Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 11 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.15 20:03

Пуплевӗш: 381; Сӑмах: 3087

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Устьӑпа курнӑҫни

Ҫак хушӑра эпӗ Расщепее асӑнмасӑр пӗр кун та ирттермен. Манӑн вӑл пурӑннӑ ҫӗрте, хам унпа пӗрле пулнӑ вырӑнта пулас килсе кайрӗ. Вара эп Ирина Михайловна патне ҫитсе килме шут тытрӑм.

Ҫак шухӑшпа Расщепей хваттерне темиҫе хутчен те шӑнкӑртаттарса пӑхрӑм, анчах мана хирӗҫ е ответ ҫук, е Ариша, ырӑ Ариша, ответлет: «Симочка, кайса килӗр пӗрре Коревановӑна, хамӑр дачӑна. Ирина Михайловна халӗ хулара сахал ҫӗр каҫать. Ҫитсе килӗр, уҫӑ сывлӑшра пӗрле чей ӗҫӗр. Атту тӗпсакайсенче, метросенче йӑлт ӑнтан кайрӑн пуль…» — тет.

Анчах Коревановӑна тухса кайма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ку ӗҫе эп аран мая килтертӗм. Хам ыйтнипе пирӗ Водохранилище ҫывӑхне ҫӗр улми кӑларма ячӗҫ, эпир ӗҫлес вырӑн Кореваново патӗнче, Ирина Михайловна пурӑнакан дачӑран инҫе те мар пулчӗ.

Август уйӑхӗ вӗҫне ҫитсе пырать пулин те, кун калама ҫук шӑрӑх тӑрать. Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать. Пӗшкӗнсе ӗҫленӗ чух хӗвел пирӗн ҫурӑмсене хытӑ ӑшӑтать. Ҫӗрулми пире йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Игорь анчах, кирек те мӗнле ӗҫе те илемлетме юратаканскер, кунта та ав хӑйне кура йӑпанӑҫ тупнӑ. Хӑй кӑларакан улмасене вӑл темӗнле кукӑр-макӑр йӗркелесе пырать, бастионсем тӑвать, унтан вӗсене хӑй енне никам та пӑхманнипе усӑ курса, шултӑра улмасемпе бомбӑлама тытӑнать, тивретмессерен: «Бумм… Тӳрех. Лекрӗ», — тесе сӑмса айӗн мӑкӑртатать.

Эпир пикенсе ӗҫлетпӗр. Паян, епле пулсан та, ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерсе, ачасене киле иртерех яма тӑрӑшатӑп: Коревановӑна часрах ҫитесчӗ. Кӑмӑл паян ман уйрӑмах аван. Амедран ҫыру ҫитрӗ — вӑл ирӗккӗн утлӑ ҫара ҫырӑннӑ. «Ман ҫинчен хыпар пулмасӑр тӑмӗ», — тесе пӗ,лтерет. «Пирӗн каяс ҫул Мускав урлӑ пулсан, эпӗ сана систерӗп, курнӑҫӑпӑр», — тет вӑл.

Амед, Амед, Амед Юсташев, вӑрӑм куҫхаршиллӗ, пысӑк ӗмӗтлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, именчӗк ача! Вӑл е шухӑша кайса ларать, е пӑрӑҫ пек чӗрре кӗрет, пӗрре те манӑн Мускаври тантӑшсем евӗрлӗ мар, йӑлтах урӑхла. Мӗн чухлӗ сӑмахӑм пур ман уншӑн, калаҫасси мӗн чул — ҫавна та пӗлеймест-ха вӑл! Эх, епле те пулсан, курма тӳр килинччӗ!.. Е ӑна вӑрҫа илӗҫ те, вӗсен чаҫӗ кунта мар, урӑх фронта кайӗ? Хӑҫан вара курӑп эп ӑна? Фронт… Кам пӗлет унта мӗн пуласса? Ачи ҫавнашкал, хӑйне хӑй шеллес ҫук. Ҫук, луччӗ килӗнчех лартӑр, Туркменирех, ан тив пирӗн утлӑ ҫар валли хӑйсен ҫивӗч ахалтекинӗсене ҫӳретме вӗренттӗр. Ҫав вӑхӑтрах тата Амеда манӑн чапа тухнӑ герой тӑвас килет, ӑна эп Мускав тӑрӑх ертсе ҫӳрӗттӗм, пурте вара Амед Юсташ-Бергенов (унӑн тулли хушамачӗ ҫапла) геройпа алла-аллӑн эпӗ пынине курӗччӗҫ.

Хӗвел вӑрман хыҫнелле анасшӑн тӑрать. Сулхӑнларӗ. Кайӑксем шӑпланчӗҫ. Вӑрман хӗрринче пӗр качака вӗҫӗмсӗр макӑрать, ӑна ахӑрнех вӗренпе кӑкарса хунӑ пулас. Йӗри-тавра — лӑпкӑ та мирлӗ уй-хир, мӗн пур тавралӑх канӑҫлӑн тӑнӑ пек туйӑнать, таҫта вӑрҫӑ пуррине ӗненес те килмест.

Акӑ ҫӳлте-ҫӳлте пирӗн пуҫ тӗлӗнче сӗрлекен сасӑ — мотор сасси илтӗнчӗ. Самолёт питӗ ҫӳлте, вӑл пире кунта, хир варринче сиен тӑваймасть. Таҫта, вӑрман леш енче, юри хӑратмалла тенӗ пек, зенитка пӗр-ик хут кӗрӗслетрӗ. Самолёт сасси тарма пуҫларӗ.

Ҫак вӑхӑтра манӑн пионерсем кӑвак пӗлӗтре темӗнле турӑ хут татӑкӗсем хӗвӗшнине курчӗҫ — пирӗн пуҫ ҫинчех, нумай ҫӳлте. Вӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫаврӑнаҫҫӗ, салана-салана каяҫҫӗ. Вӗсене ҫил вылятать, хӑвалать. Нумайӑшӗ, тип ҫырма леш енне, вӑрмана вӗҫсе ӳкрӗҫ, иккӗшӗ вӗсенчен, хуллен вӗлкӗшсе, пирӗн ҫинелле килчӗҫ. Ачасем, ухӑ пек, вӗсем патне ыткӑнчӗҫ. Игорек пуринчен маларах чупса ҫитрӗ, листовкӑна ҫӗре ӳкме памасӑр, сывлӑшрах ярса тытрӗ. Вӑл ҫырнӑ хута хӑвӑрт пӑхса тухрӗ, куҫ харшисене шӑмарчӗ, Изя Крук енне темшӗн тинкерсе пӑхрӗ, хӗрелсе кайрӗ, унтан — чӑр-чар тутарчӗ.

— Мӗн эсӗ? — терӗм эп ӑна, чупса пырса.

— Нимӗн те мар! — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, хута хаяррӑн лучӑркаса. — Ухмахла ҫырса пӗтернӗ унта. Ӑнмансем. Вулама та ирсӗр!

Ачасем ун ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса тӑчӗҫ.

— Мӗскер пулчӗ вӑл?

— Ну, вӗсен тӗрлӗрӗн лозунгӗсем… Ӑнланаймастӑр-им? Нимӗҫсем пӑрахаҫҫӗ ӑна. Фашистла сӑмахсем. Ну, листовкӑсем, тейӗпӗр. Вулама та намӑс. Сӑмахӗсем ирсӗр. Тьфу!

Ачасене, станцине ҫитерсе, поезд ҫине лартрӑм та, вӗсене пӗр аслӑ класра вӗренекен хӗр ача аллине шанса парса, эпӗ Коревановӑна кайрӑм. Ҫул ҫырман тепӗр енне каҫрӗ; кунта эп нимӗҫ самолечӗ пӑрахса хӑварнӑ листовкӑсенчен тата тепӗрне тупрӑм. Ӑна хам ӑшра вуласа тухрӑм. Ку хут — Гитлерӑн ҫар пуҫлӑхӗсем Мускав ҫыннисене чӗнсе калани. Мускавра часах пулатпӑр, хирӗҫ тӑни усӑсӑр тесе пӗлтереҫҫӗ нимӗҫсем. Ҫавӑнтах тата ӑнлантарса та парасшӑн: вырӑс халӑхӗн нимӗҫ ҫыннисемпе ҫапӑҫма нимӗнле сӑлтав та ҫук, имӗш. Кунта мӗнпур хирӗҫӳ урӑхла ӗненекен ҫынсен тӗлӗшӗпе анчах иккен, ҫав урӑхла ӗненекенсене пула Мускав ҫыннисем хӗн кураҫҫӗ-мӗн. Ахаль пулсан, нимӗҫ вырӑс ҫине килес те ҫук, вӗсем пире чӑтма ҫук юратаҫҫӗ пулать! Эх, мурсем… Сӑмахӗсем те вӗсен урмӑш: «урӑхла ӗненекенсем». Акӑ мӗнпе тухнӑ вӗсем пирӗн ҫине, акӑ мӗн ҫине шанчӑк хурасшӑн вӗсем! Эпир пӗр-пӗриншӗн «тӗрлӗ ӗненекенсем» пуласса кӗтеҫҫӗ вӗсем. Акӑ мӗн акасшӑн тӑшман пирӗн ҫӗр ҫине! Бомбӑсем, листовкӑсем тӑкса, пирӗн ҫӗршыври туслӑхӑн ҫӑлкуҫне усал элекпе наркӑмӑшласшӑн иккен! Апла пулсан, Изяпа тата Соньӑпа ман тус пулма кирлӗ мар мӗн? Амед та апла урӑхла ӗненекен ҫын пулчӗ пулать? Эпӗ тарӑхса кайса, листовкӑна ҫӗр татӑк турӑм, унтан, ҫӗре чӑмӑртаса пӑрахса, пушмак кӗлипе тем тарӑнӑш таптаса хӑвартӑм.

Темӗнле ҫыпӑҫакан ирсӗр япалана тӗкӗннӗнех туйӑнчӗ. Алсене шӑлса тасатас килсе кайрӗ…

Кореваново ялӗ ӗлӗк Кореванов хушаматлӑ улпутӑн шутланнӑ. Расщепей фильмӗнче эпӗ вылянӑ Устя Бирюкова ҫав улпутӑн крепостной тарҫи пулнӑ. Халӗ кивӗ паркра ҫав вӑхӑтсенчен юлнӑ усадьба пур, унта — музей. Шурӑ колоннӑллӑ авалхи ҫуртӑн пурӑнмалли пайӗнче, антресоль текен ҫӳлти хутӗнче, музей директорӗ Вячеслав Иртеньев, Бородино ҫапӑҫӑвӗнче чапа тухнӑ Иртеньев генералӑн несӗлӗ пурӑнать. Иртеньев, ӗлӗк ҫар историйӗ тӗлӗшӗпе чылай ӗҫленӗскер тата ҫамрӑк чух кавалергард пулнӑскер, Расщепей фильмине ӳкерес ӗҫре пире консультаци йӗркипе нумай пулӑшрӗ.

Октябрьти революци хыҫҫӑн вӑл Ҫар академийӗнче чылай ҫул вӗрентнӗ, сунара ҫӳреме юратнӑ, асаилӳсен кӗнекине ҫырса кӑларнӑ. Расщепей ҫав кӗнекене питӗ юрататчӗ. Кунта карӑшсем, шыв чӑххисем, министрсем, патша таврашӗнчи ҫынсем, дипломатсем ҫинчен ҫырнӑ, анчах кайӑксем ҫинчен ҫырни чылай аванрах тухнӑ тетчӗ. Халӗ Иртеньев Коревановӑра пурӑнать, ӑна кунта ҫуртӑн чи лайӑх пайне халалласа панӑ. Вӑл хӑйӗн асилӗвӗсене юлашки вӑхӑтченех ҫырать, арӑмне, Анастасия Илларионовнӑна, каласа ҫырать. Расщепей ҫуллахи вӑхӑтсенче, дачӑра пурӑннӑ чух, Иртеньевӑн яланхи хӑни пулнӑ. Мана та вӑл кунта сахал мар илсе килнӗ. Ҫав кунсенче Иртеньев мана ӳкерӳ ӗҫӗнче нумай ырӑ турӗ. Мана вӑл лайӑх манерсене, лаша ҫинче тӗрӗс ларма вӗрентетчӗ, историре пулнӑ тӗлӗнмелли мыскарасем ҫинчен каласа кӑтартатчӗ. Вӗсене вӑл шутсӑр нумай пӗлет. Ҫулӗпе сакӑрвуннӑ урлӑ каҫнӑ пулсан та ӑна халӗ те вӑйпитти ҫын темелле: тем пысӑкӑш старик, пӗвӗ сахалтан мар икӗ метр, вӑл халӗ те, гварди кӗрнеклӗхне ҫухатмасӑр, темӗнле хӑйне уйрӑм илемлӗхпе кавалерийски картуз тӑхӑнать, авалхилле ҫӗлетнӗ ҫӳлӗ кунчаллӑ атӑпа ҫӳрет. Утти — тӳп-тӳрӗ, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклерех тытать, яланах — туясӑр, анчах ярса пуснӑ чух урисем пӑртакҫӑ чӗтренни палӑрать.

Вӑл пирен Пионерсен ҫуртӗнче час-часах пулкалать, унта ӑна ачасем ҫамрӑк историксен клубӗн хисеплӗ председательне суйланӑ. Пионерсем ҫак пысӑк, хисеплӗ, уҫӑ сӑнлӑ старикшӗн каҫсах каяҫҫӗ. Унӑн, калаҫнӑ чух, хӑйне евӗр йӑли пур, хӑйпе сӑмахлакан ҫынна, калаҫнӑ май, чавсипе чышкаласах тӑрать: Гм? Ҫамрӑк пионерсем?.. Питӗ хавас…

Ҫапла шавласа, ахӑлтатса хуллен чавсипе тӗрткелешсе, кӗске сыпӑклӑ пин-пин ыйтусем парса, хӑш чух вӗсем ҫине ответ илессе кӗтмесӗрех вӑл пирӗнпе юмахлать. Ҫав вӑхӑтрах унӑн чӗлхинче ачасене хисеплени уҫҫӑн палӑрать. Вӑл пирӗн ҫине — ҫӳлтен аялалла — хӑйӗн тем пысӑкӑш ҫӳлӗшӗнчен пӑхса калаҫсан та, пире, ӑна пуҫ каҫӑртса итлекенсене, ун аслӑлӑхӗ нихҫан та чӑрмантарман: вӑл хӑйне ачасемпе ҫав тери тарават тата интереслӗн тытать. Ытах та кам та пулин кружок занятине каярах юлсан, вӑл ун пек чух кӗсйинчен фамильнӑй ылтӑн сехетне кӑларать, циферблат ҫине тинкерсе пӑхать, унтан килнӗ ҫын ҫине макӑрса ярас пек хуйхӑллӑн пӑхать, лешӗ, намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест, сехет хупӑлчине шарт! тутарать, сехетне, нимӗн чӗнмесӗр, каялла чикет. Хӑй вӑл нихҫан та кая юлман. «Аккуратность — корольсен илемӗ, — тӑтӑшах калать вӑл, занятине чи малтан ҫитсе, — анчах ҫак пахалӑха, гм, ҫамрӑк революционерсен йышӑнсан та пӑсӑк пулас ҫук. Мӗн? Гм? А? Хо-хо!»

Вячеслав Андреевич Иртеньева паян эп терраса умӗнче тӗл пултӑм. Вӑл ниҫталла пӑхмасӑр, пӗр улт-ҫичӗ ҫулхи ялти ачапа пикенсех темӗскер аппаланать. Ачи пӑртак аяккарах кайса, Иртеньев ури айне, терраса ҫине йывӑҫ кегельсем ывӑтать, Вячеслав Андреевич вӗсем хыҫҫӑн хӑвалать, аллинче ун авалхи хыпкӑч — вӑл унпа йывӑҫ кегельсене яра-яра илет, тытнӑ пеккисене терраса ҫумӗнче тӑракан шывлӑ каткана пӑрахать. Мана курсанах вӑл сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ, мӑйӑхӗсене шӑлкаласа илчӗ, ҫири пижамине кӑрт-кӑрт турткаларӗ.

Ача вӗҫтере пачӗ, пуҫне каҫӑртса, хырӑмне мӑкӑртса, халь-халь кӗҫенсе ярас пек тапӑртатса, тусан кӑларса чупрӗ. Ял ачисен ялан лашалла вылясси.

— Гм… мӗн? А? Каҫарӑр… — Иртеньев пижамин ҫухине ҫаклатрӗ, тӳммисене вӑр-вар тӗрӗслесе анчӗ. — Каҫарӑр… Мӗн? Кам патнеччӗ?

— Аван-и, Вячеслав Андреевич! — кӑшкӑрса каларӑм эп.

— А? Мӗн?.. Серафима юлташ? Салам, салам, хаклӑ тусӑм, пысӑк салам. Питӗ хавас. Мӗн? Гм… Мӗн тума пултарӑп сирӗншӗн? Мантӑр, пӑрахрӑр пире! Анастасьюшка! — кӑшкӑрчӗ вӑл, чӳрече енне ҫаврӑнса. — Пӑх-ха, кам килнӗ? А? Мӗн? Шеп, питӗ шеп! Серафима хӑй пире кӑмӑл турӗ. Хӑй, ултӑ ҫунатлӑ Серафима ҫул юппинче пире курӑнайрӗ. Мӗн? Гм! Хо-хо! Питӗ хавас.

Чӳречерен тулли питлӗ Анастасия Илларионовна карӑнса пӑхрӗ.

— Симочка, чунӑм, эсӗ-и, пире курма килтӗн-и? Аван, аван! — калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Эпӗ шав ӑнман затемненипе аппаланатӑп. Каллех ӑш ҫунтармӑш Марсик, мур илесшӗ пуҫне, чӳрече каррисене туртса антарнӑ… Ак эп сана, ак эп сана, у-у, тискер кайӑк! Пӑх-ха, епле ҫуланкаласа ларать.

Тем пысӑкӑш кушак аҫи, хура Марсик, гусар пек мӑйӑхлӑскер, чӳрече ҫинче каҫ енне кайнӑ хӗвел ӑшшипе мӑрлатса ларать. Хӑйӗн ятне илтсен, вӑл карчӑк ҫинелле юлхавлӑн пӑхса илчӗ, ҫӗре кӑмӑлсӑр сиксе анчӗ: «Каллех эсир ҫавӑн ҫинчен! Тупнӑ сӑмах…» — терӗ пулас.

— Пӑх-ха, епле ҫитӗнсе кайнӑ, мӗнле пике пулнӑ! Пӑх-ха, Вячеслав, калама ҫук, хӳхӗм! Бьютифул, бьютифул! — хӑвӑрт хушса хучӗ вӑл акӑлчан чӗлхипе. — Тӗрӗс мар-и? Сӑмси кӑна пӑртак сӗвӗнсе тӑрать, питӗ шел. Анчах куншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, эп сире крем парӑп, ирлӗ-каҫлӑ лайӑх витерсе сӗрӗр. Эп калӑп мӗнлине… Пӑх-ха, сартучӗ те ун йӑлт пӗтнӗ…

Сасартӑк мана ытла та кулӑшла туйӑнса кайрӗ: ирсерен ҫӗрулми кӑларма, каҫсерен — ҫурт ҫине улӑхма крем сӗрсе аппаланасси ҫинчен шухӑшларӑм.

Сӑмси ман, чӑнах та вӗтеленсех кайнӑ, мана чылай кӳрентерет, ҫитменнине — сартучӗ те, ҫӑва тухас умӗн ӑна эп ҫине тӑрсах пӗтертӗм пулсан та, каллех пӑч-пач курӑна пуҫларӗ.

Иртеньев мана, алӑран тытса, терраса ҫине ертсе кайрӗ. Яштака та ҫӳлӗ, йывӑр тайӑмлӑ ҫын, вӑл ман енне илемлӗн авӑнса пырать, тӗрлӗрен ыйтусем парать, хирӗҫ калассине кӗтмесӗрех, татти-сыпписӗр сӑмахлать. Ҫапах та эпӗ пӗр ыйту пама ӗлкӗртӗм:

— Ирина Михайловна ӑҫта?

— Ирина Михайловна, пепӗккем, Мускавра. Паян вӑл Мускавра ҫӗр каҫать. Мӗн? Гм! Вӑл пӑртакҫӑ художница пирӗн, халӗ маскировка ӗҫӗпе ӗҫлет. Темӗн те шухӑшласа кӑларать. Атьӑр-ха, эпӗ сире вӑл тунӑ хӑш-пӗр макетсене кӑтартам.

Вӑл мана, киле илсе кӗрсе, Мускаври хам пӗлекен чылай ҫурт-йӗрсен макечӗсене кӑтартрӗ. Акӑ МОГЭС станцийӗн пӗчӗкҫӗ моделӗ, ӑна пит те чеен ешӗл йывӑҫсемпе хупӑрланӑ. Акӑ тата тӗлӗнмелле сӑрласа пӗтернӗ Пысӑк театр. Хӗрлӗ Ҫар театрӗн пилӗк кӗтеслӗ макечӗ ҫине чиркӳ кӗлетки майлаштарнӑ. Стенисем ҫине йывӑҫсем, хуралтсем, ҫырма-ҫатрасем сӑрласа пӗтернӗ…

Иртеньевпа пӗрле пысӑк зал урлӑ каҫнӑ чух эпӗ стена ҫинче ылтӑн хашакаллӑ пӗр пысӑк портрет куртӑм. Ку Устья-партизанкӑн сӑнӗ, иккӗмӗш пурнӑҫне экран валли ман урлӑ панӑ хастарлӑ хӗр ача портречӗ. Эпӗ ирӗксӗрех чарӑнтӑм. Ҫак Расщепей тупнӑ портрета эпӗ нумайранпа курманччӗ. Ӑна пӑхса тата Александр Дмитриевич архивран хӑй тупса килнӗ авалхи пӗр картинка тӑрӑх мана ун чух гримларӗҫ. Кайран, ӳкерӳ ӗҫӗсем пӗтсен, Устья Бирюковӑн портретне Расщепей «Кореванов» музейне панӑ.

Залра сулхӑн та шӑп, утнӑ май шӑтӑртатса тӑракан паркет ҫап-ҫутӑ. Люстрӑсем ҫинчи ҫурта вырӑнӗсене шурӑ марлӗпе пӗркенӗ. Пукан-тенкелсем ҫине ҫӗлетсе тунӑ кипкесем тӑхӑнтартнӑ. Ылтӑн рамӑри Устя, каҫӑр сӑмсаллӑ, пӑч-пӑч сартутлӑ хӗр ача, ман ҫине салхуллӑн, анчах уҫҫӑн тинкерсе пӑхать. Вӑл сарӑ кӗрӗкпе, пуҫне пысӑк тутӑр ҫыхнӑ. Картинӑн хыҫал фонӗ — юр ҫунӑ тӳремлӗх, унта — ҫар ураписем, унта-кунта выртакан француз виллисем, явӑнса ҫӳрекен ҫӑхансем. Портрет айне ҫырса хунӑ: «1812 ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнӑ ҫамрӑк партизанка Устинья Бирюкова, Кореванов улпутӑн крепостной хӗр ачи. Мускав пушарне курнӑ. Денис Давыдов рейчӗсенче пулнӑ. Паллӑ мар художник ӳкернӗ».

— Тӗлӗнмелле пӗрпеклӗх! — терӗ Иртеньев, унтан ҫутӑрах пултӑр тесе, чӳрече патне кайса, чӳрече каррине ҫӗклерӗ, каялла картина патне пычӗ, пӗрре ман ҫине, тепре портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

— Пӗлетӗр-и, сирӗн пӗрпеклӗхӗр халӗ тата та уҫҫӑнрах палӑра пуҫларӗ… Анастасьюшка, кил-ха кунта, кӑшт кӑна пӑхса ил! Феноменально!

Манӑн кӑмӑл хуҫӑлчӗ. Ну, юрӗ, пӗр пек тейӗпӗр. Анчах вӑл вӑрҫӑра пулнӑ, пуҫӗ ҫинче пульӑсем шӑхӑрса вӗҫнине илтнӗ, ут утланса вӗҫтерсе ҫӳренӗ, чап, мухтав, вилӗмсӗрлӗх туяннӑ, ак эпӗ…

Чей ӗҫне чух Иртеньевсем мана хӑйсем патне пӗрер куна юлма, Мускаври тревогӑсенчен пӑртакҫӑ канма ӳкӗтлерӗҫ. Анчах ман ӑшчик вырӑнта мар, Мускава юлнӑ пионерсем асӑмран тухмаҫҫӗ. Мӗнле вӗсем мансӑрӑн каҫ шӑй-шайне тӳссе ирттереҫ! Эпӗ Иртеньевсене хамӑн Мускава часрах таврӑнмалла ҫинчен каларӑм, ҫуртсем ҫинчи каҫхи ӗҫсем пирки ӑнлантартӑм. Вячеслав Андреевич халь ӗнтӗ мана нимӗн пӳлмесӗр итле пуҫларӗ.

— А? Настасьюшка! Илтетӗн-и? Ах, маттурсем, тӗлӗнмелле маттурсем! Ку сана кегельбан мар, ҫурт тӑрри, ӑнлантӑн-и? Вут-ҫулӑм айӗнче, етре айӗнче Симочка, эсир — героиня… Чимӗр-ха…

Вӑл васкавлӑн тӑрса, тепӗр пӳлӗме тухрӗ.

— Симочка, эсир чӑнах та героиня, — терӗ Анастасия Илларионовна, мана ҫамкаран чуптуса. — Анчах Вячеслав Андреевич умӗнче ӑна-куна урӑх ан шарлӑр, кӑмӑлӗ хуҫӑлать. Пӗлесчӗ эсир, хӑй ватӑлнӑшӑн, фронта каяйманнишӗн вӑл мӗн тери пӑшӑрханать. Ну, мӗн тума пултарӗ-ши ӗнтӗ! Ҫапах чӑрсӑрланать..

Иртеньев таврӑнчӗ. Вӑл ман пата уявлӑн утса пычӗ. Аллинче пӗчӗкҫӗ шкатулка, кивелнӗ бархатпа витнӗскер. Вӑл шкатулкин каптӑрмине вӗҫерчӗ те, вара эп шалта, пӗчӗкҫеҫ кӑвак минтер ҫинче, шурӑ медаль выртнине куртӑм.

— Ку мӗн?

— Ку мӑн асатте медалӗсенчен пӗри. Сире парнелетӗп. Мӗн? Гм! Хохо! А? Ну, чӑркӑшса ан тӑрӑр! — Вӑл мана чавсипе тӗртсе илчӗ. — А? Гм! Мускава хӳтӗлекен паттӑрсен несӗлӗнчен, мухтавлӑ асаттесен ячӗпе асӑнмалӑх. Сыхлӑр Мускава…

Вӑл хӑйӗн улӑпла пӗвӗпе яш кӑна тӑсӑлса тӑчӗ, атти кӗллисене шартлаттарса илчӗ, унтан шкатулкине тыттарчӗ.

Шӑп ҫакӑ самантра вӑрман леш енче, Водохранилище патӗнче, ҫывӑхри шлюз ҫинчи сирена уласа ячӗ. Кӗҫех Мускав тӗлӗнче кӑвак пӗлӗтре ҫӑлтӑрсем ташлама пуҫларӗҫ, ку — зенитка етрисем сывлӑшра ҫурӑлаҫҫӗ.

— Вячеслав… — лӑпкӑн, анчах хӑй сӑмахне хӑй шанмасӑр пуҫларӗ Анастасия Илларионовна, сӗтел ҫинчи тирӗк-чашӑка пуҫтарнӑ май.

— Тен, хӳтлӗхе кайӑн?

Ҫакна вӑл ытахальтен анчах каланине хӑй те туять, мӗншӗн тесен, Иртеньев ӑна итлес ҫуккине малтанах пӗлет.

— Тусӑм, Анастасьюшка, — терӗ Иртеньев, — тӗрли тӗрӗллӗрех, хӗрлӗ питлӗрех теҫҫӗ. Санӑн пур ялан пӗр сӑмах, — ӗнер те, паян та… Хӑвах пӗлетӗн-ҫке, ҫак бомбей тени мана хам хӑрушлӑх тӗлешпе ним чул та хуйхатмасть. Эсӗ тесен, сана эп хӳтлӗхе анса ларма питӗ те сӗнетӗп.

— Тӗрли тӗрӗллӗрех пулсан, санӑн та апла урӑхларах каласчӗ, ялан пӗр сӑмах, — кулса ячӗ Анастасия Илларионовна, упӑшки ҫумне куҫарах тӑрса.

Иртеньев мӑшӑрне вӑрӑм та илемлӗ пӳрнеллӗ пысӑк аллипе ыталаса илчӗ. Унтан ман ҫинелле пӑхса:
— Сире эп пикеҫӗм, ПВО йӗркисене пӑхӑнма калаттӑм, — терӗ.

— Мускава паян каяймастӑр ӗнтӗ пурпӗр, вокзалтан кӑлармаҫҫӗ. Эсир вӗт, хай мӗн калас, хӑвӑр объект ӗҫӗнче мар. Апла пулсан, пуриншӗн те ҫырнӑ йӗркесене пӑхӑнас пулать. Мӗн? Гм! Хо-хо! Пире ан пӑхӑр. Эпир Анастасия Илларионовнӑпа тахҫанах сӑмах пӗтернӗ… Пирӗн пӗрле… Пӗр-пӗринчен уйрӑлни айван ӗҫ пулӗччӗ. Тӗрӗс-и, Настенька?

Вара, кӗрнеклӗн авӑнса, вӑл Анастасия Илларионовнӑн ҫемҫе те тулли аллине чуптурӗ, арӑмӗ ун аллине чылайччен хӑй аллинчен ямарӗ.

Паллах ӗнтӗ, эпӗ хӳтлӗхе анмарӑм. Ахалех Иртеньев авалхи паркри йывӑҫсен айне чавса тунӑ хӑйсен хӳтлӗхне тем пекех мухтарӗ, комфортабельно терӗ, эпӗ — итлемерӗм.

Инҫетре-инҫетре, Мускав ҫинче хура пӗлӗт шевле вӑййине хӗрелсе чӗтренет. Кас-кас кӗрлесе кайни, хаяррӑн авӑтни илтӗнет. Мускав ҫинче сывлӑшри ҫапӑҫу пырать. Мускав тӑшмантан хӳтӗленет. Ӑшӑм вӑркать. Хама ҫылӑхлӑ ҫын пек туятӑп. Мӗнле эп капла тертлӗ хулана, хамӑн пионерсене, ан тив — пӗр каҫлӑха та пулин, пӑрахма пултарнӑ!..

Унтан пӑртак лӑпланнӑ пек пулчӗ. Анчах отбой илтӗнмест-ха. Ахӑрнех Мускав пӗлӗчӗ тасалсах ҫитмен пулас, хулана хӳтӗлекенсем асӑрхансах тӑраҫҫӗ.

Тревогӑна хӑнӑхнӑ Анастасня Илларирновна, кун каҫиччен чылай ӗшеннӗскер, ҫывӑрма кайрӗ. Эпир Иртеньевпа тата кӑштах лартӑмӑр, вӑл вара мана:
— Ну, ҫывӑрас пулать, Симочка, — терӗ.
Унта сирӗн валли сарнӑ. Кайӑр, сирӗн канас пулать. Эпӗ пӑртакҫӑ ларам. Ырӑ каҫ пултӑр.

Тепӗр кун ирех эпӗ Мускава тухса кайрӑм. Ӑш вӑркани мана канӑҫ памарӗ. Мӗнле кӑна ирттерчӗ-ши Мускав ҫак иртнӗ каҫа? Станцири ҫынсем касса умӗнче калаҫкаланӑ тӑрӑх, иртнӗ каҫра тапӑну уйрӑмах усал пулнӑ. Станци перронӗ ҫинче эпӗ Жмырева куртӑм. вара, хама палӑртмасӑр, часрах тин ҫитсе тӑнӑ поезд вагонне кӗме васкарӑм. Сӗт бидонӗсем йӑтнӑ Жмырев такама шырать — поезд ҫине сӑнаса пӑхкалать. Эпӗ чӳречерен пӑхса тӑнине курсан, — вӑл часрах вагона васкарӗ, тепӗр самантран, бидонӗсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн, ман ҫумма пырса ларма та ӗлкӗрчӗ. Вӑл, пӗр хулпуҫҫине маларах ярса, ун ҫине пиншакне уртса, сакка хӑяккӑн, питпе ман енне вырнаҫрӗ. Мӑнтӑркка пичӗ ҫинче киленӳ вылявӗ ҫиҫсе тӑрать.

— Пӗлетӗн-и, эпӗ Мускавра, вокзалта, сирӗн халдейсене куртӑм. Сан ҫинчен пӗлтерчӗҫ, ӗҫ хыҫҫӑн Коревановӑна юлчӗ, ыран ирччен таврӑнмасть, терӗҫ. Ну, терӗм, ӑсатас пулать. Иртенпех сыхласа тӑратӑп, ку иккӗмӗш поезд. Ну мӗнле унта, ҫуртсем ҫинче, мансӑр пуҫне ҫӗмӗрттеркелетӗр?

— Сансӑр пуҫне! — хирӗҫлерӗм эп кулса. — Тупӑннӑ Мускава сыхлакан! Ытла та эс мухтанатӑн ҫак, Жмырев. Эпӗ! Мана! Манпала! Мансӑр!..

— Кам апла сирӗн ҫурт ҫинчен хайхи зажигалкӑна тӗртсе яраканни? Кам? Куртӑн пуль?

— Ҫын умӗнче маттурланма юрататӑн эсӗ, чӑнах та.

— Мӗнле ҫын умӗнче — ҫавӑнтан килет. Тен, пурин умӗнче те мар пуль, хӑш-пӗрин чӗрин умӗнче анчах пуль. — Жмырев ман ҫине пӑхса, куҫ хӗссе илчӗ, кепкине ӗнси ҫинерех антарчӗ, унтан ман ҫуммарах шӑвӑнчӗ. — Симочка, мӗншӗн эс ҫавнашкал мӑнаҫлӑ? Нихҫан та манпа ҫӳреместӗн. Эпӗ сирӗн патӑрти хӗрсене пӗрне те киноран хӑварман. Эсӗ пур — ниҫталла та мар. Аван мар капла — кӑмӑлу пысӑк. Хӑльхи вӑхӑтра пурин те пӗрле пулмалла. Хаҫатсем вулатӑн пуль?

— Ой, Жмырев, сан агитацилемесен те юрӗччӗ! Камӑн, камӑн, анчах ку сан ӗҫ мар! Килӗшмест.

— Сана агитаци кирлӗ мар… Эсӗ ахаль те нумай вӗреннӗ. — Вӑл тата та ҫывӑхарах шӑвӑнчӗ, хулпуҫҫи урлӑ уртӑнса тӑракан пиншакӗпе мана юри ҫынсенчен картларӗ. Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр юнашар сак ҫине куҫса лартӑм. Вӑл хулӗсене чӗтретсе илчӗ, шуса аннӑ пиншакне тӳрлетрӗ. Унтан:
— Ҫаплах мӑнаҫланатӑр апла, — тесе хучӗ.

Эпӗ нимӗн шарламасӑр чӳречерен пӑхса пыратӑп. Мускав тулашӗсем пуҫланчӗҫ. Кунта тӗтӗм те сирӗлсех пӗтеймен, ҫав-ҫавах сывлӑшра каплам-капламан йӑсӑрланать. Акӑ тултан ӗнӗк шӑрши килчӗ. Мускавра иртнӗ каҫ каллех вут-кӑвар алхаснӑ. Нимӗҫ татах пирӗн ҫуртсене чӗрте-чӗрте янӑ. Часрах ҫитесчӗ пӗрех хут, мӗн-мӗн пулнине тӗплӗн пӗлесчӗ!

— Итле-ха, Сима… — янӑраса кайрӗ хӑлха ҫывӑхӗнчех. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та, Жмырев ман ҫуммах куҫса ларнӑ, йӑпӑлтатса кулкалать.

— Ахалех эс, Симочка, ман ҫинчен ҫапла шутлатӑн. Ман санран ним пытару та ҫук, чунӑм уҫӑ. Сӑмах паратӑп… Эсӗ пур — ялан ман ҫине пӗр ӗненӳсӗр пӑхатӑн. Хӑвӑр енчен шанӑҫ пулсан, эпӗ те чылай япала ҫинчен пӗлтерӗттӗм… Асту ҫав хӑвӑн халдейӳсене, шансах ан пӗтер. Вӗсем, пӗлетӗн- и, ҫавнашкал халӑх…

— Мӗнле халӑх иккенне сансӑрах пӗлетӗп. Эсӗ тӗлӗкре те вӗсем пек пулас ҫук, Жмырев.

— О-о! Ун пек кун пек тӗлӗкрен турӑ сыхлатӑр. Тӗлӗксем ман урӑх. Ялан чикӗсӗр мӑнаҫлӑ, ҫынна шанман ҫынсемпе асапланатӑп… Ахалех эс, Симочка, ҫавнашкал… Тен, кайӑпӑр паян сада ташлама, ҫаврӑнкаласа илӗпӗр? Сирӗн хӗрсем унта пурте пулаҫҫӗ паян. Айта? Ҫитет сана ҫав хӑвӑн халдейӳсемпе! Эхер те эс вӗсем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсен, вӗсемпе ҫыхланман та пулӑттӑн.

Калас пулать, Жмыревӑн юлашки сӑмахӗ мана тиврех, анчах эп ҫакна ун умӗнче епле те пулин пытарма тӑрӑшрӑм. Эп каллех Жмыревӑн пӗркунхи юптаруллӑ сӑмахӗсене астурӑм, ҫавӑн пекех, Игорь ун чухне Васька умӗнче ним мар пулса кайни, унтан вӑл юлашки вӑхӑтра пӑрӑнса ҫӳрени тепӗр хут аса килчӗ. Вара, ун енне калтах ҫаврӑнса:
— Итле-ха, Жмырев, — терӗм, — пӑрах эс юптарса калаҫма!
Ытах мӗн те пулин пӗлетӗн пулсан — кала, пӗлмесен — ан чӗн.

— У-у, сахал пӗлетӗп-и вара! Тен, эсир пӗр-пӗрин ҫиянчен халиччен сӗмленменнине те лайӑх пӗлетӗп пуль? Тен, эпӗ утрав ҫине кам ҫӳренине, сирӗн нӳхрепре кам чаваланнине — ӑна та лайӑх пӗлетӗп пуль?

— Василий, пӗлетӗн пулсан, сан каламаллах. Вӑл санӑн тивӗҫ!

— Кама тата мӗншӗн тивӗҫ эп? Эпӗ сире присяга паман-ҫке. Кайӑпӑр паян, ташлӑпӑр, тен, мӗн те пулин калӑп та. Халь ман кӑмӑл ҫук.

— Пӑрах эс, Жмырев, ахаль илӗртен! Нимӗн те пӗлместӗн! Лайӑх куратӑп.

— Куратӑн пулсан, мӗншӗн тӗпчетӗн апла… Эс луччӗ Малинин Игорьтен ыйт. Тен, вӑл та пӗлет пуль.

Жмырев ҫӳлӗк ҫинчи бидонӗсем патне кармашма пуҫларӗ. Вагонра тӗттӗмленчӗ: поезд вокзала ҫитсе чарӑнчӗ. Чӳречерен перрон шавӗ кӗрлесе кӗчӗ.

Путсӗр Васька ман кӑмӑла пӑсрӗ. Паллах, ҫав пакӑлтин сӑмахӗсене итлеме те кирлех мар. Анчах та гороскопсем ҫухалнине тата кимме илсе кайнине паянччен те ӑнланма ҫук. Ытти кирлӗрех ӗҫсем пуҫ туллиех пулсан та, ҫав ӑнланма ҫук япаласем пуҫа кӗреҫҫех.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех