Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.24 22:42

Пуплевӗш: 69; Сӑмах: 685

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ӗҫ ҫӳретмелле

Тепӗр ирхине анне чирлесе ӳкмен пулсан, эпӗ мӗнле пулсан та хам пӗлтерес тенине пӗлтереттӗмччех. Анне манӑн яланах темӗнле тӗлӗнмеллескерччӗ, анчах вӑл кун пек пулнине эпӗ нихҫан та курман.

Ӗлӗкрех, сасартӑк сехечӗ-сехечӗпе кантӑк умӗнче тӑма е ҫӗр варринчех, вырӑн ҫинчен тӑрса, тул ҫутӑличчен кӗпе вӗҫҫӗн сӗтел умӗнче ларма пуҫласан, атте ӑна темиҫе кунлӑха яла, киле илсе каятчӗ, унтан вара вӑл сывалса таврӑнатчӗ. Халӗ ӗнтӗ акӑ атте ҫук, анчах, тӳррипе каласан, халӗ ӗнтӗ унта илсе кайни те пулӑшас ҫук!

Вӑл ҫара пуҫӑн, ҫара уран ҫенӗхре тӑратчӗ, пӳрте кам та пулин кӗрсе кайнӑ чухне те ҫаврӑнса пӑхмастчӗ. Яланах чӗнместчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна анраса кайса пӗр-икӗ сӑмах хушкалатчӗ.

Манран хӑратчӗ, ахӑр, вӑл. Эпӗ «калаҫма» тытӑнсан, пичӗ-куҫӗ улшӑнатчӗ унӑн, вӑл вара хӑлхисене хупласа хуратчӗ. Темскер аса илесшӗн пулнӑ пек аллаппипе куҫне, ҫамкине сӑтӑркаласа пӑхатчӗ. Даша инке ӑна тӗрлӗ май йӑпатма тӑрӑшатчӗ. Ун пек чухне вара анне хура та хӑрушӑ куҫӗсемпе ҫаврӑнса пӑхатчӗ. Даша инке те ӑна курсан вӑрттӑн-вӑрттӑн сӑхсӑхса илетчӗ.

Анне тӑна кӗриччен пӗр-икӗ эрне иртрӗ пулас. Анчах та вӑл ҫаплах-ха хӑй мӗн тунине манса кайнипе асапланатчӗ, ерипен-ерипен вӑл калаҫма, килтен тухма, ӗҫлеме тытӑнчӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл час-часах «ӗҫ ҫӳретмелле» теме пуҫларӗ. Чи малтанах ку сӑмаха Сковородников старик, унтан Даша инке, унтан вара хамӑр килхушшинче пурӑнакансем пурте калама пуҫларӗҫ. Ӗҫ ҫӳретмелле! Маншӑн ҫак сӑмах темшӗн Сергиевский урамри ача-пӑча теттисем сутакан «Эврика» магазина аса илтеретчӗ. Унта та каллӗ-маллӗ ҫӳрекен теттесем ҫакӑнса тӑратчӗҫ.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, эпӗ ҫак сӑмах пачах урӑх япала иккенне ӑнланса илтӗм.

Вӑл кун пире анне, йӑмӑкпа иксӗмӗре, хӑйпе пӗрле ертсе кайрӗ. Эпир «присутствие» йӑлӑнма кайрӑмӑр. «Присутстви» вӑл — Пасар площачӗ хыҫӗнчи, тимӗр карта ӑшӗнчи тӗксӗм ҫурт.

Ирпе чиновниксем присутствие кайнине эпӗ темиҫе хутчен те курнӑ. Таҫтан-муртан килсе кӗчӗ-тӗр мана ку шухӑш, эпӗ ӑна хам та пӗлейместӗп, анчах та чиновниксем маншӑн ҫав ҫуртрах юлнӑ пек, тепӗр ирхине вара унта урӑх чиновниксем, тепринче тата урӑххисем пынӑ пек туйӑнатчӗ маншӑн.

Эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр тимӗр сак ҫинче, тӗксӗм коридорта чылайччен лартӑмӑр. Хут тытнӑ хуралҫӑсем чупкаласа ҫӳрерӗҫ, алӑксем шалтлатса кӑна тӑчӗҫ. Акӑ анне те килчӗ, йӑмӑка аллинчен ҫавӑтса кайрӗ, эпӗ вӗсен хыҫӗнчен чупрӑм. Эпир кӗнӗ пӳлӗме хӑмапа пӳлнӗччӗ. Ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпӗ хамӑн анне кампа калаҫнине, кам умӗнче пуҫ тайнине пӗлеймерӗм. Анчах та эпӗ пӗр ҫын ним пӑлханмасӑр, пӗр шухӑшсӑр сӑмахсем каланине пурпӗрех илтрӗм. Ҫав сӑмахсене хирӗҫ ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере пӗр эпӗ ҫеҫ ответ пама пултараттӑмччӗ.

— Григорьев Иван… — страницӑсем уҫӑлса хупӑнни, кӑштӑртатни илтӗнчӗ. — 1454-мӗш статья. Ҫынна юри вӗлерни. Мӗн кирлӗ тата сире, чипер ҫыннӑм?

— Ваше благородие, — сассине улӑштарса, чӗтресе каларӗ анне, — вӑл айӑплӑ мар. Вӑл ӗмӗрне те ҫын вӗлермен.

— Йӗркине суд хӑех тупӗ.

Эпӗ тахҫантанпах чӗрне вӗҫҫӗн тӑратӑп, пуҫа каҫӑртса анне ҫине пӑхатӑп. Вӑл халь-халь кайса ӳкес пек туйӑнать. Анчах та эпӗ барьер урлӑ вӑрӑм пӳрнесене ҫеҫ куратӑп. Ҫав типнӗ алӑ ҫинчи куҫлӑх майӗпен кӑна силленкелет.

— Ваше благородие, — терӗ каллех анне, — манӑн суда прошени парас кӑмӑл пур. Хамӑр ҫуртра пурнакансем пурте алӑ пусрӗҫ.

— Прошени пама пултаратӑн, ун валли сирӗн пӗр тенкӗлӗх гербовӑй марка илмелле пулать.

— Эпир тӳленӗ. Ваше благородие, ҫӗҫҫи унӑн мар вӗт.

Ҫӗҫӗ?! Эпӗ ҫак сӑмаха илтмесӗр юлтӑм пуль тесе шутларӑм.

— Кун пирки айӑпланакан хӑех каланӑ.

— Вӑл ҫӗҫҫе ҫухатни тен эрне те ытла пулӗ. Эпӗ аннен тутисем чӗтренине куртӑм.

— Тупнӑ пулӗччӗҫ ӑна, ырӑ ҫыннӑм! Пӗр сӑмахпа каласан, суд йӗркине тупӗ.

Урӑх эпӗ нимӗн те илтмерӗм. Ҫак самантра тин ӗнтӗ эпӗ аттене мӗншӗн тытса кайнине пӗлсе илтӗм. Атте мар, эпӗ ҫухатнӑ вӑл ҫӗҫҫе, монтерсен йывӑҫ авӑрлӑ кивӗ ҫӗҫҫине. Ирхине эпӗ ҫав ҫӗҫҫе шырарӑм. Ҫав каҫхине вӗлернӗ ӗнтӗ хурӑлҫа. Вӑл ҫӗҫӗ — эпӗ понтоннӑй кӗпер ҫинче, хуралҫӑ ҫине пӗшкӗнсе пӑхса тӑнӑ чухне манӑн кӗсьерен тухса ӳкме пултарнӑ. Петька Сковородников пысӑклатакан кӗленче витӗр пӑхса ҫав ҫӗҫӗ аври ҫине манӑн хушамата касса кӑларнӑччӗ.

Ҫаксене аса илсен, Энск присутствинче, тӗксӗм залра, ҫӳлӗ барьер хыҫӗнче ларакан чиновниксем манӑн сӑмахсене пурпӗрех ӗненмен пулӗччӗҫ тесе шухӑшлатӑп эпӗ халӗ. Анчах та ун чухне! Мӗн чухлӗ шухӑшлатӑп, ҫавӑн чухлӗ манӑн чунӑм тӑвӑлса пырать. Манӑн айӑпа пула аттене тытса кайрӗҫ, манӑн айӑпа пула эпир укҫасӑр выҫӑ ларатпӑр. Манӑн айӑпа пула анне пӗр ҫул хушши пуҫтарса туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ пустав пальтопа сутса ятӑмӑр, манӑн айӑпа пула аннен присутствие ҫӳреме, чӗтренсе тухакан сассипе калаҫма, вӑрӑм та хытанка пӳрнеллӗ, куҫлӑх тытнӑ куҫа курӑнман ҫын умӗнче пуҫ тайма тивет…

Эпӗ хам чӗлхесӗррине ун чухнехи пек нихӑҫан та туйса илмен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех