Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 21:41

Пуплевӗш: 117; Сӑмах: 1093

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Каллех улшӑнусем

Тен, эпӗ Катя мана капитанӑн кӗнекисемпе картинӑсене кӑтартма сӑмах паман пулсан, Татариновсем патне кайман та пулӑттӑм. Эпӗ вӗсен маршрутне пӑхрӑм та, ҫакӑ лӑп шӑп виҫҫӗр ҫул ӗлӗкрех шыракан «ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫулӗ» ятлӑ чаплӑ маршрут иккенне пӗлтӗм. Швеци ҫулҫӳревҫи Норденшельд ҫав ҫулпа 1817 ҫулта пынӑ. Паллах ӗнтӗ, ку вӑл ҫӑмӑл япала мар, мӗншӗн тесен ҫак ҫула тепӗр хут — Вилькицкий тухиччен тата 25 ҫул иртнӗ, анчах та вӑл ӑна тепӗр енчен пуҫланӑ пулнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, кусем маншӑн ҫав тери интереслӗ япаласем, ҫавӑнпа та эпӗ кайса курасах терӗм…

Татариновсен хваттерӗнче нимӗнех те улшӑнман, япаласем кӑна палӑрмаллах сахалланса юлнӑ.

Левитан картини те таҫта кайса кӗнӗ. Вӑл ҫав тери кӑмӑла кайнӑччӗ, — садри тӳп-тӳрӗ ҫул, хӗвел ӳкнӗ хыр вӑрманӗ. Эпӗ ҫак картина ӑҫта кайса кӗнине ыйтса пӗлтӗм.

— Парне пачӗҫ, — кӗскен кӑна каларӗ Катя.

Эпӗ шарламарӑм.

— Николай Антоныча, — тарӑхса персе ячӗ Катя, — вӑл Левитана юратать.

Николай Антоныча пӗр Левитана кӑна паман пулас ҫав, мӗншӗн тесен столовӑй темле пушанса юлнӑ. Пӗр тинӗс компасӗ ҫеҫ ҫаплах хӑй вырӑнӗнче тӑрать, йӗппипе ҫаплах ҫурҫӗрелле кӑтартать.

Марья Васильевна та, карчӑк та килте ҫук.

Варахпа карчӑк таврӑнчӗ. Эпӗ вӑл тӗпелте салтӑннине, Катьӑна: «Каллех хаксем ӳссе кайрӗҫ: купӑста вунпӗр пус, пӑру ашӗ вӑтӑр пус, асӑнтарма хӗрӗх пус, ҫӑмарта тенкӗ те ҫирӗм пус!» тесе калакала панине илтрӗм.

Эпӗ кула-кула тӗпелти пӳлӗме кӗтӗм.

— Нина Капитоновна, лимон мӗн хак?

Вӑл ним ӑнланаймасӑр хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Лимонна ачасем ҫаклатса каймарӗҫ-и?

— Саня! — терӗ те вӑл аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ.

Вӑл мана чӳрече патнерех сӗтӗрсе пычӗ, пур енчен те ҫавӑркаласа пӑхкаларӗ, кӑмӑлсӑр пулчӗ.

— Лутрарах, — терӗ вӑл салхуллӑн, — ӳсместӗн.

Вӑл, примуспа сӗт вӗретсе илес тесе, кухньӑна кайрӗ, тепӗр темиҫе самантран калле таврӑнчӗ.

— Лимона аса илтӗн-и? — терӗ те вӑл кулса ячӗ. — Мӗн тӑвас тен, ҫаклатса та кайӗҫ!

Вӑл ӗнтӗ пачах ватӑлса ҫитнӗ пек курӑнать: курпунланнӑ, ырханланнӑ. Ешӗл бархӑтран ҫӗленӗ ҫанӑсӑр кӗпи унӑн ҫав тери шалпарланнӑ, ырханкка хулпуҫҫийӗсем курӑнаҫҫӗ. Анчах та вӑл ӗлӗкхи пекех савӑнӑҫлӑ.

Вӑл маншӑн эпӗ хам шутланинчен те ытларах савӑнчӗ.

— Хуратул ҫимелле теҫҫӗ, — татса каларӗ вӑл. — Вара ӳсетӗн. Пирӗн Энскра пӗр пӗчӗк пуп пурччӗ. Ак ҫакӑн пек ҫеҫчӗ! Вӗҫӗмрен хуратул ҫиетчӗ.

— Ӳсрӗ-и вара? — пӗлес тесех ыйтрӗ Катя.

— Ӳсме ӳсмерӗ те, сасси хулӑмланчӗ. Малтан нӑйкӑлтатса ҫеҫ ҫӳретчӗ.

Вӑл кулса ячӗ, унтан сӗт ҫинчен аса илчӗ.

— Ах, тухса тарчӗ те пулӗ?

Вӑл вара хӑй те тухса кайрӗ.

Эпир, Катьӑпа иксӗмӗр, капитан кӗнекисемпе картинисене чылайччен пӑхса лартӑмӑр. Кунта Нансенӑн «В стране льда и ночи» кӗнеки те, «Лоции Карского моря» кӗнеки те тата ыттисем те пур. Кӗнекесем ытла нумаях мар пулин те пӗринчен пӗри лайӑх. Хӑшне те пулин вулама ыйтса пӑхас килет те ҫав, аван мар пек туйӑнать. Ҫавӑнпа та эпӗ Катя сӑмахӗсенчен тӗлӗнсе кайрӑм:
— Хӑшне те пулсан ил, кӑмӑлу пур-и? — терӗ вӑл.

— Юрать-и вара?

— Юрать, — ман ҫине пӑхмасӑрах ответлерӗ Катя.

Эпӗ хама мӗншӗн ҫав тери хисеп туни ҫинчен ытлашши шухӑшласа тӑмарӑм, вӑхӑта вӑраха ямасӑр, кӗнекесене суйлама тытӑнтӑм. Пурне те илес килет, анчах май килмест, эпӗ вара пиллӗкӗшне кӑна суйласа илтӗм. Вӗсен хушшинче капитанӑн хӑй ҫырнӑ брошюри те пулчӗ. «Грили экспедицийӗ пӗтнин сӑлтавӗ» — ятлӑ вӑл.

Татариновсем патне эпӗ, Николай Антоныча курас мар тесе, юриех меллӗ вӑхӑт шыраса килтӗм: ку вӑхӑтра яланах педагогика совечӗн ларӑвӗ пулать. Анчах лару пулман, ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл килне таврӑнчӗ. Эпир Катьӑпа хӗрсе кайсах калаҫнипе шӑнкӑрав сассине те илтмесӗрех юлнӑ-мӗн, кӗҫех юнашар пӳлӗмре ура сасси пулчӗ, ӳсӗрни илтӗнчӗ.

Лӑп та шӑп ҫак самантра алӑк уҫӑлса кайрӗ. Николай Антоныч пирӗн умма тухса тӑчӗ.

— Эпӗ сана, Катюша, алӑка хытӑ хупса ан ҫӳре тесе пин хут та каланӑ, — терӗ вӑл. — Вӑхӑт ӗнтӗ сана ун пек йӑласене пӑрахма.

Паллах ӗнтӗ, ҫийӗнчех курчӗ вӑл мана, анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, куҫне кӑшт хӗскелерӗ те пуҫне сулса илчӗ. Эпӗ те пуҫа султӑм.

— Эпир этем обществинче пурӑнатнӑр, — ҫемҫен каларӗ Николай Антоныч. — Ҫав обществӑна малалла яракан вӑйсенчен пӗри вӑл пӗр-пӗрне хисеплени пулать. Пӗлетӗн вӗт эсӗ, Катюша, эпӗ алӑка хытӑ хупса ҫӳренине юратманнине. Эсӗ кӑна юри тунӑ теме ҫеҫ юлать ӗнте халӗ. Анчах манӑн ун пек шутлас килмест, чӑнах та шутлас килмест…

Вӑл малалла та ҫаплах палкарӗ.

Ҫаксене пурне те вӑл Катьӑна ҫилентерсе ярасшӑн ҫеҫ тунине эпӗ ҫийӗнчех ӑнланса илтӗм. Ӗлӗкрех, лайӑхах астӑватӑп-ха, вӑл унпа кун пек калаҫма хӑймастчӗ.

Акӑ вӑл тухса кайрӗ, анчах та пирӗн капитан кӗнекисене пӑхасах килмест ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне тата, Николай Антоныч калаҫнӑ вӑхӑтра, Катя сӗтеле, сӗтел ҫинчи кӗнекесене ҫурӑмӗпе хупласа тӑчӗ. Лешӗ нимӗнех те асӑрхамарӗ. Анчах та эпӗ пурпӗрех мӗн иккенне тавҫӑрса илтӗм: Катя мана ҫав кӗнекесене парса янине Николай Антоныча пӗлтерме юрамасть иккен.

Тӗрӗссипе, кӑмӑл пӑсӑлчӗ темелле, эпӗ вара кайма шутларӑм. Эх, мӗн тума тухса каймарӑм-ха эпӗ ҫав самантрах! Эпӗ Катьӑна сывпуллашса вӑхӑта ирттерсе тӑтӑм, ҫак самантра Николай Антоныч таврӑнчӗ.

— Тен, эсӗ, Катюша, кӑмӑлна йывӑр илтӗн пулӗ, — каллех пуҫласа ячӗ вӑл. — Сӑлтавӗ ҫук! Эсӗ ӗнтӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн — эпӗ сана ырӑ тӑвасшӑн ҫеҫ. Этем пек, педагог пек.

Вӑл хӑвӑрттӑн ман ҫине пӑхса илчӗ, питне пӗркелерӗ, сӑмсине туртрӗ. Ку манӑн кӑмӑла килсех пӗтмерӗ.

— Эсӗ маншӑн ют ҫын пулсан, сӑмах та ҫукчӗ! Эсӗ вӗт манӑн вилнӗ пиччен, юратнӑ пиччен хӗрӗ. Эпӗ уншӑн хамӑн пурлӑха ҫеҫ мар, пурнӑҫа панӑ.

Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн вилнӗ пиччӗшӗшӗн ҫулран-ҫул ытларах та ытларах ҫухатса пыма пуҫларӗ тесе шутларӑм. Иртнӗ ҫулсенче ӗҫме-ҫиме, тум-юм таврашӗпе пулӑшу пани ҫинчен ҫеҫ калаҫатчӗ вӑл. Халӗ ӗнтӗ вӑл уншӑн пӗтӗм пурнӑҫне панӑ пулать.

— Акӑ мӗншӗн, — малалла каларӗ Ннколай Антоныч, — эпӗ, Катюша, сана пӗр сӑмаха пин хут калама хатӗр! Ывӑннӑ эпӗ. Ӗҫленӗ хыҫҫӑн канмалла манӑн. Акӑ, куратӑн вӗт, санпа калаҫатӑп эпӗ, эсӗ хӑвӑн ҫулупа, ӑс-хакӑлупа ху тахҫанах пӗлсе ҫитмелли япаласем ҫинчен калаҫатӑп, санӑн пуҫна тӑн кӗртме тӑрӑшатӑп.

Катя чӗнмест.

Куратӑп, ӑна ҫав тери йывӑр ӗнтӗ! Анчах та вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ.

Эпӗ Николай Антоныч калаҫса пӗтеймесӗр тухса кайма пултараймарӑм. Кайнӑ пулсан, кӗнекесӗрех таврӑнма тиветчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ лартӑм. Эпӗ ӑна ҫилентерес те теменччӗ ӗнтӗ, тӑрса ывӑннӑран ҫеҫ лартӑм. Анчах та вӑл тарӑхса кайрӗ.

— Эпӗ сана, Катюша, — ҫемҫе сасӑпа малалла каларӗ вӑл, — Римлянсен пӗр паллӑ сӑмахне аса илтересшӗн: «Хӑвӑн юлташу камне кала мана эсӗ, вара эпӗ сана ху камне те калӑп». Енчен эсӗ хӑй ларнӑ, хӑйӗн педагогне лартма аса та илмен ҫынпа юлташланас тетӗн пулсан, вара…

Николай Антоныч, ним калайман енне, аллисене сарса ячӗ.

Эпӗ кӑштах пӑлханнӑ пек пултӑм, ара эпӗ ӑна ҫилентерес тесе ларман-ҫке-ха. Анчах та Катя тӳсеймерӗ.

— Кампа юлташланасси вӑл ман ӗҫ! — ҫав тери хӑвӑрт ответлерӗ те вӑл хӗрелсе кайрӗ.

Нина Капитоновна ҫывӑхрах пулнӑ курӑнать, алӑк хыҫӗнчех пулнӑ-и тен, мӗншӗн тесен, Катя ҫакна каласанах вӑл кӗчӗ те Николай Антоныча апата чӗнме пуҫларӗ. Сӗт вӗренӗ, Николай Антонычӑн кофе ӗҫес килмест-и? Вӑл, ав, пасартан халь кӑна таврӑнчӗ те апат хатӗрлеме те ӗлкӗреймен. Кун пек хирӗҫӳ-харкашусене пӗрре кӑна пусарма тӳрӗ килмест пулӗ ҫав ӑна! Катя унӑн сӑмахӗсене пуҫне ирӗксӗррӗн усса итлерӗ, Николай Антоныч — сӑпайлӑн, ним пулман пек…

Эпӗ вӗсем тухса каясса кӗтсе илтӗм те Катьӑпа сывпуллашрӑм. Киле эпӗ ҫав тери йывӑр шухӑшсемпе таврӑнтӑм. Марья Васильевнӑна, карчӑка тата Катьӑна хӗрхентӗм. Татариновсен килӗнчи улшӑну маншӑн чикӗсӗр кӑмӑла каймарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех