Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Симочка таврӑнчӗ.

Симочка вернулась.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах пӗррехинче вӑл пӑшӑрханса чупса ҫитрӗ те хыттӑн пӑшӑлтатса: «Таврӑнчӗ», терӗ.

Но вот однажды она прибежала расстроенная и сказала громким шепотом: «Приехал».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кампа таврӑнчӗ тесе шутлӑр-ха эсир?

Как вы думаете, с кем он вернулся из передней?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр самантран вӑл аллине пӗр тӗркӗ ҫыхӑ тытса таврӑнчӗ.

Он вернулся минуту спустя, держа в руках груду писем.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темиҫе минутран вӑл пӗр сассӑр-мӗнсӗр куҫҫульне юхтарса таврӑнчӗ.

Через несколько минут она воротилась, обливаясь молча тихими слезами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн чылайччен кӗтсе лармалла пулчӗ; тинех хай хуралҫӑ каялла таврӑнчӗ: «Кӗрех, пирӗн батюшка офицера кӗртме каларӗ», — терӗ вӑл мана.

Я дожидался долго; наконец мужик воротился и сказал мне: — Ступай: наш батюшка велел впустить офицера.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепрер ҫур сехетрен вӑл, ҫав тери тарӑхса ҫитнӗскер, калле таврӑнчӗ, хӑйӗн сӑмсине сӑтӑра-сӑтӑра, чылайччен ятлаҫса тӑчӗ.

Очень сердитый, он вернулся через полчаса и долго сопел, гладя себя по носу пальцем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Судья та таврӑнчӗ.

Потом пришел судья.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ав, пасартан халь кӑна таврӑнчӗ те апат хатӗрлеме те ӗлкӗреймен.

А то она только что с базара пришла и до обеда далеко…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катьӑна сывпуллашса вӑхӑта ирттерсе тӑтӑм, ҫак самантра Николай Антоныч таврӑнчӗ.

Я замешкался, прощаясь с Катей, и Николай Антоныч вернулся.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах лару пулман, ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл килне таврӑнчӗ.

Но, должно быть, заседание отменили, потому что он вернулся домой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, примуспа сӗт вӗретсе илес тесе, кухньӑна кайрӗ, тепӗр темиҫе самантран калле таврӑнчӗ.

Она побежала в кухню — поставить молоко на примус — и через несколько минут вернулась обратно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Варахпа карчӑк таврӑнчӗ.

Потом старушка пришла.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл киле питӗ хӑпартланса таврӑнчӗ.

Он вернулся домой в самом победном настроении.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таврӑнчӗ те — хӑй те хӑй тӗслӗ мар, темӗнле кулӑшла тата ырханланнӑ пек.

Вернулся оттуда не похожий на себя, смешной и словно похудевший.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Валька тепӗр сехетренех таврӑнчӗ, хӑй пите салху, кровать ҫине ларчӗ.

Очень грустный, он вернулся через час и сел на кровать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара Марья Васильевна патне иртрӗ, Нина Капитоновна чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа столовӑйран таврӑнчӗ.

Потом он прошел к Марье Васильевне, а я увидел, что Нина Капитоновна на цыпочках возвращается из столовой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмӑлӑм таврӑнчӗ манӑн, Градусник пек кӑна иккен, кӑшт кӑна пысӑкрах.

Я был разочарован. Просто градусник, немного побольше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капрал уя тухрӗ те вилнин лашине ҫавӑтса таврӑнчӗ.

Капрал вышел в поле и возвратился, ведя под уздцы лошадь убитого.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна каҫхи апата кӑна таврӑнчӗ.

Марья Ивановна явилась к ужину.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех