Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑххӑрмӗш пай. Тупар та парӑнар мар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.25 17:46

Пуплевӗш: 89; Сӑмах: 1252

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Инҫе ҫулсем

Машина ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ те темиҫе минутранах эпир ҫумӑрпа тӗтре хушшине кӗтӗмӗр, ҫӗр ҫинче чухне вӗсем пире кансӗрлеместчӗҫ-ха, ҫӳлте вара ӑна шута илмеллех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗҫнӗ чух пирӗн: а) задача пурччӗ тата б) ҫав задачӑна тума кансӗрлекенни пурччӗ.

Эпир хӑяккӑн кайрӑмӑр, урӑхла каласан кӑштах тайӑлтӑмӑр та, ҫаврӑнса, хамӑр ҫул курсне ӳкрӗмӗр.

Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн задача е «уйрӑм заданиех» тенӗччӗ-ха ӑна адмирал: нимӗҫсен рейдерне (ахӑрнех вӑл пулӑшса пыракан крейсер пулмалла) тупса путармалла, вӑл Карск тинӗсӗ тӑрӑх иртсе Т. портне перкеленӗ те, халӗ хӗвелтухӑҫӗнче таҫта инҫетре ҫӳрет. Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ хӑвӑрт шыраса тупнӑ, ҫавӑн чухлӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗ тӑрӑх ҫав портран инҫех те мар хамӑрӑн ҫар материалӗсем тиенӗ караван пырать. Темле инкек те кӑтартма пултарать-ҫке-ха ҫав пысӑк ҫар карапӗ вӑрҫӑ пыман ҫӗрте ҫӳренӗ чух!

…Ытла ҫӳлтен вӗҫме питех ӳркентеретчӗ пулин те пилӗк километр ҫурра ҫӳле хӑпартӑмӑр. Анчах кунта та ҫав салху пӗлӗтрен урӑх нимӗн те ҫукчӗ.

Эппин — тупмалла та путармалла! Тупассипе путарассине нимӗнпе те танлаштарма ҫук, пӗрремӗш ӗҫ калама ҫук кансӗр те кӑткӑс! Анчах картта ҫине пӑхнӑ чух Норденшельд архипелагӗн хӗвелтухӑҫ енчи пур утравсене те тенӗ пек хам тӳрлетсе тухнӑ чух епле тӗлӗнчӗ-ха адмирал!

— Унта пулнӑ-и эсир?

— Пулман.

Эп унта пулнине-пулманнине пӗлместчӗ-ха вӑл. Норденшельд архипелагӗн карттине шӑпах вӑрҫӑ пуҫланас умӗн «Норд» экспедицийӗ тӳрлетнӗччӗ. Эп унта пулман. Анчах тахҫан ҫав вырӑнсенче Татаринов капитан иртнӗ те, ун йӗрӗпе эпӗ хам асӑмра пин хут та иртнӗ.

Иван Иваныч чӑн каларӗ иккен: нимӗн те ахаль ҫухалмасть! Пурнӑҫ унталла та кунталла та ҫавӑрать, тӗттӗмре хӑйне ҫул уҫакан ҫӗр айӗнчи шыв пек, ӗмӗрхи шӑплӑх ҫӗр варринче сиксе вӗресе сасартӑк ирӗке, хӗвел ҫине персе тухать, ҫавӑн евӗр манӑн машина та халӗ пӗлӗт хушшинчен сиксе тухрӗ акӑ — эппин, чӑнласах нимӗн те ахаль ҫухалмасть иккен!

Катя тупӑннӑ пулсан, манпа пӗрле вӑл та Н-ра пурӑннӑ пулсан, мӗнле пурнӑҫ пынӑ пулӗччӗ иккен Ҫурҫӗрте — ку ӗнтӗ манӑн яланхи хӑнӑхнӑ шухӑш.

Ҫурҫӗр иртсе тӑватӑ сехетре вӗҫсе каяс умӗн пӳрте кӗрсе тухнӑ чух вӑл вӑраннӑ пулӗччӗ. Ыйӑхлӑ пит-куҫӗ ӑшӑ та хӗрелнӗ пулӗччӗ унӑн. Тен эп кӗрсен яланхи пек кӑна мар чуптунӑ пулӑттӑм ӑна, вара вӑл адмирал мана хушнӑ ӗҫ епле кирлӗ те интереслӗ иккенне ҫинчех ӑнланнӑ пулӗччӗ.

Ӗнтӗ ку пин хут та пулнӑ, тепӗр хут та пулин ҫӗнӗрен пулӗ-ши?

Сарабузри пек, Ленинградри пек, Владивостокри пек ҫӗрле, хай, вӑрататтӑм та ӑна, эпир пӗрле ларса кофе ӗҫеттӗмӗр. Вӑл вӑрӑм ҫиптунине пӑрса ҫыхатчӗ, халатпаччӗ, сӑмах чӗнмесӗр ман ҫине пӑхатчӗ, ман валли темле тутлӑ ҫимӗҫ пуррине асне илсен, сасартӑк чупса каятчӗ, вара вӑл ӳсӗртекен чие-и е маслина илсе пыратчӗ, вӗсене эпир иксӗмӗр те юрататпӑр. Унтан вара хам вӗҫсе кайсан та пӗтӗм экипажӑм ман арӑма мухтаса маслина е ӳсӗртекен чие ҫиетчӗ.

Ку ӗнтӗ манӑн Катя хӑйӗн ирӗк те мӑнаҫлӑ юратӑвӗччӗ, вӑл савса юратнипе ӗмӗрӗпех, тен тупӑка выртичченех пуҫӑм ҫаврӑнӗ манӑн. Катя хӑмпа пӗрле ҫуккинчен урӑх ун ҫинчен эпӗ нимӗн те пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та пулин ҫав рейдере епле пулсан та тупса путармаллах.

— Штурман курс парӑр!

Пилотӑннипе штурман курсӗсем виҫӗ градуса уйрӑлчӗҫ те кӗсьесенчен портсигарсем, кӗсье хунарӗсем, зажигалкӑсем кӑларса пӑрахсан ҫулсем чиперех пӗрлешрӗҫ…

Мӗн ҫинчен шухӑшлаттӑм-ха эпӗ? Катя ҫинчен. Тахҫан эпӗ унпа пӗрле ҫав вырӑна ҫитмеллеччӗ, мана ямарӗҫ, халь шӑпах ҫавӑнталла вӗҫни ҫинчен шухӑшлаттӑм эпӗ. Хам ҫавӑнталла вӗҫсе ҫитессине чӑннипех пӗлместӗмччӗ-и вара? «Св. Мария» шхуни ҫыннисем хашлата-хашлата сывласа, суккӑр пулас мар тесе куҫӗсене хупса йывӑррӑн иртнӗ ҫула, эпӗ, ача чухнехи куҫа йӑмӑхтаракан тӗлӗкри пек аса илсе, ҫур градусран та ытла йӑнӑшмасӑр хут ҫинче туса кӑтартмастӑмччӗ-и вара? Акӑ иртнӗ вӗсем, малта — тир атӑ тӑхӑннӑ улӑп пек пысӑк ҫын…

Анчах ку аташуччӗ ӗнтӗ. Эпӗ хуса ятӑм ӑна. Ҫӗнӗ Ҫӗре ҫитесси инҫе те марччӗ.

Рейдере епле шырани ҫинчен тӗплӗн-йӗрлӗн каласа парсан, сире кичем пулнӑ пулӗччӗ. Арктикӑри тинӗссен евӗр пушлӑхӗ, ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр пушлӑхра пытанса тӑран аран-аран палӑракан ҫар карапне тупасси питӗ кансӗр ӗҫ. Базӑран базӑна вӗҫсе ҫӳресе эпир икӗ эрне те ирттертӗмӗр. Пӗррехинче ҫапла ҫичӗ сехете ҫити вӗҫрӗмӗр, кӗскерех ҫул пулнӑ пулсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Карск тинӗсӗ ҫийӗн икӗ енне кайса Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫине таврӑнсан та тупаймарӑмӑр ӑна, ҫав тем пысӑкӑш утравсем халиччен йӑнӑшпа ҫеҫ географи карттине кӗнӗ тейӗн ҫав. Ун ҫийӗ эпир хура тӗтре витӗр мӗн бензин ҫитнӗ таран вӗҫрӗмӗр, енчен пирӗн телее пула, ҫил ҫӗкленмен пулсан, тӗтрере ҫав пӗр пӗчӗк ҫутӑ шӑтӑк уҫман пулсан манӑн ҫак кӗнекене ҫырса пӗтересси те пулас ҫукчӗ. Эпир ҫав ҫутӑ пӑнчӑ еннелле ҫул тытрӑмӑр та газа хупнӑ хыҫҫӑн ӑнӑҫлӑнах анса лартӑмӑр.

Турӑ пирӗн ҫине ҫиленнӗччӗ — ун пирки нимӗн иккӗленӳ те юлмарӗ. Ҫапла пӗррехинче, хамӑр енчен нимӗн сиен туманччӗ пулин те, вӑл пире пӗрре те иккӗ мар, пилӗк хӗвел кӑтартрӗ. — Ун пек куҫ хыван мираж хӑватне литературӑра ҫырса кӑтартнӑ-ха. Анчах хамӑр ҫинчех темӗнччен тӑнӑ вутлӑ хӗресе курнӑ хыҫҫӑн тахҫан авалхи ҫынсен религийӗн хӑшпӗр енӗсем палӑра пуҫларӗҫ пире.

Тепрехинче эпир хамӑр шлюпкӑна вӗҫен кайӑксен пасарне ертсе пытӑмӑр. Хура та шурӑ кайр кайӑкӗсем ҫыран чулӗсене миллионшарӑн хупӑрласа илнӗччӗ, вӗсем ҫине пӑхсан пӗтӗм ҫыран икӗ мильӑна ҫити тӑвар сапса тухнӑ пек, — ытла нумайччӗ вӗсем. Пурте кӑшкӑратчӗҫ, ҫуначӗсене ҫапса тӑратчӗҫ, шӑхӑратчӗҫ, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре вӗҫсе ӳкнӗ чух кӳршисене тӗрте-тӗрте каллех чи чӑнкӑ чулсен хӗррипе ларса тухатчӗҫ те вара ҫав хӑлхана ҫурас пек янраса тӑракан шывра уйрӑм кӑшкӑрашусем илтӗнетчӗҫ, ҫавсене курсан пасара пынӑ ятлаҫакан карчӑксем хӑйсен лавӗсенче ларсах хирӗҫсе кайнӑ тейӗн ҫав. Калама ҫук шӑрӑхчӗ, паллах ӗнтӗ, ҫак илӗртекен япалана курнӑ хыҫҫӑн ҫинчех пӑрӑнмаллаччӗ пирӗн. Анчах пирӗн стрелок-радист чайка-бургомистрсем ҫинчен таҫта вуланӑ та, пирӗн инкекех вӗт, таҫтан пӗр мӑшӑр тем пысӑкӑш кайӑксем тупнӑ, ҫав кайӑксем пурин йӑвисенчен те уйрӑларах урӑх ҫӗрте тӑнӑ та, шавлӑ пасарта йӗрке пултӑр тесе пӑхса тӑнӑ пек курӑннӑ. Вӑл печӗ те пӗр бургомистрне вӗлерчӗ. Эх, кайран пирӗн епле ӳкӗнмелле пулчӗ ҫав ӗренкесӗр персе ярушӑн! Ҫӗр те, пӗлӗт те — пӗтӗмпех ҫухалчӗ! Хура-шурӑ ҫунатсен тӑвӑлӗ ҫыран ҫинчен хускалчӗ те сывлӑша ҫурса кӑшкӑрашса та шӑхӑрса пирӗн шлюпкӑмӑра пур енчен те хупӑрласа илчӗ. Акӑш-макӑш пысӑк кӗрленкӗн шавӗ хамӑр енне ӳкнӗ пекех туйӑнчӗ пире — шавӗ кӑна пулсан юрӗччӗ те-ха! Ҫавӑнтан вара эпир тавлӑк хушши ҫӑвӑнтӑмӑр, шлюпкӑна та ҫуса тасатрӑмӑр, тасалнӑ чух вара регланӑн аяккинчи тӳмеленӗ кӗсйинче те эпӗ кайӑк тислӗкӗ тупрӑм.

Тӳррипе каласан, икӗ эрне хушши тарӑхмалла пулчӗ пирӗн Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче. Кашни вӗҫсе тухмассерен рейдере тупма ӗмӗтленеттӗмӗр, ман шутпа ӑна ҫапах та тата хӗвелтухӑҫнерех шырамалла пекчӗ, вара тинӗс ҫийӗн ҫӳре-ҫӳре ӑшша пиҫеттӗмӗр те бензин пӗтсе килеспе килелле кайма вӑхӑт мар-и, тесе ыйтатчӗ манран штурман.

— Килелле-и?

«Килӗмӗр» те курӑнатчӗ вара — тӗлӗнмелле каскаланса пӗтнӗ сӑрт-тулӑ кӑвак пӑр, вӑл ҫурмаран катӑлнӑ пек курӑнать, унта пынӑ чух эпир хамӑра юрлӑ тӗпсӗр шӑтӑка шуса аннӑ пек туяттӑмӑр.

Акӑ хайхи пирӗн «Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ» иртес самант та ҫитрӗ-ҫитрех, ҫав ытармалла мар минут ҫинчен сире тӗплӗнтерех каласа парас пулать ӗнтӗ.

Эпӗ кӗлет патӗнче тӑраттӑм, ун ҫивиттййӗ ҫине вӗлернӗ кайӑксен тушкисене сара-сара хунӑччӗ, стенасене тюлень тиресем ҫакса сӑрнӑччӗ. Икӗ пӗчӗк ненец тирпе туллатнӑ тумтир тӑхӑннӑ, ҫаннисем те хупӑ, хӑйсем пингвинсем пек курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫыран хӗрринче вылятчӗҫ, эпӗ вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса тӑраттӑм, амӑшӗ хӗрача пек пӗчӗккӗ, ашшӗ те ҫавӑн майлӑрах, пуҫӗ унӑн тухарах тӑран малица пек, хӑмӑртарах. Пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру пирки калаҫнӑ пек астӑватӑп-ха, Германийӗн хӑтӑлма нимӗнле шанчӑк та ҫуккине «Правда» хаҫатӑн тахҫанхи номерне вуласа тухнипех пӗлеттӗмччӗ-ха, ненец ҫавӑн ҫинчен ҫав кунхинех инҫех мар пурӑнакан — икҫӗр километрта пурӑнакан тусне каласа пӗлтересшӗнччӗ. Пӗчӗк арӑмӗ вара политикӑра нимӗнех те тӗшмӗртейместчӗ пулӗ, ҫапах та хура ҫӳҫне ҫавӑрса кастарнӑ кӗрнеклӗ пуҫӗпе уха-уха илсе:
— Лайӑх-ха, лайӑх-ха, — терӗ.

— Фронта каяссу килет-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ ненецран.

— Каяссӑн, каяссӑн.

— Хӑрамастӑн-и?

— Мӗнсӗн хӑрамалли, мӗнсӗн?

Шӑпах ҫав самантра куртӑм та эпӗ хам паталла чупса пыракан штурмана. Утса мар, чӑнласах чупатчӗ вӑл ҫыран тӑрӑх самолет тӑракан сӑмсахран.

— Урӑх ҫӗре куҫатпӑр!

— Ӑҫта?

— Заполярьене!

«Заполярьене» терӗ вӑл, унта куҫмӑпӑр теме ниепле сӑлтав та ҫукчӗ те, рейдера та шӑпах ҫавӑнталла шырама кирлӗ пек туйӑнатчӗ-ха мана, эпӗ ҫапах та тӗлӗнсех кайрӑм. Вӑл манӑн Заполярьеччӗ-ҫке!

— Пулма пултараймасть!

Штурман манӑн латышла сӑнарлӑн, яланхи пекех васками куранчӗ.

— Кайса тӗрӗслес-и вара?

— Кирлӗ мар.

— Хӑҫан тухса каятпӑр?

— Тата ҫирӗм минутран.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех