Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV сыпӑк

Пай: Обломов –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.14 22:38

Пуплевӗш: 595; Сӑмах: 7510

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Халӗ, Штольц Обломов менельникне киличчен темиҫе ҫул каялла, Выборг Енчен инҫетре, урӑх ҫӗрте пулса иртнине астутарар. Унта вулакана паллӑ ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, Штольц вӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине Обломова, темӗнле шутпа, йӑлтах пӗлтермерӗ, тен, Обломов та, темӗнле шутпа, вӗсем ҫинчен ыйтса пӗлменрен каламарӗ пулӗ.

Пӗррехинче Штольц Парижра иртен-ҫӳренсем ҫине, вывескӑсем ҫине тинкермесӗр пӑхкаласа, бульварпа пыратчӗ. Вӑл чылайранпа Российӑран — Киевран та, Одессӑран та, Петербургран та ҫырусем илменччӗ. Ӑна кичемччӗ, вӑл почтӑна тата виҫӗ ҫыру леҫрӗ те килелле таврӑнатчӗ.

Сасартӑк вӑл пӗр еннелле тӗлӗнсе, хытса пӑхса тӑчӗ, унтан каллех лӑпланчӗ. Икӗ дама, бульвартан пӑрӑнса, магазина кӗчӗҫ.

«Ҫук, пулма пултараймасть», шухӑшларӗ Штольц. «Мӗнле шухӑш! Эпӗ пӗлнӗ пулӑттӑм! Кусем вӗсем мар!»

Ҫапах та вӑл, магазин умне пырса, ҫав дамӑсене чӳрече витӗр сӑнама пуҫларӗ: «Ним те уйӑрса илме ҫук, вӗсем чурече еннелле ҫурӑмпа тӑраҫҫӗ».

Штольц магазина кӗчӗ те тем илме пикенчӗ. Дамӑсенчен пӗри ҫутӑ еннелле ҫаврӑнчӗ те, Штольц Ильинская Ольгӑна палларӗ те — паллаймарӗ те! Ун патне ыткӑнасшӑнччӗ вӑл, анчах чарӑнса тӑчӗ, тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.

Турӑҫӑм! Мӗнле улшӑннӑ Ольга! Вӑл та, вӑл та мар. Сӑнӗ ҫавӑннах, анчах вӑл шуранка, куҫӗсем шалалла путса кӗнӗ, тути пӗчӗк ачанни евӗр кулкаламасть, айванлӑхӗ те, хаваслӑхӗ те ҫук. Куҫхаршийӗсене вӑл те пысӑк шухӑшлӑн, те хурлӑхлӑн пӗркелет, куҫӗсем те ӗлӗкхилле мар, пачах урӑхла туйӑмпа пӑхаҫҫӗ. Вӑл ӗлӗкхилле хаваслӑн та лӑпкӑн пӑхмасть; унӑн пӗтӗм сӑнне салхулӑх ҫапнӑ.

Штольц ун умне пычӗ. Ольга куҫхаршийӗсене кӑштах пӗрчӗ; вӑл ун ҫине пӗр минут тӗлӗнсе пӑхрӗ, вара палларӗ: куҫхаршийӗсем тӳрленчӗҫ, куҫӗсем лӑпкӑ та пысӑк савӑнӑҫпа ҫуталчӗҫ. Юратнӑ йӑмӑкӗ ҫапла савӑннине курас пулсан, кашни тӑванах телейлӗ пулнӑ пулӗччӗ.

— Турӑҫӑм! Эсир-и ку? — терӗ Ольга чуна пырса тивмелле ачаш та хаваслӑ сасӑпа.

Инкӗшӗ хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ, вара виҫҫӗшӗ те харӑс калаҫма пуҫларӗҫ. Штольц вӗсене ҫырса пӗлтерменшӗн ӳпкелерӗ, лешсем тӳрре тухма тӑрӑшрӗҫ. Вӗсем кунта килни виҫҫӗмӗш кун ҫеҫ-мӗн, вӗсем пур ҫӗрте те Штольца шыранӑ-мӗн. Пӗр хваттерте вӗсене: Штольц Лиона тухса кайрӗ, тенӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ним тума та пӗлмен-мӗн.

— Мӗнле шут тытрӑр-ха капла эсир? Мана та пӗлтермерӗр! — ӳпкелешрӗ Штольц.

— Эпир питӗ хӑвӑрт ҫула тухма хатӗрлентӗмӗр, ҫавӑнпа сирӗн пата ҫырас мар терӗмӗр, — терӗ инкӗшӗ. — Ольга сире кӗтмен ҫӗртен тӗлӗнтересшӗнччӗ.

Штольц Ольга ҫине пӑхрӗ, анчах лешин сӑнӗ инкӗшӗ каланине ҫирӗплетмерӗ. Вӑл ун ҫине тата тинкеререх пӑхрӗ, анчах Ольга ӑна хӑй шухӑшӗсене кӑшт та палӑртмарӗ.

«Мӗн пулнӑ ӑна?» шухӑшларӗ Штольц. «Эпӗ ун шухӑшне тӳрех сисеттӗм, халӗ ак… мӗн тери улшӑну!»

— Мӗн тери эсир, Ольга Сергеевна, ӳссе, тӗрекленсе, пӗве ҫитнӗ, — терӗ вӑл сасӑпа: — эпӗ сире палласа илейместӗп! Курманни те ҫулталӑк кӑна-ҫке. Мӗн турӑр эсир, мӗн пулчӗ сире? Каласа парӑрсам!

— Ытлашши нимех те ҫук, — терӗ Ольга, пусма-тавар пӑхкаласа.

— Юрлас пирки мӗнле? — терӗ Штольц, хӑй халиччен кунашкал пулман Ольгӑна сӑнарӗ, хӗр сӑнӗнчен пӑхса, ун шухӑшӗсене пӗлме тӑрӑшрӗ; анчах хӗр сӑнӗ ҫиҫӗм пек хӑвӑрт улшӑнса тӑрать.

— Тахҫантанпах, пӗр икӗ уйӑх юрламан, — терӗ Ольга сӳрӗккӗн.

— Обломов мӗнле? — сасартӑк ыйтрӗ Штольц. — Пурӑнать-и? Ҫырмасть-и?

Инкӗшӗ хушша кӗмен пулсан, тен, Ольга ҫакӑнта хӑй вӑрттӑнлӑхне пӗлтеретчӗ те пулӗ.

— Шутласамӑр; — терӗ инкӗшӗ, магазинтан тухнӑ май: — кашни кунах пирӗн пата пыратчӗ, кайран сасартӑк ҫухалчӗ. Эпир ют ҫӗршыва кайма хатӗрлентӗмӗр; эпӗ ӑна чӗнме ятӑм та: «чирлӗ, никама та йышӑнмасть», терӗҫ — тӗл пулаймарӑмӑр вара.

— Эсир те пӗлместӗр-и? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Штольц Ольгӑран.

Ольга иртсе каякан ҫӑмӑл урапа ҫине лорнетпа тинкерсе пӑхрӗ.

— Вӑл, чӑнах та, чирлесе ӳкрӗ, — терӗ вӑл, иртсе кайнӑ экипажа тинкерсе сӑнанҫи пулса. — Пӑхӑр-ха, ma tante, ҫавсем пирӗнпе пӗрле килнӗскерсем пулас, иртсе кайрӗҫ.

— Ҫук, эсир мана Илья пирки каласа парӑр, — ҫине тӑрсах ыйтрӗ Штольц: — мӗн турӑр эсир ӑна? Мӗншӗн пӗрле илсе килмерӗр?

— Маir ma tante vient dt dire, — терӗ Ольга.

— Вӑл калама ҫук юлхав, — каласа хучӗ инкӗшӗ: — ҫитменнине тискер ҫын тата, пирӗн пата виҫҫӗн-тӑваттӑн пухӑнсанах, вӑл тухса каятчӗ. Шутламасӑр оперӑна ҫӳреме абонемент илчӗ те ҫуррине те пулин итлеме пымарӗ.

— Рубини юрланине те итлемерӗ, — хушса хучӗ Ольга. Штольц пуҫне пӑркаларӗ те йывӑррӑн сывласа илчӗ.

— Мӗнле эсир шут тытрӑр? Нумайлӑха-и? Мӗнле эсир сасартӑках капла шут тытрӑр? — ыйтрӗ Штольц.

— Уншӑн, тухтӑрсем сӗннипе, — терӗ инкӗшӗ, Ольга ҫине кӑтартса. — Петербург ӑна самаях ывӑнтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа хӗле хирӗҫ тухса килтӗмӗр, анчах Ниццӑра-и, Швейцарире-и — ӑҫта хӗл каҫмаллине пӗлместпӗр-ха.

— Чӑнах, эсир питӗ улшӑннӑ, — шухӑша кайса каларӗ Штольц, хӑй Ольгӑна куҫран тинкерсе пӑхрӗ, унӑн питӗнчи кашни юн тымарнех сӑнарӗ.

Ильинскисем ҫур ҫул Парижра пурӑнчӗҫ: Штольц кашни кунах вӗсемпе калаҫса, ҫул кӑтартса ҫӳрерӗ.

Ольга самаях тӳрленме пуҫларӗ: шухӑша кайма пӑрахса, лӑпкӑ, пӑшӑрханмасӑр ҫӳреме тытӑнчӗ. Анчах ун ӑшӗнче мӗн пуррине — турӑ пӗлет; ҫапах вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех Штольцшӑн малтанхи тусӗ пек пула пуҫларӗ; анчах халӗ вӑл, Штольц култарсан та, ӗлӗкхилле, ача пек, янӑравлӑ уҫӑ сасӑпа кулмасть, кӑшт ҫеҫ ялкӑшса илет. Хӑшпӗр чухне хӑй саспа кулайманшӑн пӑшӑрханнӑ пек те пулать вӑл.

Ӑна култарма ҫуккине Штольц часах асӑрхарӗ: вӑл култарнине Ольга час-часах чӗнмесӗр пӑхса, куҫхаршийӗсене, ҫамкине пӗрсе итлет те — кулмасть, Штольца ҫӑмӑлттайлӑхшӑн ӳпкеленӗ евӗр, ним чӗнмесӗр сӑнать, е чӑтаймасӑр, сасартӑк Штольц шӳтне хирӗҫ пӗр-пӗр пысӑк ыйту парать те ун ҫине шӑтарасла пӑхать — Штольц вара хӑй ҫӑмӑлттай, пушӑ сӑмахсем каланӑшӑн именсе каять.

Тепӗр чухне ҫынсен кулленхи тӗлсӗр чӑрмавӗсемпе сӑмахӗсем Ольгӑна ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ — Штольцӑн вара унпа ирӗксӗрех халиччен хӗрарӑмсемпе калаҫман япаласем ҫинчен сӑмах пуҫарма тивет. Ольга ун ҫине тем ыйтнӑн тинкерсе ан пӑхтӑр, хаваслантӑр, лӑплантӑр тесе, вӑл хӑйӗн ҫитмен ӗмӗтне урӑх ҫынпа ҫитерме ан шутлатӑр тесе, Штольцӑн мӗн тери тавҫӑруллӑ та ӑслӑ пулма тивет.

Тимлемесӗр калаҫсанах, Ольга куҫӗсем кӳренчӗклӗн, хаяррӑн пӑхаҫҫӗ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнеҫҫӗ, пит-куҫне ӳпкевсӗр, анчах питӗ кӑмӑлсӑр сӑн ҫапать, — Штольц вара ҫав тери пӑшӑрханать. Унӑн вара, Ольгӑна аран-аран кӑшт та пулин хаваслантарас, ӑшшӑн пӑхтарас, йӑлкӑшса култарас тесе, ик-виҫӗ талӑк питӗ ӑслӑ пулмалла, кӑшт чеерех те, вӗрирех те пулмалла, хӗрарӑмсемпе мӗнлерех пулмаллине йӑлтах асра тытмалла.

Ҫакӑн пек ҫапӑҫса, вӑл хӑшпӗр каҫхине киле питӗ ывӑнса таврӑнать, хӑй ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн вара телейлӗ вӑл.

«Мӗн тери ӳссе ҫитнӗ вӑл, турӑҫӑм? Мӗн тери ӑслӑланнӑ ҫак хӗрача! Кам вӗрентнӗ-ха ӑна? Камран вӑл пурнӑҫ ӑслӑлӑхне вӗреннӗ? Баронран-и? Анчах вӑл пуш этем, унӑн вӗҫкӗн сӑмахӗсенчен ӑс илеймӗн! Ильяран мар ӗнтӗ! ..»
Ольгӑна ӑнланса илеймесӗр, вӑл тепӗр кунне каллех ун патне чупать, асӑрханса та шикленсе, ун пит-куҫне сӑнать; Ольгӑн пит-куҫӗнче палӑракан ыйтусене, иккӗленӳсене, хушусене вӑл йӑлтах тертлӗн туйса илет, вӗсене хӑйӗн ӑсӗпе кӑна, пурнӑҫа пӗлнипе кӑна пӗтерсе пырать.

Вӑл, пурнӑҫа лайӑх пӗлекенскер, Ольгӑн уҫӑмлӑ мар ӑсӗпе кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшать, кунсерен унӑн ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ енӗсене тупса тӗпчет, ҫапах вӗҫне-хӗрне тухаймасть; Ольга канӑҫа пӗлмесӗр кунсерен ӑс ыйтнине, унӑн чунӗ пӗр лӑпланмасӑр пурнӑҫ тутине пӗлме туртӑннине Штольц тӗлӗнсе те пӑшӑрханса сӑнать.

Штольцӑн мӗнпур ӗҫ-хӗлӗпе пурнӑҫӗ ҫумне кунсерен тата тепӗр ют ӗҫ-хӗлпе ют пурнӑҫ хутшӑнса пырать: Ольгӑна чечексем, кӗнекесем, нотӑсем, альбомсем парнелесе, ӑна ӗҫ тупса патӑм тесе, лӑпланать вӑл, вара ӗҫлеме каять, е пӗр-пӗр лайӑх имение пӑхса ҫӳрет, е пӗр-пӗр ҫӗнӗ, чаплӑ ҫынсемпе паллашать; унтан ывӑнса таврӑнать те, рояль умне ларса, Ольга юрланине итлесе канать. Сасартӑк вӑл Ольга сӑнӗпе те, куҫӗсемпе те хӑйӗнчен хистесех тем ыйтнине туять.

Вара, сисмесӗрех, ирӗксӗрех, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех вӑл хӑй мӗн пӑхса ҫӳренине, мӗншӗн ҫӳренине каласа парать.

Тепӗр чухне Ольга Штольц мӗн-мӗн курнине-пӗлнине хӑй курасшӑн-пӗлесшӗн пулать. Штольц вара хӑй ӗҫне тепӗр хут тӑвать: Ольгӑпа пӗрле ҫурт е вырӑн, машина пӑхма каять, стенасем, чулсем ҫинчи кивӗ историсене вулать. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех, сисмесӗр, вӑл хӑй мӗн шухӑшланине те, туйнине те калама пуҫларӗ, пӗррехинче вара, сасартӑк, хайне хӑй тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакна тавҫӑрса илчӗ; вӑл пӗччен мар, иккӗн пурӑнать иккен, ҫак пурнӑҫ Ольга килнӗ кунранпа пуҫланчӗ.

Штольц, ним шутламасӑрах, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек, пӗр-пӗр туяннӑ пурлӑха Ольга умӗнчех хак хурать, вара хӑйӗнчен те, Ольгӑран та тӗлӗнет; унтан вара тимлесех сӑнать; Ольга кӑмӑлсӑрланса пӑхмасть-и, унӑн сӑнӗ кӑмӑллӑн йӑлкӑшать-и, вӑл Штольца ҫӗнтерӳҫӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхса ӑсатать-и?

Ку ҫаплах пулсан, Штольц киле мӑнкӑмӑллӑн, хаваслӑн хумханса таврӑнать, ҫӗрле вара вӑрттӑн ыранхи куна чылайччен хатӗрленет. Чи кичем те кирлӗ ӗҫсем уншӑн кичем мар ӗнтӗ, вӗсене пурпӗрех тумалла; вӗсем пурнӑҫ никӗсне, йӗрне тытса тӑраҫҫӗ; шухӑшсем, сӑнанисем, пулни-иртнисем халь ним йӗрсӗр ҫухалмаҫҫӗ, кашни куна илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Ольга пӗлесшӗн ҫунакан куҫсемпе ыйтуллӑн пӑхичченех Штольц ӑна хӑй мӗн пӗлнине-туйнине хӗрӳллӗн те витӗмлӗн каласа парать — Ольгӑн шуранка пичӗ вара мӗн тери хаваспа ялкӑшма тытӑнать!

Ольга, питӗ тимлӗн те ырӑ кӑмӑллӑн Штольца куҫран пӑхса, кашни сӑмахранах ӑнланма тӑрӑшнӑ чухне Штольц та ҫав тери телейлӗ; вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрин куҫӗнчен тинкерсе пӑхаҫҫӗ: Штольц, Ольгӑн тата тем ыйтса пӗлмелли ҫук-ши тесе, пӑхать; Ольга вара: Штольц тем калама манмарӗ-ши, тесе, тата, пуринчен ытла, турӑ ҫырлахах! вӑл Ольга пӗлмен пӗр-пӗр япала ҫинчен пӗлтермесӗр, ӑнлантарса памасӑр хӑвармарӗ-ши тесе, куҫран пӑхать.

Ыйту мӗн пирки йывӑртарах, Штольц ун пирки мӗн тери тӑрӑшса ӑнлантарать, Ольга ҫав тери ун ҫине тинкеререх, нумайрах, ҫав тери ӑшшӑнрах та юратарах пӑхать.

«Ача вӑл, Ольга! — шухӑшлать Штольц тӗлӗнсе; — вӑл манран та иртсе каять!» Ольга ҫинчен вӑл ним ҫинчен шутланинчен ытларах шухӑшлама пуҫларӗ.

Ҫуркунне вӗсем пурте Швейцарине тухса кайрӗҫ. Штольц Парижра чухнех хӑй малашне Ольгӑсӑр пурӑнаяс ҫуккине ӑнланчӗ. Ҫакна ӑнлансанах вӑл: Ольга та мансӑр пурӑнма пултарӗ-ши тесе, шутлама пуҫларӗ. Анчах ку ыйтӑва вӑл ҫӑмӑллӑнах татма пултараймарӗ.

Ҫакна татса парас тесе, вӑл вӑраххӑн та, енчен-енне пӑхкаласа та, асӑрханса та хӑтланчӗ, хайӗн тӗллевӗ патне хыпашласа та, хӑюллӑн та ҫывхарчӗ, ак-ак ҫитетӗп тесе те шутларӗ; ӑна пӗр-пӗр иккӗленӳсӗр палла, куҫпа пӑхни, пӗр-пӗр сӑмах, кичемлӗх те савӑнӑҫ ҫеҫ кирлӗ: Ольга хӑйне юратнине вӑл пӗчӗк паллӑранах, хӗрӗн куҫхаршийӗсем хускалнинченех, хӗр ассӑн сывланинченех йӑлт пӗлнӗ пулӗччӗ!

Штольц хӑй ҫине Ольга пӗчӗк ача пек ӗненсе пӑхнине туять; Ольга ун ҫине пӑхнӑ пек никам ҫине та пӑхман пулӗ, унӑн амӑшӗ пулас пулсан, вӑл амӑшӗ ҫине ҫеҫ ҫапла пӑхӗччӗ-и, тен?

Штольц ун патне пынине, вӑхӑта пӗрле ирттернине, кунӗ-кунӗпех ӑна юрама тӑрӑшнине Ольга пӗрре те юрату парни вырӑнне хумасть, ӑна пиччӗшӗ, ашшӗ е упӑшки вырӑннех хурать: ку вара питӗ нумая пӗлтерет. Штольц ун умӗнче питӗ хисеплӗ те вӑйлӑ пулнӑ пекех, Ольга унпа чухне кашни сӑмахрах, кашни утӑмрах хӑйӗн ирӗкне, тӳрӗ чунне кӑтартать.

Штольц хӑйӗн хисепне пӗлсех тӑрать; Ольга ӑна кашни минутрах ҫакна ҫирӗплетет, вӑл пӗр ӑна ҫеҫ ӗненни ҫинчен, тӗнчипе те урӑх никама мар, ӑна ҫеҫ пӗтӗм чунтан шанни ҫинчен калать.

Штольц, паллах, куншӑн хӗпӗртет, анчах куншӑн пур ҫулланӑ, ӑслӑ, опытлӑ ҫын та хӗпӗртеме пултарать, барон та, вӑл ӑслӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ пулсан, хӗпӗртӗччӗ.

Анчах ку юратса хӗпӗртени-ши — акӑ ыйту? Хӗрарӑм юратса улталанать пулин те, ҫав илӗртӳллӗ ултавшӑн вӑл, темле пысӑк йӑнӑш тума та, йӑнӑшпа телейлӗ пулма та хатӗр — Ольга Штольца кӑшт та пулин ҫапла юратать-ши?

Ҫук, вӑл ҫав тери ӑслӑ шухӑшласа парӑнать. Чӑн та, Штольц ун умӗнче хӑйӗн пӗр-пӗр шухӑшне каласа е чунне уҫса панӑ чух унӑн куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ; вӑл ӑна ытарайми пӑхать, анчах мӗншӗн ҫапла пӑхни яланах паллӑ; хӑш чухне сӑлтавне те хӑех пӗлтерет вӑл. Анчах юратсан ҫын суккӑр та, шухӑшсӑр та; ҫав суккӑр та шухӑшсӑр пулнинчен килет те ӗнтӗ телей. Ольга кӳренет-и, мӗншӗн кӳренни ҫавӑнтах курӑнать.

Вӑл сасартӑк хӗрелнине те, шикленмеллех савӑннине те, ачашшӑн е хӗрӳллӗн пӑхнине те — Штольц нихҫан та курман; мӗн те пулин ҫавӑн пекрех пулас пулсан, сӑмахран, Штольц хӑй ҫак кунсенчех Италие каяссине пӗлтерсен, Ольга пичӗ ыратнипе пӗркеленнӗ пек туйӑнать; ҫавнашкал хаклӑ та сайра самантра Штольц чӗри телейлӗн тапма тытӑнать кӑна — сасартӑках йӑлт чаршавпа витӗнет, Ольга айваннӑн та тӳррӗн хушса хурать:

— Мӗн тери шел, эпӗ сирӗнпе пӗрле пыраймастӑп унта, питӗ пырас килетчӗ! Ҫапах эсир мана йӑлтах каласа паратӑр, хам унта пулса курнӑ пек туйӑнмаллах каласа паратӑр!

Ҫакнашкал пытармасӑр тӳрӗ пӗлтернӗ ӗмӗт те, лайӑх каласа кӑтартнӑшӑн Штольца ним вӑтанмасӑр мухтани те юрату илӗртӗвне пӗтерсе хурать. Штольц Ольгӑн кӑшт пӗчӗк хусканӑвне сӑнаса ҫитерет кӑна, унӑн чи вӑрттӑн туйӑмӗсене ӑнланма пуҫлать кӑна, пӗлмелли те кӑшт ҫеҫ юлать — ак ӗнтӗ, ак халех йӑлт пӗлсе ҫитет темелле…

Ольга каллех сасартӑк лӑпкӑ, кӑмӑллӑ е хӑш чухне сивлек те. Ӗҫленӗ май Штольц калаҫнине шарламасӑр итлесе ларать, хушӑран пуҫне ҫӗклесе ун ҫине, темӗн пӗлесшӗн ҫунса, чӗрене тивмелле пӑхса илет — Штольц вара, час-часах кӗнекине пӑрахса е калас сӑмахне каласа пӗтермесӗр, сиксе тӑрать те тухса каять. Каялла ҫаврӑнса пӑхать те Ольга хӑйне мӗнле куҫпа ӑсатнине курать, вара именсе каялла таврӑнать, тӳрре тухма мӗн те пулин туртса кӑларать.

Ольга ӑна кӑмӑллӑн итлесе пӗтерет те ӗненет. Иккӗленмест те, ытарлӑн кулкаламасть те.

«Юратать-и е юратмасть-ши?» — икӗ шухӑш вылянать Штольц пуҫӗнче.

Юратать пулсан, мӗншӗн-ха вӑл ҫав тери асӑрхануллӑ, туйӑмне палӑртмасть? Юратмасть пулсан, мӗншӗн ҫав тери вашават, йӑлтах парӑнать? Штольц пӗр эрнелӗхе Парижран Лондона кайрӗ, кайнӑ кунах вӑл ҫавӑн ҫинчен Ольгӑна пӗлтерме пычӗ.

Ольга сасартӑк хӑраса ӳкнӗ, сӑнтан улшӑннӑ пулсан — ӗҫӗ те пӗтнӗччӗ, Штольц телейлӗччӗ! Анчах Ольга ун аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ, салхуланчӗ; Штольц ӗмӗчӗ татӑлчӗ.

— Мана калама ҫук кичем пулать, — терӗ Ольга: — макӑрма та хатӗр, тӑлӑх пекех эпӗ халӗ. Ма tante! Курсамӑр, Андрей Иванович каять! — ермешсе хушса хучӗ вӑл.

Штольца пӗтерсех хучӗ вӑл.

«Ҫитменнине инкӗшне пӗлтерчӗ!» шухӑшларӗ Штольц. «Ку ҫитменччӗ-ха! Куратӑп: хӗрхенет мана, юратать те пуль… анчах ку юратӑва, биржӑра тавар туяннӑ пек, ҫав-ҫав вӑхӑтра, ҫав-ҫав хакпа туянма пулать… Таврӑнмастӑп», салхуллӑн шухӑшларӗ вӑл. «Тайма пуҫӑм, Ольга, хӗрача! Мӗн хушнине йӑлт тӑватчӗ. Мӗн пулчӗ ӑна?»

Вӑл вара тарӑн шухӑша кайрӗ.

Мӗн пулчӗ Ольгӑна? Вӑл пӗрре юратса курнине, хӑй пултарнӑ таран хӗр именчӗклӗхне те, сасартӑк хӗрелессине те, чӗре ыратнине те, юрату сивӗтсе-вӗрилетсе янине те тӳссе ирттернине Штольц пӗлмен.

Вӑл ҫавна пӗлес пулсан (Ольга ӑна юратнине юратманнинех пӗлеймесен те) Ольгӑна юлашки вӑхӑтра мӗншӗн ӑнланма йывӑррине те пулин пӗлӗччӗ.

Швейцарире вӗсем ҫулҫӳревҫӗсем пулакан вырӑнсене йӑлтах ҫитсе курчӗҫ. Анчах улах вырӑнсенче ытларах та юратарах чарӑнкаларӗҫ. Вӗсене, пуринчен ытла Штольца, «хӑйсен харпӑр хӑй ӗҫӗ» канӑҫ памарӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫӳресе ывӑнатчӗҫ, ҫӳресси вӗсемшӗн иккӗмӗш вырӑна юлчӗ.

Штольц Ольга хыҫҫӑн тусем тӑрӑх ҫӳрерӗ, чӑнкӑ ҫырсене, шывсиккисене сӑнарӗ, пур ҫӗрте те ун куҫӗ умӗнчен Ольга каймарӗ. Инкӗшӗ айлӑмра кӳме ҫинче ларнӑ чух Штольц Ольга хыҫҫӑн пӗр-пӗр ансӑр сукмакпа пырать; Ольга мӗнле чарӑнса тӑнине, ту ҫине мӗнле хӑпарнине, мӗнле сывлӑш ҫавӑрса илнине, ун ҫине мӗнле пӑхнине Штольц вӑрттӑн тимлесе сӑнать: Ольга ун ҫине пуринчен малтан пӑхса илессе шансах тӑрать вӑл.

Лайӑхах темелле ӗнтӗ: ӑшӑ та, ҫутӑ та чӗрере, анчах Ольга сасартӑк йӗри-тавралла пӑхать те хытать, хӑй умӗнче Штольц пуррине те манса, тӗлӗрнӗ пек пулать.

Штольц кӑшт хускалсанах, хӑй ҫинчен аса илтерсенех, сӑмах хушсанах, Ольга хӑраса ӳкет, хӑш чух кӑшкӑрса ярать: Штольц кунтине, е аякрине, е тӳррипе — Штольц ҫут тӗнчере пуррине вӑл манни курӑнсах тӑрать.

Кайран вара, килте, кантӑк умӗнче, балкон ҫинче унпа пӗчченех калаҫать, нумайччен калаҫать, чылайччен чунӗнчи пӗтӗм туйӑмӗсем ҫинчен тӗппипе каласа парать, хӑйне пулӑшнӑшӑн Штольц ҫине пархатарлӑн пӑхать. Е ывӑнса шуралнӑскер пысӑк кресло ҫине ларать те ывӑнман куҫӗсемпе кӑна Штольца калаҫма йӑлӑнать.

Вӑл хускалмасӑр итлет, анчах пӗр сӑмах та чӗнмест, Штольцӑн кашни хусканӑвнех асӑрхать. Штольц шӑпланать, Ольга ҫаплах итлет, куҫӗсем ҫаплах йӑлӑнаҫҫӗ, Штольц вара, вӑл ҫапла сӑмахсӑр ыйтнӑран каллех хӗрхенсе, ҫӗнӗ вӑйпа калаҫма тытӑнать.

Лайӑхах темелле ӗнтӗ: ҫутӑ, ӑшӑ, чӗре сикет; апла пулсан, Ольга ҫакӑнта пурӑнать, урӑх ӑна ним те кирлӗ мар; кунта унӑн ҫути те, хӗрӳлӗхӗ те, ӑсӗ те. Анчах вӑл сасартӑк ӗшенсе тӑрать те, унӑн халӗ ҫеҫ йӑлӑннӑ куҫӗсем Штольца тухса кайма ыйтаҫҫӗ; е вӑл ҫиесшӗн пулать те ҫав тери пикенсе ҫиет…

Ку та йӑлтах аван темелле ӗнтӗ: Штольц ӗмӗтпе киленекен ҫын мар, вӑл та, Обломов пекех, анчах урӑх сӑлтавсемпе, хыпса-ҫунса юратасса ӗмӗтленменччӗ. Ҫапах та унӑн лӑпкӑн юратас килет; ҫав туйӑм малтан, ҫуралнӑ чухне, вӗресе тӑтӑрччӗ — унпа киленмелӗх пултӑр, кайран вара ҫав телей ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тӑнине ӗмӗрех пӗлсе тӑрасчӗ…

— Юратать-и вӑл е ҫук-и? — тет Штольц, юнлӑ тар тухиччен пекех, кӑшт ҫеҫ йӗрмесӗр, асаплӑн пӑлханса.

Ҫав ыйту ӑна асаплантарнӑҫемӗн асаплантарать, ҫулӑм евӗр хыпса илсе, ытти ӗмӗт-шухӑшсене путарать; ку ӗнтӗ унӑн чи пысӑк ыйтӑвӗ — юрату ыйтӑвӗ мар, пурнӑҫ ыйтӑвӗ. Ун пуҫӗнче халӗ урӑх нимшӗн те вырӑн ҫук.

Хӗрарӑмсемпе тӗл пулмассерен вӑл юратӑвӑн мӗнпур асапӗнчен питӗ ӑста сыхланаканччӗ, ҫак ҫур ҫулта вара ҫак асапсем йӑлтах ун ҫине тиенчӗҫ.

Ҫавнашкал йывӑррӑн шухӑшласа, кӑмӑла хытарса, пӑшӑрханса тата темиҫе уйӑх пурӑнас пулсан, хӑйӗн тӗреклӗ организмӗ те чӑтаяс ҫуккине сисет вӑл. Штольц халиччен хӑй пӗлменнине — ҫак куҫа курӑнми чунпа туйӑм кӗрешӗвӗнче вӑй-хал мӗнле иксӗлнине, чӗре юнланмасӑр, ҫапах та сурса ыратмалла мӗнле суранланнине, пурнӑҫ та мӗнле иртсе пынине йӑлт ӑнланса илчӗ.

Штольц хӑйӗн вӑйне мӑнкӑмӑллӑн шанма кӑштах пӑрахрӗ; ҫынсем тӗрлӗ сӑлтавпа, сӑмахран… юратупа ӑсран кайни, пӗтни ҫинчен итленӗ чух вӑл ҫӑмӑлттайла шӳтлеми пулчӗ.

Ӑна хӑрушӑ пула пуҫларӗ.

— Ҫук, эпӗ куна пӗтеретӗп, — терӗ вӑл: — эпӗ, ӗлӗкхи пекех, унӑн чунне пӗлетӗп те — ыран вара телейлӗ пулатӑп е тухса каятӑп!

— Вӑй ҫук, — терӗ вӑл малалла, тӗкӗр ҫине пӑхса. — Эпӗ йӗркерен тухнӑ… Ҫитет!

Вӑл тӳрех тӗллевӗ патне, урӑхла каласан, Ольга патне кайрӗ.

Ольга вара мӗнле-ха? Вӑл Штольц мӗнлине асӑрхаман-и е ӑна кӑшт та кӑмӑлламан-и?

Штольц мӗнлине асӑрхамасӑр юлма пултарайман вӑл: юлташла ырӑ пулнине е ҫепӗҫ туйӑма уйӑрса илме ун пек сисӗмлӗ хӗрарӑмсем кӑна мар, ыттисем те пӗлеҫҫӗ. Ольга илӗртме ҫеҫ тӑрӑшать теме ҫук: вӑл тӗп-тӗрӗс, ултавсӑр, таса кӑмӑллӑ. Ҫав киревсӗр йӑларан, илӗртессинчен, йӗрӗнет вӑл.

Штольц пек ӑслӑ та хӗрӳллӗ ҫын ӑна килӗшнӗ, ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ пулман, теме пулать. Паллах, килӗшнӗ: ҫак хисеп унӑн хур пулнӑ кӑмӑлне тултарнӑ, ӑна, хур пулнӑскере, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каллех ҫӳле ҫӗкленӗ; пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн унӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫуралнӑ.

Анчах мӗнле шухӑшланӑ-ха вӑл: мӗнпе пӗтмелле ҫакнашкал хисеп? Штольц яланах тӗпченипе, Ольгӑн тимлӗ чӗмсӗрлӗхне пӗтерме тӑрӑшнипех пӗтмелле мар ӗнтӗ. Мӗнле пулсан та, ҫак кӗрешӳ ахаль пыманнине, чунне-кӑмӑлне хытарса кӗрешекен Штольц ҫӗнтерессине сиснӗ-и Ольга? Ахальтен Штольц ҫав тери ҫулӑмлӑн та чаплӑн кӗрешет-и? Ҫав чаплӑх шевлинче Обломов сӑнарӗпе малтанхи юрату сӑнарӗ ҫухалӗҫ-ши?..

Ольга ҫакна ним те ӑнланман, уҫҫӑн шухӑшласа илмен, ҫак ыйтусене хирӗҫ те, хӑйне хирӗҫ те хаяр кӗрешнӗ, пӗртен-пӗр ҫирӗп шут тытма пӗлмен.

Мӗн тумалла унӑн? Кун пек тӗлли-паллисӗр юлма юрамасть: хӑҫан та пулин ҫак туйӑмсен сӑмахсӑр вӑййипе кӗрешӗвӗ ҫинчен сӑмахпа каламалла пулать — Ольга вара иртни ҫинчен мӗн калӗ! Мӗн тейӗ вӑл иртнине, тата хӑй Штольца кӑмӑлланине мӗн тейӗ?

Вӑл Штольца юратать пулсан, малтанхи юратӑвӗ мӗн пулнӑ-ха вара? — Илӗртӳ вӑййи-и, ҫӑмӑлттайлӑх-и, е унран та япӑхраххи-и? Ҫак шухӑш Ольгӑна вӗрилетсе пӑрахнӑ, вӑтантарса янӑ. Кун пек айӑпа хӑй ҫине илес ҫук вӑл.

Унӑн пӗрремӗш таса юратӑвӗ Обломовшӑн пулнӑ пулсан, хальхи туйӑма мӗн темелле-ха? — каллех вӑйӑ-и, ултав-и, хӑйӗн ҫӑмӑлттайлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Штольца чеен илӗртсе, ӑна качча тухас шут-и?.. Ҫак шухӑш ӑна шӑнтса пӑрахнӑ, сӑнне шуратнӑ.

Вӑйӑ мар, ултав мар, качча тухас шут мар пулсан — вара… каллех юрату-и?

Ку шухӑш ӑна аптратса ӳкернӗ: пӗрремӗш юрату хыҫҫӑн ҫич-сакӑр уйӑхранах — иккӗмӗш юрату! Кам ӗненӗ-ха ӑна? Мӗнле ан тӗлӗнтертӗр, тен… ан йӗрӗнтертӗр вӑл ҫакӑн ҫинчен каласа? Вӑл шухӑшлама та хӑяймасть, тивӗҫлӗ мар!

Вӑл хӑй курни-илтнине аса илме тӑрӑшрӗ, анчах иккӗмӗш юрату пирки нимӗн те аса илеймерӗ. Вӑл ырӑ ятлӑ мӑнаккӑшсем, ватӑ хӗрсем, тӗрлӗрен ӑслӑ хӗрарӑмсем, юлашкинчен писательсем, «юрату уйлавҫисем» каланине аса илчӗ — пур енчен те: «хӗрарӑм чӑннипе пӗрре кӑна юратать», тенине ҫеҫ астурӗ. Ольга Соничкӑна аса илчӗ: иккӗмӗш юрату пирки вӑл мӗн калӗччӗ-ши? Анчах унӑн тусӗ, Соничка, виҫҫӗмӗш юрату ҫине куҫнӑ, тесе пӗлтерчӗҫ Российӑран килнисем…

Юратмасть, юратмасть вӑл Штольца, юратма пултараймасть те! — шут тытрӗ Ольга. Вӑл Обломова юратнӑ, ҫав юрату сӳнсен, пурнӑҫ чечекӗ те ӗмӗрлӗхех шаннӑ! Штольцпа туслӑ кӑна вӑл, — Штольц пултаруллӑ, тарават пулни, Ольгӑна ӗненсе хисеплени ҫеҫ вӗсене туслаштарать.

Ҫапла Ольга хӑйӗн ӗлӗкхи тусне юратма пултарасси ҫинчен шухӑшламасть те.

Ҫак сӑлтава пула Штольц Ольгӑн сӑнӗнчен те, сӑмахӗсенчен те вӑл кӑшт та пулин юратнине ниепле те ӑнланса илеймест.

Ольгӑн, ҫакна йӑлтах пӗр тӑрук пӗтерес тесен, Штольц юратма пуҫланине сиссенех, ӑна пӑрахса каясси кӑна юлнӑччӗ. Анчах вӑл майлӑ вӑхӑта ирттерсе ячӗ: Штольц тахҫанах юратать ӗнтӗ, тата унӑн туйӑмӗ вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пырать; ҫитменнине Штольц Обломов та мар: унран ниҫта кайса та хӑтӑлаймӑн.

Ольга уйрӑлса кайма та пултарӗччӗ, тейӗпӗр, анчах ӑна чун-чӗри Штольцран уйрӑлса кайма парас ҫук: малтан вӑл Штольца тус вырӑнне ҫеҫ хуратчӗ, Штольц уншӑн, яланхи пекех, е выляса та кулса, ҫивӗч ӑслӑ калаҫакан ҫынччӗ е иккӗшин пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине, иккӗшин кӑмӑлне мӗн туртнине тӗрӗс те тӗплӗн сӑнаса пыракан ҫынччӗ.

Анчах иккӗшӗ нумайрах тӗл пулнӑҫемӗн вӗсен чунӗсем ҫывӑхлансах пычӗҫ, Штольц та хавхалансах пычӗ: сисмесӗрех вӑл сӑнавҫӑран мӗнпур ӗҫе-хӗле ӑнлантарса параканни, Ольгӑна ертсе пыраканни пулса тӑчӗ, Сисмесӗрех Штольц унӑн ӑс-тӑнӗ, совеҫӗ пулса тӑчӗ, Ольгӑн пӗтӗм пурнӑҫне хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарчӗ; ҫапах Ольга чӗринчи пӗр вӑрттӑн туйӑм уншӑн паллӑ пулмарӗ, ҫав туйӑма Ольга унран питӗ тӗплӗ пытарса усрарӗ.

Штольц унӑн ӑсӗпе чӗрине парӑнтарнине сиснӗ хушӑрах Ольга хӑй те Штольца пӑхӑнтарнине ӑнланчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин прависемпе улшӑнчӗҫ; Ольга темле сисмелле мар, ним шарламасӑр ҫак улшӑнупа килӗшрӗ.

Халӗ ҫакна йӑлтах сасартӑк мӗнле пӗтерсе хурас-ха?.. Ҫитменнине тата ҫакӑнта мӗн чухлӗ… мӗн чухлӗ ӗҫ… киленӗҫ, тӗрлӗрен ҫӗнӗ туйӑм… пурнӑҫ… Ҫакӑ пулас пулмасан, мӗн тунӑ пулӗччӗ-ха Ольга? Ҫакӑнпа вӑл, тарас шут тытсан та, — кая юлчӗ ӗнтӗ, вӑй ҫитереймерӗ.

Штольцпа пӗрле ирттернӗ кашни кун, ӑна шанса пӗлтермен кашни шухӑш — йӑлтах Ольгӑшӑн хӑйӗн тӗсне, пӗлтерӗшне ҫухатрӗ.

«Турӑҫӑм! Эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулма пултарсанччӗ! — шухӑшларӗ вӑл. Унӑн ӑсӗпе чӗрине кӑна мар, ӑна хӑйне те ӗмӗрлӗхех хама пӑхӑнтарсан, никамран именмесӗр, инкек-синкек, хурлӑх-асап курмасӑр унпа пӗрле киленсе пурӑнсан — мӗн тери телей пулӗччӗ! Анчах халӗ мӗн-ха ку? Вӑл каять — эпӗ ӑна тытса чарма кӑна мар, хамах унран уйрӑлма ӗмӗтленмелле; тытса чарсан та — мӗн калӑп-ха ӑна, минутсерен ӑна курма, итлеме мӗнле право пур-ха манӑн?.. Мӗншӗн тесен мана кичем, эпӗ тунсӑхлатӑп, вӑл мана вӗрентет, йӑпатать, вӑл маншӑн усӑллӑ, кӑмӑллӑ. Паллах, ку — сӑлтав ҫеҫ, анчах право мар. Мӗнпе ыра пулатӑп-ха эпӗ ӑна куншӑн? Ӑна, хам юратасса шантармасӑр, ман еине киленсе пӑхма чармастӑп кӑна; ҫав хушӑрах ытти тем чухлӗ хӗрарӑм хайсене ун ҫумӗнче телейлӗ тесе шутлӗччӗҫ».

Ҫак йывӑрлӑхран мӗнле хӑтӑласси ҫинчен асапланса шухӑшлать вӑл, анчах ӗҫ мӗнле пӗтессе, ун тӗллевне чухлаймасть. Штольц малашне хӑйӗнчен сивӗнесрен, унран ӗмӗрлӗх уйрӑлассинчен хӑрать кӑна вӑл. Хӑйӗн кӗрешӗвне те, унӑнне те пӗр харӑс пӗтерес тесе, Ольга тепӗр чухне Штольца хай шухӑшне пӗтӗмпех пӗлтерме те хатӗр, анчах ҫапла шут тытсанах, унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнет. Ӑна намӑс, чунӗ ыратать.

Пуринчен хӑрушши — Штольцпа уйрӑлми пулнӑранпа, пӗтӗм пурнӑҫне ӑна панӑранпа Ольга хӑйӗн пулни-иртнине хисеплеме пӑрахни, унран вӑтанни. Ун ҫинчен, сӑмахран, барон е кам та пулин пӗлес пулсан, Ольга именнӗ пулӗччӗ, ӑна лайӑх мар пулнӑ пулӗччӗ, ҫапах та вӑл хальхи пек, Штольц пӗлесрен пӑшӑрханнӑ пек, пӑшӑрханмӗччӗ.

Штольцӑн сӑнӗ мӗнле улшӑнӗ, вӑл Ольга ҫине мӗнлерех пӑхӗ, мӗн калӗ, мӗн шухӑшлӗ кайран? — ҫакӑн ҫинчен Ольга хӑраса шухӑшлать. Вӑл Штольца сасартӑках ним тӗшне тӑман пек, ҫемҫешке те мӗскӗн пек курӑнӗ. Ҫук, ҫук, тем тусан та!

Ольга хӑйне сӑнама пуҫларӗ те, хӑраса ӳксе, ҫакна ӑнланчӗ: вӑл хӑйӗн малтанхи юратӑвӗшӗн кӑна мар, савнишӗн те вӑтанать-мӗн… Ҫав хушӑрах вӑл малтанхи тусӗ чун-чӗререн парӑннине хисеплеменшӗн те хыпса-ҫунса ӳкӗнет…

Вӑл таса шухӑш-ӗмӗтпе ҫеҫ Штольцпа туслашнӑ пулсан тен, хӑйӗн намӑсне те хӑнӑхса ҫитнӗ пулӗччӗ, тӳссе ирттерӗччӗ: этем теме те хӑнӑхать! Анчах вӑл, чӗринче усал та ултавлӑ туйӑмсене путарчӗ пулин те, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗтне путарма пултараймарӗ: унӑн куҫӗ умӗнче час-часах, ирӗксӗрех, урӑх юрату сӑнарӗ йӑлтӑртатса тӑчӗ; Обломовпа мар, юлхавлӑн тӗлӗрсе мар, темӗн тӗрлӗ анлӑ, тулли пурнӑҫпа, пӗтӗм ырлӑха-хурлӑха тӳссе — Штольцпа телей курса пурӑнасса Ольга ӗмӗтленнӗҫемӗн хытӑрах ӗмӗтленчӗ…

Ҫакӑн пек чухне вӑл хӑйӗн пулни-иртнишӗн куҫҫуль тӑкать, ҫапах ӑна манаймасть. Хӑйӗн ӗмӗтне манса тӑна кӗрсен, вӑл вӑрттӑн туйӑмсене тата хытӑрах пытарать, чӗнмест, юратман пек пулса, Штольца асаплантарать. Унтан, пур йывӑр шухӑша манса, каллех хӑйӗн тусӗ умӗнче чӗререн савӑнать, калама ҫук илӗртӳллӗ, кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулать анчах хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫухални, илӗртӳллӗ пылак ӗмӗчӗсем татӑлни, пурнӑҫ илемӗ шанса кайни, телее тивӗҫсӗр ӑмсанни ҫинчен аса илет те — каллех пӑшӑрханать.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл, пур ватӑ хӗр евӗр, тен, хӑйӗн шӑпине хӑнӑхса ҫитӗччӗ, малашлӑха шанма пӑрахӗччӗ, вара лӑпланса сивӗнӗччӗ е ырӑ ӗҫсем тума тытӑнӗччӗ; анчах сасартӑк вӑл ӗмӗтленни ҫитрӗ, вӑл тусӗн ик-виҫӗ сӑмахӗнченех ҫакна ӑнланчӗ: Штольц текех унӑн тусӗ мар, вӗри чӗреллӗ савнийӗ.

Юрату туслӑха ҫӗнтерчӗ.

Ҫакна тавҫӑрса илнӗ ирхине Ольга сӑнтан шуралчӗ, кунӗпех пӳлӗмрен тухмарӗ, пӑлханчӗ, хӑйпе хӑй кӗрешрӗ, хӑйӗн халӗ мӗн тумалли ҫинчен, хӑйӗн умӗнче мӗнле тивӗҫ пурри ҫинчен шухӑшларӗ — ҫапах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен Штольца мӗншӗн малтанах ним именмесӗр каласа памарӑм-ши тесе, вӑл хӑйне хӑй ылханчӗ: халӗ ак пӗлтерме те питӗ хӑрушӑ.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑюлансах ҫитет, ҫавӑан пек чухне унӑн чунӗ кӳтет, куҫҫулӗ пыра тулать, вара унӑн Штольц умне ыткӑнас килет, хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен сӑмахпа мар, куҫҫульпе макӑрса, ӑсран кайса пӗлтерес килет — Штольц вара пулни-иртнишӗн каҫартӑр.

Ун пек чухне ыттисем мӗн тунине Ольга илтнӗ. Сӑмахран, Соничка хӑйне ҫураҫнӑ качча пӗр корнет ҫинчен каласа панӑ: эпӗ унтан кулаттӑм, вӑл — айван, хам каретӑна тухса лариччен юриех ӑна сивӗре шӑнтса хама кӗттереттӗм, тенӗ, тата тем те пӗр каланӑ.

Соничка Обломов ҫинчен калама та иккӗленсе тӑмӗччӗ: эпӗ унпа йӑпанасшӑн ҫеҫ шӳтлерӗм, вӑл ҫав тери кулӑшла, унашкал «миххе» юратма пулать-и вара, никам та куна ӗненес ҫук, тейӗччӗ. Ҫапах кун пек хӑтланнине Соничка упӑшкипе тата ыттисем каҫарнӑ пулӗччӗҫ, анчах Штольц мар.

Ольга хӑйне тӳрре кӑларма та пултарӗччӗ: эпӗ Обломова ҫӑлма пикентӗм, сӳнекен ҫынна чӗртем те унран пӑрӑнса каям тесе, ӑна юлташла илӗртрӗм, теме пултарӗччӗ. Анчах ку ытла вырӑнсӑр, хирӗҫӳллӗ, мӗн тесен те, тӗрӗс мар пулӗччӗ.

Ҫук, ҫӑлӑнӑҫ ҫук!

«Турӑҫӑм, мӗнле тарӑн авӑрта эпӗ!» вӑрттӑн асапланчӗ Ольга. «Пӗлтерес-и?.. Ах, ҫук! Ан тив, нумайччен, нихҫан та ан пӗлтӗр вӑл кун ҫинчен! Пӗлтерес мар — вӑрланипе пӗрех. Ку улталанӑ пек, йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшнӑ пек пулать. Турӑҫӑм, пулӑшсам мана!» Анчах пулӑшу пулмарӗ.

Ольга Штольц пур чухне тем пекех киленет пулин те, хушӑран вӑл унпа урӑх тӗл пуласшӑн та мар, вӑл унӑн пурнӑҫӗнче кӑшт палӑракан мӗлке ҫеҫ пуласшӑн, унӑн ӑслӑ та ҫутӑ кун-ҫулне хӑйӗн саккунсӑр юратӑвӗпе тӗксӗмлетесшӗн мар.

Вӑл хӑйӗн ӑнӑҫсӑр юратӑвӗшӗн кулянӗччӗ, пулни-иртнишӗн макӑрӗччӗ, ун ҫинчен йӑлтах манӗччӗ, вара… вара «ырӑ ҫынна» качча тухӗччӗ, лайӑх, ӑслӑ, тарават арӑм, ача амӑшӗ пулӗччӗ, мӗн пулни-иртнине хӗр ӗмӗчӗ вырӑнне ҫеҫ хурӗччӗ, хӑй ӗмӗрне пурӑнса мар, тӳссе ирттерӗччӗ. Пурте ҫапла тӑваҫҫӗ-ҫке!

Анчах кунта ӗҫӗ пӗр унран кӑна килмест, кунта урӑххи пур, ҫав урӑххи ӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи лайӑх, чи хаклӑ ӗмечӗсене Ольгӑпа ҫыхӑнтарать.

«Мӗншӗн… эпӗ юратрӑм?» тунсӑхласа асапланчӗ Ольга, вара паркри ире аса илчӗ: ун чухне Обломов тарасшӑнччӗ, вӑл тарсан — ман пурнӑҫӑм кӗнеки яланлӑхах хупӑнӗ, тесе шухӑшлатчӗ Ольга. Юратупа пурнӑҫ ыйтӑвне вӑл ун чухне ҫав тери хӑюллӑн та ҫӑмӑллӑн татса пачӗ, пурте ӑна ҫав тери уҫӑмлӑ пек туйӑнатчӗ — вара йӑлтах пӑтрашӑнса, салтӑнми тӗвӗ пулса ларчӗ.

Ольга хӑйне ӑсла хучӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ та тӳрӗ чунлӑ пул кӑна — пурнӑҫ вара сӗтел ҫивитти пек ура айне сарӑлса выртӗ, тесе шутларӗ, — халӗ акӑ!.. Айӑпа никам ҫине те йӑвантарма ҫук: вӑл пӗчченех айӑплӑ!

Штольц мӗншӗн килнине сисмесӗр, Ольга диван ҫинчен ним хуйхӑсӑр тӑчӗ, кӗнекине хучӗ те ӑна хирӗҫ утрӗ.

— Эпӗ чӑрмантармастӑп-и сире? — ыйтрӗ Штольц, кӳлӗ еннелле тухакан чӳрече умне ларса. — Эсир вуларӑр-и?

— Ҫук, эпӗ вулама чарӑнтӑм ӗнтӗ: тӗттӗмленет. Эпӗ сире кӗтрӗм! — ҫемҫен, юлташла, ӗненчӗклӗ каларӗ Ольга.

— Пушшех аван: ман сирӗнпе калаҫмалли пур, — терӗ Штольц кулмасӑр, чӳрече умне тепӗр кресло шутарса лартса.

Ольга ҫӳҫенсе илчӗ те пӗр вырӑнтах хытса тӑчӗ. Вара, ним туймасӑр, кресло ҫине ларчӗ, пуҫне усса, ҫӗрелле пӑхса, асапланса ларчӗ. Ҫак самантра вӑл ку вырӑнтан ҫӗр ҫухрӑмра пулӗччӗ!

Ҫак самантра ун пуҫӗнче тахҫан пулни-иртни ҫиҫӗмле йӑлтӑртатса илчӗ. «Суд ҫитрӗ! Пурнӑҫпа пуканелле вылянӑ пек выляма юрамасть!» илтӗнчӗ ӑна темле ют сасӑ. «Пурнӑҫпа ан шӳт ту — йывӑр тӳсмелле пулӗ!»

Иккӗшӗ те пӗр вӑхӑт чӗнмерӗҫ. Штольц мӗн каламаллине шухӑшларӗ пулас. Унӑн туртӑннӑ пичӗ ҫине, пӗрӗннӗ куҫхаршийӗсем ҫине, хӑюллӑн пӑчӑртаса тытнӑ тути ҫине Ольга шиклӗн тинкерчӗ.

«Немезида!..» шухӑшларӗ вӑл, чунӗпе ҫӳҫенсе. Иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗрленнӗ пек пулчӗҫ.

— Эсир, Ольга Сергеевна, эпӗ мӗн каласшӑн пулнине, паллах, сисетӗр, — терӗ Штольц, Ольга ҫине ыйтуллӑн пӑхса.

Вӑл икӗ стена хушшинче ларать, ҫавӑнпа ун сӑнӗ ҫине утӑ ӳкмест, Ольга ҫине чӳречерен ҫутӑ ӳкет, ҫавӑнпа Штольц унӑн сӑнӗнченех унӑн шухӑшӗсене сисме пултарать.

— Мӗнле пӗлем-ха эпӗ? — шӑппӑн тавӑрса каларӗ Ольга. Обломов умӗнче вӑл хӑйне хӑй ҫирӗп, ирӗклӗ тыткалатчӗ, йӑлтах витӗр курса тӑратчӗ, — халӗ ҫак хӑрушӑ хирӗҫтӑран умӗнче йӑлтах ҫухалса кайрӗ.

Ольга ҫакна ӑнланчӗ: халиччен вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене Штольцӑн ҫивӗч куҫӗсенчен пытарчӗ, унпа ӑнӑҫлӑ кӗрешрӗ, анчах вӑл ҫакна хӑй вӑйлӑран мар, Штольц нимӗн те чӗнменрен, уҫӑмлӑ пулманран ҫеҫ тума пултарчӗ. Халӗ, Штольц уҫӑмлӑ калаҫма пуҫласан, вӑл хӑй вӑйсӑррине ӑнланчӗ: «мӗнле пӗлем-ха эпӗ?» тесе, кӑшт та пулин вӑхӑт ирттересшӗн, Штольц шухӑшне лайӑхрах пӗлесшӗн пулчӗ.

— Пӗлместӗр-и? — терӗ Штольц пӑлханмасӑр. — Юрать, эпӗ калӑп…

— Ах, ҫук! — терӗ Ольга сасартӑк.

Вӑл ӑна алӑран тытрӗ те ун ҫине хӗрхенсе тархасланӑ пек пӑхрӗ.

— Акӑ, куратӑр, эсир пӗлнине эпӗ сисрӗм! — терӗ Штольц. — Мӗншӗн-ха «ҫук»? — салхуллӑн хушса хучӗ кайран.

Ольга чӗнмерӗ.

— Эсир эпӗ хӑҫан та пулин хам шухӑша каласса пӗлнӗ пулсан, мана хӑвӑр мӗн каласса та пӗлнӗ ӗнтӗ? — ыйтрӗ Штольц.

— Пӗлнӗ, ҫавӑнпа асапланнӑ! — терӗ Ольга, кресло ҫине таянса, Штольц унӑн шухӑш-туйӑмне сӑнтан пӑхса та ан пӗлтӗр тесе, вӑл ҫутӑран аяккалла пӑрӑнчӗ.

— Асапланнӑ! Ку — хӑрушӑ сӑмах, — пӑшӑлтатнӑ пекех каларӗ Штольц: — ку Данте поэминчи: «шанчӑкӑра ӗмӗрлӗхех ҫухатӑр», тенӗ евӗрлӗрех. Мана урӑх ним калама та кирлӗ мар: йӑлтах паллӑ! Ҫапах куншӑн та тав тӑватӑп, — хушса хучӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа: — эпӗ тӗттӗмлӗхрен ҫутта, уҫӑмлӑ йӗр ҫине тухрӑм, хамӑн мӗн тумаллине пӗлетӗп. Пӗр ҫӑлӑнӑҫ — часрах тармалла! Вӑл тӑчӗ.

— Ҫук, туршӑн та, ҫук! — ун умне ыткӑнса, каллех ун аллинчен тытса, хӑраса та тархасласа калаҫма пуҫларӗ Ольга. — Хӗрхенӗр мана: мӗн пулӗ мана?

Штольц хыҫҫӑн Ольга та ларчӗ.

— Анчах эпӗ сире юрататӑп! — хаяррӑн каланӑ пекех каларӗ Штольц. — Ҫак ҫур ҫулта эпӗ мӗнле асапланнине эсир куртӑр! Тата мӗн кирлӗ-ха сире: татӑклӑ ҫӗнтерӳ-и? Ман пӗтсе ларас-и е ухмаха ерес-и? Чӗререн тав тӑватӑп!

Ольга сӑнтан улшӑнчӗ.

— Кайӑрах! — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн, ҫав хушӑрах хӑйӗн пысӑк хуйхине пытараймасӑр.

— Каҫарӑр, айӑплӑ эпӗ! — каҫару ыйтрӗ Штольц. — Акӑ эпир, ним курмасӑр, хирӗҫсе те кайрӑмӑр. Эпӗ пӗлетӗп, эсир мана хӑваласа ярасшӑн мар, анчах эсир ман вырӑнта пулма та пултараймастӑр, ҫавӑнпа сире эпӗ тарма шутлани тӗлӗнтерет. Этем тепӗр чухне шухӑшламасӑрах эгоист пулать.

Ольга, хӑйне ларма кансӗр пулнӑ пек, тӳрленсе ларчӗ, анчах ним те чӗнмерӗ.

— Ну, эпӗ юлам тейӗпӗр: мӗнех-ха вара? — малалла каларӗ Штольц. — Эсир, паллах, манпа туслӑ пулма хапӑллӑр, анчах эпир халь те туслӑ. Эпӗ кайӑп, ҫапах тепӗр ҫултан та, тепӗр икӗ ҫултан та туслах юлӑпӑр. Ҫамрӑк арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан е ват ҫынсем юрату ҫинчен аса илеҫҫӗ пулсан ҫеҫ, Ольга Сергеевна, — туслӑх лайӑх япала. Анчах вӑл пӗр енчен туслӑх, тепӗр енчен юрату пулсан — тур ҫырлахах вара! Сире манпа кичем маррине пӗлетӗп эпӗ, анчах мана сирӗнпе мӗнлерех?

— Эппин, апла пулсан, кайӑрах, чармастӑп, — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Ольга.

— Юлсан! — сасӑпа каласа шухӑшларӗ Штольц: — ҫӗҫӗ вӗҫӗнче ҫӳрес пулать — лайӑх туслӑх!

— Мана ҫӑмӑлрах-им? — кӗтмесӗрех хирӗҫлерӗ Ольга.

— Сире мӗншӗн? — хӑвӑрт ыйтрӗ Штольц. — Эсир… эсир юратмастӑр…

— Пӗлместӗп, турра асӑнса тупӑшатӑп, пӗлместӗп! Анчах эсир… мӗнле те пулин чӑн-чӑн пурнӑҫӑм улшӑнас пулсан, мӗн пулӗ мана? — салхуллӑн, питӗ шӑппӑн хушса хучӗ Ольга.

— Мӗнле ӑнланмалла ман кӑна? Ӑнлантарсамӑр мана, тархасшӑн! — терӗ Штольц, креслине ун ҫумнерех шутарса; Ольга пӗтӗм чӗререн каланӑ сӑмахсем ӑна аптратса ӳкерчӗҫ.

Штольц унӑн сӑнне тинкерсе сӑнама тӑрӑшрӗ. Ольга чӗнмерӗ. Вӑл Штольца лӑплантарасшӑн, «асаплантӑм» тенӗ сӑмаха каялла илсе, урӑхла ӑнлантарса парасшӑн ҫунчӗ; анчах мӗнлерех ӑнлантарасса хӑй те пӗлмерӗ, уҫӑмсӑррӑн ҫакна ҫеҫ ӑнланчӗ: вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрине тӗрӗс ӑнланса илеймеҫҫӗ, харпӑр хӑйне ултавлӑ тыткалаҫҫӗ, ҫавӑнпа иккӗшне те йывӑр; пулни-иртнине те, хальхине те тӗрес ӑнланса илесси, йӗркелесси иккӗшӗнчен кӑна килет. Анчах ҫакна тӑвас тесен, Ольгӑн питӗ хӑюллӑ утӑм тумалла, хӑйпе мӗн пулса иртнине Штольца пӗлтермелле: Штольц хӑй пирки мӗн шутлассине ҫав тери пӗлес килнӗ унӑн, ҫав хушӑрах вӑл унран калама ҫук хӑранӑ!

— Эпӗ хам та нимӗн ӑнланмастӑп; эпӗ сирӗнтен те ытларах пӑтрашатӑп, тӗттӗмлӗхрен тухаймастӑп, — терӗ Ольга.

— Итлӗр-ха, ӗненетӗр-и эсир мана? — ыйтрӗ Штольц, ӑна алӑран тытса.

— Виҫесӗр, аннеме ӗненнӗ пек, эсир куна пӗлетӗр, — терӗ Ольга хуллен.

— Каласа парӑр эппин, иксӗмӗр тӗл пулаймасӑр пурӑннӑ хушӑра мӗн пулчӗ сире? Эсир халӗ манран шухӑшӑрсене пытаратӑр, ӗлӗкрех эпӗ сирӗн шухӑшӑрсене сӑнӑртанах пӗлеттӗм: пӗр-пӗрне ӑнланма эпир ҫак майпа ҫеҫ пултаратпӑр пулас. Килӗшетӗр-и эсир?

— Ах, кӑна часрах… мӗнле те пулин пӗтерес пулать… — хуйхӑллӑн каларӗ Ольга, тӗрӗслӗхе ирӗксӗрех уҫмаллине сиссе. «Немезида! Немезида!» шухӑшларӗ вӑл, пуҫне кӑкӑр ҫине усса.

Ольга, ҫӗрелле пӑхса, чӗнмесӗр ларчӗ. Унӑн сӑмахӗсем чӗмсӗрлӗхе пушшех Штольц чунне шӑнтса ячӗҫ.

«Вӑл асапланать! Турӑҫӑм! Мӗн тӳссе ирттернӗ вӑл?» шухӑшларӗ вӑл хӑраса, ҫавӑнтах ал-ура чӗтренине сисрӗ. Ӑна темле хӑрушӑ япала курӑнчӗ. Ольга ҫаплах чӗнмест, хӑйпе хӑй кӗрешет пулас.

— Ҫапла вара… Ольга Сергеевна… — васкатрӗ Штольц. Ольга чӗнмерӗ, анчах каллех темле канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ, тӗттӗмре вӑл хускални курӑнмарӗ, пурҫӑн платье чӑштӑртатни ҫеҫ илтӗнчӗ.

— Эпе чунӑма хытаратӑп, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Мана мӗнле йывӑррине пӗлесчӗ сирӗн! — хушса хучӗ вӑл кайран, лӑпланас шутпа пӑхкаласа ҫаврӑнса. Сӑмахпа каласа мар, мӗнле те пулин хӑват урлӑ пӗлтересси килчӗ унӑн Штольца хӑйӗн пулни-иртни ҫинчен. Телее, тӗттӗмленчӗ, унӑн пичӗ курӑнми пулчӗ: сасӑ чӗтрени ҫеҫ хӑрушӑ пулма пултарать; калас сӑмахсем ун чӗлхи вӗҫӗнчен каймарӗҫ, вӑл мӗнле сасӑпа каламаллине пӗлмесӗр иккӗленнӗ пек пулчӗ.

«Турӑҫӑм! Мана ҫав териех намӑс, йывӑр пулсан — мӗн тери айӑплӑ эппин эпӗ!» чунӗпе асапланса шухӑшларӗ вӑл.

Вӑл ҫын шӑпипе те, хӑйӗн шӑпипе те хӑюллӑн вылянӑранпа, ҫав тери ӑслӑ, вӑйлӑ пулнӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ-им? Акӑ халӗ хӑйӗн хӗрача пек чӗтреме вӑхӑт ҫитрӗ! Иртнишӗн вӑтанни, хальхишӗн хӑйне хӑй юратса хӗрхенни, харпӑр хӑйне ултавлӑ тыткалани ӑна питӗ асаплантарчӗ… Тӳсме ҫук.

— Эпӗ сире пулӑшӑп… эсир… юрататӑр-и?.. — аран-аран каларӗ Штольц; ӑна хӑйӗн сӑмахех питӗ ыраттарчӗ.

Ольга унӑн сӑмахӗпе чӗнмесӗр килӗшрӗ. Штольц каллех хӑраса ӳкрӗ.

— Кама-ха? Ку вӑрттӑнлӑх мар-и? — лӑпкӑн ыйтма тӑрӑшрӗ вӑл, анчах хӑй тути чӗтренине сисрӗ.

Ольга тата хытӑрах асапланчӗ. Унӑн урӑх ят, урӑх истори шухӑшласа тупас килчӗ. Пӗр вӑхӑт вӑл иккӗленчӗ, анчах ним тума та ҫук: чи хӑрушӑ самантра ҫырантан сикекен е вутта кӗрекен ҫын евӗр, вӑл сасартӑк персе ячӗ:

— Обломова.

Штольц хытсах кайрӗ. Пӗр икӗ минут чӗнмерӗ.

— Обломова! — терӗ вӑл тӗлӗнсе. — Тӗрӗс мар ку! — хушса хучӗ вӑл ҫирӗппӗн, сассине пусарса.

— Тӗрӗс! — лӑпкӑн каларӗ Ольга.

— Обломова! — тепӗр хут каларӗ Штольц. — Пулма пултараймасть! — хушса хучӗ вӑл ӗнентерсе. — Кунта темле йӑнӑш пур; эсир хӑвӑра, Обломова, е, юлашкинчен, юратӑва ӑнланман.

Ольга чӗнмерӗ.

— Ку юрату мар, ку мӗн те пулин урӑххи, тетӗп эпӗ! — ҫине тӑрсах каларӗ Штольц.

— Ҫапла, эпӗ ӑна выляса илӗртрӗм, улталарӑм, телейсӗр турӑм… кайран, сирӗн шутӑрпа, сире ҫыпӑҫатӑп! — терӗ вӑл, сассине пусарса, анчах хӑй кӗҫ йӗрсе ярасси сассинченех сисӗнчӗ.

— Савнӑ Ольга Сергеевна! Ан ҫилленӗр, ан калӑр апла: ку сире килӗшмест. Эпӗ ним чухлӗ те ун пек шутламаннине пӗлетӗр эсир. Анчах ман пуҫа ниепле те кӗмест, ниепле ӑнланса илейместӗп: Обломов мӗнле…

— Ҫапах вӑл сирӗнпе туслӑ пулма тивӗҫлӗ-ҫке; эсир ӑна мӗнле хакламаллине пӗлместӗр; мӗншӗн вӑл юратӑва тивӗҫлӗ мар-ха! — хӳтӗлерӗ Ольга.

— Юрату туслӑх чухлех тишкерӳллӗ маррине эпӗ пӗлетӗп, — терӗ Штольц, — юратан ҫын суккӑр, вӑл тивӗҫлипе мар, ахальтен ҫеҫ юратать. Анчах юратушӑн темскер, хӑш чухне ниме тӑман япала кирлӗ, ӑна ӑнлантарса та параймӑн, ячӗпе те калаймӑн; манӑн питӗ ырӑ та ҫаврӑнуҫӑсӑр Ильян ҫав япала ҫук вара. Акӑ мӗншӗн эпӗ тӗлӗнетӗп. Итлӗр, — ҫивӗччӗн малалла каларӗ вӑл: — эпир капла нихҫан та вӗҫне-хӗрне ҫитес ҫук, пӗр-пӗрне ӑнланас ҫук. Тӗпӗ-йӗрӗпе калама ан вӑтанӑр, ҫур сехетлӗхе хӑвӑра ан хӗрхенӗр, пӗтӗмпех мана каласа парӑр, эпӗ вара сире ку мӗн пулнине, тен, мӗн пулассине те калӑп… Мана кунта… тем апла мар пек туйӑнать… Ах, ку чӑнах та пулнӑ пулсанччӗ! — хушса хучӗ вӑл хавхаланса. — Урӑххине мар, Обломова савнӑ пулсанччӗ? Обломова! Ку эсир пулни-иртнине, юратӑва парӑнни мар, эсир ирӗклине пӗлтерет-ҫке… Калӑр, калӑр часрах! — лӑпкӑн, хавасланнӑ пекех вӗҫлерӗ Штольц.

— Эппин, тархасшӑн! — ӗненчӗклӗн каларӗ Ольга, хӑйӗн айӑпӗ кӑшт ҫӑмӑлланнӑшӑн савӑнса. — Пӗччен эпӗ ухмаха еретӗп. Эпӗ мӗнле мӗскӗнне пӗлесчӗ эсир! Айӑплӑ-и эпӗ, ҫук-и, пулни-иртнишӗн вӑтанмалла-и манӑн, хӗрхенмелле-и ӑна, малашлӑха шанмалла-и е шанчӑка ҫухатмалла-и — пӗлместӗп… Эсир хӑвӑр асапӑрсем ҫинчен каларӑр, ман асапсене курмарӑр та. Тӑнлӑр эппин вӗҫне ҫитиччен, анчах ӑспа мар: эпӗ сирӗн ӑсӑртан хӑратӑп; чӗрепе итлӗр: ман аннем ҫуккине, эпӗ вӑрманти пек ӳснине, тен, чӗрӗр ӑнланӗ… — хуллен, ҫурма сасӑпа хушса хучӗ Ольга. — Ҫук, — терӗ унтан, хӑвӑрт астуса илсе: — ан хӗрхенӗр мана. Ку юрату пулчӗ пулсан, кайӑр — Ольга самантлӑха шӑпланчӗ. — Кайран вара, каллех туслӑх ҫӗнтерсен, таврӑнӑр. Ку ҫӑмӑлттай, вылянчӑк туйӑм ҫеҫ пулчӗ пулсан, — вара мана пӗтерӗр, пӑрахса тарӑр та манӑр. Итлӗр.

Штольц, хирӗҫ чӗнес вырӑнне, Ольгӑн икӗ аллине те хытӑ чӑмӑртарӗ.

Ольга ним пытармасӑр, тӗпӗ-йӗрӗпе калама пуҫларӗ. Вӑл хӑйне нумайччен мӗн асаплантарни, хӑй мӗнрен вӑтанни, хӑй ӗлӗкрех мӗнпе савӑнни, телейлӗ пулни ҫинчен, хӑй мӗншӗн кайран сасартӑках тарӑн шухӑша ӳкни, иккӗленме пуҫлани ҫинчен — йӑлтах питӗ тӗплӗн пӗлтерчӗ.

Уҫӑлса ҫӳренисем ҫинчен, хӑйӗн шанчӑкӗсем ҫинчен, Обломов пӗрре хавасланни, тепре пӗтсе ларни ҫинчен, сирень турачӗ ҫинчен, чуптуни ҫинчен те каларӗ Ольга. Садри пӑчӑ каҫ ҫинчен ҫеҫ шарламарӗ — ун чухне хӑйне мӗнле тытамак тытнине тӗрӗс чухламаншӑн ҫеҫ каламарӗ пулӗ.

Малтан вӑл именчӗклӗн пӑшӑлтатрӗ кӑна, анчах калаҫнӑҫемӗн ун сасси уҫӑлса, ҫирӗпленсе пычӗ, янӑранӑҫемӗн туллин илтӗнекен пулчӗ. Ҫын ҫинчен каласа панӑ пекех, Ольга лӑпкӑн каласа пӗтерчӗ.

Унӑн хӑйӗн умӗнче те чаршав уҫӑлчӗ, пулни-иртни яр-уҫҫӑн курӑнчӗ; халиччен вӑл ун ҫине тинкерсе пӑхма шикленетчӗ. Халӗ Ольга нумай япалана тӗрӗс курчӗ, тӗттӗм мар пулсан, вӑл Штольц ҫине хӑюллӑнах пӑхнӑ пулӗччӗ.

Вӑл каласа пӗтерчӗ те приговор кӗтрӗ. Анчах Штольц нимӗн те чӗнмерӗ.

Мӗн вӑл? Унпа пӗрле никам та ҫук пекех, Штольц пӗр сӑмах та шарламасть, хускалмасть, сывламасть те.

Ҫак чӗмсӗрлӗх Ольгӑна каллех иккӗлентерчӗ. Штольц ҫаплах чӗнмерӗ. Мӗне пӗлтерет-ха ку чӗмсӗрлӗх? Мӗнле приговор хатӗрлет Ольгӑшӑн ҫак тӗнчипе пӗртен-пӗр ӑнланма, хӗрхенме пултаракан судья? Ыттисем пурте ӑна хӗрхенмесӗр айӑплӗҫ, пӗри ҫеҫ уншӑн хута кӗрекен пулма пултарӗччӗ, Ольга ӑна суйласа илнӗ пулӗччӗ… вӑл йӑлтах ӑнланӗччӗ, Ольгӑран та лайӑхрах ун айӑпне ӑнланӗччӗ, ӑна хӑтарӗччӗ! Анчах вӑл чӗнмест: е Ольга ӗҫӗ ҫав териех шанчӑксӑр-им?.. Ольга каллех хӑраса ӳкрӗ.

Алӑк уҫӑлчӗ те, горничная, икӗ ҫурта илсе кӗрсе, тӗттӗм кӗтесе ҫутатрӗ.

Ольга Штольц ҫине шикленсе, анчах ун шутне питӗ пӗлесшӗн ҫунса пӑхрӗ. Штольц аллисене хӗреслесе тытнӑ та, ун ҫине ачашшӑн, куҫ туллин пӑхса, ун именчӗклӗхӗпе киленет.

Ольгӑн чӗри выртрӗ, ӑшӑнчӗ. Вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ялчӗ те кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӗ. Ҫав самантра вӑл хӑйне те хӗрхенчӗ, Штольца та ӗненчӗ. Айӑпа кӗнӗ ачана каҫарса йӑпатнӑ, ачашланӑ пекех, вӑл телейлӗ пулчӗ.

— Йӑлтах-и? — хуллен ыйтрӗ Штольц.

— Йӑлтах! — терӗ Ольга.

— Унӑн ҫырӑвӗ тата?

Ольга портфельтен ҫыру кӑларчӗ те Штольца пачӗ. Лешӗ ҫурта умне пырса вуларӗ те сӗтел ҫине хучӗ. Куҫӗсем каллех паҫӑрхи евӗрлӗн Ольга ҫине пӑхрӗҫ; Ольга вӑл ун пек пӑхнине тахҫантанпах курманччӗ.

Ольга умӗнче — хӑйне хӑй шанакан, кӑштах тӑрӑхлакан, виҫесӗр кӑмӑллӑ, ӑна ачашлакан ӗлӗкхи тус. Унӑн сӑнӗнче иккӗленӳ те, асап мӗлки те ҫук. Вӑл Ольгӑн икӗ аллинчен тытрӗ, иккӗшне те чуптурӗ, вара тарӑн шухӑша кайрӗ. Сасартӑк вӑл тӑчӗ.

— Турӑҫӑм, сӑмах Обломов пирки пынине пӗлнӗ пулсан, эпӗ ҫапла асапланнӑ пулӑттӑм-и? — терӗ вӑл, Ольга ҫине ҫав тери ачашшӑн, ҫав тери именсе, Ольгӑн нимӗнле хӑрушлӑх та пулман пекех пӑхса.

Ольга чӗри ҫав тери хавасланса кайрӗ, уяв ҫитнӗ пекех туйӑнчӗ. Ольга хӑй пӗр Штольцран кӑна вӑтаннине, Штольц ӑна пӗтерсе хуманнине, унран тарманнине ӑнланчӗ! Ытти ҫынсем айӑплани мӗн тума кирлӗ-ха ӑна!

Штольц хӑйне хӑй ҫирӗп тыткаларӗ, хавасланчӗ; анчах Ольга кунпах ҫырлахмарӗ. Вӑл хӑйне каҫарнине курчӗ; анчах унӑн, айӑпланаканскерӗн, приговор мӗнлине пӗлес килчӗ. Анчах Штольц шлепкине алла тытрӗ.

— Ӑҫта каятӑр? — ыйтрӗ Ольга.

— Эсир пӑлханса ӳкрӗр, канӑр! — терӗ Штольц. — Ыран калаҫӑпӑр.

— Эсир мана ҫӗрӗпех ҫывӑратасшӑн мар-и? — пӳлчӗ Ольга, ӑна алӑран тытса, пукан ҫине лартса. — Ку… мӗн пулнине… эпӗ халь мӗн… манӑн мӗн тумаллине каламасӑрах каясшӑн-и эсир? Хӗрхенӗр, Андрей Иванович: кам калӗ-ха мана? Кам тавӑрӗ мана, тавӑрмаллах пулсан, е… кам каҫарӗ? — хушса хучӗ вӑл, ун ҫине ҫав тери ачашшӑн, туслӑн пӑхса, Штольц вара шлепкине пӑрахрӗ те хӑй кӑшт ҫеҫ Ольга умне чӗркуҫленсе лармарӗ.

— Мӑнан — калама ирӗк парӑр — ангелӗм! — терӗ вӑл. — Сӑлтавсӑр ан асапланӑр: сире пӗтерсе хума та, каҫарма та кирлӗ мар. Эсир калани ҫумне манӑн нимӗн хушмалли те ҫук. Мӗнле иккӗленӳ пулма пултартӑр-ха сирӗн? Эсир мӗн туйнине, ҫав туйӑм мӗн ятлине пӗлес килет-и сирӗн? Эсир тахҫанах пӗлетӗр… Обломов ҫырӑвӗ ӑҫта?

Вӑл сӗтел ҫинчен ҫыру илчӗ.

— Итлесемӗр! — тесе вуларӗ: — «Эсир халӗ юрататӑп тени — хальхи мар, пулас юрату. Вӑл юратас килни кӑна, тепӗр чухне хӗрарӑмӑн ачапа е урӑх хӗрарӑмпа ачашланнӑ чух, е тата йӗрнӗ чух, истери пулнӑ чух ҫав туйӑм палӑрать… Эсир йӑнӑшнӑ (Штольц ку сӑмаха хытӑрах вуларӗ): сирӗн умӑрта эсир кӗтнӗ, ӗмӗтленнӗ ҫын мар. Тӑхтӑр — вӑл килӗ, эсир вара вӑранӑр, хӑвӑр йӑнӑшӑршӑн сире кӳренмелле те намӑс пулӗ…»

— Куратӑр-и, мӗнле тӗрӗс ку, — терӗ Штольц. — Йӑнӑшӑршӑн… сире кӳренмелле те намӑс пулчӗ. Кун ҫумне ним те хушаймӑн. Вӑл тӗрӗс каланӑ, анчах эсир ӗненмен, сирӗн пӗтӗм айӑп ҫакӑнта. Сирӗн ҫавӑн чухнех уйрӑлмалла пулнӑ; анчах ӑна сирӗн илем парӑнтарнӑ… сирӗн… кӑмӑла унӑн кӑвакарчӑнӑнни пек йӑвашлӑхӗ илӗртнӗ! — кӑшт тӑрӑхларах хушса хучӗ вӑл.

— Эпӗ ӑна ӗненмерӗм, чӗре йӑнӑшмасть пуль, терӗм.

— Ҫук, йӑнӑшать, тепӗр чух питӗ йывӑр йӑнӑшать! Анчах сирӗн чӗре айӑплӑ мар, — хушса хучӗ Штольц, — пӗр енчен илсен, ӗмӗт, хӑвӑра юратни, тепӗр енчен — ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни айӑплӑ… Эсир вара пурнӑҫӑрта урӑх уяв пулмӗ, ҫав шупка ҫутӑ пайӑрки пурнӑҫа ҫутатса илӗ те, вара ӗмӗрлӗх каҫ пулӗ, тесе хӑранӑ…

— Куҫҫулӗ вара? — терӗ Ольга. — Эпӗ чун-чӗререн хурланса куҫҫулӗ тӑкмарӑм-им? Эпӗ суйман; эпӗ тӳрӗ чунлӑ пултӑм…

— Турӑҫӑм! Мӗншӗн кӑна йӗрмеҫҫӗ хӗрарӑмсем? Эсир хӑвӑрах сирень ҫыххине, юратнӑ сака шеллени ҫинчен калатӑр-ҫке? Тата хӑвӑра юратни хур пулнине, Обломова ҫӑлма май килменнине, кӑштах йӗрес йӑлӑра аса илӗр-ха… йӗрмелӗх мӗн чухлӗ сӑлтав!

— Эсир тӗл пулнисем те, уҫӑлса ҫӳренисем те йӑнӑш-и? Эсир астӑватӑр-и, эпӗ… ун патӗнче пултӑм… — хӑйӗн сӑмахӗсене хӑех хупласшӑн пулнӑ пек, именсе каларӗ Ольга.

Штольц хӗрӳллӗрех хӳтӗлетӗр, ун умӗнче тасаран тасарах пулас тесе ҫеҫ Ольга хӑйне хӑй айӑплама тӑрӑшрӗ.

— Юлашки тӗлпулусенче сирӗн ним калаҫмалли те пулманни хӑвӑр каланинченех курӑнать. Сирӗн «юрату» тенинче пӗлтерӗшӗ те пулман; вӑл малалла кайма та пултарайман. Эсир уйрӑлучченех уйрӑлнӑ, юратӑва мар, хӑвӑр шухӑшласа кӑларнӑ юрату мӗлкине ҫеҫ ӗненнӗ, — акӑ пӗтӗм вӑрттӑнлӑх.

— Чуптуни тата? — ҫав тери хуллен пӑшӑлтатрӗ Ольга, — Штольц ӑна илтеймерӗ, тавҫӑрса ҫеҫ илчӗ.

— О, ку питӗ кирлӗ, — кулӑшла хаяр каларӗ Штольц, — куншӑн сире… апатланнӑ чух пӗр-пӗр апатсӑр хӑвармаллаччӗ.

Вӑл Ольга ҫине ачашран ачашрах, юратнӑран юратнӑрах пӑхрӗ.

— Шӳтлени кун пек «йӑнӑша» тӳрре кӑларни мар! — хирӗҫлерӗ Ольга салхун, Штольц шӳтлесе кӑна калаҫнӑшӑн кӳреннӗскер. — Эсир мана пӗр-пӗр йывӑр сӑмахпа кӳрентернӗ пулсан, ман йӑнӑш пирки тӗрӗс каланӑ пулсан, мана ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.

— Сӑмах Илья ҫинчен мар, урӑххи ҫинчен пулсан, эпӗ шӳтлемен те пулӑттӑм, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Штольц: — ун чухне сан йӑнӑшу… инкек патне илсе ҫитернӗ пулӗччӗ: анчах эпӗ Обломова пӗлетӗп…

— Урӑххи, нихҫан та! — хӗрелсе пӳлчӗ Ольга — Эпӗ ӑна сирӗнтен ытларах пӗлсе ҫитрӗм…

— Акӑ куратӑр! — ҫирӗплетрӗ Штольц.

— Анчах вӑл улшӑннӑ, чӗрӗлнӗ, мана итленӗ пулсан… эпӗ вара ӑна юратмӑттӑм-и? Ун чухне те ултав, йӑнӑш пулӗччӗ-и? — терӗ Ольга; вӑл хӑйӗн ӗҫне пур енчен те сӑнасшӑн пулчӗ, пӗр лапӑрчӑк вырӑн та, нимле ӑнланманлӑх та ан юлтӑр, терӗ.

— Ун вырӑнӗнче урӑх ҫын пулнӑ пулсан, — пӳлчӗ Штольц: — иккӗленмелли ҫук, эсир пӗр-пӗрине юратса пӑрахӑттӑр, вара… Анчах ку урӑх роман, урӑх герой, унпа пирен ӗҫ те ҫук.

Ольга, хӑйӗн юлашки асапӗнчен хӑтӑлнӑ пек, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Иккӗшӗ те чӗнмерӗҫ.

— Ах, мӗн тери телей… сывалмашкӑн, — хавасланса хуллен каларӗ Ольга, вара Штольц ҫине ҫав тери кӑмӑллӑн, ҫав тери ҫывӑх юлташла ӑшшӑн пӑхрӗ; вӑл ҫапла хӗрӳллӗн пӑхнине Штольц ҫулталӑк хушши кӑлӑхах кӗтнӗччӗ. Ҫавӑнпа вӑл савӑнса ӳкрӗ.

— Ҫук, сывалатӑп эпӗ! — терӗ те вӑл шухӑша кайрӗ. — Ах, ҫак романӑн геройӗ — Илья иккенне пӗлме пултарнӑ пулсанччӗ эпӗ! Мӗн чухлӗ вӑхӑтӑм иртрӗ, мӗн чухлӗ юнӑм пӑсӑлчӗ! Мӗншӗн? Мӗн пирки? — ҫине-ҫинех каларӗ вӑл кӳренчӗклӗн.

Анчах сасартӑк вӑл ҫак кӳренӗве маннӑ пек, йывӑр шухӑшран хӑтӑлнӑ пек пулчӗ. Ҫамки ҫинчи пӗркенчӗксем тӳрленчӗҫ, куҫӗсем хавасланчӗҫ.

— Ҫапах та ку пулма кирлехчӗ пулас: уншӑн халӗ эпӗ мӗнлерех лӑпкӑ та… мӗнлерех телейлӗ! — киленсе хушса хучӗ вӑл.

— Тӗлӗк пек, нимӗн те пулман пек, — шухӑшлӑн, хӑй сасартӑк чӗрӗлнинчен тӗлӗнсе, хуллен каларӗ Ольга. — Эсир мана намӑсран, ӳкӗнӗҫрен кӑна мар, пур хуйхӑран-асапран та хӑтартӑр… Мӗнле турӑр эсир ҫакна? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл. — Йӑлтах иртӗ-и вӑл, ҫак йӑнӑш?

— Иртрӗ те пулӗ ӗнтӗ, тетӗп эпӗ! — терӗ Штольц, пӗрремӗш хут хӑйӗн хӗрӳллӗ туйӑмне пытармасӑр, Ольга ҫине ытарайми пӑхса: — мӗн пулни йӑлтах иртрӗ.

— Мӗн вара… пуласси йӑнӑш мар… чӑнлӑх пулӗ-и? — ыйтрӗ Ольга, шухӑшне каласа пӗтермесӗр.

— Акӑ кунта ҫырнӑ, — терӗ Штольц, каллех ҫыру тытса: — «Сирӗн умӑрта эсир кӗтнӗ, ӗмӗтленнӗ ҫын мар: вӑл килет, вара эсир вӑранӑр…» Вара юратӑр, тесе хушса хурӑттӑм эпӗ, ҫав тери юратӑр — ҫулталӑк та, пӗтӗм пурнӑҫ та ҫав юратушӑн кӗске пулӗ, анчах кама юратӑр… пӗлместӗп, — каласа пӗтерчӗ вӑл, Ольга ҫине шӑтарасла пӑхса.

Ольга ҫӗрелле пӑхрӗ, тутине пӑчӑртарӗ, ҫапах куҫ хӑрпӑкӗсем витӗр ҫутӑ пайӑркисем курӑнчӗҫ, тути кулса ячӗ. Вӑл Штольц ҫине пӑхрӗ те пӗтӗм чунтан кулса ячӗ, куҫӗсем те шывланчӗҫ.

— Эпе сирӗнпе мӗн пулса иртнине те, мӗн пулассине те каларӑм, Ольга Сергеевна, — каласа пӗтерчӗ Штольц. — Хӑвӑр ман ыйтӑва хирӗҫ нимӗн те шарламарӑр, ыйтса пӗлме те памарӑр.

— Мӗн калам-ха эпӗ? — именсе каларӗ Ольга. — Эсир мӗн ыйтнине хирӗҫ калама пултарсан та, калама тивӗҫ пур-им манӑн? Эсир тем тӗшне тӑратӑр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, ун ҫине вӑтанчӑклӑн пӑхса.

Вӑл каллех паҫӑрхи пек ҫав тери ҫывӑх юлташла, кӑмӑллӑн пӑхрӗ; Штольц каллех савӑнса ӳкрӗ.

— Ан васкӑр, — терӗ вӑл, — эпӗ мӗн тӗшне тӑнине эсир хӑвӑрӑн хурлӑхлӑ кунӑрсем иртсен калӑр. Ку ҫулталӑкра эпӗ ӑна-кӑна ӑнлантӑм. Халӗ пӗр ыйту татса парӑр; каяс-и ман, юлас-и?

— Итлӗр-ха: эсир выляса калаҫатӑр манпа! — сасартӑк хаваслӑн каларӗ Ольга.

— Ой, ҫук! — мӑнкӑмӑллӑн астутарчӗ Штольц. — Ку паҫӑрхи ыйту мар, халӗ ӑна урӑхла ӑнланмалла: эпӗ юлас пулсан… мӗнле тивӗҫпе юлатӑп?

Ольга сасартӑк вӑтанчӗ.

— Куратӑр, эпӗ выляса калаҫманнине, — кулчӗ Штольц, ӑна вӑтантарнӑшӑн киленсе. — Паянхи калаҫу хыҫҫӑн пирӗн пӗр-пӗринпе урӑхларах пулмалла: халӗ иксӗмӗр те ӗнерхи пек мар ӗнтӗ.

— Эпӗ пӗлместӗп… — пӑшӑлтатрӗ тата хытӑрах вӑтаннӑ Ольга.

— Сире канаш сӗнме ирӗк парӑрччӗ.

— Калӑр… эпӗ ним шарламасӑр тӑвӑп! — чӗререн парӑннӑ пекех хушса хучӗ Ольга.

— Вӑл киличчен тӑхтанӑ хушӑра мана качча тухӑр!

— Халлӗхе хӑймастӑп… — пӑлханнӑран питне аллисемпе хупласа, ҫапах телейлӗн пӑшӑлтатрӗ Ольга.

— Мӗншӗн хӑяймастӑр-ха? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Штольц, ун пуҫне хӑй ҫумнелле тайса.

— Анчах та иртни? — каллех пӑшӑлтатрӗ Ольга, пуҫне Штольц кӑкӑрӗ ҫине, амӑшӗн кӑкӑрӗ ҫине хунӑ пекех хурса.

Штольц ун аллисене пичӗ ҫинчен хуллен сирчӗ те пуҫӗнчен чуптурӗ, вара нумайччен хӗр вӑтанчӑклӑхне юратса сӑнарӗ, унӑн куҫҫулленнӗ куҫӗсене пӑхса киленчӗ.

— Иртни, сирӗн сирень пекех, шанса ҫухалать! — каласа хучӗ вӑл. — Эсир йӑнӑшса куртӑр: малашне ӗнтӗ ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр. Пурнӑҫ пуҫланать: мана хӑвӑрӑн пуласлӑхӑра парӑр та ним ҫинчен те ан шутлӑр — эпӗ пӗтӗмпех хам ҫине илетӗп. Атьӑр инкӳ патне!

Штольц киле кая юлса таврӑнчӗ.

«Тупрӑм хамӑнне», шухӑшларӗ вӑл, савакан куҫӗсемпе йывӑҫсем, пӗлӗт, кӳлӗ ҫинелле, шыв ҫинче пӑсланакан тӗтре ҫинелле пӑхса. «Кӗтсе илтӗм! Миҫе ҫул хушши ӗмӗтлентӗм, тӳсрӗм, чун хӑватне упрарӑм! Мӗнле нумай кӗтрӗм — йӑлтах ҫитрӗ: акӑ вӑл этемӗн юлашки телейӗ!» Кантура, ашшӗ урапине, замш перчеткесене, ҫупа вараланса пӗтнӗ шутсене — пӗтӗм ӗҫлӗ пурнӑҫа халӗ телей хупласа хучӗ. Штольц хӑйӗн вилнӗ ашшӗн пӳлӗмне, Герц вариацийӗсене, князь галерейине, кӑвак куҫсене, пудрӑланӑ сарӑ ҫӳҫсене аса илчӗ — ҫаксене пурне те Ольгӑн питӗ ҫепӗҫ сасси хупласа хучӗ: Ольга юррине Штольц ӑсӗпе туйрӗ…

— Ольга — ман мӑшӑрӑм! — хӗрӳллӗн ҫӳҫенсе пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Йӑлтах тупрӑм, нимӗн шырамалли те ҫук, урӑх ниҫта каймалли те ҫук!

Ҫулсене, урамсене асӑрхамасӑр, телейлӗ Штольц килелле утрӗ.

Ольга ӑна чылайччен куҫпа ӑсатрӗ, унтан чӳрече уҫса, каҫхи сулхӑн сывлӑшпа сывларӗ; пӑлханни майӗпен иртрӗ, кӑкӑрӗ лӑпкӑн сывлама пуҫларӗ.

Вӑл, кӳлӗ ҫинелле, инҫетелле пӑхса, ҫывӑрнӑ пекех лӑпкӑ, тарӑн шухӑша путрӗ. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене, туйӑмӗсене ӑнланасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ. Шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хумсем пек юхрӗҫ, юн пӗр пек лӑпкӑ тапрӗ. Телейлӗ Ольга хӑй мӗн туйнине те ӑнланса илеймерӗ. Вӑл ҫапла шухӑшларӗ: «Мӗншӗн мана ҫав тери лӑпкӑ, канӑҫлӑ, улшӑнми ырӑ, мӗншӗн тӑнӑҫлӑ, ҫав хушӑрах...» – Эпӗ унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ… — пӑшӑлтатрӗ вӑл. «Эпӗ — ҫураҫнӑ хӗр!» мӑнкӑмӑллӑн савӑнса шутлать хӗр, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ҫутатакан саманта кӗтсе илсен, вара ҫӳле ҫӗкленет, ҫав ҫӳлӗ ҫӗртен ӗнерхи паллӑ мар, тӑлӑх, тӗттӗм сукмакӗ ҫине пӑхать.

Мӗншӗн Ольга савӑнмасть-ха? Вӑл та пӗр-пӗччен паллӑ мар сукмакпа утатчӗ-ҫке, ҫул тӑваткалӗнче ӑна Штольц ҫавнашкалах тӗл пулса алӑ пачӗ те — йӑлтӑрти ҫутта мар, сарӑлса кайнӑ юханшыв хӗррине, анлӑ хирсене, хаваслӑ сӑртсем патне ертсе тухрӗ. Ольга куҫӗсем йӑлтӑрти ҫутӑран йӑмӑхмарӗҫ, чӗри тӗлӗнсе хытмарӗ, пылак ӗмӗтсем ҫуралмарӗҫ.

Пурнӑҫӑн ейӗвӗ, анлӑ уйӗсем, ешӗл сӑрчӗсем ҫинчен шухӑшлава, вӑл хӑйне хӑй савӑнӑҫпа лӑплантарчӗ. Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫӳҫенсе чӗтремерӗҫ, куҫӗсем мӑнкӑмӑллӑн ҫунмарӗҫ: ҫав уйсемпе сӑртсем ҫинчен манса, хӑйне алӑ паракана аса илсен, Ольга хӑйӗн пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ хуллен юхса аннине туйрӗ…

Вӑл пӗрмай ҫывӑрнӑ пекех ларчӗ — унӑн телей ыйхи ҫав тери лӑпкӑ пулчӗ: — вӑл хускалмарӗ, сывламан пекех ларчӗ. Тарӑн шухӑша путнӑскер, вӑл йӑваш ҫутӑллӑ, ӑшӑ, тутлӑ шӑршӑллӑ, темле кӑвак каҫа ӗмӗтленчӗ. Асамлӑ телей ӗмӗчӗ ӑна ҫӳл тӳпере хуллен шӑвакан пӗлӗт пек хупласа илчӗ.

Ҫак асамлӑ тӗлӗкре вӑл хӑйне икӗ сехетлӗхе ҫеҫ чаплӑ тумланнӑ пек, унтан ӗмӗрлӗхех ҫӗтӗк-ҫурӑк тум тумланнӑ пек курмарӗ. Тӗлӗкре ӑна уяв ӗҫки-ҫики те, ҫутӑсем те, хаваслӑн шавлакансем те курӑнмарӗҫ; ӑна ҫав тери нимпе палӑрман, ҫав тери нимпе илемлетмен телей курӑнчӗ, Ольга вара тепӗр хут, мӑнкӑмӑллӑн савӑнмасӑр, анчах кӑмӑлне питӗ хытӑ ҫемҫетсе пӑшӑлтатрӗ:

— Эпӗ — унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех