Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хупӑлчари этем

Автор: Иван Мучи

Ҫӑлкуҫ: Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Хушнӑ: 2019.10.31 10:09

Пуплевӗш: 273; Сӑмах: 3974

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Мироносиц салин чи вӗҫӗнче, Прокофий старостӑн сарайӗнче килӗсене тавӑрӑнма кая юлнӑ сунарҫӑсем ҫӗр выртма вырнаҫнӑ. Иккӗн анчах вӗсем: ветеринари врачӗ Иван Иваныч тата гимнази учителе Буркин. Иван Иванычӑн темле йӗкӗрле хушамат — Чимша-Гималайский пулнӑ. Ку хушамат ӑна пӗртте ҫыпӑҫман, ҫавӑнпа ӑна пӗтӗм губернипех хӑй ячӗпе ашшӗ ятне каласа чӗннӗ, хула ҫумӗнчи лаша заводӗнче пурӑнать, халь вӑл, таса сывлӑшра уҫӑлса ҫӳреме тесе, сунара ларса килнӗ. Гимнази учителӗ Буркин П. графсем патӗнче кашни ҫурах хӑна пулса пурӑнать, ҫавӑнпа ӑна ку таврари ҫынсем тахҫантанпах хамӑр ҫын тесе шутлаҫҫӗ.

Ҫывӑрмаҫҫӗ. Иван Иваныч, вӑрӑм пӳллӗ, хыткан, вӑрӑм усиллӗ старик, сарайне кӗнӗ ҫӗрте чӗлӗм туртса ларать; ӑна уйӑх ҫути ҫутатать. Буркин утӑ ҫинче шалта выртать, ҫавӑнпа ӑна теттемре курмалла мар.

Тем тӗрлӗ халлапсем ярса лараҫҫӗ. Сӑмахран, староста арӑмӗ Мавра тӑнсӑр мар, сывӑ хӗрарӑм, пурӑнан ӗмӗрӗнче хӑй пурӑннӑ ялтан инҫене ниҫта тухса ҫӳременни ҫинчен шакӑлтатса лараҫҫӗ, хула та, чугун ҫул та курман вӑл, юлашки вун ҫул хушши ялан кӑмака хыҫӗнче ларса, урамалла ҫӗрлехи вӑхӑтсенче ҫеҫ тухкаласа ҫӳренӗ.

— Ҫавӑнтан мӗн тӗлӗнмелли пур! — терӗ Буркин. — Ҫутҫанталӑкра, рак-отшельник пек е шуйттан мӑйраки пек, харпӑрхӑй хуппи ӑшне кӗме тимлекен, сӗм пӗчченлӗхе кӑмӑллакан этемсем сахал мар. Кунтан, тен, атавизм явленийӗ, этем сӗм авалхи аслашшӗ, обществӑллӑ чӗрлӗх пулсах ҫитмен пирки, хӑйӗн ҫӗр шӑтӑкӗнче пӗр пӗччен пурӑннӑ чухнехи вӑхӑт патнелле каялла тавӑрӑнса кайни пулӗ, тен тата, ку просто этем характерӗн тӗрлӗ енӗсенчен пӗри кӑна пулса тӑрать, — кам пӗлет? Эпӗ естественник мар, ҫавӑнпа ун йышши ыйтусене пырса ҫапӑнасси манӑн ӗҫ мар. Мавра йышши этемсем сайра мар пулкалаҫҫӗ тесе ҫеҫ каласшӑн эпӗ. Акӑ, инҫете кайса шырама та кирлӗ мар, пӗр-ик уйӑх маларах пӗр грек чӗлхине вӗрентсе пурӑнакан учитель Беликов, ман юлташ, вилсе выртрӗ. Ун ҫинчен илтнӗ ӗнтӗ эсӗ. Ҫакӑнпа паллӑччӗ вӑл: ҫанталӑк шутсӑр лайӑх пулсан та, яланах калушпа, зонтикпа тата мамӑкран тунӑ ӑшӑ пальтопа тухса ҫӳретчӗ. Унӑн зонтикӗ те йӗнӗреччӗ, пӗчӗк сехечӗ те хӑмӑр сӑранран тунӑ йӗнӗреччӗ, ҫӗҫҫине карандаш шӗвӗртме туртса кӑларатчӗ те, ҫӗҫҫи те йӗнӗрехчӗ; хӑйӗн сӑнӗ-питне тӑратса янӑ ҫухавипе пытарса ҫӳренӗрен, сӑнӗ-пичӗ те йӗнӗре пекех курӑнатчӗ. Вӑл тӗттӗм куҫлӑх, фуфайка тӑхӑнса ҫӳретчӗ, хӑлха шӑтӑкӗсене мамӑкпа питӗрсе яратчӗ, извозчик урапи ҫине ларнӑ чухне, урапан хыҫалти хӳмине тӑратса яма хушатчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, хӑй тавра хупӑ ҫавӑрма, эппин, хӑйне пӗр пӗччене хӑваракан хупӑлча тума ялан тимлени палӑратчӗ. Чӑн-чӑн пурнӑҫ ӑна вӗчӗрхентерсе, сехрине хӑпартса, ялан шиклентерсе пыратчӗ, тен, хӑй шиклӗхне, паянхинчен йӗрӗннине тӳрре кӑларасшӑнах пулас, вӑл иртнӗ пурнӑҫрипе нихӑҫан пулманнине яланах мухтаса пыратчӗ, уншӑн ӗнтӗ хӑй вӗрентсе пурӑннӑ авалхи чӗлхесем те чӑн пурнӑҫран пытанмалли калушӗсемпе тата зонтикӗпе пӗр картрах тӑнӑ.

— Э, мӗн тери янӑравлӑ, мӗн тери илемлӗ грек чӗлхи! — тетчӗ вӑл, пит-куҫне киленсе вылянтарса, калани витӗмлӗрех пултӑр тенӗ майлӑ куҫне хӗссе илкелесе, шӗвӗр пӳрнине тӑратса: — Антропос, тесе хуратчӗ.

Хӑйӗн шухӑшӗсене те хупӑлча ӑшне кӗртсе пытарса хума тӑрӑшатчӗ Беликов. Мӗн те пулин тума чаракан циркулярсемпе хаҫатсенчи статьясене ҫеҫ уҫҫӑн ӑнланатчӗ вӑл. Каҫпа, тӑхӑр сехет иртсен, вӗренекенсене урама тухса ҫӳреме циркулярта чарни е пӗр-пӗр статьяра ӳтлӗ юратӑва чарма хушни пулсан, ҫавӑ вара уншӑн паллӑ, ӑнланма уҫӑ япала пулса тӑнӑ, чарнӑ пулсан — ан шарла! Мӗне те пулин тума ирӗк панинче ялан иккӗленсе тӑмалли, темӗн ҫинчен каласа пӗтереймесӗр хӑварнӑ элемент пытанса тӑнӑн туйӑннӑ ӑна. Хулара драмкружок е читальня, е чайная уҫма ирӗк панӑ пулсассӑн, вӑл пуҫне силлесе шӑппӑн ҫапла каласа хуратчӗ.

— Аплине апла ӗнтӗ вӑл, веҫех аван ку, анчах мӗн те пулин сиксе тухмасан юрӗччӗ!

Правилӑсене тӗрлӗ майлӑ пӑсса хӑтланнисем, вӗсене пӑхӑнса пурӑнассинчен пӑрӑнса тӑнисем унӑн кӑмӑлне хуҫса пынӑ, анчах мӗн ӗҫ-ши унӑн ҫавӑнта, тесе шухӑшламалла. Молебена юлташӗсенчен кам та пулсан кая юларах пырсан е гимназистсен алхасса тунӑ пӗр-пӗр ӗҫӗ ҫинчен хыпар ҫитсен, е каҫ пулса ҫитсен класа пӑхакан дама офицерпа утса ҫӳренине куракансем пулнӑ пулсан, шутсӑр хумханса каятчӗ, пӗрмаях: мӗн те пулин сиксе тухминччӗ, тесе ҫӳреме тытӑнатчӗ. Педагогсен советӗнче асӑрханса калаҫнипе, тем сиксе тухасса кӗтнипе тата хупӑлчаллӑ шухӑшӗсемпе пире просто пуссах антаратчӗ. Арҫын гимназипе хӗрарӑм гимназири ҫамрӑксем хӑйсене хӑйсем чыссӑр тытаҫҫӗ, классенче ретсӗр шавлаҫҫӗ, ай, ку начальство хӑлхине ан кӗтӗрччӗ, ай, мӗн те пулин сиксе ан тухтӑрччӗ, — иккӗмӗш класран Петрова, тӑваттӑмӗшӗнчен — Егорова кӑларса ярсан, май мар лайӑх пулмалла. Мӗн тейӗн эсӗ? Хӑй ахлатнипе, нӑйлатнипе, шурчак, пӗчӗкҫӗ, сисетни, арланӑн пек пӗчӗкҫӗ пичӗ ҫинчи тӗксем куҫлӑхӗпе пурсӑмӑра та пире пусса антаратчӗ, вара ӑна парӑнаттӑмӑр, Петровпа Егоровӑн поведени балне чакарса ҫыраттӑмӑр, вӗсене арӗсе лартаттӑмӑр. Кайран-кайран Петровне те, Егоровне те кӑларса ҫапаттӑмӑр. Темӗнле йӑли пурччӗ унӑн — пирӗн хваттерсене пырса ҫӳретчӗ. Учитель патне кӑштӑрт пырса кӗрет, ларать, ним те чӗнмест, темӗне асӑрхасшӑн пулса пӑхкаласа ирттерет. Ҫакна ӗнтӗ «юлташсемпе кӑмӑллӑ пурӑнасса тытса пыни» тесе шутлатчӗ вӑл, пирӗн пата пырса ларма йывӑр пулнӑ курӑнать ӑна, ҫавӑнпа пирӗн пата ҫӳрессине хӑйӗн юлташла ӗҫӗ вырӑнне хунӑран кӑна пыра-пыра ларатчӗ. Эпир, учительсем, хӑраттӑмӑр унтан. Директор пулин, вӑл та хӑратчӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, пирӗн учительсем Тургеневпа Щедрин тӑрӑх вӗренсе ӳснӗ, шухӑшлама чухлакан, май мар ӗретлӗ этемсем, апла пулин те ялан калушпа та зонтикпа ҫӳрекен ҫав пӗчӗкҫӗ этем пӗтӗм вунпилӗк ҫул хушши пӗтӗм гимназие хӑйӗн аллинче тытса пурӑнчӗ. Гимназие анчах-и ара? Пӗтӗм хулана! Пирӗн дамӑсем шӑматкунсенче килӗсенче спектакльсем лартми пулчӗҫ, вӑл сисесрен шикленсе тӑраҫҫӗ; пуп таврашсем ун умӗнче ӳт ҫиме тата картла выляма шикленсе лараҫҫӗ. Пирӗн хулара юлашки вун-вунпилӗк ҫул хушшинче, Беликов манерлӗ этемсен влиянипе, темрен те хӑракан пулса кайрӗҫ. Хытӑ саспа калаҫма, пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретме, пӗринпе пӗри паллашма, кӗнеке тавраш вулама шикленсе пурӑнаҫҫӗ, чухӑнсене пулӑшма, хут вӗрентме хӑраҫҫӗ.

Иван Иваныч темскер каласшӑн пулса ӳсӗрсе илчӗ, анчах малтан чӗлӗм чӗртсе ячӗ, унтан тин вара сӑмахӗсене тата-тата ҫапла каларӗ:

— Вара! Шухӑшлама чухлакан ӗретлӗ ҫынсем Щедрина та, Тургенева та, темӗн те пӗр Боклей таврашсемпе ытти-мӗнсене те вулаҫҫӗ, ҫавна вара парӑннӑ вот, тӳснӗ… Ҫапла ҫав ӗнтӗ вӑл.

— Беликов манпа пӗр ҫуртрах пурӑнатчӗ, — малалла каласа кайрӗ Буркин, — ҫав этажрах ӗнтӗ, алӑкпа алӑк тӗлме тӗл, унпа час-часах курӑнса калаҫаттӑмӑр, ҫавӑнпа унӑн килти пурнӑҫне эпӗ пӗлеттӗмччӗ. Килӗнче те ҫав шаях вара: халат, калпак, чӳрече хупписем, ҫаклатса питӗрмеллисем, тем тӗрлӗ тума хушман, тума чарнӑ япаласем, тата — мӗн те пулин сиксе тухминччӗ тенисем. Типӗ тытни сиенлӗ, анчах ӳт ҫиме юрамасть, Беликов типӗ тытмасть, тесе ҫӳрӗҫ, ҫавӑнпа ҫупах пулла ӗне ҫӑвӗпе пӗҫерсе ҫиетчӗ, апачӗ типӗ мар, апла пулин те, ӳт ҫиет тесе калама та ҫук. Хӑй ҫинчен апла-капла шухӑшласран шикленсе, прислуга хӗрарӑм тытман, тахҫан денщикра пурӑннӑ, кӑшт-кашт апат пӗҫеркелеме чухлакаланӑ Афанасий ятлӑ повӑра, утмӑл ҫулхи старике, урӑ мар ҫӳрекенскере, ҫурма ӑслӑскере тытса усратчӗ. Ҫав Афанасий ялан алӑк патӗнче аллисене хӗреслӗ хуҫлатса тӑратчӗ, ассӑн сывласа ярса, пӗр пек сӑмахсем кӑларса, мӑкӑртатса илетчӗ:

— Ун йышшисем ӗнтӗ май ҫук нумайланса кайрӗҫ!

Ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ Беликовӑн пӗчӗкҫӗччӗ, каснӑ-лартнӑ ещӗк ӗнтӗ, кроватьне шӑналӑк карса хунӑ. Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.

Утиял айӗнче выртма хӑрушӑ пулнӑ ӑна. Мӗн те пулин сиксе тухмасан юрӗччӗ, хама Афанасий пусса пӑрахминччӗ, вӑрӑ таврашсем кӗрсе кайминччӗҫ, тесе шикленсе выртатчӗ, кайран чунне сиктерекен тӗлӗксемпе ҫӗрӗпе аппаланатчӗ, ирхине хӑйпе иксӗмӗр гимназие кайнӑ чухне вара салхуллӑ кӑвак сӑнлӑ пулать вал, хӑй кайма тухнӑ йышлӑ ҫынлӑ гимнази сехрине хӑпартни, ӑна вӑл пӗтӗм чунӗ-чӗринчен юратманни тата пӗччен пурӑнма ӑна йывӑрри курӑнать.

— Пирӗн классенче май ҫук шавлаҫҫӗ, — тетчӗ хӑйӗн йывӑр сисӗме мӗнрен тухса тӑнине шыраса тупма тӑрӑшнӑ май вӑл. — Ниме юрӑхсӑр япала!

Ҫак грек чӗлхине вӗрентекен учитель, ҫав хупӑлчари этем, кам шухӑшлама пӗлес пур, кӗҫех авланса хумарӗ.

Иван Иваныч сарайнелле вӑрт ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те:
— Шӳтлесе калатӑн! — терӗ.

— Чӑн, ӗненме хӗн пулсан та, кӗҫ авланса ямарӗ ҫав. Пирӗн пата историпе географи вӗрентме ҫӗнӗ учитель, Коваленко, Михаил Саввич ятлӑ хохол ҫынни, ярса пачӗҫ. Пӗччен мар, Варенька ятлӑ аппӑшӗпе килчӗ вӑл. Коваленко ҫамрӑкскер, ҫӳллӗскер, тӗксӗм сӑнлӑ, шутсӑр мӑн алӑллӑ этем, сӑнӗнченех вӑл баспа калаҫасси палӑрать, чӑнахах ӗнтӗ ун сасси пичкерен тухакан сасӑ пек: бу-бу-бу тутарать… Аппӑшӗ вара ҫамрӑках мар, пӗр вӑтӑр ҫула пуснӑ, анчах лешӗ пекех ҫӳллӗ, яштак, хура куҫхаршиллӗ, хӗрлӗ питлӗ, пӗр сӑмахпа каласан, хӗр мар ку, мармелад темелле, ҫав тери шухӑ хӑй, шавлама юратать, ялан малоросс романсӗсем юрлать те ахӑлтатса кулать. Унччен те пулмин уҫӑ кулӑпа ха-ха-ха! — тесе янӑратса яра парать вара. Пирвайхи хут Коваленкосемпе пиҫӗмлӗн паллашасси, астӑватӑп, директор менелникӗнче пулнӑччӗ пирӗн. Менелник-мӗнсене те обязанность тӑрӑх тухса ҫӳрекен сивӗ, юнсӑх педагогсем хушшинче шыв кӑпӑкӗнчен ӳтленсе тухнӑ ҫӗнӗ Афродита пуррине курах кайрӑмӑр: аллисемпе пилӗкӗнчен тытса утать, юрлать, ташлать… Вӑл «Виют витры» юрласа пачӗ чӗререн, ун хыҫҫӑн татах романс, тата ҫине татах романс, пире пурсӑмӑра та хӑй майлӑ ҫавӑрса лартрӗ, пурсӑмӑра та, Беликова та. Беликовӗ йӑшт ун ҫумне пырса ларчӗ те, киленсех кулса, сӑмах хушрӗ:

— Малороссен чӗлхи хӑйӗн ҫепӗҫлӗхӗпе тата кӑмӑллӑ янравлӑхӗпе грексен чӗлхине аса илтерет.

Капла калани хӗр кӑмӑлне илӗртрӗ, вӑл ӑна Годячек уезӗнче хӑйӗн хутор пурри ҫинчен, хуторта амӑшӗ пурӑнни ҫинчен тата унта ӗретсӗр хӳхӗм грушӑсем, ӗретсӗр хӳхӗм дыньӑсем, ӗретсӗр хӳхӗм кабакисем ӳсни ҫинчен чунтан-вартан шантарса калама тытӑнчӗ. Хохолсем кавӑнсене кабаки теҫҫӗ, кабака шинок, теҫҫӗ… кабаки текеннисенчен хӗрлисемпе кӑваккисем шутсӑр тутлӑ, шутсӑр, каласан та ӗненес ҫук, тутлӑ борщ пӗҫереҫҫӗ.

Итлесе ларсан-ларсан, пурсӑмӑра та пире пӗр шухӑш пырса кӗчӗ.

— Кусене мӑшӑрлантарса ярсан хӳхӗм пулмалла, — терӗ мана директорша шӑппӑн.

Теме кура пурсӑмӑр та эпир Беликов авланманнине астуса илтӗмӗр, ҫав ун кунҫулӗнчи паллӑ енне халиччен асӑрхамасӑр хӑварни тӗлӗнтерчӗ пире хамӑра та. Хӑйне мӗнле тыткалӗ хӗрарӑмпа вӑл, ҫав хӑйшӗн ӗретсӗр кирлӗ ыйтӑва мӗнле татса яма ӑс пур-ши унӑн? Унччен ҫак нимӗн те интереслентермен пире; кирек мӗнле ҫанталӑкра та калушпа ҫӳрекен, шӑналӑк айӗнче ҫывӑракан этем юратма пултарассине, тен, пуҫа илмен те пулӗ эпир унччен.

— Беликов хӗрӗхрен тахҫанах иртнӗ, ку вара вӑтӑрта… — тесе хӑй шухӑшне уҫҫӑнтарах ӑнлантарса пачӗ директорша.

Кичемлӗхрен хӑтӑлма мӗн-мӗн тумаҫҫӗ-ши провинцире пирӗн, киревсӗр, юрӑхсӑр ӗҫсем мӗн чухлӗ пулса иртмеҫҫӗ-ши? Мӗн кирлине пӗрре те тумасӑр ирттернӗрен пулса пырать ӗнтӗ ку. Акӑ ара мӗншӗн пирӗн Беликова сасартӑках авлантармалла пулнӑ-ха, вӑл мӑшӑрлӑ пуласса шухӑшлама та ҫук-ҫке. Директорша, инспекторша тата гимназири хамӑрӑн пӗтӗм хӗрарӑмсем, хӑйсен кунҫулӗсен тӗллевне труках куракан пулса кайнӑ пек, йӑпӑр-япӑрланса ҫитрӗҫ. Театрта директорша, ложе туянать, кайран пӑхатпӑр, веер пек сарӑлса ун ложинче Варенька лара парать, сӑн-пичӗ ҫинче савӑнӑҫ, телей ҫутӑлса тӑрать, унпа юнашар пӗчӗк Беликов, килӗнчен хыпкӑчпа кӑларса килнӗ пек вӗчӗрхенсе ларать. Эпӗ вечеринка пухатӑп, хӗрарӑмсем мана Беликовпа Варенькӑна чӗнмесӗр хӑварма хушмаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, машина кӗрлесех ӗҫлеме тытӑнса каять. Варенькӑн качча тухас шухӑшӗ пулнах мӗн. Ӑна шӑлнӗ патӗнче пурӑнма хаваслах пулман мӗн, кунӗ-кунӗпе тавлашса, шав-шавласа ирттерме анчах пӗлнӗ мӗн вӗсем. Ак сценка сире: Коваленко, яштак, ҫирӗп, мӑнттай этем, тӗрленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, урампа утса пырать, картуз айӗн тухса анакан ҫӳҫ муклашки ҫамки ҫине ӳкнӗ; хӑрах аллинче пӗр тӗрке кӗнеке, тепринче туратлӑ хулӑн туя. Хыҫран аппӑшӗ пырать, вӑл та кӗнекесемпе.

— Михайлик, ара вуламан-иҫ эс ӑна, — тесе тавлашать вӑл хытӑ сасӑпа. — Калатӑп-ҫке сана, тупа тӑватӑп, ӑна ним те вуламан эсӗ.

— Эпӗ вуланӑ тетӗп сана! — кӑшкӑрать Коваленко, туйипе тротуар ҫийӗн танклаттарса.

— Ай, тур анчах, Минчик! Ма ҫилленен-ха эсӗ, принциплӑ калаҫу-ҫке пирӗн.

— Эпӗ сана калатӑп-ҫке, вуланӑ тетӗп сана, — тесе тата хытӑрах кӑшкӑрать Коваленко.

Килӗнче вара, кам та кам ют ҫын пулсанах, чӑкрашу пырать. Ун пек пурнӑҫ ӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулас, хама валли хамӑн кӗтес пултӑр, терӗ пулӗ, ҫулӗсем те сахалах маррине унпа пӗрлех аса илмелле; ун пек чух кирек те кама та, грек чӗлхине вӗрентсе пурӑнакана та качча пырса тухӑн, суйласа тӑма ерҫӳ пулмӗ. Тӳррипе каласан, пирӗн пикесене нумайӑшне качча кайса пултӑр, кирек кам тӗлне пулсан та юрать. Мӗнле пулсан та ӗнтӗ, Варенька Беликовшӑн уҫҫӑнах вашаватлӑ пулма пултарӗ.

Беликовӗ тата? Пирӗн пата ҫӳренӗ пекех, Коваленкосем патне те ҫӳрет. Ун патне пырса кӗрет те вара, ларать, шарламасть. Вӑл ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вареньки «Виют витры» юрласа парать ӑна е тӗттӗм куҫӗсемпе кун ҫинелле шухӑша кайса пӑхса ларать, е кӗҫех кулса ярать:

— Ха-ха-ха!

Юрату таврашӗнче, уйрӑмах мӑшӑрланассинче, тепӗр ҫын ӑс пани май мар витӗмлӗ пулать. Хайхи Беликова юлташӗсем те, хӗрарӑмсем те авланма кирли ҫинчен, авланмасан, вара унӑн пурӑнан ӗмӗрӗнче ним те юлманни ҫинчен калама тытӑнаҫҫӗ; хӗр ҫураҫас ятпа пурсӑмӑр та саламлама тытӑнатпӑр ӑна, пите-куҫа ӗретлӗ тытса, ниме юрамисӗр халлапсем, сӑмахран, мӑшӑрлану — пӗлсе тумалли пысӑк пусӑм пулни ҫинчен калаҫса ирттеркелетпӗр, ҫитменне Вареньки хӑй те вара япӑх хӗрех мар, кӑмӑла каймалла, статски советник хӗрӗ, хуторӗ те пур ун, чи пахи вара — хӑйне хӑй Беликовпа вашават, кӑмӑллӑ тытакан малтанхи хӗрарӑм пулнӑ иккен вӑл, — Беликов тӑн-пуҫӗ ҫавӑрӑнса каять те, чӑнласах авланма кирли ҫинчен шухӑшласа хурать вара.

— Ун калушӗпе зонтикне ҫавӑн чухне ӗнтӗ туртса илмеллеччӗ, — хушса хучӗ Иван Иваныч.

— Ан та кала, май пулмарӗ ҫав. Варенька портретне сӗтел ҫине хӑй патне илсе пырса лартнӑ, пӗрмаях ман пата ҫӳрет, ҫемьеллӗ пурнӑҫ — тӑрмӑш ҫинчен, мӑшӑрлану — пӗлсе тумалли пысӑк пусӑм пулни ҫинчен калаҫкаласа ларать, час-часах Коваленкосем патӗнче пулкалать, анчах хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йӑлисене ним те улӑштармасть. Авланма ӑс тытни ӑна темӗнле хавшатса ячӗ, ырханланса кайрӗ вӑл, сӑнран ӳкрӗ, хӑй хупӑлчи ӑшне тата шаларах кӗрсе тӑнӑн курӑнакан пулса кайрӗ.

— Варвара Саввишна ман куҫа килӗшет, — тетчӗ вӑл тутисене йӗлпӗрсе, — кашни этемӗн авланма кирлине эпӗ те пӗлетӗп, анчах… пӗлес килет пулсан, ҫак манӑн веҫех темӗнле сасартӑк тухса тӑчӗ-ҫке ӗнтӗ. Шухӑшласа пӑхмалла пулӗ.

— Мӗн шухӑшламалли пур-ха? — тетӗп эпӗ. — Авлан та, ӗҫӗ те пӗтет.

— Апла мар, авланасси вӑл — шухӑшпа тумалли пысӑк пусӑм, — авлансан, хам ҫине мӗнле ӗҫсем, мӗнле ответлӑх тиенни ҫинчен малтанах шутласа хумалла… Кайран мӗн те пулин сиксе тухмалла ан пултӑр. Мана ҫав тери шухӑшлаттарать ӗнтӗ ҫак, каҫсеренех ҫывӑраймастӑп ӗнтӗ. Тӳррипе каласан, хӑратӑп эпӗ: унпа шӑлнӗн шухӑшӗсем тӗлӗнмелле майлӑ пыраҫҫӗ, сӑмаха та вӗсем темӗнлерех, сисетни, тӗлӗнмеллерех майлӑ ваклаҫҫӗ, тата характерӗ те майсӑр шухӑ ун. Авланӑн та, усалли пулмӗ теме ҫук, пӗр-пӗр историе ҫакланса ларӑн.

Хӗрне качча пыма сӗнмен, ҫураҫас пирки калаҫассине, директоршӑпа хамӑрӑн пӗтӗм хӗрарӑмсен тарӑхне, пӗрмай малалла тӑса-тӑса пычӗ, авланнӑ хыҫҫӑн хӑй ҫине тиенес ӗҫсемпе ответлӑхсем ҫинчен шутласа пурӑнчӗ, ҫав хушӑрах тата Варенькӑпа кашни кун майлах уткаласа уҫӑлса ҫӳретчӗ хай, пӗлме ҫук, ун вырӑнче кирек камӑн та ҫапла пурӑнмалла, тесе шухӑшлатчӗ пулас хӑй, ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫинчен калаҫкалама ман пата та пырса ларатчӗ. Ӗмӗтленмен вырӑнтан Kolossalische Scandal (ӗретсӗр вӑйлӑ скандал) тухса кайман пулсан, качча илме шухӑш тытни ҫинчен хӗре каласа паратчех пулӗ те, вара пурӑнма кичемрен тата ӗҫ ҫукран пиншерӗн пулса пыракан уссӑр, айван мӑшӑрланусенчен пӗри майланса иртетчех пулас. Калас пулать, Варенька шӑлнӗ Коваленко хӑйпе паллаштарнӑ кунтанпах Беликова курайми пулнӑ, ӑна тӳсме те пултарайман.

— Ӑнланмастӑп, — тетчӗ вӑл пире, хулпуҫҫийӗсене хутлатса тытса, — эсир ҫав фискала, ҫав йӗрӗнчӗк пит-куҫа мӗнле тӳсетӗр, ӑнланмастӑп! Ай, ыр ҫынсем, мӗнле пурӑнма пултаратӑр ара ҫакӑнта? Атмосфера пӑчӑ, ирсӗр сирӗн. Эсир педагогсем-и вара, учительсем-и вара? Чин шыракансем эсир, наукӑн таса ҫурчӗ мар, йӗрке тытса пурӑнтаракан управ вӑл сирӗн, полици будкинчи пек ҫӗвек шӑршӑ ҫапать унтан. Апла мар, тӑванӑмсем, кӑть-кать пурӑнкалӑп та сирӗнпе, тухса кайӑп хамӑр пата, хутора; раксем тытса, хохол ачисене вӗрентсе пурӑнӑп вара унта. Каятӑпах, юлӑр вара эсир хӑвӑрӑн иудупа пӗрле кунта, нехай латлатса ҫурӑлса кайтӑр вӑл.

Е вӑл лӑх-лӑх кулма тытӑнать, пӗрре баспа, тепре ҫуйӑхакан ҫинҫе сасӑпа каҫса кайса куҫҫуль тухичченех кулать, унтан ик аллине сарса хурса манран ыйтать:

— Шо вӑл ман патра ларать? Шо кирлӗ ӑна? Ларать те пӑха парать.

Вӑл Беликова «глитай абож паук» тесе ят панӑччӗ. Ҫавӑнпа, эпир ун аппӑшӗ Варенька ҫав «абож паука» качча тухма хатӗрленни ҫинчен унпа калаҫма мӗншӗн тытӑнса тӑни паллӑ ӗнтӗ. Пӗреххинче ӑна директорша ун аппӑшне ҫав Беликов майлӑрах курӑмлӑ, такам та хисеплекен ҫынна качча парсан лайӑх пуласси ҫинчен каласа пӑхсан, вӑл сиввӗн пӑхса илнӗ те мӑкӑртатса каланӑ:

— Ман ӗҫ мар. Хура ҫӗлене тухсан та, ҫын ӗҫне хутшӑнма юратмастӑп эпӗ.

Ӗнтӗ малаллине итле. Такӑш мӑшкӑламӑшӗ карикатура ӳкерсе хунӑ: калушпа, тавӑрнӑ брюкипе, зонтик айӗнче Беликов пырать, унпа юнашар, аллине ун хулӗнчен ҫаклатса, Варенька утать, ӳкерчӗкӗн айне «Юратакан пулса кайнӑ антропос» тесе ҫырса хунӑ. Пӗлетни, ӳкерчӗкӗнчи сӑнсене май мар вырнаҫуллй туса хунӑ. Художникӗ пӗр каҫ анчах мар унпа аппаланса ларнӑ пулас, мӗншӗн тесен арҫын гимназипе хӗрарӑм гимнази учителӗсем пурте, семинаринчи учительсем, чиновниксем пурте пӗрер экземпляр илнӗ ҫавна. Беликов та илет. Карикатура унӑн кӑмӑлне питех те йывӑррӑн пусса антарать.

Тухрӑмӑр унпала иксӗмӗр килтен, — ҫак ӗнтӗ лӑпах майӑн пӗрремӗшӗнче пулчӗ, вырсарникун, пурсӑмӑр та учительсемпе гимназистсем эпир гимнази умне пухӑнса пырса, кайран пӗрле хула хыҫне вӑрмана ҫуран кайса килме килӗшнӗччӗ, — тухрӑмӑр ӗнтӗ, вӑл симӗсленсе кайнӑ, ҫумӑр пӗлӗчӗнчен те хӑмӑртарах.

— Мӗнле усал, лайӑх мар ҫынсем пулаҫҫӗ халь ҫав! — тесе ячӗ вӑл, тути хӗррисем хӑйӗн чӗтренсе илчӗҫ.

Эп ӑна шеллесех пӑрахрӑм. Пыратпӑр ҫапла, унччен те пулмин, велосипедпа вӑркӑштарса, кам тейӗр ӗнтӗ эсир, Коваленко пыра парать, ун хыҫӗнчен тата Варенька, вӑл та велосипедпа, хӗп-хӗрлӗ, ӗшеннӗ, ҫапах савӑнчӑклӑ, хаваслӑ.

— Эпир вара малалла каятпӑр! — кӑшкӑрать хӑй. — Ҫанталӑк май мар лайӑх, майсӑр, шутсӑр лайӑх!..

Иккӗшӗ те ҫухалчӗҫ. Ман Беликов симӗсрен шуралса кӑн хытса кайрӗ. Кайма чарӑнса, ман ҫине чӑрр пӑхса илчӗ.

— Чим, мӗн ку? — ыйтрӗ вӑл. — Куҫӑм улшу курать-им? Гимназири преподавательсемпе хӗрарӑмсем велосипедпа ҫӳрени килӗшет-и вара?

— Унта мӗн килӗшмелле марри пур-ха, — терӗм эпӗ. — Ара ҫӳреччӗр сывӑ чухне.

— Ӑҫтан юрать ӗнтӗ? — эпӗ хама хам канлӗ тытнинчен тӗлӗннипе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Мӗн калаҫан?

Тӗлӗнсе хытсах кайнӑ, малалла пыма та кӑмӑл тумарӗ, килне ҫитех таврӑнчӗ.

Тепӗр кунне ӑшӗ кӳтсе ҫитнипе пӗрмаях аллисене лутӑркаса сике-сике илсе аптрарӗ. Сӑнӗнченех хӑйне лайӑх мар пулни курӑнса тӑрать. Ӗмӗр тӑршшинче те пӗрремӗш хут ҫеҫ ӗҫрен тухса шурӗ. Кӑнтӑрлахи апатне те ҫимерӗ. Каҫ пуласпа вара, тулта пӑчӑ та ҫуллахи ҫанталӑк тӑнине пӑхмасӑр, ӑшӑрах тумланса тухса, Коваленкосем патне сӗтӗрӗнсе утрӗ. Вареньки килте пулман, шӑлнӗне ҫеҫ тӗл пулнӑ мӗн.

— Ларах, тархасшӑн, — текелесе илнӗ сиввӗн Коваленко, куҫхаршисене антарса янӑ; унччен ҫеҫ кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн выртса каннӑ мӗн хӑй, кӑмӑлӗ шутсӑрах хуҫӑк пулнӑ ҫак хушӑра.

Беликов пӗр вун минут хушши ним чӗнмесӗр ларкаланӑ, унтан ҫапла пуҫласа янӑ:

— Сан патна чунӑма ҫӑмӑллатма килтӗм эпӗ. Мана шутсӑр-шутсӑр йывӑр. Мана тата пирӗн иксӗмӗршӗн те ҫывӑх пӗр хӗрарӑма такам ашкӑнчӑкӗ кулмалла туса ӳкернӗ. Манӑн ним айӑпӑм та ҫук унта, ӗнен мана… Ун пек мӑшкӑлама нихӑҫан та май кӳмен эпӗ, — ялан ӗретлӗ ҫын пек тытнӑ хама хам.

Ҫилемес ларнӑ Коваленко, ним те чӗнмен. Беликовӗ кӑштах кӗткелесе ларкаланӑ та хуйхӑллӑ сасӑпа хуллен малалла калама тытӑннӑ.

— Манӑн татах каламалли пур сана. Эпӗ нумайранпа ӗҫлетӗп, эсӗ вара ӗҫлеме халӗ ҫеҫ тытӑнатӑн, ҫавӑнпа, санӑн аслӑ юлташу пулса, сыхлантармалла ман сана. Эсӗ велосипедпа ярӑнса ҫӳрен, ҫитӗнекен ачасене вӗрентсе ӳстерекене вара ҫак вӑйӑ пачах килӗшмест.

— Ма-ха? — баспа ыйтнӑ Коваленко.

— Ара ӑнлантарма кирлӗ-и вара, Михаил Саввич, ҫакна ӑнланма йывӑр-им вара? Учитель велосипедпа ҫӳрет пулсан, вӗренекенсен мӗн тӑвасси юлӗ ӗнтӗ. Вӗсен пуҫ ҫийӗн утса ҫӳресси ҫеҫ юлать вара. Апла ҫӳреме ирӗк пани циркулярта ҫук пулсан, юрамасть ӗнтӗ. Ӗнер сехре хӑпсах тухрӗ. Аппуна курсан, куҫ тӗтреленсе килчӗ. Хӗрарӑм е хӗр велосипед ҫинче — ҫак сехӗрлентерет.

— Мӗн кирлӗ-ха сана?

— Мана пӗр япала анчах кирлӗ. Сана, Михаил Саввич, систерсе хурас ҫеҫ тетӗп эпӗ. Ҫамрӑк ҫын эсӗ, сан малта пуласлӑху пур, хӑвна ху питӗ-питӗ сыхӑ тытса усрамалла, эсӗ пур — хӑвӑн ӗҫӳсене ай-ай япӑх, ай-ай япӑх туса пыратӑн. Тӗрленӗ кӗпепе ҫӳрен урам тӑрӑх ялан темӗнле кӗнекесем йӑтса ҫӳрен, халӗ тата ак велосипедпа. Аппупа эсӗ велосипед ҫине ларса ҫӳрени ҫинчен директор пӗлӗ, попечитель патне ҫитӗ кайран… Мӗн ырри вара?

— Манпа аппа велосипедпа ҫӳренипе никамӑн та ӗҫ ҫук! — тенӗ Коваленко, сӑнран ӳксе. — Килтипе ҫемьери пурнӑҫа хутшӑнма хӑтланакана эпӗ йытӑ-качкасем, шуйттансем патне ӑсатӑп.

Беликов сӑнран ӳкнӗ, ура ҫине тӑнӑ.

— Эсӗ манпа ҫавӑн пек сасӑпа калаҫан пулсан, малалла калама халӑм ҫук, — текеленӗ вӑл. — Нихӑҫан та ман умра начальниксем ҫинчен ҫавӑн пек ан калаҫнӑ пултӑр. Санӑн влаҫсене хисеплемелле.

— Эпӗ влаҫсем ҫинчен мӗн те пулин усал сӑмах каларӑм-и вара? — Ун ҫине шӑртланса пӑхса ыйтнӑ Коваленко. — Тархасшӑн, канлӗхре хӑвар мана. Тӳрӗ ҫын эпӗ, сан пек этемпе калаҫассӑм та килмест. Фискалсене савмастӑп эпӗ!

Беликов вӗчӗлтенсе кускаласа илнӗ те вӑр-вар тумланма тытӑннӑ, сӑн-питӗнчен пӑхсан, ун сехри хӑпни палӑрнӑ. Кун пек тӳрккес сӑмаха пирвайхи хут илтет-ҫке хӑй ӗмӗрӗнче.

— Тем те калама пултаран! — тенӗ вӑл, малти пӳлӗмрен пусма лаптӑкне утса тухса. — Сана ман систермелле кӑна: пӗлме ҫук, пире кам та пулин илтрӗ те пуль, ҫавӑнпа эпир калаҫнине тепӗр май ӑнланасран тата кайран мӗн те пулин сиксе тухасран хамӑрӑн хальхи калаҫун содержанине… господин директора каласа памалла пулать… кӗскен ӗнтӗ. Ҫавна манӑн тумаллах.

— Каласа пама? Тухса каях, систерех!

Коваленко ӑна хыҫалтан, ҫухавинчен ярса тытнӑ та тапнӑ янӑ, Беликов вара калушӗсемпе кӗмсӗртеттерсе пусма тӑрӑх кусса кайнӑ. Пусмийӗ ҫӳллӗ, чӑнкӑ, апла пулин те, аяла ҫитиччен телейлӗ кусса аннӑ вӑл, ури ҫине яшт сиксе тӑнӑ та сӑмсине, куҫлӑхӑм ванман-ши тесе, хыпашласа пӑхнӑ. Лап ҫав пусма тӑрах кусса аннӑ вӑхӑтра Варенькӑпа пӗрле икӗ майра пырса кӗнӗ; аялтан курса тӑнӑ вӗсем — ҫапла кулни Беликова этем калама ҫук хӑратса пӑрахать. Ҫакӑн пек мӑшкӑл кураччен, хӑвӑн мӑйна, икӗ уруна хуҫса пӑрахсан авантарах пулассӑн туйӑнса каять, ара кун ҫинчен ӗнтӗ пӗтӗм хула пӗлӗ, директор, попечитель патне ҫитӗ, — ай, мӗн те пулин сиксе тухминччӗ. Ҫӗнӗрен карикатура ӳкерсе ярӗҫ те, кайран хама отставкӑна тухма хушнипе вӗҫленӗ ку ӗҫ.

Вӑл ури ҫине сиксе тӑрсан, ӑна Варенька палласа илнӗ, унӑн кулӑшла пит-куҫӗ ҫине, лучӑрканса кайнӑ пальто, калушӗ ҫине пӑхса, мӗн пулнине тавҫӑрса илейменнипе, хӑй сарӑмсӑр кайса ӳкнӗ пулӗ вӑл тесе, кулмасӑр чӑтайман, пӗтем ҫурт илтӗнмелле ахӑлтатса янӑ.

— Ха-ха-ха!

Ҫак янӑравлӑ ха-ха-хапа пӗтӗмпех вӗҫленсе пӗтнӗ вара: хӗр ҫураҫасси те, Беликовӑн ҫӗр ҫинче пурӑнас пурнӑҫӗ те. Варенька малалла мӗн каланине илтмен урӑх вӑл, нимӗн те курман. Хӑй килне тавӑрӑнсан, чи малтан сӗтел ҫинчи портрета илсе пуҫтарса хунӑ, кайран лаштӑрах кайса выртнӑ та текех тӑрса ҫӳреймен вара.

Ман пата пӗр виҫ кунтан Афанасий пычӗ те улпута тем пулнӑ, тухтӑра чӗнме ямалла мар-ши, терӗ. Беликов патне кайрӑм. Вӑл шӑналӑк айӗнче утиял витӗнсе выртать; ыйтан эс унтан, вӑл: пур е ҫук, тесе ҫеҫ сӑмахлать, урӑх ним сас-чӗв те кӑлармасть. Вӑл выртать, Афанасий вара ун тавра сулӑнса ҫӳрет, салхуллӑ, сулхӑн кӑмӑллӑ хӑй, ассӑн сывла-сывла илет; хӑйӗнчен вара хупахри пек эрех шӑрши перет.

Уйӑх иртсен, Беликов вилчӗ. Пурсӑмӑр та тепӗр майлӑ каласан, икӗ гимназипе семинари пӗрле пухӑнса пытартӑмӑр ӑна. Тупӑкра выртнӑ чухне, ун сӑн-пичӗ лӑпкӑ, килӗшӳллӗ ӗнтӗ, савӑнӑҫлӑ, хӑйне аран-аран нихӑҫан тухмалла мар хупӑлча ӑшне хупса хунӑшӑн хавас пулнӑнах туйӑнать. Ара, хӑйӗн идеалӗ патне пырса ҫитрӗ ӗнтӗ вӑл. Хӑйне пытарнӑ вӑхӑтра, ӑна хисеп тунӑ пекех, тӗтреллӗ, ҫӑмӑрлӑ ҫанталӑк пулчӗ тата, ҫавӑнпа пурсӑмӑр та калушсемпе те зонтиксемпе пултӑмӑр эпир. Пытарнӑ ҫӗрте Варенька та пурччӗ, ун тупӑкне шӑтӑка антарнӑ чухне макӑрса ячӗ вӑл. Хохлушкӑсем е макӑраҫҫӗ, е ахӑлтатса кулаҫҫӗ, вӑтам кӑмӑл пулаймасть иккен вӗсен, тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.

Тӳрех калап, Беликов йышши ҫынсене пытарни май мар кӑмӑла тултарать. Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне сӑн-сӑпатсем пирӗн салхуллӑччӗ, сӑпайлӑччӗ, хамӑр хавас пулнине, тахҫан-тахҫан пӗчӗкҫӗ чухне килтен аслисем тухса кайсан, хамӑрӑн улма пахчинче, пӗтӗмпех ирӗк пулнипе киленсе, пӗрер-икшер сехет чупса ҫӳренӗ чухнехи пек савӑннине никам та, палӑртас темен. Эх, ирӗк, ирӗк! Ирӗк килессе ытарлӑн систерниех, май мар вӑйсӑр шанӑҫ тытниех чунӑмӑра ҫунатлантарса ярать, чӑн мар-им?

Масар ҫинчен тулли кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр хамӑр. Анчах эрнерен те ытла иртмерӗ, унчченхи пекех сивӗ, ывӑнтаракан, ӑнӑҫсӑр пурнӑҫ, циркулярпа чарсах хуман пулин те, ҫапах ирӗкне те пӗтӗмпех паман пурнӑҫ шӑва пуҫларӗ каллех. Тӗрӗс ӗнтӗ, Беликова пытартӑмӑр-ха. Ун йышши хупӑлчари этемсем вара тата та мӗн чухлӗ юлнӑ, тата та мӗн чухлӗ пулӗҫ!

— Ҫапла ӗнтӗ вӑл ҫав, — терӗ те Иван Иваныч, чӗлӗмне чӗртрӗ.

— Тата та мӗн чухлӗ пулӗҫ, — каларӗ тепӗр хут Буркин.

Гимнази учителӗ сарайӗнчен утса тухрӗ. Вӑл кутамас, кӳпшек, сӗм кукша, пилӗк тарана пӗр ластӑк ҫеҫ ҫитми хура сухаллӑ этем; икӗ йытти те унпа пӗрле тухрӗҫ.

— Уйӑхӗ вара, уйӑхӗ! — терӗ тӳпенелле пӑхса вӑл.

Ҫурҫӗр ӗнтӗ. Сылтӑмра пӗтӗм сала курӑнать, вӑрӑм урамӗ таҫта ҫити, пӗр пилӗк ҫухрӑм инҫене тӑсӑлнӑ. Пӗтӗмпех лӑпкӑ, тарӑн ыйха путнӑ, нимӗнле хускану та, нимӗнле сас-чӗв те ҫук, ҫутҫанталӑкра кун пекех лӑпкӑлӑх пуласса ӗненессӗм те килмест. Уйӑхлӑ каҫхине ялӑн сарлака урамне, унӑн пӳрт-ҫурчӗсене, капанӗсене, ӗнтӗркенӗ ҫӳҫисене курса тӑнӑ хушӑра чун лӑп пулать, ҫав канлӗхре ӗҫ-пуҫсенчен, шухӑшсенчен, хуйхӑ-суйхӑсенчен, ҫӗрлехи ӗмӗлкесемпе витӗннӗ чун йӑвашланса, салхуланса, чиперленсе каять, ҫӑлтӑрсем те ун ҫине ачашласа тата ҫемҫе кӑмӑлпа пӑхса тӑнӑн туйӑнать, ҫӗр ҫинче текех усал япала ҫук пек пӗтӗмпех чипер иртсе пынӑн туйӑнать. Сулахайра сала ҫумӗпе уй пуҫланать; вӑл инҫене, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ пек курӑнакан вырӑна ҫитех курӑнса выртать, ҫав уйӑх ҫути сапӑннӑ уйӑн пӗтӗм анлӑшӗнче те ни тапрану, ни сас-чӗв ҫук.

— Ҫапла ӗнте ҫав, — терӗ Иван Иваныч, — хулара пӑчӑхса, хӗсӗнсе пурӑнса ирттеретпӗр эпир, кирлӗ мар хутсем ҫырса ларатпӑр, винтла вылятпӑр — ҫак хупӑлча мар-им вара? Пӗтӗм пурнан ӗмӗре сулланчӑксем, судлашакансем, айвансем, ӗҫ патне пыман хӗрарӑмсем хушшинче пурӑнса, темӗн тӗрлӗ лӗпӗртетнисене итлесе ирттеретпӗр эпир — ҫакӑ хупӑлча мар-им вара? Кӑмӑлу пулсан, шутсӑр ӳкӗтлӗ пӗр истори каласа парам сана.

— Пулмасть, ҫывӑрма вӑхӑт ӗнтӗ, — терӗ Буркин. — Ыранччен!

Иккӗшӗ те сарайне кӗрсе утӑ ҫине пырса выртрӗҫ. Иккӗшӗ те витӗнсе выртса тӗлӗрсе кайнӑччӗ ӗнтӗ, унччен те пулмарӗ, ура сасси ҫӑмӑллӑн тап-тап туни илтӗнсе каять. Такам сарайран инҫетре мар ҫӳрет; кӑшт утса кайкалать те чарӑнса тӑрать, в тепӗр минутран каллех тап-тап тунӑ сасӑ. Йытӑсем харлатса илчӗҫ.

— Унта Мавра ҫӳрет, — терӗ Буркин.

Ура сасси шӑпланчӗ.

— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!

— Куна вара эсӗ, Иван Иваныч, тепӗр оперӑран илтӗн, — терӗ учителӗ. — Ҫывӑрар пулӗ.

Пӗр вун минутран Буркин ҫывӑрса та кайрӗ. Иван Иванычӗ вара пӗрмаях хӑрах аяккинчен тепӗр аяккинелле ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна вырткаласа, ассӑн сывла-сывла ярса ирттеркеленӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑчӗ, каллех тулалла тухрӗ, алӑк умне ларса чӗлӗмне чӗртсе ячӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех