Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III сыпӑк

Пай: Олеся

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хушнӑ: 2019.10.06 22:47

Пуплевӗш: 280; Сӑмах: 2956

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Виҫӗ кунран ҫанталӑк ҫемҫетрӗ. Пӗр ирхине, ир-ирех, Ярмола ман пӳлӗме кӗчӗ те килпетсӗртереххӗн каласа хучӗ:

— Пӑшалсене тасатмалла пулать, паныч.

— Мӗн тума? — ыйтрӑм эпӗ, витӗнкӗҫ айӗнче карӑнкаланӑ май.

— Мулкач каҫхине вӑйлӑ ҫӳренӗ: йӗр нумай. Тен, кайса пӑскӑртатпӑр?

Курсах тӑратӑп, Ярмолӑн часрах вӑрмана ҫитес килет, анчах вӑл сунарҫӑн ҫав чӑтӑмсӑрла кӑмӑлне юри тунӑ сӳрӗклӗхпе пытарать. Чӑн та, пӑшалӗ ун малти пӳлӗмрех тӑратчӗ ӗнтӗ, унран вара, кӗпҫи вӗҫӗ тутӑхпа та газ ҫинипе шӑтса пӗтнӗскертен, — ӑна темиҫе тӗлте тӑхлан саплӑксемпе эрешленӗ, — шур качакисенчен пӗри те тарса хӑтӑлайман-ха.

Эпир вӑрмана кӗрейрӗмӗр ҫеҫ, ҫавӑнтах мулкач йӗрӗ ҫине ӳкрӗмӗр те: икӗ ура юнашар та иккӗш каярах, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн. Мулкач ҫул ҫине тухнӑ, ун тарӑх икҫӗр хӑлаҫа майлӑ кайнӑ, унтан ҫамрӑк хырлӑхалла таҫта ҫитиех вирлӗн сикнӗ.

— Ну, халь ҫаврӑнса иртӗпӗр унран, — терӗ Ярмола, — Мӗнле юпалантарса хускалнӑ, ҫаплипех килсе выртать ҫакӑнта кӗҫех. Эсир, паныч, кайӑр… — Вӑл, мана ӑҫталла ярас-ши тесе, хӑй ҫеҫ пӗлекен паллӑсем пирки шухӑша путса тӑчӗ… — Эсир кивӗ корчма патне ҫити кайӑр. Эпӗ ӑна Замлын енчен пӳлсе илӗп. Йытӑ хуса кӑларсанах вара эпӗ сире кӑшкӑрса пӗлтерӗп.

Вӑл, лутра вӗтлӗхӗн ҫӑра чӑтлӑхне чӑмрӗ тейӗн, ҫавӑнтах куҫран ҫухалчӗ. Эпӗ итлеме пуҫларӑм. Пӗр сасӑ та палӑртмарӗ унӑн браконьер уттине, пӗр турат та ҫатлатса хуҫӑлмарӗ унӑн пушӑт постол сырнӑ ури айӗнче.

Эпӗ кивӗ корчма — пӗр чун ҫук, ишӗлсе пӗтнӗ хаттӑ патне васкамасӑр ҫитрӗм те лӑсӑллӑ вӑрман хӗррине, тӳп-тӳрӗ ӳссе кайнӑ, ҫӳллӗ те ҫара туналлӑ хыр айне тӑтӑм. Ҫав тери шӑп, кунашкал шӑплӑх ҫилсӗр кун хӗллехи вӑрманта ҫеҫ пулма пултарать. Лӑс туратсенчен кӑпӑш юр кумккисем пусӑрӑнтарса ҫакӑннӑ, ҫакӑ вӗсене темле уяври пек тӗлӗнмелле чаплӑ та сивӗрех сӑн парса тӑрать. Вӑхӑт-вӑхӑтӑн чи тӑрринчи ҫинҫешке турат хуҫӑлать те, ӳкнӗ май, теприсен ҫумне ҫӑмӑллӑн ҫапӑнса, ҫав тери уҫҫӑн ҫатлатать. Юр хӗвел ҫинче кӗреннӗн ялтарать, сулхӑнра — кӑваккӑн. Мана ҫак чаплӑ та сивӗ чӗмсӗрлӗхӗн лӑпкӑ тӗлӗнӗвӗ ҫавӑрса илчӗ, эпӗ вара вӑхӑт хамран мӗнле пӑрӑнса иртнине туйнӑ пек пултӑм, — вӑраххӑн та пӗр сассӑр куҫать пек вӑл манран уйрӑммӑн…

Сасартӑк аякра, чи чӑтлӑхра, Пӑчӑр вӗрни илтӗнсе кайрӗ — ҫакнашкал вӗрме тискер кайӑка хӑвалакан йытӑ ҫеҫ пултарать: ҫинҫен, тӑсмаккӑн янӑраттарса та турткалашуллӑн, нӑйӑлтатса нӑйкӑшнӑ евӗр. Ҫав самантрах эпӗ Ярмола сассине те илтрӗм, йыттине вӑл хаяр хистевпе вӗскӗртет: «У-бый! У-бый!», пӗрремӗш сыпӑкӗ — ҫинҫен те кӑран тӑстарӑнса, иккӗмӗшӗ — хулӑннӑн та тытӑнчӑклӑн (Полесье сунарҫисем ҫапла кӑшкӑрни «вӗлер» тени пулать-мӗн, кун ҫинчен эпӗ чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тин пӗлтӗм).

Йытӑ вӗрнӗ тӑрӑх шутласан, вӑл хамран сулахӑйра хӑваланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ вара, мулкач ҫулне пӳлес тесе, уҫланкӑ урлӑ васкаса чупма пуҫӑнтӑм. Анчах эпӗ ҫирӗм утӑм та туса ӗлкӗреймерӗм, йывӑҫ тункати хыҫӗнчен тем пысӑкӑш сӑрӑ куян персе те тухрӗ, вӑрӑм хӑлхисене хыҫалалла лӑпчӑтса хунӑскер, васкаман пек ҫӳллӗн те сайран сиксе, ҫул урлӑ каҫса кайрӗ, ҫамрӑк хунава кӗрсе ҫухалчӗ. Ун хыҫҫӑнах Пӑчӑр вирлӗн пӗрхӗнтерсе тухрӗ. Мана курса, вӑл хӳрипе йӑвашшӑн сулчӗ, шӑлӗсемпе юра темиҫе хут васкаваррӑн ҫырта-ҫырта илчӗ те каллех мулкача хӳтерме пуҫларӗ.

Чӑтлӑхран сасартӑк Ярмола та ним сассӑр тухса тӑчӗ.

— Мӗн эсир, паныч, ун ҫулӗ ҫине тӑмарӑр? — кӑшкӑрчӗ те вӑл чӗлхине темиҫе хут кӳренӗҫлӗн чаплаттарчӗ.

— Аяккарахчӗ вӗт… икҫӗр утӑмран та ытларахчӗ. Эпӗ именнине курса, Ярмода ҫемҫелчӗ.

— Ну, тем мар… Вӑл пиртен хӑтӑлаймасть. Ирин шляхӗ ҫине кайӑр, — вӑл часах унта пырса тухать.

Эпӗ Ирин шляхӗ еннелле таплаттартӑм, тепӗр икӗ минутранах йытӑ каллех ӑҫта-тӑр хамран инҫех мар хӑваланине илтрӗм. Сунарҫӑ хавалӗ ҫавӑрса илнӗрен, эпӗ, йӑвӑ вӗтлӗх хушшипе, туратсене ватса та вӗсем хама вирлӗн ҫапнине пӑхмасӑр, пӑшала умра тытса, чупма пикентӗм. Чылайччен чупрӑм ҫакнашкал, хашкама та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк йытӑ сасси пачах йӑнса ларчӗ. Эпӗ хулленрех кайрӑм. Мана ҫапларах туйӑнчӗ: ҫакнашкал тӳп-тӳрӗ утсан, Ирин шляхӗ ҫинче эпӗ шӑпах Ярмолӑпа тӗл пулмалла. Анчах кӗҫех, тӗмсемпе тункатасенчен пӑрӑна-пӑрӑна чурнине пула та ҫул пирки пачах шутламаннипе, эпӗ аташса кайни палӑрчӗ. Эпӗ вара Ярмолӑна кӑшкӑрса чӗнме тапратрӑм. Вӑл хирӗҫ сас памарӗ.

Ҫав вӑхӑтрах эпӗ, ӑна-кӑна уямасӑр, ҫаплах малалла утрӑм. Вӑрман майӗпен сайралса пычӗ, ҫӗр йӑшма тытӑнчӗ, тункатасем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Юр ман ура пуснӑ тӗлте час нӳрӗленсе хуралать те шывпа тулса ларать. Эпӗ темиҫе хут та чӗркуҫҫи таранах ана-ана кайрӑм ӗнте. Манӑн тункатаран тункатана сике-сике каҫма тиврӗ; урасем вӗсене хупласа илнӗ ҫӑра хӑмӑр мӑкра ҫемҫе кавир ҫинчи пекех путаҫҫӗ.

Вӗтлӗх кӗҫех пач пӗтсе ларчӗ. Ман умра унта-кунта тухса тӑракан тӗмескесемлӗ юр витсе хунӑ пысӑк та ҫаврака шурлӑх сарӑлса выртать. Унӑн тепӗр вӗҫӗнче, йывӑҫсем хушшипе, темле хаттӑн шурӑ стенисем курӑнаҫҫӗ. «Кунта Ирин вӑрманӗн хуралҫи пурӑнать пулас, — шутларӑм эпӗ. — Кӗрес те унран ҫул пирки ыйтса пӗлес».

Анчах хаттӑ патне ҫитме пит ҫӑмӑлах пулмарӗ. Кашни минутрах эпӗ йӳҫлӗхре лака-лака лартӑм. Атӑсем ӑшне йӑлт шыв тулнӑ та кашни пусмассеренех хыттӑн шӑмпӑртатаҫҫӗ; вӗсене сӗтӗрме вӑй та юлман темелле ӗнтӗ хамӑн.

Юлашкинчен эпӗ ҫак шурлӑх урлӑ каҫкаласа ӳкрӗм, пысӑках мар тӗмеске ҫине хӑпарса тӑтӑм, халӗ хаттӑна лайӑхрах пӑхма та май пур. Ку вӑл, тӳррипе каласан, жаттӑ та марччӗ, юмахра асӑнакан чӑх ури ҫинчи ҫурт кӑначчӗ. Ӑна, ҫуркунне пӗтӗм Ирин вӑрманӗ шыв айне юлнине шута илес пулас, свайсем ҫине лартнӑ, урайӗ ҫӗре те перӗнмест. Вӑхӑт иртнине кура хӑрах енӗ унӑн тайӑлса пусӑрӑннӑ, ҫакӑ пӗчӗк ҫурта уксах пекле те мӗскӗннӗн кӑтартать. Чӳречисенче темиҫе куҫ ҫитмест; вӗсем вырӑнне, тулалла мӑкӑрӑлтарса, темле таса мар ҫӗтӗк-ҫурӑк тӗркисем чике-чике хунӑ.

Эпӗ шашулккана пусрӑм та алӑка уҫрӑм. Хаттӑра питӗ те тӗттӗмччӗ, манӑн вара, юр ҫине нумай пӑхнӑран, куҫ умӗнче хӗрхӗлтӗм кӑвак ункӑсем ҫӳретчӗҫ; ҫавӑнпа эпӗ хаттӑра кам та пулсан пуррипе ҫуккине те часах уйӑрса илеймерӗм.

— Эй, ырӑ ҫынсем, кам пур килте сирӗн? — ыйтрӑм эпӗ хыттӑн.

Кӑмака таврашӗнче темӗн хускалса илчӗ. Эпӗ ҫывӑхарах пытӑм та урайӗнче ларакан карчӑка курах кайрӑм. Ун умӗнче тем чухлӗ чӑх тӗкӗ купаланса выртатчӗ. Карчӑк кашни тӗке уйрӑммӑн илет те, унран сухалне сӳсе, мамӑкне карҫинкка ҫине хурать, тунине ҫӗре пӑрахать.

«Ку вӗт, ара, — Мануйлиха, Ирин тухатмӑшӗ», — карчӑка тимлӗнреххӗн пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗҫсе илчӗ ман пуҫра. Халӑх эпосӗ сӑнласа кӑтартакан ашапатман пекех вӑл, йӑлт ҫавӑ: шалалла туртӑнса кӗнӗ ырхан пичӗ, аялта шӑп-шӗвӗр, вӑрӑм, ленчешкеленнӗ янах пулса тӑнӑ та, усӑннӑ, тӑсмак сӑмсипе кӑшт ҫеҫ перӗнеймен; путса аннӑ шӑлсӑр ҫӑварӗ, тем чӑмлать тейӗн, пӗр вӗҫӗмсӗр хускалкалать; тахҫан кӑвак пулнӑ, халӗ тӗсне ҫухатнӑ куҫӗсем сивӗ, ҫаврака, ӳпӗнчӗк, хупанкисем питӗ кӗске те хӗрлӗ, пӑхасса темле халиччен курман усал вӗҫен кайӑк евӗр пӑхать.

— Сывлӑх сунатӑп, кинемей! — терӗм эпӗ, пултарнӑ таран хавассӑн калама тӑрӑшса. — Сана Мануйлиха тесе чӗнмеҫҫӗ пулӗ те ҫак?

Мана хирӗҫ карчӑк кӑкӑрӗнче темӗн лӑнкӑртатрӗ, темӗн хӑрӑлтатрӗ; унтан унӑн ӑшлатакан шӑлсӑр ҫӑварӗнчен ӑнланса пӗтермелле мар сасӑсем сирпӗнсе тухрӗҫ, сывлӑшсӑр пулнӑ ватӑ курак кранклатнӑ пек те туйӑнчӗҫ вӗсем, сасартӑк татӑлса ларнӑ хӑйӑлти фистула пек те.

— Ӗлӗкрех, тен, Мануйлиха та тенӗ пулӗ ырӑ ҫынсем… Халӗ вара ятсӑр ят та кӑмпапа ҫарӑк ҫеҫ. Сана мӗн кирлӗ? — хӑйӗн пер евӗр ӗҫне малалла тӑснӑ маях сиввӗн ыйтрӗ вӑл.

— Ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-ха эпӗ, асанне. Тен, санӑн сӗт кӑштах тупӑнать?

— Сӗт ҫук, — ҫиллессӗн касса татрӗ карчӑк. — Сирӗн пек вӑрманта йӑнккакансем темӗн чухлех… Кашнине ӗҫтерсе те, ҫитерсе те пӗтереймӗн…

— Хӑнасене пӗрре те тарават мар иккен эсӗ, асанне.

— Тӗрес, паттюшка: пач та тарават мар. Тӑварлани-йӳҫетнисене сирӗн валли тытмастпӑр. Ывӑннӑ — лар, хаттӑран сана никам та хӑваламасть. Пӑлетӗн-и, мӗн тенӗ халӑх каларӑшӗнче: «Пырӑр пирӗн пата тӑпрас ҫинче ларма, пирӗн уяв шавне итлеме, сирӗн пата апата пыма вара хамӑрах тавҫӑрӑпӑр». Ҫапларах вӑт…

Ҫак калаҫу ҫаврӑнӑшӗсем мана ҫийӗнчех карчӑк ку тӑрӑха чӑннипех те урӑх ҫӗртен килсе ҫакланнине ӗнентерчӗҫ; кунта, ҫурҫӗр енче ҫӑвар вылятма юратакансем вӗҫкӗнленнӗ пек, сайра хутра тӗл пулакан ҫивӗч сӑмахсемпе пылаккӑн ҫавӑрттарса каланине кӑмӑлламаҫҫӗ те, ӑнланмаҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах карчӑк, хӑй ӗҫне ал сӗмӗпе малалла тунӑ май, сӑмса айӗн тем мӑкӑртатрӗ-ха, анчах хуллентерех те хуллентерех, ӑнланмаллах та мар. Эпӗ унӑн уйрӑм сӑмахӗсене кӑна тытса илме пултартӑм, вӗсем те пулин пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмаҫҫӗ: «Акӑ сана Мануйлиха асанне… Кам вара хӑй — шуйттан пӗлӗ… Ҫулӗсем ман сахалах мар… Урисене хӑршӑнтарать, чакӑлтатать, чаклатать — чӑн-чӑн чакаках…»

Эпӗ пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр тӑнласа лартӑм, унтан, ман умра — ухмахланнӑ хӗрарӑм, тенӗ шухӑш кӗтмен ҫӗртен ҫурални мана ҫавӑнтах йӗрӗнтерсе, хӑратса ячӗ.

Ҫапах та эпӗ хам тавра пӑхса ҫаврӑнма ӗлкӗртӗм. Пӳртӗн чылай пайне хӑпаланса пӗтнӗ пысӑк кӑмака йышӑннӑ. Малти кӗтесре турӑшсем ҫук. Стенасем ҫинче, час-часах тӗл пулакан симӗс мӑйӑхлӑ сунарҫӑсемпе хӗрлӗрех кӑвак йытӑсем тата никам пӗлмен генералсен сӑнӗсем вырӑнӗнче, типӗтнӗ курӑксен кӗлтисем, шанӑҫтарнӑ тымарсен ҫыххисемпе апат-ҫимӗҫ савӑчӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ни тӑмана пуррине, ни хура кушака асӑрхамарӑм эпӗ, ун вырӑнне вара кӑмака ҫинчен ман еннелле тӗлӗннӗ те шанса пӗтереймен пекле куҫӗсемпе икӗ пысӑк чӑп-чӑпар шӑнкӑрч пӑхса ларать.

— Асанне, сирӗн патӑрта шыв та пулин ӗҫмешкӗн юрать-и хуть? — сасса хӑпартса, ыйтрӑм эпӗ.

— Вӑн ҫавӑнта, шетникре, — пуҫӗпе сулчӗ карчӑок.

Шывӗ шурлӑхри тутӑх тутиллӗччӗ. Карчӑка тав туса (куна хирӗҫ вӑл, курмӑш-илтмӗш пулса, ним паллӑ та памарӗ), эпӗ унран шляха мӗнле тухмалли пирки ыйтрӑм.

Вӑл сасартӑк пуҫне ҫӗклерӗ, ман ҫине хӑйӗн вӗҫен кайӑк куҫӗсемпе сиввӗн те шӑтарасла пӑхрӗ, васкаса мӑкӑртатрӗ:

— Кайсам, кайсам… Вӗҫтер, йӗкӗт, хӑвӑн ҫулупа. Ним ӗҫ те ҫук санӑн кунта. Хӑна хӑналӑх вӑхӑтӗнче кӑна аван… Уттар, паттюшка, уттар…

Манӑн, чӑнах та, каяссисӗр пуҫне урӑх нимӗн те юлман. Анчах сасартӑк ман пуҫа ҫак хаяр карчӑка пӑртак та пулин ҫемҫетме хӑтланса пӑхас текен шухӑш килех кӗчӗ. Эпӗ кӗсьерен ҫирӗм пилӗк пуслӑх ҫӗнӗ кӗмӗл кӑлартӑм та ӑна Мануйлиха енне тӑсрӑм. Эпӗ йӑнӑшман: укҫана курсан, карчӑк хусканса илчӗ, куҫӗсем унӑн тата ытларах чарӑлса кайрӗҫ, вӑл вара хӑйӗн чӗтрекен, кукӑрӑлса, хытса кайнӑ пӳрнисемпе кӗмӗл еннелле тӑсӑлчӗ.

— Э, ҫук, Мануйлиха асанне, ахаль памастӑп, — укҫана пытарса йӗкӗлтешрӗм эпӗ. — Нуккӑ, юмӑҫ пӑхса пар мана.

Тухатмӑшӑн пӗркеленнӗ хӑмӑр пичӗ кӑмӑлсӑр пулса кайрӗ. Вӑл, ахӑртнех, иккӗленчӗ, укҫана хӗссе тытнӑ ман чышкӑ ҫине темле шанса пӗтерейменле пӑхрӗ. Анчах ҫӑткӑнлӑх ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех.

— Ну, ну, кайӑпӑр-и эппин, кайӑпӑр-и, — урайӗнчен йывӑрпа ҫӗкленсе, ӑшлаттарчӗ вӑл. — Никама та пӑхмастӑп эпӗ халь, тӑванӑм… Маннӑ… Ватӑлса ҫитнӗ, куҫсем курмаҫҫӗ. Пӗр сана пӑхсан кӑна ӗнтӗ.

Курпунланнӑ шӑмшаккипе кашни ярса пусмассеренех чӗтренсе, вӑл, стенаран тыта-тыта, сӗтел патне пычӗ, вӑхӑтне кура ҫӗтӗлсе, тусса-тӗссӗрленсе пӗтнӗ карт колодине илчӗ те пӗр-пӗрин хушшине чике-чике пӑтратрӗ, вара ман паталла шутарса хучӗ.

— Ил-ха… Сулахай аллупа ил… Чӗре патӗнчен…

Пӳрнисем ҫине суркаласа, каббалине сарса хума пуҫӑнчӗ вӑл. Картсем сӗтел ҫине чустаран йӑваласа тунӑ пекех сӗтеклӗн ҫатлата-ҫатлата ӳксе пычӗҫ те сакӑр кӗтеслӗ тӗп-тӗрӗс ҫӑлтӑр пулса тӑчӗҫ. Юлашки карчӗ кӗпине ҫӳлелле кӑнтарса «патша» ҫине выртсан, Мануйлиха аллине ман енне тӑсрӗ.

— Ылттӑнласам, ырӑ улпутӑм… Телейлӗ пулӑн, пуян пулӑн… — чӑн-чӑн чикан сассипе кӗлмӗҫленсе юрласа ячӗ вӑл.

Эпӗ ӑна хатӗрлесе тытнӑ кӗмӗле чышрӑм. Упӑте пекех васкаваррӑн ҫӑварне персе чикрӗ карчӑк укҫана.

— Пысӑк интерес тухать сана вӑрӑм ҫул урлӑ, — хӑнӑхнӑ йӑлипе хӑвӑрттӑн пуҫларӗ вӑл. — Кирпӗч майрипе тӗлпулу тата хисеплӗ ҫуртра темле ырӑ калаҫу. Кӗҫех хӗрес патшинчен кӗтмен хыпар илетӗн. Темле чӑрмавлӑрах ӗҫсем ӳкеҫҫӗ сана, унтан каллех темле пысӑках мар укҫа ӳкет. Пысӑк компанире пулатӑн, ӳсӗр пулатӑн… Тем тӗрлӗ вӑйлӑ мар ӗнтӗ, ҫапах та сан ӗҫесси тухать. Ӗмӗрӳ санӑн вӑрӑм пулать. Утмӑл ҫиччӗре вилмесен, ун чух…

Сасартӑк вӑл чарӑнчӗ, теме итленӗ пек, пуҫне ҫӗклерӗ. Эпӗ те пусӑрӑнса лартӑм. Темле хӗрарӑм сасси, уҫӑ, янӑравлӑ та хӑватлӑскер, юрлать, хӑй хаттӑ патнелле ҫывхарса килет. Кӗҫӗн вырӑссен ҫав тери чечен юррин сӑмахӗсене уйӑрса илтӗм вара эпӗ:

Ай, те четек, те чечек мар
Палана авать.

Ай, те ыйхӑ, те ыйхӑ мар
Пуҫӑма пусать.

— Ну, кай халь, кай, ӑмӑрткайӑк, — мана сӗтел патӗнчен аллипех тӗксе, сехӗрленӳллӗн хыпкаланса ӳкрӗ карчӑк. — Ниччу сан ют хаттӑсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме. Кай хӑвӑн каяс ҫӗрне…

Вӑл куртка ҫаннинчен ҫавӑрса тытсах мана алӑк патнелле туртма пуҫларӗ. Пичӗ ҫинче ун тискер кайӑкӑнни евӗр темле канӑҫсӑрлӑхчӗ.

Юрӑ янраттарнӑ сасӑ сасартӑк питӗ ҫывӑхра, хаттӑ патӗнчех татӑлчӗ, тимер шашулкка хыттӑн шаклатрӗ те хӑвӑрттӑн уҫӑлнӑ алӑк анинче кулса тӑракан йӑрӑс пӳллӗ хӗр курӑнса кайрӗ. Вӑл ик аллипе те йӗрлӗ-йӗрлӗ саппунне асӑрхануллӑн ҫӗклесе тытнӑ, ун ӑшӗнчен хӗрлӗ мӑйлӑ та ялтӑракан хура куҫлӑ пӗчӗк кайӑксен виҫӗ пуҫӗ тухса тӑрать.

— Курсам, кукамай, вӗлтрен тӑррисем каллех ман ҫумма ҫыпӑҫрӗҫ, — хыттӑн кулса, хавассӑн каларӗ вӑл, — пӑхсам, мӗнле кулӑшла… Выҫӑ пачах. Манӑн вара, юри тунӑ тейӗн, хампа пӗрле ҫакӑр та пулмарӗ.

Анчах, мана курса, вӑл сасартӑк шӑпланчӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ. Унӑн ҫинҫе кӑна куҫ харшисем кӑмӑлсӑррӑн туртӑнса илчӗҫ, куҫӗсем карчӑк ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗҫ.

— Улпут кӗчӗ ак… Ҫул пирки тӗпчет, — ӑнлантарчӗ карчӑк. — Ну, паттюшка, — хистекен сӑнпа ҫаврӑнчӗ вӑл ман енне, — реххетленсе ларса ҫитет сана. Шыв ӗҫсе тӑрантӑн, калаҫрӑн, чыса пӗлме те вӑхӑт. Эпир саншӑн компани мар…

— Итлесем, чиперкке, — терӗм эпӗ хӗре. — Кӑтартсам мана, тархасшӑн, Ирин шляхӗ патне каякан ҫула, унсӑрӑн сирӗн шурлӑхӑртан ӗмӗрне те ҫӑлӑнса тухаймӑн.

Ҫемҫен те ыйтса калани ӑна, — сӑмахсене эпӗ чӑннипех те тархасласа каларӑм, — витрӗ, пырса тиврӗ пулмалла. Вӑл хӑйӗн вӗлтрен тӑррийӗсене кӑмака ҫине шӑнкӑрчсемпе юнашар асӑрхануллӑн лартрӗ те хывма ӗлкӗрнӗ кӗске свиткине сак ҫине пӑрахрӗ, вара ним чӗнмесӗрех хаттӑран тухрӗ.

Эпӗ ун хыҫӗнчен утрӑм.

— Пурте алла вӗрентнӗ кайӑксем-и кусем санӑн? — ыйтрӑм эпӗ, хӗре хуса ҫитсе.

— Алла вӗрентнисем, — татса-татса тавӑрчӗ вӑл, хӑй ман еннелле куҫ хӳрине те сиктермерӗ. — Ну, акӑ, пӑхӑр, — терӗ, ҫатан патӗнче чарӑнса. — Сукмака куратӑр-и, вӑн, вӑн ҫавна, хырсем хушшинчине? Куратӑр-и?

— Куратӑп.

— Ялан тӳп-тӳрӗ утӑр ун тӑрӑх. Юман каскисем патне ҫитсен, сулахаялла пӑрӑнатӑр. Ҫапла тӳп-тӳрех каятӑр та каятӑр вӑрманпа пӗр вӗҫӗмсӗр. Кунта вара Ирин шляхӗ пулать те сире халех.

Вӑл тӑснӑ сылтӑм аллипе хама ҫул ӑҫталла кайнине кӑтарткаланӑ хушӑра эпӗ ирӗксӗрех унпа киленсе, йӑпанса тӑтӑм. Вырӑнти «дишчатсемпе» пӗрешкелли ун нимӗн те ҫук, вӗсенчен пачах уйрӑм вӑл; лешсем, хӑйсене хӑйсем тискерлетсе, ҫӳлтен ҫамкине те аял енчен ҫӑварӗпе янахне хупласа, йӑлт ҫыхӑнса лартаҫҫӗ, пурин те пичӗсем пӗр евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ. Ку вара, ман палламан пӗлӗшӗм, яштака брюнет, ҫулӗпе ҫирӗм — ҫирӗм пиллӗксенче пулӗ, хӑйне ҫӑмӑллӑн та каҫӑррӑн тыткалать. Шалпартарах шур кӗпи унӑн ҫамрӑк, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне ирӗккӗн те капӑррӑн ытамласа илнӗ. Ун пичӗн хӑйне ҫех тивӗҫекен илемне, пӗрре курсан, манасса та ниепле манаймастӑн, ҫакӑнпа пӗрлех ӑна, хӑнӑхса ҫитсессӗн те, ӳкерсе кӑтартма питӗ йывӑр. Ҫав питӗн чеченлӗхӗ йӑлтах, пӗтӗмпех ҫунса ялтӑракан ҫак пысӑк хура куҫсенче, — вӗсене варринчен кӑшт хуҫӑкрах ҫӳхе харшӑсем тытса илме ҫукла чеелӗх, пӑхӑнтарулӑх та айванлӑх сӗмӗсем парса тӑраҫҫӗ, — тата кӗре ӳтӗн кӗренлӗхӗнче те тутисен иртӗнчӗкле авӑнкӑҫӗнче, — вӗсенчен пӗри, аялти, кӑшт туллирех тути, татӑклан та юнтармӑшлӑн малалла талпӑнса тӑрать.

— Нивушлӗ эсир ҫак никам ҫук ҫӗрте хӑвӑр кӑна пурӑнма хӑрамастӑр? — ыйтрӑм эпӗ, карта патӗнче чарӑнса.

Вӑл хулпуҫҫийӗсене сӳрӗкреххӗн турткалантарса илчӗ.

— Мӗнрен хӑрамалла вара пирӗн? Кашкӑрсем кунта килсе ҫӳремеҫҫӗ.

— Кашкӑрсем кӑна-им, ара, тӗнчере… Юр хупласа лартма пултарать сире, пушар тухма пултарать… Тата ытти те сахал мар. Эсир кунта хӑвӑр ҫеҫ, сире никам пулӑшса та ӗлкӗреймест.

— Шӗкӗрехчӗ турра! — хисеплешмесӗртереххӗн сулчӗ вӑл аллине. — Пире кукамайпа иксӗмӗре пач тӗкӗнмесен пушшех лайӑхрахчӗ те ҫав, ун пек канӑҫлӑрах пулатчӗ, атту…

— Атту мӗскер?

— Нумай пӗлсен, час ватӑлса ларатӑр, — татса хучӗ вӑл. — Хӑвӑр кам пулатӑр вара ҫак эсир? — ыйтрӗ шикленсерех.

Эпӗ тавҫӑрса илтӗм: карчӑк та, ҫак чиперкке те, ахӑртнех, «чӗлпӗрҫӗсем» килсе мӗн енӗпе те пулин хӗсӗрлесрен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна лӑплантарма васкарӑм:

— 0! Ан пӑшӑрханса ӳксем эсӗ, тархасшӑн, Эпӗ уретник те, писсӑр та, акцизнӑй та, кӗскен каласан, нимӗнле пуҫлӑх та мар.

— Ҫук, эсир тӗрӗсне калатӑр-и?

— Таса сӑмахӑма паратӑп сана. Эпӗ, туршӑн та, чи ют ҫын. Ахаль, темиҫе уйӑхлӑха кӑна хӑнана килнӗ кунта, унтан вара каятӑп. Кирлӗ-тек, эпӗ ҫакӑнта пулнипе сире курнине те пӗр никама каламӑп. Шанатӑн-и эсӗ мана?

Хӗр сӑн-пичӗ пӑртак ҫуталчӗ.

— Ну, улталамастӑр пулсан, апла-тӑк чӑнне калатӑр. Эсир мӗнле: пирӗн ҫинчен маларахах илтнӗ-и е хӑвӑр кӗтӗр-и?

— Эпӗ хам та пӗлместӗп, мӗнле ӑнлантармалла ӗнтӗ сана… Илтессе, калӑпӑр, эпӗ илтнӗ-ха, хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитсе тухма та шутланӑ, паян вара ӑнсӑртран килсе ҫаклантӑм — ҫӗтсе кайнӑ… Ну, халь кала ӗнтӗ, мӗншӗн эсир ҫынсенчен хӑратӑр? Мӗн усал тӑваҫҫӗ вӗсем сире?

Вӑл ман ҫине, тӗрӗсленӗн, шанмасӑртарах пӑхрӗ. Анчах чунӑм манан таса, ҫак шӑтарасла тинкерӗве эпӗ куҫа пӗр мӑчлаттармасӑрах чӑтса ирттертӗм. Кун хыҫҫӑн вӑл хӗрсех калаҫма пуҫларӗ, пӑлханӑвӗ те ун ӳснӗҫем ӳссех пычӗ:

— Йывӑр тивет вӗсенчен пире… Ахаль ҫынсем темех мар-ха, ав ҫав начальстви вара… Уретник килет — сӗтӗрет, станӑвӑй килет — сӗтӗрет. Ку та тарамаччӗ, иличчен малтан кукамайран кулса, мӑшкӑлласа пӗтереҫҫӗ: эсӗ, теҫҫӗ эсремет, шуйттан, каттӑршнӑй… Эх! Мӗн каласси ӗнтӗ!

— Сана тӗкӗнмеҫҫӗ-и? — асӑрханусӑр ыйту тухса кайрӗ манӑн.

Вӑл пуҫне хӑйне хӑй шанакан мӑнаҫлӑхпа аялтан ҫӳлелле ҫавӑрттарса ҫӗклерӗ, хӗсӗннӗ куҫӗсенче ун хаяр савӑнӑҫ ҫиҫсе мӗлтлетрӗ…

— Тӗкӗнмеҫҫӗ… Пӗр хутӗнче сӗкӗнме тӑрсаччӗ темле ҫӗр виҫевҫи… Ачашланас килнӗ-мӗн унӑн… Эпӗ хӑйне мӗнлерех ачашланине паян кунччен те манайман пулас-ха вӑл, ҫапларах пулма кирлӗ.

Ҫак кулӑшларах, анчах хӑйне евӗр мӑнаҫлӑ сӑмахсенче никама пӑхӑнманлӑхӑн тӳрккеслӗхӗ питӗ нумайччӗ, янӑрасса та вӗсем вӑйлӑн янӑрарӗҫ, эпӗ вара: «Ахальтенех Полесье хыр-чӑрӑшлӑхӗнче ӳсмен пуль ҫак эсӗ, санпа шӳтлеме чӑн та хӑрамалла», — шухӑшласа илтӗм ирӗксӗрӗх.

— А эпир кама та пулин тӗкӗнетпӗр-и ҫак? — мана ытларах та ытларах шанса, малалла калаҫрӗ вӑл. — Пире, тӗрессипе, ҫыннисем те кирлӗ мар. Ҫулталӑка пурӗ те пӗрре ҫех кайса супӑньпе тӑвар туянса килетӗп эпӗ местечкӑран… Тата акӑ кукамай валли чей иккен, — чей юратать вӑл манӑн. Унсӑрӑн пач никама курас мар хуть.

— Ну, пӑхатӑп та эпӗ, кукамӑрпа эсир ҫынсене пит хавасах мар-мӗн… Мана хӑҫан та пулин минутлӑха кӗрсе тухма юрать-и ҫапах?

Хӗр кулса ячӗ, ҫавна пула мӗнлерех тӗлӗнмелле, мӗнлерех кӗтмен ҫӗртен улшӑнса кайрӗ унӑн илемлӗ пичӗ! Малтанхи хаярлӑхӑн йӗрӗ те юлмарӗ унта: ҫуталса, ачанни пекех именекен пулса тӑчӗ вӑл сасартӑках.

— Мӗн тӑвӑр вара эсир пирен патӑмӑрта? Эпир кукамайпа кичемскерсем… Мӗнех, ара, кӗркелӗр, тархасшӑн, эсир чӑннипех те ырӑ ҫын пулсан. Анчах акӑ мӗскер… эсир пирӗн пата хӑҫан та пулин ҫитсе тухас-тӑк, пӑшалсӑр килсен аванрахчӗ…

— Эсӗ хӑратӑн-и?

— Мӗнрен хӑрамалла ман? Нимрен те хӑрамастӑп эпӗ. — Ун сассинче каллех хӑй вӑйне ӗненекен шанӑҫ янӑрарӗ. — Анчах куна юратмастӑп эпӗ. Мӗн тесе пемелле-ха вӗт-шакӑр кайӑка е, акӑ, мулкачах та? Никама та сиен тумаҫҫӗ вӗсем, пурнасса вара, сирӗнпе пирӗн пекех, кашнин пурнас килет. Юрататӑп эпӗ вӗсене: пӗчӗкҫӗ хӑйсем, питӗ айванскерсем… Ну, ҫапах та, сыв пулсамӑр, — хыпаланса ӳкрӗ вӑл, — ятӑрпа мӗнле чӗнмеллине те пӗлместӗп сире… Хӑратӑп, кукамай ятлаҫма пултарать.

Вӑл вара, пуҫне аялалла пӗксе те ҫил вӑркӑштарнипе сапаланнӑ ҫӳҫне аллисемпе тытса, хаттинелле ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрттӑн чупса кайрӗ.

— Чим-ха, чим! — кӑшкӑртӑм эпӗ. — Мӗнле чӗнеҫҫӗ ҫак сана? Чӑн-чаннипех паллашар ӗнтӗ.

Вӑл самантлӑха чарӑнчӗ те ман енне ҫаврӑнчӗ.

— Алена теҫҫӗ мана… Кунти пек каласан — Олеся.

Эпӗ пӑшала хулпуҫҫи урлӑ уртӑнтартӑм та кӑтартса янӑ еннелле уттартӑм. Тӑвӑр, аран палӑракан вӑрман сукмакӗ пуҫланнӑ ҫӗрти ҫӳллех мар тӗмеске ҫине хӑпарсан, эпӗ хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӑм. Олеҫҫӑн хӗрлӗ юбки, ҫилпе ҫӑмӑллӑн варкӑшаканскер, тип-тикӗс те куҫа шартакан чӑлт-шурӑ юр питӗнче яр-уҫҫӑн уйрӑлса, ҫаплах хаттӑ пусми ҫинче курӑнатчӗ-ха.

Ман хыҫҫӑн тепӗр сехетрен киле Ярмола таврӑнчӗ. Пуш калаҫӑва килӗштерменскер, вӑл, яланхи евӗрех, манран эпӗ ӑҫта тата мӗнле аташса ҫӳрени пирки пӗр сӑмах та ыйтмарӗ. Ӑнсӑртран асӑрхаттарнӑ пек ҫеҫ каларӗ:

— Лере… мулкача эпӗ кухньӑна кӗртсе хутӑм… ӑшалатпӑр-и ӑна е кама та пулин леҫтерсе партаратӑр-и?

— Эпӗ паян ӑҫта пулнине эсӗ пӗлместӗн вӗт, Ярмола? — терӗм эпӗ, вӑрманҫӑ мӗнлерех тӗлӗнессине малтанах курса тӑрса.

— Мӗнле пӗлмелле мар-ха манан? — тӳрккессӗн мӑкӑртатрӗ Ярмола. — Паллӑ, эсреметсем патне кайнӑ…

— Епле пӗлме пултартӑн вара эсӗ куна?

— Мӗншӗн пӗлмелле мар манӑн? Илтетӗп, эсир сассӑра памастӑр, ну, эпӗ сирӗн йӗрӗр ҫине ҫаврӑнса тухрӑм вара… Эх, паны-ыч! — хушса хучӗ вӑл ӳпкелешӳллӗ кӳренӳпе. — Юрасах каймасть сире кунашкал ӗҫсемпе аппаланма… Ҫылӑх!..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех