Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гаврик салхуллӑ, ҫилӗллӗ таврӑнчӗ.

Гаврик возвратился сумрачный, злой.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

…Ҫав вӑхӑтрах Гаврик та килне таврӑнчӗ.

…Тем временем Гаврик вернулся в хибарку.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шӑлнӗне ҫителӗклех хӗрткелесен, Петя ӑна аллинчен ҫавӑтса килне илсе таврӑнчӗ.

Задав братику основательную трепку, Петя торжественно приволок его за руку домой.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя, ашшӗ сӑмахне итлесе, ачана пӳрте леҫрӗ те хулӗсене тӳп-тӳрӗ тытса, пӗр кулмасӑр каялла таврӑнчӗ.

Мотя послушно отнесла ребенка в дом и вернулась, прямая, как палка, со втянутыми щеками, страшно серьезная.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл часах шӑппӑн утса каялла таврӑнчӗ.

Он скоро вернулся неслышными шагами.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пулӑ илекен арӑм вунӑ хутчен пӑрахса кайса вунӑ хут каялла таврӑнчӗ.

Десять раз покупательница уходила и десять раз возвращалась.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Лизӑпа пурӑнакан пӳлӗме таврӑнчӗ хӗр, пӗчченех.

Девушка вернулась в комнату, где жила с Лизой, одна.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Р. вунпилӗк сехетре таврӑнчӗ.

Р. вернулся в пятнадцать часов.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ таврӑнчӗ те.

И отец пришёл.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чӗнмесӗр тӑтӑм, нимӗн те кирлӗ мар мана, анчах ҫак ҫар ҫынни темшӗн васкавлӑн тухса кайрӗ те ҫав кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ чипер хӗрарӑмпа пӗрле таврӑнчӗ, хӗрарӑмӗ мана курсан пуҫне ярса тытрӗ те: — Катя, ах турӑҫӑм! Шыв парӑр, шыв! Мӗн пулчӗ сире, Катя? — терӗ.

Я молчала, и мне не нужно было ничего, но этот военный почему-то поспешно ушёл и вернулся с маленькой седой, изящной женщиной, которая схватилась за голову, увидев меня, и сказала: — Катя, боже мой! Дайте воды, воды! Да что же с вами, Катя?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Доктор кӑштах чарӑнса тӑчӗ, унтан ман паталла васкамасӑр таврӑнчӗ.

Он постоял, потом медленно вернулся ко мне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Испанире пулчӗ те вӑл, таврӑнчӗ. Ӗненетӗп тесе ҫеҫ час-часах ҫырса тӑмалла ӑна».

«Он был в Испании и вернулся. Нужно только почаще писать ему, что я верю».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя каҫхине поездпа таврӑнчӗ, ӗшенсе ҫитнӗччӗ пулин те, тӑвас тенине тӑвас пек тӑратчӗ-ха вӑл, ку вара ун кӑмӑлӗшӗн пачах урӑхла пекчӗ.

Петя приехал вечерним поездом, озабоченный, усталый, но решительный, что было вовсе на него не похоже.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен — таврӑнчӗ.

Наконец он явился.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре Ариша аппа, унта темӗн ҫӑмӑлпа кӗрсе тухнӑ та, йӑлт хӗремесленсе кайса, киле таврӑнчӗ.

За чем-то заходившая туда тетя Ариша вернулась, вся багровая от возмущения.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗррехинче вӑл, килте икӗ кун пулман хыҫҫӑн, йӑлт сӑнтан ӳксе, суранланнӑ алӑпа таврӑнчӗ.

И один раз вернулся после двухдневного отсутствия страшно бледный, с перевязанной рукой.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Паллах, эсир мана тем пекех ятлатӑр, пире ҫул ҫине пӑрахса хӑварчӗ те, хӑй Мускава таврӑнчӗ, тетӗр.

— Вы, конечно, там меня очень ругаете, что я бросила вас в дороге и вернулась в Москву.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ну, халь ӗнтӗ пулчӗ: Крупицына хӑйӗн постне йышӑнма таврӑнчӗ.

— Ну, теперь порядок: Крупицына на свой пост приехала.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл тухса кайрӗ, нумай та тӑмарӗ, каялла таврӑнчӗ.

Он выходит и сейчас же возвращается.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Иртеньев таврӑнчӗ.

Возвратился Иртеньев.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех