Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.03 10:28

Пуплевӗш: 239; Сӑмах: 1600

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Тӑван кил-ҫурт

Петька Сковородниковпа ҫапкаланса, вӑрласа, пуҫтарса ҫӳренӗ вырӑнсене кайса курнӑ хыҫҫӑн, пӗртен-пӗр япала, хама хам тӗлӗнмелле ирӗклӗ тыткалани ҫеҫ манӑн асӑмра сыхланса юлчӗ. Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ пӗрремӗш хут чугун ҫулпа билетпа каятӑп. Эпӗ кантӑк умӗнче ларма, хампа юнашар ларакан ҫынсемпе калаҫма та пултаратӑп. Туртакан ҫын пулсан, туртма та юрать. Контролер иртсе пынӑ чух сак айне кӗрсе выртмалла мар манӑн. Эпӗ лӑпкӑн кӑна, калаҫма чарӑнмасӑр, ӑна хамӑн билете тыттартӑм. Вагонра тӑвӑртарах пулин те, ку вӑл маншӑн ҫав тери ырӑ пек, чуна та ҫӑмӑллатнӑ пек туйӑнать. Эпӗ Энск ҫинчен, йӑмӑкӑмпа Даша инке ҫинчен, вӗсем патне ҫӳлтен татӑлса аннӑ пекех пырса кӗресси, вӗсем мана мӗнле палласа илесси ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑп.

Ҫак шухӑшсемпе ҫывӑрса кайнӑ та ӗнтӗ, ҫав тери вӑрах ҫывӑрнӑ вара. Ман кӳршӗсем, эпӗ вилсе выртман-ши тесе, пӑшӑрханма пуҫланӑ. Анчах, хӑвӑрах куратӑр, вилмен-ха эпӗ.

Мӗнле ырӑ вӑл сакӑр ҫул хушши тунсӑхласа пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван хулана таврӑнма! Пурне те паллатӑп, ҫав вӑхӑтрах пӗрне те паллаймастӑп. Губернатор ҫурчех-ши вара ку? Ӗлӗкрех вӑл маншӑн тӗлӗнмелле пысӑк пек туйӑнатчӗ. Застенная урамӗ-ши вара ку? Ҫакӑн пекех ансӑр та кукӑр-макӑрччӗ-ши вара вӑл? Лопухински бульвар-ши вара ку? Бульвар манӑн чуна ҫӗклентерет: ҫӑкасем хыҫӗнче, тӗп аллея айккипе, ҫӗнӗ илемлӗ хуралтӑсем лартса тухнӑ. Хура ҫӑкасем сӑрланӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӗсен хура мӗлкисем вара юр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ, ку вӑл ҫав тери илемлӗ пек туйӑнать.

Эпӗ хӑвӑрт утатӑп, кашни утӑмрах пӗрре киввине палласа илетӗп, тепре ҫӗннине курса тӗлӗнетӗп. Акӑ приют, ҫавӑнта парасшӑнччӗ ӗнтӗ пире Даша инке, йӑмӑкпа иксӗмӗре; вӑл халӗ ешӗл тӗслӗ, стени ҫинче ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ мрамор хӑма пур. Эпӗ вуласа тухрӑм та хамӑн куҫӑмсене хам ӗненми пултӑм: «Ку ҫуртра 1824 ҫулта Александр Сергеевич Пушкин чарӑнса тӑнӑ». Тӗлӗнсе кайӑн! Ҫак ҫуртра иккен! Кӑна пӗлнӗ пулсан, приют ачисем пуҫӗсене каҫӑртнӑ пулӗччӗҫ-ха та.

Акӑ эпир аннепе иксӗмӗр прошени илсе килнӗ суд ҫурчӗ! Ҫук, пӗрре те ун пек мар вӑл халӗ. Авалхи лутра решеткисене чӳречисем ҫумӗнчен илсе пӑрахнӑ. Хапхи ҫине «Культура ҫурчӗ» тесе ҫырса хунӑ.

Акӑ Крепость валӗ, — манӑн чӗрем хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ. Ҫырма хӗрринчи Гранитная урам манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ, эпӗ унта вара хамӑрӑн тӳрем ҫырана аран-аран кӑна уйӑрса илтӗм. Анчах та хамӑр пӳртсен вырӑнӗнче чечек пахчи туни, нянькӑсем пӗчӗк ачасене кипкепе чӗркесе тенкелсем ҫинче чул кӗлеткесем пек ларни мана пуринчен ытларах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Кӑна кӗтменччӗ эпӗ. Эпӗ Крепость валӗ ҫинче хӑпма пӗлмесӗр чечек пахчи ҫине, бульвар ҫине — унта эпир рюхӑлла выляттӑмӑр — чылай вӑхӑт хушши тӗлӗнсе кайса пӑхса тӑтӑм. Ӗлӗк пушӑ ҫӗр пулнӑ вырӑнта халӗ тем ҫӳлӗш ҫурт туса лартнӑ, Ҫурт алӑкӗ умӗнче темӗн пысӑкӑш кӗрӗк тӑхӑннӑ хуралҫӑ уткаласа ҫӳрет. Эпӗ ун патнелле утса пытӑм.

— Энск электростанцийӗ, — хуравларӗ вӑл, эпӗ ҫурт ҫине кӑтартса, вӑл мӗнле япала иккенне ыйтсан.

— Эсир Сковородников ӑҫта пурӑннине пӗлместӗр-и?

— Судья-и?

— Мар.

— Апла-тӑк пӗлместӗп. Пирӗн Сковородников пӗрре ҫеҫ — судья ҫеҫ.

Эпӗ пӑрӑнтӑм. Сковородников старик судья пулма пултарнӑ-ши вара? Эпӗ хамӑрӑн тӑйлӑк-тайлӑк пӳрт вырӑнне туса лартнӑ ҫӳлӗ те илемлӗ ҫурт ҫине тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӑм. «Пултаратех пулӗ», — шутларӑм эпӗ.

— Судья пӗвӗпе мӗнлерех вӑл? Ҫӳлӗ-и?

— Ҫӳлӗ.

— Сухаллӑ-и?

— Сухалӗ ҫук, — Сковородниковшӑн кӳреннӗ пек пулса, ответлерӗ хуралҫӑ.

Ха, сухалӗ ҫук апла? Шанчӑк сахал.

— Ӑҫта пурӑнать вара вӑл судья?

— Гоголь урамӗнче, ӗлӗкхи Маркузе ҫуртӗнче.

Эпӗ ку пӳрте пӗлетӗп-ха. Вӑл хулари чаплӑ ҫуртсенчен пӗри. Алӑкран кӗмелли тӗлте, икӗ енче те, арӑслан пуҫӗсем пурччӗ. Каллех анраса кайрӑм эпӗ. Анчах ним тума та ҫук. Эпӗ ҫапах та, Сковородников старик сухалне кастарнине, судья пулнине, ҫавӑн пек чаплӑ ҫурта куҫнине ӗненмерӗм пулин те, Гоголь урамнеллех утрӑм.

Тепӗр ҫур сехетрен эпӗ Гоголь урамне, Маркузе ҫурчӗ умне ҫитрӗм. Арӑслан пуҫӗсем сакӑр ҫул хушшинче ватӑлма та ӗлкӗрнӗ, анчах ҫапах та вӗсем ҫилӗллӗн курӑнаҫҫӗ-ха. Эпӗ, кӗрес-и, кӗрес мар-и тесе, сарлака алӑк умӗнче аптӑраса тӑтӑм. Шӑнкӑртаттарса пӑхас мар-ши? Е миллиционертан адрес сӗтелли ӑҫтине ыйтса пӗлес-ши?

Кантӑкран Даша инке юратакан ҫӳҫеллӗ чӳрече каррисем курӑнаҫҫӗ, — эпӗ шӑнкӑртаттарса пӑхрӑм.

Мана вунултӑ ҫулалла ҫитнӗ хурарах кӑна хӗр, кӑвак фланель кӗпе тӑхӑннӑскер, ҫӳҫне яп-яка туса икӗ еннелле вырттарнӑскер, уҫса кӗртрӗ.

Вӑл хура санлӑ пулни мана анратса ячӗ.

— Сковородниковсем кунта пурнаҫҫӗ-и?

— Кунта.

— Дарья Гавриловна килте-и?

— Халех килет вӑл, — хуравларӗ хӗр, кулкаласа ман ҫине пӑхса. Куласса вӑл Саня пекех кулать, анчах та Саня ҫутӑрах сӑнлӑ, ҫивӗт вӗҫӗсем те унӑн кӑтраччӗ, куҫӗсем сеп-сенкерччӗ. Ҫук, Саня мар пулӗ.

— Кӗтсе пӑхма юрамӗ-ши?

— Юрамасӑр.

Эпӗ хамӑн арчана лартрӑм, пальтона хывса ҫакрӑм. Вӑл мана пысӑк та ҫутӑ пӳлӗме, таса та хаклӑ япаласем тултарнӑ тирпейлӗ пӳлӗме илсе кӗчӗ. Чи хакли кунта рояль. Ку ӗнтӗ пӗрре те Даша инке япали пек мар. Анчах та сенкер кӗленче вазӑсен хушшинче вырнаҫтарнӑ портрет, юр кӗрчӗсем хушшинче, хӑмӑш тенкел ҫинче ларакан паттӑр ҫын — ку ӗнтӗ Даша инке хӑех пек туйӑнать.

Эпӗ савӑннипе ытлашши айванла пӑхрӑм курӑнать. Хӗрача та ман ҫине шӑтарас пекех пӑхрӗ. Сасартӑк вӑл пуҫне пӗшкӗртрӗ те куҫхаршийӗсене, анне пекех, ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Эпӗ вӑл чӑннипех те Саня иккенне туйса илтӗм.

— Саня-и эсӗ? — терӗм эпӗ ӗненмесӗртерех.

Вӑл тӗлӗнсе кайрӗ.

— Ҫавӑ.

— Тӑхта, эсӗ сарӑччӗ-ҫке, — терӗм эпӗ чӗтренсе тухакан сассӑмпа. — Мӗнле-ха капла? Ялта пурӑннӑ чухне эсӗ сап-сарахчӗ. Халӗ, ав, темле хуралса кайнӑ.

Вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, ҫӑварне карса пӑрахрӗ.

— Мӗнле ялта?

— Атте вилсен, — терӗм те эпӗ, кулса ятӑм. — Эх, эсӗ те ҫав, ҫавна маннӑ! Пурне те маннӑ. Мана та астӑваймастӑн?!

Савӑннипе чӗлхем ҫыхланчӗ, ахӑр, манӑн. Эпӗ ӑна, сакӑр ҫул курманскерне, ҫав тери юрататтӑм, ҫитменнине тата вӑл анне пекех туйӑнать.

— Саня? — терӗ вӑл та. — Тур ҫырлах! Эпир вӗт сана тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ.

Вӑл мана ыталаса илчӗ.

— Саня, Саня! Эсех-ши вара ку? Даша инке те ҫук-ҫке. Лар-ха, лар, мӗн тума ура ҫинче тӑратӑн? Ӑҫтан эсе? Хӑҫан килтӗн?

Эпир юнашар лартӑмӑр, анчах та вӑл часах сиксе тӑрса манӑн арча патне кайма тӑчӗ.

— Тӑхта-ха пӑртакҫӑ! Ӑҫталла эсӗ? Ху мӗнле пурӑннине кала хӑть! Даша инке мӗнле пуранать?

— Эсӗ ху мӗнле? Мӗншӗн пӗр ҫыру та ямарӑн? Мӗн чухлӗ шырарӑмӑр эпир сана. Хаҫатсенче пӗлтерӳсем те кӑлартӑмӑр.

— Вуламан, — терӗм эпӗ, ӳкӗнсе.

Халь тин эпӗ хам ырӑ мар тунине чӑннипех туйса илтӗм. Ара хӑвӑн юратнӑ йӑмӑкупа тӗлӗнмелле Даша инкене манса кай-ха. Ӑна вӗт эпӗ таврӑнни ҫинчен те калама юрамасть. Савӑннипе вӑл, халь ҫеҫ Саня каланӑ тӑрӑх, вилсе выртма пултарать.

— Петя та шыраса пӑхрӗ сана, — малалла каларӗ Саня. — Нумаях пулмасть Ташкента ҫырса ячӗ. Вӑл сана Ташкентра пурӑнать пулӗ тет.

— Петька-и?

— Петька ҫав.

— Сковородников-и?

— Кам пултӑр тата?

— Ӑҫта вӑл?

— Мускавра, — терӗ Саня.

Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм.

— Нумайранпа-и?

— Тухса тарнӑранпах.

Петька Мускавра! Эпӗ тӗлӗннипе ним тума та пӗлмерӗм.

— Саня, эпӗ те ара Мускавра пурӑнатӑп-иҫ!

— Чӑнах-и?

— Чӑнах ҫав. Вӑл мӗнле пурӑнать? Мӗн тӑвать?

— Пырать, лайӑх. Вӑл кӑҫал шкултан вӗренсе тухать.

— Тӗлӗнмелле! Эпӗ те вӗренсе тухатӑп вӗт! Сан патӑнта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫук-и?

Сӑнӳкерчӗк ҫинчен ыйтсан, Саня кӑштах пӑлханнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Вӑл: «Халех», терӗ те тухса кайрӗ. Петька сӑнне кӗсйинчен кӑларчӗ тейӗн, ҫав самантрах ҫавӑрӑнса кӗчӗ.

— Итле-ха, илемлӗ вӗт вӑл, — терӗм те эпӗ, кулса ятӑм. — Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ-и?

— Ҫапла.

— Фу, мур илесшӗ, мӗнле ырӑ! Старик мӗнле? Тӗрӗсех-и вара?

— Мӗн пирки калатӑн эсӗ?

— Судья-и?

— Ҫапла. Вӑл ӗнтӗ пилӗк ҫул судьяра ӗҫлет.

Эпир пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, ыйта-ыйта пӗлтӗмӗр. Унтан Саня кухньӑна чупса кайрӗ, анчах та эпӗ ун хыҫӗнченех тухса: «Мана сансӑр кичем», терӗм. Ку ӗнтӗ тӗрӗсне те тӗрӗс — вӑл тухса кайсанах мана сасартӑк кичем пулма пуҫларӗ.

Эпир сӑмавар лартрӑмӑр, плитана хутса ятӑмӑр, унтан алӑк патӗнчи пӳлӗмре шӑнкӑрав сасси пулчӗ.

— Даша инке!

— Эсӗ кунтах тӑр-ха, — пӑшӑлтатса каларӗ Саня. — Эпӗ хатӗрлӗп ӑна. Унӑн чӗри япӑх вӗт…

Вӑл тухса кайрӗ. Эпӗ вара юнашар пӳлӗмре ҫак сӑмахсене илтрӗм:

— Даша инке, эсӗ тархасшӑн, ытлашши ан хумхан-ха. Манӑн ҫав тери ырӑ хыпар пур, санӑн ун пирки хумханса ӳкме кирлӗ мар, савӑнмалла кӑна.

— Ну, кала ӗнтӗ, качака путекки.

— Даша инке, паян эсӗ кукӑль пӗҫерес тенӗччӗ, пӗҫермех тивет.

— Петя килчӗ-им?

— Петине — Петя та-ха, анчах вӑлах та мар. Даша инке, пӑлханмастӑн-и?

— Ҫук.

— Чӑнах, те.

— Ну, чӑнах, эппин.

— Акӑ кам килчӗ! — Саня кухня алӑкне уҫса ячӗ.

Тӗлӗнмелле — Даша инке мана пӗрре пӑхнипех палласа илчӗ.

— Саня, — шӑппӑн кӑна каларӗ вӑл.

Вӑл мана ыталаса илчӗ, унтан куҫне хупрӗ те кайса ларчӗ. Эпӗ ӑна аллинчен тытрӑм.

— Ах, чӗппӗмҫӗм эс манӑн! Эсех-ши вара ку?

— Эпӗ, Даша инке.

— Тӗлӗк курмастӑп-ши эпӗ?

— Ҫук, Даша инке.

Анчах та Даша инке мана ӗненмерӗ, ахӑр, каллех куҫне хупрӗ, ҫывӑрнӑ пек пулчӗ.

— Чӗппӗмҫӗм манӑн! Сывах-и вара? Ӑҫта пултӑн эсӗ? Эпир вӗт сана пӗтӗм ҫут тӗнче тӑрӑх шырарӑмӑр.

— Пӗлетӗп, Даша инке. Айӑплӑ эпӗ.

— Айӑплӑ! Тур ҫырлах! Таврӑнчӗ-ха хӑй ҫапах, айӑплӑ тет тата. Ах, чунӑмҫӑм эс манӑн? Мӗнле маттурланса кайнӑ эсӗ — мӗнле чипер!

Даша инкешӗн эпӗ яланах чипер пулнӑ.

Ҫак ӗмӗр манми тӗлпулу ҫинчен мӗн каласа парам-ши, мӗскер аса илем-ши тата? Даша инке ҫур сӑмах каласанах сиксе тӑрса, Саньӑна пӑшӑлтатса: «Апат лартрӑн-и?» тенине каласа парсан кӑна ӗнтӗ. Эпӗ, сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме тултарса лартнине курсан, ҫакна апат умӗн «чӗре сури тумалли» тенине илтсен, ахӑлтатса кулса ятӑм.

Ҫак самантран вара манӑн ӗҫӗм-хӗлӗм те ҫиесси-ӗҫесси кӑна пулчӗ. Калаҫа-калаҫа ҫирӗм. Унтан Даша инке мана: «Эсӗ таса мар», терӗ. Вара ваннӑна кӗрсе ҫӑвӑнма тӳрӗ килчӗ. Ҫапла пӗр кун иртсе кайрӗ.

Каҫ кӳлӗм, ҫуса тасалнӑ хыҫҫӑн, ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ столовӑйӗнче лартӑм. Саньӑпа Даша инке пӗри — сылтӑм енче, тепри — сулахай енче манпа юнашарах вырӑн йышӑнса, ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса ларчӗҫ. Тӳррипе калатӑп, мана темле аван мар пек туйӑнса кайрӗ! Судья та таврӑнчӗ.

Хуралҫӑ суйман иккен — старик сухалне кастарнӑ. Вӑл пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл ҫилӗм тунине, ҫавӑн укҫипе пурӑнма шутланине никам та ӗненес ҫук.

Вӑл эпӗ таврӑннине пӗлнӗ иккен. Саня ӑна телефонпа пӗлтернӗ.

— Ну, ҫухалнӑ ывӑлӑм, — терӗ те вӑл мана, ыталаса илчӗ. — Эпӗ пуҫна касасран та хӑрамастӑн-и эсӗ? Эх, эсӗ те ҫав!

Хама тӳрре кӑларас тесе мӗн калама пултарнӑ-ха эпӗ? Эпӗ ӳкӗнме кӑна пултартӑм.

Сӗм ҫӗр варринче эпир унпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр. Старик, эпӗ Энскран тухса кайсан мӗн-мӗн тунине, мӗнле пурӑннине пӗлесшӗн пулчӗ. Вӑл, чӑн-чӑн судья пекех, манӑн мӗнпур пек ӗҫӗмсем ҫинчен, шкулпа хамӑн пурнӑҫӑм ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Эпӗ хам летчик пулма ӗмӗтленни ҫинчен каласа патӑм, вӑл ҫӑп-ҫӑра куҫхаршийӗ айӗнчен пӑхса, чӗнмесӗр ларчӗ.

— Ҫар летчикӗ-и?

— Ҫурҫӗр летчикӗ. Кирлӗ пулсан, ҫар летчикӗ.

Вӑл чӗнмерӗ.

— Хӑрушӑ, анчах та лайӑх, интереслӗ ӗҫ, — терӗ вӑл. Эпӗ ӑна хам Энскине Катя хыҫӗнчен йӗрлесе килнине ҫеҫ каламасӑр хӑвартӑм. Тӑван хулана, тӑван киле, Катя пулман пулсан, нумай вӑхӑт хушши таврӑнаймасӑр ҫӳресси ҫинчен калама манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм ҫаврӑнмарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех