Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.07 23:12

Пуплевӗш: 116; Сӑмах: 1314

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Мӗн вӑл примус

Эпӗ нихҫан та урана вута чикни калама ҫук ырӑ тесе шутламан. Анчах та ку вӑл чӑн-чӑн, нимӗнпе танлаштармалла мар телей иккен! Эсир хӑвӑр ӳт-тир тӑрӑх ӑшӑ ҫӗкленнине, ҫӳлтен ҫӳлелле хӑпарнине туятпӑр, унтан вара пӗр сас-чӗвӗсӗр-мӗнсӗр ерипен-ерипен чӗре ӑшӑнма пуҫлать.

Урӑх эпӗ нимӗн те туймарӑм, нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм. Тухтӑр манӑн ҫурӑм хыҫӗнче темскер мӑкӑртатса тӑчӗ, анчах та эпӗ итлемерӗм ӑна, вӑл мана урана сӗрме спирт сӗнет, суратӑп эпӗ унӑн спирчӗ ҫине.

Тундра хӑвин, ярӑн, тӗтӗмӗ чӗрӗ хыр тӗтӗмне аса илтерекенскер, кӑвайтӑ ҫинче йӑсӑрланса тӑрать, анчах та кирлех мана вӑл тӗтӗм — маншӑн ӑшӑ пултӑр. Мана ӑшӑ — кӑна ӗненес те килмест!

Ненецсем вут йӗри-тавра урисене хуҫлатса пирӗн ҫине пӑхса лараҫҫӗ. Вӗсем шухӑша кайнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Тухтӑр ненецла вӗсене темскер ӑнлантарса парать. Вӗсем ана тимлӗн итлеҫҫӗ, ӑнланнӑ пек пулса, пуҫӗсене пӗшкӗрте-пӗшкӗрте илеҫҫӗ. Каярахпа вӗсем нимӗнех те ӑнланманни палӑрчӗ, тухтӑр вара тарӑхса алӑ сулчӗ те суранланнӑ ҫынна, ӑна пулӑшма каякан самолета аллисемпе туса кӑтартма тытӑнчӗ. Ку вӑл, эпӗ тата тепӗр минут тӗлӗрмесӗр тӳснӗ пулсан, ҫав тери кулӑшла пулатчӗ. Пӗрре вӑл хырӑмне аллипе тытса, выртса кӑтартать, тепре аллисене сарса ярса малалла тапса сикет. Сасартӑк вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Питӗ ырӑ! Вӗсем пурне те пӗлеҫҫӗ, — терӗ вӑл, тӗлӗнсе кайса. Вӗсем Ледков ӑҫтан суранланнине те пӗлеҫҫӗ. Ӑна вӗлерме тапӑннӑ иккен. Ӑна пӑшалпа пенӗ.

Вӑл каллех ненецла калаҫма тытӑнчӗ, эпӗ вара ыйхӑ тӗлӗшпе, Ледкова кам пенине ненецсем пӗлмеҫҫӗ-и тесе ыйтнине ӑнланса илтӗм.

— Пенӗ ҫынни — килне кайнӑ. Шухӑшлама кайнӑ. Пӗр кун шухӑшлать, ик кун шухӑшлать. Пурӗпӗрех калле таврӑнать.

Халӗ ӗнтӗ ҫывӑрмасӑр тӳсме ҫук. Сасартӑк манӑн умран пурте юха-юха иртрӗҫ, савӑннипе мана темле кулӑшла пулса кайрӗ, акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫывӑратӑп…

Эпӗ ҫывӑрса тӑнӑ ҫӗре тул ҫутӑлнӑ, пӗр тирне сирсе пӑрахнӑ, таҫта куҫа йӑмӑхтаракан виҫкӗтеслӗхре тухтӑр тӑрать, ненецсем ун йӗри-тавра чӗркуҫленсе ларнӑ. Инҫетре самолет курӑнать, ҫаксем пурте темле палланӑ фильмри кинокадра аса илтереҫҫӗ, ҫакӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, вӗлтлетсе куҫран ҫухалӗ тесе, хӑраса ӳкрӗм. Анчах та ку вӑл кадр мар. Ку вӑл тухтӑр ненецсенчен Ванокӑн ӑҫтине ыйтса тӑрать.

— Ҫавӑнта-и? — кӑшкӑрать вӑл тарӑхса, хӑй аллине кӑнтӑралла тӑсать.

— Ҫавӑнта, ҫавӑнта, — килӗшеҫҫӗ ненецсем.

— Ҫавӑнта-и? — тухӑҫалла кӑтартать вӑл.

— Ҫавӑнта.

Ненецсем пурте пӗр харӑсах кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле кӑтартма пуҫларӗҫ, тухтӑр Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан хӗррин пысӑк-пысӑк карттине юр ҫине ӳкерсе кӑтартрӗ. Анчах та ку та ӗҫе малалла яма сахал пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен ненецсем географи карттине искусство произведенийӗ вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, ҫап-ҫамрӑкскер, карттӑпа юнашарах пӑлан кӗлеткине ӳкерсе, вӑл хӑйне те ӳкерчӗксем тума пӗлнине кӑтартасшӑн пулчӗ курӑнать.

Пуринчен малтан пирӗн самолета юр айӗнчен кӑлармалла. Ненецсем пулӑшас мар-тӑк, ҫак ӗҫе эпир хамӑра кӑна нихҫан та вӗҫне ҫитереймен пулӑттӑмӑр. Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ кун пек юра, пӗрре те юр пек марскерне, нихҫан та курман! Эпир ӑна пуртӑсемпе, кӗреҫесемпе кататпӑр, ҫӗҫӗсемпе касатпӑр. Акӑ юлашки юр кирпӗчне касса кӑлартӑмӑр, аяккалла ывӑтрӑмӑр. Ҫурҫӗрти летчиксене канаш панӑ ҫирӗплетмелли хатӗре сӳтсе пӑрахрӑмӑр. Мӗн пур пек хурансенче, чейниксенче, мотора хута яма тесе, шыв вӗрет. Ҫамрӑк ненец, паҫӑр пӑлан ӳкернӗскер, халӗ пире Ванокана ҫитмелли ҫул кӑтартма пирӗн штурман пулнӑскер, хӑйӗн арӑмӗпе сывпуллашать, арӑмӗн куҫӗсем те шывланнӑ. Ку вӑл пирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнать, мӗншӗн тесен арӑмӗ пӑлан тирӗнчен тунӑ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫивӗт вӗҫне тӗрлӗ пустав хӑюсем ҫакса тултарнипе ҫеҫ ӑна арҫынсенчен уйӑрса илетӗн. Мӑнтӑркка пӗлӗтсен хушшинчен хӗвел те тухрӗ акӑ — ку вӑл ыра ҫанталӑка систерет, — эпӗ вара такамӑн куҫне эмел ярса тӑракан тухтӑра тапранма вӑхӑт ҫитни ҫинчен пӗлтертӗм. Ҫак самантра ман пата Лури пырса ҫитрӗ: — вӗҫме пултараймастпӑр, — терӗ вӑл.

Анса ларма тӑрсан чума айккине пӑрӑнса кайнӑ чухне шасси распорки ваннӑ пулнӑ. Шассине юр ӑшӗнчен ненецсем кӑларнӑ — акӑ мӗншӗн эпир Лурипе иксӗмӗр ҫакна маларах асӑрхайман.

Эпир Заполярьенчен вӗҫсе тухни тӑватӑ талӑк иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Паллах, пире шыраҫҫӗ, ҫил-тӑман палӑртнӑ трассӑран аяккалла илсе кайрӗ пулин те, пире пурпӗрех тупаҫҫӗ. Пире тупаҫҫӗ — анчах та кам пӗлет? Ванокана вӗҫме эпир кая юлтӑмӑр та-и тен? Е виле илме ҫеҫ каймалла пулӗ?

Ку вӑл манӑн ҫурҫӗрти чи малтанхи хут «тӗне кӗни». Эпӗ сасартӑк ним тӑваймасӑрах, пушӑ алӑпах киле таврӑнмалла пуласран хӑраса ӳкрӗм. Е мана тундрӑра, мӗскӗне тӑрса юлнӑ йытӑ ҫури пекскерне, пӗр шанчӑксӑр-мӗнсӗр самолет патӗнче тупӗҫ. Ку вара пуринчен те хӑрушӑраххи. Мӗн тумалла?

Эпӗ тухтӑра хам пата чӗнсе илтӗм те ненецсене пӗр ҫӗре пуҫтарма хушрӑм…

Ку вӑл, — чумри ҫунакан вут умӗнчи, тӗрӗссипе каласан, тӗтӗм ӑшӗнчи — тӗтӗмӗ вара пирӗн пуҫ тӑрринчи ҫаврака шӑтӑкран тухса тӑрать — манӑҫми лару пулчӗ. Мӗнле майпа чума ҫакӑн чухлӗ халӑх шӑнӑҫма пултарать-ха, кӑна вара ниепле те ӑнланма ҫук! Пирӗн ятпа пӑлан пусрӗҫ, ненецсем ӑна чӗрӗллех, аллисемпе турттарса карӑнтарнӑ аш татӑкӗсене хӑйсен тути патӗнчех ҫӗҫӗпе меллӗн каса-каса ҫирӗҫ. Мӗнле кӑна сӑмси вӗҫӗсене ҫӗҫӗпе касса илмеҫҫӗ-тӗр вӗсем!

Эпӗ йӗрӗнсе-туса тӑракан ҫын мар, анчах та вӗсем ҫав аш татӑкӗсене юн чашки ҫине пуҫа-пуҫа кӑларнине, чӑмласа ҫӑтса янине пӑхса ларасах килмерӗ манӑн…

— Начар, — ҫапла пуҫласа ятӑм эпӗ хамӑн сӑмаха, — эпир суранланнӑ ҫынна, ырӑ ятлӑ ҫынна пулӑшма тухрӑмӑр, анчах та акӑ халӗ тӑватӑ талӑк кунта сирӗн патӑрта ларатпӑр, ӑна ниепле те пулӑшма пултараймастпӑр. Иван Иваныч, куҫарса парӑр!

Тухтӑр куҫарса пачӗ.

— Анчах та кунтан та начартараххи вӑл — ҫав тери нумай вӑхӑт иртсе кайни, эпир пур ҫаплах-ха Ваноканран — инҫетре. Те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑралла, те тухӑҫалла, те анӑҫалла вӗҫмелле пирӗн, хамӑр ӑҫталла вӗҫмеллине те тӗплӗн пӗлейместпӗр эпир.

Тухтӑр куҫарса пачӗ.

— Анчах кунтан та начартараххи вӑл — пирӗн самолет ҫӗмӗрӗлни. Вӑл ҫӗмӗрӗлчӗ, эпир ӑна эсир пулӑшмасӑр юсама пултараймастпӑр.

Ненецсем пурте пӗр харӑс шавлама пуҫларӗҫ, анчах та тухтӑр аллине ҫӗклерӗ те вӗсем чарӑнчӗҫ. Вӗсем тухтӑра хисепӗ ҫук кӑмӑлланнине эпӗ кӑнтӑрлах асӑрханӑччӗ-ха.

— Эсир пулман-тӑк — пире ҫав тери начар пулатчӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — эсир пулас мар-тӑк — эпир шӑнса вилеттӗмӗр, эсир пулас мар-тӑк хамӑр самолета хупласа хунӑ юртан хӑтӑлаймастӑмӑр эпир. Иван Иваныч, куҫарса парӑр!

Тухтӑр куҫарса пачӗ.

— Акӑ тата тепӗр ыйту. Пире йывӑҫ татӑкӗ кирлӗ. Пире пысӑкрах мар, анчах та ҫав тери ҫирӗп йывӑҫ татӑкӗ, пӗр метрлӑ йывӑҫ татӑкӗ кирлӗ. Вара эпир самолета юсама, хамӑр юратнӑ ыр ятлӑ ҫын патне вӗҫсе кайма, ӑна пулӑшу пама та пултаратпӑр.

Эпӗ пуҫра ненецларан вырӑсла куҫарнӑ пек калаҫма тӑрӑшрӑм.

— Паллах ӗнтӗ, йывӑҫ тени сайра тӗл пулакан хаклӑ япала. Кӑна эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Эпӗ сире ҫав пӗр метрлӑ ҫирӗп йывӑҫ татӑкӗшӗн ҫав тери нумай укҫа панӑ пулӑттӑм. Анчах манӑн укҫам ҫук. Ун вырӑнне эпӗ сире примус пама пултаратӑп.

Лури — кун пирки эпир малтанах калаҫса татӑлнӑччӗ — малица айӗнчен примус туртса кӑларчӗ, аллипе ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

— Паллах ӗнтӗ, эсир примус мӗн иккенне пӗлетӗр. Вӑл — шыв вӗретекен, аш-какай пӗҫерекен машина. Вут чӗртсе ярас тесен, мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Ҫур сехет. Примуса эсир пӗр минутрах чӗртсе яма пултаратӑр. Примуспа кукӑль пӗҫерме те пулать, тӗрӗссипе каласан, ку вӑл тӗлӗнмелле чаплӑ япала, хуҫалӑхра ҫав тери кирлӗ япала.

Лури краҫҫын лӑкаса кӑларчӗ, шӑрпӑк чӗртсе тытрӗ, ҫулӑм сасартӑк маччана ҫитичченех ҫӗкленсе кайрӗ. Анчах та ӑҫти ҫук примус, юри кутӑна пенӗ пекех, ҫунасшӑн пулмарӗ, пирӗн вара ирӗксӗрех примуса часах чӗртсе яма кирлӗ мар пек кӑтартма тӳрӗ килчӗ. Анчах кӑна тума ҫӑмӑлах мар-мӗн, мӗншӗн тесен эпӗ халь ҫеҫ-ха ӑна чӗртсе ярасси питӗ ансат тесе каларӑм.

— Пире эсир метрлӑ ҫирӗп йывӑҫ татӑкӗ парнелӗр, эпир ун вырӑнне сире примус парӑпӑр.

Ҫакӑн пек пӗчӗк парнешӗн ненецсем кӑмӑлсӑр пуласран кӑштах хӑрарӑм та эпӗ, анчах та вӗсем кӑмӑлсӑр пулмарӗҫ. Вӗсем пӗр сӑмах хушмасӑр примус ҫине пӑхса ларчӗҫ. Лури пӗр вӗҫӗмренех ӑна лӑкаса тӑчӗ, горелка хӗрсе кайрӗ, хӗрлӗ хӗлхемсем ун тӑрӑх чупа-чупа иртрӗҫ. Тӳррипе калатӑп, ҫак самантра, инҫетри тундрӑра, тӗксӗм кӗтесре, ненецсен чумӗнче, вӑл маншӑн хамшӑн та пӗр самантлӑха, ҫунса шавласа тӑракан, чӗрӗ япала пек, тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнса кайрӗ! Никам та калаҫмарӗ, пурте ун ҫине кӑмӑлласа пӑхрӗҫ.

Унтан ҫӑварне вӑрӑм-вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм хыпнӑ старик, пуҫне хӗрарӑм тутӑрӗ ҫыхнӑскер — тутӑрӗ ӑна хӑйне ыттисенчен аслӑраха хума нимӗн чухлӗ те кансӗрлемерӗ — ура ҫине сиксе тӑчӗ, ненецла калаҫма пуҫларӗ, маншӑн вӑл ҫав тери вӑрӑм пуплев каланӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл тухтӑр еннелле пӑхса, мана ответ пачӗ. Иван Иваныч унӑн сӑмахне ҫапла куҫарса пачӗ:

— Тӗтӗмпе кӗрешмелли виҫӗ май пур: ҫил вӗрекен енчен тӗтӗм тухмалли шӑтӑка питӗрсе хумалла, ун чухне тӗтӗм ытларах туртать. Алӑк вырӑнӗнчи тире, нюка, ҫӗклеме пулать. Алӑк тӑрринчен тӗтӗм тухмалли тепӗр шӑтӑк тума та пулать. Анчах та хӑнасене йышӑнмалли пирен пӗр май ҫеҫ пур; хӑна пиртен мӗн ыйтать, эпир ӑна ҫавна памалла. Халӗ эпир пӑлан ҫиетпӗр те выртса ҫывратпӑр. Унтан эпир сан патна хамӑр чумри пур пек йывӑҫа веҫех ҫӗклесе килӗпӗр. Ку чаплӑ примус пирки калас пулсан вара, эсӗ унпа хӑв мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна тума пултаратӑн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех