Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Фаталист

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 19:12

Пуплевӗш: 181; Сӑмах: 2715

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗрре мана тепле майпа казаксен станцинчи сулахай флангра пӗр икӗ эрне хушши пурӑнма тӳрӗ килчӗ; ҫавӑнтах пӗр батальон пехота та тӑратчӗ; офицерсем пӗр-пӗрин патне пухӑнатчӗҫ, каҫсерен картла вылятчӗҫ.

Пӗрре, бостонпа йӑлӑхса ҫитсе, картсене сӗтел айне пӑрахсан, эпир С. майор патӗнче пайтахчен ларсаттӑмӑр; калаҫу яланхи пек мар илӗртмелле пулчӗ. Сӑмахӑмӑр этем ӑраскалне пӗлӗт ҫинче ҫырса хунӑ тесе шухӑшлакан мусульмансем пек ҫынсем хамӑр хушӑра та нумай пурри ҫинчен пычӗ; кашниех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ.

— Тӑвансем, эпир калаҫни нимӗскере те татса параймасть, — терӗ ватӑ майор, — шухӑшӑрсене тӗрӗс тесе калакан хӑрушӑ япаласене сирӗнтен никам та курман вӗт? — терӗ вӑл.

— Курманах ӗнтӗ, анчах эпир шанчӑклӑ ҫынсенчен илтнӗ, — терӗҫ нумайӑшӗ.

— Ҫаксем пӗри те тӗрӗс мар! — терӗ тахӑшӗ. — Ӑҫта вӗсем, пирӗн хӑш сехетре вилме пӳрнине ҫырса хунӑ.

Списока курнӑ шанчӑклӑ ҫынсем?.. Малтанах ҫапла пӗлсе тӑни пур пулсан, мӗншӗн эппин пире ӑс-хакӑл та, ирӗк те панӑ-ха? Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа памалла?

Ҫав вӑхӑтра пӗр офицер, пӳлӗм кӗтессинче лараканскер, ура ҫине тӑчӗ те, сӗтел патне васкамасӑр пырса, пурин ҫине те лӑпкӑн та савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ. Вӑл серб ҫынниччӗ, ҫапла иккенне ятӗнчен те пӗлме пулать.

Вулич поручикӑн сӑн-сӑпачӗ хӑйӗн характерне тивӗҫлӗччӗ. Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ.

Вӑл паттӑр пулнӑ, сахалтарах та, анчах тӳрӗ калаҫать, хӑйӗн ӑшӗнчи е ҫемьери вӑрттӑн шухӑшӗсене никама та пӗлтермест; эрех тутанса та пӑхмасть, темелле: ҫамрӑк казачкӑсем хыҫҫӑн, — вӗсене хӑйсене курмасӑр ытарайманлӑхне пӗлме йывӑр, — вӑл нихҫан та сӗтӗрӗнмен. Ҫапах та полковник арӑмӗ, унӑн ҫивчӗ куҫне кура, ун ҫине ӑшшӑн пӑхкалать, тетчӗҫ: вӑл вара ҫакӑн ҫинчен юптарса каласан ҫилленмеллипех ҫилленетчӗ.

Вулич картла выляма пит юратать — ӑна вӑл никамран та пытарса тӑмасть вара. Симӗс сӗтел хушшинче вӑл пурин ҫинчен те манса каять; ҫитменнине, ялан тенӗ пекех, выляса ярать; анчах выляса яни унӑн выляс кӑмӑлне хӗтӗртет кӑна. Пӗрре ҫапла, экспедици ирттернӗ чух, ҫӗрле, вӑл минтер ҫинче банк янӑ пулать те, унӑн калама ҫук пысӑк ӑнӑҫ пулнӑ, имӗш. Ҫав вӑхӑтра сасартӑк пӑшалсемпе пени илтӗне пуҫланӑ, пӑшӑрханнипе пурте сиксе тӑнӑ та пӑшалӗсем патне чупнӑ. «Хур-ха пӗтӗм банкна!» тесе кӑшкӑрса янӑ, тет, Вулич чи хӗрӳллӗ понтерӗсенчен пӗрне: «манӑн ҫиччӗллӗ карт каять», тесе каланӑ, тет, лешӗ чупса кайнӑ майӑн. Ҫынсем хӑшкӑлса чупнине пӑхмасӑр Вулич карт валеҫсе панӑ, тет.

Вӑл ыттисем патне ҫитнӗ ҫӗре лере вӑйлӑ кӗрешӳ пынӑ. Вулич пульӑсем ҫинчен те, чеченецсен хӗҫӗсем ҫинчен те шухӑшламан: вӑл хӑйӗн телейлӗ понтерне шыраса тупнӑ.

— Ҫиччӗллине патӑм сана, — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл ӑна, вӑрманти тӑшмана хӗссе кӑларма пуҫланӑ салтаксем хушшинче курсан, унтан ҫывӑхарах пырса, вӑл хӑйӗн кошелекӗпе бумажникне кӑларнӑ та, лешӗ кунӑн парӑмне йышӑнасшӑн пулмасан та, укҫине тыттарса хӑварнӑ. Парӑмне татнипе кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, вӑл малалла чупнӑ, салтаксене хӑй хыҫҫӑн ертсе кайнӑ, вара вӑл кӗрешӳ вӗҫне ҫитичченех хирӗҫ нимӗн хӑрамасӑр ҫапӑҫнӑ.

Вулич поручик сӗтел патне пырса тӑрсан, вӑл пӗр-пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвасса кӗтсе, пурте шӑп пулчӗҫ.

— Тӑвансем, — терӗ вӑл, сасси унӑн лӑпкӑ та, анчах яланхинчен хулӑнрах, — тӑвансем, мӗн тавлашмалли пур унта. Сире кӑтартса пани кирлӗ: — хӑвӑр ҫинчех сӑнаса пӑхма сӗнетӗп сире этем хӑй пурнӑҫне хӑй тыткалама пултарнине. Кашни ҫыншӑнах вӑл хӑҫан вилмеллине малтанах палӑртса хунӑ-и?.. Кам ҫавна пӗлмешкӗн килӗшет?

— Эпӗ мар, эпӗ мар! Вӑт тӗлӗнтермӗш! Тупнӑ-ҫке шыраса!.. — тенӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ пур енчен те.

— Тавлашатӑп, — терӗм эпӗ шӳт туса.

— Мӗнле?

— Ҫынна мӗн пулмаллине малтанах ҫырса хуман, тетӗп, — терӗм эпӗ кӗсьере тӑрса юлнӑ пӗр-ик виҫ теҫетке червонеца пӗтӗмпех сӗтел ҫине силлесе.

— Тупӑшатӑп, — терӗ Вулич янраман сасӑпа. — Майор, эсир судья пулатӑр; акӑ, вун пилӗк червонец; ытти пиллӗкӗшне, сирӗн мана памалли пурччӗ, хутӑма кӗрӗр-ха эппин, вӗсене ҫаксем ҫумне хушӑр-ха.

— Юрӗ, — терӗ майор, — анчах ӑнкараймастӑп-ха, чӑнах, мӗн пирки те мӗнле майпа тавлашӑва татас тетӗр вара эсир?..

Вулич нимӗн шарламасӑр майор ҫывӑракан пӳлӗме кӗчӗ; эпир ун хыҫҫӑн пытӑмӑр. Хӗҫ-пӑшал ҫакӑнса тӑракан стена патне пырса тӑчӗ те вӑл, пӑтари тӗрлӗ калибрлӑ пистолетсенчен пӗрне, ал айне лекнине, ярса илчӗ. Эпир ӑна ӑнланманччӗ-ха; анчах вӑл курокне пемелле туса лартса тар сапсан, нумайӑшӗ ирӗксӗрех кӑшкӑрса ячӗҫ те ӑна аллинчен ярса тытрӗҫ.

— Мӗн тӑвасшӑн эсӗ? — итле-ха, капла ӑнран кайни пулать-ҫке! — тесе кӑшкӑрчӗҫ ӑна.

— Тӑвансем! — терӗ вӑл, вӑраххӑн хӑй аллине вӗҫертсе. — Кам вара маншӑн ҫирӗм червонец тӳлесшӗн?

Пурте шӑп пулчӗҫ, аяккалла пӑрӑнчӗҫ.

Вулич тепӗр пӳлӗме тухрӗ те сӗтел умне ларчӗ, пурте ун хыҫҫӑн тухрӗҫ. Вӑл пире пурсӑмӑра та ларса тухма сӗнчӗ. Сӑмах хушмасӑрах ӑна итлерӗмӗр: ҫав самантра вӑл темӗнле сисмен хушӑрах пире хӑй аллине ҫавӑрса илчӗ. Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм; ман ҫине вӑл куҫне пӗр сиктермесӗр те лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, шуранкарах тути йӑвашшӑн кулкаларӗ; хӑй нимӗн пирки те пӑшӑрханмастчӗ пулин те, эпӗ унӑн шуралса кайнӑ пит-куҫӗнче вилӗм мӗлки палӑрнине ас туса илтӗм. Тахҫантанпах салтакра тӑнисем каласа панӑ тӑрӑх та, хам та асӑрханӑ ӗнтӗ — ҫитес сехетсенче вилмелли ҫыннӑн пит-куҫӗнче темӗнле вилӗм шӑпи вӗҫне ҫитни палӑрать, хӑнӑхнӑ куҫ ҫавна асӑрхасан йӑнӑшма та пултараймасть.

— Эсир паян вилетӗр! — терӗм эпӗ ӑна. Вӑл ман еннелле вӑр-вар ҫаврӑнчӗ те ҫапах та вӑраххӑн, лӑпкӑн сӑмах хушрӗ:

— Вилесси те пулӗ, вилмӗп те-и, тен…

Унтан вӑл майор еннелле ҫаврӑнчӗ те пистолета авӑрланӑ-и тесе ыйтрӗ. Майор, ӑшӗ вӑрканине пула, лайӑх ас тумасть.

— Ҫитӗ, Вулич! — тесе кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ: — пуҫ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑнӑскере авӑрланах ӗнтӗ; мӗн шӳт тӑвасси пур!..

— Айванла шӳт! — терӗ тепри.

— Пилӗк тенкӗ вырӑнне аллӑ тенкӗ хуратӑп, пистолета авӑрламан! — тесе кӑшкӑрчӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Ҫӗнӗрен тупӑшма хатӗррисем те пулчӗҫ.

Ҫак вӑрӑм церемони мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

— Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ, — е перӗнӗр, е пистолета хӑй вырӑнне ҫакса хурӑр, ҫывӑрма каймашкӑн та вӑхӑт.

— Тӗрӗс, ҫывӑрма каяр, — тесе кӑшкӑрчӗҫ ыттисем.

— Тӑвансем, ан тапранӑр вырӑнӑртан! — терӗ Вулич, пистолет кӗпҫине ҫамки ҫине тӗллесе. Пурте хытса кайнӑ пек пулчӗҫ.

— Печорин господин, — тесе хушса хучӗ вӑл, — пӗр картне илсе ҫӳлелле ывӑтӑр-ха.

Халь те ас тӑватӑп-ха, сӗтел ҫинчен черви туз картне илтӗм те ҫӳлелле ывӑтрӑм: пурте сывлами пулчӗҫ; куҫсем пурин те, сехӗрленнипе тата тем курас пуррине пӗлес килнипе, пистолет патӗнчен вилӗм тузӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ, лешӗ сывлӑшра пӑлтӑртатса ҫаврӑнса васкамасӑр анать: вӑл сӗтел ҫумне перӗннӗ самантра Вулич пистолет пускӑччине вӗҫертрӗ те… осечкӑ!..

— Мухтав турра! — авӑрламан иккен тесе кӑшкӑрса ячӗҫ нумайӑшӗ.

— Ҫапах та пӑхӑр-ха, — терӗ Вулич. Вӑл каллех курокне пемелле май туса ҫӗклерӗ те чӳрече патӗнче ҫакӑнса тӑракан карттуса тӗллерӗ: пӑшал сасси янраса кайрӗ — пӳлӗме тӗтӗм тухса тулчӗ; тӗтӗм сирӗлсен, карттусне пӑта ҫинчен илчӗҫ те: пульӑ шӑпах варринчен тухса кайнӑ иккен, стена ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Пӗр виҫӗ минут хушши никам та сӑмах чӗнеймерӗ; Вулич манӑн червонецсене хӑйӗн кошелокне чиперех пуҫтарса чикрӗ.

Мӗншӗн пистолет пӗрремӗш хут персе яманни ҫинчен апла та капла калаҫа пуҫларӗҫ; хӑшӗсем: тарӗ таса мар пулнӑ пулӗ, теҫҫӗ, теприсем, пӑшӑлтатса: малтан тарӗ чӗрӗ пулнӑ та, Вулич кайран типпине хушнӑ, теҫҫӗ; ҫав юлашки шухӑш тӗрӗс мар тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пистолет ҫинчен куҫӑма пӗрре те сиктермерӗм.

— Вӑйӑра эсир телейлӗ вара! — терӗм эпӗ Вулича…

— Ҫуралнӑранпа та пӗрремӗш хут кӑна, — терӗ вӑл, хӑйпе хӑй ҫырлахнӑ май, йӑл кулса: — ку вара банкпа штосран лайӑхрах.

— Анчах хӑрушӑрах та-ҫке.

— Мӗнле-ха эсир, пӳрни пулать тенине ӗненме пуҫларӑр-и ӗнтӗ?

— Ӗненетӗп те-ха, анчах ӑнланаймастӑп акӑ, мӗншӗн мана эсир паян пур пӗрех вилмелле пек туйӑнаттӑрччӗ?

Халь кӑна хӑйне ҫамкинчен пӗр пӑшӑрханмасӑр пеме тӗллекен ҫын сасартӑк хӗрелсе кайрӗ те нимӗн калама аптраса тӑчӗ.

— Ҫитӗ ӗнтӗ! — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса. — Эпир тупӑшса пӗтертӗмӗр акӑ, халӗ сирӗн сӑмахӑрсем те вырӑнсӑр… Вӑл ҫӗлӗкне илчӗ те тухса кайрӗ. Ку мана темӗне асӑнтарчӗ — чӑнах та ахаль пулмарӗ ҫав.

Вулич хӑтланчӑшӗ ҫинчен тӗрлӗрен калаҫса, часах пурте килӗсене саланчӗҫ, мана ӗнтӗ эгоист та, терӗҫ пуль, мӗншӗн тесен эпӗ перӗнсе вилес текен ҫынпа тупӑшрӑм; мансӑр пуҫне вӑл ҫакӑн пек майлӑ вӑхӑт тупайман, тейӗн ҫав!..

Станица ҫывӑхӗнчи пушӑ тӑкӑрлӑкпа эпӗ килелле таврӑнатӑп: хӗрелнӗ тулли уйӑх пӳртсен пӗр тикӗс мар тавра курӑмӗ хыҫӗнчен пушар шевли пек курӑна пуҫларӗ; кӑн-кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем лӑпкӑн ялкӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫине пӑхнӑ май, тахҫан ӗлӗк-авал ӑс-тӑнлӑ шутланнӑ ҫынсен шухӑшӗ аса килсе кайрӗ мана. Ҫав ҫӑлтӑрсем, имӗш, ҫӗр ҫинчи ҫав пӗчӗк ҫӗр татӑкӗшӗн пыракан айван тавлашӑва е этем юри шухӑшласа кӑларнӑ тивӗҫлӗхсемшӗн кӗрешнӗ ҫӗре вӗсем те хутшӑнаҫҫӗ пулать; мана ытла кулӑшла пек туйӑнчӗ. Мӗн курӑнать иккен: ҫав лампадӑсем, вӗсен шухӑшӗпе пӗр вӗсен кӗрешӗвӗсемпе уявӗсене ҫеҫ ҫутатса тӑма чӗртнӗскерсем, ӗлӗкхи пекех ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, вӗсен кӑмӑлӗсемпе шанчӑкӗсем вара, пӗр-пӗр шухӑшсӑр ҫулҫӳревҫӗ вӑрман хӗрринче хунӑ вут пек тахҫанах хӑйсемпе пӗрле сӳнсе ларнӑ ӗнтӗ! Анчах мӗнле вӑй-хӑват та мӗнле шанчӑк парса тӑнӑ-ха вӗсене ҫав тӳпе, хӑйӗн хисепсӗр йышлӑ ҫӑлтӑрӗсемпе ҫутатса, чӗлхесӗр те пулин вӗсен хутне тӳреммӗн кӗрем пек пулса!.. Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…

Ҫавӑн евӗрлӗ ытти шухӑшсем те чылай иртрӗҫ ман асӑмра; вӗсене тытса чармарӑм эпӗ, мӗншӗн тесен кирек мӗнле те пулин шухӑш ҫинче чарӑнса тӑма юратмастӑп; мӗн усси пултӑр унтан…

Хамӑн малтанхи ҫамрӑклӑхра эпӗ ӗмӗтленсе ҫӳрекен ҫын пулнӑ; эпӗ яланах хамӑн лӑплана пӗлмен вылянчӑк ӑс сӑнласа панӑ тӗксӗмпе хаваслӑ сӑн-сӑпата ачашланӑ, анчах мӗн юлчӗ вара унран ман валли? Тӗлӗкре хам ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн халӑм пӗтни тата хӗрхенӳпе тулса тӑракан тӗлсӗр аса илӳ ҫеҫ. Ҫав усӑсӑр кӗрешӳре эпӗ чӗрери кӑвара та, чӑн-чӑн пурнӑҫра кирлӗ хӑвата та кӑлӑхах пӗтерсе тунӑ иккен; ҫак пурнӑҫа эпӗ шухӑшпа пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн кӗтӗм, ҫавӑнпа мана ытла кичем те ирсӗр пулса кайрӗ, хӑй хӑйшӗн тахҫанах паллӑ кӗнеке майлӑ ҫырнӑ начар произведенине вулакан ҫыннӑн кӑмӑлӗ пӑтраннӑ пек пулать.

Ҫав каҫхине пулса иртнӗ ӗҫсем ман ӑшӑмра самаях тарӑн йӗрсем хӑварчӗҫ, манӑн нервӑсене те урмӑштарчӗҫ. Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм. Ҫавнашкал сыхланни, питӗ вырӑнлӑ пулчӗ: эпӗ темӗскерле самӑр те ҫемҫе япала ҫине кӗҫех такӑнса ӳкмен иккен, чӗрӗ япала пулчӗ пулас. Пӗшкӗнтӗм — уйӑх тӳрех ҫул ҫине ҫутатма пуҫланӑччӗ — мӗскер куратӑп-ха? Ман умра ҫурмаран хӗҫпе касса пӑрахнӑ сысна выртать… Ӑна пӑхкалама ӗлкӗртӗм кӑна, ура сасси те илтрӗм: тӑкӑрлӑкран икӗ казак чупса тухрӗҫ, пӗри ман пата пырса тӑчӗ те: эсир сысна хӑвалакан ӳсӗр казака курман-и, тесе ыйтрӗ. Казакне курман, тесе ӑнлантарса патӑм та эпӗ ӑна, лешин чӑрсӑр паттӑрлӑхӗ мӗн туса хунине кӑтартрӑм.

— Эккее, хурах! — терӗ иккӗмӗш казакӗ. — Чихирь ӗҫсе чӑнтӑхать те мӗн тӗле килнине йӑлтах турама пуҫлать. Кайӑпӑр ун хыҫҫӑн, Еремеич; ӑна ҫыхса пӑрахмаллах, унсӑрӑн…

Вӗсем кайрӗҫ, эпӗ хам ҫулпа малалла хытӑрах асӑрханса утрӑм та юлашкинчен чиперех хамӑн хваттере ҫитрӗм.

Эпӗ пӗр ватӑ уретник патӗнче пурӑнаттӑм, ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, уйрӑмах тата Настя ятлӑ лайӑх хӗрӗшӗн юрататтӑм.

Хӗрӗ вара пӗчӗк кӗрӗкӗпе чӗркеннӗ те, яланхи пекех, эпӗ килессе кӗҫӗн алӑк патӗнче кӗтсе тӑрать; уйӑх унӑн каҫхи сулхӑнпа кӑвакарнӑ пӗчӗк те чипер тутисене ҫутатать. Вӑл мана палласа илчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ, анчах манӑн унпа йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук. «Сывӑ пул, Настя!» терӗм эпӗ ун умӗнчен иртсе кайнӑ чух. Вӑл темӗн каласшӑнччӗ, анчах ассӑн кӑна сывласа илчӗ.

Хам кӗнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм алӑкне хупрӑм, ҫурта ҫутрӑм та вырӑн ҫине выртрӑм; ыйхӑм кӑна ку яхӑнта яланхинчен те ытларах кӗттерчӗ. Ҫывӑрса каяс чухне хӗвелтухӑҫ ҫуталма пуҫланӑччӗ, анчах та манӑн ҫав каҫхине ҫывӑрса тӑранас ҫуккине пӗлӗт ҫинех ҫырса хунӑ пулӗ ҫав. Ирпе тӑватӑ сехетре ман чӳречерен иккӗн шаккарӗҫ. Мӗн пулнӑ, тесе, эпӗ сиксе тӑтӑм: «Тӑр, тумлан!» тесе кӑшкӑрчӗҫ мана темиҫен. Эпӗ васкаварлӑн тумлантӑм та тухрӑм. «Пӗлетӗн-и мӗн пулнине?» — терӗҫ мана илме пынӑ виҫӗ офицер пӗр харӑссӑн, хӑйсем вилнӗ пекех кӑвакарса кайнӑ.

— Мӗн?

— Вулича вӗлернӗ.

Эпӗ юпа пек хытса кайрӑм.

— Чӑнах вӗлернӗ! — терӗҫ вӗсем малалла. — Каяр хӑвӑртрах.

— Ӑҫта каймалла вара?

— Кайнӑ чух пӗлӗн.

Кайрӑмӑр. Вӗсем мана, Вулич виличчен ҫур сехет малтан ӑна пур пӗр вилмелле ҫӗртен ҫӑлса хӑварнӑ турӑ ҫырни пирки тӗрлӗрен асӑрхаттарусем хушса, мӗн пулнине йӑлт каласа пачӗҫ… Вулич тӗттӗм урам тӑрӑх пӗчченех иртсе пынӑ: ун умӗнчен ҫав сыснана касса пӑрахакан ӳсӗр казак иртсе пынӑ пулнӑ, ӳсӗрри ӑна асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ пулӗччӗ, тен, Вулич ӑна чарса тӑман пулсан. — Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ. Мана хирӗҫ пулнӑ икӗ казак, вӗлерекенне хӑваланӑ май, аманнӑскере ҫӗклесе тӑратнӑ, анчах лешӗн чун тухасси ҫеҫ юлнӑ та пӗр икӗ сӑмах кӑна хушнӑ; «Вӑл тӗрӗс каларӗ!» — тенӗ. Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине эпӗ ҫеҫ чухларӑм; вӗсене ман пиркиех каланӑ ӗнтӗ; эпӗ мӗскӗне кӗтмен ҫӗртенех унӑн ӑраскалне каласа патӑм; инстинктӑм улталамарӗ ҫав мана: унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗнче эпӗ вилӗм ҫывхарнине кӑтартакан паллӑна тӗрӗс сӑнаса илтӗм иккен.

Вӗлерекенни станица вӗҫӗнчи пушӑ пӳртре хупӑнса ларнӑ, эпир унталла каятпӑр. Хӗрарӑмсем ҫав еннелле макӑра-макӑра чупаҫҫӗ, кая юлса тухнӑ казак, кинжалне васкавлӑн хӑй ҫумне чиксе, пиртен чупса иртрӗ.

Шуйхану ытла хӑрушӑ пулчӗ.

Акӑ ӗнтӗ ҫитрӗмӗр те эпир; пӑхатпӑр: алӑкӗсемпе чӳрече хупӑлчисене шалтан питӗрнӗ пӳрт тавра халӑх пухӑннӑ. Офицерсемпе казаксем хӑйсем хушшинче хӗрӳллӗн калаҫаҫҫӗ, хӗрарӑмсем тӗрлӗ сӑмахсем каласа йӗреҫҫӗ. Вӗсем хушшинче эпӗ ӑсран каясса ҫитнӗ карчӑкӑн питне-куҫне асӑрхарӑм. Хӑй вӑл чӗркуҫленнӗ те, пуҫне аллисемпе тытса, хулӑн пӗрене ҫинче ларать: вӑл иккен ҫын вӗлерекенӗн амӑшӗ пулнӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн тутисем хускалкалаҫҫӗ… кӗл тӑватчӗҫ-ши вӗсем е ылханатчӗҫ-ши.

Преступнике тытас тесе, мӗн те пулин тумаллахчӗ ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра. Ҫапах никам та чи малтан кӗрсе кайма хӑват ҫитереймест.

Эпӗ чӳрече патне пытӑм та унӑн хупӑлчи хушӑкӗнчен пӑхрӑм: вӑл, сӑнсӑрланса кайнӑскер, урайӗнче выртать, сылтӑм аллине пистолет тытнӑ, юнланнӑ хӗҫӗ умӗнче выртать. Чарӑлса кайнӑ куҫӗсем хӑрушшӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӑй чӗтресе илет те, ӗнерхине аса илнӗ пек пулса, хӑйне пуҫӗнчен ярса тытать. Ҫавӑн алчӑранӑ куҫӗнче эпӗ пысӑк хастарлӑх пуррине кураймарӑм, ҫавӑнпа майора: эсир кӑлӑхах алӑка ҫӗмӗрместӗр, казаксене ҫавӑнта кӗрсе кайма хушмастӑр, терӗм эпӗ, ӑна халь тытсан лайӑхрах пулать, кайран вӑл тӑна кӗме те пултарать, тӗрӗм.

Ҫав вӑхӑтрах ватӑ есаул алӑк патне пычӗ те ӑна ятран чӗнчӗ, лешӗ сасӑ пачӗ.

— Ҫылӑха кӗтӗн, Ефимыч шӑллӑм, — терӗ есаул: — ҫавӑнпа ним тума та ҫук, парӑн ӗнтӗ.

— Парӑнмастӑп! — терӗ казак.

— Турӑран хӑра! Эсӗ ылханлӑ чеченец мар-ҫке, тӳрӗ кӑмӑллӑ христианин. Енчен хӑвӑн ҫылӑхупах аташрӑн пулсан, нимӗн тума та ҫук, мӗн курмаллине курасах пулать.

— Парӑнмастӑп! — тесе кӑшкӑрса ячӗ казак тискеррӗн, унтан курок шалтлатни илтӗнчӗ.

— Эй, инкеҫӗм! — терӗ есаул карчӑка: — ху кала-ха ывӑлна; сана итлӗ-и тен… Капла турра ҫиллентерни ҫеҫ пулать вӗт. Пӑх-ха, акӑ улпусем те ӑна икӗ сехет хушши кӗтсе тӑраҫҫӗ-ҫке.

Карчӑк ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те пуҫне пӑркаларӗ.

— Василий Петрович, — терӗ есаул, майор патне пырса: — вӑл парӑнмасть — эпӗ ӑна пӗлетӗп; алӑкне ҫӗмӗрсен, пирӗннисене нумайӑшне вӗлерсе пӗтерет. Ӑна персе пӑрахма хушмӑр-ши? Чӳрече хупӑлчин хушӑкӗ сарлака.

Ҫав самантра манӑн пуҫа темӗнле шухӑш пырса кӗчӗ: Вулич пекех эпӗ те хам ӑраскалӑм мӗнле иккенне пӗлме шутларӑм.

— Тӑхтӑр-ха, — терӗм эпӗ майора, — эпӗ ӑна чӗрӗллех тытатӑп, — терӗм. Есаула унпа сӑмах хускатса яма хушрӑм та алӑк патне виҫӗ казак тӑратрӑм, хам паллӑ тусанах алӑка ҫӗмӗрсе мана пулӑшма хатӗр пулӑр, терӗм. Унтан пӳрт тавра ҫаврӑнтӑм та ҫав хӑрамалла чӳрече патне пырса тӑтӑм: чӗрем вӑйлӑн тапать.

— Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тесе кӑшкӑрать есаул: — эсӗ пирӗнтен кулас тетӗн-им? Алла илеймӗҫ, тесе шутлатӑн-и? — Вӑл пӗтӗм вӑйӗпе алӑкран шаккама тытӑнчӗ; хушӑк витӗр пӑхрӑм та казак мӗн тунине сӑнарӑм, вӑл ку енчен тапӑнассине кӗтмен, — сасартӑк чӳрече хупӑлчине хӑйпӑтса ывӑтрӑм та чӳречерен пуҫ хирлех аялалла ыткӑнтӑм. Пӑшал сасси янӑрарӗ, пульӑ эполета татса кайрӗ. Анчах та, пӳлӗме тулнӑ тӗтӗме пула, ман тӑшман хӑй ҫумӗнчи хӗҫне шыраса тупаймарӗ. Ӑна аллинчен пырса тытрӑм; казаксем те ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ, вара виҫӗ минут та иртмерӗ — преступника ҫыхрӗҫ те конвойпа ӑсатрӗҫ. Халӑх саланчӗ, офицерсем мана саламларӗҫ — мӗншӗн саламламалли пурахчӗ ҫав.

Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле-ха фаталист пулса каяс мар тейӗн! Анчах кам пӗлет, мӗне те пулин ӗненӗ-ши вӑл е ӗненмӗ-ши? Час-часах эпир сисӗмсем улталанине е ӑс аташнине тӗрӗс шухӑш тесе те шутлатпӑр! Эпӗ пур япаларан та иккӗленме юрататӑп: ҫапла пулни характер ҫирӗплӗхне кансӗрлемест; хама мӗн кӗтнине пӗлмесен эпӗ яланах малалла хӑюллӑн утатӑп. Пур пӗрех вилӗмрен усалли нимӗн те пулас ҫук, пур пӗрех вилӗмрен хӑтӑласси те пулмасть!

Крепоҫа таврӑнсан, хампа мӗн пулнине эпӗ йӑлтах Максим Максимыча каласа патӑм тата ҫав пӳрнӗ тени ҫинчен вӑл мӗн шутланине пӗлес терӗм. Малтан ӑнланмарӗ вӑл ман сӑмаха, анчах эпӗ хам пултарнӑ таран ӑнлантарса патӑм та, вара вӑл пуҫне сулкаласа каларӗ:

— Пулать ӗнтӗ, вӑл пуҫ ҫавӑрттармӑш япала ҫав!.. Мӗн тесен те ҫав азиат пӑшалӗсен пускӑчи начар хӗрнӗ пулсан е пӳрнепе хытах пусмасан, часах осечка парать. Тӳррипе калатӑп, эпӗ черкессен винтовкине те ҫавӑн пиркиех тиркетӗп: вӗсем темӗнле пире алӑ май мар пек туйӑнаҫҫӗ: тыткалама пӗчӗккӗ, кӗҫ-вӗҫ сӑмсаран ҫаклатса каяймасть сана… Анчах хӗҫӗ вӗсен — тайма пуҫӑм!

Унтан кӑшт шухӑшласа татах сӑмах хушрӗ:

— Шел мӗскӗне!.. шуйттан хушнӑ-и ӑна ҫӗрле ӳсӗр ҫынпа калаҫма!.. Ӗнтӗ, ҫапла пӳрнӗ пуль ҫав ӗнтӗ!..

Урӑх эпӗ унран пӗр сӑмах та тӗпчесе пӗлеймерӗм: метафизикӑллӑ калаҫусене кирек хӑҫан та юратмастчӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех