Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.09.05 09:33

Пуплевӗш: 294; Сӑмах: 2743

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑй пит хаяр пулин те,
Ун чух тутӑ пулнипе,
Пит йӑвашшӑн арӑслан:
«Мӗншӗн кӗтӗн ман киле?»

Терӗ хӑйӗн хӑнине.

А. Сумароков.

Эпӗ генерал патӗнчен тухрӑм та васкасах хамӑн хваттере утрӑм. Савельич яланхи пекех мана ӳкӗтлеме тытӑнчӗ.

— Мӗнле ҫав санӑн, сударь, ӳсӗр вӑрӑ-хурахсемпе ҫыхланас килет! Улпут ӗҫӗ-и вӑл? Вӑхӑт пӗр пек килмест: ахалех пӗтӗн. Юрӗччӗ турокпа е шведпа ҫапӑҫма каяс пулсан, халӗ акӑ кам ҫине кайнине калама та ҫылӑх.

Эпӗ унӑн халлапне: — Манӑн укҫа пурӗ мӗн чухлӗ-ха? — тесе ыйтса, пӳлсе лартрӑм.

— Сана валли ҫитӗ-ха, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн. — Мур илесшӗсем тем пек ухтарсассӑн та, эпӗ пытарма ӗлкӗртӗмех. — Ҫапла каласа вӑл кӑсъинчен ҫыхса тунӑ вӑрӑм хутаҫпа туп-тулли кӗмӗл укҫа туртса кӑларчӗ.

— Акӑ мӗн, Савельич, — терӗм ӑна, — халӗ эсӗ мана ҫуррине пар та, ыттине хӑвах ил. Эпӗ Белогорск крепӑҫне каятӑп.

— Батюшка, Петр Андреич! — терӗ ырӑ тарҫӑм мана, чӗтрекен сассипе. — Турӑран хӑра; мӗнле эсӗ? Ҫакнашкал ниҫта тухма ҫук хурах пусакан саманара инҫе ҫула епле кайӑн! Хӑвна хӗрхенместӗн пулсан, аҫу-аннӳне те пулин хӗрхенсем. Ӑҫта каймалла санӑн? Мӗн тума? Тӑхта кӑштах: акӑ ҫар ки-лӗ, ку хурах пусса ҫӳрекенсене пӗтерӗҫ те, вара ӑҫта каяс тенӗ унта кай, — терӗ.

Анчах та, хам тӑвас тенине эпӗ ҫирӗппӗнех йышӑннӑ.

— Тинех калаҫса тӑма та кирлӗ мар! — терӗм эпӗ старике. — Манӑн каяс пулать, эпӗ каймасӑр тӑма пултараймастӑп. Ан кулян, Савельич: турӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тен пӗр-пӗрне татах та курӑпӑр! Асту, япала илес-тӑвас тӗлӗшпе именсе, хыткукарланса ан тӑр. Мӗн кирлине, виҫӗ хут хаклӑ пулсан та, ил. Ҫак укҫана эпӗ сана парнелесе паратӑп. Тепӗр виҫӗ кунран эпӗ таврӑнмасан…

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ, сударь? — пӳлчӗ мана Савельич. — Эпӗ сана пӗр-пӗччен ярӑп-и? Тӗлӗкре те ан тӗлленнӗ пултӑр ун ҫинчен. Эсӗ каймах шут тытнӑ пулсан, эпӗ, ҫурран утмалла пулсан та, санпах пыратӑп, санран юлмастӑп. Сансӑр пуҫне чул хӳме хӳттинче ларатӑп-и! Эпӗ ухмаха ернӗ-им вара? Санӑн ирӗк, сударь, анчах эпӗ юлмастӑп.

Савельичпа тавлашма ҫуккине пӗлсе, эпӗ ӑна ҫула кайма хатӗрленме ирӗк патӑм. Тепӗр ҫур сехетрен эпӗ ырӑ урхамах ҫине утланса лартӑм. Савельич выльӑх апачӗ ҫук пирки пӗр хула ҫынни ахалех панӑ ырхан та уксах лаша ҫине утланчӗ. Хула хапхи патне ҫитрӗмӗр. Хуралҫӑсем пире чарса тӑмарӗҫ; эпир Оренбургран тухса кайрӑмӑр. Тӗттӗмлене пуҫларӗ. Пирӗн ҫул Пугачев аллинче тӑракан Берд слободи ҫуммипе иртет. Тӳрӗ ҫула юр тултарса лартнӑ; ҫапах та, кулленех ҫӳренӗ пирки, пӗтӗм ҫеҫенхирӗпех те лаша йӗрӗсем палӑраҫҫӗ. Эпӗ хӑвӑрт юрттарса пыратӑп. Савельич, пит те кая юлса, ҫине-ҫинех мана инҫетрен кӑшкӑрать:

— Ерипентерех, сударь, тархасшӑн хуллентерех кай-ха! Манӑн ырханӗ, мур илесшӗ, санӑн вӑрӑм ураллӑ эсрелне ниепле те ҫитсе пыраймасть. Ӑҫта хыпаланатӑн? Ӗҫке каяс пулсан, юрӗччӗ, халӗ кӗтсех тӑр — пурттӑрши айне пулӑн… Батюшка!.. Петр Андреич! Ан пӗтерсем!.. Ҫырлахах турӑ, пӗтет вӗт улпут ачи!

Часах акӑ Берд слободинчи вут ҫутисем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Эпир ялӑн ҫырмасемпе хӳтӗленнӗ вырӑнӗсем патне ҫитрӗмӗр. Савельич ӳпкелеше-ӳпкелеше манран юлмасӑр пырать. Слобода тавра чиперех ҫаврӑнса каясса шаннӑччӗ, сасартӑк тӗттӗмре ман ума чукмарсем тытнӑ пӗр пилӗк мужик сиксе тухрӗҫ. Ку Пугачев йӑвийӗн малтанхи хуралӗ пулнӑ. Пире чӗнсе илчӗҫ. Эпӗ, пароль пӗлменскер, нимӗн шарламасӑр вӗсем ҫуммипе иртсе каяс тенӗччӗ, анчах вӗсем мана сырӑнса илчӗҫ, вӗсенчен пӗри ман лашана йӗвенрен ярса тытрӗ. Эпӗ хӗҫе туртса кӑлартӑм та пӗрне пуҫӗнчен патӑм, ӑна ҫӗлӗкӗ ҫӑлса хӑварчӗ, ҫапах та вӑл сулӑнса кайрӗ те йӗвене алӑран вӗҫертрӗ. Ыттисем хӑраса айӑккалла пӑрӑнчӗҫ: эпӗ ҫав самантрах лашана шпорпа тивертрӗм те сиккипе вӗҫтертӗм.

Ҫывхарса килекен каҫхи тӗттӗмре эпӗ мӗнпур хӑрушӑлӑхран та хӑтӑлма пултарнӑ пулӑттӑм, сасартӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та Савельич ҫуккине асӑрхарӑм. Мӗскӗн старик, уксах лаша ҫинче ларса пыраканскер, хурахсенчен тарса хӑтӑлайман. Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? Кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, леш-сем ӑна тытса чарнине сисрӗм те, лашана каялла ҫавӑрса, ӑна ҫӑлма кайрӑм.

Ҫырма патне ҫывхарнӑ чух, аякранах эпӗ шавланине, ҫухӑрашнине тата Савельич сассине илтрӗм. Хӑвӑртрах юрттартӑм та нумаях пулмасть хама тытса чарнӑ икӗ хуралҫӑ умне пырса тӑтӑм. Савельич та кунтах. Лешсем старике лаши ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ, ҫыхса пӑрахма хатӗрленеҫҫӗ мӗн. Эпӗ пырса ҫитни вӗсене савӑнтарчӗ. Ҫухӑрашса мана пырса тапӑнчӗҫ, ҫийӗнчех лаша ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ. Вӗсенчен пӗри, аслӑраххи пулмалла, халех пире патша патне илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Пирӗн батюшка ирӗкӗнче ӗнтӗ вӑл — сире е паянах, е ыран ир ҫактарасси, — терӗ вӑл.

Эпӗ хирӗҫмерӗм; Савельич та хирӗҫсе тӑмарӗ. Хуралҫӑсем савӑнсах пире ҫавӑтса илсе кайрӗҫ.

Ҫырма урлӑ каҫса, слободана кӗтӗмӗр. Пур ҫӗрте те хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ. Таврара талкишӗпех шавлани, ҫухӑрашни илтӗнет. Урамра тем чухлӗ халӑх тӗл пултӑмӑр, анчах, тӗттӗм пирки, эпӗ Оренбург офицерӗ иккенне никам та паллаймарӗ. Пире урам кӗтессинче ларакан ҫурт патне ҫавӑтса пычӗҫ. Хапха умӗнче темиҫе эрех пички тата икӗ тупӑ лараҫҫӗ. «Акӑ дворец патне ҫитрӗмӗр те«, терӗ хуралҫӑсенчен пӗри: «Халех сирӗн ҫинчен пӗлтерӗпӗр». Вӑл пӳрте кӗчӗ. Эпӗ Савельич ҫине пӑхса илтӗм; старик хӑйне тӗллӗн кӗлтуса сӑхсӑхать. Манӑн чылайччен кӗтсе лармалла пулчӗ; тинех хай хуралҫӑ каялла таврӑнчӗ: «Кӗрех, пирӗн батюшка офицера кӗртме каларӗ», — терӗ вӑл мана.

Эпе пӳрте е, хуралҫӑсем калашле, двореца (патша ҫуртне) кӗтӗм. Сӗтел ҫинче яшка ҫу ҫуртисем, икӗ ҫурта, ҫунаҫҫӗ, стенасене ылттӑнланӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ. Ытти: саксем, сӗтел, кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан рукомойник, пӑта ҫинчи алшӑлли, кӗтесри ухват, анлӑ кӑмака анинчи чӳлмексем — ахаль пӳртри пекех. Пугачев, хӗрлӗ сӑхман тата пысӑк ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, кӗтесре, турӑшсем айӗнче, аллисене пилӗкне мӑнкӑмӑллӑн тытса ларать. Умӗнче унӑн чи ҫывӑх юлташӗсем — ӑна хисепленҫи пулса тӑраҫҫӗ. Оренбургран офицер килнӗ тенӗ хыпар пӑлхавҫӑсене чылаях хускатни палӑрать, ахаль мар ӗнтӗ вӗсем мана чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленнӗ. Пугачев мана курсассӑнах палларӗ. Суя мӑнкӑмӑллӑхӗ унӑн таҫта кайса кӗчӗ.

— А, ваше благородие! — терӗ вӑл хаваслӑн. — Епле пурӑнатӑн? Мӗн пирки сана турӑ ҫавӑрса килчӗ?

Хам ӗҫпе кайнӑ чухне унӑн ҫыннисем мана тытса чарни ҫинчен каласа патӑм эпӗ ӑна.

— Мӗн ӗҫпе вара? — тесе ыйтрӗ вӑл.

Эпӗ нимӗн калама аптӑрарӑм. Пугачев, эпӗ свидетельсем умӗнче каласа парасшӑн мар тесе пулас, хӑй юлташӗсене тухма каларӗ. Икӗ ҫынсӑр пуҫне, хушнине пурте итлерӗҫ, иккӗшӗ вырӑнтан та тапранмарӗҫ. «Хӑюллӑ кала, вӗсенчен ан имен, эпӗ вӗсенчен нимӗн те пытармастӑп», терӗ мана Пугачев. Пугачевӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫине эпӗ чалӑшшӑн пӑхса илтӗм. Вӗсенчен пӗри. имшерскер, кукӑрӑлса ларнӑ шур сухаллӑ старик; кӑвак сӑхман ҫийӗн хулпуҫҫи урлӑ ҫыхса янӑ кӑвак хӑюсӑр пуҫне, вӑл ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑм мар. Унӑн юлташне вара эпӗ ӗмӗрӗмре те манас ҫук. Вӑл ҫӳллӗ, мӑнтӑр та сарлака кӗлеткеллӗскер, мана пӗр хӗрӗх пилӗк ҫулта пек туйӑнчӗ. Хӗрлӗ ҫӑра сухаллӑ, кӑвак куҫӗсем чӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ, сӑмса ҫунаттисем ҫук, чӗкеҫ шатриллӗ сарлака сӑн-пичӗ ҫинче хӗрлӗрех тумхахсем пур пирки, ун сӑнӗ темӗнле тӗлӗнмелле. Вӑл хӗрлӗ кӗпепе, киргиз халачӗ тата казаксен шароварӗ тӑхӑннӑ. Пӗрремӗшӗ (эпӗ ӑна каярах пӗлтӗм) таркӑн капрал Бе-лобородов иккен, иккӗмӗшӗ — Афанасий Соколов (ӑна Хлопуша тесе чӗннӗ), Сибирь рудникӗсенчен виҫӗ хут тарнӑскер, унта пуҫӗпех янӑскер пулнӑ. Хытах пӑлхатса хумхатакан сисӗмпе тулнӑ пулин те, эпӗ хамӑн шухӑша ҫак ӑнсӑртран куҫ умне лекнӗ ҫынсем ҫине куҫартӑм. Анчах Пугачев манран: «Кала, мӗн ӗҫпе эсӗ Оренбургран тухрӑн?» тесе ыйтрӗ те, эпӗ каллех халичченхи тӑна кӗтӗм.

Манӑн пуҫа тӗлӗнмелле шухӑш пырса кӗчӗ: иккӗмӗш хут ӗнтӗ Пугачев патне илсе ҫитернӗ шӑпа манӑн ӗмӗте тултарма сӑлтав панӑн туйӑнчӗ. Эпӗ ҫав сӑлтавпа усӑ курма шут тытса, тӗплӗн шухӑшласа тӑмасӑрах, Пугачева ҫапла каласа хутӑм:

— Эпӗ Белогорск крепӑҫӗнче хӗн куракан тӑлӑха ҫӑлма каятӑп.

Пугачевӑн куҫӗсем ҫутӑлса кайрӗҫ.

— Кам вӑл пирӗн хушӑра тӑлӑха хӗсӗрленекенни? — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Вӑл манӑн суд умне тӑмасӑр пурӗпӗр вӗҫерӗнеймӗ. Кала: кам айӑплӑ?

— Швабрин айӑплӑ, вӑл эсӗ пуп майри патӗнче курнӑ чирлӗ хӗре ирӗксӗрлесе пурӑнать, ӑна вӑйпа качча илесшӗн, — терӗм эпӗ.

— Тыткалӑп эпӗ Швабрина, — терӗ хаяррӑн Пугачев. — Эпӗ кӑтартӑп ӑна хӑй ирекӗпе асса, халӑха хӗсӗрленӗшӗн. Эпӗ ӑна ҫакса вӗлерӗп!

— Сӑмах хушма ирӗк пар-ха, — терӗ ҫурӑк сасаллӑ Хлопуша. — Эсӗ мар-и Швабрина крепость коменданчӗ тума васкарӑн? Халӗ ҫакса вӗлерме васкатӑн. Эсӗ ахаль те, дворянина вӗсен начальникӗ туса, казаксене кӳрентер-тӗн; ан хӑрат ӗнтӗ дворянсене, пӗри элекленӗ-элеклеменех вӗлерсе.

— Вӗсене хӗрхенме те, чыслама та кирлех мар! — терӗ кӑвак хӑю ҫыхнӑ старик. — Швабрина вӗлерме пулӗ; господин офицер тан та мӗншӗн килнине лайӑхрах тӗпчесен кансӗрлемӗ. Вӑл сана государь тесе йышӑнмасть пулсан, унӑн сан патӑнта хӳтӗлӗх шырамалли те ҫук, вырӑна хурать пулсан, мӗншӗн вӑл Оренбургра ку таранчченех санӑн тӑшманусемпе пӗрле ларнӑ? Приказ ҫуртне илсе кайса, ӑна вутпа хӗртсе илме хушмӑн-и? Ӑна, ман шутпа, Оренбург командирӗсем юриех кунта сӑнама-пӗлме янӑ пек туйӑнать.

Ватӑ тӑшман чылаях ӗнентермелле каланӑ пек туйӑнчӗ мана. Хам кам аллинчине аса илсенех, пӗтӗм ӳтпӗвӗм ҫӳҫенсе кайрӗ. Пугачев эпӗ шикленнине сисрӗ. «Ну, ваше благородие? — терӗ вӑл куҫне хӗссе. — Манӑн фельдмаршал чӑннине калать пулас. Эсӗ мӗнле шутлатӑн?».

Пугачев кулни манӑн кӑмӑла кӑштах ҫӗклентерчӗ. Эпӗ унӑн ирӗкӗнчине, вӑл мана мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тума пултарниие каласа патӑм ӑна.

— Юрӗ, — терӗ Пугачев. — Халӗ ӗнтӗ хӑвӑрӑн хулари лару-тӑру мӗнлине каласа пар.

— Тавтапуҫ турра, пурте йӗркеллех, — терӗм эпӗ.

— Йӗркеллех? А халӑхӗ выҫӑ вилме пуҫланӑ-ҫке! — терӗ Пугачев.

Самозванец тӗрӗссине каларӗ, анчах эпӗ присяга тивӗҫлӗхне пула, вӑл сӑмах чӑн марри ҫинчен, Оренбургра ҫимӗҫ ҫителӗкли ҫинчен ӗнентерсе калама тытӑнтӑм.

— Куҫӑнах суйнине курмастӑн-и? — терӗ старик. — Пур таркӑнсем те Оренбургра выҫлӑх тата мур пурри ҫинчен, унта вилӗсене те хисепе хурсах ҫини ҫинчен калаҫҫӗ, вӑл пур — пурте ҫителӗклӗ, тесе ӗнентерет. Эсӗ Швабрина ҫакса вӗлересшӗн пулсан, куна та ҫав виселица ҫинех ҫакса вӗлер, никам та кӑмӑлсӑр ан пултӑр.

Ку ылханлӑ старик сӑмахӗсем Пугачева иккӗлентерсе шухӑшлаттарнӑнах туйӑнчӗҫ. Телее, Хлопуша хӑйӗн юлташне хирӗҫ калама пуҫларӗ.

— Ҫитӗ сана, Наумыч, — терӗ вӑл ӑна. — Санӑн пурне те пӑвасси те касасси кӑна. Мӗнех пысӑк паттӑр вара эсӗ? Пӑхсан, чуну аран кӑна тытӑнса тӑрать, темелле. Хӑв та вилес патне ҫитнӗ, ыттисене те вӗлересшӗн. Сан совӗҫӗнте халӗ те сахал юн-им?

— Мӗнле угодник тата эсӗ? — терӗ ӑна хирӗҫ Белобородов. — Санӑн тата хӗрхенесси ӑҫтан килсе тухрӗ?

— Паллах, эпӗ те ҫылӑхсӑр мар, ҫак алӑ та (вӑл шӑмӑллӑ чышкине чӑмӑртарӗ), ҫак алӑ та христиансен юнне тӑкни енӗпе айӑпсӑр мар. Анчах эпӗ хӑнана маар — тӑшмана; килте кӑмака хыҫӗнче ларса маар — ирӗклӗ ҫул юппинче те сӗм вӑрманта; хӗрарӑм элекӗпе мар — пурттӑршшипе те кистенпе вӗлернӗ, — терӗ Хлопуша.

Старик пӑрӑнчӗ те: «ҫурӑк сӑмса«, — тесе мӑкӑртатса илчӗ.

— Мӗн пӑшӑлтататӑн эсӗ унта, ват супнӑ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Хлопуша. — Кӑтартӑп эпӗ сана ҫурӑк сӑмса; чим-ха акӑ, санӑн та вӑхӑт ҫитӗ; турӑ парсан, эсӗ те хӗскӗч шӑршине шӑршласа пӑхӑн… А халӗ асту, таҫта сухална тӑпӑлтарса илӗп!

— Господа генералсем! — терӗ Пугачев мӑнкӑмӑллӑн. — Ҫитӗ сире хирӗҫме. Оренбург йыттисем пурте пӗр кашта ҫинче ҫакӑнса тӑни пысӑк инкекех мар, пирӗн хамӑрӑн йытӑсем пӗр-пӗринпе туллашма тытӑнсан, инкеклӗ пулӗ. Ну, ҫураҫӑр.

Хлопушӑпа Белобородов пӗр-пӗрне сӑмах та чӗнмесӗр хире-хирӗҫ ҫиленсе пӑхаҫҫӗ. Эпӗ, маншӑн пит те ыррӑн мар пӗтме пултаракан калаҫӑва пӑрса яма кирлине туйса, Пугачев еннелле ҫаврӑнтӑм та, савӑклӑ сасӑпа:
— Ах! мана лашапа тӑлӑп панӑшӑн сана тавтума та маннӑ эпӗ.
Эсӗ пулман пулсан, эпӗ хулана та ҫитейместӗм, ҫул ҫинчех шӑнса вилнӗ пулӑттӑм, — терӗм.

Манӑн сӑмах мая килчӗ. Пугачев савӑнса кайрӗ.

— Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, — терӗ вӑл куҫне мӑчлаттарса тата хӗскелесе илсе.

— Кала ӗнтӗ халӗ эсӗ, Швабрин хӗсӗрлекен хӗрпе санӑн мӗн ӗҫ пур? Маттур йӗкӗтӗн чӗрийӗ, савнӑ чун мар-и вӑл? а?

— Вӑл манӑн арӑм пуласси, — терӗм эпӗ Пугачева, ҫанталӑк лайӑх енне улшӑннине сиснипе, чӑннине пытарма кирлӗ маррине кура.

— А, санӑн арӑм пуласси! — кӑшкӑрса ячӗ Пугачев. — Мӗншӗн эсӗ малтанах каламарӑн? Эпир сана авлантарӑпӑр та санӑн туйна та тӑвӑпӑр! — терӗ. Унтан Белобородов еннелле ҫаврӑнса:

— Итле, фельдмаршал! Эпир его благородипе тахҫанхи туссем; ларса ҫиер-ха; ир каҫран ӑслӑрах, теҫҫӗ. Ӑна мӗн тӑвассине ыран курӑпӑр, — терӗ.

Эпӗ вӗсемпе пӗрле ларса хӑна пулассинчен темӗн пекех хӑтӑласшӑнччӗ, анчах нимӗн тума та ҫук. Икӗ ҫамрӑк казачка, килхуҫи хӗрӗсем, сӗтел ҫине шурӑ ҫивитти сарчӗҫ, ҫӑкӑр хурса, пулӑ яшки тата эрех-сӑра лартса пачӗҫ, эпӗ иккӗмӗш хут вара Пугачевпа тата унӑн хӑрушӑ юлташӗсемпе пӗрле пӗр сӗтел хушшине лартӑм.

Аскӑн шавлӑ ӗҫкӗ сӗм ҫӗрлечченех пычӗ. Юлашкинчен вӗсене ӳсӗрӗлни (мухмӑр) пусма пуҫларӗ. Пугачев ларнӑ ҫӗртех ӑйхӑласа кайрӗ; унӑн юлташӗсем тӑчӗҫ те мана тухса кайма каларӗҫ. Эпӗ вӗсемпе пӗрлех тухрӑм; Хлопуша хушнипе, хуралҫӑ мана приказ ҫуртне леҫсе ячӗ. Савельич та унтах мӗн; мана вара унпала пӗрле питӗрсе хӑварчӗҫ. Ҫав тери тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртнине кура, тарҫӑм пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ. Вӑл тӗттӗм ҫӗртех ҫывӑрма вырнаҫса, чылайччен ахлатса, ассӑн сывласа выртрӗ; юлашкинчен аранах хӑрлаттарса ҫывӑрма пуҫларӗ. Эпӗ, шухӑша кайса, ҫӗре пачах ҫывӑраймасӑр ирттертӗм.

Ирхине мана Пугачев патне чӗнтерчӗҫ. Эпӗ ун патне кайрӑм. Хапха умӗнче тутар лашисене — 3 лаша кӳлнӗ кибиткӑна куртӑм. Урамра халӑх кӗпӗрленсе тӑрать. Пӳрт ҫенӗкӗнче эпӗ Пугачева тӗл пултӑм. Вӑл ҫула кайма тумланса кӗрӗк тата киргиз ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ. Унӑн ӗнерхи юлташӗсем ӑна тавралла сырӑнса илнӗ те хӑйсене хӑйсем чураллӑн тыткалаҫҫӗ; ӗнер вӗсем йӑлтах урӑхлаччӗ. Пугачев мана хавассӑн алӑ пачӗ те хӑйпе пӗрле кибиткӑна ларма хушрӗ.

Эпир кӗрсе лартӑмӑр.

— Белогорск крепӑҫне! — терӗ Пугачев тройкӑна тытса пыракан сарлака кӗлеткеллӗ тутара. Манӑн чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ. Лашасем вырӑнтан тапранчӗҫ, шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарса илчӗ те, кибитка вӗҫтерчӗ…

— Чим! чим! — тени, пит те ҫывӑххӑн палланӑ сасӑ илтӗнчӗ, эпӗ хамӑра хирӗҫ чупакан Савельича куртӑм. Пугачев чарӑнма хушрӗ. — Батюшка, Петр Андреич! — тесе кӑшкӑрать манӑн тарҫӑ. — Ан хӑварсам мана, ват пуҫа, ҫак мошен… хушшине.

— А, ват супнӑ! — терӗ ӑна Пугачев. — Каллех пӗр-пӗрне курма тӳр килчӗ. Ну, ларах ларчӑк ҫине…

— Тавтапуҫ сана, государь, тавтапуҫ, тӑван аттеҫӗм! — терӗ Савельич ларнӑ май. — Турӑ сана, мана старике хӗрхеннӗшӗн, ҫӗр ҫул пурӑнмалӑх сывлӑх патӑр. Ӗмӗр саншӑн кӗлтӑвӑп, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп ҫинчен асӑнмӑп та.

Ку мулкач тӑлӑпӗ Пугачева юлашкинчен шӳтлӗн мар, хытах ҫиллентерме пултарнӑ пулӗччӗ. Телее, самозванец, те илтмерӗ, те илтмӗш пулса, нимӗн те шарламарӗ. Лашасем юрттарчӗҫ; урамри халӑх, чарӑнса тӑрса, пуҫсене пилӗк таранах тайса юлчӗ. Пугачев халӑха пуҫ тайса илчӗ. Тепӗр самантран эпир слободаран тухса яка ҫулпа вӗҫтертӗмӗр.

Эпӗ ҫак самантра мӗн ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илме пит те ҫӑмал. Темиҫе сехетрен эпӗ ӗнтӗ хамӑн ҫухалнӑ тесе шутланӑ хӗре курмалла. Эпӗ хамӑрӑн ҫитес пӗрлешӳ саманчӗ ҫинчен шухӑшласа пыратӑп… Эпӗ хамӑн ҫитес кун-ҫула тытакан, темӗнле тӗлӗнмелле майпа вӑрттӑн ҫыхӑнса кайнӑ ҫын ҫинчен те шухӑшлатӑп. Эпӗ манӑн савнине хӑтарма пулнӑ ҫыннӑн чӑрсӑр ҫиллине тата унӑн юнӗҫен йӑлисене те аса илсе пыратӑп. Вӑл капитан Миронов хӗре иккенне Пугачев пӗлмест; ҫилленнӗ Швабрин ҫакӑн ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пама пултарать; Пугачев ун ҫинчен тӗрӗссине урӑх майпа та пӗлме пултарӗ… Мӗн пулӗ вара Марья Ивановнӑна? Манӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗм ҫӳҫенсе илсе, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрса кайрӗ…

Сасартӑк Пугачев мана ыйту парса, манӑн шухӑшсене татрӗ:
— Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн, ваше благородие? — терӗ вӑл.

— Епле шухӑша каяс мар, — терӗм эпӗ ӑна. — Эпӗ офицер тата дворянин, ӗнер ҫеҫ сана хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫнӑ, паян акӑ санпала пӗр кибиткӑра ларса пыратӑп, манӑн пурнӑҫӑн телейӗ пӗтӗмпех санран килет.

— Мӗнех вара? Хӑрушӑ-им сана! — терӗ Пугачев.

Эпӗ вӑл мана, пӗрре каҫарнӑскере, тата каҫарма кӑна мар, пулӑшма пултарасси ҫине те шанни ҫинчен каласа патӑм.

— Тӗрӗс, чӑнахах тӗрӗс калатӑн эсӗ? — терӗ самозванец. — Эсӗ хӑвах манӑн ачамсем сан ҫине тӳртӗн пӑхнине куртӑн; старик паян та сан ҫинчен — вӑл шпион, ӑна асаплантарса ҫакса вӗлермелле тесе хытӑ тӑчӗ; анчах эпӗ килӗшмерӗм, — терӗ вӑл шӑппӑн, Савельич тата тутар илтесрен. — Эпӗ санӑн тӑлӑпупа пӗр стакан эрехне астӑватӑп. Сирӗн йышшисем ман ҫинчен эпӗ ҫав териех юнӗҫен тени тӗрӗс маррине эсӗ хӑвах куратӑн, — терӗ вӑл.

Эпӗ Белогорск крепӑҫне туртса илнине аса илтӗм; анчах та ӑна, хам хирӗҫлесе каласшӑн пулманнипе, пӗр сӑмах та чӗнмерӗм.

— Мӗн калаҫаҫҫӗ Оренбургра ман ҫинчен? — тесе ыйтрӗ Пугачев, кӑшт тӑхтасан.

— Сана ҫӗнтерме йывӑртарах, теҫҫӗ; мӗн каласси ӗнтӗ: эсӗ хӑвӑн вӑйна кӑтартрӑн.

Самозванецӑн сӑн-пичӗ унӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ килсе тухнине палӑртрӗ.

— Ҫапла! — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн. — Эпӗ вӑрҫма пултаратӑп. Эпӗ Юзеева патӗнче ҫапӑҫни ҫинчен Оренбургра пӗлеҫҫӗ-и-ха? Хӗрӗх генерала вӗлернӗ, тӑватӑ ҫар тыткӑна илнӗ. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: Пруссия королӗ манпа тытӑҫма пултарӗччӗ-и?

Вӑрӑ-хурах мухтанни мана пит те кулӑшла пек туйӑнчӗ.

— Ху мӗнле шутлатӑн? — терӗм эпӗ ӑна, — Фридерикпа ҫапӑҫма вӑй ҫитернӗ: пулӑттӑн-и эсӗ?

— Федор Федоровичпа-и? Тата, пултармасӑр? Сирӗн генералсене эпӗ тыткалатӑп-ҫке, а вӗсем ӑна ҫӗнтернӗ. Ку таранччен манӑн хӗҫпӑшал телейлӗ пулнӑччӗ-ха. Вӑхӑт пар кӑштах, Мускав ҫине кайсан, ку кӑна пулӗ-и?

— Эсӗ Мускав ҫине кайма шутлатӑн-и вара?

Самозванец пӑртак шухӑша кайса, шӑппӑнтараххӑн:

— Турӑ пӗлтӗр-и ӑна. Манӑн урам ансӑр; ирӗк сахалтарах маншӑн. Манӑн ачамсем иртӗхе пуҫларӗҫ. Вӑрӑсем вӗсем. Манӑн хӑлхана ҫивӗч тытмалла; ӗҫсем пӗрре ӑнмасанах, манӑн пуҫа сутса, хӑйсен мӑйне ҫӑлса хӑварӗҫ вӗсем.

— Ҫавӑ ҫав! — терӗм эпӗ Пугачева. — Хӑвӑрах вӗсенчен вӑхӑтра уйӑрӑлса, государынян ыркӑмӑллӑхне парӑнма тӑрӑшсан, аванрах пулмӗ-и?

Пугачев йӳҫҫӗн кулса илчӗ.

— Ҫук, — терӗ вӑл, — ӳкӗнме вӑхӑт иртнӗ манӑн. Мана каҫару пулас ҫук. Пӗрре пуҫланӑскер, малаллах каятӑп. Ӑҫтан пӗлес? Тен ӗҫсем ӑнса та пырӗҫ! Гришка Отрепьев Мускав патши пулса курчӗ вӗт.

— А вӑл мӗнле вилӗмпе вилнине эсӗ пӗлетен-и? Ӑна чӳречерен ывӑтнӑ та касса пӑрахнӑ, унтан ҫунтарса ярса, кӗлне тупӑпа персе салатнӑ!

— Итле, — терӗ Пугачев, темӗнле тискер хаваслӑхпа. — Эпӗ сана хам пӗчӗк чухне пӗр ватӑ калмычка каласа панӑ юмаха ярса парам. Пӗрре ӑмӑрткайӑк ҫӑханран: Кала мана, ҫӑхан тусӑм, мӗнле эсӗ ҫут тӗнчере виҫҫӗр ҫул, эпӗ мӗнпурӗ те вӑтӑр виҫӗ ҫул кӑна пурӑнатӑп? — тесе ыйтнӑ, тет. — Эсӗ чӗрӗ юн ӗҫетӗн, эпӗ виле ҫисе пурӑнатӑп, ҫавӑнпа вӑл, тӑванӑм, — тенӗ, тет, ҫӑханӗ. Ӑмӑрткайӑк шухӑшланӑ-шухӑшланӑ, тет те: эпир те виле ҫисе пурӑнса пӑхар-ха, тенӗ, тет. Юрать. Вӗҫсе кайрӗҫ, тет, ӑмӑрткайӑкпа ҫӑхан. Хайхисем лаша вилли тупрӗҫ, тет те, ҫавӑн ҫине ларчӗҫ, тет. Ҫӑханӗ ҫав тери мухтаса ҫиет, тет. Ӑмӑрткайӑкӗ пӗрре сӑхрӗ, иккӗ сӑхрӗ, тет те, ҫунаттипе сулса, ҫӑхана ҫапла каларӗ, тет: ҫук, ҫӑхан тусӑм, виҫҫӗр ҫул виле ҫисе пурӑниччен, пӗрре кӑна аванрах чӗрӗ юн ӗҫсе курам та, малашне турӑ мӗн парӗ! — терӗ, тет. Мӗнле пек сан шутупа калмыксен юмаххи?

— Пырать, ытарлӑ юмах, — терӗм эпӗ ӑна. — Ман шутпа, ҫынсене вӗлерсе хурах пусса пурӑнни — виле ҫисе пурӑнни пулать те, — терӗм.

Пугачев ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те нимӗн те шарламарӗ. Иксӗмӗр те урӑх чӗнмерӗмӗр, кашниех хӑйне тӗллӗн тарӑн шухӑша путрӑмӑр. Тутар салхуллӑ юрра тӑсса ячӗ; Савельич ларчӑк ҫинче ыйӑхласа пырать. Кибитка хӗллехи яка ҫулпа вӗҫет кӑна. Сасартӑк эпӗ Яик шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчен шӗтӗрнек тытса ҫавӑрнӑ чиркӳллӗ яла курах кайрӑм. Тепӗр вунпилӗк минутран Белогорск крепӑҫне пырса кӗтӗмӗр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех