Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.15 11:23

Пуплевӗш: 253; Сӑмах: 2106

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Иккӗмӗш кун

Мускавпа курнӑҫасси мана темӗншӗн хӑратать, чуна хӗсет. Ӗнерхи куна пула Мускав пӗтӗмӗшпех улшӑннӑ туйӑнать. Хулан сӑн-сӑпачӗ паян йӑлтах урӑхла пулмалла пек. Анчах, ыйӑхлӑн тӑнк-танк утакан ачасемпе пӗрле Белорусски вокзал ҫумӗнчи метроран тухсан, эпӗ лӑплантӑм: Мускав хушши яланхи пекех. Горький урамӗпе, нимӗн те пулман пек, шыв сапакан машина, ҫепӗҫ пӗрхӗмсемпе ҫунатланса майӗпен шӑвать. Шланга сӗтӗрнӗ дворниксем, чашкарса тӑракан шыв вуллисене пӗр алӑран теприне васкавсӑр куҫарса, тротуарсене урлӑ та пирлӗ чашлаттараҫҫӗ. Мӗн пурӗ ялтӑраса, илемлӗ ирӗн асамат ҫуттипе хӗмленсе тӑрать. Акӑ милиционер та хӑй вырӑнӗнчех. Кӗҫ шурӑ цистерна вӗҫтерсе иртсе кайрӗ, ун ҫине «Сет» тесе ҫырнӑ, акӑ автомобиль-фургонсем ӑшӑ ҫӑкӑр шӑрши хӑварса, туллийӗн иртеҫҫӗ. Мускав вӑранать. Темӗнле фабрика мӑрйинчен вӑраххӑн, хуллен, тин ҫеҫ ыйӑхран тӑрса анаслакан ҫын пек, майӗпен тӗтӗм хӑпарать. Халлӗхе ҫынсӑр урамсенче трамвай хӑнкӑравӗсем уйрӑмах хыттӑн чанкӑртатаҫҫӗ. Ҫакӑ пурте — шывра лӳшкенекен сарлака урамсем те, йӗпе асфальтӑн тӗкӗрӗ ҫинче сӑнланса тӑракан ҫуртсем те, ҫӑкӑр шӑрши те, паллакан номерлӗ трамвайсем те, — пурте, пурте паян ӑраснах илемлӗн, ӑраснах тӑванӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫакна пула, манӑн чӗрем татах та хыттӑн ыратса кайрӗ. Шухӑшлама та хӑрушӑ, такам, тӑшман, ҫичӗ ют, пиртен ҫаксене туртса илесшӗн, ҫакӑ пирӗн ҫӗре, хӑйӗн урисемпе лапӑртаса, анлӑ урамсем тӑрӑх утса ҫӳресшӗн, чӗнмен-туман ҫӗртен пирӗн ҫуртсене кӗресшӗн… Ҫук, нихҫан та, ниепле те!..

— Мӗн тетӗн эс, Сима? — ыйтрӗ манран Ромка. Ахӑрнех эпӗ хам ӑшри шухӑша чӗлхе ҫине астумасӑр кӑлартӑм пулас…

— Илемлӗ пирӗн Мускав, ҫапла-и, Рома? — каларӑм эп.

— Мана та ҫаплах туйӑнать, ӗнертенпе пушшех, — килӗшрӗ Рома.

Урампа красноармеецсем пыраҫҫӗ, вӗсем, кӳпӗнчӗк слона ҫавӑтнӑ пек, хӑйсем хыҫҫӑн тем пысӑкӑш газгольдер илсе пыраҫҫӗ.

Тин ыйӑхран вӑранакан ирхи хулан хуралӗ пек, вӗсем уявлӑн утаҫҫӗ, урам тӑршшӗне ҫурмаран уйӑрса тӑракан чикӗпе, пурӑпа ҫырса тунӑ йӗр тӑрӑх нимӗн сас-чӳсӗр пыраҫҫӗ. Газпа тултарнӑ баллонӑн тӑсмак кӳлепи майӗпен чӳхенет, ярӑнать.

Унтан пире рюкзаксем ҫакнӑ, чемодансем йӑтнӑ арҫынсем тӗл пула пуҫларӗҫ. Вӗсене нумайӑшне хӗрарӑмсем ӑсатаҫҫӗ, кашни мӗн те пулин йӑтнӑ, куҫӗсем вӗсен, ҫывӑрмасӑр ирттернипе, тен йӗнипе те пуль, — хӗрелнӗ. Акӑ почтальон хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Вӑл ҫывӑхри ҫурт умне чарӑнса пер тӗрке повестка хучӗсем кӑларчӗ, адресӗсене тӗрӗслесе илчӗ, унтан параднӑйран кӗрсе ҫухалчӗ. Часах унтан вӑл тухрӗ, кӳршӗри тепӗр пысӑк ҫурт патнелле васкарӗ.

Сылтӑмри урамран, пирӗн ҫула пӳлсе, тӗреклӗ атӑ тӗпӗсемлӗ типсе ҫитеймен асфальт ҫине хыттӑн пӗр харӑс пусса красноармеецсем пысӑк отрячӗ тухрӗ. Аял хӗвелӗн ирхи пайӑркисем кӗҫех хӗҫ-пӑшалсем ҫине ӳкрӗҫ. Штыксен чалӑш ҫумӑрӗ ялтӑртатса кайрӗ Тӑрӑст та тӑрӑст салтак утти — йывӑр, сулмаклӑ. Отряд юрламасӑр пырать. Красноармеецсем поход формипе: ҫӗне гимнастёрка, кутамкка, хулпуҫҫи урлӑ шинель чӗркемӗ. Хыҫра — ик-виҫӗ лав, вӗсем ҫинче йывӑҫ чемодансем, баулсем, салтак япалисем. Эпир чарӑнса, вӗсем ҫине чылайччен пӑхса тӑтӑмӑр. Ӑҫта тата мӗн чул вӑхӑт кайӗҫ-ши вӗсем? Кам вӗсенчен тата хӑҫан киле таврӑнӗ-ши? Постри милиционер та, вӗсем хыҫӗнчен пӑхса тӑрса, светофор хӗрлине, колоннӑна ҫул панӑскерне, чылай вӑхӑтчен илмесӗр тытрӗ, пире пӳлсе тӑчӗ.

— Хӗр ачасем, — терӗм эп Гальӑпа Людӑна, — парӑр вӗсене чечекӗрсене.

Каланӑ-каламан Гальӑпа Люда командир патне чупса та ҫитрӗҫ, утрав ҫинче татнӑ вӑрман чечекӗсене пӗрер ҫӗклем тыттарчӗҫ. Командир, чарӑнса тӑмасӑр, пӗр аллипе парнине ҫаклатрӗ, тепӗр аллипе чыс пачӗ, вара малалла — фронта ҫӗклем тулли чечекпе уттарчӗ.

Акӑ сип-симӗс грузовиксем сиксе тухрӗҫ, колоннӑна ҫитсе ирте-ирте кайрӗҫ. Вӗсем ҫинче текме пек халӑх, ҫынсем пӗр пӗринпе тӑванлӑн тытӑнса, ыталанса пыраҫҫӗ, хӑшӗ шӗлепкепе, хӑшӗ кепкӑпа, ҫийӗсене пиншак е блуза тӑхӑннӑ.

Пушкин палӑкӗ хыҫӗнче, бульварта, йывӑҫ ешӗллӗхӗ витӗр темӗнле кӳпшек кӳлепе, кӗмӗл тӗслӗскер курӑнать, — чӑтлӑха кӗтмен ҫӗртен темӗн пысӑкӑш пулӑ килсе ҫакланнӑ тейӗн. Ҫумӗнче — хурал.

— Сывлӑшра самолётсене пӳлекен аэростат, — ӑнлантарать Ромка.

Хамӑр пурӑнакан тӗле ҫитсен эпир ачасемпе уйрӑлтӑмӑр. Ромка мана кӑнтӑрла ҫитеспе шкула собрание пыма каларӗ, вара эп часах хамӑр киле кӗрсе кайрӑм.

Вӑхӑт нумай мар пулсан та, килте пирӗн никам та ҫывӑрмасть. Атте, ман сасса илтсенех, мана хирӗҫ тухрӗ. Кӑмӑллӑ аллисемпе мана вӑл хулпуҫҫирен тытрӗ, пите пӳрнисемпе сӗртӗнчӗ.

— Ну, турра шӗкӗр! Симочка таврӑнчӗ. Пире кунта сансӑр пуҫне кансӗр, хӗрӗм… Никампа та сӑмах хушма ҫук. Тӗнчере мӗн-мӗн пулса иртнине ӑҫтан ӑнланас вӗсен! Эх, суккӑрлӑх, манран та ытла…

Вӑл мана питрен аллипе хуллен ҫупӑрласа илчӗ.

— Пӑх-ха, йӑлт куштӑрканӑ, ҫилпе вӑл. Пыр, ҫӑвӑн, хӗрӗм. Амӑш, апат хатӗрле.

Сӗтел хушшинче — Людмилӑпа упӑшки. Настройщик пӳрнисене хутла-хутла сӑмахлать:

— Ҫӗрулми, паллах, ытлашши калориллӗ ҫимӗҫех мар, анчах ҫапах та пирӗн пурнӑҫра ӑна апатӑн никӗсӗ теме пулать. Тата, унсӑр пуҫне, ҫу тавраш чылайрах хатӗрлес пулать. Саппас хыҫран тапмасть…

Ҫак сӑмахсене пула тӑнне ҫухатнӑ анне мӗскӗнӗн ларать, шанчӑкне ҫухатнӑ ҫын пек, мӗн калӑн — ҫавӑнпа килӗшет.

— Нимӗн те калаймастӑп ӗнтӗ, Арсений Валерианович. Эсир вӗреннӗ ҫын, сире курӑнарах парать. Эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп, анчах ак Энтри тем калать…

Атте тӳссе тӑраймарӗ, сӗтеле шаккаса, асӑрхайман енне тирӗк-чашӑка тӳнтерсе, хирӗлме пуҫларӗ.

— Илтрӗн-и, Симочка?.. Ав мӗскер авӑраҫҫӗ вӗсем! Хӑвӑр ухмахлӑхран хӑвӑр вӑтанмастӑр! Сирӗн пеккисем пирки магазинсем умӗнче ҫапса хӗстернӗ пек пулать. Ӑса кӗресчӗ… Ӗлӗкрех ӗлкӗреймен пулсан, халӗ те пулин пӑртак, ҫакнашкал куна пула, йӗркеленесчӗ. Пӗлӗр, ун пек шухӑшсене эпӗ хамӑн килте чӑтма пултараймастӑп!

Вара вӑл кепкине тӑхӑнчӗ, хура куҫлӑхӗсене тӳрлетрӗ, туйине тытрӗ, ӗҫе тухса кайрӗ. Пӑлтӑртан мана ҫапла каласа хӑварчӗ:

— Асту, Сима, — терӗ, — ӗнер «Технокнопкӑра» эпир хамӑр ӗҫе вӑрҫӑ урапи ҫине лартма канаш турӑмӑр. Гранатсем валли сеткӑсем тӑватпӑр. Тата та тем те пӗр… Кунта эсир, кӑмӑлӑр пулсан, «саппас-тапмассем» тӑвӑрах. Анчах, астӑвӑр, хамӑн килтех паника тума парас ҫук эп. Пӗр пус та парас ҫук сире, каҫарӑр, ытарайми салфеткӑсем!

Вӑл тухса кайсан, анне пӑшӑрханса каларӗ:

— Ӗнертенпех ҫавӑн пек. Пуҫ та ҫурӑлса тухать… Мӗн тытса тӑвасса та пӗлместӗп. Сӗт майри тата, тем те пӗр каласа, сехӗрлентерсе хӑварчӗ… Эсӗ те юри тенӗ пекех кунӗпе пулмарӑн. Тупнӑ вӑхӑт уҫӑлса ҫӳреме. Виҫӗ ӑстрӑм ашшӗ-амӑшӗсем чупа-чупа килчӗҫ. Ачасене илсе кайрӗ те, халӗ те ҫук теҫҫӗ. Ҫитменнине вӑрҫи…

— Ӑҫтан кӑна ҫӳрес килет сан ҫав шӑркалчӑсемпе! — хутшӑнчӗ аппа. — Эсӗ пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ, Симка, ҫитӗннӗ-темелле… Шав — пӗчӗккисемпе…

— Тӗрӗс. Ку вӑл, ман шухӑшпа, ытлашши нагрузка, — хушса хучӗ настройщик.

Амед ҫыруне эпӗ комод ҫинче тупрӑм. Вӑл мана кунӗпех кӗтни ҫинчен ҫырать, питӗ курас килетчӗ, тет, анчах нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр, каялла Туркмение тухса каймалла пулчӗ, тет… Хӑҫан курнӑҫӑпӑр — паллӑ мар, тет…

«Утсем тем пекех кирлӗ. Дюльдяль каясса сиссе кӗҫенет пулмалла», — ҫырать вӑл малалла. Унтан вӑл хӑйӗн шухӑшне — Хӗрлӗ Ҫара ирӗккӗн кайма тӑрӑшасси ҫинчен — пӗлтерет… Амед ман валли пӗчӗк парне хӑварнӑ — кӑчкӑ ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ енчӗк, талисман майлӑскер. Пиччӗн енче — Марс паллине тӗрленӗ.

— Кунӗпех ларчӗ кунта санӑн Азири тусу, — пӗлтерчӗ анне. — Лайӑх ача, тарават кӑмӑллӑ, кӗрнеклӗ пӳ-силлӗ. Амӑшӗ ҫинчен те, лашисем ҫинчен те темӗн чул каларӗ. Лашасене меслетсӗр юратать, вӗсем ҫинчен калаҫу пуҫласан, куҫӗсем хӗмленсех тӑраҫҫӗ. Санпа курнӑҫайманшӑн питӗ пӑшӑрханчӗ. Ну, хӑвах пӗлетӗн, Сима, халь ӗнтӗ — вӑл шухӑш мар. Унӑн хӑйӗн ӗҫӗ… Аванскер, кӑмӑллӑ… Ҫул ҫине эп ӑна йӑвасем пӗҫерсе ятӑм.

Алӑкран шаккарӗҫ. Игорек ҫитрӗ. Куҫӗсем унӑн темӗнле, уйрӑмах пысӑкланнӑ.

— Кӗме юрать-и? Аван-и? Сима, сана атте чӗнет, пӗр саманта кӑна кӗрсе тухтӑр тет. Вуниккӗмӗш хваттер.

— Ҫӗрле те, кӑнтӑрла та ку пионерсенчен канӑҫ ҫук, — терӗ анне ассӑн сывласа. — Чӑн та, Сима, кайса килетӗн нуль, ӗнерех повестка панӑ вӗсене.

Капитан Малинин, сарлака кӗре этем, эпир пынӑ чухне кутамккине майлаштаратчӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, Симочка, — терӗ капитан. — Мӗн ҫӗмӗрттеретӗр? Чӑрмантартӑм сире, каҫарӑр. Ывӑннӑ эсир, пӗлетӗп. Игуш пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ… Майсӑр пулнӑ ӗнер сирӗн, аван мар! Эпӗ питӗ те васкатӑп. Халех каймалла. Сире пӗрер ҫӑмах каламалли пур. (Игорь, помазока ӑҫта чикнӗ эс?) Акӑ мӗн, Сима юлташ: эсир пӗлетӗр, аннемӗр пирӗн ҫук, иккӗнех пурӑнатпӑр — Игорь те эпӗ. Халь ӗнтӗ вӑл, куратӑр, пӗччен юлать, Ну, Стеша пур, тейӗпӗр, кил хӗрӗ, хуҫалӑха вӑл тыткалӗ, кӳршӗсем те: пӑхкалӑпӑр, терӗҫ. Анчах пӗлетпӗр-ҫке, вӑхӑчӗсем ҫавӑн пек. Темӗн те пулма пултарӗ! Ку чухнехи вӑрҫӑсенче фронтпа тыл — пӗр пекех. Хальхи хӗҫ-пӑшал умӗнче вӗсен уйрӑмлӑхӗ ҫухалать. Акӑ мӗн калас тенӗччӗ эпӗ сире. Эсир — вӗсен вожатӑйӗ. Игуш сирӗн ҫинчен мана нумай каласа панӑ. Эпӗ сире питӗ те хисеплетӗп, Сима.

— Эсир ытла та ӗнтӗ… — именсе кайрӑм эп.

— Ҫук, ҫук, чӑн-чӑнах хисеплетӗп. Эсир хӑвӑр ӗҫӗре питӗ лайӑх тӑватӑр — ӑспа, чӗрепе. Ҫавӑнпа та питӗ те ыйтатӑп: манӑн Игорьшӑн пур тӗлӗшпе те вожатӑй пулӑр. Ӑнланатӑр-и? Пур тӗлӗшпе те. Питӗ пысӑк ӗҫ вӑл вожатӑй пуласси. Эсир комсомолка пулас? Питӗ лайӑх. Сире, апла пулсан, комсомол ачасене шанса панӑ. Эпӗ те, Хӗрлӗ Ҫарӑн командирӗ, ҫак йӗрпе сире хамӑн ывӑлӑма шанатӑп. Хам ҫук чухне, Сима юлташ, ун хыҫҫӑн пӑхкалах тӑрӑр. Вӑл-ку пулсан, тӳрех ҫырса пӗлтерӗр. Таврӑнӑп — манмӑп! Ҫакӑ анчах. Манӑн кайма вӑхӑт. Аллӑра парсамӑр.

Вӑл ман умма тирпӗйлӗн ҫӗкленчӗ, сулахай аллинче плащ. Тӳрленчӗ, портупей сӑранне шӑтӑртаттарчӗ, атӑ кӗллисене куҫарчӗ, мана хисеплӗн чыс пачӗ, аллине тӑсрӗ. Эпӗ унӑн ҫирӗп, сарлака аллине хыттӑн чӑмӑртарӑм.

— Часрах таврӑнӑр, Малинин юлташ. Игорьшӗн пулсан — ан пӑшӑрханӑр, Хӑвӑра сыхлӑр.

— Ну, тавтапуҫ сире, — терӗ вӑл, чемоданне ҫӗклесе. Эп ӑна хапхаран тухиччен ӑсатрӑм. Игорь вокзала ҫитичченех каясшӑнччӗ, анчах капитана илме килнӗ машинӑра вырӑн пулмарӗ, ҫуран кайма аякра, пурӗпӗр ӗлкӗрейместӗн. Капитан ывӑлне хыттӑн чуптурӗ, ӳсӗркелерӗ, картузне тӳрлетрӗ, хамӑр ҫурта тепӗр хут никӗсӗнчен пуҫласа тӑррине ҫити пӑхса илчӗ, унтан машина ҫине ларчӗ те вӗҫтерчӗ.

Игорь ашшӗ хыҫӗнчен чылайччен пӑхса тӑчӗ, унтан килнелле утрӗ. Эп ӑна, хӑваласа ҫитсе, хулпуҫҫинчен ыталаса илтӗм:

— Акӑ ӗнтӗ, Игорек, эпир иккӗнех тӑрса юлтӑмӑр.

— Эсӗ ху юлнӑ, эпӗ пурӗпӗрех таратӑп.

— Ӑҫта тарасшӑн вара?

— Фронта, ак ӑҫта!

— Аҫу мӗн каланине илтмерӗн-им? Кам ҫине хӑварчӗ вӑл сана? Кама итлемелле ӗнтӗ сан?

— Пулин, — терӗ Игорь, ман енне куҫ айӑн пӑхса. — Эсӗ ытлашши ан тӑрӑш-ха.

Вӑл, алӑран вӗҫерӗнсе, хӑйсен подъездне кӗрсе кайрӗ.

Эпӗ Амед валли пӗр пысӑк ҫыру хатӗрлерӗм, хамӑр курнӑ мыскарасем ҫинчен ҫыртӑм. «Амед, — терӗм эп, — питӗ те шел, ҫакӑн пек пурнӑҫ тапранса каяс умӗн пӗр-пӗрне курса калаҫса пулмарӗ». Унтан эп шкула тухса кайрӑм, ҫула май ҫырӑва почта ещӗкне пӑрахрӑм.

Ҫуллахи вӑхӑтра ялан ҫавӑн пек вӑл: шкул ҫурчӗ мана халиччен пулман пек ирӗк, лӑпкӑ тата сулхӑн туйӑнчӗ. Унӑн пӗр ҫунатӗнче халӑх хӗвӗшет, крыльцо ҫинче хӗрарӑмсем лараҫҫӗ. «173 № призыв пункчӗ» тесе ҫырнӑ шурӑ пир тӑрӑхӗ ҫилпе чӳхенет. Пирӗн класс чӳречисене шалтан халатпа карнӑ, унта — комисси. Ытти классенче ҫитӗннӗ арҫынсем туллиех, вӗсене шкул обстановкинче, партӑсен хушшинче тӗл пулма, темӗнле, аван мар пек туйӑнать. Картишӗнче те черет кӗтсе тӑракан повесткӑллӑ ҫынсем темӗн чухлех. Ҫар ҫыннисем ӗҫлӗн, шухӑшлӑн иртсе ҫӳреҫҫӗ.

Аслӑ классенче вӗренекен ачасем физика кабинетне пухӑннӑ Вӗсем ӗнерех пӗрре пухӑнса ирттернӗ, тӗрлӗрен решенисем йышӑннӑ. Вӗренекен ачасенчен бригадӑсем тунӑ. Пӗрисем арҫынсӑр тӑрса юлнӑ кил-йышсене пахча ӗҫӗнче пулӑшмалла. Теприсем хӑйсем ҫине шкула сыхлас ӗҫе илнӗ Хӗр ачасем кӗпе-йӗм ҫӗлеме йышӑннӑ. Пӗр эпӗ анчах ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Эпӗ вара хамӑн мӗн тумалли ҫинчен тата пионерсемпе мӗнле ӗҫлесси ҫинчен ыйтса пӑхрӑм.

Ун ялан хӑйӗн чӗпписем! — сиксе ларчӗ ман ҫине Катя Ваточкина. — Кунта пурин те халь ӗҫ — персе анмалла, вӑхӑчӗ ҫавнашкал — ҫурӑлса кайӑн! Вӑл пур — хӑй ачисемпех…

Катя Ваточкина хӑватлӑ сӑмахсене юратать: «Шӑрӑх — акӑш та макӑш», «Кӑмӑл — сӗм-сӗмекке», «Ӗҫ вӗҫӗ-хӗррисӗр», «Ӗҫлетпӗр — калама намӑс» тата та ҫавӑн пек сӑмахсем ун чӗлхи ҫинчен вӗҫсе кӑна тӑраҫҫӗ.

Эпӗ ӗнтӗ ун ҫине кӳренместӗп те. Вӑл шавлас, кӗрлес тесен — каҫсах каять, унӑн шучӗ тӑрӑх чӑн-чӑн пионер-вожатӑй урӑхла пулма та пултараймасть. Вӑл тӑваттӑмӗш «Б» класӑн (халь ӗнтӗ пиллӗкмӗш пулчӗ) вожатӑйӗнче ӗҫлет. «Санӑн, Сима, вожатӑй тӗсӗ те ҫук! — пӗрре ҫеҫ мар ятланӑ мана Катя. — Эсӗ ытла черченкӗ чун, романтизм санра мур чухлех, хӑват текенни — нуль. Эс хӑюллӑрах пул». Малтан эпӗ хам та ҫавӑн майлах шутланӑ. «Кам пӗлет, пионерсем чӑнах та ҫавнашкал шавлӑ, энергиллӗ, кӑшкӑрашсах тӑракан вожатӑйсене юратаҫҫӗ пуль?» тенӗ. Катя хӑйӗн отрядӗнче командӑланине эпӗ тӑтӑшах куркаланӑ: «Хӗрсем, ачасем, хӑвӑртрах, пӗрре-иккӗ! Лартӑмӑр! Ак ҫапла пите шеп! Ал ҫупӑр! Пуҫларӑмӑр!..» Кайран эп пӗлсе ҫитрӗм: ачасем ӑна, куҫ умӗнче мухтакалаҫҫӗ пулсан та, чунтан хисеплени ҫук. Унӑн отрядӗнче дисциплина ман отрядринчен чылай кайра. Татти-сыпписӗр шав, чуна кайса тивекен кӑшкӑрашу, алӑ ҫупни, пушӑлла хӗвӗшни унӑн ачисене, ахӑрнех, сахал мар ӗшентернӗ. Кунсӑр пуҫне, эпӗ тата ҫакна та ӑнлантӑм: Катьӑна ачасемпе пулма питӗ кичем иккен, шавласса та вӑл ҫав кичемлӗхе пусарасшӑн кӑна шавлать, темелле.

— Ну, ҫитрӗ пулас, пӗтерӗр! — кӑшкӑрчӗ Катя Ваточкина. — Вилетӗп — ӗҫлес килет, калаҫнӑ, татӑлнӑ, пурте паллӑ. Кайрӑмӑр. Пӗтерӗр.

Вӑл класран вӑш-ваш вӗҫсе тухрӗ. Коридорта мана хамӑр математик Евгений Макарович чарчӗ.

— Ӗнер питӗ пӑшӑрхантӑмӑр, Крупицына, — ҫемҫен калаҫма тытӑнчӗ вӑл, ҫывӑхран ҫеҫ тавҫӑракан куҫӗсемпе мана тинкерсе. — Мӗнле тӗлӗнтермӗш истори вӑл сирен? Утрав, кимӗ ҫухални… Ох, романтиксем!.. Ну-ну, питлешсе мар, шӳтлешсе! Чӑн, эпӗ лайӑх ӑнланатӑп — халь ун ҫинчен калаҫни килӗшмест. Хаяр вӑхӑт, Крупицына, ахӑр самана! Халь пурин те пӗрле пулмалла. Сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп та, тусӑмсем, сехӗрленсе каятӑп. Ҫамрӑк пуҫсене питӗ шел…

Каҫ пуласпа эпӗ хамӑн ултӑ пионера кил картинчи пӗчӗк сквера пуҫтартӑм. Хамӑр картишне эп питӗ кӑмӑллатӑп, Мӗн чул чӳрече, мӗн чухлӗ пурнӑҫ пӑхмасть ун ҫине! Пурте савӑк кунта: ҫӳлтен юхӑнса анакан музыка сасси те, ачасем выляса ҫуйӑхни те, ҫавра хӑйра ҫавӑрни те, асфальт ҫине пурӑпа ҫырса тунӑ «классем» те, сӑпкаллӑ урапа тӗртсе пыракан амӑшсем те, подъезд умӗнче шӑкӑлтатса ларакан кинемейсем те, пурте, пурте…

Халӗ ак комендант кунта дворниксемпе ҫӳрет. Вӗсем кашни кӗтессе пырса тишкереҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫӳп-ҫапа шӑлса пуҫтарса, тиесе каяҫҫӗ. Кунта вут-кӑвар ҫитме пултарать, ун валли ҫимӗҫ хӑварас пулмасть. Паян кашни хӑй тавра тирпейлет, ҫӗтӗк-ҫурӑкран, ҫӳп-ҫапран тасалать — ҫавна вӑрҫӑ ыйтать. Этем хӑй те паян лайӑхрах, тасарах, вал шухӑш-кӑмӑлри тӗрлӗрен ҫӳп-ҫапа шӑлса кӑларнӑн туйӑнать.

— Акӑ мӗн, ачасем, — терӗм эп хамӑр скверика пухӑннӑ пионерсене. — Акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сире… Ҫӑлтӑрсем пире илӗртсе вылятчӗҫ, эпир пурнӑҫа малтанах курса тӑраттӑмӑр, гороскопсем ярса, тӗрлӗрен шухӑш тытаттӑмӑр. Халӗ ак тупӑсем кӗрлеҫҫӗ, ҫапӑҫу пырать. Халӗ пурсӑмӑрӑн та пӗр шухӑш ҫеҫ тытмалла: часрах пирӗннисем ҫӗнтерччӗр! Ҫапла-и, ачасем? Ан тив, кашни пиртен тӗплӗн шухӑшлатӑр: ҫӗнтерӳ кунне часрах ҫывӑхартма кам мӗскер тумалла?

Шӑппӑн тӑнлаҫҫӗ мана ачасем. Вӑрҫӑн тепӗр кунӗ иртсе пырать, Мускав ҫине илемсӗр каҫ анать, маскировка пӗркенӗ пек салхуллӑ, тӗксӗм каҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех