе пӗрле ерипен шӑвакан карап ҫинче унӑн капитанӗ, хӑйӗн мӑшӑрӗ патне вӗҫленмен ҫыру ҫыракан, ҫырса пӗтереймен капитан пуласчӗ манӑн. «Эпӗ ӑна сан ятна патӑм…»

Мӗнле вӗҫленнӗ-ши ҫак фраза?.. Сасартӑк ман пуҫӑмра темле шухӑш ерипен шуса иртрӗ, эпӗ вара ухмаха ересрен хӑраса тӑрса лартӑм. Ухмаха ересрен, тетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак сӑмахсене аса илтӗм:

«…Санӑн «Монготимо Хурчка Чӗрни». Ҫакӑн пек калаттӑнччӗ эсӗ мана. Тур ҫырлах, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ унтанпа! Тӗрӗссипе каласан, ӳпкелешместӗп!» — мӑкӑртата-мӑкӑртата, такӑна-такӑна малалла аса илтӗм эпӗ. Акӑ тата тепӗр сӑмах, тата тепре — ыттисене маннӑ, астӑваймастӑп.

«Эпӗ ӳпкелешместӗп. Курнӑҫӑпӑр-ха эпир. Вара пурте йӗркеллех пулӗ. Анчах та пӗртен-пӗр шухӑш, пӗртен-пӗр шухӑш ҫеҫ касать манӑн чӗрене»…

Эпӗ сиксе тӑтӑм, лампӑна ҫутса ятӑм, кӑранташсемпе карттӑсем хунӑ сӗтел патнелле ыткӑнтӑм.

«Пурте урӑхла пулма пултарнӑ», — ҫырса хутӑм эпӗ карттӑ ҫине, — пурте урӑхла пулма пултарнӑ тесе шухӑшлама та йывӑр. Пире ӑнӑҫсӑрлӑх йӗрлет, малтанхи ӑнӑҫсӑрлӑх вӑл — эпӗ экспедици валли япаласем хатӗрлеме Николая хушни. Эпир ӗнте ҫак йӑнӑша пула сехетсерен, минутсерен типшар тӳсетпӗр».

— Николая-ши? Тӗрӗсех-ши? Ҫапла, Николая!

Эпӗ чарӑнса тӑтӑм, мӗншӗн тесен нимӗнех те астума пултараймарӑм, унтан вара каллех, кӑна эпӗ лайӑхах астурӑм, Скачков матрос ҫинчен аса илтӗм. Вӑл пӑр ҫурӑкӗ хушшине ӳксе саланса кайнӑ, вилсе выртнӑ. Анчах та ку вӑл ҫырӑвӗн содержанийӗ ҫеҫ, тексчӗ мар, ҫыруран эпӗ халӗ, хӑшпӗр татӑк-кӗсӗк сӑмахсенчен пуҫне нимӗнех те астума пултараймастӑп.

Ҫапах ҫывраймарӑм эпӗ. Судья саккӑрмӗш сехетре вӑранчӗ, мана аялти кӗпе вӗҫҫӗн ҫурҫӗр картти умӗнче ларнине курсан вара вӑл хӑрасах ӳкрӗ. Эпӗ ҫав карттӑ тӑрӑх ӗнтӗ «Св. Мария» шхуна мӗншӗн пӗтнин сӑлтавне тӗпӗ-йӗрӗпех вуласа илтӗм. Ҫакӑ вӑл, тӗрӗссипе, Татаринов капитана хӑйне те, таврӑннӑ пулсан, тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ…

Эпир малтанах-ха хула музейне каясси пирки калаҫса татӑлнӑччӗ. Саня пире ҫак музее (унпа Энск ҫыннисем те мухтанаҫҫӗ) кӑтартма пулнӑччӗ. Вӑл Паганкинсен палатинче, купцасен авалхи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ҫак ҫурта ылтӑн тултарнӑ, подвалӗнче вара Паганкин купцана хӑйне пӑчлантарса вӗлернӗ, ҫав сакайне кӗрекен ҫынна вӑл пӑвса пӑрахать тесе каласа панӑччӗ мана Петя Сковородников. Чӑнах та, подвал алӑкне хупнӑччӗ, ун ҫине, пӗр вуниккӗмӗш ӗмӗрти пысӑк ҫӑраҫҫи ҫакса янӑччӗ. Анчах та ун вырӑнне кантӑксене уҫнӑччӗ, вӗсем витӗр лавҫӑсем подвала вут-шанкӑ пӑрахатчӗҫ.

Виҫҫӗмӗш этажра Саня учителӗн, Тува художникӗн картинисем пур иккен. Саня вара пире чи малтанах ҫав картинӑсене курма илсе кайрӗ. Художник хӑй те пӗчӗкскер, бархат толстовка тӑхӑннӑскер, унтах, картинисем патӗнчехчӗ. Хуп-хура ҫӳҫӗ унӑн ҫав тери илемлӗччӗ, тӗл-тӗл шуралнӑ пӗрчӗсем те ҫуталса тӑратчӗҫ. Картинисем унӑн начарах марччӗ, кичемрехчӗ ҫеҫ, — пӗр вӗҫӗмрен Энск, Энск, ҫӗрлехи, каҫхи, уйӑх ҫуттинче те, хӗвел питӗнче те, ӗлӗкхи те, хальхи те. Тӗрӗссипе каласан, эпир вӗсене намӑса пӗлмесӗрех мухтарӑмӑр. Туви ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ ҫав, Саня ун ҫине юратса пӑрахнӑ пекех пӑхрӗ!

Вӑл пирӗн, Катьӑпа иксӗмӗрӗн, калаҫмалли сӑмахсем пуррине сиссе илчӗ-тӗр, ахӑр, сасартӑк каҫару ыйтрӗ те пӗр пӗчӗк сӑлтав тупсах выставкӑра юлчӗ. Эпир аялта, тимӗр кольчуга тӑхӑннӑ рыцарьсем патне, пысӑк зала антӑмӑр.

Паллах ӗнтӗ, эпӗ хамӑн ӗнер каҫхи шухӑшӑмсем ҫинчен Катьӑна каласа памасӑр тӳсме пултараймастӑп. Анчах мӗнле пуҫласа ярас-ха? Вӑл хӑех пуҫларӗ.

— Саня, — терӗ вӑл, Кораблева аса илтерекен Стефан Баторий вӑхӑтӗнчи ҫар ҫынни патне пырса чарӑнсан, — «ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна» тесе кам ҫинчен ҫырнӑ пирки эпӗ шухӑшласа пӑхрӑм.

— Вара?

— Ун пирки мар пулӗ, терӗм.

Эпир чӗнмерӗмӗр. Вӑл ҫар ҫынни ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ.

— Ҫук, ун пиркиех, — хирӗҫлерӗм эпӗ салхуллӑн. — Санӑн аҫу Ҫурҫӗр Ҫӗрне уҫнӑ. Вилькицкий мар, санӑн аҫу. Эпӗ ӑна тӗпчесе пӗлтӗм.

Анчах та ку хыпар, темиҫе ҫултан пӗтӗм тӗнчери географсене тӗлӗнтермеллискер, Катьӑна нимӗн чухлӗ те хумхатмарӗ.

— Ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? — терӗ вӑл йывӑррӑн кӑна, — чӑнах та вӑл иккенне… Николай Антоныч иккенне? Унта вӗт, ҫыру ҫинче, ним те паллӑ мар пулас?

— Паллине темӗн чухлех тупма пулать ӑна. — Эпӗ хам ҫиленме пуҫланине туйса илтӗм. — Чи малтанах йытӑсем пирки. Кам экспедици валли чаплӑ йытӑсем туянтӑм тесе пин хутчен мухтанчӗ? Иккӗмӗш…

Саня ҫитрӗ те эпир калаҫма чарӑнтӑмӑр, нимӗн ӑнланмасӑрах «Авалхи князьсен пурнӑҫӗ», «Энск кӗпӗрнинчи хресченсен капитализм вӑхӑтӗнчи хура пӳрчӗ» ятлӑ картинӑсем ҫине пӑхрӑмӑр. Саня темскер ӑнлантарчӗ пире, эпир итлеймерӗмӗр. Катя пушшех итлемерӗ, вӑл пӗр-вӗҫӗмрен ман ҫине пӑхрӗ, куҫӗсемпе манран: «Эсӗ ӑна ху тӗплӗн пӗлетӗн-и-ха?» тесе ыйтнӑ пекех туйӑнчӗ. Эпӗ вара пӗр сӑмахсӑр-мӗнсӗрех: «Тӗпӗ-йӗрепе пӗлетеп», терӗм.

Саня сывпуллашса тухса кайрӗ, эпир Энск хули музейӗнче чылайччен ҫӳрерӗмӗр.

— Иккӗмӗшӗ терӗн-и?

— Иккӗмӗш, иртнӗ каҫ эпӗ ҫав ҫырӑвӑн ытти йӗркисене аса илтӗм… Акӑ вӑл.

Эпӗ ҫав йӗркесене «Монготимо Хурчка Чӗрнерен» пуҫласа, татса сӑвӑ каланӑ пекех янраттарса вуласа патӑм. Катя мана куҫӗсене чарсах, статуя пек хытса кайса итлесе тӑчӗ. Сасартӑк унан куҫӗсенче темле сивӗ вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ, эпӗ вара вӑл мана ӗненмест пулӗ тесе шутларӑм.

— Эсӗ мана ӗненместӗн-и?

Вӑл тӗксӗмленчӗ, унтан шӑппӑн кӑна:
— Ӗненетӗп, — тесе хучӗ.

Урӑхран эпир ку ӗҫ пирки калаҫмарӑмӑр. Эпӗ «Монготимо Хурчка Чӗрне» текен вырӑн ӑҫтан иккенне астӑваймастӑн-и эсӗ? — тесе ҫеҫ ыйтрӑм. Вӑл: «Астӑваймастӑп, Густав Эмартан пулас», терӗ. Унтан: «Эх, аннешӗн ку хӑрушӑ япала», тесе хушса хучӗ.

— Ку вӑл эсӗ шухӑшланинчен те йывӑртарах япала, — пӗлтерчӗ вӑл чӑн-чӑн ҫул ҫитнӗ хӗр пекех салхуллӑн. Анне ахаль те йывӑрпа пурӑнать. Малалла мӗн пуласси ҫинчен вара калама та кирлӗ мар! Николай Антоныч…

Катя калаҫма чарӑнчӗ. Унтан вӑл мана тата ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерчӗ. Ку вӑл ҫӗнӗ япала тупнӑ пекех, тӗрӗссипе каласан, Татаринов капитан уҫнӑ Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинчен калакан хыпар пекех кӗтмен хыпар. Николай Антоныч Марья Васильевнӑна нумай ҫул хушши юратса пурӑнать иккен! Иртнӗ ҫул вӑл чирлесен, Николай Антоныч тумтирне те хывма пӑрахнӑ, нянька кирлӗ мар ҫӗртенех нянька тытнӑ. Чиртен чӗрӗлсен вӑл Марья Васильевнӑна хӑех Сочине илсе кайнӑ, санаторинчинчен икӗ хут ытларах тӳлесе «Ривьера» ятлӑ гостиницӑна вырнаҫтарнӑ. Нина Капитоновна каларӗшле, — «Ухмаха ернӗ». Ҫуркунне вӑл Ленинграда кайса Марья Васильевна валли ҫав тери хаклӑ йышши жакетка, ҫунатлӑ ҫанӑлӑскерне, илсе килнӗ. Марья Васильевна таврӑнмасӑр вӑл нихҫан та ҫывӑрма выртмасть. Вӑл ӑна, ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӗренме йывӑр килет тесе, университетра вӗренме пӑрахтарнӑ. Анчах та чи тӗлӗнмелле историйӗ кӑҫал хӗлле пулнӑ. Пӗррехинче Марья Васильевна ӑна: «Ман сана курас килмест», тенӗ. Вӑл ҫухалнӑ. Вӑл хӑй ҫинче мӗн пур, ҫавӑнпа тухса кайнӑ та 10 кун хушши таврӑнман. Вӑл ӑҫта пурӑнни те паллӑ пулман — номерсенче курӑнать. Унтан Нина Капитоновна ун хутне кӗнӗ. Вӑл: «Ку вӑл темӗнле инквизици», тесе хӑех ӑна киле илсе килнӗ. Анчах та Марья Васильевна унпа тата тепӗр уйӑх калаҫман…

Николай Антоныч юратнипе тӑнран тухать иккен — тӗлӗнмелле япала ку! Кӳпчек алӑллӑ, ылтӑн шӑллӑ ват супнӑ Николай Антоныч! Анчах та эпӗ, Катьӑна итленӗ май, ҫак асаплӑ, йывӑр тапхӑрсене пурпӗрех куҫ умне ӳкертӗм. Ҫав нумай ҫулсем хушши Марья Васильевна мӗнле пуранса ирттерни те манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Вӑл вӗт тӗлӗнмелле илемлӗ хӗрарӑм пулнӑ, ҫитменнине тата ҫирӗм ҫултах упӑшкинчен тӑрса юлнӑ. «Ни тӑлӑх, ни арсӑр арӑм та мар!» Эпӗ Николай Антоныч вӑрах ҫулсем хушши ӑна юратнине куҫ умне ӳкертӗм. Вӑл ӗнтӗ тӳснӗ, тархасланӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл ӗнтӗ ӑна, пӗр ӑна ҫеҫ мар, унӑн упӑшкине те пӗр хӑй ҫеҫ ӑнланма пултарнине, юратни ҫинчен ӗнентерме пултарнӑ. Ку ҫыру тӗлӗнмелле хӑрушӑ япала. Ӑна Саня пӳлӗмӗнче, этажерка ҫинче «Патша-Чанпа» «Дон Казакӗ Кавказра тем те пӗр курса ҫӳрени» ятлӑ кӗнекесем хушшинче хӑварсан лайӑхрах пулмӗ-ши?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех