Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X сыпӑк

Пай: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.11 21:29

Пуплевӗш: 491; Сӑмах: 5788

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Обломов халь шӑпах, тин ҫеҫ анакан ҫуллахи хӗвеле куҫӗсемпе ӑсатса ярса, унӑн хӗрлӗ йӗрӗсемпе киленекен, каҫхи шуҫӑм ҫинчен куҫ илмесӗр, каҫ хупӑрласа килекен енне каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ыран ӑшӑпа ҫутӑ пуласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа тӑракан ҫын евӗрлӗ пурӑнчӗ.

Вӑл, ҫурӑмӗ ҫинче выртса, ӗнер Ольгӑпа курнӑҫнин юлашки йӗрӗсемпе киленчӗ. «Юрататӑп, юрататӑп, юрататӑп» тени халӗ те ун хӑлхинче Ольгӑн кирек мӗнле юрринчен те лайӑхрах янӑраса тӑчӗ; ун чӗринче халӗ те вӑл тинкерсе пӑхнин юлашки хӗлхемӗсем пур: Обломов ҫав куҫсенче вӑл ӑна мӗн таран юратнине тата унӑн пӗлтерӗшне уйларӗ, унтан тӗлӗрсе кайма пуҫланӑччӗ, сасартӑк…

Тепӗр ирхине Обломов шурса кайса, салху кӑмӑлпа вӑранчӗ; унӑн сӑнӗнче вӑл ҫывӑраймасӑр ирттерни палӑрать; ҫамки йӑлтах пӗркеленсе пӗтнӗ; куҫӗсенче хӗлхем те, ӗмӗтсем те ҫук. Мӑнаҫлӑх, хаваслӑх, ҫивӗччӗн пӑхни, ӗҫлӗ ҫыннӑн вӑхӑтлӑ та ӑнлануллӑ васкавлӑхӗ — пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑ.

Вӑл сӳрӗккӗн чей ӗҫсе тӑранчӗ, пӗр кӗнеке те тытса пӑхмарӗ, сӗтел хушшине пырса лармарӗ, шухӑша кайса сигара туртса ячӗ те диван ҫине пырса ларчӗ. Ӗлӗк пулсан вӑл выртнӑ пулӗччӗ, анчах халӗ унран сивӗннӗ те, минтер патне кӑмӑлӗ те туртмасть; ҫапах та вӑл ун ҫине чавсипе таянчӗ, ку — ӗлӗк ҫывӑрма хӑнӑхнине пӗлтерекен паллӑ.

Вӑл салху кӑмӑллӑ, хутран-ситрен ассӑн сывласа ячӗ, сасартӑк хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаларӗ.

Унӑн ӑшӗнче темскер вӑйлӑн ӗҫлет, анчах юрату мар. Ун умӗнче Ольга сӑнарӗ тӑрать, анчах вӑл таҫта инҫетре, тӗтре ӑшӗнче, хӗлхемсӗр, хӑйӗншӗн ют пек; вӑл ҫак сӑнар ҫине именӳллӗн пӑхать те ассӑн сывлать.

«Ху кӑмӑлу туртнӑ пек мар, турӑ хушнӑ пек пурӑн — ку йывӑр йӗрке, анчах…»

Вӑл вара шухӑша кайрӗ.

«Ҫапла, кӑмӑл туртнӑ пек пурӑнма юрамасть — ку паллӑ, — калаҫма пуҫларӗ ун ӑшӗнчи темле салхуллӑ та хирӗҫлекен сасӑ, — хирӗҫӳсен йӗркесӗрлӗхне кӗрсе ӳкетӗн, ҫын ӑсӗ епле пысӑк, чӑрсӑр пулсан та, ӑна ӑспа ҫеҫ майлаштараймастӑн! Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ! Кам шухӑшласа кӑларнӑ пурнӑҫ вӑл — телей, киленӳ тенине? Ӑссӑрсем! «Пурнӑҫ вӑл — пурнӑҫ, тивӗҫлӗх», — тет Ольга, — «тивӗҫ, тивӗҫ вара — йывӑр пулкалать. Пурнӑҫлар тивӗҫлӗхе…»

Обломов ассӑн сывласа илчӗ.

— Курнӑҫаймастпӑр Ольгӑпа… Турӑҫӑм! Эсӗ ман куҫсене уҫрӑн та тивӗҫлӗхе кӑтартрӑн, — терӗ вӑл, пӗлӗтелле пӑхса, — ӑҫтан вӑй-хал илмелле-ха? Пӑрахас пулать! Халӗ те, чӗрене ыраттарса пулсан та, май пур, ун вырӑнне кайран: ма пӑрахрӑм-ши, тесе ылханатӑн. Ун патӗнчен халех ҫын килет, вӑл ҫын яма пулчӗ… Вӑл кӗтмест те…

Мӗн сӑлтавӗ? Мӗнле ҫил вӗрчӗ сасартӑк Обломов ҫине? Мӗнле пӗлӗтсем каплантарчӗ? Тата мӗншӗн-ха ҫакӑн пек хурлӑхлӑ пусмӑра тӳсет? Ӗнер ҫеҫ вӗт вӑл Ольгӑн чунне пӑхрӗ, унта ҫутӑ тӗнче, унӑн пурнӑҫне курчӗ, унӑнне те, хӑйӗнне те пулас шӑписене вуларӗ. Мӗн пулчӗ-ха вара?

Вӑл, каҫхи апат ҫирӗ пулӗ е ҫурӑмӗ ҫинче вырткаларӗ пулӗ те, унӑн савӑк кӑмӑлне темле хӑрушӑ шухӑшсем пӑсрӗҫ пулӗ.

Час-часах ҫулла, лӑпкӑ та пӗлӗтсӗр, ҫӑлтӑрлӑ каҫхине, ҫывӑрса каятӑн та: ыран ирхинехи шевле ҫутинче уй-хирте мӗнле лайӑх пулать-ши, тесе шухӑшлатӑн. Вӑрман ӑшне кӗрсе пӑчӑ сывлӑшран чӑтлӑхра пытанма мӗнле лайӑх пулать!.. Унтан сасартӑк ҫумӑр шӑпӑртатса ҫунӑ сасӑпа хурлӑхлӑ сӑрӑ пӗлӗтсене пула вӑранатӑн; сивӗ, нӳрӗ…

Обломов, кулленхи йӑлипе, каҫхине каҫах хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине итлерӗ, унтан ӑна аллипе хыпашласа пӑхрӗ, унта ҫирӗплӗх ӳсрӗ-и, тесе тӗрӗслерӗ, юлашкинчен хӑйӗн телейне тишкерсе сӑнама тытӑнчӗ те сасартӑк тумлам йӳҫӗк тӗлне лексе, кӑмӑлне пӑсрӗ.

Кӑмӑла пӑсакан сиенлӗ япала ӑна вӑйлӑ та хӑвӑрт ҫавӑрса илчӗ. Обломов хӑй ӑшӗнче пӗтӗм пурнӑҫне аса илчӗ: ҫӗр хутчен ӳкӗнни тата иртнине кая юлса шеллени унӑн чӗри патне ҫитрӗ. Вӑл малалла хӑюллӑн утнӑ пулсан, халӗ мӗнле пулма пултарнине, ӗҫчен те хастар пулнӑ пулсан, халӗ пур енчен те туллин пурӑнма пултарнине шухӑшласа илчӗ те, халь хӑй мӗнлине, Ольга ӑна мӗнле тата мӗншӗн юратма пултарни ҫинчен шутлама пуҫларӗ.

«Йӑнӑш мар-и ку?» — ҫак шухӑш ун пуҫӗнче сасартӑк, ҫиҫӗм пек, вӗлтлетсе илчӗ, ҫак ҫиҫӗм шӑпах чӗрене пырса тиврӗ те ӑна ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ. Вӑл йынӑшса ячӗ. «Йӑнӑш! Ҫапла… акӑ мӗн!» — пӑтранчӗ ун пуҫӗнче.

«Юрататӑп, юрататӑп, юрататӑп», — сасартӑк илтӗнчӗ те каллех ун асӗнче чӗри ӑшӑнма пуҫларӗ, анчах сасартӑк каллех кӳтсе кайрӗ. Тата Ольга виҫӗ хутчен каланӑ «юрататӑп» — мӗн ку? Ун куҫӗсем улталани, ним шухӑшсӑр чӗри чеен пӑшӑлтатни; юрату мар, юратӑва туйса тӑни ҫеҫ!

Ку сасӑ хӑҫан та пулсан илтӗнет, анчах вӑл вӑйлӑн янӑрӗ, ҫав тери вӑйлӑн кӗмсӗртетнипе пӗтӗм тӗнче чӗтренсе илӗ! Инке те, барон та пӗлӗ, тата ҫак сассӑн кӗмсӗртетӗвӗ инҫете илтӗнӗ! Ҫав туйӑм, пӗчӗк юханшыв пек, курӑксем хушшине пытанса, аран ҫеҫ илтӗнмелле шӑппӑн шӑнкӑртатмӗ.

Ольга халь канва тӑрӑх тӗрленӗ пек юратать: тӗрӗсене ерипен, ӳркевлӗн тӑвать, вӑл ӑна тата ӳркевлӗн салатать, кӑмӑллӑн пӑхать, унтан хурать те манса каять. Ҫапла, ку юратма хатӗрленни, сӑнав туса пӑхни ҫеҫ, Обломов вара пирвай лекнӗ ҫын, сӑнав валли кӑштах юрӑхлӑ, сӑлтавпа…

Сӑлтав курнӑҫтарса ҫывхартрӗ вӗт вӗсене. Ольга хӑй асӑрхаман пулӗччӗ-ха: Обломов ҫине Штольц кӑтартрӗ, Ольгӑн ҫивӗч туйӑмлӑ ҫамрӑк чӗрине хускатрӗ, вӑл мӗнле пурӑннишӗн пӑшӑрханасси пуҫланчӗ, ӳркевлӗ чун ҫинчен ыйха сирме тӑрӑшрӗ, кайран ҫав чуна пӑрахмалла пулать.

— Акӑ мӗн иккен! — сехӗрленсе каларӗ те Обломов, вырӑн ҫинчен тӑрса, чӗтрекен аллипе ҫурта ҫутрӗ. — Кунта урӑххи нимӗн те ҫук! Вӑл юратӑва ӑнланса илме хатӗр пулнӑ, унӑн чӗри сисӗмлӗн кӗтнӗ, вара ӑнсӑртран тӗл пулнӑ та йӑнӑша лекнӗ… Тепри тухса ҫеҫ тӑтӑр — Ольга вара самантрах хӑй йӑнӑшне туйса илет! Мӗнле пӑхӗ вӑл ун чухне ман ҫине, мӗнле пӑрӑнса кайӗ… хӑрушӑ! Эпӗ ют ҫынна ҫарататӑп! Эпӗ — вӑрӑ! Мӗн тӑватӑп эпӗ, мӗн тӑватӑп? Мӗнле суккӑрланнӑ эпӗ, — турӑҫӑм!

Обломов тӗкӗр ҫине пӑхрӗ: хӑй сарӑхнӑ, шурса кайнӑ, куҫӗсем тӗксӗмленнӗ. Вӑл хайхи телейлӗ ҫамрӑксене аса илчӗ, вӗсен куҫӗсем кӑштах шывланнӑ, шухӑша кайнӑн курӑнаҫҫӗ, анчах тинкерсе пӑхаҫҫӗ, Ольгӑнни пекех хӗмленсе тӑраҫҫӗ, куҫӗсенче вара хӑйсем ҫӗнтерессе шанни палӑрать, питӗ хӑюллӑн пусса утаҫҫӗ, сассисем янӑравлӑ. Кӗтсе илетех Обломов вӗсенчен пӗри килессе: Ольга вара сасартӑк хӗрелсе кайӗ, Обломов ҫине пӑхса илӗ те… ахӑлтатса кулса ярӗ! Обломов каллех тӗкӗр ҫине пӑхрӗ.

— Кунашкаллисем юратмаҫҫӗ! — терӗ вӑл. Унтан выртрӗ те питне минтер ӑшне пытарчӗ.

— Сывпул, Ольга, телейлӗ пул, — сӑмахне вӗҫлерӗ вӑл.

— Захар! — кӑшкӑрчӗ вӑл ирхине. — Ильинскисем патӗнчен мана илме ҫын килсен, кала: вӑл ҫук, хулана кайнӑ, те.

— Юрӗ.

«Ҫапла… ҫук, эпӗ ун патне ҫыру ҫырса ярам хӑть, — терӗ вӑл хайне хӑй, — эпӗ сасартӑк ҫухални ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахать. Ӑнлантарса ҫырни кирлех».

Вӑл сӗтел хушшине ларчӗ те, май уйӑхӗ пуҫлансан ҫурт хуҫи патне ҫырнӑ пек мар, хӑвӑрттӑн, хӗрӳленсе, хыпӑнса ӳксе ҫырма пуҫларӗ. Ҫырура лешсем тата мӗн сӑмахсем икӗ хутчен ҫывӑх ҫырса лартни пӗрре те пулмарӗ.

«Сире, Ольга Сергеевна (ҫырчӗ вӑл), хамӑр тӑтӑшах курнӑҫнӑ вӑхӑтрах ман вырӑна ҫак ҫырӑва илни тӗлӗнтеретех ӗнтӗ. Вӗҫне ҫитиех вуласа тухӑр та эпӗ урӑхла тума пултарайманнине хӑвӑрах курӑр. Малтанах ҫак ҫыруран пуҫламалла пулнӑ: ун чухне эпир иксӗмӗр те малашне хамӑра хамӑр ӳпкелесрен хӑтӑлнӑ пулӑттӑмӑр; анчах халӗ те кая юлман-ха. Эпир пӗр-пӗрне ҫав тери кӗтмен ҫӗртен, питӗ хӑвӑрт юратса пӑрахрӑмӑр, иксӗмӗр те сасартӑк чирлесе ӳкнӗ пек пултӑмӑр, ҫакӑ вара мана иртерех тӑн илме памарӗ. Ҫитменнине тата, сирӗн ҫине пӑхса, сехечӗ-сехечӗпе сире итлесе, кам хӑй ирӗкӗпе ҫав ытарма ҫук илӗртӳрен вӑранас йывӑр тивӗҫе хӑй ҫине илнӗ пулӗччӗ? Кирек мӗнле сӗвек умӗнчех чарӑнса, ун тайлӑмӗпе чупса анмасӑр тытӑнса юлма ӑҫтан кашни самантра асӑрханса тӑма вӑй ҫитеретӗн-ха? Эпӗ кашни кунах шухӑшлатӑп: «Текех илӗртӳ хыҫҫӑн каймастӑп, чарӑнса юлатӑп: манран килмест», тесе, анчах кӑсӑклантӑм, халь вара кӗрешӳ пуҫланать, ку ӗҫре сиртен пулӑшу ыйтатӑп. Эпӗ паян ҫеҫ, кӗҫӗр ӑнланса илтӗм хамӑн урасем мӗнле хӑвӑрт шуса кайнине: хам ӳкме пуҫланӑ тӗпсӗр ҫырмана тарӑнрах пӑхса илме ӗнер ҫеҫ май килчӗ те эпӗ чарӑнса тӑма шут тытрӑм.

Эпӗ хам ҫинчен ҫеҫ калатӑп — хама хам юратнӑран мар, мӗншӗн тесен эпӗ тарӑн ҫырман тӗпӗнче выртнӑ чухне эсир вара, таса ангел пек, ҫӳлтен вӗҫсе иртӗр, пӗлместӗп, унталла пӑхса илме кӑмӑлӑр пулӗ-ши сирӗн. Итлӗр, ним систерсе те мар, тӳррӗн те ӑнланмалла калатӑп: эсир мана юратмастӑр тата юратма та пултараймастӑр. Эпӗ нумай курнине тӑнлӑр та ним иккӗленсе тӑмасӑр ӗненӗр. Манӑн чӗре тахҫанах тапма пуҫланӑ вӗт: суян, йӗренкисӗр тапнӑ, тейӗпӗр, анчах шӑпах ҫакӑ вӗрентрӗ мана вӑл тӗрӗс тапнине ӑнсӑртран тапнинчен уйӑрса илме. Ӑҫта чӑнлӑх, ӑҫта йӑнӑш пулнине эсир пӗлме пултараймастӑр, манӑн ӑна пӗлмелле те, пӗлме те тивӗҫлӗ, ҫакна пӗлсе ҫитме ӗлкӗрейменнисене асӑрхаттарасси манӑн тивӗҫлӗх пулать. Акӑ эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: эсир йӑнӑшнӑ, сыхланӑр!

Юрату пирӗн хушша ҫӑмӑл та ӑшшӑн кулакан курӑну евӗрлӗ килсе тухсан, вӑл Сasta diva янӑранӑ чухне, сирень ҫеҫки шӑршинче, пӗр-пӗрне каласа пӗлтермен телейре, именчӗклӗн пӑхнинче пулнӑ чухне, эпӗ ӑна ӗненмерӗм, ӑна ӑсра сӑнарланисен вӑййи тата хамӑра хамӑр юратнин пӑшӑлтатӑвӗ вырӑнне хутӑм. Анчах вӑйӑсем иртсе кайрӗҫ; эпӗ юратупа чирлерӗм, хӗрӳллӗ туйӑмсен паллисене сиссе илтӗм; эсир шухӑша кайса ҫӳрерӗр, кӑмӑла хытартӑр, пушӑ вӑхӑтсенче манпа пӗрле пултӑр; сирӗн нервӑсем пӑлханма пуҫларӗҫ; эсир пӑлханма пикентӗр, ун чухне вара, урӑхла каласан, халӗ ҫеҫ, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те, малалла каясран чарасси тата ку мӗн пулнине каласси манӑн тивӗҫлӗх пулнине туйса илтӗм.

Эпӗ сире юрататӑп, терӗм, эсир те хӑвӑр юратнине пӗлтертӗр — илтрӗр-и, пӗр-пӗринпе мӗнле килӗшӳсӗр янӑрать ку? Илтместӗр-и? Апла пулсан кайран, эпӗ тӗпсӗр ҫырмара выртнӑ чухне, илтӗр. Пӑхӑр ман ҫине, эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен шухӑшласа илӗр: мана юратма юрать-и сирӗн, юрататӑр-и эсир мана? «Юрататӑп, юрататӑп!» — терӗр эсир мана ӗнер. «Ҫук, ҫук, ҫук!» — тесе ҫирӗппӗн хирӗҫ тавӑрса калатӑп эп сире.

Юратмастӑр эсир мана, анчах эсир суймастӑр — ҫакна васкавлӑн хушса хуратӑп — улталамастӑр мана; эсир хӑвӑр чунӑр: ҫук, тенӗ чухне: ҫапла, тесе калама пултараймастӑр. Эпӗ сире ҫакна ҫеҫ кӑтартса парасшӑн: эсир чӑнласах юрататӑп тени хальхи юрату мар, вӑл малашнехи кӑна; ку шухӑшласа пӑхмасӑр юратасшӑн ҫунни пулать, вӑл чӑн-чӑн апат ҫителӗксӗр пулнипе, вут-хӗм ҫуккипе, суя та ӑшӑтман ҫутӑпа хӗмленет, тепӗр чухне хӗрарӑмсен ҫак туйӑмӗ ачине е тепӗр хӗрарӑма ачашланинче кӑна мар, ун куҫҫулӗнче е юри туса хӑтланнинчен палӑрать. Манӑн чи малтанах сире хытарса каламалла пулнӑ: «Эсир йӑнӑшрӑр, сирӗн умра — эсир кӗтсе тата ӗмӗтленсе пурӑннӑ ҫын мар. Тӑхтӑр-ха, вӑл сирӗн умӑра тухса тӑрӗ, эсир вара ун чухне тӑна кӗрӗр; хӑвӑр тунӑ йӑнӑш сире тарӑхтарӗ те, ҫилентерӗ те; ҫак тарӑхупа ҫилӗ ман чӗрене ыраттарӗ», — акӑ мӗн каламалла пулнӑ манӑн, эхер те эпӗ ачаранпах ӑс-пуҫӑмпа малтине курса тӑма пултарнӑ, чунӑмпа хӑюллӑрах, юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑрах пулнӑ пулсан… Эпӗ каланӑччӗ, анчах, астӑватӑр-и, мӗнле: ҫакӑн пек ан пултӑрччӗ тесе, сире ӗнентересшӗн мар пулса, хӑюсӑррӑн кӑларӑм; малтанах сире ыттисем мӗн калама пултарассине йӑлтах каласа парса, вӗсене итлеттересшӗн мар, ӗнентересшӗн мар пултӑм, хам вара сирӗнпе курнӑҫасшӑн тӑрӑшрӑм, тата: «тепри тупӑниччен эпӗ телейлӗ-ха», тесе шухӑшларӑм. Акӑ вӑл, юратса пӑрахнин тата хӗрӳллӗ туйӑмсен тӗллевӗ.

Халь вара эпӗ урӑхла шухӑшлатӑп. Эпӗ ӑна иленсе ҫитсен, курнӑҫасси — пурнӑҫӑн илемӗ вырӑнне мар, кирлӗ ӗҫ вырӑнне пулсан, чӗрере юрату хытах амантсан, мӗн пулӗ? Мӗнле уйрӑлмалла-ха ун чухне? Чӑтса ирттерейӗн-и ҫак асапа? Япӑх пулать мана. Эпӗ халӗ те ун ҫинчен сехӗрленмесӗр шухӑшлама пултараймастӑп. Енчен те эсир ытларах пӗлекенскер те аслӑрах пулнӑ пулсан, эпӗ ун чухне хам телейӗме тав туса, ӗмӗрлӗхех аллӑма тӑсса панӑ пулӑттӑм. Унсӑрӑн…

Мӗншӗн ҫыратӑп-ха эпӗ? Мӗншӗн-ха сирӗн патра пырса, сирӗнпе курнӑҫас килни кашни кунах вӑйланса пыни ҫинчен, анчах тӗл пулма кирлӗ марри ҫинчен тӳрех каламарӑм? Ҫакна сире куҫранах калама — хӑват ҫитет-и, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр! Тепӗр чухне эпӗ ҫакӑн евӗрлӗ мӗн те пулин каласшӑн, анчах пачах урӑххи ҫинчен калатӑп. Тен, сирӗн пит-куҫӑр ҫинче хуйхӑ палӑрнӑ пулӗччӗ (сире манпа кичем пулман тени тӗрӗс пулсан), е эсир, манӑн ырӑ ӗмӗтсене ӑнланса илеймесӗр, кӳреннӗ пулӑттӑр: ӑна та, кӑна та тӳссе ирттереймен пулӑттӑм та, каллех урӑххи ҫинчен калаҫу пуҫарнӑ пулӑттӑм, ун чухне вара таса ӗмӗтсем пӗтӗмӗшпех пӗтсе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлнипе вӗҫленнӗ пулӗччӗҫ. Халь, сирӗнсӗр чухне, пачах урӑхла: сирӗн йӑваш куҫӑр, ырӑ та илемлӗ сӑнӑр ман умра ҫук; хут листи чӑтать, шарламасть, эпӗ лӑпкӑн ҫыратӑп (ҫакна суятӑп); эпир текех курнӑҫмастпӑр (суймастӑп).

Тепри: хам ҫыратӑп, куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхать, тесе хушса хунӑ пулӗччӗ, анчах эп сирӗн умӑрта курнӑҫланмастӑп, хам хуйхӑмпа пӗркенместӗп, мӗншӗн тесен тертӗме вӑйлатасшӑн мар, пӑшӑрханӑвӑма тата хуйхӑма араслантарасшӑн мар. Ҫакӑнпа витӗнни вӑл кулленхи пекех туйӑмсем ҫине шаларах тымар янине пытарса тӑрать, эпӗ вара унӑн вӑррине сирӗнте те, хамра та пӗтересшӗн. Тата макӑрма та хӑй ҫинчен ырласа калаҫнине юратакан хӗрарӑмсене илемлӗ сӑмахсемпе илӗртме тӑрӑшакансен ҫеҫ е ачаш пурнӑҫа ӗмӗтленекенсен ҫеҫ макӑрмалла. Эпӗ ҫакна, инҫе ҫула тухакан ырӑ туса ӑсатса янӑ чухне сывпуллашнӑ пек, сывпуллашса калатӑп. Тепӗр виҫӗ эрнерен, уйӑхран ҫакна тума йывӑр пулнӑ пулӗччӗ, йывӑр; юрату виҫесӗр ҫитӗнӳсем тӑвать, ку — чун-чӗрери Антон вучӗ. Халӗ те эпӗ ним евӗрлӗ те мар, сехетсемпе минутсене шутламастӑп, хӗвел тухнипе хӗвел аннине пӗлместӗп, пӗр ҫакна ҫеҫ шутлатӑп: куртӑм-и — курман, куратӑп-и — курмастӑп, килсе кайрӗ-и — килмен, килет-и… Ҫаксем пӗтӗмпех хавхалантарӑва тата чуна кӳрентерекен пӑлханусене пӗр пек тӳссе ирттерекен ҫамрӑксене килӗшеҫҫӗ; мана канлӗх килӗшет, вӑл кичем те ыйхӑллӑ пулсан та пурпӗрех, анчах ӑна эпӗ пӗлетӗп: тӑвӑлсене эпӗ ҫӗнтерейместӗп.

Эпӗ ҫакӑн пек тунинчен нумайӑшӗсем тӗлӗннӗ пулӗччӗҫ: мӗне пула тарать? тейӗччӗҫ; теприсем манран кулӗҫ; иҫмасса, эпӗ ҫакӑнпа та килӗшетӗп. Енчен те эпӗ сирӗнпе курнӑҫмасӑр пурӑнма шут тытрӑм пулсан, кирек мӗнпе те килӗшетӗп.

Пирӗн пурнӑҫри ҫак кӗске самант ман чӗрере яланлӑхах ҫав тери таса та пылак асаилӳсем хӑварать, эпӗ унпа хамӑн пысӑк хуйхӑма кӑштах лӑплантарӑп, ӗлӗкхи пек ыйха путасран мана ҫакӑ та ҫителӗклӗ пулӗ, сире вара, сиен кӳмесӗр, малашнехи виҫеллӗ пурнӑҫӑрта ҫул кӑтартса пырӗ. Сывӑ пулӑр, ангел, хӑвӑртрах вӗҫсе кайӑр, хӑй йӑнӑшпа пырса ларнӑ турат ҫинчен кайӑк вӗҫсе кайнӑ пекех ҫӑмӑллӑн, хӑюллӑн, хаваслӑн вӗҫсе кайӑр!»

Обломов ҫакна хавхаланса ҫырчӗ: перо страница хыҫҫӑн страница йӗрлерӗ. Куҫӗсем ялкӑшрӗҫ, питҫӑмартийӗсем ҫунса тӑчӗҫ. Ҫыру, кирек мӗнле юрату ҫырӑвӗ пекех, пысӑк пулчӗ: пӗр-пӗрне юратакансем ҫав тери пакӑлти.

«Тӗлӗнмелле! Мана халь кичем те мар, йывӑр та мар ӗнтӗ! — шухӑшларӗ Обломов. — Эпӗ телейлӗ пекех… Мӗне пула ку? Ку эпӗ хамӑн чӗрери пӗтӗм йывӑрлӑха ҫыру ҫине хунӑран пулӗ».

Вӑл ҫырӑва вуласа тухрӗ, хуҫлатрӗ те ҫыпӑҫтарса хучӗ.

— Захар! — терӗ вӑл. — Вӗсен тарҫи килсен, ҫак ҫырӑва пике валли парса яр!

— Юрать, — терӗ Захар.

Обломов чӑнах та хавасланнӑ пекех пулчӗ. Вӑл урисемпех диван ҫине кӗрсе ларчӗ, ирхи апат тума мӗн те пулин ҫук-и, тесе те ыйтрӗ. Икӗ ҫӑмарта ҫирӗ, сигара туртса ячӗ. Чӗри те, пуҫӗ те тулли унӑн: вӑл пурӑнать. Ольга ҫырӑва мӗнле илессе, мӗнле вуласа тухса, мӗнле тӗлӗнессе, пит-куҫне мӗнле пӗркелентерессе асӗнче сӑнарларӗ вӑл. Кайран мӗн пулать?..

Вӑл паян мӗн пулассипе, ҫакна пула мӗнле хыпарсем илтме пултарассипе киленсе ларчӗ… Вӑл алӑк шаккасса сывлӑшне пусарса итлерӗ: ҫын килмерӗ-и, Ольга ҫырӑва вуламасть-ши ӗнтӗ… Ҫук, малти пӳлӗмре лӑпкӑ.

«Мӗне пӗлтерет-ха ку? — пӑшӑрханса шухӑшларӗ вӑл. — Никам та килмерӗ: мӗнле-ха капла?»

Ҫавӑнтах ӑна вӑрттӑн сасӑ пӑшӑлтатрӗ: «Мӗншӗн пӑшӑрханатӑн-ха эсӗ? Сана вӗт шӑпах никам та килменни, унпа курнӑҫасран пӑрӑнни кирлӗ?» Анчах вӑл ҫак ыйтӑва сирсе ячӗ.

Тепӗр ҫур сехетрен вӑл килхушшинче кучерпа ларакан Захарпа кӑшкӑрса калаҫрӗ.

— Никам та пулмарӗ-и? — ыйтрӗ вӑл. — Килмерӗҫ-и?

— Ҫук, килсе кайрӗҫ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Захар.

— Эсӗ мӗн терӗн?

— Эсир ҫук, хулана кайнӑ, терӗм. Обломов ун ҫине куҫне чарса пӑхрӗ.

— Мӗншӗн-ха эсӗ ҫапла каларӑн? — ыйтрӗ вӑл. — Эпӗ мӗн калама хушрӑм тарҫӑ килсен?

— Ара, тарҫӑ мар, горничная килчӗ, — ним пӑлханмасӑр, лӑпкӑн каларӗ Захар.

— Ҫырӑва патӑн-и?

— Ҫук, паман, эсир малтан: килте ҫук, тесе калама, кайран ҫыру пама хушрӑр. Акӑ тарҫӑ килет, ун чухне паратӑп.

— Ҫук, ҫук, эсӗ никам та мар, чунилли! Ҫыру ӑҫта? Пар кунта! — терӗ Обломов.

Захар самаях вараласа пӗтернӗ ҫыру илсе килчӗ.

— Эсӗ аллуна ҫу, асту! — ҫиллессӗн каларӗ Обломов, вараланчӑк пӑнчӑ ҫине кӑтартса.

— Манӑн алӑсем таса, — хирӗҫ чӗнчӗ Захар, айккинелле пӑхса.

— Анисья, Анисья! — кӑшкӑрса ячӗ Обломов. Анисья кайри пӳлӗмрен ҫурри таран тухса тӑчӗ.

— Пӑх-ха, Захар мӗн тӑвать? — элеклерӗ вӑл ӑна. — Ильинскисем патӗнчен кам килет, тарҫӑ е горничная килсен, ҫак ҫырӑва парса яр, вӗсен хӗрне паччӑр, илтетӗн-и?

— Илтетӗп, батюшка. Тархасшӑн, паратӑп.

Анчах вӑл кайри пӳлӗме тухнӑ кӑначчӗ, Захар ҫырӑва ун аллинчен туртса илчӗ.

— Ут, ут, — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл, — хӑвӑн хӗрарӑм ӗҫне пӗл!

Часах горничная тепӗр хут килчӗ. Захар алӑк уҫма тытӑнчӗ, Анисья вара ун патнех ҫывхарнӑччӗ ӗнтӗ, анчах Захар ун ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ.

— Эсӗ мӗн тӑватӑн кунта? — ыйтрӗ вӑл хӑйӑлтатса.

— Эпӗ итлеме ҫеҫ килтӗм, эсӗ мӗн…

— Ну, ну, ну! — кӗрлерӗ вӑл, ун еннелле чавсипе сулкаласа. — Лере кай!

Анисья кулса илчӗ те ҫаврӑнса кайрӗ, анчах тепӗр пӳлӗмрен, Захар улпут хушнӑ пек тӑвать-и-ха, тесе, шӑтӑкран пӑхса тӑчӗ.

Илья Ильич шӑв-шава илтсен, хӑй сиксе тухрӗ.

— Мӗн эсӗ, Катя? — ыйтрӗ вӑл.

— Пике эсир ӑҫта тухса кайни ҫинчен ыйтса пӗлме хушрӗ. Эсир кайман та иккен, килтех! Пӗлтерме чупатӑп, — терӗ те Катя, кайма тӑчӗ.

— Эпӗ килте. Акӑ вӑл пӗрмаях суять, — терӗ Обломов. — Акӑ ҫыру ил, пикене пар!

— Юрӗ, парӑп.

— Пике ӑҫта халь?

— Вӗсем ял тӑрӑх кайрӗҫ, эсир кӗнеке вуласа пӗтернӗ пулсан, икӗ сехет тӗлнелле сире сада пыма хушрӗҫ.

Хӗр кайрӗ.

«Ҫук, каймастӑп… пурне те пӗтермелле чухне мӗншӗн туйӑма пӑлхатас?..» — шухӑшларӗ Обломов, ялалла утнӑ май.

Вӑл Ольга сӑрт ҫинче пынине, Катя ӑна хӑваласа ҫитнине тата ҫыру панине инҫетрен курчӗ; Ольга пӗр минут пек чарӑнса тӑнине, ҫыру ҫине пӑхса илнине, шухӑшланине, унтан, Катьӑна пуҫӗпе сулса, парк аллейине кӗрсе кайнине курчӗ.

Обломов ҫавра ҫулпа, сӑрт ҫумӗпе утрӗ, тепӗр вӗҫӗнчен кӗрсе ҫав аллейӑнах пӑрӑнчӗ те ҫуррине ҫитсен тӗмесем хушшинчи курӑк ӑшне ларса кӗтме пуҫларӗ.

«Ольга кунтан иртсе каять, — шутларӗ Обломов, — эпӗ, хам курӑнмасӑр, вӑл мӗнлине пӑхатӑп та ӗмӗрлӗхех уйрӑлса каятӑп».

Вӑл, сывлӑшне пусарса, унӑн уттине итлерӗ. Ҫук, шӑпах-ха. Ҫутҫанталӑк ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑнать, йӗритавралӑх, куҫа курӑнман вак-тӗвек ӗҫпе вӗресе тӑрать пулин те, чаплӑн сарӑлса выртнӑн туйӑнать.

Ҫав вӑхӑтра курӑк ӑшӗнче пурте хускалаҫҫӗ, шӑваҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ. Акӑ кӑткӑсем ҫав тери тӑрӑшса та хӗвӗшсе тӗрлӗ еннелле чупаҫҫӗ, пӗрне-пӗри ҫитсе тӑрӑнаҫҫӗ, уйрӑлса каяҫҫӗ, васкаҫҫӗ, ҫынсен мӗнле те пулин пасарӗ ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ пекех: ҫавӑн пекех ушкӑнсем, ҫавӑн пекех тӗрткелешӳ, халӑх та ҫавӑн пекех кӗшӗлтетет.

Акӑ тӗкӗлтура чечек тавра сӑрласа вӗҫет, ун ҫеҫки ӑшне йӑраланса кӗрет; акӑ шӑнасем ҫӑкан ҫурӑкӗ витӗр сӑрхӑнса тухнӑ сӗткен тумламӗ ҫумне купипех сырӑнаҫҫӗ; акӑ вӗҫен кайӑк таҫта чӑтлӑхра чылайранпа ӗнтӗ пӗрмаях пӗр сасӑпа кӑшкӑрать, тен, теприне чӗнет пулӗ.

Акӑ икӗ лӗпӗш, пӗр-пӗрин тавра ҫаврӑнса, сывлӑшра, вальс ташланӑ пекех, питӗ васкаса, йывӑҫ вуллисем тавра явӑнаҫҫӗ. Курӑксем вӑйлӑн шӑрш сараҫҫӗ; вӗсен хушшинче чарӑна пӗлми ҫатӑртату тӑрать…

«Мӗнле тӑрмашаҫҫӗ кунта! — шухӑшларӗ Обломов, чӗр-чунсем хӗвӗшни ҫине пӑхса тата ҫутҫанталӑкӑн ҫак шавне тимлӗн итлесе. Тултан пӑхма вара пурте шӑп та лӑпкӑ!..»

Ура сасси ҫаплах илтӗнмест-ха. Юлашкинчен, акӑ…

«Ах, — ассӑн сывларӗ Обломов, туратсене хуллен кӑна сирсе. — Ольга, Ольга… Мӗн ку? Макӑрать-им? Турӑҫӑм!»

Ольга куҫҫульне тутӑрпа шӑлса майӗпен утса пырать; анчах вӑл шӑлса ҫеҫ ӗлкӗрет, куҫҫулӗ каллех ҫӗнӗрен юха-юха анать. Вӑл вӑтанса куҫҫульне ҫӑтать, ӑна йывӑҫсенчен те пулин пытарасшӑн, анчах пытараймасть. Обломов нихҫан та курманччӗ Ольга куҫҫульне; вӑл кӗтменччӗ ҫакна, ун куҫҫулӗ ӑна пӗҫертсе илчӗ, анчах та ӑна вӗри пулмарӗ, ӑшӑ кӑна пулчӗ.

Вӑл хӑвӑрттӑн Ольга хыҫҫӑн утса кайрӗ.

— Ольга, Ольга! — ачашшӑн каларӗ вӑл, ун хыҫҫӑн пырса.

Ольга шарт сиксе илчӗ, каялла ҫаврӑнчӗ, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ, унтан ҫаврӑнчӗ те малалла утрӗ. Обломов унпа юнашар пычӗ.

— Эсир йӗретӗр-и? — терӗ вӑл.

Ольгӑн куҫҫулӗсем вӑйлӑн юхма пуҫларӗҫ. Вӑл вӗсене текех чарса тӑма пултараймарӗ, тутӑрне пичӗ ҫумне чӑмӑртаса, сасӑпах макӑрса ячӗ те куҫ умне лекнӗ сак ҫине пырса ларчӗ.

— Мӗн туса хутӑм эпӗ! — сехӗрленсе пӑшӑлтатрӗ Обломов, унӑн аллине тытса пичӗ ҫумӗнчен сиресшӗн тӑрӑшнӑ май.

— Ан чӑрмантарӑр мана! — терӗ Ольга. — Кайӑр кунтан! Мӗншӗн кунта эсир? Эпӗ пӗлетӗп манӑн йӗмелле маррине: мӗн пирки йӗмелле? Эсир тӗрӗс каларӑр: пурте пулма пултарать ара.

— Ҫак куҫҫулӗсем ан пулччӑр тесен, мӗн тумалла-ха? — ыйтрӗ Обломов, ун умне чӗркуҫленсе. — Калӑр, хушӑр: эпӗ пурне те тума хатӗр…

— Куҫҫулӗ кӑларма эсир пурне те турӑр, вӗсене чарасси сирӗн ирӗкре мар… Эсир ҫакна тумаллах вӑйлӑ мар! Вӗҫертӗр мана! — терӗ Ольга, питне тутӑрпа сулкаласа.

Обломов ун ҫине пӑхса, ӑшӗнче хӑйне ылханса ларчӗ.

— Телейсӗр ҫыру! — тесе хучӗ вӑл ӳкӗнсе.

Ольга аллинчи карҫинккене уҫрӗ те ҫыру кӑларса Обломова пачӗ.

— Мейӗр, — терӗ вӑл, — хӑвӑрпа пӗрле илсе кайӑр, ун ҫине пӑхса чылайччен макӑрмалла ан пултӑр.

Обломов ним шарламасӑр ҫырӑва кӗсйине пытарчӗ, Ольга патӗнче пуҫне усса ларчӗ.

— Иҫмасса, манӑн ӗмӗтсене эсир тивӗҫлипех ырлатӑр-и, Ольга? — шӑппӑн каларӗ вӑл. — Сирӗн телейӗр маншӑн мӗнле хаклине кӑтартса пани пулать ку.

— Ҫапла, хаклӑ! — ассӑн сывларӗ Ольга. — Ҫук, Илья Ильич, сире эпӗ ҫапла шӑппӑн телейлӗ пулни ӑмсантарчӗ пулас, эсир вара ӑна хӑвӑртрах пӑтратма васкарӑр.

— Пӑтратма! Апла пулсан, эсир ман ҫырӑва вуламан эппин? Эпӗ сире тепӗр хут калатӑп…

Куҫҫулӗсем каллех шӑпӑртатрӗҫ.

— Акӑ ҫакӑншӑн уйрӑлмастӑп-и эпӗ сиртен, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, — сирӗн телей малта пулнине куратӑп, уншӑн эпӗ шеллеместӗп… Эпӗ ҫакна ним шухӑшламасӑр тӑватӑп-и вара? Манӑн пӗтӗм ӑшчик макӑрмасть-и вара? Мӗншӗн тӑватӑп-ха эпӗ ҫакна?

— Мӗншӗн-и? — терӗ Ольга та, сасартӑк макӑрма чарӑнса тата ун енне ҫаврӑнса. — Ҫавӑншӑнах, эпӗ макӑрнипе макӑрманнине тата мӗнле макӑрнине курассишӗн халӗ тӗмӗсем хыҫне пытантӑр — акӑ мӗншӗн! Эхер те эсир ҫырура ҫырнӑ пек тӑвасшӑн пулнӑ пулсан, эхер те эсир уйрӑлассине шанса тӑнӑ пулсан, эсир манпа тӗл пулмасӑр ют ҫӗршыва кайма пултарнӑ.

— Мӗнле шухӑш!.. — ӳпкелешсе калаҫма пуҫларӗ те Обломов, каласа пӗтереймерӗ.

Пӗлнӗ пекех ҫапла калани ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен ку чӑн иккенни сасартӑк паллӑ пулчӗ.

— Ҫапла, — ҫирӗплетрӗ Ольга, — ӗнер сире эпӗ юрататӑп тени кирлӗ пулнӑ, паян акӑ куҫҫульсем кирлӗ пулчӗҫ, ыран, тен, эсир эпӗ вилнине курасшӑн пулӑр.

— Ольга! мана ҫавӑн пек кӳрентерме кирлӗччӗ-и вара! Нивушлӗ ӗненместӗр, эпӗ халь эсир кулнине илтессишӗн тата сире куҫҫулӗсӗр курассишӗн ҫур ӗмӗре пама хатӗр…

— Ҫапла, халь, хӗрарӑм хӑвӑршӑн мӗнле макӑрнине курнӑ хыҫҫӑн, тен… Ҫук, — хушса хучӗ Ольга, — сирӗн чӗре ҫук. Эсир мана йӗртесшӗн пулман, тетӗр эсир, йӗртесшӗн пулман пулсан, ҫакӑн пек туман пулӑттӑр…

— Эпӗ пӗлнӗ-и вара? — ыйтуллӑн тата кӑшкӑрса каларӗ Обломов, икӗ аллаппине те кӑкӑрӗ ҫине тытса.

— Чӗрен, вӑл юратнӑ чухне, хӑйӗн ӑсӗ пур, — хирӗҫлерӗ Ольга, — вӑл хай мӗне кӑмӑлланине, мӗн пулассине те малтанах пӗлсе тӑрать. Эпӗ ӗнер кунта килме пултараймарӑм: пирӗн пата сасартӑк хӑнасем килчӗҫ, анчах эсир мана кӗтсе тертленессе пӗлсе тӑтӑм, тен, япӑх ҫывӑрнӑ пулӑттӑр… Эсир вара… эсир эпӗ макӑрнӑшӑн хавас. Пӑхӑр, пӑхӑр, кӑмӑлӑра тултарӑр…

Ольга каллех макӑрса ячӗ.

— Эпе ахаль те япӑх ҫывӑрнӑ, Ольга; эпӗ ҫӗрле тертленсе пӗтрӗм…

— Эсир вара эпӗ лайӑх ҫывӑрнӑшӑн, эпӗ тертленменшӗн шеллерӗр — тӗрӗс мар-им? — пӳлчӗ ӑна Ольга. — Эпӗ халь йӗрсе яман пулсан, эсир паян та япӑх ҫывӑрнӑ пулӑттӑрччӗ.

— Халь мӗн тумалла-ха ӗнтӗ ман: каҫару ыйтмалла-и? — терӗ Обломов ачашшӑн, пӑхӑнуллӑн.

— Ача-пӑчасем е тата ушкӑнта камӑн та пулин ури ҫине пуссан, каҫару ыйтаҫҫӗ, кунта каҫару ыйтни пулӑшмасть, — терӗ Ольга, каллех питне тутӑрпа сулкаласа.

— Ҫапах, Ольга, ку тӗрӗс пулсан? Манӑн шухӑш тивӗҫлӗ, сирӗн юрату — йӑнӑш пулсан вара? Эсир урӑххине юратма пуҫласан, ун чухне ман ҫине пӑхса хӗрелӗр…

— Мӗнех вара? — ыйтрӗ Ольга; хӑй ҫине ҫав тери йӗкӗлтесе, шӑтарасла пӑхнипе Обломов вӑтанчӗ.

«Вӑл манран мӗн те пулин тӗпчесе пӗлесшӗн! — шухӑшларӗ Обломов. — Чӑт, Илья Ильич!»

— Мӗн «мӗнех»! — ним шухӑшласа тӑмасӑр каларӗ Обломов та, ун ҫине канӑҫсӑррӑн тата унӑн пуҫӗнчи мӗнле шухӑшсем аталаннине, хӑйӗн «мӗнех» сӑмахне мӗнле тӳрре кӑларасса чухласа илеймесӗр; ҫак юрату йӑнӑш пулнӑ пулсан, вӑл мӗнле пулса тухнине тӳрре кӑлараймастӑн пулӗ.

Ольга ун ҫине питӗ тӑнласа, питӗ ӗненсе пӑхрӗ, — вӑл хӑйӗн шухӑшне тыткалама пӗлнӗ пулас.

— Эсир, — терӗ вӑл, ӑна тӗртсе, — «тарӑн ҫырман тӗпне ӳкесрен хӑратӑр», сире эпӗ юратма пӑрахса кӳрентересси хӑратать!.. «Мана япӑх пулать», тесе ҫыратӑр эсир…

Обломов ҫаплах начар ӑнланчӗ-ха.

— Ара, ун чухне, мана лайӑх пулать, эпӗ урӑххине юрататӑп: апла-тӑк эпӗ телейлӗ пулатӑп! Эсир вара «манӑн малашнехи телее курса, хӑвӑра ним шеллемесӗр, пурнӑҫӑра та пама хатӗр», тесе калатӑр-и?

Обломов ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ тата куҫӗсене вӑраххӑн та сарлакан мӑчлаттарчӗ.

— Авӑ мӗнле логика пулса тухрӗ! — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Тӳррипе каласан, эпӗ кӗтменччӗ…

Ольга вара ун ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа урисем патне ҫитиех ҫав тери хаяррӑн пахса илчӗ.

— Сире ухмаха ертекен телей тата? — малалла каларӗ Ольга — Акӑ ҫав ирсемпе каҫсем, ҫав парк, эпӗ юрататӑп тени — ҫаксем пӗри те ниме те тӑмаҫҫӗ-и, ним хака та-и, нимле парнене те-и, чун ыратнине те-и?

«Ах, ҫӗр тӗпне анса каймалла пулсан!» — шухӑшларӗ Обломов, Ольга сӑмахӗсене тӗпренех ӑнланса пынӑ май ӑшӗнче тертленсе.

— Эхер те, — хӗрӳллӗн калаҫма пуҫларӗ Ольга, — эсир кӗнекерен, ӗҫрен, ҫынсенчен ывӑннӑ пекех юратуран ывӑнтӑр пулсан; эхер те вӑхӑт ҫитсен, манпа ӑмӑртса, хӑвӑра юратакансӑр, урӑх юратусӑр, хӑвӑр диванӑр ҫинчи пек, ман ҫумра сасартӑк ҫывӑрса кайсан, манӑн сасӑ сире вӑратаймасан; эхер те чӗре шыҫҫи иртет, урӑх хӗрарӑм пулмасан та, хӑвӑр халатӑр хаклӑ пулсан?..

— Ольга, ку ытлашши! — пӳлчӗ ӑна Обломов, ун ҫумӗнчен кӑмӑлсӑррӑн шуса ларса.

— Мӗншӗн ытлашши? — ыйтрӗ Ольга. — Эсир те йӑнӑшасран, ӳлӗм урӑххине юратасран, тетӗр, эпӗ вара, тепӗр чухне, эсир мана юратма пӑрахӑр, тесе шутлатӑп. Ун чухне вара мӗн? Эпӗ хам халь мӗн тунине ун чухне тӳрре кӑларӑп-и? Ҫынсем мар пулсан та, хама хам мӗн калӑп?.. Эпӗ тепӗр чухне ҫакна пула ҫывӑраймастӑп, анчах пуласси ҫинчен иккӗленнипе сире тертлентерместӗп, мӗншӗн тесен лайӑх пулассине ӗненетӗп. Манӑн телей хӑранинчен вӑйлӑрах. Мана курнипе сирӗн куҫсем хӗмленме пуҫланине, эсир мана шыраса, сӑртсем ҫине чармакланса хӑпарнине, юлхава манса мана валли кӗнеке е чечек ҫыххи илме шӑрӑхра хулана кайнине; эпӗ сире йӑл култарма, пурнӑҫа юратма пултарнине курсан, эпӗ мӗн хака та пулин хуратӑп… Эпӗ пӗлетӗп, пӗр япала — телей — шыратӑп, ӑна тупнине те шанатӑп. Эхер те йӑнӑшмасан, хам йӑнӑшнипе чӑнах та макӑрмалла пулсан, ҫакӑншӑн айӑплӑ маррине, иҫмасса, эпӗ ҫакӑнта туятӑп (вӑл аллаппине чӗри тӗлне тытрӗ): апла пулсан, шӑпам апла тӑвасшӑн пулман, турӑ паман. Анчах эпӗ малашне пулас куҫҫулӗшӗн хӑрамастӑп; эпӗ ун чухне ахальтен йӗрес ҫук: эпӗ куҫҫулӗпе мӗн те пулин туянтӑм… Мана питӗ лайӑх… пулнӑ!.. — хушса хучӗ вӑл.

— Ан тив каллех лайӑх пултӑр! — ӳкӗтлерӗ Обломов.

— Эсир вара малашнехи салхулӑха ҫеҫ куратӑр; сирӗншӗн телей ним те мар… Ку вӑл пархатарсӑрлӑх, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Ольга, — ку юрату мар, ку…

— Хӑвна ху юратни! — хушса хучӗ Обломов, анчах Ольга ҫине пӑхма, сӑмах калама хӑяймарӗ, каҫару ыйтма хӑюлӑх ҫитереймерӗ.

— Ӑҫта каясшӑнччӗ эсир, — терӗ Ольга шӑппӑн, — кайӑр. Обломов Ольга ҫине пӑхрӗ. Унӑн куҫҫулӗ типнӗ. Вӑл, шухӑшлӑн ҫӗрелле пӑхса, хӑйӑр ҫине зонтикпа йӗрлерӗ.

— Выртӑр каллех ҫурӑм ҫине, — хушса хучӗ Ольга кайран, — йӑнӑшмастӑр, «тӗпсӗр ҫырмана ӳкместӗр».

— Эпӗ ним иккӗленмесӗр телейлӗ пулас вырӑнне, кӑмӑла пӑсрӑм, сирӗн кӑмӑлӑра та пӑсрӑм… — мӑкӑртатрӗ Обломов ӳкӗнсе.

— Кӑвас ӗҫӗр: кӑмӑлӑр пӑсӑлмӗ, — тӗртсе илчӗ Ольга.

— Ольга! Ку чӗрене тивет! — терӗ Обломов. — Эпӗ ӑнланса илнипе хама хам асаплантарнӑ хыҫҫӑн…

— Ҫапла, сӑмахпа эсир хӑвӑра асаплантаратӑр, тӗпсӗр ҫырмана сиктеретӗр, ҫур ӗмӗре паратӑр, кайран, иккӗленме пуҫласан, ыйхӑсӑр каҫ ҫитсен: эсир мӗнле ачаш пулатӑр, асӑрханатӑр, тӑрӑшатӑр, мӗнле инҫете куратӑр!..

«Мӗнле тӗрӗслӗх тата мӗнле кӑмӑллӑ вӑл!» — шухӑшларӗ Обломов, анчах сасӑпа калама намӑсланчӗ.

Мӗншӗн-ха вӑл ҫак тӗрӗслӗхе хӑй мар, пурӑнма ҫеҫ тытӑннӑ хӗрарӑм ӑнлантарса пачӗ ӑна? Тата мӗнле час турӗ вӑл ҫакна! Нумаях пулмасть ача-пӑчалла ҫеҫ пӑхатчӗ.

— Пирӗн урӑх ним ҫинчен калаҫмалли те ҫук, — хӑй сӑмахне вӗҫлерӗ Ольга, тӑрса. — Сывпулӑр, Илья Ильич, тата… канлӗ пулӑр: сирӗн телей канлӗхре вӗт.

— Ольга! Ҫук, турӑшӑн та ун пек мар! Халь, каллех пурне те ӑнланнӑ хыҫҫӑн, ан хӑвалӑр мана… — терӗ Обломов, унӑн аллинчен тытса.

— Мӗн кирлӗ сире манран? Эпӗ сире юратни йӑнӑш мар-и тесе иккӗленместӗр вӗт эсир: эпӗ эсир иккӗленнине сирсе яма пултараймастӑп; тен, йӑнӑш та пулӗ — эпӗ пӗлместӗп…

Обломов ун аллине вӗҫертрӗ. Каллех ун пуҫӗ тӑрне ҫӗҫӗ ҫӗкленчӗ.

— Мӗнле пӗлместӗр-ха? Эсир туймастӑр-им вара? — ыйтрӗ вӑл, каллех хӑй иккӗленнине питӗнче палӑртса. — Эсир сисместӗр-и вара?..

— Эпӗ нимӗн те сисместӗп; хам мӗн туйнине эпӗ сире ӗнерех каларӑм, тепӗр ҫултан мӗн пулассине пӗлместӗп. Пӗр телей хыҫҫӑн ҫавнашкал тепӗр телей, виҫҫӗмӗш телей пулать-и вара? — ыйтрӗ Ольга, куҫне чарса пӑрахсах ун ҫине пӑхса. — Калӑр, эсир манран нумайрах пӗлетӗр.

— Ҫук, пӗр хутчен ҫеҫ юратаҫҫӗ! — терӗ Обломов, пӑхмасӑр калама вӗреннӗ шкул ачи пек.

— Акӑ, куратӑр-и ӗнтӗ: эпӗ те ҫакна ӗненетӗп, — хушса хучӗ Ольга: — Эхер те ку ҫавӑн пек мар пулсан, эпӗ, тен, сире юратма пӑрахӑп; тен, йӑнӑша пула манӑн чӗре ыратӗ, тен, эпир уйрӑлатпӑр!.. Икӗ-виҫӗ хутчен юратма… ҫук, ҫук… Эпӗ ҫакна ӗненесшӗн мар!

Обломов ассӑн сывласа илчӗ. Ольга каланӑ тен сӑмах унӑн чӗрине вӑркатрӗ, вӑл вара шухӑша кайса ун хыҫҫӑн танкӑлтатрӗ. Анчах вӑл кашни ярса пусмассерен ҫӑмӑлланса пычӗ; вӑл ҫӗрле шухӑшласа кӑларнӑ йӑнӑш — ҫав тери инҫетри пуласлӑх… «Пӗр юрату ҫеҫ мар вӗт, пӗтӗм пурнӑҫ ҫапла… — сасартӑк пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Тата кашни пулса иртекен ӗҫех йӑнӑш вырӑнне хурса тӗртсе ярсан, хӑҫан йӑнӑш марри пулать? Мӗн-ха эпӗ? Суккӑрланнӑ пек…»

— Ольга, — терӗ вал, икӗ пӳрнипе кӑштах ҫеҫ ун пилӗкне перӗнсе (хӗр чарӑнса тӑчӗ), — эсир манран ӑслӑрах.

Ольга пуҫне сулкаласа илчӗ.

— Ҫук, ӑнланмалларах та хӑюллӑрах. Мӗнрен хӑратӑр-эсир? Ниушлӗ эсир юратма пӑрахма пулать, тесе ҫирӗпех шутлатӑр? — мӑнаҫлӑ шанӑҫпа ыйтрӗ вӑл.

— Халь эпӗ те хӑрамастӑп! — ҫирӗппӗн каларӗ Обломов. — Сирӗнпе пурнӑҫ хӑрушӑ мар!

— Ҫак сӑмахсене эпӗ нумаях пулмасть таҫта вуланӑччӗ… — Сю кӗнекинче пулас, — сасартӑк кулӑшла каларӗ Ольга, ун енне ҫаврӑнса, — анчах кӗнекере ҫак сӑмахсене хӗрарӑм арҫынна калатчӗ…

Обломов пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелчӗ.

— Ольга! Ан тив пурте ӗнерхи пек пултӑр, — ӳкӗтлерӗ вӑл, — эпӗ йӑнӑшсенчен хӑрамастӑп.

Ольга чӗнмерӗ.

— Юрать-и? — именчӗклӗн ыйтрӗ Обломов. Ольга чӗнмерӗ.

— Ну, калассӑр килмест пулсан, мӗнпе те пулин паллӑ тӑвӑр… сирень чечекӗ…

— Сиреньсен вӑхӑчӗ иртрӗ, пӗтрӗ! — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга. — Авӑ, куратӑр-и, мӗнле пулса юлчӗҫ: тӗксӗмленчӗҫ!

— Вӑхӑчӗ иртнӗ, тӗксӗмленнӗ! — терӗ Обломов та, сиреньсем ҫине пӑхса. — Ҫырӑвӑн та вӑхӑчӗ иртрӗ-и? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл.

Ольга килӗшмесӗр пуҫне сулкаласа илчӗ. Обломов, ун хыҫҫӑн утса, хӑй ӑшӗнче ҫыру ҫинчен, ӗнерхи телей ҫинчен, тӗссӗрленнӗ сирень ҫинчен шухӑшларӗ.

«Чӑнах та-ҫке, сиреньсем шанаҫҫӗ! — шухӑшларӗ вӑл. — Мӗншӗн ку ҫыру? Мӗне пула эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӑм, ирхине ҫыртӑм? Акӑ халь каллех чунӑм канлӗ… (вӑл анасларӗ) — ҫав тери ҫывӑрас килет. Ҫыру пулман пулсан, ҫаксем нимӗн те пулмастчӗҫ: вӑл макӑрмастчӗ, пурте ӗнерхи пекех пулнӑ пулӗччӗ; эпир акӑ ҫакӑнтах, аллейӑрах, шӑппӑн ларнӑ пулӑттӑмӑр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса, телей ҫинчен калаҫнӑ пулӑттӑмӑр. Паян та ҫавӑн пекех, ыран та…» Вӑл ҫӑварне карса анасларӗ.

Унтан ун пуҫне сасартӑк ҫак шухӑш пырса кӗчӗ; мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши ҫыру хӑй ӗҫне тунӑ пулсан, Ольга ун шухӑшӗпе килӗшсе, малашне пулас йӑнӑшсемпе инҫетри аҫа-ҫиҫӗмрен ун пекех хӑраса ӳкнӗ пулсан, вӑл унӑн нумай пӗлнине тата ырӑ ӑсне итлесе, уйрӑлма, пӗр-пӗрне манма килӗшнӗ пулсан?

Турӑ сыхлатӑр! Сывпуллашмалла, хулана, ҫӗнӗ хваттере каймалла! Ҫакӑн хыҫҫӑн вара вӑрӑм ҫӗр, салхуллӑ ыранхи кун, чӑтса ирттерме ҫук виҫмине тата тӗксӗмленнӗҫемӗн тӗксӗмленсе пыракан вӗҫӗ-хӗррисӗр кунсем…

Мӗнле чармалла-ха вӗсене? Ку вилӗм вӗт! Ҫакӑн пек пулнӑ пулӗччӗ ара. Вӑл чирлесе ӳкӗччӗ. Вӑл уйрӑласшӑн та пулман, вӑл ӑна тӳссе ирттерейместчӗ, Ольгӑпа курнӑҫасшӑн пулса тунсӑхлатчӗ. «Мӗншӗн ҫыртӑм-ха ҫак ҫырӑва?» — ыйтрӗ Обломов хӑйӗнчен хӑй.

— Ольга Сергеевна! — терӗ вӑл.

— Мӗн тата сире?

— Хам пӗр тунмасӑр каланисем ҫумне эпӗ тата пӗр сӑмах хушса хума тивӗҫ…

— Мӗнле сӑмах?

— Ҫыру пачах кирлӗ пулман вӗт…

— Тӗрӗс мар, вӑл тем тесен те кирлех пулнӑ, — шухӑшласа каларӗ Ольга.

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те Обломовӑн пичӗ мӗнле пулнине, унӑн сасартӑк ыйхи сирӗлнине, тӗлӗннипе куҫӗсем чарӑлса кайнине курсан, кулса ячӗ.

— Кирлех пулнӑ-и? — терӗ Обломов хуллен, тӗлӗннипе унӑн ҫурӑмне куҫӗсемпе тӗллесе.

Анчах унта мантильйӑн икӗ ҫӳҫи ҫеҫ пулчӗҫ.

Мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха ҫакӑн пек куҫҫулӗ витӗр ӳпкеленисем? Ниушлӗ чеелӗх? Анчах Ольга чее мар: ҫакна вӑл уҫҫӑнах курчӗ.

Чееленеҫҫӗ тата чеелӗхпе пуринчен ытларах айван хӗрарӑмсем ҫеҫ ҫырлахаҫҫӗ. Вӗсем хайсен тӳрӗ ӑсӗ ҫуккипе кулленхи пӗчӗк пурнӑҫӑн пружинисене чеелӗх пулӑшнипе хускатаҫҫӗ, хӑйсен килти политикине, чӗнтӗр ҫыхнӑ пек, явӑнтараҫҫӗ, хӑйсен таврашӗнчи пурнӑҫӑн тӗп йӗрӗсене, вӗсем ӑҫталла кайнине тата ӑҫта пӗрлешнине асӑрхамаҫҫӗ.

Чеелӗх вӑл — вак укҫа, унпа пурпӗрех нумай туянаймастӑн. Вак укҫапа пӗр-икӗ сехет пурӑнса ирттерме май пур, ҫавӑн пекех чеелӗхпе те кунта мӗн те пулин пытарма, лере улталама, урӑхлатма пулать, анчах унпа инҫетрине курма, пысӑк та тӗп ӗҫсен пуҫламӑшӗпе вӗҫне пӗрлештерме ҫук.

Чеелӗхӗн куҫӗ тӗтреллӗ: вӑл инҫетрине мар, сӑмса айӗнчине кӑна лайӑх курать, ҫавна пула та ыттисем валли лартнӑ таппа час-часах хӑй лекет.

Ольга вара ӑслӑ: акӑ хӑть паянхи ыйтӑва илер, мӗнле ҫӑмӑллӑн та уҫӑмлӑн ӑнлантарса пачӗ вӑл ӑна, ытти ыйтусене те — ҫаплах! Вӑл пулса иртекен ӗҫсен тӗрӗс пӗлтерӗшне час-часах тӗрӗс ӑнлантарса ун патне тӳррӗн илсе пырать.

Чеелӗх вара — шӑши пек: йӗри-тавра чупса ҫаврӑнать, пытанкалать… Тата Ольгӑн характерӗ те апла мар. Мӗн-ха вара ку? Мӗнле ҫӗнӗ япала?

— Мӗншӗн ҫыру кирлех пулнӑ? — ыйтрӗ Обломов.

— Мӗншӗн? — терӗ те Ольга, хавас пит-куҫлӑн ун еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ, ӑна кашни утӑмрах аптратса ӳкерме пултарнипе киленчӗ. — Акӑ мӗншӗн, — татӑклӑн калама пуҫларӗ вӑл, — эсир ҫӗрӗпе ҫывӑрман, ман валли ҫыру ҫырнӑ; эпӗ те хама юратакан ҫын вӗт. Ку пӗрремӗш…

— Эсир хӑвӑр та манпа килӗшетӗр пулсан, мӗншӗн-ха эсир тин ҫеҫ мана ӳпкелешетӗр? — пӳлчӗ ӑна Обломов.

— Эсир асапсем шухӑшласа кӑларнӑшӑн. Вӗсене эпӗ шухӑшласа кӑларман, эпӗ вӗсем иртсе кайнипе киленетӗп, эсир вара ҫав асапсене хатӗрленӗ чухне малтан киленнӗ. Эсир — усал! эпӗ сире ҫакӑншӑн ӳпкелерӗм. Унтан… сирӗн ҫырӑвӑрта шухӑш, туйӑм вылять… эсир ҫав каҫхине хӑвӑр пек мар, сирӗн юлташӑр тата эпӗ сире мӗнле пурӑнтарасшӑн пулнӑ пек пурӑннӑ, ку — иккӗмӗш, юлашкинчен, виҫҫӗмӗшӗ…

Ольга Обломов патне ҫав тери ҫывӑх пырса тӑнипе унӑн чӗрине тата пуҫне юн капланса тулчӗ; Обломов йывӑррӑн, пӑлханса сывларӗ. Ольга вара тӳрех ӑна куҫран пӑхса тӑчӗ.

— Виҫҫӗмӗшӗнчен, акӑ ҫакӑншӑн: ҫав ҫырура сирӗн ачашлӑх, асӑрханулӑх, маншӑн тӑрӑшни, ман телейшӗн шикленни, сирӗн таса кӑмӑл… Андрей Иванович сирте кӑтартнӑ енсем пурте тӗкӗр ҫинчи пекех курӑнаҫҫӗ, эпӗ сире ҫавсемшӗн юратнӑ, ҫавсемшӗн эпӗ сирти юлхавлӑха… сӳрӗклӗхе манатӑп… Эсир ҫырура ирӗксӗртен каласа хунӑ: эсир, Илья Ильич, хӑвӑра юратакан ҫын мар, эсир ӑна пачах манран уйрӑласшӑн пулнипе ҫырман — эсир ҫапла тӑвасшӑн пулман, мана улталасран хӑранипе ҫапла ҫырнӑ… ҫакна совесть каланӑ, урӑхла пулнӑ пулсан, ҫыру мана кӳрентернӗ пулӗччӗ тата хам мӑнаҫлӑхшӑн эпӗ макӑрман пулӑттӑм! Куратӑр-и, эпӗ сире мӗншӗн юратнине пӗлетӗп, йӑнӑшасран хӑрамастӑп: эпӗ сире юратса йӑнӑш тумастӑп…

Ҫӑк сӑмахсене каланӑ чухне вӑл Обломова ҫап-ҫуттӑн, тасан курӑнчӗ. Унӑн куҫӗсем юратӑвӑн чаплӑлӑхӗпе, хӑй ҫиелте пулнине туйса тӑнипе ялкӑшрӗҫ; питҫӑмартисем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ палӑрса тӑчӗҫ. Обломов вара, вӑл, ҫаксен сӑлтавӗ пулчӗ! Ҫак ҫулӑма, ҫак савӑнӑҫа вӑл хӑйӗн тӳрӗ чӗрин хусканӑвӗпе унӑн чунӗ ҫине пӑрахрӗ вӗт.

— Ольга!.. Эсир… пур хӗрарӑмсенчен те лайӑхрах, эсир тӗнчери хӗрарӑмсенчен малта тӑратӑр! — терӗ Обломов хавхаланса, вара, пурне те манса, аллине тӑсса, ун енне пӗшкӗнчӗ.

— Туршӑн та… каласа памалла мар пысӑк телейшӗн пӗрре чуптума парӑр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл тӗлӗкри пекех.

Ольга самантрах пӗр утӑм каялла чакрӗ; чаплӑ мӑнаҫлӑхӑн хӗлхемӗ, хӗрлӗ тӗс ун пит-куҫӗнчен сирӗлчӗҫ; йӑваш куҫӗсем хаяррӑн ялкӑшса илчӗҫ.

— Нихҫан та! Нихҫан та! Ан ҫывхарӑр! — хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ пекех каларӗ Ольга, хӑйпе ун хушшине икӗ аллипе зонтикне тӑсса, унтан, хытса кайса, пӗр сывламасӑр, хаяррӑн пахса, юпа пекех хытса кайса, хӑяккӑн чарӑнса тӑчӗ.

Обломов сасартӑк йӑвашланчӗ: ун умӗнче йӑваш Ольга мар, мӑнаҫлӑхпа хаярлӑхӑн кӳреннӗ турри тӑрать, вӑл тутисене чӑмӑртанӑ, куҫӗсемпе ҫиҫӗм ҫиҫтерет.

— Каҫарӑр!.. — мӑкӑртатрӗ вӑтаннӑ, пӗтмеллипех пӗтнӗ Обломов.

Ольга хуллен ҫаврӑнчӗ те, Обломов мӗнлине хулпуҫҫи урлӑ пӑхса, утса кайрӗ. Обломов нимле те мар: вӑл, хӳрине таптаса ыраттарнӑ йытӑ пек, хуллен сӗнкӗлтетет.

Ольга хытӑрах утма пуҫларӗ, анчах Обломов пит-куҫне курнипе кулма чарӑнса, лӑпкӑн утса кайрӗ, хушӑран-хушӑран ҫеҫ ҫӳҫенкелесе илчӗ. Унӑн е пӗр питҫӑмартийӗ ҫинче е теприн ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑ улшӑнса тӑчӗ.

Ольгӑн, утнӑ май, сӑнӗ улшӑнса пычӗ, сайран та лӑпкӑн сывлама пуҫларӗ те каллех виҫеллӗ утӑмсемпе утса кайрӗ; Хӑй каланӑ «нихҫан та» Обломовшӑн таса тивӗҫлӗх пулнине курчӗ вӑл, ҫавӑнпа та унӑн капланса килнӗ ҫилли хуллен-хулленех сӳрӗлчӗ, вӑл Обломова хӗрхенме пуҫларӗ. Вӑл ерипен-ерипен утма тытӑнчӗ.

Вӑл хайӗн ҫиллине ҫӑмӑллатасшӑн пулчӗ; калаҫу пуҫарма сӑлтав та шырарӗ ӗнтӗ.

«Пӗтӗмпех пӑсса пӑрахрӑм! Акӑ вӑл чӑн-чӑн йӑнӑш! «Нихҫан та!» Турӑҫӑм! Сиреньсем тӗксӗмленчӗҫ, — шухӑшларӗ Обломов, ҫакӑнса тӑракан сирень ҫеҫкисем ҫине пӑхса, — ӗнерхи кун тӗксӗмленчӗ, ҫыру та тӗксӗмленчӗ, ман пурнӑҫри чи лайӑх самант, ман чӗрере мӗн лайӑххи пуррине ҫӳлти сасӑ пек хӗрарӑм каланӑ самант, вӑл та пулин тӗксӗмленчӗ!..»

Обломов Ольга ҫине пӑхрӗ — Ольга ӑна кӗтсе тӑрать иккен.

— Ҫырӑва парӑр мана!.. — шӑппӑн каларӗ Ольга.

— Вӑл тӗксӗмленчӗ! — хурлӑхлӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов, ҫырӑва парса.

Ольга каллех ун ҫывӑхнех пычӗ те пуҫне татах ҫӗрелле усрӗ; вӑл куҫне пачах хупнӑ… Вӑл чӗтренӗ пекех тӑрать. Обломов ҫыру пачӗ; Ольга пуҫне ҫӗклемерӗ, пӑрӑнса каймарӗ.

— Эсир мана хӑратса пӑрахрӑр, — терӗ вӑл ҫемҫен.

— Каҫарӑр, Ольга, — мӑкӑртатрӗ Обломов. Ольга чӗнмерӗ.

— Ҫапла хаяррӑн «нихҫан та» тени!.. — терӗ те Обломов ассӑн сывласа ячӗ.

— Тӗксӗмленет! — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Ольга, хӗрелсе.

Вӑл Обломов ҫине вӑтанчӑклӑн, ачашшӑн пӑхса илчӗ, унан икӗ аллине те тытса, хыттӑн чӑмӑртарӗ, унтан вӗсене хӑйӗн чӗри патне перӗнтерчӗ.

— Илтетӗр-и, мӗнле тапать! — терӗ Ольга. — Эсир хӑратса пӑрахрӑр мана! Ярӑр!

Вара Обломов ҫине пӑхмасӑр ҫаврӑнчӗ те, платьи умне кӑштах ҫӗклесе, ҫулпа чупса кайрӗ.

— Ӑҫта каятӑр эсир капла? — терӗ Обломов. — Эпӗ ывӑнтӑм, сирӗн хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма пултараймастӑп…

— Ан чарӑр мана. Эпӗ юрлама, юрлама, юрлама чупатӑп!.. — терӗ вӑл темиҫе хутчен, хӗрелнӗ питне ҫутатса. — Манӑн кӑкӑр тӑвӑрланать, манӑн чӗре ыратнӑ пекех пулчӗ!

Обломов ҫав вырӑнтах, вӗҫсе каякан ангел ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса тӑрса юлчӗ.

«Нивушлӗ ҫак самант та тӗксӗмленет?» — хурланнӑ пекех шухӑшларӗ вӑл; хӑй утать-и вӑл е пӗр вырӑнтах тӑрать, — ҫакна хӑй те туймарӗ.

«Сиреньсем шанчӗҫ, — шухӑшларӗ вӑл каллех, — ӗнерхи кун иртсе кайрӗ, тӗнчере пулман япаласем курӑннӑ каҫ, сывлӑш пӳлӗннӗ каҫ та иртсе кайрӗ… Ҫапла! ҫак самант та сирень вӑхӑчӗ иртнӗ пек иртсе каять! Анчах кӗҫӗрхи ҫӗр иртнӗ вӑхӑтра паянхи ир чечекленме пуҫланчӗ…»

— Мӗнле япала-ха ку? — терӗ вӑл сасӑпах, манӑҫа кайса. — Ку та юрату-и… юрату? Эпӗ вара вӑл пӑчӑ кун пек, юратакансен ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, унӑн тавралӑхӗнче нимӗн те хускалмасть, сывлӑш та вӗрмест, тесе шутларӑм: юратура та канлӗх ҫук, вӑл та таҫта малалла, малалла… шӑвать… «пӗтӗм пурнӑҫ» пек, тет Штольц. Ӑна: «Чарӑн та ан хускал!» тесе калакан Иисус Навин ҫуралман-ха. Мӗн пулать-ха ыран? — тесе шиклӗн ыйтрӗ те вӑл хӑйӗнчен хӑй, юлхавлӑн килнелле утрӗ.

Ольга чӳречисем умӗнчен иртсе пынӑ чухне, хӗрӗн тӑвӑрланса ҫитнӗ кӑкӑрӗ Шубертӑн кӗввисемпе ҫӑмӑлланнине илтрӗ — унӑн кӑкӑрӗ телее пула ӗсӗклесе макӑрать тейӗн!

Турӑҫӑм! Мӗн тери лайӑх ҫут тӗнчере пурӑнма!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех