Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳррипе (тĕпĕ: тӳрри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳррипе калатӑп, мана темле аван мар пек туйӑнса кайрӗ!

что мне было совестно, честное слово!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, Тятюка режиссер патне илсе кайса, унпа паллаштарас кӑмӑлӑм ҫукчӗ манӑн, Александр Дмитриевича ҫынсене кӑтартмашкӑн шел мана…

Сказать откровенно, мне не очень хотелось знакомить Тату с Александром Дмитриевичем, мне жалко было показывать его другим…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӳррипе каласан, вӑл ытла начарланса ҫитнӗ ӗнтӗ, университета леҫессинчен урӑх нимӗн тума та ҫук — университетри темле лаборатори чӗрӗпсем туянатчӗ.

Словом, он был совсем плох, и больше ничего не оставалось, как отнести его в университет — в университете какая-то лаборатория покупала ежей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, шкулта мана хам пынине ним чухлӗ те сисмен пек йышӑннӑшӑн кӑштах кулянтӑм та.

По правде говоря, я был немного огорчен, что в школе меня встретили так равнодушно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, пурте йӗркеллехчӗ-ха, Татариновсем патне кайма хатӗрленсен, темшӗн сасартӑк эпӗ каймасан та юрӗ-ха, терӗм, Катьӑна ыран урамра тӗл пулӑп та, стэкпа тӑм ыйтнӑччӗ вӑл — парса ярӑп, терӗм.

Словом, все было в порядке, и я сам не знал, почему, собираясь к Татариновым, я вдруг решил, что не пойду, а лучше завтра встречу Катю на улице и на улице отдам ей стек и глину — она просила.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн пӗрремӗш страници ҫине шултӑран ҫапла ҫырса хунӑ: «Калас шухӑшӑра тӳррипе калӑр».

На первой странице ее было крупно выведено: «Прошу писать откровенно».

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӳррипе каласан, театр пирӗн тӑваттӑмӗш шкула кӗтмен ҫӗртен ҫӗнетсе ячӗ.

Словом театр произвел самое неожиданное действие на четвертую школу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, повар пулман пулсан, эпир пурсӑмӑр та тарса пӗтнӗ пулӑттӑмӑр.

Словом, если бы не повар, мы бы все разбежались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тӳррипе калани Пугачев кӑмӑлне килчӗ.

Моя искренность поразила Пугачева.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӳррипе каласан, хуҫалӑхӗ пирӗн темлех мар-ха: пӗр кӗтесре — ҫӗрулми, тепӗр кӗтесре — чӗкӗнтӗр, купӑста, суханпа тӑвар.

Впрочем, хозяйство было простое: в одном углу чердака лежала картошка, в другом – свекла, капуста, лук и соль.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ акӑ атте ҫук, анчах, тӳррипе каласан, халӗ ӗнтӗ унта илсе кайни те пулӑшас ҫук!

Теперь не было отца, да, впрочем, едва ли помогла бы ей теперь эта поездка!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе калатӑп, эпӗ черкессен винтовкине те ҫавӑн пиркиех тиркетӗп: вӗсем темӗнле пире алӑ май мар пек туйӑнаҫҫӗ: тыткалама пӗчӗккӗ, кӗҫ-вӗҫ сӑмсаран ҫаклатса каяймасть сана…

Признаюсь, не люблю я также винтовок черкесских; они как-то нашему брату неприличны: приклад маленький, того и гляди, нос обожжет…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна вӑрттӑн хуйхӑ пусать: тӳррипе каламасть те, анчах эпӗ пӗлетӗп, сӑлтавӗ сирӗнте кунта…

Печаль тайная ее убивает; она не признается, но я уверена, что вы этому причиной…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӳпкелешӳ те кӳлешӗ, юншӑхласси пуҫланчӗ: — Чӗрӳнте мӗн пуррине тӳррипе йӑлтах каласа пар, эсӗ манран сивӗннине эпӗ хуллен-хулленех чӑтса ирттерӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сана ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн, — терӗ вӑл мана.

Начались упреки ревности, жалобы, — она требовала от меня, чтоб я ей во всем признался, говоря, что она с покорностью перенесет мою измену, потому что хочет единственно моего счастия.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипе каласан, эпӗ ӑна питех итлемерӗм те.

Впрочем, я особо ее не слушал.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипе калас-ха тата, ҫав самантра ман чӗрене хам тахҫан пӗлнӗ кӑмӑлсӑр туйӑм ҫӳҫентерсе иртрӗ, вӑл туйӑм — хапсӑнассиччӗ ӗнтӗ; «хапсӑнасси» тесе хӑйсах каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен хамран нимӗн те пытармастӑп.

Признаюсь еще, чувство неприятное, но знакомое пробежало слегка в это мгновение по моему сердцу; это чувство — было зависть; я говорю смело «зависть», потому что привык себе во всем признаваться.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипе каласан, карап хӑйӗн ҫӑлӑнӑҫ шанчӑкне ҫухатнипе тухса кайман эпир унтан.

Во всяком случае, спешу Вас уверить, что мы покинули судно не потому, что положение его безнадежно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, эпӗ шухашӑма йӑпатасшӑн кӑна тытӑнтӑм ҫав ӗҫе.

Признаться, я частию для развлечения занялся этим.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипе каласан, мана акӑ тата мӗн кулянтарать: эпӗ ӑна ашшӗ пекех юрататтӑм пулин те, вилес умӗн вӑл ман ҫинчен пӗрре те асӑнмарӗ…

Еще, признаться, меня вот что печалит: она перед смертью ни разу не вспомнила обо мне; а кажется, я ее любил как отец…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сире тӳррипе, аттене каланӑ пек калатӑп: унӑн пичӗ ҫинчи ҫӗвекӗсем ҫине пӑхма малтанах чӑн та йывӑр.

Скажу вам честно, как папе: ведь действительно сначала тяжело смотреть на эти его шрамы.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех