Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳррипе (тĕпĕ: тӳрри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳррипе каласан, пирӗн пикесене нумайӑшне качча кайса пултӑр, кирек кам тӗлне пулсан та юрать.

И то сказать, для большинства наших барышень за кого ни выйти, лишь бы выйти.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Тӳррипе каласан, Кузьма Егорыч, пурте ыратать, анчах эсӗ ыттипе ан асаплан, чӗрене кӑна юсаса яр.

— Признаться сказать, Кузьма Егорыч, всё болит, ну, а уж вы лечите одно сердце, а насчет другого прочего — не беспокойтесь…

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Тӳррипе каласан тата уншӑн мӗн ҫылӑхӗ пултӑр!

Хотя и то сказать, какой же грех в этом!

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, тӗлӗнсех каймалла, вӑрлӑх каллех киле таврӑнчӗ.

— Чудо прямо, что зерно домой вернулось.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Штольц кӑшт хускалсанах, хӑй ҫинчен аса илтерсенех, сӑмах хушсанах, Ольга хӑраса ӳкет, хӑш чух кӑшкӑрса ярать: Штольц кунтине, е аякрине, е тӳррипе — Штольц ҫут тӗнчере пуррине вӑл манни курӑнсах тӑрать.

Чуть он пошевелится, напомнит о себе, скажет слово, она испугается, иногда вскрикнет: явно, что забыла, тут ли он или далеко, просто — есть ли он на свете.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Хӑвӑр доверенноҫа урӑх ҫынна пама чӗререн ыйтатӑп (ҫырнӑ кӳрши), манӑн ҫав тери ӗҫ нумайланса ҫитрӗ, тӳррипе каласан, сирӗн имение тӗплӗн асӑрхаса тӑма пултараймастӑп.

«Прошу покорно передать доверенность другому лицу (писал сосед), а у меня накопилось столько дела, что, по совести сказать, не могу, как следует, присматривать за вашим имением.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӳррипе каласан, Перебродри служба тивӗҫӗсем ман вӗҫленнӗ ӗнтӗ, хулана таврӑнассине эпӗ хам ҫеҫ юри тӑсса пыратӑп.

Собственно говоря, все мои служебные обязанности в Переброде были уже покончены, и я умышленно оттягивал срок моего возвращения в город.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тӳррипе каласан, эпӗ кӗтменччӗ…

— Признаться, я не ожидал…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Акӑ мӗн — Тарантьев калаҫма ҫеҫ ӑста пултарнӑ; сӑмахпа вӑл пур ӗҫе те, уйрӑмах ҫын ӗҫне, уҫӑмлӑн та ҫӑмӑллӑн татса панӑ; анчах пӗр пӗчӗк ӗҫ тумалла пулсанах, тӳррипе каласан, хӑйӗн теорийӗпе практикӑра усӑ курмалла пулсанах, вӑл вара пачах урӑх ҫын пулнӑ; вӑл унта пултарайман — ӑна сасартӑках йывӑрлӑх та, чир те кансӗрленӗ, ӑна ҫынсенчен те лайӑх мар-мӗн, е уншӑн мӗнле те пулин урӑх ӗҫ сиксе тухнӑ, вӑл ҫав ӗҫе пуҫӑнман, пуҫӑнсан та — ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине курма турӑ ан хуштӑр.

Дело в том, что Тарантьев мастер был только говорить; на словах он решал все ясно и легко, особенно что касалось других; но как только нужно было двинуть пальцем, тронуться с места — словом, применить им же созданную теорию к делу и дать ему практический ход, оказать распорядительность, быстроту, — он был совсем другой человек: тут его не хватало — ему вдруг и тяжело делалось, и нездоровилось, то неловко, то другое дело случится, за которое он тоже не примется, а если и примется, так не дай Бог что выйдет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӳпӗлтетессе вӑл тем сӳпӗлтетрӗ-ха, эпӗ, тӳррипе каласан, пит ӑнлансах пӗтереймерӗм.

Брехал он что-то такое, да я, признаться, не поняла.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пурӑнаҫҫӗ ҫав ҫынсем, читлӗхри кайӑксем пек, пӗчӗк йӑвасенче, кашнинчех вуншарӑн, тӳррипе илсен, пурин валли сывлӑш та ҫитеймест.

Живут эти люди в маленьких конурках, точно птицы в клетках, человек по десяти в каждой, так что всем и воздуху-то не хватает.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тӳррипе калас тӑк, ун чухнех ҫак ҫынра пулас педагог пахалӑхӗсем курӑнса тӑнӑ.

Уже в то время он, в сущности, практиковался по своей будущей специальности педагога.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ку вӑл, тӳррипе каласан, жаттӑ та марччӗ, юмахра асӑнакан чӑх ури ҫинчи ҫурт кӑначчӗ.

Это даже была не хата, а именно сказочная избушка на курьих ножках.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тӳррипе каласан, мӗн пӗлмеллине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, калаҫҫӗ вӗт-ха пӗр паллӑ ҫын Дюмон-Дюрвиль хӑй ача чухнех Лаперуза экспедицине ӑҫта шыраса тупассине тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартнӑ теҫҫӗ, манӑн пӗлсе ҫитни уннинчен те нумайрахчӗ.

В сущности говоря, у меня было очень много данных — гораздо больше, чем, например, у известного Дюмон-Дюрвиля, который ещё мальчиком с поразительной точностью указал, где он найдёт экспедицию Лаперуза.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, икӗ эрне хушши тарӑхмалла пулчӗ пирӗн Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче.

В общем, это были две тяжёлые недели на Новой Земле.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна ӗнтӗ, тӳррипе каласан, лейтенант путарчӗ-ха, мӗншӗн тесен манӑн ытла ҫывхартса пӑрахнӑ торпеда карап аяккинче михӗ турӗ те «сулахаялла пӑрӑнчӗ».

Утопил, собственно говоря, лейтенант, потому что моя торпеда, сброшенная слишком близко, сделала мешок под килем и «ушла налево».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, эпӗ хам та ҫавӑн ҫинчен пирвайхи кунсенче кӑна шухӑша илсеттӗм.

Впрочем, и я думал о нём только в первые дни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Петя куҫне мӗнле хӗссе, тӑрӑшса пӑхнӑ пулсан та, — тӳррипе каласан, пушӑ тинӗсре нимӗн тӗ курайман.

Но Петя, как ни щурился, как ни напрягал зрение, по совести говоря, ничего не видел в пустыне моря.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӳррипе каласан, сире кунта курасса сунманччӗ эпӗ, Николай Иваныч, — терӗм эпӗ старике, вӑл хӑй театртан кайран психиатрическине те гардероб ӗҫне тума кӗни ҫинчен пӗлтерсен; ӑна унтан та кӑларнӑ иккен, мӗншӗн тесен «ӑнран кайнӑ ҫынсен ӑна, каҫсерен шӳрпе вӑрласа ҫиет, тесе завхоза элеклесе панӑ».

— Признаться, я никак не ожидал встретить вас здесь, Николай Иваныч, — сказал я, когда старик сообщил, что после театра он поступил в психиатрическую, тоже в гардероб, и его уволили, потому что «сумасшедшие незаконно объявили завхозу, что он крадёт суп и кушает его по ночам».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӳррипе каласан, эпӗ М-овра питӗ лайӑх пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл вилес пек выртнӑ ӗнтӗ» тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ, Катя тупӑнать, таврӑнатех текен ватӑ хӗрарӑм ҫине ним курмасӑр пӑхса тӑнӑ май.

«Умирала, в то время как я, в сущности говоря, прекрасно жил в М-ове», — думал я, тупо глядя на старую женщину, которая всё уверяла меня, что Катя найдётся, вернётся.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех