Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.04 21:10

Пуплевӗш: 247; Сӑмах: 1826

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Тахҫанхи юлташ

Шкулта манӑн педагогсем патӗнчи сӑмахсем ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ ним тума та вӑхӑт тупаймарӑм. Эпӗ хама герой вырӑнне шутланӑ тени пурпӗрех ытлашши пулнӑ пулӗччӗ. Анчах ҫапах та юнашарти классенче вӗренекен хӗрачасем мана курма киле-киле каятчӗҫ, хытӑ кӑшкӑрсах манӑн сӑн-питӗмпе пӗвӗм-ҫийӗм ҫинчен калаҫатчӗҫ. Хамӑн пурнӑҫӑмра мана чи малтанхи хут пӗчӗкҫӗ пулнишӗн те каҫарчӗҫ. Эпӗ кӑштах Чарли Чаплин пек те иккен. Таня Величко, шкулта ӑна пурте кӑмӑллатчӗҫ, ман пата пычӗ те вӑл хӑй каникул вӑхӑтӗнче пӗр вӗҫӗмрен мана хирӗҫ туха-туха калаҫни ҫинчен пӗлтерчӗ. Халӗ вӑл эпӗ Ромашова тӗрӗс янахланӑ тесе шутлать иккен.

— Анчах та санӑн малтан вӑл обществӑна юрӑхсӑр ҫын иккенне тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла пулнӑ, — терӗ вӑл. Пӗр сӑмахпа каласан, лӑп та шӑп хамӑн чапӑм кӗрлесе тӑнӑ вӑхӑтра, комсомол ячейки юлашки ҫирӗп выговор парса хӑварни мана кӑмӑлсӑр турӗ, тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Педагогсен канашлӑвӗ, Николай Антоныч чирленине пула, пухӑнмарӗ. Анчах та Кораблев мана: «Сана урӑх шкула куҫарма пултараҫҫӗ», терӗ. Ку ӗнтӗ савӑнмалли хыпарах мар, ҫитменнине тата тӗрӗс те мар! Ячейка постановленийӗпе килӗшетӗп эпӗ. Анчах та мана урӑх шкула куҫарма! Мӗншӗн? Эпӗ Ромашов сутӑнчӑк ҫын иккенне кӑтартса панӑшӑн-и? Эпӗ Николай Антоныч ӑна хӳтӗленине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑшӑн-и? Тепӗр кунхине каҫалапа ҫакӑн пек шухӑшласа лартӑм ӗнтӗ эпӗ библиотекӑра. Ҫак вӑхӑтра алӑк патӗнче тахӑшӗ хыттӑн пӑшӑлтатса:
— Хӑшӗ? — тесе ыйтрӗ.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, вӑрӑм кӑна каччӑ алӑк патӗнче хам ҫинелле пӑхса тӑнине асӑрхарӑм эпӗ. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсем ҫӳҫӗсене кӑларса яма юратаҫҫӗ, анчах та ку каччӑн ҫӳҫӗ географи учебникӗ ҫинчи авалхи тискер ҫыннӑнни пекех килӗшӳсӗрччӗ. Тӗлӗнмелле, мӗнле-ха эпӗ тӳрех ҫакӑн ҫинчен шутланӑ? Хам умра, хамӑрӑн библиотека алӑкӗ патӗнче, Петька — Петька Сковородников, хам ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхса тӑнине те тавҫӑрса илме пултарайман. Эпӗ тенкелсене йӑвантара-йӑвантара ун патнелле ыткӑнтӑм.

— Петя!

Эпир пӗр-пӗрне алӑ тытрӑмӑр, унтан пӑртак шухӑшласан, ыталаса илтӗмӗр.

— Петя, мӗнле эсӗ, ырӑ-сывах-и? Мӗнле-ха эпир санпа пӗртте курнӑҫайман!

— Эсӗ айӑплӑ, ухмах йытӑ, — терӗ Петька. — Эпӗ сана тӗнче тавра шыраса ҫаврӑнтӑм. Эсӗ акӑ ӑҫта йӑва ҫавӑрнӑ!

Вӑл каснӑ-лартнӑ эпӗ Санькӑра курнӑ хӑйӗн карточки ҫинчи пекехчӗ. Анчах та вӑл карточки ҫинче ҫӳҫесене тураса якатнӑ пулнӑ. Мӗн тери савӑнмарӑм-ши эпӗ! Хамӑн тӑван шӑллӑма тӗл пулнӑ пекех эпӗ нимӗн чухлӗ те ютшӑнса тӑмарӑм.

— Петька! Мур илесшӗ, килни аван-ха вӑл! Сана валли манра ҫырусем те пур! Акӑ!

Эпӗ ӑна ҫырусем тыттартӑм.

— Мӗнле-тупрӑн-ха эсӗ мана? Энскран ҫырса пӗлтерчӗҫ-и?

— Ара! Эпӗ сана иккӗмӗш кун кӗтетӗп. Ку, мурӗ, килмест пулӗ тетӗп. Ваттисем мӗнле пурӑнаҫҫӗ?

— Ваттисем лайӑх пурӑнаҫҫӗ, — терӗм эпӗ.

Вӑл кулса ячӗ.

— Эпӗ сана Туркестанта пурӑнать тесе шутланӑччӗ. Мӗнле капла эсӗ? Ҫитеймерӗн курӑнать.

— Эсӗ мӗнле?

— Эпӗ пултӑм унта, — терӗ Петька, — юратмарӑм. Пӗлетӗн-и, шӑрӑх, вӗҫӗмрен шыв ӗҫес килет унта, тӗрмене лартрӗҫ тата. Тунсӑхласа ҫитрӗм, те эпӗ калле таврӑнтӑм. Эсӗ вилеттӗнчӗ унта.

Эпе ӑна ҫывӑрмалли пӳлӗме ертсе кӗтӗм, анчах та пире ачасем сырса илчӗҫ, шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗҫ. Сасартӑк эпӗ хамӑр шкулта калаҫмалли вырӑн ҫуккине туйса илтӗм.

— Атя урама тухатпӑр, — чӗнчӗ Петька. — Ҫанталӑк ырӑ чух мӗншӗн урамра ҫӳрес мар? Е ман пата каяр?

— Эсӗ пӗчченех пурӑнатӑн-и?

Вӑл икӗ пӳрнине тӑсса кӑтартрӗ.

— Авлантӑн-и, элле?

Вӑл мана чӑмӑрӗпе юнарӗ.

— Юлташпа.

Ҫул ҫине валли эпир Энск кукӑлӗсене, темӗн пысӑккӑшскерсене, илсе тухрӑмӑр, тумтирсене тӑхӑнтӑмӑр та пусма тӑрӑх ҫие-ҫие калаҫса антӑмӑр. Ҫакӑнта ӗнтӗ тӗлӗнмелле тӗлпулу пулчӗ.

Пӗрремӗш этажри площадка ҫинче, географи кабинече умӗнче, кӗрӗк тӑхӑннӑ хӗрарӑм тӑра парать. Ҫухи унӑн пакша тирӗнчен. Вӑл карлӑк урлӑ уртӑнса аялалла пӑхса тӑрать. Малтанах маншӑн вӑл аялалла сикме хатӗрленнӗ пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл куҫне хупнӑ та карлӑк ҫинче сулкаланса тӑрать. Анчах та эпир ӑна хӑратса ятӑмӑр пулас, вӑл, хӑй ӑҫта каяссине пӗлмесӗр, алӑк патне пырса тӑчӗ. Эпӗ, унӑн сӑнӗ улшӑнса кайнӑ пулин те, Марья Васильевнӑна самантрах палласа илтӗм. Эпӗ пӗр-пӗччен пулас тӑк, вӑл манпа калаҫнӑ та пулӗччӗ. Анчах та эпӗ Петькӑпа пӗрлеччӗ, ҫитменнине тата ҫак самантра кукӑль ҫиеттӗм, ҫавӑнпа та вӑл эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ хӑй те ответ пачӗ те аяккинелле пӑрӑнчӗ.

Эпӗ юлашки хут курнӑранпа вӑл ырханланса кайнӑ, питҫӑмартисем путса кӗнӗ, тӗксӗмленнӗ… Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, эпӗ урама тухрӑм, эпир вара Петькӑпа нумай вӑхӑт курмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, каллех иксӗмӗр, каллех хӗлле, Мускавра, уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр.

Тӗлӗнмелле, Петька историйӗ те манӑнни пекех иккен! Эпӗ ун сӑмахӗсене, кивӗ кӗнекене ача чухнех хумханса, хуйхӑрса вуласа тухнӑскерне, аса илнӗ пекӗх, салху туйӑмпа итлесе пытӑм. Анчах та ун чухне эпир ватӑрах та, пултаруллӑрах та пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Калӑн эпир пӗчӗк стариксем пулнӑ тесе.

Ташкентра Петька кӑвакал мурӗ, паллах ӗнтӗ, кайӑк-кӑвакалсен мар, килти кӑвакалсен мурӗ пулнӑ. Ҫакӑнпа чапа тухнӑ. Кӑвакалсене вӑл ҫырма хӗррине хӑваласа антарнӑ, унтан пуҫӗсене пӑрса татнӑ та ача ҫуртӗнчи садра вут ҫинче ӑшаланӑ. Ҫакӑншӑн ӑна тӗрмене лартнӑ. Унтан вӑл абрикосран йӗрӗнекен пулса ҫитнӗ. Тӗрмере ирхине, кӑнтӑрла, каҫхине абрикос ҫитернӗ вӗсене. Унтан ӑна кӑларса янӑ, вӑл вара Мускава таврӑннӑ, Хусан вокзалӗнче ӑна каллех тытса илнӗ. Шкула вӑл манран пӗр ҫул каярах кӗнӗ, мана вара пӗлтӗр пӗр класс урлӑ сиксе каҫнипе ҫеҫ хӑваласа ҫитнӗ.

— «Пфе! А, пфе! Як сен поважашь то ро6иць!» тенине астӑватӑн-и?»

— Ҫапла. Астӑватӑн-и тата эсӗ: хамӑр таса чӗрепе тупа тунӑ сӑмах ҫине тӑраймасан, вӑрманта мӗн чухлӗ йывӑҫ пуррине, ҫӳлтен мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр ӳкнине шутласа кӑлармасӑр каҫару ан кӗттӗр…

Эпӗ хамӑрӑн тупа тунӑ сӑмахсене вӗҫне ҫитичченех каласа тухрӑм.

— Аван! — терӗ Петька, савӑнса ӳксе. — Аван тупа! Кӗрешмелле, шырамалла, тупмалла, парӑнмалла мар. Астӑватӑн-и?..

— Астӑватӑн-и, — ӑна пӳлсех каларӑм эпе, — хӑвӑн куккуна мӗнле шыранине? Ӑҫта вӑл халӗ? Тупрӑн-и эсӗ ӑна?

Куккӑшӗ фронтра тифпа чирлесе вилнӗ иккен.

— Астӑватӑн-и…

Эпир яланах ҫапла «астӑватӑн-и» тесе калаҫаттӑмӑр та ӗнтӗ. Эпир темшӗн ҫав тери хӑвӑрт утатпӑр, юр вӗҫсе кӑна юлать. Бульварта ачасем питӗ нумайччӗ, пӗр ҫамрӑк кӑна нянька пирӗн ҫине пӑхса кулса ячӗ.

— Чарӑн! Мӗн мурне кун пек вӗҫетпӗр-ха эпир!? — ыйтрӗ Петька, эпир ерипентерех утма пуҫларӑмӑр.

— Петя, манӑн пӗр сӑмах пур, — терӗм эпӗ, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Тверской урамӗнче, кафере ларнӑ чухне.

— Кала!

— Эпӗ халӗ телефонпа кайса калаҫап, эсӗ кофе ӗҫсе чӗнмесӗр лар.

Вӑл кулса ячӗ.

— Кулӑшла! — терӗ вӑл. Эпӗ вӑл «кулӑшла», «ухмах йытӑ» теме юратнине сиссе илтӗм.

Телефон пирӗн сӗтелтен аякра, алӑк патӗнчехччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ юриех хытӑ кӑшкӑрса каларӑм.

— Катя, манӑн сире пӗр ҫынпа паллаштарас кӑмӑл пур. Килетӗн-и? Мӗн тӑватӑн эсӗ? Манӑн санпала, тӗрӗссипе каласан, калаҫса пӑхмалла.

— Манӑн та. Эпӗ пырӑттӑм та ҫав, анчах та пирӗн кунта пурте чирлӗ выртаҫҫӗ.

Унӑн сасси ҫав тери салхуллӑччӗ, тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ манӑн ӑна тӳсме ҫук курас килсе кайрӗ.

— Мӗнле пурте пултӑр? Эпӗ вӗт Марья Васильевнӑна халь анчах куртӑм.

— Ӑҫта?

— Вӑл Кораблев патне каятчӗ.

— А-а, — темӗнле урӑхла сасӑпа каларӗ Катя. — Ҫук, кукамай чирлӗ.

— Мӗн пулнӑ ӑна?

— Тенкел ҫинчен ӳкнӗ, — терӗ Катя тарӑхса, — сентре ҫине темшӗн улӑхасшӑн пулнӑ та персе аннӑ. Халӗ айӑк пӗрчи ыратать, тет. Ним тума та аптранӑ ӗнтӗ унпа! Пӗр минут та выртмасть тата… Саня, ҫырӑва патӑм эпӗ, — сасартӑк пӑшӑлтатса каларӗ Катя, эпӗ трубкӑна ирӗксӗрех хӑлха патнерех пӑчӑртаса тытрӑм. — Эпӗ: «Вӑл манпа пӗрле Энскра пулчӗ», терӗм те, патӑм.

— Чӑнах-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӑм эпӗ те.

— Питӗ начар. Кайран сана каласа парӑп-ха. Питӗ начар.

Калаҫма чарӑнсан, эпӗ вӑл сывланине телефон тӑрӑх илтрӗм.

Эпир сывпуллашрӑмӑр. Эпӗ вара хама Катя умӗнче ҫав тери айӑпа кӗнӗ пӗк шутласа сӗтел патне таврӑнтӑм. Мана темле кичемлӗх пусса илчӗ, чунӑм теме сиснӗ пек пулчӗ. Петькӑ та ҫакна пӗрре пӑхсах тавҫӑрса илчӗ пулас.

— Итле-ха, — терӗ вӑл. Петька юриех урӑххин ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. — Летчиксен шкулне каясси пирки эсӗ аттепе калаҫса пӑхрӑн-и?

— Калаҫрӑм.

— Мӗн терӗ вӑл?

— Ырларӗ.

Петька чӗнмерӗ. Вӑл урисене тӑсса ячӗ, шухӑша каянҫи пулса, сухалпа мӑйӑх шӑтмалли вырӑнсене пӳрнисемпе сӑтӑркаласа ларчӗ.

— Манӑн хамӑн та унпа калаҫса пӑхмалла, — терӗ вӑл тытӑнчӑклӑн. Пӗлетӗн-и, пӗлтӗр эпӗ Художество академине каяс тесеттӗм.

— Чӑнах-и?

— Кӑҫал калле турӑм.

— Мӗншӗн?

— Талант ҫитмесен?

Эпӗ кулса ятӑм. Анчах та вӑл шухӑша кайса ларатчӗ, сӑнӗ те улшӑннӑччӗ унӑн.

— Апла-тӑк, тӗрӗссипе каласан, эсӗ Художество академине кайнинчен тӗлӗнсе, чӑннипех те, тӗлӗнсе каймалла. Эпӗ сана пӗр-пӗр ҫулҫӳревҫӗ, е капитан пулать тесе шутлаттӑм!

— Паллах ӗнтӗ, ку интереслӗрех, — шутламасӑр-тумасӑр каларӗ Петя. — Талант пур пулсан мӗн тӑвас тетӗн-ха?

— Эсӗ хӑвӑн ӗҫӳсене кама та пулин кӑтартса пӑхнӑ-и-ха?

— Кӑтартрӑм… ова…

Вӑл паллӑ художникӑн ятне асӑнчӗ.

— Мӗн тет вара?

— Лайӑх, тет.

— Апла-тӑк ӗҫӗ те пӗтнӗ! Каймаллах пулать! Эсӗ, тӑванӑм, хӑвӑн талантупа летчиксен шкулне кайнӑ пулсан сысна пулаттӑн! Тен, эсӗ ун чухне хӑвӑнта упранакан пулас Репина пӗтереттӗн.

— Ҫук, ҫук, аплах мар пулӗ?

— Ӑнсӑртран пулсан?

— Ухмах йытӑ, кулатӑн эсӗ, — кӳренчӗ Петька. — Ҫӑмӑл шухӑш мар ку!

Эпир ӗҫнӗ-ҫинӗшӗн тӳлерӗмӗр те тухса кайрӑмӑр. Тверьской урамӗпе пӗр ҫур сехет калаҫса ҫӳрерӗмӗр. Пурин ҫинчен те пӗр харӑсах калаҫрӑмӑр эпир: Энскран Шанхая (ӑна ун чухне халӑх ҫарӗ илнӗччӗ кӑна-ха), Шанхайран Мускава, манӑн шкула, маннинчен Петькӑнне сиксе ӳкрӗмӗр. Пӗр-пӗрне вара эпир тӗнчере ахаль кӑна пурӑнманнине, усӑллӑ пурӑннине кӑтартма тӑрӑшрӑмӑр.

«Арс» кинора «Романовсем пӗтни» картина кӑтартатчӗҫ, эпир те сӑнӳкерчӗкӗсем курма чарӑнса тӑтӑмӑр. Свитӑри мӗнпур офицерсем патша евӗрлехчӗ. Вӑл хӑй пысӑк та кулӑшла автомобиль ҫинче кулса ларать.

— Ах, шуйттан мурӗ, — ассӑн сывласа каларӗ Петька, — калама ҫук йывӑр вӑхӑт!

— Атя, эпӗ сана талант пуррипе ҫуккине тӳрех каласа парам.

— Мӗн пӗлен эсӗ!

— Пӗлетӗп.

Эпир ун патне кайрӑмӑр.

Пӗлтӗрччен Петька, ман пекех, ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унтан вӑл рабфакра вӗренекен ачапа паллашнӑ, унӑн Йытӑ площадкинче хӑйӗн пӳлӗмӗ те пулнӑ иккен, вара вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫланӑ. Рабфакра вӗренекен ачан хушамачӗ Хейфец иккен. Эпир пынӑ вӑхӑтра вӑл ҫывӑрса выртатчӗ.

— Акӑ, — терӗ те Петька, кровать тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан лампочкӑна тытса, пӗр картинине ҫутатса кӑтартрӗ. Вараланчӑк стенасем ҫумне кунта чылай картинӑсем ҫакса тултарнӑ.

Эпӗ, куҫа хӗссе, чӑмӑр витӗр пӑхрӑм.

Манӑн умма Петька юлташӗн, Хейфецӑн, портречӗ тухса тӑчӗ. Эпӗ ӑна ҫийӗнчех палласа илтӗм. Вӑл лӑп та шӑп ҫак самантра ҫутта куҫаркаланипе куҫне уҫса пӑхрӗ, сывласа илчӗ те питне аллипе хупласа каллех ҫывӑрса кайрӗ. Ку вӑл тӗлӗнмелле портрет: пӗчӗк ача куҫӗсем шухӑша кайса пӑхаҫҫӗ, ҫамки сарлака унӑн, куҫхаршиӗсем ҫӑра.

— Тушпа-и?

— Тушпа-ҫке, шыв кӑна! — салхуллӑ каларӗ Петька.

Портретне япӑх тушпа тунӑ, анчах та хурапа шурӑ яр ҫурса пӗр-пӗринчен уррӑлса тӑраҫҫӗ!

— Аван, — терӗм эпӗ, ирӗксӗртен тенӗ пек кӑмӑлласа. — Тата мӗн те пулсан кӑтарт-ха!

Ытти картинӑсем ҫинче, пур ҫӗрте те, манӑн йӑмӑкӑма, Санькӑна ӳкернӗ: Саня кимӗ ҫинче ларать, Саня плита умӗнче тарать, Саня украинка пек, Саня асанне пек хӑйӗн кӗрӗкне тӑхӑннӑ.

Эпӗ Саньӑран Петька карточкине ыйтсан вӑл пӑлханса кайнине, унтан ҫавӑнтах, алӑк хыҫне тухса кӗсйинчен кӑларнӑ пекех ҫав карточкӑна питӗ хӑвӑрт илсе килнине, ирӗксӗрех аса илтӗм. Мӗн тӑвас тен! Юрӑхлӑ, судья каларӗшле, Саня та ахалех Художество академине кайма хатӗрленмест пулӗ ҫав!

Петька пирки тӳррине тӳрех калас пулать. Вӑл Саньӑна хӑйӗнчен лайӑхрах ӳкерме тӑрӑшман. Анчах та унӑн пит-куҫӗнче монголсенни пек (тултарах куҫлӑ, сарлакарах питлӗ) паллӑсем хӑварасшӑн пулнӑ. Пӑхасса та вӑл тухӑҫри халӑхсем евӗрлерех, тутарсем пекрех пӑхать. Тен, ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл, хӑшпӗр картинӑсем ҫинче, каснӑ лартнӑ анне пекех туйӑнать.

Хӑш те пӗр Санькӑсем, Хейфецпа танлаштарсан, япӑхрах тухнӑ. Анчах та плита умӗнчи Саня калама ҫук лайӑх! Уйрӑмах плита лайӑх пек туйӑнать. Унта чӳлмек вӗресе тӑрать, пӗчӗк-пӗчӗк шурӑ кӑпӑксем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, сикеҫҫӗ.

— Ну, тӑванӑм, ним каласси те ҫук!

— Мӗн ара?

— Талант!

Петька сывлӑш ҫавӑрчӗ.

— Художник вӗт ара! — терӗ вӑл. Эпӗ, тӳррипе каласан, ӳкерме юратмастӑп та. Ӗлӗкрех юрататтӑм, халӗ пачах юратми пултӑм.

— Тӑмсай, ара вӗт вӑл сайра пӗрре тӗл пулакан япала!

— Мӗншӗн сайра пӗрре? — хирӗҫлерӗ Петька, кӳренсе. — Эсӗ летчик пуласшӑн. Саншӑн интереслӗ вӑл. Маншӑн ӑка ӳкересси — интереслӗ мар.

— Шӑпрах, вӑрататӑн.

— Вӑратӑн-ха ӑна! — рабфаковец ҫине ҫилӗллӗн пӑхса каларӗ Петька.

— Унпа канашларӑн-и эсӗ?

— Вӑл мана чирлӗ, тет.

Эпӗ кулса ятӑм.

— Ҫавӑн пек те пулнӑ вӗт, — терӗ Петька. — Сӑмахран, Чехов тухтӑр та писатель те пулнӑ.

— Пулнӑ. Эпӗ сан вырӑнта, пӗлетни, мӗн тунӑ пулӑттӑм?

— Мӗн?

— Вӗҫме кайнӑ пулӑттӑм. Пӗр ҫирӗм ҫул вӗҫӗттӗм те кайран ӳкерме пуҫлаттӑм.

— Манатӑн!

Петька патӗнче эпӗ сӗм ҫӗрлечченех лартӑм, Хейфец ҫаплах вӑранмарӗ. Эпир ӑна вӑратма та хӑтланса пӑхрӑмӑр, анчах та вӑл, ыйӑх тӗлӗшпе, пӗчӗк ача пек кулса ячӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех