Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунсаккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 22:14

Пуплевӗш: 115; Сӑмах: 1055

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Тахҫан палланӑ ҫын. Катя портречӗ

Пӗррехинче, йытӑ площадки тӑрӑх иртнӗ чух, Катя мана:
— Ак ҫакӑнта Ромашов пурӑнать, — терӗ.

Ҫавӑнтах вӑл пӗр симӗсрех сарӑ ҫурт енне кӑтартрӗ. Ҫурчӗ, чӑн, хӑйпе юнашаррисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Мана ҫапах ун чухне те, халӗ те ҫав хӑйпӑнса пӗтнӗ стенасем ҫине пӑхсан, унта темӗн кӑмӑла туртманни пур пек туйӑнать.

Хапхи ҫинче аяларах, вӑрҫӑчченхи пек, пурӑнакансен списокӗ курӑнмастчӗ, вара манӑн хваттер номӗрне пӗлес тесе домоуправленине кӗмелле пулчӗ.

Домоуправленире акӑ мӗн пулса иртрӗ: паспортсем тӗрӗслекенӗ, авалхи йӑлана пӑхӑнакан ҫиленекен майра, пенсне витӗр пӑхаканскер, эпӗ Ромашов ҫинчен ыйтсан куҫне чарса пӑрахрӗ, шарт сикнӗ пек пулчӗ. Хӑмапа ҫапса тунӑ пӗчӗк пӳлӗмре саппун ҫакнӑ ҫынсем тӑратчӗҫ те, ларатчӗҫ те; килкартине пӑхакансем пулмалла, вӗсен хушшинче те хускану пулнӑ пек курӑнчӗ.

— Эсир ӑна телефонпа чӗнтерӗр, — канаш пачӗ паспортистка, — шӑпах ӗнер кӑна ун патне телефон кӗртрӗҫ-ха.

— Ҫук ӗнтӗ, шӑнкӑртаттармасан та юрӗ-ха, — хирӗҫлерӗм эпӗ кулкаласа. — Сюрприз тӑвас тетӗп. Эпӗ унӑн тахҫанхи тусӗ-ҫке, вӑл мана вилнӗ тесе шутлать-ха.

Ытлашши нимӗнех те ҫукчӗ пулӗ пирӗн калаҫура, паспортистка ҫапах та кулас килменрен кулкаларӗ, кӳршӗри пӳлӗмрен вара чипер картус тӑхӑннӑ пӗр ытла лӑпкӑ ҫамрӑк ҫын васкамасӑр тухрӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Пысӑк алӑкран кӗрес тесен урамран ҫаврӑнса кӗмеллеччӗ манӑн, эпӗ алӑк патӗнче васкамасӑр чарӑнса тӑтӑм. Пӑшалӑм ҫукчӗ манӑн, кӗтесре тӑракан милиционера ик-виҫ сӑмах хушсан та юратчӗ пулӗ тен. Анчах эпӗ: «Вӑл ниҫта та каяймӗ» тесе, милиционера чӑрмантарасшӑн пулмарӑм.

Ромашка Мускавра пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, ҫарта мар пулӗ вӑл, ҫарта пулсан та пурпӗрех вӑл хӑй хваттерӗнче пурӑнать. Е дачӑра ӗнтӗ. Ирпелен вӑл пижам тӑхӑнса ҫӳрет. Ваннӑра ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн тӑраткаланӑ хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркиллӗ пижам тӑхӑннӑ Ромашкӑна хам умрах курнӑ пек туйрӑм эпӗ. Куҫӑм умӗнче кӗрен ункӑсем выляма тытӑнчӗҫ. Лӑпланма кирлӗччӗ-ха, урӑххи ҫинчен шухӑшламаллаччӗ, вунҫичӗ сехет тӗлне Гидрографически управленире мана Р. кӗтме пулни ҫинчен аса илтӗм эпӗ.

— Кам унта?

— Ромашов юлташа курма пулать-и?

— Тепӗр сехетрен килӗр.

— Сирӗн патӑрта кӗтме пултарӑп-ши Михаил Васильевича? — терӗм эпӗ, ырӑ кӑмӑллӑ сасӑпа калаҫма тӑрӑшса. — Иккӗмӗш хут килейместӗп-ҫке-ха кунта. Е эпир курнӑҫаймасан вӑл ӳкӗнесрен хӑратӑп-ха эпӗ.

Кӗске сӑнчӑр сасси янрарӗ. Анчах вӗҫертмерӗҫ ӑна, питӗрсех хучӗҫ-ха, алӑка уҫса ман ҫине кӑшт пӑхса илме ҫеҫ иккен. Сӑнчӑр сасси тепӗр хутчен те илтӗнчӗ — хальхинче ӑна вӗҫертрӗҫ те. Унтан акӑ темӗнле питӗркӗчсем шӑлтӑртатрӗҫ, тимӗр сасси илтӗнчӗ, ҫӑраҫҫисем янрарӗҫ. Подтяжкӑллӑ шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ ватӑ ҫын, аялти кӗпине ярханах янӑскер, мана шалалла кӗртрӗ те хӑй хутланарах тӑрса, мана шанман пек пулса, куҫӑмран шӑтарас пек пӑхрӗ. Темле аристократла куштанлӑх та, ҫавӑнпа пӗрлех йӗрӗнес кӑмӑл ҫӗкленчӗ унӑн авӑнса тухан сӑмсаллӑ типшӗм питӗнче. Кӑвакарса шурӑхнӑ кукша пуҫӗ ҫинче пӗр пайӑрка ҫӳҫ тӑратӑнса тӑрать. Пичӗ пӗрӗмӗсем янахӗнчен иртсе сталактитсем пек усӑннӑ.

— Фон-Вышимирский-и? — ыйтрӑм эпӗ тӗлӗнсе. Вӑл шартах сиксе илчӗ. — Фон мар ӗнтӗ, тӗрӗсрех каласан, пурпӗрех Вышимирский-ха, Николай Иваныччӗ-и, йӑнӑшмастӑп-и?

— Мӗн тетӗр?

— Эсир аставаймастӑр-и мана, хисеплӗ Николай Иваныч? — терӗм эпӗ хӗпӗртесе. — Сирӗн патӑрта пулнӑ вӗт эп.

Вӑл темӗн мӑкӑртатрӗ.

— Ман патӑмра нумай ҫын пулнӑ, пиншер те, — терӗ вал салхуллӑн. — Кӗрекере те-ха хӗрӗхшер ҫын ларнӑ.

— Эсир Мускаври драма театрӗнче ӗҫлеттӗрччӗ, йӑлтӑркка тӳммеллӗ кӗске пиншак тӑхӑнаттӑрччӗ. Гриша Фабер, манӑн тус, хӗрлӗ доктор рольне вылятчӗ, Иван Павлыч Кораблев вара пире Фаберӑн тумланмалли пӳлӗмӗнче сирӗнпе паллаштарчӗ.

Мӗншӗн эпӗ ытла савӑнӑҫлӑ пулса кайрӑм-ха? Ромашов хваттерӗнче хуҫа пек пултӑм. Тепӗр сехетрен килет вӑл акӑ. Эпӗ, ҫӑвара ҫурма таран карса, кӑштах сывларӑм. Мӗн тӑвӑп-ха ӗнтӗ ӑна?

— Пӗлместӗп, пӗлместӗп… Хушаматӑр мӗнле?

— Хаваслансах пӗлтеретӗп — Григорьев капитан, Епле вара эсир, кунта пурӑнатӑр-и? Ромашов патӗнче-и?

Вышимирский мана шанмасӑр пӑхса илчӗ.

— Ӑҫта ҫырӑннӑ, ҫавӑнта пурӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл, — кунта мар. Эпӗ кунта пурӑнманнине управдом та пӗлет.

— Паллах ӗнтӗ.

Портсигарӑма кӑлартӑм, хуппине савӑк шаклаттартӑм та ӑна пирус сӗнтӗм. Илчӗ вӑл. Кӳршӗри пӳлӗм алӑкӗ уҫахчӗ, пӗтӗмпех тасаччӗ унта, ҫутӑрах сӑрӑпа та тӗттӗмрех сарӑпа килтерсе тунӑ стенасемпе сӗтел-пукансене асӑрхарӑм: диван умӗнче ҫавра сӗтел пур, диван тӗлӗнче такамӑн пысӑк портречӗ, ҫутӑрах сӑрӑ та яка рамка ашӗнче. «Пурне те питӗ килтерсе вырнаҫтарнӑ» тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.

— Мӗнле Иван Павлыч? Леш, учитель-и? — сасартӑк ыйтрӗ Вышимирский.

— Учитель.

— Эппин Кораблевах ӗнтӗ. Питӗ лайӑх ҫынччӗ вӑл, сахал пулать ун пекки. Валечкӑна вӑл вӗрентнӗ. Нюта ҫук, Нюта вӑл Бржозовскӑйӑн хӗрсен гимназийӗнчех вӗренсе тухнӑ, Валечка вара ун патӗнче вӗреннӗ. Епле пӗлес мар! Пулӑшнӑ вӑл, пулӑшнӑ… — Вара ҫак мӑйӑхлӑ ватӑ пит-куҫра темӗнле ырӑ туйӑм йӑлтлатса илчӗ.

Старик юри халь тин астуса илнӗ пек пулса, мана тӗпелелле иртме сӗнчӗ — эпир унпа кӗнӗ ҫӗртех тӑраттӑмӑрччӗ-ҫке — ҫул ҫинчен мар-и тесе те ыйтрӗ.

— Ҫул ҫинченех пулсан, — терӗ вӑл, — офицерсен столовӑйӗнче командировкӑпа йӳнӗ хакпах ҫӑкӑр та, лайӑх апат та илме пулать.

Вӑл тата тем ҫатӑртатрӗ — илтсех юлаймарӑм. Алӑк урати ҫинче тӑрсах тӗлӗнсе кайрӑм эпӗ. Диван тӗлӗнче ҫутӑ сӑрӑ рамӑра Катя портречӗ иккен, питӗ лайӑх портрет, ӑна эпӗ халиччен курманччӗ-ха. Пӗтӗм пӗвӗпех ӳкерттернӗ вӑл, хӑйне питӗ килӗшекен пакша тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе, ӑна шӑпах вӑрҫӑ пуҫланас умӗн ҫӗлетнӗччӗ. Ҫавна вӑл чапа тухнӑ Манэ ҫӗвӗҫе ҫӗлеттересшӗн пулса пайтах ҫӳрерӗ-ха, ҫӗлӗкӗ те, муфти те тиртенех пулмаллине эп ӑнланманшӑн ман ҫине ҫиленнӗччӗ те. Ку портрет мӗне пӗлтертӗр эппин, турӑҫӑм?

Сахалтан та пӗр вунӑ шухӑш пӗрне пӗри тӗрткелесе ман умма тухса тӑчӗ, вӗсенчен пӗри вара ниҫта юрӑхсӑр, ӑна эпӗ халӗ аса илме те вӑтанатӑп. Мӗн ҫинчен кӑна шухӑшларӑм иккен эпӗ! Анчах пӗри те чӑн пулман. Чӑнни эп шухӑшланинчен тата та ухмахларах пулнӑ иккен.

— Тӳррипе каласан, сире кунта курасса сунманччӗ эпӗ, Николай Иваныч, — терӗм эпӗ старике, вӑл хӑй театртан кайран психиатрическине те гардероб ӗҫне тума кӗни ҫинчен пӗлтерсен; ӑна унтан та кӑларнӑ иккен, мӗншӗн тесен «ӑнран кайнӑ ҫынсен ӑна, каҫсерен шӳрпе вӑрласа ҫиет, тесе завхоза элеклесе панӑ». — Эсир мӗн вара, Ромашов патӗнче ӗҫлетӗр-и? Е пӗр-пӗрне палласа ҫеҫ тӑратӑр-и?

— Палланипе ҫеҫ. Вӑл мана хӑй ӗҫӗнче пулӑшма хушрӗ те, эпӗ килӗшрӗм. Эпӗ Исидор патӗнче секретарьте ӗҫлеттӗм, ун ҫинчен пытарса та тӑмастӑп эпӗ, анкетӑсенче ҫыратӑп. Питӗ нумай ӗҫчӗ унта, питӗ нумайччӗ. Ҫырусем кӑна кунсерен пин ҫурӑ илеттӗмӗр те. Кунта та ҫавӑн пек. Анчах кунта эпӗ хӑйне хисеп тунипе ҫеҫ ӗҫлетӗп. Рабочи карточкине илсе тӑратӑп, мӗншӗн тесен Михаил Васильевич мана хӑй учрежденине вырнаҫтарчӗ. Учрежденире те эпӗ кунта ӗҫленине пӗлсех тӑраҫҫӗ.

— Михаил Васильевич халӗ ҫарта мар-и вара? Эпир уйрӑлнӑ чух унӑн ҫар тумтирӗччӗ-ха.

— Ҫарта мар ҫав вӑл. Пӗлейместӗп, питӗ кирлӗ ҫын пулмалла. Вӑрҫӑ мӗн иртичченех унӑн броня пур.

— Мӗнле ҫырусем илетӗр вара эсир?

— Питӗ кирлӗ ӗҫсем вӗсем, — терӗ Вышимирский, — питех те кирлӗ, задани панӑ-ҫке-ха пире. Хальхи вӑхӑтра пире пӗр хӗрарӑма шыраса тупма хушнӑ-ха, майрана. Анчах вӑл задани мар тетӗп-ха эпӗ, вӑл Михаил Васильевичӑн хӑйӗн ӗҫӗ пулмалла. Мӗнле калас, хай, юрату ӗнтӗ.

— Ку мӗнле хӗрарӑм вара?

— Историллӗ ҫыннӑн хӗрӗ, ҫыннине эпӗ хам та пите лайӑх пӗлеттӗм, — терӗ Вышимирский мухтанарах. — Илтнӗ те пуль эсир Татаринов тенине? Эпир ун хӗрне шыратпӑр та. Тахҫанах тупнӑ пулӑттӑмӑр ӗнтӗ, тахҫанах. Анчах ытла пысӑк пӑтрашу. Вӑл качча кайнӑ та, хушамачӗ те иккӗллӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех