Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 13 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.01 18:35

Пуплевӗш: 210; Сӑмах: 1975

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Манӑн ултав

Анчах та эп ҫӑвар уҫмасӑр тӑма пултарайман. Расщепей каланӑ сӑмахсене эпӗ тӗплӗн астуса юлтӑм, вӑл мана тӗрӗс каланине эпӗ тӗтреллӗн те пулсан, ӑнлантӑм. Ҫапах та, хама тыткӑна илнӗ кӑмӑлтан хӑтӑлма пултараймарӑм: ман ӳкерӗнмеллех! Вара эп, ирӗксӗрех, ман кӑмӑла тӳрре кӑларма, хӳтӗлеме, Расщепей шухӑшӗсене тӳнтерсе яма пултарас ҫынна шырама пуҫларӑм. Тус-хӗрӗмсенчен кама та пулин ҫак ӗҫ пирки каласа пама шухӑш пулман ман. Анне, каласан-каламасан та, нимӗн те ӑнланас ҫук. Аттене калас — вӑл Расщепей майлӑ пуласси паллах, мӗншӗн тесен, ӑна вӑл, курмасӑрах, питӗ хисеплет, аслӑ ҫын вырӑнне хурать. Таҫта шалта Расщепей ҫине вӗчӗ тытни мана чӑрмаласах тӑрать: Мӗншӗн мана вӑл хӑй те ӳкермест, ҫынсене те ӳкерме памасть?..

Ҫак хӗл эпӗ питӗ те пӗве кайрӑм, мӗнпур тус-хӗрсенчен ирттертӗм. Людмила мана халь ӗнтӗ «якалнӑ» тесе шутлать. Фабрикӑра та пӗри, эпӗ халиччен курман ҫын:
— Пӑхӑр-ха, епле вӑл тӑсӑлса кайнӑ, — терӗ хӑйӗн юлташне.
— Тӗлӗнмелле, пурте ҫавсем пурӑна-киле пӗр калӑп пулаҫҫӗ. Вӑхӑтра ӳкерсе юлнӑ ӑна Расщепей…

— Ҫак сӑмахсене эпӗ хам хӑлхапа хам илтрӗм. «Ӳкерсе юлнӑ…» Чӑнах та, юлашки хут ӳкернӗ-ши мана?

Вара эп, шӑртланса кайса, татӑклӑн шут тытрӑм: пурӗ-пӗрех, никам кӑмӑлне пӑхмасӑрах, ӳкерӗнетӗп! Ӗнтӗ ҫак шут, ӑна хӑйне пӗр пӗччен илсен те, Александр Дмитриевичпа ман хушӑри туслӑха ултав туни пулнӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, Расщепей манпа калаҫнине эпӗ Причалина каласа патӑм. Ҫакӑ вӑл ӑнсӑртран пулчӗ: Причалина эпӗ Расщепей мана ҫак ӗҫе хутшӑнма хушманни ҫинчен ҫеҫ каласшӑнччӗ, анчах пӗр пуҫланӑскере, йӑлтах каласа патӑм. Причалин, ман калава илтсен, тилӗрсе кайрӗ, пӳлӗм тӑрӑх чупкалама пуҫларӗ, мӑнтӑр тутисене чаплаттарса, сӑмсипе мӑшлатса, илемсӗр саслӑн ахӑрашма пикенчӗ: «Расщепей творчествӑра харкашу пуҫласа ярать, ун деспотизмне пурӗпӗр пӗтеретӗп», — тесе нумайччен ҫуйӑхрӗ. Питӗ путсӗр пек туйӑнчӗ мана Причалин, анчах эп хама хам хытартӑм. Пурне те чӑтса ирттерме пултӑм: искусство, Расщепей каларӗшле, ҫухатусӑр пулмасть.

Причалин ӳкерекен фильмра выляс тӗлӗшпе маншӑн договор тума хальхинче настройшик кайрӗ. Вӑл киле питӗ хӑпартланса таврӑнчӗ. Причалин ӑна музыка секторне вырӑн тупса парас тӗлӗшпе шантарнӑ иккен. Йысна хӑй мӗнле ӑсталӑхпа Причалина ҫавӑрни ҫинчен мухтаса каласа пачӗ, унтан:
— Ун пек ҫынпа калаҫма та кӑмӑллӑ, — терӗ, — ӗҫе пӗлекен этем.
Санӑн, Симочка, пысӑк шанс, асту, ҫӑварӑнтан кӑларса ан ӳкер.

Анчах Расщепей чакакан йышши мар. Пӗрре, ҫавӑн пек, ыран канмалли тенӗ чух, каҫ пуласпа, эпир кухньӑна шуратса, тин ҫеҫ урай ҫума тытӑннӑччӗ… Сӑмах май каласан, урай сӗресси ытла та кичем ӗҫ. Кашни хӑмана тенӗ пек пӑхмасӑр пӗлсе тӑратӑн. Акӑ, калӑпӑр, леш хайхи, путӑк-шӑтӑкли, ун ҫине тахҫан ӗлӗк кӑвар ӳкнӗ пулнӑ. Унӑн ҫумӗнче шпаклевки хӑйпӑннӑ хӑма. Акӑ хай чернил тӑкӑнни, халиччен те ӑна савалайман-ха. Акӑ тата ӗмӗрех темскер пуҫтарса тӑракан пысӑк туратлӑ хӑма… Ҫапла, ҫуса пынӑ чух, ӑна-куна сӑнакаласа, епле май апла йӑпанма тӑрӑшатӑн.

Ӗлӗкрех, хам кӗҫӗнрех чухне, эпӗ урай сӗрнӗ май, класла выляса пыраттӑм: пӗр хӑмана асра тытатӑн та, ҫавӑн ҫине, куҫпа пӑхмасӑр, каялла ярса пусатӑн. Пӗшкӗнсе ҫунӑ чух урасем витӗр пӑхма та аван: пӳлӗм пуҫ хӗрлӗ тӑнӑ пек, хам мачча ҫийӗпе ним шиксӗр упаленсе пынӑ пек туйӑнать. Кусемсӗр пуҫне, урӑх йӑпанчӑк та чылай. Сӑмахран йӗпе ҫӗтӗке ҫӗклесе илетӗн те урайне лач кӑна тутаратӑн, вара пур еннелле те пуклакрах пуҫлӑ йӑрӑмсем ыткӑнаҫҫӗ, вӗсене алӑри ҫӗтӗкпе тӗрлӗ ҫӗрелле хӑвалатӑн, кашни йӑрӑмӑн хӑйне евӗр телей. Е тата, ҫӗтӗке тӑскаласа, тӗрлӗрен утравсем тӑватӑн, унтан-кунтан вӗсене каналсемпе ҫуратӑн, шыв илтеретӗн… Астумастӑп, мӗнле меслетпе йӑпаннӑ эп ҫавӑн чух, анчах, кӗтмен ҫӗртен, Расщепей машинин янравлӑ сасси илтӗнсе кайнине халӗ те манмастӑп. Эпӗ хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑтӑм, хыпӑнса ӳкнипе кӗҫех витрене тӳнтерсе ямарӑм, чӗрем сиксе тапать, хам нимӗн тума пӗлмесӗр, лаштӑрах кайрӑм. Акӑ вӑл, Александр Дмитриевич, кухньӑра… Кӗчӗ, вӑрӑм хӑлхаллӑ тир ҫӗлӗкне хыврӗ… Эпӗ пур — ҫаплипех, йӗпе, ҫара уран, хура чӗрҫиттипе, ҫӳҫ-пуҫ сапаланнӑ, алӑра пӑрса типӗтмен тӑлавар сӑрхӑнса урайне кӳллентерсе тӑрать. Манӑн алӑ пама та май ҫук. Ӑшаланса ӳкнӗ анне часрах табурет илсе лартрӗ, ӑна шӑлам пекки туса, хӑнана вырнаҫма сӗнчӗ.

— Эй, тур ҫырлах, нимӗн тирпейӗ те ҫук, шӑп тасатма хускатсан… Айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ.

Расщепей, салтӑнса чӑрманмасӑр, табурет урлӑ ларчӗ. Эпӗ, нимӗн тума аптӑраса, куҫа кӗрекен ҫӳҫӗме хулпуҫҫипе сирсе ятӑм, унтӑн Александр Дмитриевич ҫине, сӑмах тупаймасӑр, чылайччен пӑхса тӑтӑм. Анне малти пӳлӗме чупса кайрӗ, унта шӑлтӑртату, кӗмсӗртетӳ пуҫланчӗ. Расщепей те ман ҫине нимӗн чӗнмесӗр пӑхать. Атте тухрӗ, катаранах сас парса, сывлӑх сунчӗ, Расщепейӗн саламлӑ сассине хирӗҫ аллине тӑсрӗ.

— Тархасшӑн, леш пӳлӗме иртсемӗр, — ӑшталана тӑрать анне. — Серафима, кайран ҫуса пӗтерӗн.

Юри тенӗ пек, ҫав вӑхӑтра Людмилӑпа Камертон пирӗн патӑртаччӗ. Расщепей пуринпе те паллашрӗ, тӗпеле иртсе ларчӗ, унтан сӑмахне пуҫларӗ.

— Эсир мана… каҫарӑр, — терӗ вӑл. — Чӗнмен-туман, чӑрмав кӳретӗп, Анчах, пӗлетӗр-и, ак мӗн япала. Сирӗн кӗҫӗнни питӗ лайӑх, эпир унпа туслӑ. Чӑнах-и, Сима?

Вӑл ман еннелле савӑнӑҫлӑн куҫ хыврӗ, эпӗ те хӗрелсе кайса, ӑна хирӗҫ пуҫа сӗлтсе илтӗм.

Мана вӑл питӗ пулӑшрӗ, — сӑмахлать Расщепей. — Куртӑр-и, эпир унпа мӗнле аван картина турӑмӑр! Пӗтӗм тӗнчинех кӗрлетпӗр, Халӗ те ҫыраҫҫӗ, курса савӑнаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, намӑс курмарӑмӑр… Халӗ ӗнтӗ унӑн йӗркеллӗ кӑна вӗренес пулать.

— Маттурлӑхӗ унӑн ҫав ӗҫ патне пур пек-и пӑртак? — сыхланса ыйтрӗ атте.

— Каҫарӑр, сирӗн ятӑр — Андрей…

— Семеныч, — пулӑшрӗ анне.

— Ҫапла, Андрей Семеныч, хӗр ача пултарать ӗнтӗ, мӗн калас, ӳркевӗ те пӑртакҫӑ пур… Анчах, ӑнланатӑр-и, акӑ мӗн кунта… — Расщепей, тытӑнса тӑрса, ман ҫине пӑхрӗ. — Манӑн ҫак тӗлӗшпе кӑшт кӑна опыт пекки пур. Манпала унӑн ӗҫ тухрӗ, анчах ӑна эпир пулса ҫитнӗ артистка теме пултараймастпӑр. Тӗплӗнрех каласан, унӑн ҫак ҫул-йӗре суйласа илме халлӗхе шанчӑклӑ никӗс ҫук, темелле. Ӑнланатӑр-и, кунта ӑнсӑртлӑх нумай пулӑшрӗ: тӗлӗнмелле пӗр пеклӗх пурри, пирӗнпе пӗр ӗҫре пулни тата образӗ те, хӑйне кура, шӑпах тӗл килчӗ. Уншӑн ҫак ӗҫ пысӑк вӑйӑ пек пулчӗ… Халь пулсан, тен, тухмӗччӗ те ун, ав мӗнле ӳссе кайнӑ вӑл! Паян кун ӑна ҫак ӗҫпе ҫыхни — хӑйӗн чӑн-чӑн ҫулӗнчен пӑрни анчах. Унӑн вӗренмелле, чи малтан — вӗренес пулать, ытти-хытти кайран пулӗ, унта куҫ курӗ. Тен, кино енӗпе ӗҫлӗ, киносӑр та пурнӑҫра кирли темӗн чухлех.

— Эпӗ, Александр Дмитриевич, — сасартӑк хутшӑнчӗ атте — чӑнах та ӗнтӗ, куҫӑм курмасть те, ҫапах ҫав искусство мӗн иккенне тӗшмӗртетӗп. Мана Сима, кинона кайсан, действисем пынӑ май, ӑнлантарсах ларать. Халтура тенине чӑтма питӗ йывӑр.

— Ҫавӑ ҫав, — савӑнса кайрӗ Расщепей, — шӑп ҫавӑ, халтура тени. Халтурӑпа улталасшӑн вӗсем Симӑна. Ҫавӑнпа кӗтӗм те эп сирӗн пата, пӑрахтарччӑр, терӗм. Кирлӗ мар халӗ, Симочка, унпа аппаланма.

Кансӗр чӗмсӗрлӗх саманчӗ ҫитрӗ. Настройшик пуҫне пӗр енне тайса хучӗ, пӳрнисемпе сӗтеле шаклаттарма пуҫларӗ.

— Сӑмах калама ирӗк пӑрсамӑрччӗ, хисеплӗ Александр Дмитриевич.

— Тархасшӑн, эпӗ председатель мар. Кунта пирӗн канашлу та мар, килти калаҫур ахаль чунтан-вартан сӑмахлани.

— Куратӑр-и, Александр Дмитриевич, — пуҫларӗ настройщик, пуҫне тепӗр май тайӑлтарса, сӗтеле тепӗр хут шаклаттарса илсе. — Ҫак матери тӗлӗшпе ман хамӑн та пӑртак хутшӑну пур темелле, эпӗ ҫапла шутлатӑп, пултарулӑх пулсан, шанс тӗл килсен, мӗншӗн хӑвӑн телейрен пӑрӑнас? Ҫынсем эпир, паллах, пысӑк мар, пурлӑх енчен хӗсӗкрех пуранатпӑр. Сима ӗнтӗ халь ӳснӗ, темелле, пӑртакҫӑ ҫӑмӑллӑх кӳме пултарӗччӗ… Ҫавӑн пек, ҫавӑн пек, папа… Сӗтеле ҫапни вырӑнсӑр кунта! Тем тесен те, каҫарӑр мана, паллах, ку ыйтура эпӗ сирӗнпе пӗр кӑмӑллӑ пулаймастӑп.

Настройшик юри илемлӗрех калаҫма тӑрӑшать, сӑмахӗсене суйлать.

— Хӑвар кӑмӑлӑр, хӑвӑр кӑмӑлӑр, — терӗ Расщепей, настройщик ҫине пӑхмасӑр ҫӗкленсе. — Эпӗ сире канаш ҫеҫ парас тенӗччӗ. Ну, каҫарӑр, манӑн каймалла.

— Капла мӗнле-ха эсир, чей ӗҫӗпӗр! — сиксе тӑчӗ анне. Анчах Расщепей пуҫне силлерӗ, пуринпе те сывпуллашрӗ, тухса кайрӗ. Пӗр вӑхӑт эпир нимӗн сӑмахсӑр лартӑмӑр.

— Пысӑк ҫын, — шухӑша кайса каларӗ атте, — питӗ инҫе курать.

— Тавлашмастӑп, ҫынни вӑл, паллах, питӗ хастарскер, — килӗшме васкарӗ настройщик. — Анчах ку ҫаврӑмра ун сӑмахӗ пӗрре те тӗрӗс мар. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫра хӑйӗн шансӗ пур. Ҫав шанс халь пирӗн Симочкӑшӑн сиксе тухрӗ, вӗҫертес пулмасть ӑна. Расщепее ун пек калаҫма ансат, вӑл ав пурнӑҫ умне тухнӑ: машина та, хваттер те, орденсем те…

Атте темскер каласшӑн пулчӗ, анчах ӑна настройщик пӳлсе, пире те шарламасӑр ларма паллӑсем пачӗ.

— Эпӗ ҫакна каласшӑн, папа. Эсир Симочка вӑййине хӑвӑр куҫпа курнӑ пулсан, пӗрре те тавлашас ҫукчӗ.

Атте сасартӑк шалтӑрах кайрӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ — хӑйӗн суккӑрлӑхӗ ҫинчен ҫакӑн пек хытӑ астутарсан, вӑл ялан ҫавнашкал.

Ресщепейӗн ҫӗнӗ картинӑпа ӗҫ ӑнманни ҫинчен пирӗн фабрикӑра юлашки кунсенче ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗҫ. Директор Бодров — унпа Расщепей нумай ҫул хушши пӗрле ӗҫленӗ — Аслӑ комитета пысӑк назначени илчӗ. Вӑхӑтлӑха директора унӑн заместителӗ юлчӗ. Вӑл, хыпар ҫӳренӗ тӑрӑх, Причалинӑн ҫывӑх тусӗ иккен.

Расщепей, манпа тӗл пулсан, пуҫне хӑвӑрт сӗлтсе илет, сывӑ мар ҫын пек кулса илет. Ун патне пыма манӑн хӑю ҫитмест.

Павлушӑпа Лабардан мана паллами те пулчӗҫ. Култармӑшсем! Эпӗ мӗн айӑпа кӗтӗм-ши? Пӗрре Лабардан, ,эпӗ коридорпа пынӑ чух, ман умма хӑяккӑн тухса тӑчӗ те, ҫӳлтен аялалла пӑхса:
— Эс, хӗр ача, ху мӗн тунине ху пӗлетӗн-и? — терӗ.
Унӑн калаҫӑвӗнче Кавказ акценчӗ пӑртак пуррине эпӗ халиччен асӑрхаман пулнӑ.

Павлуша, пире курса, коридорӑн тепӗр вӗҫӗнчен:
— Мӗн калаҫан унпа! Халӗ вӑл — музыка-чушь! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Ҫакӑн пек ят панӑ вӗсем халь ӳкерекен картинӑна.

Пирӗн ӗҫ те, Причалин пуҫланӑскер, тухасшӑн мар. Эпӗ пӗчӗкҫӗ пахчаҫӑ рольне вылятӑп. Эпӗ, ҫав пахчаҫӑ-хӗр, колхоз пахчинче питӗ чаплӑ кишӗр ӳстернӗ, колхоза мухтава кӑларнӑ, ҫав вӑхӑтрах вырӑнти пултарулӑх смотрӗнче; рояль каласа, пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Эпӗ ӳстернӗ тӗнчере пӗр кишӗре курма ҫӗршыври паллӑ ученӑйсем, журналистсем пухӑннӑ. Колхоз председателӗ ҫамрӑк журналисткӑна юратса пӑрахать. Анчах ҫак вӑхӑтра пирӗн колхоза икӗ сӑтӑрҫӑ, хӑнасем пек пулса, персе ҫитеҫҫӗ. Вӗсем председателе вӗлерме кавар тӑваҫҫӗ, эпӗ вӗсен калаҫуне пӗр сӑмах сиктермесӗр итлетӗп, чи ответлӑ самантра председателе ҫӑлатӑп. Сӑтӑрҫӑсене тытса каяҫҫӗ, эпӗ вырӑнти пултарулӑх каҫӗнче «Аида» оперӑран марш шӑрантаратӑп. Председатель хӑйӗн савнине, паллӑ журналисткӑна, ыталаса илет. Ҫакӑнпа фильм вӗҫленет.

Ҫапла, пурте хӑй вырӑнӗнче, темелле.

Тӗнчере сӑтӑрҫӑсем пуррине эпӗ пӗлнӗ, ҫамрӑк натуралистсем халиччен никам курман паха ҫимӗҫсем ӳстерни ҫинчен те сахал мар вуланӑ, ҫамрӑк музыкантсем мӗнле лайӑх вылянине те чылаях илтнӗ. Ҫакӑ вӑл пурнӑҫра пурте пур. Анчах Причалин тӑвакан картинӑра выляма мана темӗншӗн кансӗр. Эпӗ янравлӑ калаҫатӑп, анчах сӑмахӑмсем чӗрене ҫитмеҫҫӗ, действисене лайӑхрах сӑнама тӑрӑшатӑп, анчах пурнӑҫра никам та ҫавӑн пек хӑтланмасть иккенне хамах туятӑп. Ӑнсӑрт ҫине ӑнсӑрт нимӗн йӗркесӗр айӑн-ҫийӗн тиеннӗ. Картинӑра ман мӗнле пулмалла, манра чи вӑйли, чи характерли мӗскер — ҫаксене эп ӑнланса илейместӗп, ҫавӑнпа тӗрӗс тон тытса пыма пултараймастӑп. Причалин ӑнлантарса пама пӗлмест, ун вырӑнне, шӑртланса кайса, ятлаҫма пуҫлать.

— Эккей, ӑнман япала! Мӗнле колорита туймастӑн эс. Ӑҫта эс — ӳкерӳре е ахаль ҫӳревре? Эс выля, выля, образ ту!

Пӗрре ҫапла эп чӑтаймарӑм, Расщепей хама урӑхла вӗрентни ҫинчен, шикленсе те пулин, каласа патӑм.

— Расщепей, выляма хушиччен малтан, эпизодӑн шухӑшне ӑнлантарса паратчӗ, — терӗм. Причалин тӳсме ҫук кӳренчӗ.

— Расщепей, Расщепей! Мӗн ӗҫ пур Расщепейӗн кунта? Мӗн Расщепейпе тӗртетӗн мана? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Анчах ӗҫ тухманнине вӑл хӑй те сисет. Хатӗр татӑксене тӗрӗслесе пӑхнӑ чух, эпӗ хам ҫине хам пӑхма вӑтанатӑп, экран ҫине эпӗ выляни ытла тӑрлавсӑр, суя, чунсӑр, пурнӑҫра пулман пек ӳкет. Экран ҫинче тӑрнаккай айван хӗр ҫӳрет, вӑл темле сасӑпа калаҫать, суя куҫхаршийӗсене сиктерет, куҫне чаркалать. Вӑл — эпӗ ӗнтӗ.

Пӗрре, просмотр вӑхӑтӗнче, тӗттӗм кӗтесрен сасартӑк палланӑ сасӑ янраса кайрӗ.

— Мӗн тӑватӑр эсир ачана?

Малалла мӗн-мӗн пулнине аса илме мана халӗ те йывӑр. Ҫакӑнтах ҫутӑ пачӗҫ. Причалин, аллисемпе сӗтеле кӳпкесе, сурчӑкне сирпӗтсе, пӗтӗм пӳлӗме янратса кӑшкӑрать.

Ҫӗнӗ директор чупса ҫитрӗ. Фабрикӑра ӗҫлекенсем алӑкран пуҫӗсене чике-чике пӑхаҫҫӗ. Мана кӑларса ярасшӑн, анчах эп парӑнмастӑп.

— Ниҫта та каймастӑп…

— Сима, — шӑппӑн, анчах витӗмлӗ каларӗ Расщепей, — каяс пулать…

Эпӗ коридора тухрӑм. Просмотр пӳлӗмне хупса хучӗҫ.

Мӗн пулнӑ унта, пӗлместӗп. Малтан Причалинпа Расщепей сассисем ылмашлӑн илтӗнсе тӑчӗҫ. Унтан, йывӑр пукана йӑтса ҫапнӑ пек, темскер кӗмсӗртетсе анчӗ.

Алӑк хыҫӗнче, пӳлӗмре, кӗҫех шӑп пулчӗ. Такам пӳлӗмрен виркӗнсе тухрӗ, хӑй хыҫӗнчен алӑка та хупмарӗ. Эпӗ уҫӑ алӑкран пӑхрӑм та Расщепее курах кайрӑм. Вӑл тутисене чалӑштарса ҫыртнӑ, пичӗ ҫинче пӗр юн та ҫук, хамӑр картинӑри Степан Дерябин пек, стена тӑрӑх майӗпен шӑвӑнса анать. Эпӗ, кӑшкӑрса ярасран часрах ҫӑвара хупларӑм, ал тупанӗсене шатӑртаттарса ҫыртрӑм. Лабардан, мана сирпӗтсе ярса, просмотр пӳлӗмне вӗҫтерсе кӗчӗ, часрах Расщепее ярса тытрӗ. Такам, урайне тӑка-тӑка, кӗленче куркапа шыв йӑтса иртрӗ, такам телефон патне чупрӗ. Хӗвӗшсе ҫӳресе, мана пӗр айккинелле хӳтерсе ячӗҫ…

Причалин тухрӗ, шурса кайнӑ, анчах хӑй лӑпкӑ темелле. Кӳпшек ҫӑварне чалӑштарса, вӑл манран инҫе мар тӑчӗ.

— Эккей, йӑшнӑ геройсем! — терӗ вӑл, хӑй тӗллӗн калаҫса.

Йӑваш Павлуша, ун патне пычӗ те, шӑл витӗр лӑпкӑн каларӗ:

— Шапа таврашӗ…

Мана сив тытнӑ пек чӗтретет, янахӑм сиксе тухать тейӗн, ӑна эп тӑрмаласа тытнӑ. Просмотр пӳлӗмӗнчен директор тухрӗ.

— Юлташсем, айтӑр лӑпкӑн саланар. Хӑрушши нимех те ҫук. Расщепей юлташӑн яланхи чирӗ — чӗре тытни. Халь ӑна самай.

Ун ҫумне пырса тӑма ӗлкӗрнӗ Причалин шӑл йӗрсе илчӗ:

— Тӗлӗнмелле, ытла кирлӗ чух тапӑнать ӑна чир. Вӗсем тухса кайрӗҫ. Причалин, калаҫнӑ май, хӑлаҫлана-хӑлаҫлана пычӗ, унӑн кӑваклатакан сасси чылайччен илтӗнсе тӑчӗ. Хӑш-пӗр сӑмах татӑкӗсем ман хӑлхана та кӗчӗҫ:

— Эккей, мӑшкӑл! Пыр та кур!.. Мӗнле квалификацилес? Активра лартатӑп, пурӗпӗр тавӑратӑп. Комитета каятӑп, ахаль хӑвармастӑн…

Апла, Причалин ӑна тавӑрасшӑн иккен!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех